Авдий Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Авдий Пророк Кĕнеки

(1) Авдие курăнни. Çÿлхуçа Турă Эдом хыпар илтрĕмĕр, ĕнтĕ халăхсене: «çĕкçинчен çапла калать: эпир Çÿлхуçаран ленĕр те, ăна хирĕç вăрçăпа тухатпăр!» тесе пĕлтерме хыпарçă та янă.

(2) Акă Эпĕ сана халăхсем хушшинче кĕçĕнни турăм, санран пурте йĕрĕнеççĕ.

(3) Чĕрÿ мăнаçлăхĕ улталарĕ сана: эсĕ ту хушăкĕсенче, çÿллĕ вырăнта, пурăнатăн, çавăнпа хăвăн ăшунта: «кам мана çĕре туртса антарайĕ?» тесе шухăшлатăн.

(4) Анчах эсĕ ăмăрткайăк пек çÿле çĕкленес пулсан та, çăлтăрсем хушшинче йăва çавăрас пулсан та, Эпĕ сана унтан та туртса антарăп, тет Çÿлхуçа.

(5) Вăрăсем килмен-и сан патна? çĕрлехи хурахсем килмен-и? ытла та тустарса хăварнă-çке сана! Анчах вĕсем хăйсене мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ çеç вăрланă пулĕччĕç. Сан патна иçĕм çырли татма кĕрес пулсан, çавсем пĕр-ик çырла та пулин хăвармĕччĕç-и вара?

(6) Исав патĕнче епле пĕтĕмпех пуçтарса кайнă, мулне пытарнă вăрттăн кĕтессене те ухтарнă!

(7) Хăвăнпа килĕшÿре тăракансемех сана чикке çитичченех кăларса ярĕç, хăвăнпа çураçуллă пурăнакансемех улталĕç сана, çĕнтерĕç, хăвăн çăкăрна çиекенсемех çапса ÿкерĕç сана. Вăл ăнланас çук!

(8) Эпĕ Эдомри ăсчахсене, Исав тăвĕ çинчи ăс-тăнлисене пĕтернĕ кун пулмĕ-и çакă? тет Çÿлхуçа.

(9) Исав тăвĕ çинче пурăнакансене пурне те вĕлерсе тухас тесе, Феман, санăн паттăрусене сехĕрлентерсе пăрахĕç.

(10) Хăвăн тăванна, Иакова, хĕсĕрленĕшĕн сана намăс хупласа илĕ, унтан сана ĕмĕрлĕхе пĕтерĕç.

(11) Çав кунхине, эсĕ айккинче тăнă чухне, çав кунхине, ют çынсем ун çарне тыткăна илсе кайнă чухне, ют халăх çыннисем ун хапхинчен кĕнĕ чухне, Иерусалим пирки шăпа янă чухне, эсĕ çавсенчен пĕри пекех пултăн.

(12) Хăвăн тăванун хура кунĕшĕн, ăна нимĕнсĕр тăратса хăварнă куншăн санăн хĕпĕртеме кирлĕ марччĕ; Иуда ывăлĕсене пĕтернĕ кун савăнма, синкерлĕ кун шăл йĕрсе тăма кирлĕ марччĕ.

(13) Манăн халăхăмăн телейсĕр кунĕнче санăн ун хапхинчен кĕме кирлĕ марччĕ, вăл пĕтнĕ кунхине унăн мĕскĕнлĕхне курма га кирлĕ марччĕ, унăн синкерлĕ кунĕнче унăн пурлăхне те тĕкĕнме кирлĕ марччĕ,

(14) тарма пикеннисене вĕлермешкĕн çул тăваткăлĕсенче тăма та, синкерлĕ кун чĕрĕ юлнисене сутма та кирлĕ марччĕ санăн.

(15) Ĕнтĕ пур халăхшăн та Çÿлхуçа кунĕ çывăхарса килет: эсĕ ху мĕн кăтартнă — сана та çавнах кăтартĕç; хăвăн ĕçÿ хăвăн пуçу çинех ÿкĕ.

(16) Манăн сăваплă тăвăм çинче эсир мĕнле ĕçрĕр, ытти халăхсем те пурте ялан çапла ĕçĕç, ĕçĕç, çăтса ярĕç, вара хăйсем нихăçан пулман пекех пулĕç.

(17) Сион тăвĕ çинче вара çăлăнăç пулĕ, çакă ту сăваплă вырăн пулса юлĕ; Иаков килĕ хăйĕн çĕрне каялла илĕ.

(18) Иаков килĕ вут пулĕ, Иосиф килĕ — çулăм, Исав килĕ вара улăм пулĕ: чĕртсе ярĕç те ăна тĕп тăвĕç, Исав килĕнчен никам та юлмĕ: çакна Çÿлхуçа каланă.

(19) Кăнтăр енче пурăнакансем Исав тăвне, айлăмра пурăнакансем филистимсен çĕрне туртса илĕç, Ефрем хирĕсене те, Самари хирĕсене те туртса илĕç, Вениамин вара Галаада туртса илĕ.

(20) Израиль ывăлĕсен çарĕнчен куçарса кайнисем ханаансен çĕрне Сарепта таран ярса илĕç, Иерусалимран куçарса кайнисем вара, халĕ Сефарадра тăракансем, кăнтăрти хуласене еткерлĕхе илĕç.

(21) Вара Исав тăвне сут тумашкăн Сион тăвĕ çине çăлăнăç паракансем килĕç, çавăн чухне Çÿлхуçа патшалăхĕ пулса тăрĕ.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.