Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Иезекииль Пророк Кĕнеки
1
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Çапла пулчĕ: вăтăрмĕш çулта, тăваттăмĕш уйăхра, çав уйăхăн пиллĕкĕмĕш кунĕнче, эпĕ Ховар юханшывĕ хĕрринче тыткăна илсе килнĕ халăх хушшинче тăнă чухне, тÿпе уçăлса кайрĕ те, эпĕ Турă кăтартнине куртăм.
(2) Уйăхăн пиллĕкĕмĕш кунĕнче (ку вăл Иоаким патшана тыткăна илни пиллĕкĕмĕш çул çине кайсан пулчĕ)
(3) Иезекииле, Вузий ывăлне, священника, халдейсен çĕрĕнче, Ховар юханшывĕ хĕрринче, Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ; çавăнта ун çинче Çÿлхуçа алли пулчĕ.
(4) Эпĕ курах кайрăм: акă çурçĕр енчен çил-тăвăл çĕкленсе килет, капмар пĕлĕт тата явăнса çунакан вут-çулăм, ун тавра çиçсе-ялтăртатса тăрать,
(5) çакăн варринчен вут варринче çулăм çути евĕрлĕскер ялкăшать; унăн варринчен чĕрчун евĕрлĕскерсем тăваттă курăнаççĕ; вĕсем акă мĕнлеччĕ: сăн-сăпачĕ вĕсен этемĕнни пек;
(6) кашнийĕ тăватшар питлĕ, кашнийĕ тăватшар çунатлă;
(7) урисем вĕсен — тÿрĕ туналлă, ури лаппийĕ — пăру урин лаппийĕ евĕрлĕ, вĕсем йĕс пек çиçеççĕ (çуначĕсем çăмăл вĕсен).
(8) Çуначĕсем айĕнче — этем аллисем, тăватă енче те çавăн пек;
(9) пурте, тăваттăшĕ те,— пит-куçлă, çунатлă; çуначĕсем вĕсен пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ; пынă чухне вĕсем пăрăнса каймаççĕ, хăйсен пичĕ-куçĕ ăçталла пăхать, çавăнталла каяççĕ.
(10) Вĕсен пичĕкуçĕ çакăн евĕрлĕ — сылтăм енчен пурин те, тăваттăшĕн те, этем пичĕ-куçĕ пек тата арăслан пичĕ-куçĕ пек; сулахай енчен пурин те, тăваттăшĕн те,— пăру пичĕ-куçĕ пек тата ăмăрткайăк пичĕ-куçĕ пек.
(11) Вĕсен пичĕ-куçĕ, вĕсен çуначĕсем çÿлтен уйрăммăн курăнаççĕ, анчах кашнийĕн икĕ çуначĕ теприсен çуначĕсене перĕнсе тăрать, ытти икĕ çуначĕ тăлпăвне витсе тăрать.
(12) Вĕсем кашнийĕ хăй пичĕкуçĕ хăш еннелле пăхать, çав еннелле каяççĕ; Сывлăш ăçталла каяс тет, çавăнталла каяççĕ; пынă чухне пăрăнса каймаççĕ.
(13) Çав чĕрчунсем шĕл-кăвар евĕрлĕ, çутнă лампада евĕрлĕ; чĕрчунсем хушшинче вут-çулăм çÿрет, вут-çулăм ялтăртатать, çиçет, ун ăшĕнчен çиçĕм тухать.
(14) Чĕрчунсем унталла та кунталла çиçĕм çиçнĕ пек çÿреççĕ.
(15) Эпĕ чĕрчунсем çине пăхрăм: акă çĕр çинче, çав чĕрчунсем патĕнче, вĕсенĕн тăватă пичĕ-куçĕ умĕнче пĕрер кустăрма.
(16) Çав кустăрмасем, ĕренкине пăхсан та, тытăмне пăхсан та,— топаз майлă, вĕсем тăваттăшĕ те пĕр евĕрлĕ; ĕренкине пăхсан та, тытăмне пăхсан та,— пĕр кустăрми тепĕр кустăрми ăшĕнче тăнă пек курăнать.
(17) Пынă чухне вĕсем хăйсен тăватă енне каяççĕ; пынă чухне пăрăнмаççĕ.
(18) Тукунĕсем вĕсен — çÿллĕ те хăрушă; вĕсен тăваттăшĕн та тукунĕсем тавра туп-тулли куç.
(19) Чĕрчунсем пынă чухне кустăрмасем те вĕсен тĕлĕпе пыраççĕ; чĕрчунсем çĕр çинчен çĕкленсе кайнă чухне кустăрмасем те çÿлелле хăпараççĕ.
(20) Сывлăш ăçталла каяс тет, чĕрчунсем те çавăнталла каяççĕ; Сывлăш кирек ăçталла кайтăр, кустăрмасем те вĕсемпе пĕрлех çÿлелле хăпараççĕ, мĕншĕн тесен кустăрмасенче те чĕрчунсен чĕмĕ пулнă.
(21) Чĕрчунсем пынă чухне кустăрмасем те пыраççĕ; вĕсем чарăнсан, кусем те чарăнса тăраççĕ; вĕсем çĕр çинчен çĕкленсе кайсан, вĕсемпе пĕрле кустăрмасем те çĕкленсе каяççĕ, мĕншĕн тесен кустăрмасенче те чĕрчунсен чĕмĕ пулнă.
(22) Чĕрчунсен пуçĕ тĕлĕнче пĕлĕт тÿпи евĕрлĕскер курăнать, вăл — çÿлте, вĕсен пуçĕ тĕлĕнче сарăлса тăракан тĕлĕнмелле кристалл евĕрлĕ.
(23) Çав пĕлĕт тÿпи айĕнчи чĕрчунсем хăйсен çунаттисене пĕр-пĕрин патне тÿррĕн сарнă, тата кашнийĕ хăйĕн икĕ çуначĕпе хăйне хуплать, кашнийĕ хăйĕн икĕ çуначĕпе тăлпăвне витсе тăрать.
(24) Вĕсем пынă чухне эпĕ вĕсен çуначĕсен шавне илтрĕм, вăл — пысăк шывсен сасси пек, Пурне те Тума Пултаракан Турă сасси пек, хăватлă шав, вăл çар тапăрĕнчи шав евĕрлĕ; чарăнса тăнă чухне вара вĕсем хăйсен çуначĕсене аялалла усаççĕ.
(25) Вĕсен пуçĕ тĕлĕнчи тÿперен сасă илтĕнет; чарăнса тăрсассăн, вĕсем хăйсен çуначĕсене аялалла усаççĕ.
(26) Вĕсен пуçĕ тĕлĕнче тăракан тÿпе тĕлĕнче сапфир теекен чулран тунă патша пуканĕ евĕрлĕскер курăнать; патша пуканĕ евĕрли çинче çын евĕрлĕскер ларать.
(27) Куртăм вара — металл ялкăшать пек, ун ăшĕнче, ун тавра вут-çулăм ялкăшать пек; пилĕкĕ евĕрлинчен çÿлелле те, пилĕкĕ евĕрлинчен аялалла та эпĕ темĕнле вут куртăм, ун тавра çиçсе-ялтăраса тăрать.
(28) Çав йĕри-тавра çиçсе-ялтăраса тăни çумăр вăхăтĕнче пĕлĕт çинче пулакан асамат кĕперĕ евĕрлĕччĕ.
2
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Çÿлхуçа мухтавлăхĕ çакăн евĕрлĕ курăнчĕ. Çакна курсассăн, эпĕ çĕре ÿксе пуççапрăм, вара Калакан сассине илтрĕм, Вăл мана çапла каларĕ: этем ывăлĕ! уру çине тăр, Эпĕ санпа калаçăп, терĕ.
(2) Вăл каланă хушăра ман ăшăма Сывлăш кĕчĕ те мана ура çине тăратрĕ, эпĕ вара хама Калакана илтрĕм.
(3) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! Эпĕ сана Израиль ывăлĕсем патне, пăхăнман çынсем патне, Мана хирĕç тăнă çынсем патне, яратăп, вĕсем тата вĕсенĕн ашшĕсем паянхи кунчченех Манăн умра сутăнчăксем пулаççĕ, терĕ.
(4) Хальхи ывăлĕсен питне те кĕççе çĕленĕ, вĕсем те хытă чĕреллĕ; Эпĕ сана çав çынсем патне яратăп, эсĕ вĕсене çапла калăн: «Çÿлхуçа Турă çапла калать!» тейĕн.
(5) Итлĕç-и вĕсем, итлемĕç-и, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — пăлханакан халăх; анчах вĕсем хăйсен хушшинче пророк пуррине пĕлсе тăччăр.
(6) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, вĕсенчен ан хăра, вĕсен сăмахĕнчен те ан хăра, вĕсем саншăн йĕплĕ курăксем, чикекен çум курăкĕсем пулсан та, хăв скорпионсем хушшинче пурăнсан та, ан хăра; эсĕ вĕсен сăмахĕнчен ан хăра, вĕсен сăнĕнчен ан шиклен: мĕншĕн тесессĕн вĕсем — пăлханакан халăх.
(7) Эсĕ вĕсене Манăн сăмахăмсене кала — итлĕç-и вĕсем, итлемĕç-и сана, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — чурăс халăх.
(8) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, Эпĕ хăвна мĕн каланине итле; çав пăлханакан халăх пек чурăс ан пул; çăварна уç та — Эпĕ мĕн панине çисе яр, терĕ.
(9) Вара курах кайрăм: акă ман енне алă тăсăлчĕ, акă çак алăра — çыру чĕркемĕ.
(10) Вăл çакна ман умăма уçса хучĕ, акă çав чĕркеме тул енчен те, шал енчен те çырса тухнă, ун çине: «куççуль, тата асап, тата хуйхă» тесе çырнă.
3
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Шана каларĕ: этем ывăлĕ! хăвăн умăнтине çисе яр, çак чĕркеме çисе яр, унтан кай та Израиль халăхне пĕлтер, терĕ.
(2) Вара эпĕ çăварăма уçрăм та, Вăл мана çав чĕркеме çиме пачĕ;
(3) каларĕ мана: этем ывăлĕ! Эпĕ сана çыру чĕркемĕ паратăп, хырăмна çакăнпа тăрантар, ăшна çакăнпа тултар, терĕ; эпĕ вара çисе ятăм, манăн тута-çăварăмшăн вăл пыл пекех пылак пулчĕ.
(4) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! тăр та Израиль халăхĕ патне кай, вĕсене Манăн сăмахăмсене кала;
(5) сана уçăмсăр калаçакан, ăнланма йывăр чĕлхеллĕ халăх патне мар, Израиль килĕ патне яратăп, терĕ,
(6) уçăмсăр калаçакан, ăнланма йывăр чĕлхеллĕ халăхсем патне мар — эсĕ вĕсен сăмахне ăнкарайман пулăттăн; ахăртнех, Эпĕ сана вĕсем патне янă пулсассăн та, вĕсем сана итленĕ пулĕччĕç;
(7) Израиль халăхĕ вара сана итлесшĕн пулмĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Мана итлесшĕн мар, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм Израиль халăхĕ çирĕп çамкаллă, хаяр чĕреллĕ.
(8) Акă вĕсен пичĕсене хирĕç тăма Эпĕ санăн питне те çирĕп турăм, вĕсен çамкисене хирĕç тăма санăн çамкуна та çирĕп турăм.
(9) Санăн çамкуна Эпĕ чулран та çирĕпрех алмаз пек турăм; вĕсенчен ан хăра, вĕсен умĕнче ан шиклен, мĕншĕн тесен вĕсем — пăлханакан халăх, терĕ.
(10) Мана тата каларĕ: этем ывăлĕ! Манăн сана калас пĕтĕм сăмахăма чĕрÿ патне ил, хăлхупа тăнла;
(11) тăр та кунта куçарса килнĕ çынсем патне, хăвăн халăхун ывăлĕсем патне, кай, итлĕç-и вĕсем сана, итлемĕç-и — пĕлтер вĕсене, кала вĕсене: «Çÿлхуçа Турă çапла калать!» те, терĕ.
(12) Вара мана Сывлăш çÿлелле çĕклерĕ; эпĕ хам хыçăмра хăрушла çĕр чĕтренĕвĕн кĕрлевне илтрĕм — Çÿлхуçа мухтавлăхĕ çĕр çинчен çапла çĕкленсе кайрĕ —
(13) тата чĕрчунсен пĕр-пĕринпе перĕнсе тăракан çуначĕсен шавĕ, вĕсем патĕнчи кустăрмасен сасси тата хăрушла çĕр чĕтренĕвĕн кĕрлевĕ илтĕнсе тăчĕ.
(14) Сывлăш мана çÿлелле çĕклесе илсе кайрĕ. Эпĕ пăшăрханса пытăм, чĕрем пăлханса ÿкрĕ; ман çинче Çÿлхуçанăн çирĕп алли пулчĕ.
(15) Эпĕ Ховар юханшывĕ хĕрринчи Тел-Авив теекен вырăна куçарса килнĕ халăх патне çитрĕм, вĕсем пурăнакан вырăнта чарăнса тăтăм та вĕсем хушшинче çичĕ кун тĕлĕнсе пурăнтăм.
(16) Çав çичĕ кун иртсен вара мана Çÿлхуçа каларĕ:
(17) этем ывăлĕ! Эпĕ сана Израиль килĕн сыхлавçи пулма тăратрăм, эсĕ Эпĕ калакан сăмахăма итлĕн те вĕсене Ман ятăмран ăса кĕртĕн.
(18) Эпĕ йĕркесĕр çынна: «вилĕмÿ çитĕ!» тенĕ чухне эсĕ çав çынна чĕрĕ хăварас тесе ăна ăс памасан, йĕркесĕр çынна йĕркесĕрлĕх çулĕнчен сыхланма хушмасан, çав йĕркесĕр çын хăйĕн йĕркесĕрлĕхĕнчен хăтăлаймасăрах вилĕ, Эпĕ вара унăн юнне санран шыраса илĕп, терĕ.
(19) Эхер те эсĕ йĕркесĕр çынна ăс патăн пулсан, анчах та вăл хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕсене пăрахмарĕ пулсан, хăйĕн йĕркесĕрлĕх çулĕнчен пăрăнмарĕ пулсан, вăл хăйĕн йĕркесĕрлĕхĕпех вилĕ, эсĕ вара хăвăн чунна çăлса хăварăн.
(20) Эпĕ тÿрĕ çын умне такăнмалли хурсан, вара çав çын хăйĕн тÿрĕлĕхĕнчен пăрăнса йĕркесĕр ĕçсем туса вилет пулсан, эсĕ ăна ăса кĕртме тăрăшман пулсан, вăл хăй çылăхĕшĕн вилĕ, ăна ĕнтĕ унччен тунă ырă ĕçĕсем те хÿтĕлеймĕç; Эпĕ вара унăн юнне санран шыраса илĕп, терĕ.
(21) Эхер те эсĕ тÿрĕ çын çылăха ан кĕтĕр тесе ăна ăс патăн пулсан, вăл чăнах та çылăха кĕмерĕ пулсан, вăл чĕрĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн ăна ăса кĕртнĕ, эсĕ вара хăвăн чунна çăлса хăварăн, терĕ.
(22) Çавăнта ман çинче Çÿлхуçа алли пулчĕ, Çÿлхуçа мана каларĕ: тăр та хире тух, Эпĕ унта санпа калаçăп, терĕ.
(23) Эпĕ тăтăм та хире тухрăм; акă унта Çÿлхуçа мухтавлăхĕ, эпĕ Ховар юханшывĕ хĕрринче курнă евĕрлĕ Çÿлхуçа мухтавлăхĕ, тăрать; эпĕ вара çĕре ÿксе пуççапрăм.
(24) Ăшăма Сывлăш кĕчĕ те ура çине тăратрĕ, Вăл манпа калаçрĕ, мана çапла каларĕ: кай та килÿнте питĕрĕнсе лар, терĕ.
(25) Этем ывăлĕ, акă сана тăлăпа тăллĕç, сана унпа çыхса хурĕç, ĕнтĕ эсĕ вĕсем хушшинче çÿреймĕн.
(26) Санăн чĕлхÿне Эпĕ карланку çумне çыпăçтарса лартăп та, эсĕ чĕлхесĕр пулăн, вĕсене питлеймĕн: вĕсем — пăлханакан халăх.
(27) Эпĕ санпа калаçнă чухне санăн чĕлхÿ-çăварна уçăп, вара вĕсене калăн: «Çÿлхуçа Турă çапла калать!» тейĕн, кам итлес тет, итле; кам итлес мар тет, ан итле: вĕсем — пăлханакан халăх, терĕ.
4
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Эсĕ, этем ывăлĕ, кирпĕч ил те ăна хăвăн умна хур, ун çине Иерусалим хулине ÿкер;
(2) ăна хупăрласа ил, ăна хирĕç тĕрексем ларт, ун тавра тăпра хÿме купаласа çавăр, ăна хирĕç тапăр вырăнаçтар, йĕри-тавра ăна хирĕç хÿме ишмелли сăпрай лартса тух;
(3) ху валли тимĕр хăма ил те çавна хăвăнпа хула хушшине тимĕр хÿме вырăнне тăрат, хула çине пăх, ăна хупăрласа илмелле, хупăрласа ил ăна. Çакă Израиль килĕшĕн пĕлтерекен паллă пулĕ.
(4) Эсĕ вара сулахай аяку çине вырт та хăвăн çине Израиль килĕн йĕркесĕрлĕхне хур: çапла миçе кун аяку çинче выртăн, çавăн чухлĕ вĕсен йĕркесĕрлĕхне тÿсĕн.
(5) Эпĕ сана вĕсенĕн кашни йĕркесĕрлĕх çулĕшĕн пĕр кун картнă: Израиль килĕн йĕркесĕрлĕхне виççĕр тăхăрвунă кун тÿсĕн.
(6) Çакна тусассăн иккĕмĕш хут аяку çине вырт, ку хутĕнче сылтăм аяку çине вырт, хĕрĕх кун хушши хăвăн çинче Иуда килĕн йĕркесĕрлĕхне чăт, Эпĕ сана пĕр çулшăн — пĕр кун, пĕр çулшăн пĕр кун картнă.
(7) Хупăрласа илнĕ Иерусалим çине пăх, çара сылтăм аллуна ун çине тăс, вара ăна хирĕç кала, малашне мĕн пулассине пĕлтер.
(8) Акă Эпĕ сан çине тăлă хутăм, эсĕ ĕнтĕ хулана хупăрласа тăнă кунусем иртиччен тепĕр аяку çине çаврăнаймăн.
(9) Хăвăн валли тулăпа урпа ил, тата лапчăк пăрçа, тата ясмăк, тата вир, тата пăри ил, çакна пурне те пĕр савăта яр, çакăнтан ху валли çăкăр пĕçер, миçе кун аяку çинче выртмалла санăн, çавăн чухлĕ çăкăр пĕçер; ăна эсĕ виççĕр тăхăрвунă кун çийĕн.
(10) Тăранса пурăнмалли апатна виçепе, кунне çирĕм сикль чухлĕ, çи; çакна вăхăтран вăхăта çи.
(11) Шыва та виçепе ĕç, гинăн улттăмĕш пайĕ чухлĕ ĕç; çапла вăхăтăн-вăхăтăн ĕç.
(12) Урпа пашалăвĕ пек туса çи, вĕсене халăх умĕнче çын каяшĕ çинче пĕçер, терĕ.
(13) Çÿлхуçа тата çапла каларĕ: Эпĕ Израиль ывăлĕсене халăхсем хушшине хăваласа ярăп та вĕсем унта çакăн пек таса мар çăкăр çисе пурăнĕç, терĕ.
(14) Эпĕ вара каларăм: эй Çÿлхуçа Туррăм! манăн чунăм нихăçан та ирсĕрленменччĕ, ачалăхăмран пуçласа халиччен те эпĕ виле таврашĕ е тискер кайăк çурса пăрахнине çисе курманччĕ; манăн ăшăма нимĕнле таса мар аш та кĕменччĕ, терĕм.
(15) Вăл мана каларĕ: акă Эпĕ сана çын каяшĕ вырăнне ĕне тислĕкĕ илме ирĕк паратăп, çăкăрна çавăн çинче пĕçерсе çи, терĕ.
(16) Тата каларĕ мана: акă Эпĕ Иерусалимра çăкăр тĕрекне аркатăп та, вара çăкăра виçепе те хуйхăра-хуйхăра çийĕç, шыва та виçепе те куляна-куляна ĕçĕç,
(17) мĕншĕн тесессĕн вĕсен çăкăрĕ те, шывĕ те çителĕксĕр пулĕ: вĕсем пĕр-пĕрин çине сехĕрленсе пăхĕç, хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсем пирки типсе ларĕç, терĕ.
5
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, çивĕч çĕçĕ тыт, сухал хыракансен çĕççине тыт, çавăнпа çÿçÿпе сухална хыр, унтан виçе ил, каснă çÿçне виçĕ пая пайла, терĕ.
(2) Хулана çавăрса илнĕ хыççăн çÿçÿн виççĕмĕш пайне хула варринче çунтарса яр; тепĕр виççĕмĕш пайне ил те хула айккинче çĕçĕпе тураса пăрах; тата тепĕр виççĕмĕш пайне çилпе вĕçтерсе яр; Эпĕ вара вĕсем хыçĕнчен хĕçĕме туртса кăларăп.
(3) Çав юлашки пайĕнчен кăштах уйăрса ил те ăна арку вĕçне çыхса хур.
(4) Ĕнтĕ çакăнтан та уйăрса ил, ăна вута ывăт, ăна вут-çулăмпа çунтарса яр. Çакăнтан пĕтĕм Израиль килне хыпса илекен вут тухĕ, терĕ.
(5) Çÿлхуçа Турă çапла калать: ку вăл — Иерусалим! Эпĕ ăна халăхсем варрине лартрăм, унăн йĕри-тавра — тĕрлĕ çĕр.
(6) Вăл вара Эпĕ хунă йĕркесене хирĕç суя тĕнпе пурăнакансенчен те ытларах усал турĕ, Манăн йĕркеме хирĕç хăй таврашĕнчи çĕрсенчен те начартарах турĕ: вĕсем Эпĕ хунă йĕркесене йышăнмарĕç, Манăн йĕркемсем тăрăх пурăнмаççĕ, тет.
(7) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: йĕркесĕр ĕçĕрсене эсир хăвăр тавра пурăнакан суя тĕнлĕ çынсенчен те нумайрах турăр, эсир Манăн йĕркемсем тăрăх пурăнмастăр, Эпĕ хунă йĕркесене тытмастăр, эсир хăвăр тавра суя тĕнпе пурăнакансен йăли-йĕркипе те пурăнмастăр,
(8) çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: çапла тунăшăн акă Эпĕ те, Эпĕ Хам та — сана хирĕç, сана суя тĕнпе пурăнакансем умĕнче сут тăвăп.
(9) Пĕтĕм ирсĕр ĕçÿсемшĕн сана нихăçан туманнине, ÿлĕмрен те ун пек тăвассăм çуккине кăтартăп.
(10) Çапла тунăшăн сирĕн хушшăрта ашшĕсем ывăлĕсене çийĕç, ывăлĕсем хăйсен ашшĕсене çийĕç; эпĕ сана сут тăвăп, чĕрĕ юлнисене пур енне те çилпе вĕçтерсе ярăп, тет.
(11) Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа Турă, Манăн сăваплă вырăнăма хăвăн пĕтĕм йĕрĕнчĕк ĕçÿсемпе, путсĕр ĕçÿсемпе ирсĕрлетнĕшĕн Эпĕ сана кĕçĕне хăварăп, куçăм сана хĕрхенес çук, Эпĕ сана каçармăп.
(12) Санăн виççĕмĕш пайĕ хĕн-суранпа асапланса вилĕ, хăвăр хушшăрта выçăпа пĕтĕ; виççĕмĕш пайĕ хăвăн таврашунтах хĕç айне пулса пĕтĕ; виççĕмĕш пайне вара пĕтĕм çилпе вĕçтерсе ярăп, вĕсем хыçĕнчен хĕçĕме туртса кăларăп.
(13) Вара çиллĕм çаврăнĕ те, вĕсем çине янă хаярлăхăм иртсе кайĕ те — лăпланăп; вĕсем çине янă хаярлăхăм иртсессĕн, Эпĕ, Çÿлхуçа, вĕсемшĕн хытă тăнăран çапла каланине пĕлĕç вара.
(14) Сана пушхир тăвăп, сана хăвăн таврари халăхсем хушшинче, кашни иртен-çÿрен умĕнче мăшкăл кăтартăп.
(15) Сана пĕтĕм çиллĕмпе, пĕтĕм хаярлăхăмпа сут тунă чухне, сана хаяррăн вĕлернĕ чухне хăвăн таврари халăхсем умĕнче эсĕ çын кулли пулăн, мăшкăл курăн, вĕсемшĕн тĕслĕхпе сехре хăппи вырăнне пулăн — çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм;
(16) Эпĕ вĕсем çине вĕсене пĕтерекен выçлăхăн хаяр сăннисене ярсассăн, вĕсене сире пĕтерме ярсассăн, сирĕн хушшăрти выçлăха вăйлатсассăн, çăкăр тĕрекне аркатсассăн,
(17) сирĕн çине выçлăхпа тискер кайăксене ярсассăн, сана ачусемсĕр тăратса хăварĕç; сан çийĕн хĕн-суранпа юн иртĕ, сана хĕçĕмпе тĕллĕп; çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм, тет.
6
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Израиль тăвĕсем енне çаврăн та пĕлтер вĕсене,
(3) кала: эй Израиль тăвĕсем! Çÿлхуçа Турă сăмахне итлĕр, те. Çÿлхуçа Турă тусемпе сăртсене, айлăмсемпе васансене çапла калать: акă хĕçĕме сире тĕллесе ярăп та сирĕн тÿпем вырăнăрсене ишсе пăрахăп;
(4) сирĕн чÿк вырăнĕсем пушă юлĕç, хĕвел ячĕпе лартнă юпăрсене çĕмĕрсе тăкĕç, вĕлернисене хăвăрăн йĕрĕхĕрсем умне пăрахăп;
(5) Израиль ывăлĕсен виллисене хăйсен йĕрĕхĕсем умне хурăп, сирĕн шăммăрсене хăвăрăн чÿк вырăнĕсем тавра сапаласа пăрахăп.
(6) Сирĕн чÿк вырăнĕсем пушă юлччăр, арканччăр тесе, сирĕн йĕрĕхĕрсем саланччăр, пĕтчĕр тесе, хĕвел юписем ишĕлччĕр, эсир мĕн туни тĕппипех çухалтăр тесе, эсир пурăнакан пур вырăнта та хуласене тустарса тухĕç, тÿпем вырăнсене ишсе антарĕç.
(7) Сирĕн хушшăрта ĕнтĕ вĕлернисем тăкăнĕç, вара эсир Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, тесе калать те.
(8) Анчах Эпĕ чĕрĕ юлнисене, йăлкăма, упраса хăварăп, çавăнпа та сире тĕрлĕ çĕр тăрăх салатса ярсассăн, хĕçрен хăтăлса юлнă çыннăрсем ытти халăхсем хушшинче пулĕç.
(9) Хăтăлса юлнисем, хăйсене халăхсем хушшине тыткăна илсе кайсассăн, Эпĕ вĕсенĕн Манран уйрăлнă аскăн чĕрисене тата йĕрĕхсем хыççăн асса çÿренĕ куçĕсене касăлтарсассăн, Мана аса илĕç; вĕсем хăйсен ирсĕрлĕхĕсемпе туса тултарнă усал ĕçĕсемшĕн хăйсенчен хăйсем йĕрĕнĕç,
(10) вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç; вĕсем çине çакăн пек хĕн-асап яратăп тесе ахаль каламарăм, тесе калать те.
(11) Çÿлхуçа Турă çапла калать: пĕççÿне шарт çап та урупа тапса ил, вара кала: Израиль килĕ туса тултарнă ирсĕр усал ĕçсемшĕн асап çиттĕр! вĕсем хĕçпе, выçлăхпа тата мур чирĕпе пĕтĕç.
(12) Аякрисем мур чирĕпе вилĕç; çывăхрисем хĕçрен пĕтĕç; чĕрĕ юлнисем, хăтăлса юлнисем, выçăпа касăхса вилĕç; Хамăн çиллĕме вĕсене çапла кăтартăп.
(13) Вилнисем хăйсен чÿк вырăнĕсем тавра йĕрĕхĕсем хушшинче, кашни çÿллĕ сăрт çинче, пĕтĕм ту тăрринче, кашни ешерекен йывăç айĕнче, кашни туратлă юман айĕнче, хăйсен йĕрĕхĕсене ăçта ырă шăршă тĕтĕрнĕ, çавăнта выртнине курсан, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр.
(14) Вĕсем çине Хамăн аллăма тăсăп та çĕре — Дивлаф пушхирĕнчен пуçласа вĕсем пурăнакан пĕтĕм вырăнта — пушхирпе çеçенхир тăвăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет.
7
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) эсĕ, этем ывăлĕ, кала, Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Израиль çĕрĕн пĕтес кунĕ çитрĕ — çĕрĕн тăватă енне пĕтес кун çитрĕ.
(3) Акă пĕтетĕн эсĕ; сан çине Хамăн çиллĕме ярăп, сана ху мĕнле çулпа çÿренине кура сут тăвăп, сан çине хăвăн мĕнпур ирсĕр ĕçне тийĕп.
(4) Сана Манăн куçăм хĕрхенсе тăрас çук, каçармастăп, сана ху мĕнле çулпа çÿренине кура тавăрăп, хăвăн ирсĕр ĕçÿсем хăвăнпа пулĕç, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, тесе калать те.
(5) Çÿлхуçа Турă çапла калать: çакăн евĕрлĕ синкер — пĕртен-пĕрре, акă çав синкер килет.
(6) Пĕтес кун килчĕ, килчĕ пĕтес кун, сана хупласа илчĕ; акă çитрĕ,
(7) çĕр çинче пурăнакан, сан патна сехмет çитрĕ! вăхăт çывăхарать, тусем çинче хавассăн кăшкăрасси мар, сехĕрленÿ кунĕ çывăхарса килет.
(8) Часах акă сан çине Хамăн хаярлăхăма кăларăп, сан çине Хамăн çиллĕме ярăп, сана ху мĕнле çулпа çÿренине кура сут тăвăп, сан çине хăвăн мĕнпур ирсĕр ĕçне тийĕп.
(9) Сана Манăн куçăм хĕрхенсе тăрас çук, каçармастăп, сана ху мĕнле çулпа çÿренине кура тавăрăп, хăвăн ирсĕр ĕçÿсем хăвăнпа пĕрле пулĕç; вара Эпĕ айăплакан Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, тет.
(10) Акă кун! килчĕ, çитрĕ сехмет! туя çитĕнчĕ, мăнаçлăх ÿссе сарăлчĕ.
(11) Усаллăх туйи çине вăй çĕкленет; вĕсенчен, вĕсен мулĕнчен те, вĕсен шавĕнчен те, вĕсен чаплăлăхĕнчен те нимĕн те юлмĕ.
(12) Вăхăт çитрĕ, кун килсе çитрĕ; туянаканĕ ан савăнтăр, сутаканĕ ан йĕтĕр: çилĕ вĕсен пĕтĕм йышне тивет.
(13) Ĕнтĕ хăйсем чĕрĕ юлас пулсассăн та, сутаканĕ сутнă япали патне таврăнаймĕ: пророксем вĕсен пур йышĕ çинчен курни-калани каялла пулмĕ, хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕсемпе никам та хăй пурăнăçне тĕреклетеймĕ.
(14) Трупапа кăшкăртĕç, пурте хатĕрленĕç, анчах пĕри те вăрçа тухмĕ: вĕсен пĕтĕм йышĕ çинче Манăн çиллĕм тăрать.
(15) Хĕç — кил тулашĕнче, килте вара — мур чирĕ те выçлăх. Хиртисем хĕçрен вилĕç; хуларисене вара выçлăхпа тискер мур пĕтерсе тухĕ, тет.
(16) Вĕсем хушшинче чĕрĕ юлнисем тусем çине тарĕç, унта вĕсем айлăм кăвакарчăнĕсем пек пулĕç; вĕсем пурте йынăшĕç, кашнийĕ хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕшĕн ахлатĕ.
(17) Пурин те аллисем лăштах усăнĕç, пурин те чĕркуççийĕсем шыв пек чĕтренĕç.
(18) Вара вĕсем хуйхă тумтирĕ тăхăнĕç, вĕсем сехĕрленсе ÿкĕç; пичĕ-куçĕ пурин те намăсланса хĕрелĕ, пурин те пуçĕ шакла пулĕ.
(19) Хăйсен кĕмĕлне вĕсем урама кăларса ывăтĕç, вĕсем ылтăна та нимĕн вырăнне хумĕç. Çÿлхуçа хаярлăхĕ çитнĕ кун вĕсене хăйсен кĕмĕлĕ те, хăйсен ылтăнĕ те питех хăтараймĕ. Ылтăн-кĕмĕлпе вĕсем чунне те тăрантараймĕç, хырăмне те тултараймĕç: ĕнтĕ ылтăн-кĕмĕле пула вĕсем усал ĕçсем туса тултарнă.
(20) Хĕрлĕ-капăр тумпа çÿрекенсем ылтăн-кĕмĕлтен мăнаçланмалли турĕç, унран хăйсен ирсĕр йĕрĕхĕсене шăратрĕç; çакăншăн ылтăн-кĕмĕле вĕсемшĕн таса мар тăвăп;
(21) ăна ют çынсен аллине тупăш вырăнне парăп, ăна йĕркесĕр çынсене çаратма парăп, çавсем ăна ирсĕрлетĕç.
(22) Эпĕ сăнăм-питĕмпе вĕсене тÿртĕн тăрăп та, Манăн чĕрем тĕпĕнчине ирсĕрлетĕç; унта вăрă-хурахсем çитĕç те ăна ирсĕрлетĕç.
(23) Сăнчăр хатĕрле: ку çĕр юнлă усал ĕçсемпе тулнă, хулара пусмăрлаççĕ, вĕлереççĕ.
(24) Эпĕ чи усал халăхсене илсе килĕп, çавсем вĕсен çурчĕсене туртса илĕç. Вăйлисен мăнаçлăхне тĕп тăвăп, сирĕншĕн мĕн сăваплине ирсĕрлетĕç.
(25) Синкер-сехмет килет; канăçлăх шырĕç — тупаймĕç.
(26) Инкек хыççăн инкек, хыпар хыççăн хыпар килсе тăрĕ; пророк урлă пĕлесшĕн пулĕç, священник вĕрентме пултараймĕ, ваттисем канаш параймĕç.
(27) Патша ÿпкелешĕ, улпут сехĕрленсе ÿкĕ, çĕршыв халăхĕн алли чĕтрене ерĕ. Вĕсене хăйсем мĕнле çулпа çÿренине кура айăплăп, вĕсене хăйсем мĕнле сут тунине кура сут тăвăп; вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет.
8
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Ку улттăмĕш çулта, улттăмĕш уйăхра, çав уйăхăн пиллĕкĕмĕш кунĕнче пулчĕ: эпĕ хамăн килĕмре лараттăм, Иудейăн аслă çыннисем ман умăмра ларатчĕç, çавăн чухне çавăнта ман çине Çÿлхуçа Турă алли анчĕ.
(2) Куртăм вара: акă çын евĕрлĕскер, вăл — вут-кăвар пек, пилĕкĕнчен пуçласа аялалла — вут, пилĕкĕнчен пуçласа çÿлелле — çиçсе-ялтăраса тăрать, çулăм çути пек.
(3) Вăл алă евĕрлĕскерне тăсрĕ те мана çÿçрен ярса тытрĕ, Сывлăш мана çĕрпе пĕлĕт хушшине çĕклесе хăпарчĕ, Турă мана Иерусалим хулине, çурçĕр енчи шалти хапха умне, илсе çитерчĕ, унта вара тарăхтармăш йĕрĕх, тарăхтаракан йĕрĕх, лартнăччĕ.
(4) Эпĕ çавăнта Израиль Туррийĕн мухтавлăхне, хам унччен хирте курнăскере, куртăм.
(5) Каларĕ мана: этем ывăлĕ! пуçна çĕклесе çурçĕрелле пăх-ха, терĕ. Эпĕ вара пуçăма çĕклесе çурçĕрелле пăхрăм та, акă парне вырăнĕн хапхи умĕнче çурçĕр енче — леш тарăхтармăш йĕрĕх, кĕмелли вырăнтах лараканскер.
(6) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! вĕсем мĕн тунине куратăн-и? Израиль килĕ çакăнта çапла тем тĕрлĕ ирсĕр ĕçсем тунине куратăн-и? Çавна пула Эпĕ Хамăн сăваплă вырăнăма пăрахса кайăп. Çаврăнса пăх-ха, эсĕ тата хăрушăрах ирсĕр ĕçсем курăн, терĕ.
(7) Вара мана картишне кĕмелли çĕре илсе пычĕ, пăхрăм та эпĕ — акă хÿмере хушăк пур-мĕн.
(8) Мана каларĕ: этем ывăлĕ! хÿмене шăтарса кĕр, терĕ; эпĕ вара çав хÿмери хушăка шăтарса пысăклатрăм та — акă темĕскерле алăк курăнса кайрĕ.
(9) Мана каларĕ: кĕр, вĕсен çакăнта тăвакан йĕрĕнмелли ирсĕр ĕçĕсене кĕрсе кур, терĕ.
(10) Эпĕ шала кĕтĕм те куртăм: йĕри-тавра тем-тем тĕрлĕ çĕлен-калта, таса мар выльăх тата Израиль килĕн тĕрлĕ йĕрĕхне ÿкерсе тухнă.
(11) Вĕсен умĕнче Израиль халăхĕн аслă çыннисенчен çитмĕл çынни тăрать, Сафан ывăлĕ Иезания та вĕсен хушшинчехчĕ; кашнийĕ хăйĕн тĕтĕркĕчне тытнă, ырă шăршăллă тĕтĕм çăра пĕлĕт пек çÿлелле хăпарать.
(12) Мана каларĕ: этем ывăлĕ, Израиль халăхĕн аслă çыннисем тĕттĕм çĕрте, кашнийĕ хăйĕн пÿлĕмĕнче — ÿкерчĕксем ÿкерсе тухнă пÿлĕмре — мĕн тунине куратăн-и? вĕсем ĕнтĕ: «пире Çÿлхуçа курмасть, Çÿлхуçа ку çĕре пăрахнă» теççĕ, терĕ.
(13) Мана тата каларĕ: çаврăнса пăх-ха, вара вĕсем тата хăрушăрах ирсĕр ĕçсем тунине курăн, терĕ.
(14) Вара Вăл мана Çÿлхуçа Çурчĕн çурçĕр енчи хапхи умне илсе пычĕ, акă унта Фаммузшăн хурланса йĕрекен хĕрарăмсем лараççĕ.
(15) Мана тата каларĕ: этем ывăлĕ, куратăн-и? пăх-ха, вара эсĕ тата хăрушăрах ирсĕр ĕçсем курăн, терĕ.
(16) Вара мана Çÿлхуçа Çурчĕн шалти картишне илсе кĕчĕ, акă Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕ патĕнче, пăлтăрпа парне вырăнĕ хушшинче, çирĕм пиллĕке яхăн арçын тăрать, вĕсем пурте Çÿлхуçа Çуртне тÿртĕн тăраççĕ, тухăç еннелле пăхаççĕ, тухăç еннелле пăхса хĕвеле пуççапаççĕ.
(17) Мана каларĕ: этем ывăлĕ, куратăн-и? Иуда килне вĕсем çакăнта тăвакан йĕрĕнмелле ĕçсем çитмен-им? вĕсем çĕршывра та ирсĕр ĕçсем туса тултарчĕç, вĕсем Мана çав тери çиллентереççĕ; акă ĕнтĕ вĕсем сăмси умĕнче туратсем тытса тăраççĕ.
(18) Çакăншăн Эпĕ те хаярлăхăмпа тавăрма пуçлăп; куçăм хĕрхенсе тăмĕ, каçарассăм çук; вĕсем Манăн хăлхаран хытă сасăпа кăшкăрса йăлăнсан та, вĕсене илтессĕм çук, терĕ.
9
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Хăватлă сассипе мана хăлхаран каларĕ: хулана тавăракансем çывăхарччăр, кашнийĕн аллинче хăйĕн кăралĕ — вĕлерекен кăрал — пултăр, терĕ.
(2) Акă ĕнтĕ çурçĕр енчи çÿлти хапха патĕнчен ултă çын килет, кашнийĕ хăйĕн кăралне — вĕлерекен кăралне — тытнă, вĕсем хушшинче тата пĕр çын пур, вăл йĕтĕн тум тăхăннă, пиçиххийĕ çумĕнче унăн — çыруçă хатĕрĕ. Çитрĕç те çавсем пăхăртан тунă парне вырăнĕ патне тăчĕç.
(3) Херувим çинче пулнă Израиль Туррийĕн мухтавлăхĕ ун çинчен Çурт урати умне анчĕ. Çÿлхуçа йĕтĕн тум тăхăннă, пиçиххийĕ çумне çыруçă хатĕрĕ çакнă çынна чĕнсе илчĕ.
(4) Çÿлхуçа ăна каларĕ: хула варрипе, Иерусалим варрипе, утса тух, çакăнта тăвакан ирсĕр ĕçсемшĕн хуйхăракан, пăшăрханакан çынсен çамки çине паллă лартса тух, терĕ.
(5) Эпĕ вăл ыттисене мĕн каланине илтрĕм: ун хыççăн хулара çÿрĕр, вĕлерĕр; сирĕн куçăр ан хĕрхентĕр, ан шеллĕр;
(6) ватă çынна та, яш ачапа качча кайман хĕре те, пĕчĕк ачасемпе арăмсене те вĕлерсе тухăр, анчах та паллă лартнă пĕр çынна та ан тĕкĕнĕр, Манăн сăваплă вырăнăмран пуçлăр, терĕ. Вара вĕсем Çурт умĕнчи леш аслă çынсенчен пуçларĕç.
(7) Каларĕ вĕсене: Çурта ирсĕрлетĕр, картишсене вĕлернĕ çын тултарăр та — кайăр, терĕ. Кайрĕç вара, хулара вĕлерме тытăнчĕç.
(8) Вĕсем çынсене вĕлерсе тухсан, эпĕ çавăнтах юлтăм, çĕре ÿксе пуççапрăм, тилмĕрсе йăлăнтăм, çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Туррăм, Хăвăн çиллÿне Иерусалим çине ярса Эсĕ Израилĕн юлашки тĕпренчĕкне пĕтерĕн-и вара? терĕм.
(9) Вăл мана каларĕ: Израиль килĕпе Иудея килĕ тунă ирсĕр ĕç ытла та нумай, шутсăр нумай; ку çĕре юн тулнă, хулара та тĕрĕсмарлăх туллиех; вĕсем ĕнтĕ: «Çÿлхуçа ку çĕре пăрахрĕ, Çÿлхуçа курмасть» теççĕ.
(10) Çакăншăн Манăн куçăм хĕрхенсе тăмĕ, каçарассăм çук; хăйсем мĕн хăтланнине хăйсен пуçĕ çине ярăп, терĕ.
(11) Акă ĕнтĕ йĕтĕн тум тăхăннă çын, пиçиххийĕ çумне çыруçă хатĕрĕ çакнăскер, пĕлтерсе каларĕ: эпĕ Эсĕ хушнă пек турăм, терĕ.
10
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Эпĕ тата çакна куртăм: акă тÿпере, херувимсен пуçĕ тĕлĕнче, сапфир чулĕ евĕрлĕрехскер, темĕскер, патша пуканĕ майлăскер, курăнать.
(2) Çÿлхуçа йĕтĕн тум тăхăннă çынна каларĕ, çапла каларĕ: херувимсен айĕнчи кустăрмасем хушшине кĕр те херувимсем хушшинче çунса выртакан кăвара тулли ывăç ывăçласа ил, унтан ăна хула çине ывăт, терĕ; вăл унта ман куçăм умĕнчех кĕчĕ.
(3) Çав çын кĕнĕ чухне херувимсем Çуртăн сылтăм енче тăратчĕç, шалти картишне пĕлĕт сарăлнăччĕ.
(4) Çÿлхуçа мухтавлăхĕ херувим çинчен Çурт урати патне çĕкленчĕ, Çурта пĕлĕт тулчĕ, картишне Çÿлхуçа мухтавлăхĕн çути тулчĕ.
(5) Херувимсен çуначĕсен шавĕ тулаш картишĕнче те илтĕнсе тăчĕ, вăл Пурне те Пултаракан Турă калаçакан сасă евĕрлĕччĕ.
(6) Вăл йĕтĕн тум тăхăннă çынна: «кустăрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кăвар ил» тесе хушсассăн, лешĕ çавăнта кĕрсе кустăрма патне пырсассăн,
(7) херувимсен хушшинчи пĕр херувимĕ аллине херувимсен хушшинчи вут-кăвар енне тăсрĕ те ăна, ывăçпа ывăçласа илсе, йĕтĕн тум тăхăннăскере пачĕ. Лешĕ илчĕ те тухса кайрĕ.
(8) Херувимсен çуначĕсем айĕнче этем алли евĕрлĕскерсем курăнатчĕç.
(9) Çакна куртăм вара: акă херувимсем патĕнче тăватă кустăрма, кашни херувимĕ патĕнче пĕрер кустăрма, кустăрмисем топаз чулĕнчен тунă евĕрлĕ.
(10) Тăватă кустăрми те пĕр пек, пĕр кустăрми тепĕр кустăрми ăшĕнче тăнă пек курăнать.
(11) Пынă чухне вĕсем хăйсен тăватă енне каяççĕ; пынă чухне пăрăнмаççĕ, пуçĕ ăçталла, çав еннелле каяççĕ; пынă чухне пăрăнмаççĕ.
(12) Вĕсен пĕтĕм тăлпăвĕ те, çурăмĕ те, аллисем те, çуначĕсем те, кустăрмисем те, тăватă кустăрми те, куçлă, пур çĕрте те тăп-тулли куç.
(13) Эпĕ çав кустăрмасене «галгал» {çавраçил} тенине илтрĕм.
(14) Кашни чĕрчунĕн — тăватă пит-куç, пĕрремĕш пит-куçĕ — херувим пит-куçĕ, иккĕмĕш пит-куçĕ — этем пит-куçĕ, виççĕмĕшĕ — арăслан пит-куçĕ, тăваттăмĕшĕ — ăмăрткайăк пит-куçĕ.
(15) Херувимсем çÿлелле вĕçсе хăпарчĕç. Вĕсем шăпах эпĕ Ховар юханшывĕ хĕрринче курнă чĕрчунсем пулчĕç.
(16) Херувимсем пынă чухне кустăрмасем те вĕсен çумĕнче пыраççĕ; херувимсем çĕр çинчен вĕçсе хăпарма çуначĕсене сарнă чухне кустăрмасем уйăрăлмаççĕ, вĕсемпе пĕрле пыраççĕ.
(17) Лешĕсем чарăнса тăрсан, кусем те чарăнса тăраççĕ; лешĕсем çÿлелле вĕçсе хăпарсассăн, кусем те çÿлелле хăпараççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсенче чĕрчунсен чĕмĕ пулнă.
(18) Турă мухтавлăхĕ Çурт урати патĕнчен кайрĕ те херувимсем тĕлĕнче чарăнчĕ.
(19) Херувимсем çуначĕсене сарчĕç те манăн куçăм умĕнчех çĕр çинчен çÿлелле вĕçсе хăпарчĕç; вĕсем кайнă чухне кустăрмасем те вĕсем патĕнчехчĕ; вĕсем Турă Çурчĕн тухăç енчи хапхи умĕнче чарăнса тăчĕç, Израиль Туррийĕн мухтавлăхĕ çÿлте вĕсен тĕлĕнчеччĕ.
(20) Вĕсем эпĕ унччен Ховар юханшывĕ хĕрринче, Израиль Туррийĕн ури айĕнче, курнă чĕрчунсемех пулчĕç. Эпĕ вĕсем херувимсем пулнине ăнкарса илтĕм.
(21) Кашнийĕн — тăватшар пит-куç, кашнийĕн — тăватшар çунат, вĕсен çуначĕсем айĕнче — этем алли евĕрлĕскерсем.
(22) Вĕсен пичĕ-куçĕ те эпĕ Ховар юханшывĕ хĕрринче курнă пит-куç евĕрлех, вĕсем çавăн пекех курăнаççĕ, вĕсем хăйсем те — çавăн пекех. Кашнийĕ хăйĕн пит-куçĕ ăçталла пăхать, çав еннелле тÿррĕн каять.
11
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Сывлăш çĕклерĕ те Çÿлхуçа Çурчĕн тухăçалла тухакан тухăç хапхи патне илсе çитерчĕ. Акă ĕнтĕ — хапха умĕнче çирĕм пилĕк çын;
вĕсем хушшинче эпĕ халăх пуçлăхĕсене Азур ывăлне Иезанияна тата Ваней ывăлне Фалтияна куртăм.
(2) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! акă çак çынсен пуçĕнче йĕркесĕр ĕçсем çеç, тата вĕсем çак хулара усал канашсем параççĕ,
(3) вĕсем: «часах мар-ха; çуртсем лартăпăр; вăл {хула} — хуран, эпир — ашĕ» теççĕ.
(4) Çавăнпа та вĕсене пулассине пĕлтер, малашне мĕн пулассине пĕлтер, этем ывăлĕ, терĕ.
(5) Вара ман çине Çÿлхуçа Сывлăшĕ анчĕ те мана каларĕ: кала, Çÿлхуçа çапла калать те: Израиль килĕ, эсир мĕн каланине, сирĕн пуçăра мĕн кĕнине Эпĕ пурне те пĕлетĕп.
(6) Ку хулара эсир нумай çыннăра вĕлерсе пăрахрăр, унăн урамĕсене вилесемпе тултартăр, тесе калать те.
(7) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: эсир хула варрине вĕлерсе пăрахнă çыннăрсем аш вырăнне пулĕç, хули вара хуран пулĕ; анчах та Эпĕ сире унтан илсе тухăп.
(8) Эсир хĕçрен хăратăр, Эпĕ вара сирĕн çине хĕç ярăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(9) Сире унтан илсе тухăп та ют çынсен аллине парăп, сире сут тăвăп.
(10) Хĕçпе касăлса ÿкетĕр; сире Израиль чиккисенче сут тăвăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр.
(11) Хула сирĕншĕн хуран пулмĕ, эсир те хуранти аш пулмăр; сире Израиль чиккисенче сут тăвăп.
(12) Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара: эсир Манăн ÿкĕтĕмсем вĕрентнĕ пек пурăнмарăр, Эпĕ панă йĕркесене туса тăмарăр, хăвăра хупăрласа тăракан халăхсен йăли-йĕркипе пурăнтăр, тесе калать те.
(13) Эпĕ малашне мĕн пулассине пĕлтернĕ чухне Фалтия, Ваней ывăлĕ, вилсе кайрĕ. Эпĕ вара çĕре ÿксе пуççапрăм та хытă сасăпа тилмĕрсе йăлăнтăм: эй Çÿлхуçа Туррăм! ĕнтĕ Израилĕн юлашки тĕпренчĕкне Эсĕ тĕппипех пĕтерес тетĕн-им? терĕм.
(14) Вара мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(15) этем ывăлĕ! санăн тăванусене, санăн тăванусене, санăн пĕртăванусене, пĕтĕм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурăнакансем: «Çÿлхуçаран аякра пурăнăр; ку çĕре пире еткерлĕхе панă» теççĕ.
(16) Эсĕ çапла хуравла: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Эпĕ вĕсене ют халăхсем патне кăларса ятăм пулсан та, тĕрлĕ çĕр тăрăх салатрăм пулсан та, хăйсем кайнă çĕршывсенче Эпĕ вĕсемшĕн вăхăтлăха Хам Турă Çурчĕ пултăм.
(17) Унтан кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Эпĕ сире халăхсем хушшинчен пуçтарăп, сире салатнă çĕршывсенчен каялла илсе тухăп; вара сире Израиль çĕрне парăп.
(18) Унта çитĕç те çав çĕртен пĕтĕм ирсĕрлĕхе, пĕтĕм путсĕрлĕхе хăваласа кăларĕç.
(19) Вĕсене пĕр пĕтĕм чĕре парăп, вĕсен ăшне çĕнĕ сывлăш кÿртĕп, вĕсен чул чĕрине ÿтĕнчен илĕп те ун вырăнне вĕсене чĕрĕ чĕре парăп:
(20) вĕсем Манăн ÿкĕтĕмсем хушнă пек çÿреччĕр, Эпĕ панă йĕркесене тытчăр, вĕсене туса тăччăр; вара вĕсем Манăн халăхăм пулĕç, Эпĕ вĕсен Çÿлхуçа Турри пулăп, тесе калать те.
(21) Камăн та пулин чĕри вĕсен ирсĕр ĕçĕсемпе вĕсен йĕрĕнчĕк ĕçĕсене кăмăлласа пăрахсан, çапла тунине хăйсен пуçĕ çине çитерĕп, тет Çÿлхуçа Турă.
(22) Унтан херувимсем çуначĕсене çÿлелле çĕклерĕç, кустăрмасем вĕсем патĕнчехчĕ; Израиль Туррийĕн мухтавлăхĕ çÿлте вĕсен тĕлĕнчеччĕ.
(23) Ĕнтĕ Çÿлхуçа мухтавлăхĕ хула варринчен çÿлелле çĕкленчĕ те хуларан тухăç енче ларакан ту тĕлĕнче чарăнса тăчĕ.
(24) Сывлăш мана çÿлелле çĕклерĕ, Турă çапла курăнса, мана халдейсен çĕрне, унта куçарса килнĕ çынсем патне, çитерчĕ. Мана курăнни вара ман патăмран сирĕлчĕ.
(25) Эпĕ хама Çÿлхуçа уçса панă пур сăмаха та кунта куçарса килнĕ çынсене каласа патăм.
12
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! эсĕ пăлханакан халăх хушшинче пурăнатăн; курас тесен, вĕсен куçĕ пур, анчах курмаççĕ; илтес тесен, вĕсен хăлхи пур, анчах илтмеççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — пăлханакан халăх, терĕ.
(3) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, куçса кайма хатĕрлен, мĕн кирлине ил, кун çутинче, вĕсен куçĕ умĕнче куçса тух, вĕсен куçĕ умĕнче хăвăн вырăнунтан тепĕр вырăна куç; вĕсем — пăлханакан халăх пулин те — тен, ăнланса илĕç;
(4) япалусене те, куçса кайнă чухне кирлĕ япаласене, кăнтăрла, вĕсен куçĕ умĕнче илсе тухса хур, ху вара — куçса каймашкăн тухнă пек — каçпа, вĕсен куçĕ умĕнче тух.
(5) Вĕсен куçĕ умĕнче хÿмене шăтарса ху валли хушăк ту, япалусене çавăнтан илсе тух.
(6) Çĕклемне вĕсен куçĕ умĕнче хулпуççийÿ çине илсе хур, ăна сĕм тĕттĕмре илсе тух. Çĕре курас мар тесе, питне хупăрла: Эпĕ сана Израиль килне астутармалли паллă турăм, терĕ.
(7) Эпĕ вара хама мĕн каланă пек турăм; япаламсене — куçса каякан çынна кирлĕ япаласене — кăнтăрла илсе тухса хутăм, çĕрле, хÿмене аллăмпа çĕмĕрсе, хам валли хушăк турăм та, çĕклеме сĕм тĕттĕмре йăтса тухса, ăна вĕсен куçĕ умĕнче хулпуççийĕм çине çĕклесе хутăм.
(8) Ирхине мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(9) этем ывăлĕ! Израиль килĕ — пăлханакан халăх — санран: «эсĕ мĕн тăватăн?» тесе ыйтмарĕ-и?
(10) Кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: ку ĕнтĕ Иерусалимра пуç пулса тăракана тата унти пĕтĕм Израиль халăхне мĕн пулассине пĕлтерет, терĕ те.
(11) Кала: эпĕ — сире астутаракан паллă; эпĕ мĕн тăватăп, вĕсене çавăн пек пулать — вĕсем куçса кайĕç, тыткăна лекме тивĕ.
(12) Вĕсем хушшинчи пуç пулса тăраканĕ хăйĕн çĕклемне сĕм тĕттĕмре хулпуççийĕ çине хурса тухĕ. Ăна хÿме витĕр кăларас тесе, хÿмене шăтарĕç; вăл питне хупăрлĕ, ĕнтĕ çак çĕре куçĕпе кураймĕ.
(13) Ун çине Хамăн серепене ывăтăп, ăна Хамăн танатапа тытăп, кайран Вавилона, халдейсен çĕрне, илсе кайăп, анчах вăл çав çĕре кураймĕ, çавăнта вилĕ.
(14) Ун таврашĕнчисене пурне те, унпа пĕрле çапăçнисене, унăн пĕтĕм çарне пур енне те çилпе вĕçтерсе ярăп, вĕсен хыçĕнчен хĕçĕме туртса кăларăп, тесе калать те.
(15) Хăйсене халăхсем хушшине салатсассăн, хăйсене тĕрлĕ çĕрсем тăрăх сапаласассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара.
(16) Анчах та вĕсем хăйсен мĕнпур ирсĕр ĕçĕ çинчен хăйсем куçса каякан вырăнта пурăнакан халăхсене каласа паччăр тесе, Эпĕ вĕсен пĕчĕк пайне хĕçрен, выçлăхран, хĕн-сурантан сыхласа хăварăп; Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара, тесе калать те.
(17) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(18) этем ывăлĕ! çăкăрна хăраса çи, шывна та чĕтресе те хуйхăрса ĕç.
(19) Çĕршыв халăхне кала: Иерусалим çыннисем çинчен, Израиль çĕрĕ çинчен Çÿлхуçа Турă çапла калать те: вĕсем хăйсен çăкăрне хуйхăрса çийĕç, хăйсен шывне пăшăрханса ĕçĕç, мĕншĕн тесессĕн Иерусалим çĕрĕ çавăнта пурăнакан пĕтĕм халăх тунă тĕрĕсмарлăхшăн пĕр тулăхсăр тăрса юлĕ.
(20) Халăх пурăнакан хуласене çаратĕç, çĕр пушанса юлĕ, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, тесе калать те.
(21) Мана Çÿлхуçаран тата сăмах пулчĕ:
(22) этем ывăлĕ! сирĕн патăрта, Израиль çĕрĕнче, çакă каларăш мĕне пĕлтерет вăл: «чылай кун иртĕ те, пророк курни пĕтĕмпех çухалĕ» тетĕр.
(23) Çавăнпа та кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: ку каларăша пĕтерĕп, ÿлĕмрен Израильре çак каларăша калама пăрахĕç; анчах та кала вĕсене: кунсем çывăхарса пыраççĕ, пророк курнисем кĕçех йăлтах тÿрре килĕç.
(24) Ĕнтĕ пророк курни пĕри те ахаль юлмĕ, малашне мĕн пулассине Израиль килĕнче урăх пĕрре те суйса параймĕç.
(25) Мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — Çÿлхуçа, Эпĕ калатăп; Эпĕ калакан сăмах пулатех, вăраха каймасть; пăлханакан халăх, сăмахăма сирĕн кунăрсенче каларăм, каланине тăватăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(26) Çÿлхуçаран мана тата сăмах пулчĕ:
(27) этем ывăлĕ! акă Израиль килĕ: «вăл пророкла курни чылай вăхăтран çеç пулать, вăл тахçан çитес вăхăтра пуласси çинчен анчах пĕлтерет» тет.
(28) Çавăнпа та кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: ĕнтĕ Манăн пĕр сăмахăм та тепĕр вăхăта юлмĕ, Эпĕ калас сăмахăм çийĕнчех пулĕ, тет Çÿлхуçа Турă те.
13
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Израиль пророкĕсене, пуласси çинчен калакан пророксене, малашне мĕн пуласси çинчен пĕлтер, çавсене, хăйсен ăсĕпе калаçаканскерсене, кала: Çÿлхуçа сăмахне итлĕр! те.
(3) Çÿлхуçа Турă çапла калать те: ăссăр пророксене хуйхă çитĕ, вĕсем хăйсен сывлăшĕ ертнипе çÿреççĕ, хăйсем вĕсем нимĕн те курман!
(4) Израиль, санăн пророкусем ишĕлчĕксем хушшинчи тилĕсем евĕрлĕ.
(5) Эсир Çÿлхуçа кунĕнчи çапăçура çирĕп тăрасси çинчен шухăшламастăр: çĕмĕрнĕ вырăнсене юсамастăр, Израиль килне хÿмепе хÿтĕлеместĕр, тесе калать те.
(6) Вĕсем çук япалана кураççĕ, «Çÿлхуçа каларĕ» тесе, пуласси çинчен суя суяççĕ; вĕсене Çÿлхуçа яман; тата вĕсем хăйсен сăмахĕ пулать тесе шантараççĕ.
(7) Эсир çук япалана курман-и? Эпĕ каламан хушăрах эсир, «Çÿлхуçа каларĕ» тесе, пуласси çинчен ултавлă каламастăр-и?
(8) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: эсир пушă сăмах калатăр, куçăра курăннинче суя-ултав куратăр, çакăншăн акă Эпĕ — сире хирĕç! тет Çÿлхуçа Турă.
(9) Манăн аллăм çук япала куракан, пуласси çинчен ултавлă калакан пророксене хирĕç çĕкленĕ; вĕсем Манăн халăхăмăн канашĕнче пулмĕç, Израиль килĕн йышне çырнă хут çине те çырăнаймĕç, Израиль çĕрне те кĕреймĕç; Эпĕ Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлĕр вара, тесе калать те.
(10) Вĕсем, канăçлăх çук çĕртенех «канăçлăх» тесе, Манăн халăхăма аташтараççĕ; вăл тăвакан хÿмене вĕсем пылчăкпа сĕреççĕ,
(11) хÿмене пылчăкпа сĕрекенсене кала: хÿме ÿкет, те. Шалкăм çумăр çитĕ те, эсир, пăр пĕрчисем, чул пек тăкăнăр, тăвăллă çил хÿмене татса ывăтĕ.
(12) Акă ĕнтĕ хÿме ÿкĕ; çавăн чухне сире: «мĕнпе сĕртĕр, сĕрмелли япалăр ăçта?» темĕç-и?
(13) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: Хамăн пĕтĕм çиллĕмпе тăвăллă çил ярăп, Манăн хаярлăхăмпа шалкăм çумăр пуçланĕ, тарăхса çитнипе вĕсене пĕтермешкĕн пăр чулĕсем тăкăп, тет.
(14) Эсир пылчăкпа сĕрнĕ хÿмене çĕмĕрĕп, ăна çĕре ишсе антарăп, ĕнтĕ унăн никĕсĕ тухĕ, арканĕ вăл, унпа пĕрле эсир те пĕтетĕр; Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара, тет.
(15) Хамăн хаярлăхăма хÿме çине, ăна сĕрекенсем çине ярса пусарăп, вара сире калăп: хÿме те çук, ăна сĕрекенсем те çук,
(16) Израиль пророкĕсем те çук, вĕсем Иерусалима пророк ятĕнчен малашне мĕн пуласси çинчен пĕлтерсе тăратчĕç, канăçлăх çук çĕртенех: «канăçлăх куратпăр» тетчĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(17) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, сăнна хăвăн халăхун хĕрĕсем енне, хăйсен ăсĕпе пророкла калаçаканскерсем енне, çавăр та вĕсене малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(18) кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: чунсене тытас тесе хулĕ айне ăрăмçă енчĕкĕ çĕлесе хуракансене, тĕрлĕрен пÿллĕ çынсен пуçне юрăхлă пĕркенчĕксем тăвакансене хуйхă çитĕ! Ман халăхăмăн чунĕсене ярса илсе, эсир хăвăр чунăрсене çăлайăр-и?
(19) Темиçе ывăç урпапа çăкăр татăкĕшĕн Мана Хамăн халăхăм умĕнче чысран кăларатăр, вилмелле мар чунсене вĕлеретĕр, вилмелли чунсене чĕрĕ хăваратăр, суя суйнине итлекен халăха улталатăр.
(20) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ — сирĕн ăрăмçă енчĕкĕсене хирĕç! эсир унта вĕсемпе, хăвăр патăра тата вĕçсе килччĕр тесе, чунсене ярса тытатăр, енчĕксене хул айĕнченех туртса илĕп, эсир хăвăр пата тата вĕçсе килччĕр тесе ярса тытнă чунсене ирĕке кăларăп.
(21) Пĕркенчĕкĕрсене те çурса тăкăп, Хамăн халăхăма сирĕн аллăртан хăтарăп, ĕнтĕ вĕсем сирĕн аллăрти тупăш пулмĕç, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара.
(22) Эсир Эпĕ хуйхăртас мар тенĕ сăваплă çынсен чĕрисене хуйхăртнăшăн, хăйĕн çылăхлă çулĕнчен ан пăрăнайтăр, пурăнăçне çăлса ан хăварайтăр тесе çылăхлă çыннăн аллине тĕрек парса тăнăшăн —
(23) çакăншăнах ĕнтĕ сире çук япаласем урăх курăнмĕç, ĕнтĕ малашне пуласси çинчен те тĕшмĕртеймĕр; Эпĕ Хамăн халăхăма сирĕн аллăртан хăтарăп, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара, тесе калать те.
14
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Израиль пуçлăхĕсенчен темиçе çынни ман патăма килчĕç те ман умăма ларчĕç.
(2) Вара мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(3) этем ывăлĕ! Ĕнтĕ çак çынсем хăйсен чĕрине йĕрĕхĕсене кĕртнĕ те хăйсен умне илĕртсе çылăха кĕртекене лартнă: Эпĕ вĕсене хуравлама пултарăп-и?
(4) Çавăнпа та калаç вĕсемпе, кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Израиль йăхĕн çынни кам та кам хăйĕн чĕрине йĕрĕхĕсене кĕртсессĕн, илĕртсе çылăха кĕртекене хăйĕн умне лартсассăн, кайран пророк патне пырсассăн, Эпĕ, Турă, çав темĕн чухлĕ йĕрĕхе пуççапакана хурав пама пултарăп-и? тесе калать те.
(5) Израиль килĕ чун-чĕрипе ăнланса илтĕрччĕ, хăйсен йĕрĕхĕсене пула вĕсем пурте Маншăн юта тухрĕç.
(6) Çавăнпа Израиль халăхне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Турă енне çаврăнăр, йĕрĕхĕрсенчен сивĕнĕр, пĕтĕм ирсĕр ĕçĕрсенчен пăрăнăр, тесе калать те.
(7) Израиль килĕн çыннисенчен е ютран килсе вĕсем хушшинче пурăнакансенчен кам та кам Манран уйрăлсассăн, хăйсен чĕрине йĕрĕхĕсене кĕртсессĕн, илĕртсе çылăха кĕртекене хăйсен умне лартсассăн, кайран пророк патне пырса ун урлă Манран ыйтасшăн пулсассăн, Эпĕ,
Турă, ăна Хам ятăмран хурав парăп-и?
(8) Эпĕ çав çынна сăнăмпа тÿртĕн тăрăп, çапса антарăп ăна, унран астутаракан паллăпа ытарăш тăвăп, ăна Хамăн халăхăм хушшинчен пĕтерĕп, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара.
(9) Эхер те пророк хăйне илĕртсе улталаттарма парсассăн, хăй сăмахне Эпĕ, Çÿлхуçа, вĕрентсе калаттарать тесессĕн, Эпĕ ун çине аллăма тăсăп та ăна Хамăн халăхăм, Израиль халăхĕ, хушшинчен пĕтерĕп.
(10) – (11) Малашне Израиль килĕ Манран ан пăрăнтăр тесе, хăйсене тĕрлĕ усал ĕçсемпе ан ирсĕрлетчĕр, вĕсем Манăн халăхăм пулччăр тесе, вĕсен Турри Эпĕ пулам тесе, халĕ вĕсем хăйсен йĕркесĕрлĕхĕшĕн айăпланĕç: ыйтаканĕн айăпĕ мĕнле, пророка та çав айăпах тивĕ, тесе калать Çÿлхуçа Турă те.
(12) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(13) этем ывăлĕ! эхер те пĕр-пĕр çĕр Манран сутăнчăкла пăрăнса Ман умăмра çылăха кĕрес пулсан, Эпĕ ун çине аллăма тăсса унти çăкăр тĕрекне аркатрăм пулсан, унта выçлăх ятăм пулсан, унти халăха, выльăх-чĕрлĕхе пĕтерме пуçларăм пулсан,
(14) эхер те унта çакă виçĕ çын — Ной, Даниил тата Иов — тупăнас пулсан, вĕсем хăйсен сăваплăхĕпе хăйсен чунне çеç çăлса хăварнă пулĕччĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Е тата Эпĕ çав çĕр çине хăрушă тискер кайăксем ятăм пулсан, вĕсем çав çĕре тăлăха тăратса хăварнă пулсан, тискер кайăксене пула çĕр пушă та этем çÿремелле мар тăрса юлчĕ пулсан,
(16) çав виçĕ çын,— Эпĕ пур, тет Çÿлхуçа Турă,— ывăлĕсене те, хĕрĕсене те çăлайман пулĕччĕç, хăйсем çеç, пĕр хăйсем çеç çăлăнĕччĕç, çĕрĕ вара пушхир пулса юлĕччĕ.
(17) Е тата Эпĕ çав çĕр çине хĕç янă пулсан, «хĕç, çĕр витĕр тух!» тенĕ пулсан, унти халăха, выльăх-чĕрлĕхе пĕтерме пуçланă пулсан,
(18) вĕсем хушшинчи çав виçĕ çын,— Эпĕ пур, тет Çÿлхуçа Турă,— ывăлĕсене те, хĕрĕсене те çăлайман пулĕччĕç, хăйсем çеç çăлăннă пулĕччĕç.
(19) Е тата Эпĕ унти халăха, выльăх-чĕрлĕхе пĕтерме çав çĕр çине мур чирĕ янă пулсан, Хамăн хаярлăхăмпа юн тăкнă пулсан,
(20) çав çĕрте Ной, Даниил тата Иов пурăннă пулсан,— Эпĕ пур, тет Çÿлхуçа Турă,— вĕсем ывăлĕсене те, хĕрĕсене те çăлаймĕччĕç; хăйсен сăваплăхĕпе вĕсем хăйсен чунне çеç çăлса хăварнă пулĕччĕç.
(21) Анчах та Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ Иерусалим çине унти халăхпа выльăх-чĕрлĕхе пĕтермешкĕн тăватă хăрушă асапăма — хĕçпе выçлăха, тискер кайăксемпе мур чирне — ярсан та,
(22) унта кăштах çын юлĕ, ывăлĕсемпе хĕрĕсем юлĕç, ĕнтĕ вĕсене унтан илсе тухĕç; акă вĕсем сирĕн патăра килĕç те, эсир вара вĕсем мĕнлине, хăйсене мĕнле тыткаланине, вĕсен ĕçĕсене курăр та эпĕ Иерусалим çине мĕншĕн хĕн-хур, тĕрлĕ асап янине пĕлсе лăпланатăр.
(23) Вĕсем сире лăплантарĕç, вĕсем хăйсене мĕнле тыткаланине, вĕсен ĕçĕсене курсан, эсир лăпланатăр; çав хулара тунă мĕнпур ĕçе Эпĕ ахальтен туманнине пĕлетĕр вара, тет Çÿлхуçа Турă.
15
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! иçĕм йывăçĕ тепĕр йывăçран мĕн тĕлĕшĕнчен лайăхрах, иçĕм йывăçĕн турачĕсем вăрманти йывăçсем хушшинче мĕн тĕлĕшĕнчен пахарах?
(3) Мĕн те пулин тума унăн тунинчен пĕр-пĕр сыпăк касса илеççĕ-и? Пĕр-пĕр япала çакмашкăн унран пăта та пулин тума пулать-и?
(4) Акă ăна вута пăрахаççĕ; унăн икĕ вĕçне те вут-çулăм çунтарать, варри те çунса кăмрăкланать, çакăн пек йывăç мĕне те пулин юрăхлă-и?
(5) Тĕрĕс-тĕкел пулнă чухне те вăл ниме юрăхсăрччĕ; халĕ ĕнтĕ, вутра çунтарнă хыççăн, çунса кăмрăкланнăскер, вăл мĕне те пулин юрăхлă-и?
(6) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ, вăрман йывăçĕсем хушшинчен иçĕм йывăçне вута пăрахнă пек, Иерусалим халăхне те вута пăрахăп, тет.
(7) Хамăн сăнăмпа вĕсене тÿртĕн тăрăп; вĕсем пĕр вутран тухĕç те, вĕсене тепĕр вут çунтарса ярĕ, — сăнăмпа вĕсене тÿртĕн тăрсассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара, тет.
(8) Вĕсем ултавлă хăтланнăшăн çак çĕре пушхир тăвăп, тет Çÿлхуçа Турă.
16
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Иерусалима хăйĕн ирсĕр ĕçĕсем çинчен каласа пар,
(3) кала: Турă Иерусалим хĕрне çапла калать те: санăн тымарупа санăн тăван çĕршыву — Ханаан çĕрĕнче; санăн аçу — аморрей, санăн аннÿ — хет хĕрĕ;
(4) эсĕ çуралсан, эсĕ çуралнă кун, санăн кăвапуна касман, тасатмашкăн сана шывпа та çуман, тăварпа та тăварламан, кипкепе те пиелемен.
(5) Çакна мĕн те пулин туса, сана ырăлăх паракан тупăнман, никамăн куçĕ те сан çине хĕрхенсе пăхман; санăн пурăнăçна ниме хумасăр, çуралнă кунăнтах сана хире кăларса пăрахнă.
(6) Эпĕ сан тĕлÿпе иртсе пыраттăм, сана, юну ăшĕнче выртаканскере, таптама кăларса пăрахнăскере, куртăм та сана, юн ăшĕнче выртаканскере, каларăм, «эсĕ пурăнăн!» терĕм. Çапла, сана, юн ăшĕнче выртаканскере: «эсĕ пурăнăн!» терĕм.
(7) Сана хир курăкне ĕрчетнĕ пек ĕрчетрĕм; эсĕ ÿсрĕн, çитĕнтĕн, ытарма çук хÿхĕм пулса çитрĕн: кăкăру чăмăртанчĕ, çÿçÿ ÿсрĕ, вăрăмланчĕ; анчах эсĕ çап-çараччĕ, тумтирсĕр çÿреттĕн.
(8) Эпĕ сан тĕлÿпе иртсе пыраттăм та сана куртăм, ку ĕнтĕ санăн вăхăту, юрату вăхăчĕ, пулчĕ; Эпĕ, риза аркине сарса, санăн çарамасна хупăрларăм; сана тупа турăм, санпа çураçу турăм, тет Турă; эсĕ вара Манăн пултăн.
(9) Эпĕ сана шывпа çурăм, санăн юнна çуса тасатрăм та сана йывăç çăвĕпе сĕртĕм.
(10) Сана тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнтартрăм, уруна хĕрлĕ сафьян сантали тăхăнтартрăм, сана виссон çыхтартăм, сана пурçăн пĕркенчĕк пĕркентертĕм.
(11) Сана капăр тум тумлантартăм, аллуна сулă тăхăнтартрăм, мăйна хÿхĕм шăрçа çактартăм.
(12) Сăмсу валли çĕрĕ, хăлху валли алка патăм, пуçна чаплă пуçкăшăль тăхăнтартрăм.
(13) Эсĕ çапла ылтăн-кĕмĕлпе капăрлантăн, туму та санăн виссон та пурçăнччĕ, тĕрĕллĕ кĕпеччĕ; çиессе те эсĕ чи паха тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр, пыл тата çу çиеттĕн, эсĕ ытармалла мар хÿхĕмччĕ, эсĕ патша пек чаплă пулса çитнĕччĕ.
(14) Хăвăн илемÿпе эсĕ халăхсем хушшинче чапа тухрăн, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ тумлантарнă хÿхĕм тума пула санăн илемÿ чăн-чăн илемччĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Анчах та эсĕ, хăвăн илемне шанса, хăвăн чапупа усă курса, асма пуçларăн, аскăнлăхна чараймасăр кашни иртен-çÿренпе асрăн.
(16) Эсĕ хăвăн тумна илтĕн те унран тĕрлĕ тĕслĕ тÿпем вырăнсем турăн, унта вара шав асăхрăн, ĕнтĕ çакăн пекки нихăçан та пулас çук, пулмĕ те.
(17) Эпĕ панă ылтăнтан, Эпĕ панă кĕмĕлтен тунă хитре япалусене илсе, эсĕ вĕсенчен арçын кĕлеткисем турăн та çавсемпе асрăн.
(18) Тĕрĕллĕ кĕпÿсене илсе, вĕсене çав кĕлеткесене тăхăнтартрăн, вĕсен умне Манăн йывăç çăвне тата Манăн фимиама лартрăн,
(19) Эпĕ сана панă çăкăрăма, Эпĕ сана тăрантарса пурăннă тулă çăнăхне, йывăç çăвне тата пыла эсĕ вĕсен умне ырă шăршă сарма лартрăн; чăнах та пулса иртрĕ çакă, тет Çÿлхуçа Турă.
(20) Хăвăн ывăлусемпе хăвăн хĕрÿсене, Мана çуратса панăскерсене, илтĕн те çав кĕлеткесене парне кÿтĕн, çавсене çитертĕн. Сана ху аскăнни çитмерĕ-им?
(21) Эсĕ ĕнтĕ вĕсене Манăн ывăлăмсене те пусса, вут-çулăм витĕр кăларса патăн.
(22) Пĕтĕм ирсĕрлĕхÿпе аскăнлăху ăшне путнăскер, эсĕ çамрăк чухнехи кунусене, çавăн чухне çап-çара, нимĕнпе витĕнмесĕр выртнине, юну ăшĕнче выртнине, хăвна таптама кăларса пăрахнине асна илмерĕн.
(23) Çавăн пек усал ĕçсем туса тултарнă хыççăн,— хурлăх, хурлăх çитĕ сана! тет Çÿлхуçа Турă,—
(24) эсĕ ху валли аскăн çурчĕсем лартрăн, кашни уçă хутлăхра çÿллĕ вырăнсем туса тултартăн;
(25) кашни çул пуçĕнче эсĕ ху валли çÿллĕ вырăнсем турăн, хăвăн илемне намăса кăлартăн, кашни иртен-çÿрен валли урусене чаркаласа выртрăн, аскăн ĕçне нумайлатса пытăн.
(26) Египет ывăлĕсемпе — хăвăн кÿршÿсемпе, капан пек çынсемпе — асрăн, Мана çиллентерсе, хăвăн аскăн ĕçне нумайлатса пытăн.
(27) Акă ĕнтĕ Эпĕ сан çине аллăма тăсрăм та сана пама пулнине чакартăм, сана хăвна курайман филистимсен хĕрĕсен аллине патăм, вĕсем эсĕ çапла намăссăр хăтланнинчен вăтанчĕç.
(28) Эсĕ Ассур ывăлĕсемпе те асрăн — тăранаймарăн; вĕсемпе асрăн, анчах кунпа та çырлахмарăн;
(29) хăвăн ясар ĕçÿсене Ханаан çĕрĕнче Халдея çĕрне çитичченех сартăн, нумайлатрăн, анчах кунпа та çырлахмарăн.
(30) Çакна пурне те чарусăр аскăн пек туса, чĕрÿ мĕн тери ĕшенсе çитрĕ пулĕ санăн! тет Çÿлхуçа Турă.
(31) Ху валли кашни çул пуçĕнче асмалли çуртсем лартнă чухне, кашни уçă хутлăхра ху валли тÿпем вырăнсем тунă чухне эсĕ аскăн хĕрарăм пек пулмарăн, мĕншĕн тесессĕн парне йышăнмарăн,
(32) эсĕ ясар арăм, хăйĕн упăшки вырăнне ют арçынна йышăнакан арăм, пултăн.
(33) Аскăн арăмсене пурне те парне параççĕ, эсĕ вара хăвăн пĕтĕм еркĕнне ху парне параттăн, пур çĕртен те санпа асма килччĕр тесе, вĕсене ху майлă çавăраттăн.
(34) Аскăн ĕçÿсем те санăн хĕрарăмсенни пек мар, пачах урăхла пулчĕç: сан хыççăн чупмарĕç, эсĕ ху парнесем патăн, сана парнесем памарĕç; çапла вара эсĕ ыттисенчен пачах урăхла турăн.
(35) Çавăнпа та, аскăнчăк, Çÿлхуçа сăмахне итле!
(36) Çÿлхуçа Турă çапла калать: укçуна çавăн евĕр тăкнăшăн, аскăн ĕçÿнте хăвăн çарамасна еркĕнÿсем умĕнче, хăвăн пĕтĕм ирсĕр йĕрĕхÿ умĕнче кăтартнăшăн, çавсене чÿкленĕ ывăлусен юнĕшĕн —
(37) çакăншăн акă Эпĕ санăн пĕрле савăшнă пĕтĕм юратнă еркĕнне пухăп, вĕсемпе пĕрле ху курайман çынсене те пухăп, вĕсене пур çĕртен те сана питлеме пухăп та сана вĕсен умĕнче çарамаслантарăп, вара вĕсем санăн пĕтĕм намăсна курĕç, тет.
(38) Эпĕ сана улталакан арăмсене тата çынвĕлеренсене сут тунă пек сут тăвăп — сана манăн хаярлăхăм тата кÿлешĕвĕм юн айне тăвĕ;
(39) Эпĕ сана вĕсен аллине парăп, вĕсем санăн аскăнлăх çурчĕсене çĕмĕрсе-çаратса тухĕç, санăн çÿллĕ вырăнусене салатса пăрахĕç, çири тумна сÿсе илĕç, хитре тумусене тăпăлтарса илĕç те сана çаппа-çарамас, нимĕнсĕр тăратса хăварĕç.
(40) Сана хирĕç халăх пуçтарĕç, сана чулпа персе вĕлерĕç, сана хăйсен хĕçĕпе касса ваклĕç.
(41) Çуртусене вутпа çунтарса ярĕç, сана йышлă арăм куçĕ умĕнче сут тăвĕç; санăн аскăнлăхна пĕтерсе-хупласа лартăп, ĕнтĕ текех парнесем параймăн.
(42) Хамăн çиллĕме сан çинче пусарăп та, Манăн тарăхни иртсе кайĕ, вара лăпланăп, урăх çилленмĕп.
(43) Эсĕ çамрăк чухнехи кунусене аса илмесĕр Мана вĕчĕхтернĕшĕн, çак хăвăн пĕтĕм ирсĕр ĕçÿ хыççăн урăх ан аскăнайтăр тесе, Эпĕ акă ху мĕн хăтланнине хăвăн пуçу çине çитерĕп, тет Çÿлхуçа Турă.
(44) Акă ытарлăн калакан кирек кам та сан çинчен: «амăшĕ епле, хĕрĕ те çапла» теме пултарать.
(45) Эсĕ упăшкипе ачисене пăрахса хăварнă аннÿне хунă, эсĕ упăшкипе ачисене пăрахса хăварнă аппусемпе йăмăкусене хунă. Сирĕн аннĕр — хет арăмĕ, сирĕн аçăр — аморрей çынни.
(46) Санăн аппу — Самари, вăл хăйĕн хĕрĕсемпе пĕрле санран сулахай енче пурăнать; йăмăку вара — хăйĕн хĕрĕсемпе пĕрле санран сылтăм енче пурăнакан Содома.
(47) Эсĕ ĕнтĕ вĕсен çулĕсемпе те çÿремерĕн, вĕсен йĕрĕнчĕк ĕçĕсене те тумарăн; ку саншăн сахал пулчĕ: эсĕ пур çулу-йĕрÿ çинче те вĕсенчен аскăнрах хăтлантăн.
(48) Эпĕ пур, тет Çÿлхуçа Турă; санăн Содома йăмăку, хăй те, унăн хĕрĕсем те эсĕ тунине, сан хĕрÿсем тунине тумарĕç.
(49) Санăн Содома йăмăкун тата унăн хĕрĕсен йĕркесĕрлĕхĕ акă мĕскер: мăнкăмăллăх, апат-çимĕçпе, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, ĕçсĕр супни, тата вăл чухăнпа мĕскĕне пулăшмарĕ.
(50) Вĕсем мăнаçлансах кайрĕç, Ман умăмра йĕрĕнчĕк ĕçсем турĕç, çакна курсассăн, Эпĕ вĕсене пăрахрăм.
(51) Самари те сан çылăхусен çуррине те туман; эсĕ хăвăн ирсĕрлĕхÿпе вĕсенчен иртсе кайрăн, эсĕ тунă ирсĕр ĕçсемпе танлаштарсан, аппу-йăмăку санран тÿрĕрех пулчĕ.
(52) Эсĕ хăвăн аппу-йăмăкна айăплаттăн, ĕнтĕ ху та намăс кур; хăвна вĕсенчен те ытларах намăса кăларнă çылăхусемпе танлаштарсан, вĕсем санран тÿрĕрех. Намăсланнипе санăн та питÿ хĕрелтĕр, намăса юлнăскер, çапла эсĕ хăвăн аппу-йăмăкна тÿрре кăларăн.
(53) Çавах Эпĕ вĕсене тыткăнран тавăрăп, Содомăпа унăн хĕрĕсене, Самарипе унăн хĕрĕсене тыткăнран тавăрăп, вĕсем хушшинче санăн тыткăна лекнĕ çыннусене те тавăрăп,
(54) вара эсĕ, мăшкăла юлнăскер, ху тунă мĕнпур ĕçÿшĕн намăсланăн, вĕсемшĕн йăпанăç пулăн.
(55) Санăн йăмăкусем, Содомăпа унăн хĕрĕсем, унччен мĕнле пулнă, çавăн пекех пулĕç; Самарипе унăн хĕрĕсем те унчченхи пекех пулĕç, эсĕ те, санăн хĕрÿсем те унччен мĕнле пулнă, çавăн пекех пулăр.
(56) Мăнаçлăх кунусенче эсĕ хăвăн Содома йăмăкна аса та илмерĕн,
(57) çылăхусене çиеле кăлариччен аса илмерĕн, çылăхусем вара Сири хĕрĕсемпе çав таврари пĕтĕм халăхран тата филистимсен хĕрĕсенчен мăшкăл тÿснĕ чухне, вĕсем сан çине пур енчен те йĕрĕнсе пăхнă чухне, çиеле тухрĕç.
(58) Эсĕ аскăн ĕçÿсемшĕн, ирсĕр ĕçÿсемшĕн тÿсетĕн, тет Çÿлхуçа.
(59) Çÿлхуçа Турă çапла калать: тупа сăмахне ним вырăнне хумасăр, çураçăва пăсса мĕн турăн эсĕ, Эпĕ сана çавна кăтартăп, тет.
(60) Анчах Эпĕ санпа çамрăклăх кунусенче тунă çураçăва аса илĕп те ăна çĕнетĕп, ĕмĕрхи çураçу тăвăп.
(61) Хăвăн патна аппу-йăмăкна — хăвăнран аслăраххисене те, хăвăнран кĕçĕнреххисене те — йышăннă чухне, Эпĕ вĕсене сана хĕрÿсем вырăнне панă чухне эсĕ хăвăн çулусене аса илĕн те, сана намăс пулĕ, анчах çакна Эпĕ санпа çураçу тунăран мар тăватăп.
(62) Эпĕ санпа тунă çураçăвăма çĕнĕрен çирĕплетĕп, эсĕ вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕн,
(63) çакна Эпĕ эсĕ асра тытса тăтăр, намăслантăр, Эпĕ сана пĕтĕмпе каçарнă хыççăн намăсланнипе малашне çăварна та ан уçайтăр тесе тăватăп, тет Çÿлхуçа Турă.
17
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Израиль килне тупмалли юмах сĕн тата ытарăш каласа пар.
(3) Кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: пысăк ăмăрткайăк, пысăк çунатлăскер, вăрăм тĕклĕскер, мамăклăскер, тĕрлĕ тĕслĕскер, Ливан тăвĕ çине вĕçсе килнĕ те кедр тăррине татса илнĕ,
(4) унтан çамрăк хунавсенчен чи çÿлтине татса илнĕ те, ăна Ханаан çĕрне йăтса кайса, сутуçăсен хулине хунă;
(5) кайран çак çĕрĕн вăрлăхне илнĕ те ăна вăрлăх çĕрне, хăва хунавне лартнă евĕр, пысăк шывсем хĕррине лартнă.
(6) Вăрă, шăтса ÿссе, иçĕм йывăçĕ, сарлака та лутра иçĕм йывăçĕ, пулнă, тураттисем вулли çумне тайăлнă, айĕнче тымарĕсем пулнă, çапла иçĕм йывăçĕ ÿссе çитĕннĕ, вăл хунавсем янă, туратсем ÿстернĕ.
(7) Тата тепĕр ăмăрткайăк пулнă, пысăк çунатлăскер, мамăклăскер; акă иçĕм йывăçĕ — хăйне çав ăмăрткайăк панчинчи касăран шăварттарасшăн — тымарĕсемпе ăмăрткайăк енне кармашнă, тураттисене ун енне тăснă.
(8) Иçĕм йывăçне лайăх хире тулăхлă шыв хĕррине лартнă пулнă, çавăнпа вăл туратсем хунатма, çимĕç ÿстерме, тĕлĕнмелле хÿхĕм иçĕм йывăçĕ пулма пултарнă.
(9) Кала: Турă çапла калать те: ăнăçлăх пулĕ-ши унăн? Тымарне тăпăлтарса пăрахмĕç-и, çимĕçне татса пĕтермĕç-и, çапла хăрса лармĕ-ши вăл? унран хунанă çамрăк туратсем пĕтĕмпе хăрса ларĕç. Ăна пысăк вăйсăрах, йышлă çынсăрах тымарĕ çумĕнчен татса пăрахĕç.
(10) Акă ĕнтĕ, ăна лайăх çĕре лартнă, анчах ăнăçу пулĕ-ши? Хăйне тухăç çилĕ тивсенех, типсе лармĕ-ши вăл? Ĕнтĕ хăй ÿснĕ йăран çинчех типсе ларĕ, тесе калать те.
(11) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(12) кала пăлханакан халăха: çакă мĕне пĕлтернине пĕлместĕр-им? Кала: акă Вавилон патши Иерусалима çитрĕ, унăн патшине тата унăн улпучĕсене ярса илчĕ те вĕсене хăйпе пĕрле Вавилона илсе кайрĕ.
(13) Патша йăхĕнчен теприне илчĕ, унпа туслă тăма килĕшÿ турĕ, ун çинчен тупа тутарчĕ, унтан çав çĕрти вăйлă çынсене хăйпе пĕрле илсе кайрĕ,
(14) çакна вăл патшалăх пăхăнса тăтăр, ан çĕкленейтĕр, килĕшÿ сыхлантăр, çирĕп тăтăр тесе турĕ.
(15) Анчах лешĕ унран уйрăлчĕ, хăйне утсем тата йышлă çын пама ыйтса, хăйĕн элчисене Египета ячĕ. Ăнăçу пулĕ-ши унăн? Çакăн пек тăвакан чĕрĕ юлайĕ-ши? Вăл, килĕшĕве пăснăскер, чĕрĕ юлайĕ-ши?
(16) Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа: вăл хăйне патшана лартнă патша пурăнакан çĕрте, çав патшана тунă тупана вырăна хуманшăн, унпа тунă килĕшĕве пăснăшăн ун патĕнче Вавилонра вилĕ.
(17) Темĕн чухлĕ чуна пĕтерекен тăпра хÿме купаласан, тапăнмалли пашнесем туса лартсан, фараон хăйĕн аслă вăйĕпе, йышлă халăхĕпе уншăн çак вăрçăра нимĕн те тăваймĕ.
(18) Вăл килĕшĕве пăсмашкăн тупа тунине пăрахăçларĕ, акă фараона алă пачĕ, вăл çакна пурне те турĕ; вăл чĕрĕ юлмĕ.
(19) Çавăнпа Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ пур! вăл Манăн тупама вырăна хумарĕ, Манăн килĕшĕвĕме пăсрĕ, çакна Эпĕ унăн пуçĕ çине ярăп, тет.
(20) Ун çине Хамăн тетелĕме ывăтăп, вăл Манăн серепеме çакланĕ; ăна Вавилона илсе килĕп те Мана хирĕç сутăнчăкла хăтланнăшăн унпа çавăнта сутлашăп.
(21) Унăн мĕнпур çарĕнчен тарнисем пурте хĕç айне ÿксе вилĕç, ыттисене пур енне те çилпе вĕçтерсе ярăп; вара çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каланине пĕлĕр, тет.
(22) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ çÿллĕ кедр тăррине илсе лартăп; çÿлти хунавĕсенчен черчен хунавне татса илĕп те ăна çÿллĕ те аслă ту çине лартăп, тет.
(23) Ăна Израилĕн çÿллĕ тăвĕ çине лартăп, вăл туратланĕ, çимĕç ÿстерĕ, калама çук чаплă кедр пулĕ, ун çинче тĕрлĕ кайăк пурăнĕ, ун тураттисен сулхăнĕнче тĕрлĕ вĕçен кайăк пурăнĕ.
(24) Вара мĕнпур хир йывăçĕ пĕлĕ: Эпĕ, Çÿлхуçа, çÿллĕ йывăçа лутралататăп, лутра йывăçа çÿллĕлететĕп, ешерекен йывăçа хăртатăп, хăрнă йывăçа çеçкене лартатăп: Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм — çапла тăватăп, тет.
18
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) мĕншĕн эсир Израиль çĕрĕнче «ашшĕсем йÿçĕ иçĕм çырли çинĕ, ачисен шăлĕ шаннă» теекен ытарлă сăмаха асăнатăр?
(3) Эпĕ пур! тет Турă: малашне Израильре ку ытарлă сăмаха каламĕç ĕнтĕ.
(4) Акă пур чун та — Манăн: ашшĕн чунĕ те, ывăлĕн чунĕ те — Манăн; çылăх тăвакан чун — вăл вилĕ.
(5) Çын тÿрĕ пурăнать пулсан, тÿрĕлĕхпе тĕрĕссине тăвать пулсан,
(6) тусем çинче чÿк парни çимест пулсан, Израиль килĕн йĕрĕхĕсем çине пăхмасть пулсан, тăванĕн арăмне ирсĕрлетмест пулсан, арăмĕ таса марринчен тасалнă вăхăтра ун патне пымасть пулсан,
(7) никама та хĕсĕрлемест пулсан, парăмлă çынна салукне тавăрса парать пулсан, вăрламасть, выçă çынна çăкăр парать, çарамас çынна тумтир тăхăнтартать пулсан,
(8) укçине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тĕрĕсмарлăх енне ямасть пулсан, çынпа çын сутлашнине тĕрĕс татса парать пулсан,
(9) вăл Манăн пехилĕм тăрăх пурăнать, Эпĕ панă йĕркесене пĕтĕм чунтан тытса тăрать пулсан, вăл — тÿрĕ çын, вăл чĕрĕ пулатех, тет Çÿлхуçа Турă.
(10) Анчах унăн вăрă-хурах ывăл, юн тăкаканскер, çуралнă пулсан, çавă мĕн те пулин,
(11) ашшĕ пачах та туманнине, тăвать пулсан: тусем çинче чÿк парни çиет пулсан, тăванĕн арăмне ирсĕрлет пулсан,
(12) мĕскĕне, ыйткаласа çÿрекене хĕсĕрлет пулсан, вăйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йĕрĕхсене пуççапать пулсан, йĕрĕнчĕк ĕçсем тăвать пулсан,
(13) усламла укçа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вăл чĕрĕ пулĕ-ши? Çук, вăл чĕрĕ пулмасть. Çавăн евĕрлĕ йĕрĕнчĕк ĕçсем тăвакан вилетех, унăн юнĕ хăй çинче пулать.
(14) Эхер те камăн та пулин ывăл çуралсассăн, çавă ашшĕ тăвакан пĕтĕм çылăха курса та ун пек тумасассăн:
(15) тусем çинче чÿк парни çимест пулсан, Израиль килĕн йĕрĕхĕсем çине пăхмасть пулсан, тăванĕн арăмне ирсĕрлемест пулсан,
(16) çынна хĕсĕрлемест пулсан, салук илмест, вăйпа туртса илмест пулсан, выçă çынна çăкăр парать, çарамас çынна тумтир тăхăнтартать пулсан,
(17) аллине мĕскĕне кÿрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манăн йĕркемсене туса тăрать пулсан, Манăн ÿкĕтĕмсем тăрăх пурăнать пулсан, çав çын ашшĕ ирсĕрлĕхĕшĕн вилмест; вăл чĕрĕ юлать.
(18) Унăн ашшĕ вара, тăванне тискерле хĕсĕрленĕскер, çаратнăскер, хăй халăхĕ хушшинче усал ĕçсем тунăскер, вăл вара хăйĕн йĕркесĕрлĕхĕшĕн вилĕ.
(19) Эсир: «мĕншĕн ашшĕ çылăхĕ ывăлне тивмест?» тетĕр. Мĕншĕн тесессĕн ывăлĕ йĕркеллĕ те тĕрĕс тăвать, Манăн пĕтĕм йĕркеме тытса-туса тăрать; вăл чĕрĕ юлĕ.
(20) Çылăх тăвакан чун — вăл вилĕ; ашшĕ айăпĕ ывăлĕ çине ÿкмест, ывăлĕн айăпĕ те ашшĕ çине ÿкмест, тÿрĕ çыннăн тÿрĕлĕхĕ унпа пĕрле юлĕ, йĕркесĕр çыннăн йĕркесĕрлĕхĕ те унпа пĕрле юлĕ.
(21) Йĕркесĕр çын та, хăй тунă пĕтĕм çылăхĕнчен сивĕнсен, Манăн мĕнпур йĕркеме туса тăрсан, йĕркеллĕ те тÿрĕ пурăнсан, чĕрĕ пулĕ, вилмĕ.
(22) Ăна хăй унччен тунă усал ĕçĕсене асăнтармĕç: вăл хăй тăвакан тĕрĕслĕхпе чĕрĕ пулĕ. [1]Эпĕ йĕркесĕр çынна вилтĕр тетĕп-им? тет Çÿлхуçа Турă. Вăл хăйĕн çулĕсенчен пăрăнтăр та чĕрĕ юлтăр теместĕп-им?
(24) Тÿрĕ çын хăйĕн тÿрĕлĕхĕнчен пăрăнса тĕрĕс мар тусассăн, йĕркесĕр çын тăвакан пĕтĕм ирсĕр ĕçе тусассăн, вăл чĕрĕ пулĕ-ши? ĕнтĕ унăн унччен тунă пĕтĕм ырă ĕçне асăнмĕç; вăл халь тăвакан усал ĕçсемшĕн мĕнле çылăха кĕнĕ, çав çылăхсемшĕн вилĕ.
(25) Анчах та эсир: «Çÿлхуçа çулĕ тĕрĕс мар!» тетĕр. Израиль килĕ, итле-ха! Манăн çул тĕрĕс мар-и? сирĕн çулăрсем тĕрĕс мар мар-и?
(26) Тÿрĕ çын хăйĕн тÿрĕлĕхĕнчен пăрăнса йĕркесĕр ĕçсем тăвать пулсан, çакăншăн вилет пулсан, вăл хăй тунă йĕркесĕр ĕçсемшĕн вилет.
(27) Йĕркесĕр çын хăй тунă йĕркесĕрлĕхрен пăрăнса тÿрĕлĕхпе тĕрĕссине тăвать пулсан — хăйĕн чунне пурăнăç патне тавăрĕ.
(28) Мĕншĕн тесессĕн вăл ĕнтĕ хăйĕн мĕнпур усал ĕçне курнă та вĕсенчен пăрăннă; вăл чĕрĕ юлĕ, вилмĕ.
(29) Израиль килĕ вара: «Çÿлхуçа çулĕ тĕрĕс мар!» тет. Израиль килĕ, Манăн çулсем тĕрĕс мар-и? сирĕн çулăрсем тĕрĕс мар мар-и?
(30) Çавăнпа Эпĕ сире, Израиль килĕ, кашнине хăй мĕнле çулпа çÿренине кура сут тăвăп, тет Çÿлхуçа Турă; усаллăх ан такăнтартăр тесе ÿкĕнĕр, хăвăрăн пĕтĕм усал ĕçĕртен пăрăнăр.
(31) Унччен тунă пĕтĕм çылăхăра сирсе ярăр, хăвăр валли çĕнĕ чĕрепе çĕнĕ сывлăш тăвăр; Израиль килĕ, сирĕн мĕншĕн вилмелле-ха?
(32) Манăн вилекен çынна вĕлерессĕм килмест, тет Çÿлхуçа Турă; Турă енне çаврăнăр та — пурăнăр!
19
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Хÿхлеме пуçла эс Израиль çулпуçĕсемшĕн,
(2) кала: аннÿ мĕнле арăслан ами пулнă-ши санăн? арăслансем хушшинче пурăнса, вăл çурисене, арăслан çурисене, çамрăк арăслансем хушшинче ÿстернĕ.
(3) Вăл хăйĕн пĕр çурине пăхса çитĕнтернĕ; лешĕ, ĕнтĕ çамрăк арăслан, тупăш тытма вĕренсе çитнĕ, çынсене тыта-тыта çинĕ.
(4) Ун çинчен халăхсем патне хыпар çитнĕ; тытнă ăна — вăл вĕсен шăтăкне кĕрсе ÿкнĕ, сăнчăрпа тимĕрлесе, ăна Египет çĕрне илсе кайнă.
(5) Арăслан ами кăштахран, шанчăкне çухатсассăн, тепĕр çурине суйласа илнĕ, вара вăл çамрăк арăслан çитĕнтернĕ.
(6) Çамрăк арăсланĕ ытти арăслансем хушшинче çÿренĕ, тупăш тытма вĕренсе çитнĕ, çынсене тыта-тыта çинĕ.
(7) Вĕсен тăлăх арăмĕсене ирсĕрленĕ, вĕсен хулисене çаратнă; вăл ÿхĕрнипе пĕтĕм çĕр, пĕтĕм ял-хула пушанса юлнă.
(8) Вара таврари халăхсем ăна хирĕç çĕкленнĕ, ун çине хăйсен танатине ывăтнă; вăл вĕсен шăтăкне кĕрсе ÿкнĕ.
(9) Сăнчăрпа тăлласа, читлĕхе лартнă ăна, унтан Вавилон патши патне илсе кайнă, сасси Израиль тăвĕсем çинче ан илтĕнтĕр тесе, ăна кереме хупса лартнă.
(10) Шыв хĕррине лартнă иçĕм йывăçĕ евĕрлĕ пулнă санăн аннÿ; тулăх шыв хĕрринче ÿснĕрен çав йывăç çимĕçлĕ те туратлă пулнă.
(11) Турачĕсем унăн çирĕп, патша туйи тума юрăхлă пулнă, вулли унăн çăра туратсем хушшипе çÿлерен те çÿле çĕкленнĕ; вăл ĕнтĕ йышлă турачĕпе, хăйĕн çÿллĕшĕпе палăрса ларнă.
(12) Анчах ăна, хаяр çилĕпе тăпăлтарса, çĕр çине, ура айне, ывăтнă, унăн çимĕçне тухăç çилĕ типĕтнĕ; çирĕп турачĕсене хуçа-хуçа пăрахнă, типсе хăрнă вĕсем, вĕсене вутçулăм çунтарса янă.
(13) Халĕ ăна пушхире, типĕ, шывсăр çунакан çĕре, куçарса лартнă.
(14) Ун турачĕсен вуллинчен вут тухнă та унăн çимĕçне çунтарса янă, ĕнтĕ унăн патша туйине юрăхлă пĕр çирĕп турат та юлман. Ку вăл — хÿхлев юрри, вăл йĕрсе юрлама юлĕ.
20
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Çиччĕмĕш çулта, пиллĕкĕмĕш уйăхра, уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче, Израилĕн хăш-пĕр аслă çыннисем Çÿлхуçаран ыйтма килчĕç те ман умăма ларчĕç.
(2) Вара мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(3) этем ывăлĕ! Израилĕн аслă çыннисемпе калаç, кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсир Манран ыйтма килтĕр-и? Эпĕ пур! сире хурав памастăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(4) Вĕсемпе сутлашасшăн-и эсĕ, сутлашасшăн-и, этем ывăлĕ? ашшĕсен ирсĕр ĕçĕсем çинчен каласа пар вĕсене,
(5) кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Эпĕ Израиль халăхне суйласа илнĕ кун, аллăма çĕклесе, Иаков килĕн йăхне тупа тунă чухне, Египет çĕрĕнче вĕсене Хама уçса кăтартнă кун, аллăма çĕклесе вĕсене: «Эпĕ — сирĕн Туррăр!» тенĕ кун,
(6) аллăма çĕклесе, вĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухса, вĕсем валли Хам суйласа илнĕ çĕре, сĕтпе пыл юхса выртакан вырăна, пĕтĕм çĕртен илемлĕрен те илемлĕ çĕре, илсе çитерме тупа тунă кун,
(7) Эпĕ вĕсене каларăм: кашнийĕ хăйĕн куçĕ умĕнчен пĕтĕм йĕрĕнчĕке сиртĕр, хăвăра Египет йĕрĕхĕсемпе ан ирсĕрлетĕр: сирĕн Çÿлхуçа Туррăр — Эпĕ, терĕм.
(8) Анчах вĕсем Мана хирĕç пăлхав çĕклерĕç, Мана итлесшĕн пулмарĕç; пĕри те йĕрĕнчĕкĕсене хăй куçĕ умĕнчен сирмерĕ, Египет йĕрĕхĕсене пăрахмарĕ, Эпĕ каларăм вара: Египет çĕрĕ варринче пĕтĕм çиллĕме вĕсем çине ярăп, вĕсем çине пĕтĕм хаярлăхăма кăларăп.
(9) Анчах çакна Эпĕ Хамăн ятăмшăн турăм, ăна ытти халăхсем умĕнче ан хурлаччăр тесе турăм, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çав халăхсем хушшинче пурăнаççĕ, вĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухма Эпĕ Хама вĕсене çав халăхсем умĕнче уçса кăтартнăччĕ.
(10) Эпĕ вĕсене, Египет çĕрĕнчен илсе тухса, пушхире илсе çитертĕм, пвĕсене Хамăн ÿкĕтĕмсене патăм, вĕсене Хамăн йĕркемсене пĕлтертĕм, çавсене туса тăрсассăн, çавăн урлă этем чĕрĕ пулнă пулĕччĕ;
(12) тата вĕсене Хамăн шăматкунăмсене те патăм, çак кунсем Манпа вĕсен хушшинчи астутаракан паллăсем пулччăр, çак кунсене тасатаканĕ Эпĕ — Çÿлхуçа — пулнине пĕлччĕр вĕсем, терĕм.
(13) Анчах та Израиль халăхĕ пушхирте Мана хирĕç пăлхав çĕклерĕ: Манăн ÿкĕтĕмсем вĕрентнĕ пек пурăнмарĕç, Манăн йĕркемсене йышăнмарĕç, вĕсене туса тăнă пулсан, этем вĕсем урлă чĕрĕ пулнă пулĕччĕ; Манăн шăматкунăмсене те уямарĕç, Эпĕ каларăм вара: вĕсене пĕтермешкĕн пушхирте вĕсем çине хаярлăхăма кăларăп, терĕм.
(14) Анчах çакна Эпĕ Хамăн ятăмшăн турăм, ăна халăхсем умĕнче ан хурлаччăр тесе турăм: Эпĕ вĕсене çав халăхсен куçĕ умĕнче илсе тухнăччĕ.
(15) Эпĕ те, пушхирте вĕсене хирĕç аллăма çĕклесе, тупа турăм, вĕсене Хам палăртса хунă çĕре, — унта сĕтпе пыл юхса выртать, пĕтĕм çĕр илемĕ вăл,— кĕртместĕп тесе тупа турăм.
(16) Вĕсем Манăн йĕркемсене йышăнманшăн, Манăн ÿкĕтĕмсене туса тăманшăн, Манăн шăматкунăмсене уяманшăн çапла турăм: вĕсен чĕрисем хăйсен йĕрĕхĕсем енне сулăнчĕç.
(17) Анчах Манăн куçăм вĕсене вĕлерме хĕрхенчĕ; Эпĕ вĕсене пушхирте пĕтермерĕм.
(18) Эпĕ пушхирте вĕсен ывăлĕсене каларăм: аçăрсен йăлисем хыççăн ан çÿрĕр, вĕсен йĕркисене ан тытăр, хăвăра вĕсен йĕрĕхĕсемпе ан ирсĕрлетĕр.
(19) Эпĕ — сирĕн Çÿлхуçа Туррăр: Манăн ÿкĕтĕмсем вĕрентнĕ пек пурăнăр, Эпĕ панă йĕркесене тытса тăрăр.
(20) Манăн шăматкунăмсене хисеплесе, уяса тăрăр, вĕсем Манпа сирĕн хушшăмăрта астутарса тăракан паллă пулччăр, вара эсир Эпĕ сирĕн Çÿлхуçа Туррăр пулнине пĕлсе тăрăр, терĕм.
(21) Анчах вĕсен ывăлĕсем те Мана хирĕç пăлхав çĕклерĕç: Манăн ÿкĕтĕмсем тăрăх пурăнмарĕç, Эпĕ панă йĕркесене — пурăнăçласа тăрсассăн, этеме чĕрĕ тăвакан йĕркесене — тытса тăмарĕç, Манăн шăматкунăмсене те уямарĕç. Эпĕ каларăм вара: вĕсем çине çиллĕме кăларăп, пушхирте пĕтĕм хаярлăхăма вĕсем çине ярăп, терĕм;
(22) анчах Эпĕ аллăма сиртĕм, çакна Эпĕ Хамăн ятăмшăн, ăна халăхсем хушшинче ан хурлаччăр тесе турăм: Эпĕ вĕсене çав халăхсен куçĕ умĕнче илсе тухнăччĕ.
(23) Çавăн пекех, Хамăн аллăма пушхирте çĕклесе, вĕсене халăхсем хушшине салатса яма, тĕрлĕ çĕр тăрăх сапалама тупа турăм,
(24) мĕншĕн тесессĕн вĕсем Эпĕ панă йĕркесене туса тăмарĕç, Манăн ÿкĕтĕмсене пăрахрĕç, Манăн шăматкунăмсене уямарĕç, куçне ашшĕсен йĕрĕхĕсем çинчен илмерĕç.
(25) Эпĕ вара вĕсене ырă мар ĕçсемпе усал йĕркесем тума чармарăм, çавнашкал ĕçсемшĕн вĕсем чĕрĕ юлма пултараймарĕç,
(26) вĕсем Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлсе тăччăр тесе, вĕсене пĕтерес тесе, Эпĕ вĕсене чÿк туса ирсĕрленме те чармарăм, вĕсем ĕнтĕ кирек хăш вартан малтан çуралнине вутçулăм витĕр кăларчĕç.
(27) Çавăнпа та Израиль килне кала, этем ывăлĕ, кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Мана хирĕç ултавçă пек хăтланса, сирĕн аçăрсем Мана тата акă епле хурларĕç:
(28) Эпĕ вĕсене, аллăма çĕклесе, тупа туса пама пулнă çĕре илсе килтĕм — вĕсем вара, кашни çÿллĕ сăрта, кашни туратлă йывăçа суйласа илсе, çавăнта хăйсен чÿк парнисене пусма пуçларĕç, унта Мана хур тăвакан парнесем кÿчĕç, ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕрчĕç, çу юхтарса парне пачĕç.
(29) Эпĕ вĕсене каларăм: эсир мĕнле тÿпем вырăна çÿретĕр? терĕм; çавăнпа та вăл вырăна паянхи кунчченех Бама теççĕ.
(30) Çавăнпа та Израиль килне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсир аçăрсен тĕслĕхĕпе хăвăра ирсĕрлеместĕр-и, вĕсен йĕрĕнчĕк ĕçĕсем хыççăн асса çÿреместĕр-и?
(31) Хăвăр парнĕрсене кÿрсе, хăвăр ывăлăрсене вут-çулăм витĕр кăларса, эсир хăвăра паянхи кунчченех пĕтĕм йĕрĕхĕрпе ирсĕрлететĕр, эсир вара, Израиль килĕ, Манран ыйтасшăн-и?
Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа Турă, сире хурав памастăп.
(32) Эсир мĕн шутлани нимĕн те пулмĕ. Эсир: «суя тĕнлĕ халăхсем пек, ют çĕрĕн йăхĕсем пек, йывăçпа чула ĕçлесе тăрăпăр» тетĕр.
(33) Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа Турă, сире çирĕп аллăмпа, хăватлă вăйăмпа, пĕтĕм хаярлăхăмпа тытса тăрăп.
(34) Сире хăвăр саланнă халăхсемпе çĕршывсем хушшинчен илсе тухăп, сире çирĕп аллăмпа, хăватлă вăйăмпа, пĕтĕм хаярлăхăмпа пĕр çĕре пуçтарăп.
(35) Сире халăхсен пушхирне илсе килĕп те çавăнта сирĕнпе куçа-куçăн сутлашăп.
(36) Сирĕн аçăрсемпе Египет çĕрĕн пушхирĕнче мĕнле сутлашрăм, сирĕнпе те çавăн пек сутлашăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(37) Эпĕ сире туя айĕнчен кăларăп та сире халалран тухасран тăлă хурăп.
(38) Сирĕн хушшăртан пăлхавçăсене тата Мана пăхăнманнисене суйласа илĕп. Эпĕ вĕсене халь пурăнакан çĕртен илсе тухăп, анчах вĕсем Израиль çĕрне кĕреймĕç, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр.
(39) Эсир вара, Израиль килĕ, тет Çÿлхуçа Турă, Мана итлеместĕр пулсан, кашнийĕ хăйĕн йĕрĕхĕсем патне кайтăр, çавсене пуççаптăр, анчах хăвăрăн парнĕрсемпе, хăвăрăн йĕрĕхĕрсемпе Манăн таса ятăма урăх ан ирсĕрлетĕр.
(40) Манăн сăваплă тăвăм çинче çеç, Израиль çĕрĕн çÿллĕ тăвĕ çинче çеç, тет Çÿлхуçа Турă, пĕтĕм Израиль халăхĕн — çĕр çинче мĕн чухлĕ вĕсем, пурте, кашни çын таранччен — Мана çавăнта пуççапмалла; Эпĕ вĕсене кăмăллăн йышăнăп; Эпĕ унта сирĕнтен парнесем, малтан ĕлкĕрнĕ çимĕçсемпе пĕтĕм таса япалăрсене ыйтăп.
(41) Сире халăхсем хушшинчен илсе тухсан, сире хăвăр сапаланса пурăнакан çĕршывсенчен пĕр çĕре пуçтарсан, Эпĕ сире тĕтĕрекен ырă шăршăллă тĕтĕме йышăннă пек йышăнăп, ытти халăхсем умĕнче Эпĕ сирĕнте çуталса тăрăп.
(42) Сире Израиль çĕрне,— аллăма çĕклесе, сирĕн аçăрсене пама пулнă çĕре,— илсе кĕрсен, Эпĕ
Çÿлхуçа иккенне пĕлетĕр.
(43) Вара унта хăвăр çулăрсене, хăвăра ирсĕрленĕ пĕтĕм ĕçĕре аса илетĕр те хăвăр тунă усал ĕçсемшĕн эсир хăвăртан хăвăр йĕрĕнетĕр.
(44) Израиль килĕ, Эпĕ сире усал ĕçĕрсене кура мар, аскăн ĕçĕрсене кура мар, Хам ятăмшăн сут тăвăп, вара эсир Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, тет Çÿлхуçа Турă.
(45) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(46) этем ывăлĕ! кăнтăр еннелле çаврăнса тăр, кăнтăр енне кала, кăнтăр хирĕнчи вăрмана малашне мĕн пулассине пĕлтер.
(47) Кăнтăр вăрманне кала: Çÿлхуçа сăмахне итле; Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ сан ăшăнта вут чĕртĕп, вăл вара санăн пур ешерекен йывăçна та, пур хăрнă йывăçна та çунтарса ярĕ; тĕлкĕшекен çулăм сÿнмĕ, вăл кăнтăртан пуçласа çурçĕре çитиччен пурне те ĕнтсе ярĕ.
(48) Вара кирек мĕнле чун та çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, чĕртнине курĕ, çак вут-çулăм сÿнмĕ, тесе калать те.
(49) Эпĕ каларăм вара: ах Çÿлхуçа Туррăм! вĕсем ман çинчен: «вăл юптармасть-ши?» теççĕ, терĕм.
21
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран тата сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Иерусалим енне çаврăнса тăр та сăмахна суя турăсен çурчĕсем енне пăхса кала, Израиль çĕрне малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(3) Израиль çĕрне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ — сана хирĕç! Хамăн хĕçĕме йĕннинчен туртса кăларăп та санăн тÿрĕ çыннусене те, усал çыннусене те вĕлерсе тухăп.
(4) Санăн тÿрĕ çыннусене тата усал çыннусене пĕтермешкĕн Манăн хĕçĕм хăйĕн йĕннинчен кашни чĕрĕ чун çине кайĕ, кăнтăртан пуçласа çурçĕре çитиччен кайĕ.
(5) Вара кашни чĕрĕ чун Эпĕ, Çÿлхуçа, хĕçĕме йĕннинчен кăларнине, вăл ĕнтĕ каялла таврăнмасса пĕлĕ.
(6) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, пĕççÿне çапа-çапа ахлат, хуйхăрса, йынăша-йынăша вĕсен куçĕ умĕнче ахлат.
(7) Сана: «эсĕ мĕне пула çапла ахлататăн?» тесессĕн, кала: «кунталла килекен хыпара пула» те — вара кирек мĕнле чĕре те шарах çурăлĕ, пур алă та усăнĕ, пурин хавалĕ те сÿнĕ, пур чĕркуççи те шыв евĕр чĕтренĕ. Акă килĕ çакă, пулса иртĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(8) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(9) этем ывăлĕ! малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: ĕнтĕ хĕç, хĕç хатĕр, ăна çивĕчлетнĕ, хăйранă:
(10) ăна нумайрах çынна чиксе пăрахмашкăн çивĕчлетнĕ; ăна çиçĕм евĕр çиçсе тăтăр тесе хăйранă. Манăн ывăлăмăн туйи ытти кирек мĕнле йывăçран та йĕрĕннĕшĕн савăнмалла-ши пирĕн?
(11) Алла тытас умĕн Эпĕ хĕçĕме хăйрама патăм; ку хĕçе çынвĕлерен аллине пама çивĕчлетнĕ, хăйранă.
(12) Этем ывăлĕ, ĕнтĕ ахлат, ĕсĕкле: вăл — Манăн халăхăма хирĕç, Израилĕн мĕнпур çулпуçне хирĕç; вĕсем Манăн халăхăмпа пĕрле хĕç айне ÿкĕç; çавăнпа пĕççÿне çапса ахлат.
(13) Хĕçе тĕрĕслесе те пăхнă. Вăл туяран та хăрамасть пулсан, мĕн тăвайăн? ку чăтаймасть, тет Çÿлхуçа Турă.
(14) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, малашне мĕн пулассине пĕлтер, аллуна аллупа çуп: хĕç икĕ хут, виçĕ хут нумайрах пулĕ, хĕç пĕтес халăх çине, аслине пĕтерме кайĕ, вăл кашни кил ăшчиккине кĕрĕ.
(15) Чĕресем шарах çурăлччăр, вилнисем тата ытларах пулччăр тесе, Эпĕ вĕсен кашни хапхи умне хаяр хĕç тăратăп, ах! çиçĕм пек çиçекен, чиксе пăрахма çивĕчлетнĕ хĕç!
(16) Хатĕрлен, вара куçу ăçталла пăхать, çавăнталла — е сылтăмалла кай, е сулахаялла кай.
(17) Эпĕ алă çупса тăрăп, Хамăн çиллĕме кантарăп; Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм.
(18) Мана Çÿлхуçаран тата сăмах пулчĕ:
(19) этем ывăлĕ, эсĕ Вавилон патшин хĕçĕ каяс икĕ çула ÿкерсе кăтарт — икĕ çулĕ те пĕр çĕртен тухмалла; хуласене каякан çулсем ăçтан пуçланнине ÿкер, çавăнта паллă ларт.
(20) Хĕç Аммон ывăлĕсен хулине Раввăна тата Иудея çĕрне, тĕреклĕлетнĕ Иерусалима, каяс çула кăтарт:
(21) ĕнтĕ Вавилон патши çул юппинче, икĕ çул пуçланнă тĕлте, юмлама чарăнса тăнă: çĕмренĕсене силлет, терафимĕсенчен ыйтать, пĕвер тишкерет.
(22) Сылтăм аллинче унăн — «Иерусалима» текен юм, унта ĕнтĕ тарансем лартмалла, тытăçу валли чĕлхе-çăвара уçмалла, çапăçу вăхăтĕнче кăшкăрма сасса вăйлатмалла, тарансене хапхасем çывăхне куçармалла, тăпра хÿме купаламалла, хулана хупăрласа илме пашнесем тумалла.
(23) Çак ăрăм Израиль килне суя пек курăннă; вĕсем, тупа тунăскерсем, çапла улталанине аса илсен, Вавилон патши хулана ярса илме шут тытнă.
(24) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: усал ĕçĕрсене куçкĕретех туса, пĕтĕм ĕçĕрте çылăхăрсене уççăн кăтартса, эсир хăвăрăн йĕркесĕрлĕхне аса илтеретĕр, çакна эсир хăвăрах аса илтеретĕр, çапла сире алăпах ярса тытĕç, тет.
(25) Эй эсĕ, Израилĕн юрăхсăр, айăплă çулпуçĕ, халь ĕнтĕ санăн куну çитрĕ, сан йĕркесĕрлĕхÿн вĕçĕ çитрĕ!
(26) Çÿлхуçа Турă çапла калать: пуçу çинчен пуçкăшăльне хывса хур; патша çĕлĕкне хыв; пĕтĕмпе улăшăнĕ: мĕскĕне юлни асла тухĕ, асли мĕскĕне тухĕ, тет.
(27) Аркатăп, аркатăп, аркатăп ку хулана, вăл унччен пулман пекех пулĕ. Хуçи киличчен çапла пулĕ. Вара ку хулана Эпĕ Ăна парăп, тет.
(28) Эсĕ, этем ывăлĕ, малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала: Аммон ывăлĕсем çинчен, вĕсем кăтартнă мăшкăл çинчен Çÿлхуçа Турă çапла калать те; кала: ĕнтĕ хĕçе, хĕçе вĕсене чиксе вĕлерме кăларнă, вĕсене пĕтерме, çиçĕм пек çиçсе тăма хăйранă,
(29) сана çук япаласем кăтартнă чухне, сана суя юм юмланă чухне çав хĕç сана та пуçне каснă усал çынсем çумне хурĕ, çав çынсен кунĕ çитрĕ ĕнтĕ, вĕсен ирсĕр ĕçĕсем вĕçленĕç ĕнтĕ.
(30) Хĕçе каялла хăйĕн йĕннине тавăрас-и? Сана ăçта пултарнă, эсĕ хăш çĕртен тухнă, сана çавăнта сут тăвăп:
(31) сан çине Хамăн çиллĕме ярăп, сан çине Хамăн хаярлăхăмăн вут-çулăмне çитерĕп, сана тискер çынсен, вĕлерме пĕлекен çынсен, аллине парăп.
(32) Сана вут çунтарса ярĕ, санăн юну çĕр çине юлĕ; сан çинчен аса та илмĕç, мĕншĕн тесессĕн çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм.
22
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) эсĕ, этем ывăлĕ, сут тăвасшăн-и, юн хулине сут тăвасшăн-и? ăна хăйĕн мĕнпур ирсĕр ĕçĕ çинчен пĕлтер.
(3) Кала ăна: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эй юлашки кунна çывăхартма ху хушшунта юн тăкакан хула, хăвна ирсĕрлетме йĕрĕхсем тăвакан хула!
(4) Ху тăкнă юнпа эсĕ хăвна айăпа хутăн, ху туса тултарнă йĕрĕхÿсемпе эсĕ хăвна ирсĕрлетрĕн, çапла хăвăн юлашки кунна çывăхартрăн, хăвăн юлашки çулна çитрĕн. Çакăншăн сана халăхсен кулли тăвăп, мĕнпур çĕр умĕнче мăшкăл кăтартăп.
(5) Санран аякра пурăнакансем те, çывăхра пурăнакансем те сана, хăйĕн ятне ирсĕрлетнĕскерне, хаярлăхĕпе чапа тухнăскере, мăшкăлласа хăртĕç.
(6) Акă Израиль пуçлăхĕсем сан патăнта кашнийĕ хăйĕн вăйĕ çитнĕ таран юн тăкса пурăнчĕ.
(7) Сан патăнта ашшĕпе амăшĕ çинчен усал ят сараççĕ, ютран килнĕ çынна кÿрентереççĕ, сан патăнта тăлăх ачапа тăлăх арăма хĕсĕрлеççĕ.
(8) Эсĕ Манăн сăваплă япаламсене хисеплеместĕн, Манăн шăматкунăмсене уямастăн.
(9) Юн тăкмашкăн санăн элекçĕсем пур, сан патăнта тусем çинче чÿк парни çиеççĕ, сан хушшунта ирсĕр ĕçсем тăваççĕ.
(10) Сан патăнта ашшĕн çарамасне уçаççĕ, арăмне хăйĕн тасамарлăхĕнчен тасалнă вăхăтра пусмăрлаççĕ. пПĕри тăванĕн арăмĕпе йĕрĕнчĕк ĕç тăвать, тепĕри хăйĕн кинне ирсĕрлет, тата тепĕри аппăш-йăмăкне, хăй ашшĕн хĕрне, пусмăрлать.
(12) Сан патăнта юн тăкнăшăн сĕрев тыттарнине кăмăллаççĕ; эсĕ укçуна усламла паратăн, ытлашши илетĕн, вăйпа хăратса, тăванунтан мулне туртса илетĕн, Мана вара манса кайрăн, тет Çÿлхуçа Турă.
(13) Акă Эпĕ, эсĕ епле мула хапсăннине курса, сан патăнта епле юн юхнине курса, аллăмпа султăм.
(14) Эпĕ сана хирĕç тăрас кунсенче чĕру тÿсейĕ-ши, аллу çирĕп пулайĕ-ши? Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм — тăватăп.
(15) Сана халăхсем хушшине салатăп, тĕрлĕ çĕр тăрăх сапалăп, хăвăн хушшунта тăвакан йĕрĕнчĕк ĕçсене пĕтерсе-хупласа лартăп.
(16) Халăхсем умĕнче эсĕ хăвна ху йĕрĕнмелле тăвăн, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕн.
(17) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(18) этем ывăлĕ! Израиль килĕ ĕнтĕ Маншăн çунчăк пулчĕ; вĕсем пурте — вучахри тăхлан, пăхăр, тимĕр тата хура тăхлан; вĕсем кĕмĕл çунчăкĕ пек тăрса юлчĕç.
(19) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: эсир ĕнтĕ пурте çунчăк пултăр, çакăншăн акă Эпĕ сире Иерусалима пуçтарăп.
(20) Вучаха кĕмĕл тата пăхăр, тата тимĕр, тата тăхлан, тата хура тăхлан пĕрле хурса кайран вĕсене вут çинче шăратнă пек, Эпĕ сире пĕтĕм çиллĕмпе, пĕтĕм хаярлăхăмпа пĕрле пуçтарăп, хурăп, шăрантарăп.
(21) Пуçтарăп та сире — сирĕн çине Хамăн тарăхăвăм вутне кăларăп, эсир çавăн ăшĕнче шăранатăр.
(22) Вучахра кĕмĕл шăраннă пек, эсир те вут-çулăм ăшĕнче шăранатăр, вара Эпĕ, Çÿлхуçа, Хамăн хаярлăхăма сирĕн çине янине пĕлетĕр эсир, тесе калать те.
(23) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(24) этем ывăлĕ! кала ăна: эсĕ — тасатман çĕр, çилĕ кунĕнче сана çумăр шăвармĕ!
(25) Çак çĕр пророкĕсен каварĕ кунта — ÿхĕрекен, тупăшне тăпăлтаракан арăслан пек; чунсене пĕтереççĕ, пурлăхпа хаклă япаласене çаратаççĕ, тăлăх арăмсен шутне йышлатаççĕ.
(26) Унти священниксем Манăн саккуна пăсаççĕ, Манăн сăваплă япаламсене ирсĕрлеççĕ, тасипе тасамаррине уйăрмаççĕ, тасипе тасамарри хушшинчи уйрăмлăха кăтартмаççĕ, Манăн шăматкунăмсене курмăш пулаççĕ, вĕсем патĕнче Мана хур тăваççĕ.
(27) Çав çĕр улпучĕсем тупăш шыракан кашкăр пек; мул тупасшăн юн тăкаççĕ, чунсене пĕтереççĕ.
(28) Çав çĕр пророкĕсем вара пурне те пылчăк сĕреççĕ, çук япала кураççĕ, Çÿлхуçа каламан хушăрах çынсене: «Çÿлхуçа Турă çапла каларĕ» тесе, малашне пуласси çинчен суя суяççĕ.
(29) Халăх хушшинче вара пĕр-пĕрне пусмăрлаççĕ, чухăнпа ыйткалакана çаратаççĕ, хĕсĕрлеççĕ, ютран килнине ултавлăн пусмăрлаççĕ.
(30) Эпĕ вĕсем хушшинче хÿме лартакана, хÿмери хушăка хупăрласа, çак çĕре пĕтересрен хÿтĕлеме Манăн умăма тăракан çынна шырарăм, анчах тупаймарăм.
(31) Ĕнтĕ çиллĕме вĕсем çине тăкăп, вĕсене Хамăн хаярлăхăмăн вучĕпе пĕтерĕп, хăйсем мĕн тунине хăйсен пуçĕ çине ярăп, тет Çÿлхуçа Турă те.
23
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! пĕр амăшĕнчен çуралнă икĕ хĕрарăм пулнă,
(3) вĕсем Египетра аснă, хăйсем çамрăк чухне аснă; вĕсен кăкăрне çавăнта чăмăртанă, хĕр чĕччине çавăнта ирсĕрленĕ.
(4) Вĕсен ячĕсем: асли — Огола, унăн йăмăкĕ — Оголива. Вĕсем Манăнччĕ, вĕсем ывăлсемпе хĕрсем çуратрĕç; Оголăна — Самари тесе, Оголивăна Иерусалим тесе ят хунăччĕ.
(5) Огола Мана улталама, асма пуçларĕ, хăйĕн еркĕнĕсене, Ассири ывăлĕсене, хăйĕн кÿршисене, иленчĕ,
(6) яхонт тĕслĕ тумпа çÿрекенсене, çĕр пуçлăхĕсене, хула пуçĕсене, мĕнпур илемлĕ йĕкĕте, утпа çÿрекен юланутçăсене иленчĕ;
(7) Ассур ывăлĕсемпе, вĕсен пур маттур ывăлĕпе, чарусăр асăхрĕ, çыхланнă çыннисен пĕтĕм йĕрĕхĕпе хăйне ирсĕрлерĕ;
(8) Египет çыннисемпе те асма чарăнмарĕ, мĕншĕн тесессĕн лешĕсем унпа вăл çамрăк чухне çывăратчĕç, унăн — хĕрĕн — чĕччине ирсĕрлетчĕç, хăйсен ясарлăхне ун çине яратчĕç.
(9) Çакăншăн Эпĕ ăна хăй иленнĕ еркĕнĕсен, Ассур ывăлĕсенĕн, аллине патăм та ĕнтĕ.
(10) Лешĕсем унăн çарамасне уçрĕç, унăн ывăлĕсемпе унăн хĕрĕсене илсе кайрĕç, хăйне хĕçпе касса вĕлерчĕç. Хăйне вĕлернĕ кун вăл хĕрарăмсем хушшинче намăса тухрĕ.
(11) Йăмăкĕ, Оголива, çакна курса тăчĕ, анчах вăл тата асăхрах, тата ясартарах пулчĕ, унăн аскăнлăхĕ аппăшĕн аскăнлăхĕнчен те иртсе кайрĕ.
(12) Вăл Ассур ывăлĕсене, çĕр пуçлăхĕсене, хула пуçĕсене, хăй кÿршисене, капăр тумланнăскерсене, утпа çÿрекен юланутçăсене, пĕтĕм маттур çамрăка иленчĕ.
(13) Эпĕ вăл хăйне ирсĕрленине, вĕсем иккĕшĕ те пĕр çулпа пынине куртăм.
(14) Анчах та ку вара аскăн ĕçне тата нумайрах туса тултарчĕ: хÿме çине касса ÿкернĕ арçынсене, сăрăпа сăрласа ÿкернĕ халдейсене,
(15) пилĕкне пиçиххи, пуçне чаплă пуç çыххи çыхнă, çарпуç пекех курăнаканскерсене, Вавилон ывăлĕсем евĕрлĕскерсене, Халдея çĕрĕнче çуралнăскерсене, курчĕ те,
(16) вĕсене пĕрре курсах юратса пăрахрĕ те Халдея çĕрне элчĕсем ячĕ.
(17) Вара Вавилон ывăлĕсем унăн савăш вырăнĕ çине улăхрĕç, ăна хăйĕн аскăнлăхĕпе ирсĕрлетрĕç, вăл та хăйне вĕсемпе ирсĕрлетрĕ; унăн чунĕ вара вĕсенчен сивĕнчĕ.
(18) Вăл çапла куçкĕретех асма пуçласассăн, хăйĕн çарамасне уçсассăн, Манăн чунăм унăн аппăшĕнчен мĕнле сивĕннĕччĕ, кунтан та çавăн пекех сивĕнчĕ.
(19) Вăл, хăйĕн çамрăклăх кунĕсенче Египет çĕрĕнче епле аснине аса илсе, аскăн ĕçне тата нумайрах туса пычĕ;
(20) хăйĕн еркĕнĕсене иленчĕ, лешĕсен ÿчĕ вара — ашак ÿчĕ, ÿт чарусăрлăхĕ ăйăр чарусăрлăхĕ пек.
(21) Ху çамрăк чухне епле аснине çапла аса илтĕн иккен, ун чухне Египет çыннисем никам тĕкĕнмен чĕччÿне чăмăртарĕç.
(22) Çавăнпа та, Оголива, Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ чуну сивĕннĕ еркĕнÿсене сана хирĕç тăратăп, вĕсене сана хирĕç пур енчен те пухса килĕп:
(23) Вавилон ывăлĕсене, пĕтĕм халдее, Пеходран, Шоаран тата Коаран илсе килĕп, вĕсемпе пĕрле мĕнпур Ассур ывăлне, илемлĕ йĕкĕтсене, çĕр пуçлăхĕсемпе хула пуçĕсене, çулпуçсемпе ятлă çынсене, пĕтĕм ăста юланутçăна илсе килĕп.
(24) Вара сана хирĕç вăрçă кăралĕпе, утсемпе, çар ураписемпе, йышлă халăхпа тухĕç те сана хурçă тум, тимĕр калпак тăхăннă, аллине хулкан тытнă çынсем çавăрса илĕç, сана çавсен аллине сута парăп, вĕсем сана хăйсен сучĕпе сут тăвĕç.
(25) Хамăн кĕвĕçĕвĕме сана хирĕç ярăп, вара сана хаяррăн пĕтерĕç: сăмсупа хăлхуна касса ывăтĕç, ыттийĕ санăн хĕç айне ÿкĕ; ывăлусемпе хĕрÿсене илсе кайĕç, ыттийĕ вутпа çунса кайĕ;
(26) сан çийÿнтен тумтирне сÿсе илĕç, капăр тумусене тăпăлтарса илĕç.
(27) Египет çĕрĕнчен илсе килнĕ аскăнлăхупа шухăлăхна пĕтерсе лартăп, вара урăх вĕсем çине çаврăнса пăхмăн, Египет çинчен урăх аса илмĕн.
(28) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ сана ху курайми пулнă çынсен аллине, чуну сивĕннĕ çынсен аллине паратăп.
(29) Ĕнтĕ сана тискерле тавăрĕç, ĕçлесе пухнă мĕнпур мулна туртса илĕç, сана çарамаслантарĕç, нимĕнсĕр пăрахса хăварĕç, вара намăссăр çарамасу, шухăлăху, аскăнлăху пĕтĕмпе курăнĕ.
(30) Халăхсемпе аснăшăн, хăвна вĕсен йĕрĕхĕсемпе ирсĕрлетнĕшĕн çапла тăвĕç сана.
(31) Эсĕ хăвăн аппу çулĕпе çÿрерĕн; çавăнпа ĕнтĕ аллуна унăн куркине тыттарăп.
(32) Çÿлхуçа Турă çапла калать: аппун куркине ĕçĕн эсĕ, курки тарăн та сарлака, шутсăр нумай кĕрет унта, çавăнпа çын кулли пулăн, мăшкăла юлăн.
(33) Ÿсĕрĕлĕн, хуйхă-суйхăпа ăнран кайăн: тискерлĕхпе çарату курки — аппу курки, Самари курки!
(34) Ĕçĕн, тĕппипе ĕçсе ярăн, унăн катăкĕсене çуласа илĕн, кайран кăкăрна тăпăлтарăн, мĕншĕн тесессĕн çакна Эпĕ каларăм, тет Çÿлхуçа Турă.
(35) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: эсĕ Мана мантăн, Манран пăрăнтăн, çавăншăн халĕ ĕнтĕ хăвăн йĕркесĕр ĕçÿсемшĕн, хăвăн аскăнлăхушăн тÿс, тет.
(36) Çÿлхуçа мана каларĕ: этем ывăлĕ! Оголăпа Оголивăна сут тăвас тетĕн-и? вĕсене хăйсен ирсĕр ĕçĕсем çинчен каласа пар:
(37) асрĕç-асăхрĕç вĕсем, вĕсен аллисем çинче юн, хăйсен йĕрĕхĕсемпе асрĕç, Ман валли çуратнă ывăлĕсене, вутçулăм витĕр кăларса, вĕсене çиме пачĕç.
(38) Вĕсем Мана тата акă мĕн кăтартрĕç: çав кунах Манăн сăваплă вырăнăма ирсĕрлерĕç, Манăн шăматкунăмсене уямарĕç:
(39) вĕсем хăйсен ачисене йĕрĕхĕсем валли пуснă кун Манăн сăваплă вырăнăма çÿрерĕç, çапла ăна ирсĕрлерĕç; Манăн Çуртăмра вĕсем акă мĕн хăтланчĕç!
(40) Кунсăр пуçне тата вĕсем аякран килекен çынсене чĕнме ячĕç; вĕсем патне элчĕсем ячĕç, лешĕсем килсе çÿрерĕç, вара эсĕ вĕсемшĕн çăвăнтăн, куçна сăрларăн, хÿхĕм тумупа капăрлантăн,
(41) ларатчĕç вара чаплă вырăн çине, ун умĕнче — апат-çимĕç хатĕрлесе лартнă сĕтел, хăнусене эсĕ Манăн ырă шăршăллă фимиама, Манăн çăвăма сĕнеттĕн.
(42) Ун патĕнче савăнакан халăх шавĕ илтĕнсе тăчĕ, хура халăх çыннисем çумне пушхиртен килнĕ ĕçкĕçĕсене хутшăнтарчĕç; кусем вара вĕсен аллине сулăсем, пуçне илемлĕ пуçкăшăль тăхăнтартрĕç.
(43) Эпĕ вара аса-аса йÿтенĕскер çинчен каларăм: халь ĕнтĕ унăн аскăнлăхĕ хăйĕнпе пĕрле пĕтĕ, терĕм.
(44) Вĕсем патне пурпĕрех çÿрерĕç: ясар арăм патне епле çÿреççĕ, асăх Оголăпа Оголива патне те çапла çÿрерĕç.
(45) Анчах вĕсене таса арсем сут тăвĕç; вĕсем çак арăмсене аскăн арăмсене тата юн тăкакансене сут тунă пек сут тăвĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — аскăн арăмсем, юн вĕсен алли çинче.
(46) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турă çапла каланă: вĕсене хирĕç пуху пухмалла, вĕсене хаяррăн тавăрччăр, çаратчăр, тенĕ.
(47) Пуху вĕсене чулпа пере-пере вĕлерĕ, хĕçпе касса ваклĕ, вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене вĕлерсе тухĕ, вĕсен килне-çуртне вутпа çунтарса ярĕ.
(48) Çак çĕр çинчи аскăнлăха çапла пĕтерсе лартăп, ку пĕтĕм хĕрарăма тăна кĕртĕ, вĕсем вара сирĕн пек намăс ĕçсем тумĕç;
(49) хăвăрăн аскăнлăхăра хăвăр çинех тийĕç, çылăхăрсемшĕн йĕрĕхĕрсемпе пĕрле асап курăр, вара Эпĕ Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлĕр, тенĕ.
24
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Тăххăрмĕш çулта, вуннăмĕш уйăхра, уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! çакă кун ятне, шăп çакă кун ятне çырса хур: шăп çакă кун Вавилон патши Иерусалима тапăнĕ.
(3) Пăлханакан халăха ытарлăн каласа пĕлтер, кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр;
(4) унта аш татăкĕсем яр, чи лайăх татăксене, пĕçĕсемпе хулĕсене, яр, унтан хурана паха шăмă тултар;
(5) чи лайăх сурăхсене суйласа ил, хуран айне вĕсен шăммисене хур, чĕртсе яр та — вĕрет, хуранти шăмăсем ирĕличчен вĕрет.
(6) Çÿлхуçа Турă çапла калать: юн хулине хуйхă çитĕ! тĕпне ларнă хурана, кăмĕ кайман хурана, хуйхă çитĕ! шăпа ярса суйламасăр, вăл хурантан татăк хыççăн татăк кăларса ывăтăр.
(7) Çак хула юнĕ хăй хушшинче; вăл çара чул çине юн хăварнă; ăна çĕр çине тăкмарĕ, çĕр çине тăкнă пулсан, вăл тусанпа хупланнă пулĕччĕ.
(8) Тавăру валли çилĕ пуçарас тесе, юн куçран ан çухалтăр тесе, Эпĕ унăн юнне çара чул çинчех хăвартăм.
(9) Çавăнпа Çÿлхуçа Турă çапла калать: хурлăх çитĕ юн хулине! Эпĕ пысăк вут чĕртĕп.
(10) Тата вутă хур, чĕртсе яр, аша ирĕлсе кайиччен пĕçер; шывĕ пĕтĕмпе вĕресе пĕттĕр, шăммисем те çунса пĕтчĕр.
(11) Хуран çапла пушансассăн, ăна кăвар çине ларт, хĕртĕр вăл, пăхăрĕ хĕрсе кайтăр, унти тасамарлăх шăранса-ирĕлсе пĕттĕр, унăн пĕтĕм кăмĕ çухалтăр.
(12) Ĕçĕ йывăр пулĕ; анчах та хуранти пысăк кăм пĕрех тасалмĕ; вутра çунса та, хуранта кăм юлĕ.
(13) Санăн тасамарлăху епле йĕрĕнчĕк! Эпĕ сана мĕн чухлĕ тасататăп, эсĕ пĕрех таса мар; Хамăн хаярлăхăма сан çинче пусариччен эсĕ малашне те хăвăн тасамарлăхунтан тасалса çитес çук.
(14) Эпĕ Çÿлхуçа, Эпĕ калатăп: çакă пулĕ, Эпĕ тăвăп; каялла тумастăп, хĕрхенместĕп, каçармастăп. Сана ху мĕнле çулсемпе çÿренине кура, мĕнле ĕçсем тунине кура сут тăвĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(16) этем ывăлĕ! акă Эпĕ сан куçу йăпанăçне чирпе илсе кайăп; анчах эсĕ ан ÿпкелеш, ан макăр, куççулĕ ан тухтăр санăн;
(17) пĕр чĕнмесĕр ассăн сывла, вилĕ хÿххи ан хÿхле, пуç çыххи çых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют çынсем илсе килнĕ çăкăра ан çи, терĕ.
(18) Ирхине эпĕ халăха Турă сăмахне пĕлтернĕ хыççăн каçхине ман арăмăм вилсе выртрĕ, тепĕр кунне эпĕ хама мĕнле хушнăччĕ, çапла турăм.
(19) Халăх мана каларĕ: каламăн-ши пире, эсĕ туни-кăтартни пире мĕн çинчен пĕлтерет? терĕ.
(20) Вара эпĕ вĕсене каларăм: мана Çÿлхуçаран сăмах пулнăччĕ:
(21) Израиль килне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ Хамăн сăваплă Çуртăма, сирĕн вăй-халăр тĕрекне, сирĕн куçăрсен йăпанăçне, сирĕн чунăрсен савăнăçне, ирсĕрлетме парăп, эсир пăрахса хăварнă ывăлăрсемпе хĕрĕрсем вара хĕç айне ÿксе пĕтĕç.
(22) Эсир вара эпĕ мĕн тунине тăватăр; сухалăра хупламăр, ют çынсем илсе килнĕ çăкăра çимĕр;
(23) хăвăр пуç çыххи пуçăр çинче пулĕ, хăвăр ура сырри урăрта пулĕ; ÿпкелешмĕр, йĕмĕр, анчах хăвăр çылăхăрсемшĕн хухса типетĕр, пĕр-пĕрин умĕнче ассăн сывлатăр, тесе каларĕ те.
(24) Иезекииль ĕнтĕ сирĕншĕн паллă пулĕ: вăл мĕн тунине эсир те тăвăр; çакă пурте тÿрре килсен, Эпĕ Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлĕр.
(25) Сан патна вара, этем ывăлĕ, Эпĕ вĕсен чапĕн илемне, вĕсен куçĕсен йăпанăçне, вĕсен чунĕсен савăнăçне, вĕсен ывăлĕсене, вĕсен хĕрĕсене илнĕ кун —
(26) çав кун сан патна лерен хăтăлса килнĕ çын хăлхунтан хыпар пĕлтерме çитĕ.
(27) Вăл кун çав хăтăлса юлнăскер умĕнче санăн чĕлхÿ-çăвару уçăлĕ те, эсĕ калаçма пуçлăн, чĕлхесĕр пулмăн урăх, вĕсемшĕн астутаракан паллă пулăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара, тесе каларĕ те.
25
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Аммон ывăлĕсем енне çаврăнса тăр та вĕсене малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(3) кала Аммон ывăлĕсене: Çÿлхуçа Турă сăмахне итлĕр: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсĕ Манăн сăваплă Çуртăм çинчен: «эхе! эхе!» тетĕн, мĕншĕн тесессĕн ăна ирсĕрленĕ, Израиль çĕрĕ çинчен те çапла калатăн, мĕншĕн тесессĕн ăна çаратса-аркатса тухнă, Иуда килĕ çинчен те çапла калатăн, мĕншĕн тесессĕн вĕсене тыткăна илсе кайнă —
(4) çакăншăн акă Эпĕ сана ĕмĕрлĕхе тухăç ывăлĕсене парăп, вара вĕсем сан патăнта хăйсен сурăх витийĕсене туса лартĕç, хăйсен чатăрĕсене лартĕç, санăн çимĕçне çийĕç, санăн сĕтне ĕçĕç.
(5) Эпĕ Равва хулине тĕве карти, Аммон ывăлĕсене сурăх кĕтекенсем тăвăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, те.
(6) Çÿлхуçа Турă çапла калать: алă çупнăшăн, урупа тăпăртатса тăнăшăн, Израиль çĕрĕнчен йĕрĕнсе чунтан хĕпĕртенĕшĕн
(7) акă Хамăн аллăма сан çине тăсăп та сана халăхсене çаратма парăп, сана халăхсем хушшинчен пĕтерĕп, сана çĕрсен шутĕнчен кăларса пăрахăп; аркатса тăкăп сана, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕн.
(8) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Моавпа Сеир: «акă ĕнтĕ Иуда килĕ те ытти халăхсем пекех!» теççĕ,
(9) çакăншăн акă Эпĕ вĕсен хулисенчен, вĕсен чикĕри пĕтĕм хулинчен пуçласа, çĕр илемĕнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуçласа, Моав аякне
(10) тухăç ывăлĕсем валли уçăп та ăна Аммон ывăлĕсемпе пĕрле ĕмĕрлĕхе вĕсене парăп, вара Аммон ывăлĕсене халăхсем хушшинче урăх асăнмĕç.
(11) Моава та сут тăвăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(12) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эдом Иуда килне тискерле тавăрчĕ, çапла туса пысăк çылăха кĕчĕ,
(13) çакăншăн аллăма Эдом çине тăсăп та, тет Çÿлхуçа Турă, унăн çыннисемпе выльăх-чĕрлĕхне пĕтерĕп, çĕрне пушхир тăвăп; Феманран Дедана çитиччен пурте хĕç айне пулса пĕтĕç.
(14) Эдома Эпĕ Хамăн халăхăмăн, Израилĕн, аллипе тавăрăп; вĕсем Идумея çĕрĕнче Манăн çиллĕме, Манăн хаярлăхăма кура туса пырĕç, вара Эпĕ мĕнле тавăрнине пĕлĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Çÿлхуçа Турă çапла калать: филистимсем тавăрасшăн çуннăшăн, пĕтĕм чунран йĕрĕнсе, пĕтерес тесех, ĕмĕрхи курайманлăхпа тавăрнăшăн,
(16) акă филистимсем çине аллăма тăсăп та, тет Çÿлхуçа Турă, Крит çыннисене пĕтерĕп, вĕсенĕн тинĕс хĕрринчи йăлкăмне пĕтерсе тăкăп;
(17) тискер асапсем ярса, хăватлăн тавăрăп вĕсене; вĕсене çапла тавăрнă хыççăн Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тесе калать те.
26
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Вунпĕрмĕш çулта, пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Тир хули Иерусалим çинчен: «эхе! эхе! ăна — халăхсен хапхине — çĕмĕрсе тăкрĕç, пĕтĕмпех ман алла лекрĕ! эпĕ туптулли пулăп; ăна пуш-пушă тăратса хăварнă» тет.
(3) Çакăншăн, тет Çÿлхуçа Турă, акă Эпĕ — сана хирĕç, Тир! тинĕс хăйĕн хумĕсене çĕкленĕ евĕр, сан çине тĕрлĕтĕрлĕ халăха çĕклĕп.
(4) Вара Тир хÿмисене çĕмĕрсе тăкĕç, унăн пашнисене ишсе антарĕç; унтан унăн çÿп-çапне шăлса кăларăп та ăна çара чул хысак туса хăварăп.
(5) Вăл тинĕс варринче танатасене сарса типĕтмелли вырăн пулĕ: çакна Эпĕ каларăм, тет Çÿлхуçа Турă, вăл халăхсем çаратмалли хула пулĕ.
(6) Çĕр çинчи хĕрĕсене хĕçпе вĕлерсе тухĕç, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара.
(7) Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ Тира хирĕç çурçĕр енчен Навуходоносора, Вавилон патшине, патшасенĕн патшине, утсемпе, çар ураписемпе, юланутçăсемпе, çарпа, йышлă халăхпа илсе килĕп.
(8) Вăл санăн çĕр çинчи хĕрÿсене хĕçпе вĕлерсе тухĕ, сана хирĕç, хупăрласа илмешкĕн, пашнесем лартĕ, сана хирĕç тăпра хÿме купалĕ, сана хирĕç хулкан тăратса тухĕ;
(9) санăн хÿмÿсен çывăхне хÿме çĕмĕрекен сăпрайсем лартĕ, санăн пашнÿсене хăртпа аркатса тăкĕ.
(10) Вăл санăн хапхунтан аркатса тăкнă хулана кĕнĕ пек кĕнĕ чухне унăн йышлă утĕнчен сана тусан хуплĕ, юланутçăсен тата кустăрмасен, тата вăрçă ураписен шавĕпе хÿмÿсем чĕтренĕç. пВăл хăйĕн учĕсен чĕрнипе санăн пĕтĕм урамна таптаса тухĕ, санăн халăхна хĕçпе пĕтерĕ, санăн хăватлăхун палăкĕсене çĕре тÿнтерĕ.
(12) Мулна çаратса пĕтерĕç, таварна тустарса тухĕç, хÿмÿсене аркатса тăкĕç, илемлĕ çуртусене ишсе пăрахĕç, чулусене тата йывăçусене, тата çĕрне шыва ывăтĕç.
(13) Юррусен шавне чарса лартăп, ĕнтĕ текех цитра сасси илтĕнмĕ.
(14) Сана çара чул хысак тăвăп, танатасене сарса типĕтмелли вырăн пулăн; сана ĕнтĕ çĕнĕрен туса лартмĕç, мĕншĕн тесессĕн çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Çÿлхуçа Турă Тир хулине çапла калать: сана пĕтерме пуçласассăн, эсĕ ÿкнĕ чухне çĕкленнĕ шăв-шавпа, аманнисем йынăшнипе утравсем чĕтренмĕç-ши?
(16) Тинĕс пуçлăхĕсем пурте хăйсен аслă пуканĕ çинчен тăрĕç те юпăнчисене хывса хурĕç, хăйсен тĕрĕллĕ тумĕсене хывĕç те, шикленÿпе пĕркенсе, çĕре ларĕç, самантсерен çÿçене-çÿçене илĕç, санран тĕлĕнĕç.
(17) Саншăн йĕме пуçлĕç, калĕç сана: ах, мĕнле пĕтрĕн эсĕ, тинĕс çÿревçисен хули, чаплă хула, тинĕс çинче епле хăватлăччĕ эсĕ, ху та, халăху та хăватлăччĕ, ыттисене пурне те хăратса тăраттăр!
(18) Халĕ, эсĕ пĕтнĕ кун, утравсем чĕтренчĕç; эсĕ епле пĕтни тинĕсри утравсене шуйхантарчĕ.
(19) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ сана этем пурăнман хуласем евĕр пушă хула
туса хăварсассăн, сан çине тинĕс авăрне çĕклесессĕн, сана пысăк шывсем путарсассăн, [2]сана виле шăтăкне каякансемпе пĕрле тахçан пурăннă халăх патне илсе антарăп та çĕр тĕпне, ĕмĕрхи пушхирсене, виле шăтăкне аннисемпе пĕрле вырăнаçтарăп, эсĕ ĕнтĕ нихăçан та çын пурăнакан вырăн пулмăн; вара Эпĕ чĕррисен çĕрĕ çинче мухтавăма кăтартăп.
(21) Сана сехре хăппи тăвăп, эсĕ пулмăн, сана шырĕç, анчах сана ĕмĕрне те тупаймĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
27
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ, эсĕ те Тир хулишĕн хÿхлеме пуçла,
(3) кала çав хулана, тинĕс кукăрĕнче лараканскере, чылай утрав халăхĕпе суту-илÿ тăваканскере: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эй Тир! «эпĕ — чăн илем!» тетĕн эсĕ.
(4) Чиккÿсем санăн тинĕссем варринче; сана тăвакансем санăн илемне тата хÿхĕмлетнĕ.
(5) Санăн пĕтĕм кĕперне Сенир кипарисĕнчен тунă; мачтусене тумашкăн Ливан тăвĕ çинчен кедр касса килнĕ;
(6) санăн кĕсменÿсене Васан юманĕнчен тунă; санăн саккусене бук йывăçĕнчен тунă, вĕсене Киттим утравĕ çинчен илсе килнĕ сăлан шăммипе илемлетнĕ;
(7) парăсу, ялав шутланаканскер,— египетсен тĕрĕллĕ пирĕ; Елиса утравĕсен сенкер те хĕрлĕ пирĕсем — санăн вителĕкÿсем.
(8) Сидонпа Арвад çыннисем — санăн кĕсменçÿсемччĕ; Тир, хăвăн çыннусем епле ăста пулнă санăн: карап хÿрине çавсем тытса пынă.
(9) Шăтнă тĕлсене юсамашкăн Гевал çыннисем — аслă çынсем, ăсчахсем — пулнă санăн. Санпа суту-илÿ тумашкăн сан патăнта тĕрлĕ тинĕс карапĕсем, карап çÿретекенсем тăратчĕç.
(10) Санăн çарунта перссем, Лиди çыннисем, Ливи çыннисем çапăçатчĕç, вĕсем сан çине хулканпа тимĕр калпак çакатчĕç; çавсем сана чап-мухтав кÿретчĕç.
(11) Арвад ывăлĕсем санăн çарупа пĕрле хÿмÿсем çинче йĕри-тавра тăратчĕç, санăн пашнÿсем çинче гамадимсем тăратчĕç; вĕсем санăн хÿмÿсем çине йĕри-тавра хăйсен ухă йĕннисене çакса тухнăччĕ, çавсем санăн илемне çĕклетчĕç.
(12) Фарсис, санпа суту-илÿ тăваканскер, тĕрлĕ пуянлăхĕ нумаййипе сана таварусемшĕн кĕмĕлпе, тимĕрпе, хура тăхланпа тата тăхланпа тÿлетчĕ.
(13) Иаван, Фувал тата Мешех санпа суту-илÿ тăватчĕç, санăн таварна этем чунĕпе, пăхăр савăт-сапапа улăштаратчĕç.
(14) Фогарма килĕнчен сан таварушăн лашасем, çар ĕçне юрăхлă утсем тата ашакла лашасем илсе килетчĕç.
(15) Дедан ывăлĕсем санпа суту-илÿ тăватчĕç; чылай утрав санпа тавар улăштаратчĕ, сана тÿлеме сăлан шăммипе хура йывăç илсе килетчĕç.
(16) Эсĕ çапла пысăк суту-илÿпе тăнăран санпа арамейсем суту-илÿ тăватчĕç; санăн таварушăн вĕсем карбункул, хĕрхĕлтĕм пусмапа тĕрĕллĕ пусма тата виссон та, мерчен те, рубин та паратчĕç.
(17) Иудейăпа Израиль çĕрĕ санпа суту-илÿ тăватчĕ; санăн таварушăн Минниф тулли, пылак çимĕç тата пыл та, йывăç çăвĕ те, бальзам та парса тÿлетчĕ.
(18) Эсĕ çапла пысăк суту-илÿпе тăнăран, тĕрлĕ пуянлăху ытлă-çитлĕ пулнăран Дамаск санпа Хелбон эрехĕпе, шурă çăмпа суту-илÿ тăватчĕ.
(19) Дан тата Узал Иаванĕ сана таварушăн хĕртнĕ тимĕр парса тÿлетчĕç; санпа кассия тата ырă шăршăллă хăмăш ылмаштаратчĕç.
(20) Дедан юланутпа çÿреме хаклă ашăксем илсе килетчĕ, санпа çавăнпа суту-илÿ тăватчĕ.
(21) Арави тата Кидар çулпуçĕсем пурте санпа тавар улăштаратчĕç: санпа путексем, сурăх такисем тата качака такисем ылмаштаратчĕç.
(22) Савăпа Раема сутуçисем санпа чи паха ырă шăршăлăхпа тата тĕрлĕ хаклă чулпа суту-илÿ тăватчĕç, таварушăн сана ылтăнпа тÿлетчĕç.
(23) Харан, Хане тата Еден, Сава сутуçисем, Ассур тата Хилмад санпа суту-илÿ тăватчĕç.
(24) Вĕсем санпа хаклă тумпа, пурçăн тата тĕрĕллĕ пусмапа суту-илÿ тăватчĕç, хăйсен таварне
кедр йывăçĕнчен тунă хаклă арчасене лайăх чĕркесе-çыхса илсе килетчĕç.
(25) Фарсис карапĕсем йышлăн, вĕçе-вĕç çÿретчĕç, санпа суту-илÿ тăватчĕç, пуянлантăн эсĕ, тинĕссем хушшинче чапа тухрăн.
(26) Кĕсменçÿсем сана аслă шывсене илсе тухрĕç; çавăнта, тинĕссем варринче, сана тухăç çилĕ аркатрĕ.
(27) Пуянлăху, тавару, пĕтĕм пурлăх пÿлмисем, карап çÿретекенсем, карап хÿрине тытса пыракансем, шăтнă тĕле юсакансем, санăн суту-илĕвне йĕркелесе тăракансем, сан патăнти пĕтĕм çар çынни, санăн пĕтĕм йышлă халăху эсĕ пĕтнĕ кун пурте, пурте тинĕс варрине ÿкĕç.
(28) Карап хÿрине тытса пыраканусем кăшкăрнипе пĕтĕм тавралăх кисренĕ.
(29) Кĕсменçĕсем, карап çÿретекенсем, карап хÿрине тытса пыракансем хăйсен карапĕсем çинчен çĕре анĕç те
(30) саншăн кăшкăрса йĕрсе ярĕç, пуçĕ çине кĕл сапса, тусан çинче йăваланса, йынăша-йынăша макăрĕç;
(31) саншăн хурланса, çÿçне шакла кастарĕç, хуйхă тумне пĕркенĕç, чун-чĕри тÿсейменнипе хурланса йĕрсе ярĕç;
(32) саншăн çунса-хурланса, вĕсем хÿхлев юрри пуçлĕç, ĕнтĕ çапла каласа йĕрĕç: «ах, Тир, тинĕс варринче сан евĕр пĕтни пулнă-ши тата?!
(33) Тавару тинĕс тăрăх килетчĕ те — эсĕ тĕрлĕ халăха тăрантараттăн; иксĕлми мулупа тата суту-илĕвÿпе çĕр çинчи патшасене пуянлататтăн.
(34) Сана тинĕссем тĕпсĕр авăрта çĕмĕрсе тăксан, тавару та, сан çинче кĕпĕрленсе тăракансем те пурте шыва ÿкрĕç.
(35) Çакна пĕлсен, пĕтĕм утрав халăхĕ сехĕрленчĕ, вĕсенĕн патшисем те çÿçенчĕç, сăнран улăшăнчĕç.
(36) Ытти халăхсен сутуçисем шăхăрса ячĕç; эсĕ сехре хăппи пулса тăтăн — эсĕ ĕнтĕ ĕмĕрне те пулмăн».
28
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Тир хулин пуçлăхне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: чĕрÿ мăнаçланса кайрĕ санăн, эсĕ: «эпĕ — турă, турă вырăнĕнче, тинĕс варринче, ларатăп» тетĕн, ху — этем çеç, Турă мар, анчах ăсна Турă ăсĕпе тана хуратăн.
(3) Эсĕ Даниилран та ăслăрах-мĕн, эсĕ пĕлмен пĕр вăрттăнлăх та çук;
(4) ăслăлăхупа, ăсу-тăнупа ху валли пуянлăх пухрăн, пÿлмÿсене эсĕ ылтăнпа кĕмĕл тултартăн;
(5) пысăк ăслăлăхупа, суту-илÿ туса, пуянлăхна ÿстертĕн эсĕ, вара ăсу пуянлăхупа мăнаçланчĕ —
(6) çакăншăн Çÿлхуçа Турă акă мĕн калать: хăвăн ăсна Турă ăсĕпе тана хунăшăн
(7) акă Эпĕ сана хирĕç ют çĕршыв çыннисене, халăхсенчен чи хаяррисене, илсе килĕп, вĕсем сан ăслăлăхун илемне хирĕç хĕçне туртса кăларĕç, сан чапна сÿнтерĕç;
(8) сана масар шăтăкне пăрахĕç, тинĕссем варринче эсĕ вĕлернĕ çынсенĕн вилĕмĕпе вилĕн.
(9) Хăвна вĕлерекен умĕнче: «эпĕ — турă» тесе калайăн-и ун чухне, хăвна вĕлерекен аллинче турă мар-çке эсĕ, этем-çке эсĕ?
(10) Эсĕ ют çĕр çыннисем аллинчен ÿтне кастарманнисен вилĕмĕпе вилĕн, мĕншĕн тесен çакна Эпĕ каларăм, тет Çÿлхуçа Турă.
(11) Мана Çÿлхуçаран тата сăмах пулчĕ:
(12) этем ывăлĕ! Тир патшишĕн хÿхле, кала ăна: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсĕ — пахалăх тĕслĕхĕ, эсĕ — тулли ăслăлăх, чи аслă илем.
(13) Райра, Турă пахчинче, пурăннă эсĕ; санăн тумна хаклă чулпа эрешленĕ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтăн — çакна пурне те, ăста харшаласа, сан çине çакнă, ку эреше сана пултарнă кун хатĕрленĕ.
(14) Хупăрласа тăмашкăн çу сĕрнĕ херувим пулнă эсĕ, Эпĕ сана çапла пулма лартнă; эсĕ Туррăн сăваплă тăвĕ çинче пулнă, вутла ялтракан чулсем хушшинче çÿренĕ.
(15) Хăвна пултарнă кунран пуçласа йĕркесĕр ĕçсем тума пуçличчен пур çулу çинче те эсĕ тÿрĕ пултăн.
(16) Пысăк суту-илÿ тунă май чĕрÿ ултавпа тулчĕ те, çылăха кĕтĕн эсĕ; вара сана, ирсĕрленнĕскере, Турă тăвĕ çинчен сирпĕтрĕм, хупăрласа тăракан херувим, сана вутла ялкăшакан чулсем хушшинчен хăваласа
ятăм.
(17) Чĕрÿ ĕнтĕ илемÿпе мăнаçланнăччĕ, чапшăн çунса, ăслăлăхна путартăн; çакăншăн Эпĕ сана çĕре ÿкерĕп, патшасем умĕнче мăшкăла кăларăп.
(18) Ултавлă суту-илÿ ĕçĕнче тĕрĕсмарлăх туса тултартăн, çапла сăваплă вырăнусене ирсĕрлерĕн; санăн хушшунтан Эпĕ вут кăларăп, çавă çунтарса ярĕ те сана: хăвна курса тăракансем умĕнче Эпĕ сана çĕр çинчи кĕл тăвăп.
(19) Хăвна халăхсем хушшинче пĕлнисем пурте санран тĕлĕнĕç: эсĕ сехре хăппи пулса тăрăн, эсĕ ĕнтĕ ĕмĕрне те пулмăн.
(20) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(21) этем ывăлĕ! Сидон енне çаврăнса тăр та ăна малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(22) кала: Сидон, акă Эпĕ — сана хирĕç! Хамăн тасалăхăма кăтартса, ăна сут тăвăп та сан хушшунта чапа тухăп, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара.
(23) Ун çине мур чирĕ ярăп, урамĕсенче юн юхтарăп, унта пур енчен те вĕлерекен хĕç айне пулса пĕтĕç; Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара.
(24) Вăл вара малашне Израиль килĕшĕн йĕплĕ кÿкен те ыраттаракан çумкурăкĕ пулмĕ, ăна пур кÿршинчен те ытларах усал сунакан пулаймĕ, вара Эпĕ Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлĕç.
(25) Çÿлхуçа Турă çапла калать: халăхсем хушшине саланнă Израиль халăхне пĕрле пуçтарăп та Хамăн тасалăхăма унăн йăхĕсен куçĕ умĕнче кăтартăп, вĕсем вара хăйсен çĕрĕ çинче, Эпĕ Хамăн Иаков чурама панă çĕр çинче, пурăнма пуçлĕç:
(26) унта вĕсем пĕр хăрамасăр пурăнĕç, унта çурт-йĕр çавăрĕç, иçĕм пахчисем ĕрчетĕç, пĕр хăрамасăр пурăнĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ вĕсене усал сунакансене, вĕсен таврашĕнче пурăнакансене, пурне те сут тăвăп, вара Эпĕ вĕсен Çÿлхуçа Турри иккенне пĕлĕç, тесе калать те.
29
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Вуннăмĕш çулта, вуннăмĕш уйăхра, уйăхăн вуниккĕмĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! фараон, Египет патши, енне çаврăнса тăр та ăна тата пĕтĕм Египета малашне мĕн пулассине пĕлтер.
(3) Пĕлтер, кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ — сана хирĕç, фараон, Египет патши, мăн крокодил, çырмусем хушшинче выртса: «ку манăн шывăм, эпĕ ăна хам валли турăм» тетĕн.
(4) Сана янаху шăмминчен çекĕллесе илĕп, çырмусенчи пулăсене тирÿн хуппи çумне çыпăçтарăп, вара сана çырмусенчен, тирÿн хуппи çумне çыпăçнă пĕтĕм пулăпа пĕрле, туртса кăларăп;
(5) сана пушхире пăрахăп, сана тата çырмусенчи пĕтĕм пулла пушхире пăрахăп, эсĕ уçă хире ÿкĕн, сана тирпейлесе пытаракан та пулмĕ; сана тискер кайăксемпе вĕçен кайăксен апачĕ тăвăп.
(6) Вара Египетра пурăнакансем пурте Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Израиль килĕшĕн хăмăш тĕрек пулчĕç.
(7) Израиль ывăлĕсем санран аллисемпе ярса тытрĕç те, эсĕ чĕрпĕклентĕн, вĕсен хулне чиксе пĕтертĕн; вĕсем сан çине тĕренчĕç те, эсĕ хуçăлса ÿкрĕн, вĕсене пĕтĕмпе амантса пĕтертĕн.
(8) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ сан çине хĕç ярăп та санăн халăхна, выльăх-чĕрлĕхне пĕтерсе тухăп.
(9) Çапла Египет çĕрĕ пушхир, çеçенхир пулĕ; вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç. Вăл: «ку манăн шывăм, ăна эпĕ тунă» тенĕшĕн
(10) акă Эпĕ — санăн шывусене хирĕç! Египет çĕрне Мигдолран пуçласа Сиенăна çитичченех, Эфиопи чиккине çитичченех пушхирсен пушхирĕ тăвăп.
(11) Ĕнтĕ унтан этем ури утса иртеймĕ, унта выльăх-чĕрлĕх ури те пусаймĕ, унта хĕрĕх çул хушши никам та пурăнмĕ.
(12) Египет çĕрне çаралса юлнă çĕрсем хушшинчи пушхир тăвăп; унăн хулисем пушанса юлнă хуласем хушшинче хĕрĕх çул пушă пулĕç, египетсене халăхсем хушшине салатăп, вĕсене çĕрсем тăрăх сапалăп.
(13) Çÿлхуçа Турă тата çапла калать: хĕрĕх çул иртсессĕн халăхсем хушшинче сапаланса пурăнакан египетсене пĕр çĕре пуçтарăп;
(14) Египета тыткăнран тавăрăп та вĕсене каялла Пафрос çĕрне, хăйсен тăван çĕрне, илсе килĕп, вĕсем çавăнта вăйсăр патшалăх пулса пурăнĕç.
(15) Вăл ытти патшалăхсенчен вăйсăртарах пулĕ, халăхсем умĕнче урăх мăнаçланаймĕ; ытти халăхсене пуç пулса ан тăччăр тесе, Эпĕ вĕсене кĕçĕне хăварăп.
(16) Малашне вĕсем Израиль килĕшĕн тĕрек пулаймĕç, çак тĕрек Израиль ывăлĕсем Египетран пулăшу ыйтса йĕркесĕр ĕç тунине аса илтерет; вара Эпĕ Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлĕç, тет.
(17) Çирĕм çиччĕмĕш çулта, пĕрремĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(18) этем ывăлĕ! Вавилон патши Навуходоносор Тир патĕнчи пысăк ĕçсемпе хăйĕн çарне ĕшентерсе çитернĕ; пурин пуçĕ те кукшаланса юлнă, хулпуççийĕсем шăйрăлса пĕтнĕ; анчах ăна та, унăн çарне те Тир хулине хупăрласа тăнăшăн, ăна хирĕç çапла пысăк ĕçсем тунă пулин те, тивĕçлĕ парне çук-ха.
(19) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет çĕрне паратăп, вăл унти пĕтĕм пуянлăха туртса илтĕр, унта тустарса тухтăр, Египет çаратса пухнă туприне çараттăр, çакă унăн çарне парне вырăнне пултăр, тет.
(20) Унта тунă ĕçсемшĕн Эпĕ ăна парне вырăнне Египет çĕрне парăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çакна Ман валли турĕç, терĕ Çÿлхуçа Турă.
(21) Çав кун Израиль халăхне мăйрака тавăрса парăп, вĕсен хушшинче санăн чĕлхÿ-çăварна та уçăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
30
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала: Çÿлхуçа Турă çапла калатъ те: эй, ĕсĕклесе йĕрĕр! ах, хурлăхлă кун!
(3) Çапла, кун çывăхарчĕ! Çÿлхуçа кунĕ, йывăр кун, çывăхарать; халăхсенĕн пĕтес вăхăчĕ пуçланать.
(4) Хĕç Египет çине кайĕ, Египетра вилекенсем ÿкме пуçласассăн, унăн пуянлăхне туртса илсессĕн, никĕсне ишсе пăрахсассăн, Эфиопи çĕрĕнче те сехĕрленĕç;
(5) Эфиопи, Ливи, Лиди, пĕтĕм хутăшнă халăх тата Хуб, халал çĕрĕн ывăлĕсем — пурте вĕсемпе пĕрле хĕç айне пулса вилĕç.
(6) Çÿлхуçа çапла калать: Египет тĕрекĕсем ÿкĕç те, унăн мăнаçлăхĕпе хăвачĕ те сÿнĕ; унта Мигдолран Сиенăна çитиччен хĕç айне пулса пĕтĕç, терĕ Çÿлхуçа Турă.
(7) Пушă хăварнă çĕрсем хушшинче пушша вăл юлĕ, хулисем те унăн пушша юлнă хуласем хушшинче пулĕç.
(8) Египет çине вут ярсассăн, унăн тĕрекĕсене аркатсассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(9) Çав кун Ман патăмран хыпарçăсем, карапсем çине ларса, ним шухăшсăр пурăнакан эфиопсене хăратма кайĕç, вара унта сехĕрленÿ Египет кунĕнче сарăлнă пекех сарăлĕ; акă вăл çитет ĕнтĕ.
(10) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Египетăн йышлă халăхне Вавилон патшин, Навуходоносорăн, аллипе пĕтерĕп.
(11) Ăна тата унăн халăхне, халăхсем хушшинче чи хаяррине, çак çĕре пĕтерме илсе килĕç: вĕсем Египета хирĕç хĕçĕсене туртса кăларĕç, çĕр тулли вилнĕ çын пулĕ.
(12) Çырмисене типĕтсе лартăп, çĕрне усаллисен аллине парăп, ют çĕр çыннисен аллипе çĕре, унта мĕн пуррине çука хăварăп. Çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм, тет.
(13) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Мемфисри йĕрĕхсене аркатăп, унти суя турăсене пĕтерĕп, Египет çĕрĕнчен текех патша тухаймĕ, Египет çĕрне хăратса пăрахăп.
(14) Пафроса çука хăварăп, Цоан çине вут ярăп, Но хулине сут тăвăп, тет.
(15) Син — Египет тĕрекĕ, ун çине Хамăн хаярлăхăма кăларăп, Но хулинчи йышлă халăха пĕтерĕп.
(16) Египет çине вут ярăп; Син чĕтрене ерĕ, Но ишĕлсе анĕ, Мемфис çине кăнтăр варринчех тăшман тапăнĕ.
(17) Он тата Бубаст çамрăкĕсем хĕç айне ÿксе пĕтĕç, ыттисем тыткăна лекĕç.
(18) Египет сÿсменне аркатса тăкăп та, Тафнис хулинче те кун çути сÿнсе ларĕ, вара унăн мăнаçлă чапĕ путланĕ. Ăна хура пĕлĕт хупăрлĕ, хĕрĕсене тыткăна илсе кайĕç.
(19) Египета Эпĕ çапла сут тăвăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет.
(20) Вунпĕрмĕш çулта, пĕрремĕш уйăхра, çак уйăхăн çиччĕмĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(21) этем ывăлĕ! Эпĕ ĕнтĕ Египет патшийĕн, фараонăн, хăватлă аллине аркатса тăкрăм; акă ăна сыватмаççĕ-ха, унăн суранне çыхса яман-ха, эмелçĕ ăна чĕркесе çыхман-ха, çапла тунă пулсассăн, вăл хĕç тытмалăх вăй илнĕ пулĕччĕ.
(22) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ — фараона, Египет патшине, хирĕç! унăн аллисене — сыввине те, хуçнă аллине те — çĕмĕрсе тăкăп, вара аллинчи хĕçĕ тухса ÿкĕ, тет.
(23) Египетсене халăхсем хушшине салатăп, çĕрсем тăрăх сапалăп.
(24) Вавилон патшийĕн вăй-хăватне тĕреклетĕп, аллине Хамăн хĕçĕме тыттарăп, фараон вăй-хăватне вара аркатса тăкăп, аманса пĕтнĕскер, вăл Вавилон патши умĕнче хытă йынăшса выртĕ, тет.
(25) Вавилон патшийĕн аллине тĕреклетĕп те, фараон алли усăнĕ; Вавилон патшийĕн аллине Хамăн хĕçĕме парсассăн, вăл ăна Египет çĕрĕ çине тăссассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(26) Ĕнтĕ египетсене халăхсем хушшине салатăп, çĕрсем тăрăх сапалăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет.
31
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Вунпĕрмĕш çулта, виççĕмĕш уйăхра, çак уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! фараона, Египет патшине, тата унăн халăхне кала: хăвăн чапна кам чапĕпе танлаштаратăн эсĕ?
(3) Акă Ассур Ливан çинчи кедр йывăçĕччĕ, турачĕсем илемлĕччĕ унăн, çулçисем сулхăн кÿретчĕç, çÿллĕччĕ вăл, тăрри пĕлĕтех перĕнетчĕ.
(4) Аслă шыв ÿстерчĕ ăна, тĕпсĕр шыв çĕклерĕ ăна, вăл ÿсекен вырăна тулăх шыв шăваратчĕ, ытти йывăçсем патне çав тĕпсĕр шыв хăйĕн юпписене çеç яратчĕ.
(5) Ĕнтĕ çавăнпа вăл хирти пур йывăçран та çÿллĕрехчĕ, турачĕ те нумайччĕ унăн, хунавĕ те йышлансах пыратчĕ, йывăçĕ ÿснĕçемĕн, шывĕ тулăх пулнăран, хунавĕсем паркаланатчĕç.
(6) Ун хунавĕсем хушшинче тĕрлĕ вĕçен кайăк йăва çавăратчĕ, ун турачĕсем айĕнче тĕрлĕрен хир кайăкĕ çура çурататчĕ, унăн хÿттинче тĕрлĕрен йышлă халăх пурăнатчĕ.
(7) Вăл хăйĕн çÿллĕшĕпе, турачĕсем вăрăммипе мăнаçланатчĕ: ара, унăн тымарĕ аслă шыв çумĕнчех ÿсетчĕ.
(8) Турă пахчинчи кедрсем ăна хуплаймарĕç; кипариссем унăн турачĕсемпе танлашаймарĕç, каштансем унăн турачĕ пысăкăш та пулаймарĕç, Турă пахчинчи пĕр йывăç та хăйĕн илемĕпе унпа танлашаймарĕ.
(9) Эпĕ ăна йышлă туратпа илемлетрĕм, Турă пахчинчи Эдем йывăçĕсем пурте ăна ăмсанатчĕç.
(10) Çавăнпа Çÿлхуçа Турă çапла каларĕ: çÿллĕ пулнăшăн, тăрри пĕлĕтех перĕнсе тăнăшăн, чĕри хăйĕн чапĕпе мăнаçланнăшăн —
(11) çакăншăн Эпĕ ăна халăхсен патши аллине патăм; вăл ăна мĕнле кирлĕ, çавăн пек турĕ; Эпĕ ăна йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн пăрахрăм.
(12) Вара ăна ют çĕр çыннисем, халăхсем хушшинче чи хаяррисем, касса пăрахрĕç те тусем çине йăвантарчĕç; унăн турачĕсем пур айлăма та ÿкрĕç; унăн хунавĕсем çĕр çинчи мĕнпур васанта вакланчĕç, ун хÿттинчи халăхсем пурте унтан кайрĕç, ăна пăрахса хăварчĕç.
(13) Ун ванчăкĕсем çине тĕрлĕрен вĕçен кайăк килсе ларчĕ, турачĕсем хушшине тĕрлĕрен хир кайăкĕ вырăнаçрĕ, терĕ.
(14) Çакă ĕнтĕ шыв хĕрринчи нимĕнле йывăç та хăй çÿллĕшпе ан мăнаçлантăр, тăррипе пĕлĕте ан перĕнтĕр тесе, шыв ĕçекен ытти йывăçсем вĕсен çÿллĕшне çитме ан шутлаччăр тесе пулнă; вĕсене ĕнтĕ пурне те вилĕм аллине парĕç, вĕсем çĕр тĕпĕнчи çĕршыва, виле шăтăкне ăсаннă этем ывăлĕсем патне кайĕç, терĕ.
(15) Çÿлхуçа Турă çапла калать: вăл виле шăтăкне ăсаннă кун Эпĕ ăна асăнса хÿхлерĕм, унăн ячĕпе тĕпсĕр шыва хупласа лартрăм, унăн çырмисене юхма чартăм, пысăк шывсене чарса лартрăм, унăн ячĕпе Ливана хуйха ÿкертĕм, хирти пур йывăç та уншăн хурланчĕ.
(16) Ăна çĕр тĕпне, виле шăтăкне ăсаннисем патне, пăрахнă чухне Эпĕ вăл ÿкнĕ чухне çĕкленнĕ шăв-шавпа халăхсене чĕтретрĕм, çĕр тĕпĕнчи çĕршывра вара пĕтĕм Эдем йывăçĕ, Ливанăн чи паха та чи лайăх йывăçĕсем, шыв ĕçекенскерсем, пурте хĕпĕртерĕç:
(17) вĕсем те унпа пĕрле çĕр тĕпне, хĕçпе пĕтнисем патне, ăсаннăччĕ, тата унта унăн майлă пулнисем те, унăн хÿттинче, халăхсем хушшинче пурăннисем те, ăсаннăччĕ.
(18) Эппин, хăвăн чапупа, хăвăн мухтавупа эсĕ хăш Эдем йывăçĕпе танлашрăн? Халĕ ĕнтĕ Эдем йывăçĕсемпе тан çĕр тĕпне ÿкĕн те унта ÿтне кастарманнисем хушшинче, хĕçпе пĕтнисем хушшинче, выртăн. Ку вăл — фараон тата унăн пĕтĕм йышлă халăхĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
32
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Вуниккĕмĕш çулта, вуниккĕмĕш уйăхра, çак уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! фараоншăн, Египет патшишĕн, хÿхлеме пуçла, кала ăна: эсĕ халăхсем хушшинчи çамрăк арăслан пек, тинĕссенчи тискер кайăк пек: çырмусенче ывтăнатăн, урупа шывсене пăтрататăн, вĕсен юхăмне пÿле-пÿле лартатăн.
(3) Çÿлхуçа Турă çапла калать: йышлă халăхсен пухăвĕнче сан çине Хамăн танатана ывăтăп та, вĕсем сана Манăн тетелĕмпе туртса кăларĕç.
(4) Сана çĕр çине кăларса ывăтăп, уçă хире пăрахăп сана, сан çине тĕрлĕрен вĕçен кайăк вĕçсе анĕ, пĕтĕм çĕр çинчи тискер кайăк санпа тăранĕ.
(5) Санăн ашна тусем тăрăх ывăтса тухăп, айлăмсене санăн виллÿсемпе тултарăп.
(6) Эсĕ ишсе çÿренĕ çĕре ту тăррине çитиччен санăн юнупа шăварăп; лупашкасем санпа тулса ларĕç.
(7) Эсĕ сÿнсессĕн, тÿпене хупса лартăп, унăн çăлтăрĕсене тĕттĕмлетĕп, хĕвеле пĕлĕтпе хупăрлăп, уйăх та хăйĕн çутипе çутатаймĕ.
(8) Тÿпере çутатса тăракан мĕнпур çутта сан тĕлÿнте тĕттĕмлетĕп, çĕрÿ çине сĕмлĕх ярăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(9) Эсĕ пĕтни çинчен халăхсене, ху пĕлмен çĕрсене пĕлтерĕп те тĕрлĕ халăх чĕрине хăратса пăрахăп.
(10) Санăн ятупа нумай халăха сехĕрлентерĕп, вĕсен патшисен умĕнче Хамăн хĕçĕме силлесессĕн, сан çинчен илтсе, вĕсем çÿçенсе илĕç те эсĕ пĕтес кун самантсерен хăйсен чунĕшĕн чĕтресе тăрĕç.
(11) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Турă çапла калать: сан патна Вавилон патшин хĕçĕ çитĕ.
(12) Сан халăху вăйлисен хĕçĕ айне ÿксе пĕтĕ; вĕсем пурте — халăхсем хушшинче чи хаяррисем, вĕсем Египет мăнаçлăхне аркатĕç, унăн пĕтĕм йышĕ тĕп пулĕ.
(13) Унăн аслă шывĕсем хĕрринчи пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхне пĕтерĕп, малашне çав шывсене этем ури пăтратмĕ, вĕсене выльăх чĕрни те пăтратаймĕ.
(14) Вара вĕсен шывĕсене канăçлăх парăп, вĕсен çырмисем çу пек юхма пуçлĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Эпĕ Египет çĕрне пушхир тусассăн, çĕр хăйĕн пĕтĕм тулăхне çухатсассăн, унта пурăнакансем вилсе пĕтсессĕн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара.
(16) Хÿхлев юрри çакă, йĕрсе юрлĕç ăна; ăна халăхсен хĕрĕсем юрлĕç; Египет çинчен, унăн пĕтĕм пысăк йышĕ çинчен юрлĕç ăна, тет Çÿлхуçа Турă.
(17) Вуниккĕмĕш çулта, çав уйăхрах, вунпиллĕкĕмĕш кунĕнче, мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(18) этем ывăлĕ! Египет халăхĕшĕн хурланса макăр та ăна, ăна тата чаплă халăхсен хĕрĕсене виле шăтăкне каякансемпе пĕрле çĕр тĕпне ывăт.
(19) Камран чаплăрах эс? Ан та ÿт кастарманнисемпе пĕрле вырт.
(20) Лешĕсем хĕçпе вĕлернисен хушшине ÿкĕç, ăна та хĕç айне ÿксе пĕтме панă; сĕтĕрĕр ăна, унăн пĕтĕм йышне сĕтĕрĕр.
(21) Çĕр тĕпĕнче ун çинчен тата унпа пĕр канашлă пулнисем
çинчен малтанхи паттăрсем калаçĕç; вĕсем, хĕçпе касăлса ÿкнĕскерсем, унта ÿт кастарманнисем хушшинче выртаççĕ.
(22) Унта — Ассур тата унăн пĕтĕм пысăк эшкерĕ, унăн тавра — эшкерĕн тупăкĕсем, вĕсем пурте хĕç айне пулса вилнĕ.
(23) Унăн тупăкĕсене çĕр тĕпне чи аяла лартнă, унăн эшкерĕ — унăн тупăкĕ тавра, чĕррисен çĕрне сехĕрлентерсе тăнăскерсем, вĕсем пурте хĕç айне пулса вилнĕ.
(24) Унта — Елам, унăн тупăкĕ тавра унăн пĕтĕм пысăк йышĕ, вĕсем пурте — хĕç айне пулса вилнĕскерсем, ÿт кастармасăр çĕр тĕпне аннăскерсем, чĕррисен çĕрне сехĕрлентерсе тăнăскерсем, халь ĕнтĕ вĕсем виле шăтăкне ăсаннисемпе пĕрле хурлăх кураççĕ.
(25) Унпа унăн пĕтĕм пысăк йышне вилнисем хушшинче вырăн панă; ун тавра — вĕсен тупăкĕсем, пурте — ÿт кастарманнисем, хĕç айне ÿксе пĕтнĕскерсем; чĕррисен çĕрне сехĕрлентерсе тăнăскерсем, халĕ виле шăтăкне ăсаннисемпе тан хурлăх кураççĕ, вĕсене ĕнтĕ вĕлернисем хушшине хунă.
(26) Унта — Мешехпе Фувал хăйсен пĕтĕм пысăк йышĕпе; ун тавра — вĕсен тупăкĕсем, пурте — ÿт кастарманнисем, хĕç айне пулса пĕтнĕскерсем, мĕншĕн тесессĕн вĕсем чĕррисен çĕрне сехĕрлентерсе тăнă.
(27) Вĕсен те ÿт кастарман паттăрсемпе выртмалла мар-и, лешĕсем çĕр тĕпне хăйсен çар кăралĕпе аннă, хĕçне пуç айне хунă, кусен вара хăйсен йĕркесĕрлĕхĕ хăйсен шăммисем çине юлнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем, вăйлăскерсем, чĕррисен çĕрне сехĕрлентерсе тăнă.
(28) Сана та ÿт кастарманнисем хушшинче аркатса тăкĕç, эсĕ те, хĕç айне пулса, вилнисемпе пĕрле выртăн.
(29) Унта — Эдомпа унăн патшисем, унăн улпучĕсем, вĕсене, темле харсăр пулнă пулин те, хĕçпе пĕтернисем хушшине хунă, вĕсем ÿт кастарманнисемпе, виле шăтăкне аннисемпе пĕрле выртаççĕ.
(30) Унта — çурçĕр хуçисем, вĕсем тата пĕтĕм Сидон халăхĕ, сехĕрлентерсе тăнă вăй-хăватне çĕмĕрсе тăкнипе намăса юлнăскерсем, аркатса тăкнă çынсемпе пĕрле çĕр тĕпне аннă, халь ÿт кастарманнисемпе пĕрле, хĕçпе вĕлернисемпе пĕрле выртаççĕ, виле шăтăкне ăсаннисемпе пĕрле хурлăх кураççĕ.
(31) Фараон вĕсене курĕ те хĕçпе касăлса ÿкнĕ пысăк йышĕшĕн йăпанĕ, фараонпа унăн пĕтĕм çарĕ йăпанĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(32) Эпĕ чĕррисен çĕрне хăратса ÿкерĕп те, фараонпа унăн пĕтĕм йышне ÿт кастарманнисен, хĕçпе пĕтнисен хушшине хурĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
33
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! ху халăхун ывăлĕсене пĕлтер, кала вĕсене: эхер те Эпĕ пĕр-пĕр çĕр çине хĕç ярсассăн, çав çĕр халăхĕ хăйсем хушшинчен çын суйласа илсе ăна хăйсен хуралне тăратсассăн,
(3) çав çын çĕр çине килекен хĕçе курса трупапа кăшкăртса халăха систерсессĕн,
(4) эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ăна хĕç çитсе ярса илсессĕн, çав çын юнĕ хăйĕн пуçĕ çинче пулĕ.
(5) Вăл трупа сассине илтнĕ, анчах та хăйне хăй сыхласа хăварман пулсан, апла унăн юнĕ хăй çинче пулĕ; кам сыхланнă, çавă вара хăйĕн пурăнăçне çăлса хăварнă.
(6) Эхер те хуралçă, килекен хĕçе курса, трупапа кăшкăртмарĕ, халăха систермерĕ пулсан — хĕç çитсе камăн та пулин пурăнăçне пĕтерчĕ пулсан — çав çынна çылăхĕшĕн ярса илнĕ, анчах та унăн юнне хуралçă аллинчен шыраса илĕп.
(7) Этем ывăлĕ, Эпĕ сана Израиль килĕн хуралçи пулма тăратрăм, эсĕ Манăн сăмахăма илтĕн те вĕсене Манăн ятăмран ăса кĕртĕн.
(8) Эпĕ йĕркесĕр çынна: «йĕркесĕр этем! санăн вилĕмÿ çитĕ» тенĕ чухне эсĕ йĕркесĕр çынна хăй çулĕнчен сыхланма каламарăн пулсан, çав йĕркесĕр çын хăйĕн çылăхĕшĕн вилĕ, анчах унăн юнне санран шыраса илĕп.
(9) Эхер те эсĕ йĕркесĕр çынна хăйĕн çулĕнчен пăрас тесе сыхларăн пулсан, анчах та вăл хăй çулĕнчен пăрăнмарĕ пулсан, вăл хăй çылăхĕшĕн вилет, эсĕ вара хăвăн чунна çăлса хăвартăн.
(10) Эсĕ, этем ывăлĕ, Израиль килне кала: эсир çапла калатăр: «пирĕн ирсĕр ĕçĕмĕрсем, пирĕн çылăхăмăрсем хамăр çинче, эпир çавăн пирки типсе хăратпăр; мĕнле пурăнма пултарăпăр-ха эпир?» теетĕр.
(11) Кала вĕсене: Эпĕ пур, тет Çÿлхуçа Турă: Манăн çылăхлă çынна вĕлерес килмест, çылăхлă çынна, хăйĕн çулĕнчен пăрăнтарса, чĕрĕ хăварас килет. Пăрăнăр, пăрăнăр усал çулăрсенчен; Израиль халăхĕ, сирĕн мĕншĕн вилмелле-ха?
(12) Эсĕ, этем ывăлĕ, хăвăн халăхун ывăлĕсене кала: усал ĕçĕн кунĕнче тÿрĕ çынна тÿрĕлĕхĕ çăлса хăвараймĕ, хăй йĕркесĕрлĕхĕнчен пăрăннă кун йĕркесĕр çын хăй йĕркесĕрлĕхĕшĕн пĕтмĕ, çавăн пекех тÿрĕ çын та çылăха кĕнĕ кун хăйĕн унчченхи тÿрĕлĕхĕшĕн чĕрĕ юлаймĕ те.
(13) Эпĕ тÿрĕ çынна чĕрĕ юлатăн тенĕ пулсассăн, анчах та вăл хăйĕн тÿрĕлĕхне шанса тĕрĕс мар ĕç тусассăн, унăн унчченхи пĕтĕм тÿрĕ ĕçне асăнмĕç — вăл хăй тунă тĕрĕс мар ĕçĕшĕн вилĕ.
(14) Йĕркесĕр çынна: «вилĕмÿ çитĕ» терĕм пулсассăн, вăл вара хăй çылăхĕнчен пăрăнса тÿрĕлĕхпе тĕрĕслĕх тăвать пулсассăн,
(15) çав йĕркесĕр çын саклата каялла тавăрса парать пулсан, вăрланă япалашăн тÿлет пулсан, пурăнăç саккунĕсене тытса нимĕнле начар ĕç тумасăр пурăнать пулсан — вăл чĕрĕ юлĕ, вилмĕ.
(16) Унăн унччен тунă çылăхĕсенчен пĕрне те аса илмĕç, вăл ĕнтĕ тÿрĕлĕхпе тĕрĕслĕх тума тытăннă, вăл чĕрĕ юлĕ.
(17) Сан халăхун ывăлĕсем вара хăйсен çулĕ тĕрĕс мар чухне: «Турă çулĕ тĕрĕс мар» теççĕ.
(18) Тÿрĕ çын, хăйĕн тÿрĕлĕхĕнчен пăрăнса, йĕркесĕр ĕçсем тума пуçларĕ пулсан, вăл çакăншăн вилĕ.
(19) Йĕркесĕр çын хăйĕн йĕркесĕрлĕхĕнчен пăрăнса, тÿрĕлĕхпе тĕрĕслĕх тума тытăнчĕ пулсан, вăл çакăншăн чĕрĕ юлĕ.
(20) Эсир вара: «Турă çулĕ тĕрĕс мар!» тетĕр. Израиль килĕ,
Эпĕ сире пурне те хăй мĕнле çулпа çÿренине кура сут тăвăп.
(21) Эпир куçса кайни вуниккĕмĕш çул çине кайсассăн, вуннăмĕш уйăхра, уйăхăн пиллĕкĕмĕш кунĕнче, ман патăма хăтăлса юлнă çынсенчен пĕри Иерусалимран килчĕ те каларĕ: «хулана çĕмĕрсе тăкрĕç!» терĕ.
(22) Анчах çав хăтăлнă çын киличченех каçпа ман çинче Çÿлхуçа алли пулчĕ, Вăл çав çын ирхине ман патăма киличченех манăн чĕлхем-çăварăма уçрĕ. Вара чĕлхем-çăварăм уçăлчĕ те, эпĕ калаçма пуçларăм.
(23) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(24) этем ывăлĕ! Израиль çĕрĕнче пушанса юлнă вырăнсенче пурăнакансем калаççĕ: «Авраам пĕччен пулсах çĕре еткерлĕхе илнĕ, эпир вара нумаййăн; эппин, ку çĕре пире еткерлĕхе панă» теççĕ.
(25) Çавăнпа та кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсир юнпа çиетĕр, пуçăра çĕклесе йĕрĕхĕрсем çине пăхатăр тата юн тăкатăр; хăвăр вара çĕр хуçи пуласшăн-и?
(26) Эсир хĕçĕр çине тайăнатăр, йĕрĕнчĕк ĕçсем тăватăр, пĕри тепĕрин арăмне ирсĕрлетет, хăвăр çĕр хуçи пуласшăн-и?
(27) Вĕсене акă мĕн кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Эпĕ пур! çаратса хăварнă вырăнтисем хĕçпе касăлса ÿкĕç; хиртисене тискер кайăксене çиме парăп; хÿме хÿсе çавăрнă вырăнсенче тата çĕр хăвăлĕсенче пурăнакансем мур чирĕпе вилсе пĕтĕç.
(28) Çĕре пушхиртен те пушăрах тăвăп, унăн мăнаçлă чапĕ сÿнĕ, Израиль тăвĕсем те çаралса юлĕç, ĕнтĕ иртен-çÿрен те пулмĕ.
(29) Вĕсем тунă пĕтĕм йĕрĕнчĕк ĕçшĕн Эпĕ çĕре пушхиртен те пушăрах тусассăн, вĕсем Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(30) Сан çинчен вара, этем ывăлĕ, хăвăн халăхун ывăлĕсенĕн килĕ-çурчĕ таврашĕнче, алăкĕсен анинче калаçаççĕ, пĕри тепĕрине, тăван хăйĕн тăванне калать: «кайăр та Çÿлхуçаран мĕнле сăмах тухнине итлĕр» теççĕ.
(31) Вара вĕсем сан патна халăх пухăвне пынă пек пыраççĕ, Манăн халăхăм сан умна ларать, санăн сăмахусене итлеççĕ, анчах вĕсене пурăнăçа кĕртмеççĕ; вĕсем хăйсен калаçăвĕнче çакăнтан вăйă тăваççĕ, вĕсенĕн чĕри мул хыççăн хавхаланса каять.
(32) Акă эсĕ вĕсемшĕн — кулăшла юрăçă пек, евĕклĕ сасăллă та кĕвве лайăх калакан юрăçă пек; вĕсем сан сăмахусене итлеççĕ, анчах вĕсене пурăнăçа кĕртмеççĕ.
(33) Анчах та пуласси пулсассăн,— акă вăл пулса пырать ĕнтĕ,— вĕсем хăйсем хушшинче пророк пулнине пĕлĕç.
34
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Израиль кĕтÿçисене малашне мĕн пулассине пĕлтер, малашне мĕн пулассине пĕлтерсе кала вĕсене, кĕтÿçĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: хурлăх çитĕ сире, Израиль кĕтÿçисем, эсир хăвăра хăвăр кĕтрĕр! ара, кĕтÿçĕсен ĕнтĕ кĕтĕве кĕтмелле мар-и?
(3) Эсир çу çисе пурăнтăр, шурă çăм тумтир тăхăнса çÿрерĕр, самăрлатнă сурăхсем пусрăр, анчах кĕтĕве кĕтмерĕр.
(4) Халсăррисене тĕреклетмерĕр, чирлĕ сурăха имлемерĕр, аманнин суранне çыхса ямарăр, хăваласа кайнине каялла тавăрмарăр, çухалнине шырамарăр, вĕсене пусахларăр, вĕсемпе хаяррăн хуçалантăр.
(5) Кĕтÿçĕсĕр сапаланса кайрĕç вĕсем, сапаланса кайнăскерсем вара кирек хăш тискер кайăкăн апачĕ пулчĕç.
(6) Манăн сурăхăмсем пĕтĕм ту тăрăх, пĕтĕм çÿллĕ сăрт тăрăх çухалса çÿреççĕ, Манăн сурăхăмсем пĕтĕм çĕр çийĕпе саланчĕç, ĕнтĕ никам та вĕсем çинчен тĕпчемест, никам та вĕсене шырамасть.
(7) Çавăнпа та, кĕтÿçĕсем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр, те.
(8) Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа, Манăн сурăхăмсене никам та кĕтмест те, вĕсем тискер кайăк апачĕ пулчĕç, Манăн кĕтÿçĕсем Манăн сурăхăмсене шыраманшăн, кĕтÿçĕмсем хăйсене хăйсем кĕтнĕшĕн, Манăн сурăхăмсене кĕтменшĕн —
(9) çакăншăн, кĕтÿçĕсем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр.
(10) Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ — кĕтÿçĕсене хирĕç! Хамăн сурăхăмсене вĕсен аллинчен шыраса илĕп, малашне вĕсене сурăхсене кĕтме памăп, малашне кĕтÿçĕсем хăйсене хăйсем кĕтмĕç, Хамăн сурăхăмсене вĕсен çăварĕнчен туртса кăларăп та, вĕсем кĕтÿçĕсен апачĕ пулмĕç.
(11) Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ Хамăн сурăхăмсене Хам шыраса тупăп та тĕрĕслĕп вĕсене.
(12) Хăйĕн сапаланса кайнă кĕтĕвĕ хушшинче тăнă кун кĕтÿçĕ хăйĕн кĕтĕвне мĕнле тĕрĕслет, Эпĕ Хамăн сурăхăмсене çавăн пек пăхса тухăп, вĕсене пĕлĕтлĕ те тĕксĕм кун сапаласа янă пур вырăнтан та ирĕке кăларăп, тет.
(13) Вĕсене халăхсем хушшинчен илсе тухăп, тĕрлĕ çĕршывран пĕрле пуçтарăп, вĕсене хăйсен çĕрне илсе çитерĕп те Израиль тăвĕсем çинче, юханшывсен хĕрринче тата çак çĕрте этем пурăнакан пĕтĕм вырăнта кĕтĕп.
(14) Вĕсене паха курăклă çĕрте кĕтĕп, вĕсен карти Израилĕн çÿллĕ тăвĕсем çинче пулĕ; вĕсем унта лайăх картара канĕç, сĕтеклĕ çарансенче — Израиль тăвĕсем çинче — çÿрĕç.
(15) Эпĕ Хамăн сурăхăмсене кĕтĕп, Эпĕ вĕсене канăçлăх парăп, тет Çÿлхуçа Турă.
(16) Çухалнине шыраса тупăп, тытса кайнине каялла тавăрăп, аманнин суранне çыхса ярăп, чирлине тĕреклетĕп, анчах самăрăлса кайнине тата чарусăррине пĕтерĕп; вĕсене тĕрĕс кĕтĕп.
(17) Сире вара, сурăхăмсем, тет Çÿлхуçа Турă, акă сурăхпа сурăх хушшинче, сурăх такипе качака таки хушшинче сут тăвăп.
(18) Сире лайăх çаран çинче çÿрени сахал-им, çав хушăрах эсир хăвăр çаранăрта ыттине урăрпа таптаса пĕтеретĕр, хăвăр таса шыв ĕçетĕр те ыттине урăрпа пăтратса хăваратăр,
(19) вара Манăн сурăхăмсен сирĕн урăр таптанине çимелле-и, сирĕн урăр пăтратнине ĕçмелле-и?
(20) Çавăнпа Çÿлхуçа Турă вĕсене çапла калать: самăр сурăхпа ырхан сурăх хушшинче Эпĕ Хам сут тăвăп.
(21) Эсир хавшаккисене пурне те мĕн кăларса яричченех аякпа та, хулпа та тĕртетĕр, мăйракапа та сĕкетĕр пулсан,
(22) Эпĕ вара Хамăн сурăхăмсене çăлăп, вĕсем урăх никамăн тупăшĕ те пулмĕç, сурăхпа сурăх хушшинчине татса парăп.
(23) Вĕсене пĕр кĕтÿçĕ парăп, Хамăн Давид чурама вĕсен кĕтÿçи тăвăп; вĕсене вăл кĕтĕ, вăл вĕсен кĕтÿçи пулĕ.
(24) Эпĕ, Çÿлхуçа, вĕсен Турри пулăп, Манăн Давид чурам вĕсем хушшинче пуçлăх пулĕ. Çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм.
(25) Эпĕ вĕсемпе тăнăçлăх халалĕ хывăп та çĕр çинчен тискер кайăксене хăваласа ярăп, вара вĕсене çеçенхирте пурăнма, вăрманта çывăрма хăрушă пулмĕ.
(26) Вĕсене тата Хамăн сăртăмăн тавралăхне пиллĕп, кирлĕ вăхăтра çумăр ярса тăрăп; вăл пиллĕх çумăрĕ пулĕ.
(27) Хир йывăçĕ хăйĕн улми-çырлине парĕ, çĕр те хăйĕн çимĕçне парĕ; хăйсен çĕрĕ çинче вĕсене хăрушă пулмĕ, сÿсмен çыххисене аркатса тăксассăн, вĕсене пусмăрçăсен аллинчен ирĕке кăларсассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(28) Ĕнтĕ вĕсем халăхсен тупăшĕ пулмĕç, вĕсене хир кайăкĕсем çиеймĕç; вĕсем шикленмесĕр пурăнĕç, вĕсене никам та хăратаймĕ.
(29) Эпĕ вĕсем патĕнче паха йывăç-курăк ÿстерĕп, вара çĕр çинче выçăпа асапланса вилмĕç, халăхсенчен мăшкăл тÿсмĕç.
(30) Эпĕ, вĕсен Çÿлхуçа Турри, вĕсемпе пĕрле иккенне, вĕсем — Израиль халăхĕ — Манăн халăхăм иккенне пĕлĕç вара, тет Çÿлхуçа Турă,
(31) эсир — Манăн сурăхăмсем, Манăн кĕтĕвĕмĕн сурăхĕсем; эсир — этемсем, Эпĕ вара — сирĕн Туррăр, тет Çÿлхуçа Турă.
35
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Сеир тăвĕ енне çаврăнса тăр та ăна малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(3) кала ăна: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ — сана хирĕç, Сеир тăвĕ! сан çине аллăма тăсăп та — сана этем пурăнмалла мар пушхир тăвăп.
(4) Хулусене ишсе-аркатса пăрахăп, эсĕ ху та пушанса юлăн, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕн.
(5) Эсĕ ĕмĕрĕпе хирĕçсе, кураймасăр тăратăн, Израиль ывăлĕсене вĕсемшĕн хĕн-хурлă вăхăтра, тĕппипех пĕтнĕ вăхăтра, хĕç аллине патăн:
(6) çакăншăн,— Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа Турă,— сана юн тăвăп, вара юн сана канăç памĕ, хыçран хăвалĕ; эсĕ юна курайми пулмарăн, çавăнпа юн хыçран хăвалĕ ĕнтĕ сана.
(7) Сеир тăвне пушă, этем пурăнмалла мар çеçенхир, тăвăп, унта килекене те, каялла таврăнакана та пĕтерĕп.
(8) Унăн тăррисене вĕлернĕ çынсемпе тултарăп; санăн сăртусем çине, санăн айлăмусене, санăн пур лупашкуна хĕçпе касăлнисем ÿксе тулĕç.
(9) Сана ĕмĕрлĕхе пушхир тăвăп, санăн хулусенче никам та пурăнмĕ, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр.
(10) Эсĕ: «çак икĕ халăх тата çак икĕ çĕр манăн пулĕ, унта Çÿлхуçа пулнă пулин те, эпир вĕсене ярса илĕпĕр» терĕн:
(11) çавăншăн,— Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа Турă,— Эпĕ сана хăвăн курайманлăхна кура, Израиль ывăлĕсене курайманнипе эсĕ епле кĕвĕçнине кура айăплăп, сана сут тунă чухне вĕсене Хама кăтартăп.
(12) Вара Эпĕ, Çÿлхуçа, эсĕ Израиль тăвĕсене мăшкăлласа «пушанса юлчĕç! пире пачĕç!» тенине пĕтĕмпе илтнине пĕлĕн эсĕ.
(13) Эсир Ман умăмра чĕлхĕрпе мухтантăр, Мана хирĕç нумай калаçрăр; çакна илтрĕм Эпĕ.
(14) Çÿлхуçа Турă çапла калать: пĕтĕм çĕр савăннă вăхăтра Эпĕ сана пушхир тăвăп.
(15) Израиль килĕн еткерлĕхĕ пушаннă чухне эсĕ епле савăнтăн, Эпĕ сана та çапла тăвăп: Сеир тăвĕ, эсĕ пушанса юлăн, пĕтĕм Идумея та пĕрле пĕтĕ, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
36
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Эсĕ, этем ывăлĕ, Израиль тăвĕсене малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала: эй Израиль тăвĕсем! Çÿлхуçа сăмахне итлĕр те.
(2) Çÿлхуçа Турă çапла калать те: тăшман сирĕн çинчен: «э! э! ĕмĕрхи тусем те пирĕн еткерлĕхе лекрĕç» тенĕрен
(3) пĕлтер малашне мĕн пулассине, кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: çакăншăн, шăпах çакăншăн ĕнтĕ, сире ытти халăхсен тупăшĕ пулччăр тесе, сирĕн çинчен усал сăмах сарччăр тесе, сире çын сăмахĕ айне туччăр тесе çаратнăшăн, çав шутпа сире пур енчен те пĕтернĕшĕн —
(4) çакăншăн, Израиль тăвĕсем, Çÿлхуçа Турă сăмахне итлĕр: Çÿлхуçа Турă тусемпе сăртсене, васансемпе айлăмсене тата пушанса юлнă ишĕлчĕксене, пăрахса хăварнă хуласене, таврари халăхсен пурлăхĕпе мăшкăлĕ пулнăскерсене, çапла калать;
(5) çакăншăн Çÿлхуçа Турă çапла калать: халăхăмшăн хытă тăнăран Эпĕ Манăн çĕрĕме хăйсен еткерлĕхĕ валли палăртса хунă, чĕререн савăнса, чунтан йĕрĕнсе ăна хăйсен тупăшĕ пулма пÿрнĕ ытти халăхсене тата пĕтĕм Идумея çĕрне çапла каларăм.
(6) Çавăнпа та Израиль çĕрне малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала тусемпе сăртсене, васансемпе айлăмсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ çакна сирĕншĕн хытă тăрса, хаяр çиллĕмпе каларăм, мĕншĕн тесессĕн сирĕнтен халăхсем мăшкăлласа кулаççĕ.
(7) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ, аллăма çĕклесе: «сирĕн таврари халăхсем хăйсем мăшкăл курĕç» тесе тупа турăм.
(8) Эсир вара, Израиль тăвĕсем, туратăрсене сарăр та хăвăр çимĕçĕре Манăн халăхăм Израиль валли ÿстерĕр: вĕсем кĕçех килеççĕ.
(9) Акă Эпĕ сирĕн енне çаврăнăп та, сире сухалĕç, акĕç.
(10) Сирĕн çине темĕн чухлĕ халăх, пĕтĕм Израиль килне, пĕтĕмпе, вырăнаçтарăп та, хуласенче пурăнма пуçлĕç, ишĕлчĕксем вырăнне çуртсем лартса тултарĕç.
(11) Тусем çинче пурăнакан çынсен, выльăх-чĕрлĕхĕн йышне ÿстерĕп, вĕсем ĕрчесе-хунаса кайĕç, эсир унчченхи вăхăтра мĕнле вырăнаçнă, сире çавăн пек вырăнаçтарăп, сире унчченхинчен нумайрах ырăлăх кăтартăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр.
(12) Сирĕн пата çынсене, Хамăн халăхăма, Израиле, илсе килĕп; çĕр, вĕсем санăн хуçусем пулĕç! эсĕ вĕсен еткерлĕхĕ пулăн та вĕсене текех ачасăр хăвармăн.
(13) Çÿлхуçа Турă çапла калать: сирĕн çинчен: «эсĕ — çын çиекен, хăвăн халăхна ачасăр тăвакан çĕр» тенĕшĕн —
(14) çакăншăнах ĕнтĕ текех çын çимĕн, малашне хăвăн халăхна ачасăр тумăн, тет Çÿлхуçа Турă.
(15) Малашне хăвăнтан халăхсем мăшкăлласа кулнине илтмĕн, ытти йăхран та хур курмăн, малашне хăвăн халăхна ачасăр хăвармăн, тет Çÿлхуçа Турă.
(16) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(17) этем ывăлĕ! Израиль халăхĕ хăй çĕрĕнче пурăннă чухне вăл ăна хăйĕн хăтланăшĕпе тата хăйĕн ĕçĕсемпе ирсĕрлерĕ; Ман умăмра вĕсен çулĕ хĕрарăмсен тасалнă вăхăтри тасамарлăхĕ пек пулчĕ.
(18) Эпĕ вара çак çĕр çинче юхтарнă юншăн, çĕре хăйсен йĕрĕхĕсемпе ирсĕрленĕшĕн вĕсем çине Хамăн çиллĕме çитертĕм.
(19) Эпĕ вĕсене халăхсем хушшине салатрăм, вĕсем ĕнтĕ çĕрсем тăрăх сапаланнă; Эпĕ вĕсене хăйсем мĕнле çулпа çÿренине кура тата ĕçĕсене кура айăпларăм.
(20) Вĕсем каяс çĕре, халăхсем патне, çитрĕç те Манăн сăваплă ятăма чыссăрлатрĕç, мĕншĕн тесен вĕсем çинчен: «вĕсем — Турă халăхĕ, вĕсем Унăн çĕрĕнчен тухнă» теççĕ.
(21) Эпĕ вара Хамăн сăваплă ятăма, Израиль килĕ халăхсем патне çитсе чыссăрлатнă ятăма, хĕрхентĕм.
(22) Çавăнпа та Израиль халăхне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Израиль килĕ, Эпĕ çакна сирĕншĕн мар, эсир халăхсем патне çитсе çавăнта чыссăрлатнă сăваплă ятăмшăн тăватăп.
(23) Хамăн аслă ятăма, Эсир халăхсем хушшинче чыссăрлатнă, çав халăхсем чыссăрлатакан ятăма, тасатăп. Хамăн сăваплăхăма вĕсен куçĕ умĕнче сирĕн çинче кăтартсассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(24) Сире халăхсем хушшинчен уйăрса илĕп те, сире пĕтĕм çĕршывран пуçтарăп та хăвăр çĕрĕре илсе килĕп.
(25) Сире таса шывпа сирпĕтĕп те, эсир хăвăрăн пĕтĕм ирсĕрлĕхĕртен тасалатăр; сире пĕтĕм йĕрĕхĕрсенчен тасатăп.
(26) Вара сире çĕнĕ чĕре парăп, çĕнĕ сывлăш парăп сире; сирĕн ÿтĕртен чул чĕре илĕп те сире чĕрĕ чĕре парăп.
(27) Сирĕн ăша Хамăн сывлăшăма кĕртĕп те çапла тăвăп: эсир Манăн ÿкĕтĕмсенчен иртмесĕр çÿретĕр, Эпĕ панă йĕркесене тытса пурăнатăр, вĕсене туса тăратăр.
(28) Вара эсир Эпĕ сирĕн аçăрсене панă çĕр çинче пурăнатăр. Манăн халăхăм пулатăр, Эпĕ сирĕн Туррăр пулăп.
(29) Сире пĕтĕм тасамарлăхăртан хăтарăп, тырă-пулă чĕнсе илĕп, ăна ÿстерĕп, сире выçăпа асапланма памăп.
(30) Малашне сирĕн выçлăха пула халăхсенчен мăшкăл тÿсмелле ан пултăр тесе, йывăçсен улми-çырлине, хир çимĕçĕсене йышлантарăп.
(31) Ун чухне вара хăвăрăн усал çулăрсем çинчен, хăвăрăн ырă мар ĕçĕрсем çинчен аса илетĕр те йĕркесĕр ĕçĕрсемшĕн, йĕрĕнчĕк ĕçĕрсемшĕн хăвăртан хăвăр йĕрĕнетĕр.
(32) Пĕлсех тăрăр, Эпĕ çакна сирĕншĕн тумастăп, тет Çÿлхуçа Турă. Израиль килĕ, хăвăр çулăрсенчен вăтанăр, намăсланăр.
(33) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Эпĕ сире пĕтĕм йĕркесĕр ĕçĕртен тасатнă кун, çынсене хуласене пурăнма вырăнаçтарнă кун, ишĕлчĕксем вырăнне çуртсем çавăрсан,
(34) пушанса юлнă çĕре, кирек мĕнле иртен-çÿрен умĕнче те пушхир пек выртнăскере, сухалаççĕ-акаççĕ пулсан,
(35) çавăн чухне калĕç вара: «çакă пушă çĕр Эдем сачĕ пек пулса тăчĕ; çак арканнă, пушша юлнă, çаратса тухнă хуласене тĕреклетнĕ, ĕнтĕ унта халăх вырăнаçнă» тейĕç.
(36) Сирĕн таврара юлнă халăхсем пĕлĕç вара: Эпĕ, Çÿлхуçа, арканнине çĕнететĕп, пушаннине ешертетĕп. Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм та — турăм, тет.
(37) Çÿлхуçа Турă çапла калать: хамăн ырăлăхăма Израиль килне тата çапла кăтартăп — унти халăха кĕтÿ пек ĕрчетĕп.
(38) Иерусалимра унăн уявĕсем вăхăтĕнче парне пама илсе килнĕ сурăхсем епле сумсăр нумай пулаççĕ, пушанса юлнă хуласенче çавăн пекех туп-тулли халăх пулĕ, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тет.
37
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Ман çинче Çÿлхуçа алли пулчĕ, Çÿлхуçа мана Сывлăшĕпе илсе тухса хир варрине тăратрĕ, унта хир тулли шăмăччĕ,
(2) мана шăмăсем тавра вĕсен çумĕнченех кăтартса çаврăнчĕ, акă хирте шутсăр нумай шăмă, хăйсем пурте çав тери типсе хăрса кайнă.
(3) Мана каларĕ: этем ывăлĕ! çак шăмăсем чĕрĕлĕç-и? терĕ. Эпĕ каларăм: эй Çÿлхуçа Туррăм! ăна Эсĕ пĕлетĕн, терĕм.
(4) Мана каларĕ: çак шăмăсене малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала вĕсене: «хăрнă шăмăсем! Çÿлхуçа сăмахне итлĕр!» те.
(5) Çÿлхуçа Турă çак шăмăсене çапла калать те: акă Эпĕ сирĕн ăшăра чĕм кĕртĕп те — эсир чĕрĕлĕр.
(6) Сирĕн тавра шăнăр хурăп, сирĕн çийĕре ÿт ÿстерĕп, сире ÿт-тирпе витĕп, сирĕн ăшăра чĕм кĕртĕп те — эсир чĕрĕлĕр, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр, те.
(7) Эпĕ, хама хушнă пек, малашне мĕн пулассине пĕлтертĕм; эпĕ пулассине пĕлтернĕ чухне шав илтĕнсе кайрĕ, акă пĕтĕмпех хускалчĕ, шăмăсем, шăмăпа шăмă, пĕр-пĕрин патне çывăхара пуçларĕç.
(8) Куртăм вара: вĕсен ĕнтĕ шăнăрĕ те пурччĕ, ÿчĕ те ÿссе çитĕнчĕ, вĕсене çиелтен тир карса илчĕ, анчах вĕсенче пурăнăç сывлăшĕ çукчĕ-ха.
(9) Вăл мана каларĕ: малашне мĕн пулассине чĕме пĕлтер, пулассине пĕлтер, этем ывăлĕ, кала чĕме: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эй чĕм, тăватă çил енчен кил те, çак вĕлерсе тăкнă çынсен виллисене пурăнăç вĕрсе кĕрт те — вĕсем чĕрĕлсе тăрĕç, те.
(10) Эпĕ, Вăл хушнă пек, пулассине пĕлтертĕм, вара вĕсене чĕм кĕчĕ те, вĕсем чĕрĕлчĕç, ура çине тăчĕç — сумсăр, сумсăр йышлă эшкер.
(11) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! çак шăмăсем — пĕтĕм Израиль халăхĕ. Акă вĕсем: «пирĕн шăмăсем типсе хăрчĕç, пирĕн ĕмĕт путланчĕ, эпир ĕнтĕ тымартан татăлнă» теççĕ.
(12) Çавăнпа та малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ сирĕн тупăклăхăрсене уçăп та сире, Хамăн халăхăма, тупăклăхăрсенчен илсе тухса Израиль çĕрне илсе кĕрĕп.
(13) Тупăклăхăрсене уçсассăн, сире, Хамăн халăхăма, тупăклăхăрсенчен илсе тухсассăн, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕр вара,
(14) сирĕн ăшăра Хамăн сывлăша кĕртĕп те, эсир чĕрĕлĕр, сире хăвăр çĕрĕре вырăнаçтарăп, вара пĕлĕр эсир, çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, каларăм та — турăм, тет Çÿлхуçа.
(15) Мана Çÿлхуçаран тата сăмах пулчĕ:
(16) эсĕ вара, этем ывăлĕ, пĕр туя ил те ун çине: «Иудăна тата унпа килĕштерсе пурăнакан Израиль ывăлĕсене» тесе çыр; тата тепĕр туя ил те ун çине: «Иосифа» тесе çыр: ку вăл Ефремăн тата унпа килĕштерсе пурăнакан пĕтĕм Израиль килĕн туйи пулĕ.
(17) Вĕсене пĕрле юнашар, пĕр туя пулмалла, майлаштарса хур, вĕсем сан аллунта пĕрре пулччăр.
(18) Халăхун ывăлĕсем санран: «мĕн япала ку, пире ăнлантарса памăн-и?» тесессĕн,
(19) вĕсене çапла кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ Иосиф туйине, Ефрем аллинчи тата унпа килĕштерсе пурăнакан Израиль йăхĕсен аллинчи туяна, илĕп те ăна Иуда туйи çумне хурăп, çапла вĕсене пĕр туя тăвăп, Манăн аллăмра вĕсем пĕр пулĕç.
(20) Икĕ туйи те, эсĕ çапла çырнă хыççăн, сан аллунта, вĕсен куçĕ умĕнче пулсассăн,
(21) кала вĕсене: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ Израиль ывăлĕсене хăйсем пурăнакан халăхсем хушшинчен илсе тухăп та, вĕсене пур çĕртен те пуçтарăп та вĕсене хăйсен çĕрне илсе килĕп.
(22) Çак çĕр çинче, Израиль тăвĕсем çинче, Эпĕ вĕсене пĕр халăх тăвăп, вĕсен пурин те пĕр Патша пулĕ, малашне вĕсем икĕ халăх пулмĕç, малашне икĕ патшалăха пайланса пурăнмĕç.
(23) Ентĕ хăйсене йĕрĕхĕсемпе, йĕрĕнчĕк ĕçĕсемпе тата тĕрлĕ айăппа ирсĕрлемĕç, вĕсене çылăх туса пурăннă мĕнпур çĕртен ирĕке кăларăп, вĕсене тасатăп, вара вĕсем Манăн халăхăм пулĕç, Эпĕ вĕсен Турри пулăп.
(24) Манăн Давид чурам вара вĕсенĕн Патши тата пуринĕн Кĕтÿçи пулĕ, вĕсем ĕнтĕ Манăн ÿкĕтĕмсене тытса пурăнĕç, Эпĕ панă йĕркесене пăхăнса тăрĕç, вĕсене туса тăрĕç.
(25) Эпĕ Хамăн Иаков чурама панă çĕр çинче, хăйсен ашшĕсем пурăннă çĕр çинче, пурăнма пуçлĕç; вĕсем, вĕсенĕн ачисем, ачисен ачисем ĕмĕр-ĕмĕрех çавăнта пурăнĕç; Манăн Давид чурам ĕмĕрех вĕсен пуçлăхĕ пулĕ.
(26) Вĕсемпе канăçлăх халалĕ хывăп, вĕсемпе ĕмĕрлĕхе халал хывăп. Вĕсене вырăнаçтарăп, вĕсене ĕрчетĕп, вĕсем хушшине ĕмĕрлĕхе Хамăн сăваплă Çуртăма лартăп.
(27) Манăн килĕм вĕсем патĕнче пулĕ, Эпĕ вĕсен Турри пулăп, вĕсем Манăн халăхăм пулĕç.
(28) Манăн Çуртăм ĕмĕрлĕхе вĕсем хушшинче пулсассăн, халăхсем Эпĕ Израиле тасатакан Çÿлхуçа пулнине пĕлĕç, тесе калать те.
38
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) этем ывăлĕ! Магог çĕрĕнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал çулпуçĕ — енне çаврăнса тăр та ăна малашне мĕн пулассине пĕлтер,
(3) кала ăна: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: акă Эпĕ — сана хирĕç, Гог — Рош, Мешех тата Фувал çулпуçĕ!
(4) Сана каялла çавăрăп та çăварлăхласа илĕп, унтан сана, санăн пĕтĕм эшкерне — утсемпе юланутçăсене, вăрçă вăрçма хатĕрленсе тимĕр тум тăхăннă, хулканпа хĕç тытнă пысăк çарна — илсе тухăп,
(5) вĕсемпе пĕрле хулкан тытнă, тимĕр калпак тăхăннă перссене, эфиопсене, Ливи çыннисене,
(6) Гомерпа унăн пĕтĕм çарне, Фогарма килне çурçĕр чиккинчен пуçласа хăйĕн пĕтĕм çарĕпе илсе тухăп, санпа пĕрле нумай тĕрлĕ халăха илсе тухăп, тесе калать те.
(7) Хатĕрлен, вăрçă кăралĕ хатĕрле — эсĕ те, сан патна пуçтарăннă пĕтĕм эшкерÿ те хатĕрленĕр, эсĕ вĕсенĕн çулпуçĕ пул.
(8) Чылай кунран эсĕ кирлĕ пулăн; юлашки çулсенче эсĕ хĕçрен хăтарнă, нумай тĕрлĕ халăх хушшинчен Израиль тăвĕсем çине пуçтарнă халăх патне çитĕн, çав тусем унччен пĕрмай юхăнса выртнă, халĕ вара çав çĕр çыннисене халăхсем хушшинчен каялла тавăрĕç те, вĕсем пурте хăрушлăхсăр пурăнма пуçлĕç.
(9) Эсĕ тăвăл пек çĕкленĕн, çĕре хуплама хура пĕлĕт пек кайăн; эсĕ, санăн пĕтĕм эшкерÿ тата санпа пĕрле нумай тĕрлĕ халăх кайăр.
(10) Çÿлхуçа Турă çапла калать: çав кун санăн чĕрÿне каварлă шухăш пырса кĕрĕ те, эсĕ усал ĕç тума шутласа хурăн,
(11) калăн вара: «эпĕ хÿмепе хÿтĕлемен çĕре хăпарăп, хуйхă-суйхăсăр, ним шухăшсăр пурăнакансене тапăнăп — вĕсем пурте пĕр хÿтлĕхсĕр пурăнаççĕ, вĕсен сăлăп та, алăк та çук» тейĕн.
(12) Вара тапăнăн вĕсене, пурлăх çаратăн, ишĕлчĕксем вырăнне çĕнĕрен лартнă, çынсем пурăнма пуçланă çуртсем çине, халăхсем хушшинчен пуçтарнă, хуçалăх тытакан, суту-илÿ тăвакан, çĕр тăрринче пурăнакан халăх çине аллуна хурăн.
(13) Сава, Дедан тата Фарсис сутуçисем хăйсен пĕтĕм çамрăк арăсланĕсемпе пĕрле калĕç сана: «эсĕ çаратма килтĕн-и? хăвăн эшкерне пурлăх чыхса тултарма, кĕмĕлпе ылтăн тăпăлтарма, выльăх-чĕрлĕхпе мул туртса илме, пысăк тупăш ярса илме пуçтартăн-и?» тейĕç.
(14) Çавăнпа, этем ывăлĕ, пулассине пĕлтер, Гога кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: çапла мар-и? Манăн Израиль халăхăм хăрамасăр пурăнас кун çакна пĕлĕн эсĕ;
(15) хăвăн вырăнунтан, çурçĕр чиккинчен, тапранăн эсĕ, тата санпа пĕрле нумай тĕрлĕ халăх кайĕ, пурте ут çинче лараççĕ, сумсăр ушкăн, сумсăр йышлă çар.
(16) Çĕре хупăрласа Манăн халăхăм çине, Израиль çине, хура пĕлĕт пек çĕкленĕн: ку вăл юлашки кунсенче пулĕ, Эпĕ сана Хамăн çĕрĕм çине илсе килĕп, Гог, сана çĕнтерсе Хамăн сăваплăхăма халăхсен куçĕ умĕнче кăтартсан, вĕсем Мана пĕлĕç вара.
(17) Çÿлхуçа Турă çапла калать те: эсĕ лешĕ, хайхи, авалхи кунсенче Эпĕ Хамăн чурамсем, Израиль пророкĕсем, урлă пĕлтернĕскер пулмарăн-и? çав вăхăтра вĕсем, малашне мĕн пулассине пĕлтерсе, Эпĕ сана вĕсемпе тытăçма илсе килесси çинчен каланăччĕ.
(18) Гог Израиль çĕрне килнĕ кун Манăн çиллĕм пĕтĕм хаярлăхăмпа хыпса илĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(19) Кĕвĕçсе, тарăху вучĕпе çунса каларăм Эпĕ: чăн та, çав кун Израиль çĕрĕ хăрушла кисренĕ.
(20) Манăн сăнăма курса, тинĕсри пулăсем, тÿпери кайăксем, хирти тискер кайăксем, пĕтĕм шăван-кусан, çĕр çийĕн шуса çÿрекенскерсем, çĕр çинчи мĕнпур çын чĕтрене ерĕç, тусем ишĕлсе анĕç, чул сăртсем йăтăнса анĕç, пĕтĕм хÿме çĕр çине ÿкĕ.
(21) Хамăн мĕнпур тăвăм тăрăх ăна хирĕç хĕç йыхăрăп: кашнийĕ хăйĕн тăванне хирĕç хĕç çĕклĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(22) Мур чирĕ ярса, юн тăкса сут тăвăп ăна, ун çине, унăн çарĕсем çине, унпа пĕрле килнĕ нумай тĕрлĕ халăх çине пĕтĕмпе путаракан çумăрпа шултăра чул, кăварпа кÿкĕрт çутарăп;
(23) Хамăн аслăлăхăмпа Хамăн сăваплăхăма кăтартăп, Хама нумай тĕрлĕ халăх куçĕ умĕнче кăтартăп та, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç, тесе калать те.
39
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, Гога малашне мĕн пулассине пĕлтер, кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Гог,— Рош, Мешех тата Фувал çулпуçĕ,— акă Эпĕ — сана хирĕç!
(2) Сана каялла çавăрăп, сана ертсе кайăп, сана çурçĕр хĕрринчен илсе тухăп, сана Израиль тăвĕсем çине илсе килĕп.
(3) Сулахай аллунтан уххуна çапса ÿкерĕп, сылтăм аллунтан çĕмренÿсене кăларса ывăтăп.
(4) Эсĕ Израиль тăвĕсем çинче пĕтĕн, эсĕ те, санăн пĕтĕм çару та, санпа пĕрле килнĕ халăхсем те çавăнта пĕтетĕр; сана тĕрлĕ çăткăн кайăксене, хирти тискер кайăксене çиме парăп.
(5) Уçă хирте ÿкĕн: Эпĕ çапла каларăм, тет Çÿлхуçа Турă.
(6) Магог çĕрĕ çинче тата утравсем çинче пĕр шухăшсăр пурăнакансем çине вут-çулăм ярăп, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç.
(7) Хамăн сăваплă ятăма Хамăн халăхăм, Израиль, хушшинче кăтартăп, малашне Хамăн сăваплă ятăма чыссăрлатма памăп, вара халăхсем Эпĕ Çÿлхуçа, Эпĕ Израилĕн Святойĕ пулнине пĕлĕç.
(8) Акă çакă килет, пулать, тет Çÿлхуçа Турă, ку — Эпĕ каласа хунă кун.
(9) Çавăн чухне Израиль хулисенче пурăнакансем килĕсенчен тухĕç те вут чĕртсе ярĕç, вăрçă кăралне, хулкансемпе хурçă тумтирсене, ухăсемпе çĕмренсене, чукмарсене, сăнăсене çунтарма пуçлĕç; вĕсене çичĕ çул хушши çунтарĕç.
(10) Ĕнтĕ хиртен вутă йăтмĕç, вăрмантан та касса килмĕç, вăрçă кăралне çеç çунтарĕç; хăйсене çаратнисене çаратĕç, хăйсене тустарнисене тустарĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(11) Çавă кун акă мĕн пулĕ: Гога масар шăтăкĕ валли Израильре вырăн — тинĕсрен тухăç енче выртакан айлăма, иртен-çÿренĕн айлăмне — парăп, çак айлăм иртен-çÿрене чарса тăратĕ; Гогпа унăн пĕтĕм эшкерне çавăнта пытарĕç, вара çав вырăна Гог эшкерĕн айлăмĕ тесе ят парĕç.
(12) Çĕре тасатмашкăн Израиль килĕ вĕсене çичĕ уйăх хушши пытарĕ.
(13) Вĕсене пĕтĕм çĕр халăхĕ пытарĕ, Хамăн чапăма кăтартнă кун уншăн мухтавлă кун пулĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(14) Çĕре пĕрмай тĕрĕслесе-пăхса çÿреме çынсем суйласа илĕç, вĕсем иртен-çÿрен пулăшнипе çĕр çинче юлнă вилесене пытарĕç, çакна çĕре тасатма тăвĕç; вĕсем çичĕ уйăх иртсен шырама пуçлĕç;
(15) тĕрĕслесе-пăхса çÿрекенсенчен пĕри-пĕри, этем шăммине курсан, ун çывăхне паллă лартса хăварĕ, палли вара виле пытаракансем çав шăмма Гог эшкерĕн айлăмне пытариччен ларĕ.
(16) Хулине Гамона [эшкер] тесе ят парĕç. Çĕре çапла тасатса çитерĕç.
(17) Эсĕ вара, этем ывăлĕ, тет Çÿлхуçа Турă, тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăка, хирти пĕтĕм тискер кайăка кала: пуçтарăнăр та кайăр, Манăн парнем патне, Израиль тăвĕсем çинчи аслă парне патне, пур енчен те пухăнăр, Эпĕ ăна сирĕн валли пусăп; эсир аш çийĕр, юн ĕçĕр.
(18) Вăйпитти арсен ашне çийĕр, çĕр пуçлăхĕсен юнне, Васан çĕрĕнче самăртнă сурăх такисен, путексен, качака такисен, пăрусен юнне ĕçĕр;
(19) Эпĕ сирĕн валли пусас парнемĕн çăвне мĕн тăраниччен çийĕр, юнне мĕн ÿсĕрĕличчен ĕçĕр.
(20) Ман сĕтелĕм хушшинче утсемпе те юланутçăсемпе, вăйпитти арсемпе те тĕрлĕ çар çыннисемпе тăранăр, тет Çÿлхуçа Турă.
(21) Хамăн мухтавăма халăхсем хушшинче кăтартăп та, халăхсем пурте Эпĕ тăвакан сута тата вĕсем çине хуракан Манăн аллăма курĕç.
(22) Израиль килĕ вара Эпĕ çав кунран пуçласа ĕмĕрлĕхе хăйсен Çÿлхуçа Турри пулнине пĕлĕ.
(23) Халăхсем пĕлсе çитĕç: Израиль халăхне хăйсен тĕрĕсмарлăхĕшĕн урăх çĕре куçарнă; вĕсем Ман умăмра ултавçă пек хăтланчĕç, çавăншăн Эпĕ Хамăн сăнăма вĕсенчен пытартăм, вĕсене тăшманĕсен аллине патăм, вĕсем пурте хĕçпе касăлса ÿкрĕç.
(24) Çакна Эпĕ вĕсен ирсĕрлĕхĕшĕн тата вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн турăм, çакăншăн Хамăн сăнăма вĕсенчен пытартăм.
(25) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: халĕ Иакова тыткăнран тавăрăп, пĕтĕм Израиль килне каçарăп, Хамăн сăваплă ятăмшăн хытă тăрăп.
(26) – (27) Вĕсем хăйсен çĕрĕ çинче пĕр шикленмесĕр пурăнма пуçласассăн, вĕсене никам та хăратайми пулсассăн, Эпĕ вĕсене халăхсем хушшинчен тавăрсассăн, тăшманĕсен çĕрĕсенчен пĕрле пуçтарсассăн, Хамăн сăваплăхăма вĕсенче нумай халăх куçĕ умĕнче кăтартсассăн, вĕсем Манăн умăмра тунă чыссăр ĕçĕсене, хăйсен пĕтĕм йĕркесĕрлĕхне туйса илĕç.
(28) Вĕсене халăхсем хушшине сапаланă хыççăн каллех хăйсен çĕрне пĕрле пухсассăн, вĕсене унтан пĕр çын юлмиччен илсе килсессĕн, вĕсем Эпĕ хăйсен Çÿлхуçа Турри пулнине пĕлĕç;
(29) ĕнтĕ урăх вĕсенчен Хамăн сăнăма пытармăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Израиль килĕ çине Хамăн сывлăшăма ярăп, тет Çÿлхуçа Турă.
40
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Пире куçарса кайни çирĕм пиллĕкĕмĕш çул çине кайсан, çулталăк пуçламăшĕнче, уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче, хулана аркатни вунтăваттăмĕш çул çине кайсан, шăп çав кун ман çинче Çÿлхуçа алли пулчĕ, Вăл мана çавăнта илсе кайрĕ.
(2) Эпĕ Турă кăтартнине куртăм, Вăл мана Израиль çĕрне илсе килчĕ, мана шутсăр çÿллĕ ту тăррине тăратрĕ, çав ту çинче, кăнтăр енче, хула çурчĕсем ларнă пек курăнчĕç;
(3) мана çавăнта илсе çитерчĕ. Акă пĕр ар, ялтăртатакан пăхăр пек курăнаканскер, аллине йĕтĕн кантрапа виçмелли шалча тытнăскер, хапха умĕнче тăрать.
(4) Çав ар мана каларĕ: этем ывăлĕ! куçупа пăх, хăлхупа итле, эпĕ сана мĕн кăтартнине пурне те чĕрÿ патне ил, мĕншĕн тесен сана эпĕ çакна кăтартнине курма илсе килтĕм те ĕнтĕ; мĕн курнине пурне те Израиль килне пĕлтер, терĕ.
(5) Акă Турă Çурчĕ йĕри-тавра — хÿме, леш ар аллинче — виçмелли шалча, кашни чикине чавсапа алă тупанĕ тăршшĕ шутласан, çав шалча ултă чике тăршшĕ; вăл çак хуралтăна виçрĕ те, унăн сарлакăшĕ пĕр шалча, çÿллĕшĕ те пĕр шалча пулчĕ.
(6) Унтан вăл тухăç енне тухакан хапха патне пычĕ, унăн картлашки тăрăх хăпарчĕ те хапха пусахисене виçрĕ, пĕр пусахин сарлакăшĕ пĕр шалча, тепĕр пусахин сарлакăшĕ те пĕр шалча пулчĕ.
(7) Кашни айккинчи пÿлĕмĕн тăршшĕ пĕр шалча, сарлакăшĕ пĕр шалча, пÿлĕмĕсен хушши пилĕк чике, хапха пăлтăрне илсе тухакан хапха пусахи те шалта пĕр шалчах пулчĕ.
(8) Вăл хапха пăлтăрĕн шалти сарлакăшне виçрĕ — пĕр шалча пулчĕ,
(9) хапха пăлтăрĕнче вăл сакăр чике виçрĕ, юписем икĕ чике пулчĕç. Çак хапха пăлтăрĕ — шал енче, Турă Çурчĕ енче.
(10) Тухăç хапхин айккинчи пÿлĕмĕсем: пĕр енче — виççĕ, тепĕр енче те — виççĕ; виççĕшĕ те пĕр виçеллĕ, ку енчи тата леш енчи юписем те пĕрешкел виçеллĕ.
(11) Вăл хапха анин сарлакăшне виçрĕ — вунă чике пулчĕ, хапха тăршшĕ вара — вунвиçĕ чике.
(12) Пÿлĕмĕсен умĕнче пĕр чикеллĕ хысак, тепĕр енче те пĕр чикеллĕ хысак; çак пÿлĕмсен пĕр енĕ — ултă чике, тепĕр енĕ те — ултă чике.
(13) Унтан вăл хапха сарлакăшне — пĕр пÿлĕм тăррипе тепĕр пÿлĕм тăррин хушшине — виçрĕ, çакă çирĕм пилĕк чике пулчĕ; алăк алăка тĕлме-тĕл.
(14) Унтан вăл юпасене виçсе тухрĕ, утмăл чике шутласа кăларчĕ, картиш патĕнчи тата хапха çумĕнчи кашни юпа çапла пулчĕ,
(15) хапхаран кĕмелли вырăнтан мал енчен пуçласа шалти хапхан мал енне çитиччен — аллă чике.
(16) Хапха хуралтисенче тата айккинчи пÿлĕмсенче, çав пÿлĕмсем хушшинче тăршшĕпех шал енчен чÿрече ĕлки пек путăк туса тухнă, пăлтăрăн шал енĕпе те тăршшĕпех çавăн пек путăках туса тухнă, унăн икĕ айккинче те пальма касса ÿкернĕ.
(17) Вăл мана тулашĕнчи картише илсе тухрĕ, унта акă пÿлĕмсем, картиш тавра чултан çÿллĕ вырăн туса çавăрнă; çав çÿллĕ вырăн çинче вăтăр пÿлĕм.
(18) Çав çÿллĕ вырăн хапхан икĕ айккипе тăсăлать, вăл хапха тăршшĕпе пĕр виçеллĕ; ку çÿллĕ вырăнĕ лутрарах.
(19) Вăл картиш сарлакăшне — аялти хапха патĕнчен шалти картишĕн тулаш хĕррине çитиччен — виçрĕ, çĕр чике пулчĕ, тухăç енче те, çурçĕр енче те çапла.
(20) Çавăн пекех вăл тулаш картишĕн çурçĕр енне тухакан хапхин тăршшĕпе сарлакăшне виçрĕ,
(21) ку хапхан та айккинчи пÿлĕмсем пурччĕ, пĕр енче — виççĕ, тепĕр енче те — виççĕ; пÿлĕмсен хушши те, кунти пăлтăрăн виçи те пĕрремĕш хапханни пекехчĕ; хапхан тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ çирĕм пилĕк чике.
(22) Чÿрече ĕлкиллĕ путăкĕсем те, пăлтăрĕ те, пальми те тухăç енне тухакан хапханнипе пĕр виçеллĕ; хапха патне çичĕ картлашкапа хăпармалла, хыçал енчен пăлтăр пулнă.
(23) Шалти картишĕн хапхисем тулаш картишĕн çурçĕрелле тата тухăçалла тухакан хапхисемпе тĕлме-тĕл; вăл хапхапа хапха хушшине виçрĕ те, çĕр чике пулчĕ.
(24) Унтан мана кăнтăралла ертсе кайрĕ, унта акă — кăнтăр хапхи; вăл ăна виçсе тухрĕ те — унăн айкки те, пăлтăрĕ те ыттисемпе пĕр виçеллĕччĕ.
(25) Ытти хапханнисен пекех, кăнтăр хапхипе пăлтăрăн шал енче тăршшĕпех чÿрече ĕлкиллĕ путăксем пулнă; ку хапха тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ çирĕм пилĕк чике.
(26) Хапха патне çичĕ картлашкапа хăпармалла, хыçал енчен пăлтăр пулнă, унăн икĕ айккинче те пальма касса кăларнă, хапха юписене каса-каса кăларнă пальмăсемпе эрешленĕ, пĕр пальми — пĕр енче, тепĕри — тепĕр енче.
(27) Шалти картишне кăнтăр хапхипе те кĕме пулать; вăл хапхапа кăнтăр хапхи хушшине виçрĕ — çĕр чике пулчĕ.
(28) Кайран вăл мана кăнтăр хапхинчен шалти картишне илсе кĕчĕ; кăнтăр хапхине те виçрĕ, унчченхи пекех пулчĕ.
(29) Айккинчи пÿлĕмĕсем те, пÿлĕмĕсен хушшисем те, пăлтăрĕ те — леш виçеллех. Хапхи тăршшĕпех, пăлтăрĕ тăршшĕпех чÿрече ĕлки пек путăк туса тухнă. Хапха тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ çирĕм пилĕк чике.
(30) Пăлтăрĕсен тăршшĕ çирĕм пилĕк чике, сарлакăшĕ пилĕк чике.
(31) Ку хапхан пăлтăрĕ тулашĕнчи картишне тухать, унăн икĕ айккинче те пальма каса-каса ÿкернĕ; хапха патне сакăр картлашкапа хăпармалла.
(32) Унтан мана тухăç хапхи витĕр шалти картишне илсе кĕчĕ, виçрĕ те, çак хапха виçи те ыттисенни пекех пулчĕ.
(33) Хапхан айккинчи пÿлĕмĕсем те, пÿлĕмĕсен хушшисем те, пăлтăрĕ те леш виçеллех пулчĕç. Хапхи тăршшĕпех, пăлтăрĕ тăршшĕпех чÿрече ĕлки пек путăк туса тухнă. Хапха тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ çирĕм пилĕк чике.
(34) Кунти пăлтăр тулашĕнчи картишне тухать; унăн икĕ айккинче те — кĕмелли тĕлтен пĕр енче тата тепĕр енче — пальма каса-каса ÿкернĕ; хапхи патне сакăр картлашкапа хăпармалла.
(35) Кайран мана çурçĕр хапхи патне илсе пычĕ, виçрĕ те — виçи ыттисенни пекех пулчĕ.
(36) Ку хапхан та айккинчи пÿлĕмĕсем те, пÿлĕмĕсен хушшисем те, пăлтăрĕ те — ытти хапхасенни пекехчĕ. Хапхи тăршшĕпех чÿрече ĕлки пек путăк туса тухнă. Хапха тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ çирĕм пилĕк чике.
(37) Пăлтăрĕ тулашĕнчи картишнелле тухать, унăн икĕ айккинче те — кĕмелли тĕлтен пĕр енче тата тепĕр енче — пальма каса-каса ÿкернĕ; хапха патне сакăр картлашкапа хăпармалла.
(38) Хапха патĕнче пĕр пÿлĕм пурччĕ, унта пăлтăр витĕр кĕмеллеччĕ: çавăнта пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме илсе килнĕ выльăха çăваççĕ.
(39) Хапха патĕнчи пăлтăрта пĕр енче — икĕ сĕтел, тепĕр енче — икĕ сĕтел, вĕсем çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне валли, çылăхшăн кÿрекен парне валли тата усал ĕçшĕн кÿрекен парне валли илсе килнĕ выльăха пусаççĕ.
(40) Çурçĕр хапхинчен кĕнĕ тĕлте, тулаш енче, пăлтăрăн пĕр енче икĕ сĕтел ларать, тепĕр енче те икĕ сĕтел ларать.
(41) Хапхан икĕ айккинче пĕр енче — тăватă сĕтел, тепĕр енче — тăватă сĕтел: пурĕ сакăр сĕтел, унта парне валли илсе килнĕ выльăха пусаççĕ.
(42) Пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене хатĕрлемелли тăватă сĕтеле чутланă чулран тунă, сĕтелĕсен тăршшĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă, çÿллĕшĕ пĕр чике; вĕсем çине пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне валли тата ытти парнесем валли илсе килнĕ выльăха пусмалли хатĕрсене хураççĕ.
(43) Хуралтă стенисем çине йĕри-тавра ал лаппи тăршшĕ çекĕлсем çакса тухнă, сĕтелсем çине парне ашне хураççĕ.
(44) Шалти хапхасен тулашĕнче — юрăçăсен пÿлĕмĕсем; пĕри, шалти картишĕнчи, çурçĕр хапхин айккинчи, кăнтăралла пăхать; тепĕри, кăнтăр хапхин айккинчи, çурçĕр еннелле пăхать.
(45) Вăл мана каларĕ: çак пÿлĕм, кăнтăралла пăхаканни, Турă Çуртне çывăрмасăр хураллакан священниксем валли;
(46) çурçĕрелле пăхакан пÿлĕмĕ — парне сĕтелне çывăрмасăр хураллакан священниксем валли: кусем — Садок ывăлĕсем, Левий ывăлĕсенчен пĕр вĕсем çеç Çÿлхуçана ĕçлесе тăма Ун патне çывăхараççĕ, терĕ.
(47) Вăл картишне виçрĕ, унăн тăршшĕ çĕр чике, сарлакăшĕ çĕр чике пулчĕ; картиш тăватă кĕтеслĕччĕ; Турă Çурчĕ умĕнче парне сĕтелĕ ларатчĕ.
(46) Унтан вăл мана Турă Çурчĕн пăлтăрĕ патне илсе пычĕ, пăлтăр юписене виçрĕ, пĕр енчи юпин хулăнăшĕ пилĕк чике, тепĕр енчин пилĕк чике пулчĕ; алăкне те виçрĕ — пĕр енчи сарлакăшĕ виçĕ чике, тепĕр енчи сарлакăшĕ те виçĕ чике.
(49) Пăлтăр тăршшĕ çирĕм чике, сарлакăшĕ вунпĕр чике, ун патне вунă картлашкапа хăпараççĕ; юписем пурччĕ: пĕри — пĕр енче, тепĕри — тепĕр енче.
41
(1) Кайран мана Турă Çуртне илсе кĕчĕ, унта виçрĕ те, пĕр енчи юпан хулăнăшĕ ултă чике, тепĕр енчи юпан хулăнăшĕ те ултă чике пулчĕ, кĕлĕ чатăрĕн сарлакăшĕ ку.
(2) Алăк сарлакăшĕ вунă чике, алăк аякĕ пĕр енче пилĕк чике, тепĕр енче те пилĕк чике; Турă Çурчĕн тăршшĕпе сарлакăшне виçрĕ: тăршшĕ хĕрĕх чике, сарлакăшĕ çирĕм чике пулчĕ.
(3) Унтан вăл шалалла иртрĕ, алăк патĕнчи юпасене виçрĕ: вĕсем икĕ чике пулчĕç, алăкĕ ултă чике пулчĕ, алăк сарлакăшĕ — çичĕ чике.
(4) Шалта виçрĕ: Турă Çурчĕн тăршшĕ çирĕм чике, сарлакăшĕ çирĕм чике пулчĕ, унтан мана каларĕ: «ку — Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм» терĕ.
(5) Унтан Турă Çурчĕн стенине виçрĕ: унăн хулăнăшĕ ултă чике пулчĕ, Турă Çурчĕн виçĕ енне ларса тухнă айккинчи пÿлĕмсен сарлакăшĕ тăватă чике пулчĕ.
(6) Айккинчи пÿлĕмсем виçĕ хутлă, кашни хутĕнче вăтăр пÿлĕм, пÿлĕмĕ пÿлĕм çумĕнче; вĕсем Турă Çурчĕ тавра тăсăлакан, пÿлĕмсем валли тунă стенана кĕтесленсе кĕреççĕ, çапла вара пÿлĕмсем çак стенапа çыхăннă, анчах Турă Çурчĕн стенине перĕнмеççĕ.
(7) Çÿлелле хăпарнăçемĕн Турă Çурчĕ, айккинчи пÿлĕмĕсене пула, сарăлса-сарăлса пырать, мĕншĕн тесен Турă Çурчĕн çавракăшĕ Турă Çурчĕ тавра çÿлерен те çÿле хăпаратьÿ, çавăнпа Турă Çурчĕ çÿлте сарлакарах, аялти хутĕнчен çÿлти хутне варринчи витĕр хăпараççĕ.
(8) Эпĕ Çурт тăррине петем тавралăхĕпе куртăм; айккинчн пÿлĕмсен никĕсĕ пĕр шалчаччĕ, ултă тулли чике чухлĕччĕ.
(9) Тулашне тухакан айккинчи пÿлĕмсен стени пилĕк чике сарлахăш, Турă Çурчĕн айккинчи пÿлĕмĕсен çуменче уçă вырăн пур.
(10) Пĕтĕм Турă Çурчĕ тавра ларса тухнă пÿлĕмсен хушши çирĕм чике.
(11) Айккинчи пÿлĕмсен алăкĕсем уçă вырăна илсе тухаççĕ: пĕр алăкĕ — çурçĕр енне, тепĕри — кăнтăр енне; çав уçă вырăнăн сарлакăшĕ — пилĕк чике.
(12) Анăç енчи лаптăк умĕнче — пĕр хуралтă, унăн сарлакăшĕ çитмĕл чике; çак хуралтă стенин хулăнăшĕ пилĕк чике, унăн тăршшĕ тăхăрвунă чике.
(13) Унтан вăл Турă Çурчĕн тăршшĕне виçрĕ, çĕр чике пулчĕ, лаптăка тата хуралтăна, унăн стенисемпе пĕрле шутласан, каллех тăршшĕ çĕр чике пулчĕ.
(14) Турă Çурчĕн пиччĕн енчен шутланă сарлакăшĕпе тухăç енчи лаптăк сарлакăшĕ çĕр чике пулчĕ.
(15) Лаптăк умĕнчи хуралтăн хыçал енчи тăршшĕне çак хуралтăн ку енче тата леш енче ларакан айккинчи пÿлĕмĕсемпе пĕрле шутласан, çĕр чике пулчĕ; Турă Çурчĕн ăшчиккине тата картиш пăлтăрĕсене
(16) йывăçпа сăрнă. Виçĕ хутра та — алăк пăрăсĕсем, решеткеллĕ чÿречесем, йĕри-тавра айккинчи пÿлĕмсем, пур çĕрте те урайĕнчен пуçласа чÿрече патне çитиччен йывăçпа витнĕ; чÿречисем хупăччĕ.
(17) Турă Çуртĕнче шалта та, тулашĕнче те алăксен тăрринчен пуçласа пĕтĕм стена çине йĕри-тавра, шалта та, тулашĕнче те, тĕрлĕ ÿкерчĕк каса-каса кăларнă,
(18) херувимсемпе пальмăсем тунă: икĕ херувим варринче — пальма, кашни херувимăн — икĕ пит-куç.
(19) Пĕр енчен пальма çине этем пит-куçĕ пăхать, тепĕр енчен — арăслан пит-куçĕ; пĕтĕм
Турă Çурчĕ тавра çапла туса тухнă.
(20) Урайĕнчен пуçласа алăксен тăррине çитиччен херувимсемпе пальмăсем тунă, Турă Çурчĕн стенисем çине те çапла каса-каса ÿкернĕ.
(21) Турă Çурчĕн алăк сулисем тăватă кĕтеслĕччĕ; сăваплă вырăн эпĕ курнă евĕрлĕччĕ.
(22) Парне сĕтелне йывăçран тунăччĕ, унăн çÿллĕшĕ виçĕ чике, тăршшĕ икĕ чике; унăн кĕтесĕсене те, унăн никĕсне те, унăн енĕсене те йывăçран тунă. Вăл мана каларĕ: «Çÿлхуçа умĕнчи сĕтел ку» терĕ.
(23) Турă Çуртне, сăваплă пÿлĕме кĕмелли алăксем икĕ хупăлчаллă,
(24) икĕ хупăлчи те енчен енне шутарнипе уçăлса хупăнать, пĕр алăкĕн икĕ хупăлча, тепĕр алăкĕн те икĕ хупăлча;
(25) вĕсем çине, Турă Çурчĕн алăкĕсем çине, стенасем çине ÿкернĕ евĕрлĕ херувимсемпе пальма йывăçĕсене каса-каса ÿкернĕ; пăлтăр умĕнче, тулашĕнче, йывăçран тунă пусаха пур.
(26) Пăлтăрăн айккинчи стенисем çине икĕ енче те, айккинчи пÿлĕмсен стени çине тата çурт çамки çине чÿрече ĕлки пек путăк туса тухнă, пальма ÿкернĕ.
42
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Вăл мана çурçĕр çулĕпе шалти картиш патне илсе тухрĕ те уçă лаптăка хирĕç тата çурçĕр енчи хуралтăна хирĕç вырăнаçнă пÿлĕмсем патне илсе пычĕ,
(2) çав вырăн çурçĕр алăкĕсем патĕнче тăршшĕпе çĕр чике, сарлакăшĕпе аллă чике.
(3) Шалти картишĕн çирĕм чикине хирĕç, тулаш картишĕнчи çÿллĕ вырăна хирĕç — галерейăсем, вĕсем виçĕ хутĕнче те пĕр пек вырăнаçнă.
(4) Пÿлĕмĕсем умĕнче — кĕмелли-тухмалли вырăн: вăл вунă чике сарлакăш, шалалла пĕр чике чухлĕ кĕрет; пÿлĕмсен алăкĕсем çурçĕрелле пăхаççĕ.
(5) Çак хуралтăн çÿлти пÿлĕмĕсем аялти тата иккĕмĕш хутри пÿлĕмĕсенчен ансăртарах, мĕншĕн тесессĕн вĕсен лаптăкне галерея катса илет.
(6) Хуралтă виçĕ хутлă, кунта картишсенчи пек юпасем çук; çавăнпа вăл çÿлелле ансăрланса пырать: иккĕмĕш хучĕ аялти хутран, виççĕмĕш хучĕ иккĕмĕш хутран ансăртарах.
(7) Тулашĕнчи картишĕ енчен пăхсан, пÿлĕмсен мал енĕ тулаш стена пулать, вăл аллă чике тăршшĕ,
(8) мĕншĕн тесессĕн тулаш картишĕнчи пÿлĕмсен тăршшĕ те аллă чике çеç, Турă Çурчĕ умĕнче вара — çĕр чике.
(9) Çак пÿлĕмсем патне тулаш картишĕнчен пырас пулсан, унта аялтан тухăç енчен кĕмелле.
(10) Уçă лаптăкпа унти хуралтă умĕнче те пÿлĕмсем пур, вĕсем шалти картишĕн кăнтăр енче вырăнаçнă.
(11) Вĕсен умĕнчи кĕмелли-тухмалли вырăн çурçĕр еннелле пăхакан пÿлĕмсенни пекех, тăршшĕ те çавсенни пекех, сарлакăшĕ те çавăн пекех, пĕтĕм тухмалли-кĕмелли те çавсенни пекех, пурне те çавсенни пек тунă, вĕсен алăкĕсем те лешĕсенни пекех.
(12) Кăнтăралла пăхакан пÿлĕмсен алăкĕсем те çавсенни пекех, унта кĕмелли алăк — хÿме çумĕпе тухăçалла каякан çул хĕрринчех.
(13) Вăл мана каларĕ: уçă лаптăк умĕнчи пÿлĕмсем, çурçĕрелле тата кăнтăралла пăхакан пÿлĕмсем, сăваплă пÿлĕмсем пулаççĕ, унта Çÿлхуçа патне çывăхаракан священниксем тасаран та таса парне çиеççĕ; вĕсем çакăнта тасаран та таса парне, тырă-пулă парса кÿрекен парне, çылăхшăн кÿрекен парне тата усал ĕçшĕн кÿрекен парне тытаççĕ, мĕншĕн тесессĕн ку — сăваплă вырăн.
(14) Унта кĕрсессĕн, священниксен хăйсен кĕлĕ тунă чухнехи тумтирне çавăнта хывса хăвармасăр çав сăваплă вырăнтан шалти картишне тухма юрамасть, мĕншĕн тесессĕн çав тумтир — таса; халăх патне тухас умĕн вĕсен урăх тумтир тăхăнмалла.
(15) Турă Çурчĕн ăшчиккине виçсе пĕтерсен, вăл мана тухăç енне тухакан хапха витĕр илсе тухрĕ те Турă Çуртне йĕритавра виçме пуçларĕ.
(16) Виçекен шалчипе вăл тухăç енне виçрĕ, виçекен шалчипе виçсессĕн, пĕтĕмĕшпе пилĕкçĕр шалча пулчĕ;
(17) çав шалчапах çурçĕр енне виçрĕ, пĕтĕмĕшпе пилĕкçĕр шалча пулчĕ;
(18) виçекен шалчипе кăнтăр енне виçсен те, пилĕкçĕр шалча пулчĕ.
(19) Унтан анăç енне çаврăнчĕ те виçекен шалчипе пилĕкçĕр шалча виçрĕ.
(20) Вăл Турă Çуртне пур енчен те, тăватă енчен те, виçсе тухрĕ; таса вырăна таса марринчен уйăрса тăмашкăн Турă Çурчĕ тавра пилĕкçĕр шалча тăршшĕ, пилĕкçĕр шалча сарлакăшлă хÿме тытса çавăрнăччĕ.
43
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Кайран мана хапха патне, тухăç енне тухакан хапха патне, илсе пычĕ.
(2) Акă тухăç енчен Израиль Туррийĕн мухтавлăхĕ килет, Унăн сасси — пысăк шывсен сасси пек, Унăн мухтавлăхĕпе çĕр çуталса кайрĕ.
(3) Ку эпĕ унччен курни пекех пулчĕ, хула пĕтесси çинчен пĕлтерме килсен, эпĕ шăп та шай çапла курнăччĕ, мана Ховар шывĕ хĕрринче те çапла курăннăччĕ. Эпĕ вара çĕре ÿксе пуççапрăм.
(4) Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тухăç енне тухакан хапха витĕр Турă Çуртне кĕчĕ.
(5) Мана Сывлăш çĕклерĕ те шалти картишне илсе кĕчĕ, акă Çÿлхуçа мухтавлăхĕ пĕтĕм Çурта тулчĕ.
(6) Эпĕ хама Турă Çуртĕнчен такам каланине илтрĕм (леш çын вара ман çумра тăратчĕ).
(7) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! акă Манăн аслă пукан вырăнĕ, Манăн ура саккийĕн вырăнĕ, Эпĕ кунта ĕмĕр-ĕмĕрех Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнăп; Израиль килĕ,— вĕсем те, вĕсенĕн патшисем те,— суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сăрчĕсем çине пытарса Манăн ятăма урăх ирсĕрлемĕç, терĕ.
(8) Вĕсем хăйсен алкумĕсене Манăн алкумĕ патнех, алăкĕсен юписене Манăн юпамсем çумнех лартатчĕç, çапла вара Манпа вĕсем хушшинче пĕр хÿме анчахчĕ, Манăн сăваплă ятăма хăйсен йĕрĕнчĕк ĕçĕсене туса ирсĕрлетчĕç, çавăншăн Эпĕ вĕсене Хамăн çиллĕмпе пĕтертĕм.
(9) Халĕ ĕнтĕ вĕсем Манран аташса çÿреме пăрахĕç, патшисен виллисене аякка куçарĕç, вара Эпĕ ĕмĕр-ĕмĕрех вĕсем хушшинче пурăнăп.
(10) Эсĕ, этем ывăлĕ, Израиль халăхне çак Турă Çурчĕ çинчен пĕлтер, вĕсем хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн намăсланччăр, Турă Çуртне виçсе тухчăр.
(11) Вĕсем хăйсем мĕн тунинчен пуринчен те намăсланаççĕ пулсан, эсĕ вĕсене Турă Çурчĕн ĕлкине-сăнне, вăл мĕнле ларнине, унăн тухмалли-кĕмелли вырăнĕсене, унăн пĕтĕм сăнне, пĕтĕм йĕркине, пĕтĕм сăнарне, унăн пĕтĕм саккунне кăтарт, вĕсем унăн пĕтĕм сăнне, пĕтĕм йĕркине сыхла са хăварччăр, çавсене тытса пурăнччăр тесе, çакна пĕтĕмпе вĕсен куçĕ умĕнче çырса хур, терĕ.
(12) Турă Çурчĕн саккунĕ çакă: ту тăрринчи пĕтĕм уçлăх, Турă Çурчĕн пĕтĕм тавралăхĕ — Сăваплăран Сăваплă Вырăн; Турă Çурчĕн саккунĕ çакă!
(13) Пысăк чикепе,— вăл ахаль чикерен ал тупанĕ чухлĕ вăрăмрах,— шутласан, парне сĕтелĕ çакăн пек пулмалла: никĕсĕ пĕр чике, сарлакăшĕ те пĕр чике, унăн хĕррипе йĕри-тавра пĕр шитлĕ карлăк çавăрнă; çакă парне сĕтелĕн хыçал енĕ пулать.
(14) Çĕр айĕнчи никĕсрен аялти хысака çитиччен икĕ чике, унăн сарлакăшĕ пĕр чике; пысăк хысакран пĕчĕк хысака çитиччен тăватă чике, унăн сарлакăшĕ — пĕр чике.
(15) Парне сĕтелĕ хăй — тăватă чике çÿллĕш; парне сĕтелĕнчен çÿлелле тăватă мăйрака кăнтарăнса тăрать.
(16) Парне сĕтелĕн тăршшĕ вуникĕ чике, сарлакăшĕ те вуникĕ чике; вăл тăватă енлĕ, тăватă кĕтеслĕ.
(17) Çÿлти лаптăкĕ тăваткал, тăршшĕ вунтăватă чике, сарлакăшĕ те вунтăватă чике, тăватă енчен те çавăн пек, хĕррипе çур чикеллĕ карлăк çавăрнă, никĕсĕ пур енчен те пĕр чике, парне сĕтелĕ патне тухăç енчен картлашкапа хăпармалла.
(18) Вăл мана каларĕ: этем ывăлĕ! Çÿлхуçа çапла калать: парне вырăнĕн йĕрки акă çакăн пек: вăл парне вырăнне — ун çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме, ун çине юн сирпĕтме — туса çитернĕ кун валли пултăр.
(19) Левий йăхĕн Садок ăрăвĕнчен тухнă священниксене, Мана ĕçлесе тăма Ман патăма çывăхаракансене, çылăхшăн парне кÿмешкĕн вăкăр кĕтĕвĕнчен пĕр
пăру пар, тет Çÿлхуçа.
(20) Пăру юнне ил те ăна парне вырăнĕн тăватă мăйраки çине, парне сĕтелĕн тăватă кĕтесне, таврари карлăк çине сирпĕтсе тух, парне вырăнне çапла тасат, çапла тасалăх тивлечĕ кÿр.
(21) Çылăх парни валли пăру ил те ăна Турă Çурчĕ тулашĕнчи ятарлă вырăнта çунтар.
(22) Тепĕр кунне çылăхшăн кÿрекен парне валли качака кĕтĕвĕнчен айăпсăр пĕр качака таки илсе кил, парне вырăнне пăрупа тасатнă пек тасатчăр.
(23) Çапла тасатнă хыççăн вăкăр кĕтĕвĕнчен айăпсăр пăру, сурăх кĕтĕвĕнчен айăпсăр сурăх таки илсе кил;
(24) вĕсене Çÿлхуçа умĕнче парне кÿр; священниксем вĕсем çине тăвар сапĕç, пĕтĕмĕшпе çунтарса, çакна Çÿлхуçана парне кÿме çĕклесе хурĕç.
(25) Çичĕ кун хушши çылăх парни, кунне пĕр качака таки, парса тăр; çавăн пекех вăкăр кĕтĕвĕнчен пĕр пăру, сурăх кĕтĕвĕнчен айăпсăр пĕр сурăх таки парса тăччăр.
(26) Парне вырăнне вĕсен çичĕ кун хушши тасатмалла, тасалăх тивлечĕ кÿмелле, хăйсен аллине çапла тултармалла.
(27) Çав çичĕ кун иртсен, саккăрмĕш кунне тата малашне те, священниксем сирĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнĕрсене, канăçлăх парнисене парне сĕтелĕ çине çĕклесе хурĕç; Эпĕ сирĕншĕн ырăлăхлă пулăп, тет Çÿлхуçа Турă.
44
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Çав ар мана каялла, Турă Çурчĕн тухăç енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчĕ, хапхи хупăччĕ.
(2) Çÿлхуçа мана каларĕ: ку хапха хупă пулĕ, уçăлмĕ, ун витĕр пĕр çын та кĕрсе çÿреймĕ, мĕншĕн тесессĕн ку хапхаран Израилĕн Çÿлхуçа Турри кĕнĕ, хапха хупă пулĕ, терĕ.
(3) Аслă пуçлăх тĕлĕшĕнчен пулсан, вăл, аслă пуçлăх пулнă май, хапха патне Çÿлхуçа умĕнче çăкăр çиме ларĕ; çав хапха пăлтăрĕнчен кĕрĕ те каялла та çавăнтанах тухĕ, терĕ.
(4) Çав ар кайран мана çурçĕр хапхи витĕр Çÿлхуçа Çурчĕ умне илсе пычĕ, куртăм вара эпĕ: акă Çÿлхуçа мухтавлăхĕ Турă Çуртне тулчĕ, эпĕ вара çĕре ÿксе пуççапрăм.
(5) Çÿлхуçа мана каларĕ: этем ывăлĕ! пурне те чĕрÿ патне ил, куçупа пăх, хăлхупа итле, Эпĕ сана Çÿлхуçа Çурчĕн пĕтĕм йĕрки çинчен, унăн пĕтĕм саккунĕ çинчен каланине пурне те итле; Турă Çуртне кĕмелли, сăваплă вырăнтан тухмалли пур вырăна та чĕрÿ патне ил, терĕ.
(6) Израилĕн пăлханакан халăхне кала: Çÿлхуçа Турă çапла калать те: Израиль килĕ, сире йĕрĕнчĕк ĕçĕрсене туса çитĕ,
(7) эсир ют арăм ывăлĕсене, чĕре кастарманскерсене, ÿт кастарманскерсене, Манăн Çуртăмăн сăваплă пÿлĕмне кĕртетĕр, вара вĕсем Манăн Çуртăма ирсĕрлеççĕ, Манăн çăкăрăма, çăва, юна тытаççĕ, çапла туса тата хăвăрăн тĕрлĕ йĕрĕнчĕк ĕçĕрпе Манăн халалăма аркатса çитĕ сире.
(8) Эсир Манăн сăваплă пÿлĕме хуралламарăр, Манăн сăваплă пÿлĕме хăвăр вырăна çавсене хурала тăратрăр.
(9) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Манăн Çуртăмри сăваплă пÿлĕме нимĕнле ют арăм ывăлĕ те, чĕре кастарманскер, ÿт кастарманскер, кĕмелле мар. Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнакан ют арăм ывăлĕн те унта кĕме юрамасть.
(10) Çавăн пекех левитсем те хăйсен айăпĕшĕн асап курĕç: Израиль Манран уйăрăлнă вăхăтра вĕсем Манран пăрăнса кайрĕç, вĕсем, Мана пăрахса кайса, хăйсен йĕрĕхĕсем хыççăн аташса çÿрерĕç.
(11) Вĕсем Манăн сăваплă вырăнăмра Турă Çурчĕн хапхисене хураллĕç тата Турă Çурчĕ таврашĕнче ĕçлесе тăрĕç; вĕсем халăх пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнесене тата ытти парнесене пусĕç, çынсене ĕçлесе тăма вĕсен умĕнче тăрĕç.
(12) Вĕсем йĕрĕхсене иленнĕ халăха ĕçлесе тăчĕç, Израиль килне йĕркесĕрлĕх енне илĕртрĕç, çакăншăн Эпĕ вĕсем çине аллăма çĕклерĕм, ĕнтĕ вĕсене хăйсен айăпĕшĕн хаса çитĕ, тет Çÿлхуçа Турă;
(13) вĕсем Ман патăма çывăхараймĕç, апла Ман умăмра кĕлĕ тăваймĕç, Манăн сăваплă япаламсем патне, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм патне пыраймĕç, хăйсен намăсне, хăйсем тунă йĕрĕнчĕк ĕçĕсене хăйсемех йăтĕç.
(14) Вĕсене Турă Çурчĕн хуралçисем тăвăп, вĕсем Турă Çурчĕ таврашĕнче тăвакан пĕтĕм ĕçе туса тăрĕç.
(15) Левий йăхĕнчи священниксем вара, Садок ывăлĕсем, Израиль ывăлĕсем Манран уйăрăлса кайнă вăхăтра пĕрмай Манăн Сăваплă вырăнăма сыхларĕç, çавăнпа ĕнтĕ Мана ĕçлесе тăмашкăн, Ман патăма çавсем çывăхарĕç, Мана çупа юн памашкăн, çавсем Ман умăмра тăрĕç, тет Çÿлхуçа Турă.
(16) Мана кĕлĕ тума, Манăн хуралăма астуса тăма вĕсем Манăн Çуртăмри сăваплă пÿлĕме кĕрĕç, Манăн сĕтелĕм патне çывăхарĕç.
(17) Шалти картиш хапхи патне пырсан, вĕсем йĕтĕн тумтир тăхăнĕç, шалти картиш хапхи патĕнче тата Турă Çуртĕнче шалта кĕлĕ тунă чухне вĕсен çийĕнче çăм тумтир пулмалла мар.
(18) Пуç çыххийĕ те вĕсен йĕтĕн пулмалла; аялтан тăхăнмалли тумтирĕ те вĕсен йĕтĕн пулмалла; пиçиххине вĕсен ÿте тарлаттармалла çыхма юрамасть.
(19) Тулашĕнчи картишне, тулашĕнчи картишне халăх патне тухмалла пулсан, вĕсен кĕлĕ тунă чухнехи тумтирĕсене таса пÿлĕмсенче хывса хăвармалла, хăйсен таса тумтирĕпе халăха сĕртĕнес мар тесе, вĕсен урăх тумтир тăхăнса тухмалла.
(20) Вĕсен пуçне хырма юрамасть, çÿçне те ÿстерсе ямалла мар, çÿçне касса çеç тăччăр.
(21) Шалти картишне кайнă чухне пĕр священникăн та эрех ĕçме юрамасть.
(22) Вĕсен тăлăх арăма та, упăшкинчен уйăрăлнă арăма та качча илме юрамасть, вĕсем Израиль йăхĕн хĕрне тата священникăн тăлăх арăмне çеç качча илме пултараççĕ.
(23) Вĕсен Манăн халăхăма тасине таса марринчен уйăрма вĕрентмелле тата вĕсен халăха мĕн таса, мĕн таса маррине ăнлантармалла.
(24) Тавлашуллă ĕçе татса панă чухне вĕсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манăн йĕркемсем тăрăх сут тумалла, вĕсен Манăн саккунсене, Манăн мĕнпур уявăмсен йĕркисене сăнаса тăмалла, Манăн шăматкунăмсене у=саастуса тăмалла.
(25) Вĕсен пĕрин те ви.-.:-:е çын патне пыма юрамасть, апла вĕсем таса мар пулаççĕ; ашшĕпе амăшĕшĕн çеç, ывăлĕпе хĕрĕшĕн çеç, пиччĕшĕпе шăллĕшĕн çеç, качча кайман аппăшĕпе йăмăкĕшĕн çеç вĕсен таса мар пулма юрать.
(26) Тасалнă хыççăн та çав çынна тата çичĕ кун вăхăт памалла.
(27) Сăваплă пÿлĕме кĕлĕ тума, шалти картишне сăваплă пÿлĕм патне кĕмелли кун çитсессĕн, унăн çылăх парни кÿрес пулать, тет Çÿлхуçа Турă.
(28) Еткерлĕх çĕр тĕлĕшĕнчен вĕсен еткерлĕх çĕрĕ — Эпĕ. Вĕсене Израильре çĕр ан парăр: вĕсенĕн çĕрĕ — Эпĕ.
(29) Вĕсем тырă-пулă парнинчен, çылăх парнинчен тата усал ĕçшĕн кÿрекен парнерен илсе çийĕç; Израильре тупаласа пани те пĕтĕмпе священниксен пулать.
(30) Сирĕн малтан ĕлкĕрнĕ пĕтĕм çимĕçĕр, кăмăлтан паракан тĕрлĕ парнĕрсем,— вĕсем кирек мĕн пулсассăн та,— пурте священниксен пулать; хăвăр килĕр пиллĕхлĕ пултăр тесен, малтан авăртнине те священника парăр.
(31) Священниксен нимĕнле виле ашне те, тискер кайăк çурса пăрахнине те,— кайăк-и вăл, выльăх-и,— çиме юрамасть.
45
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Шăпа ярса пай çĕрĕ валеçнĕ чухне Çÿлхуçа валли парне çĕр — сăваплă лаптăк — уйăрăр, унăн тăршшĕ çирĕм пилĕк пин шалча, сарлакăшĕ вунă пин пултăр; çак вырăн пĕтĕмпе, йĕри-тавра сăваплă пултăр.
(2) Çак лаптăкран пур енчен те пилĕкçĕр шалча чухлĕ тăваткал çĕр Турă Çурчĕ валли пулать, унăн тавра аллă чике сарлакăш уçă вырăн пулмалла.
(3) Çак шутран çирĕм пилĕк пин шалча тăршшĕ, вунă пин сарлакăш çĕр виçсе ил, çакăнта Сăваплă вырăн, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм, вырăнаçĕ.
(4) Ку вăл — çĕршывăн сăваплă çĕрĕ. Вăл священниксене — Турă Çуртĕнче кĕлĕ туса тăракансене, Çÿлхуçана ĕçлесе тăмашкăн Ун патне çывăхаракансене — пулĕ. Вăл вĕсен çурчĕсене лартмалли вырăн пулĕ, Сăваплă вырăн та çакăнта пулĕ.
(5) Çирĕм пилĕк пин шалча тăршшĕ, вунă пин шалча сарлакăш çĕр Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракан левитсен çĕрĕ пулĕ, вĕсем çавăнта пурăнĕç.
(6) Хулана та çĕр парăр, унăн сарлакăшĕ пилĕк пин, тăршшĕ çирĕм пилĕк пин пултăр; вăл Çÿлхуçана уйăрса панă сăваплă вырăна хирĕç пулмалла; çак çĕр пĕтĕм Израиль килне пулмалла.
(7) Аслă пуçлăха ку енне те, тепĕр енне те пай парăр, вăл Çÿлхуçана уйăрса панă сăваплă çĕр çумĕнче тата хула çĕрĕ çумĕнче — анăç енче анăç еннелле, тухăç енче тухăç еннелле — пултăр, унăн тăршшĕ анăç чиккинчен тухăç чиккине çитиччен ытти пай çĕрсен тăршшĕпе танлашмалла.
(8) Ку вăл — унăн çĕрĕ, унăн Израильри пайĕ, ĕнтĕ малашне Израиль пуçлăхĕсем Манăн халăхăма ан хĕсĕрлеччĕр, вĕсем Израиль килне йăхăнйăхăн çĕр уйăрса паччăр.
(9) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Израиль пуçлăхĕсем, çитĕ ĕнтĕ сире! кÿрентерме, пусмăрлама пăрахăр, тĕрĕс сут тăвăр, тÿррине тăвăр, Манăн халăхăма хăй çĕрĕнчен хĕстерсе кăларма чарăнăр, тет Çÿлхуçа Турă.
(10) Сирĕн тĕрĕс виçе, тĕрĕс ефа, тĕрĕс бат пултăр.
(11) Ефапа бат пĕр виçеллĕ пулмалла, апла пĕр бата хомерăн вуннăмĕш пайĕ, ефана та хомерăн вуннăмĕш пайĕ кĕмелле; вĕсен виçине хомер тăрăх шутламалла.
(12) Пĕр сикль çирĕм герăпа танлашать; сирĕн çирĕм сикль, çирĕм пилĕк сикль тата вунпилĕк сикль вара пĕр мина шутланать.
(13) Аслă пуçлăха сирĕн акă мĕнле хырçă парса тăмалла: пĕр хомер тулăран ефан улттăмĕш пайне, пĕр хомер урпаран ефан улттăмĕш пайне парас пулать;
(14) йывăç çăвĕ памалли йĕрке: пĕр кор чухлĕ йывăç çăвĕнчен батăн вуннăмĕш пайне памалла; вунă бат пĕр хомер пулать, мĕншĕн тесен пĕр хомерта вунă бат шутланать;
(15) Израилĕн тулăх кĕтÿлĕхĕнче çÿрекен икçĕр пуç сурăх кĕтĕвĕнчен пĕр сурăх памалла: çакă пурте — тырă-пулă парни валли, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли, тав туса кÿрекен канăçлăх парни валли, ку сире тасатма пулĕ, тет Çÿлхуçа Турă.
(16) Çак парнесене çĕрĕн пĕтĕм халăхĕ Израилĕн аслă пуçлăхне пама тивĕç.
(17) Аслă пуçлăх вара пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне тата тырă-пулă парни парса тăма тивĕçлĕ, уявсенче тата çĕнĕ уйăх тунă кунсенче, шăматкунсенче, Израиль килĕн пĕтĕм чаплă кунĕсенче çу юхтарса парне пама тивĕçлĕ; вăл Израиль килне тасатмашкăн çылăх парни, тырă-пулă парни, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне, тав туса кÿрекен канăçлăх парни пама тивĕç.
(18) Çÿлхуçа Турă çапла калать: малтанхи уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, вăкăр кĕтĕвĕнчен айăпсăр пăру ил те Турă Çуртне тасат.
(19) Священник çылăхшăн кÿмелли парне юнне илтĕр те ăна Турă Çурчĕ алăкĕн янахĕсем çине, парне сĕтелĕн тăватă кĕтесне, шалти картиш хапхин янахĕсем çине сирпĕттĕр.
(20) Уйăхăн çиччĕмĕш кунĕнче те пĕлсе тата пĕлмесĕр çылăха кĕнисемшĕн çапла ту, Турă Çуртне çапла тасатăр.
(21) Малтанхи уйăхра, уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче, сирĕн Пасха пулать, вăл çичĕ куна тăсăлать, çавăн чухне тутлăлла пĕçернĕ çăкăр çимелле.
(22) Çав кун аслă пуçлăх хăйшĕн тата пĕтĕм халăхшăн çылăх парнине пăру кÿрет.
(23) Çак уяв кунĕсенче, çичĕ кун хушши, кашни кун унăн пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнене çичĕ пăру тата айăпсăр çичĕ сурăх таки кÿмелле, çылăх парнине унăн кашни кун качака кĕтĕвĕнчен пĕр качака таки кÿмелле.
(24) Тата унăн тырă-пулă парни — пăру пуçне пĕр ефа, сурăх таки пуçне пĕр ефа, ефа пуçне пĕр гин йывăç çăвĕ — кÿмелле.
(25) Çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн вунпиллĕкмĕш кунĕнче, уявра, унăн çичĕ кун хушши çакăн пек парнех памалла: çылăх парни те çаван пекех, петемешпе çунтарса кÿрекен парни те çавăн пекех, тырă-пулă парни те çавăн чухлех, йывăç çăвĕ те çавăн чухлех пулмалла.
46
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Çÿлхуçа Турă çапла калать: шалти картиш хапхи, тухăç енне тухакан хапха, ултă ĕç кунĕ хушши хупă пулмалла, шăматкун вара уçă пулмалла, вăл çĕнĕ уйăх тунă кун та уçă пулмалла.
(2) Аслă пуçлăх хапхан тулашĕнчи пăлтăрĕнчен кĕрет те хапха юпи патне тăрать; священниксем унăн пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнине тата унăн тав туса кÿрекен канăçлăх парнине кÿрĕç; аслă пуçлăх вара хапха урати патĕнче Турра пуççапĕ те каялла тухĕ, хапха каçчен уçă тăрĕ.
(3) Халăх та Çÿлхуçана шăматкунсенче тата çĕнĕ уйăх тунă кунсенче хапхаран кĕнĕ çĕрте пуççапĕ.
(4) Аслă пуçлăхăн Çÿлхуçана шăматкун пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парни айăпсăр ултă путек тата айăпсăр сурăх таки пулмалла;
(5) тырă парни така пуçне пĕр ефа пулмалла, путек пуçне вара аслă пуçлăх мĕн чухлĕ тырă парни парать, çавă пулать, тата ефа пуçне пĕр гин йывăç çăвĕ памалла.
(6) Çĕнĕ уйăх тунă кун аслă пуçлăхăн вăкăр кĕтĕвĕнчен айăпсăр пĕр пăру кÿмелле, тата ултă путекпе айăпсăр сурăх таки кÿмелле.
(7) Тырă-пулă парнине вăл пăру пуçне пĕр ефа, сурăх таки пуçне пĕр ефа, путек пуçне вара хăй мĕн чухлĕ парать, çавăн чухлĕ кÿрĕ, тата ефа пуçне пĕр гин йывăç çăвĕ кÿрĕ.
(8) Пырсассăн, аслă пуçлăхăн хапха пăлтăрĕнчен кĕмелле, каялла та çавăнтанах тухмалла.
(9) Уявсенче Çÿлхуçа умне тăма килнĕ халăхăн çапла тумалла: çурçĕр хапхинчен кĕнĕ çын кăнтăр хапхинчен тухмалла, кăнтăр хапхинчен кĕни çурçĕр хапхинчен тухмалла; унăн хăй кĕнĕ хапхаран тухмалла мар, хирĕççи хапхаран тухмалла.
(10) Аслă пуçлăхăн вĕсем хушшинче пулмалла; вĕсем кĕнĕ чухне вăл та кĕрет, вĕсем тухнă чухне вăл та тухать.
(11) Уявсенче тата чаплă кунсенче унăн тырă парнине пăру пуçне пĕр ефа, сурăх таки пуçне пĕр ефа, путек пуçне хăй мĕн чухлĕ парать, çавăн чухлĕ кÿмелле, тата ефа пуçне пĕр гин йывăç çăвĕ кÿмелле.
(12) Эхер те аслă пуçлăх кăмăл туса Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне е тав парни кÿрес пулсан, ун валли тухăç енне тухакан хапхана уçмалла, вăл вара пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнине, тав парнине шăматкун кÿнĕ евĕр кÿрĕ, çакăн хыççăн вăл каялла тухĕ, вăл тухнă хыççăн хапхана питĕрмелле.
(13) Пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене Çÿлхуçана кашни кун пĕр çулхи айăпсăр путек кÿрсе тăр, ăна ирсерен кÿрсе тăр.
(14) Çак парне çумне ирсерен тырă парни хуш: ефан улттăмĕш пайне тата çăнăха ирĕлтерме гинăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ йывăç çăвĕ хуш; Çÿлхуçана тырă-пулă парни памалли йĕрке çакăн пек, вăл ĕмĕрлĕхе пымалли йĕрке.
(15) Ирсерен ялан пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене путек, тырă парни тата çу кÿччĕр.
(16) Çÿлхуçа Турă çапла калать: аслă пуçлăх хăй ывăлĕнчен хăшне те пулин çĕр уйăрса парас пулсан, çакă çав ывăлĕн ывăлĕсен еткерлĕхĕ те пулмалла; çак çĕр ĕмĕрлĕхе вĕсен еткер çĕрĕ пулмалла, тет.
(17) Эхер те вăл хăй еткерлĕхĕнчен пĕрпĕр чурине çĕр парсассăн, çак парне чура аллинче ирĕке тухмалли çулччен çеç пулать, кайран çĕр каллех аслă пуçлăх патне таврăнать. Аслă пуçлăх еткерлĕхĕ унăн ывăлĕсене çеç куçмалла.
(18) Аслă пуçлăх халăхăн еткер çĕрĕнчен, çынсене хăйсен çĕрĕнчен хĕссе кăларса, касса илме пултараймасть; вăл хăйĕн ачисене хăй çĕрĕнчен çеç уйăрса пама пултарать, çапла вара Ман халăхăм хушшинчен никама та хăй çĕрĕнчен хăваласа ярасси пулмĕ, тет.
(19) Вăл мана хапха айккинчи çулпа священниксен çурçĕрелле пăхакан таса пÿлĕмĕсем патне илсе тухрĕ, акă çакăнта, анăç енче, хĕрринче, пĕр вырăн.
(20) Мана каларĕ: çак вырăнта священниксен усал ĕçшĕн кÿнĕ парнене тата çылăх парнине пĕçермелле, çакăнта тырă парнине пĕçермелле, çавна, ăна халăх ан сĕртĕнтĕр тесе, тулашĕнчи картишне илсе тухмасăр пĕçермелле, терĕ.
(21) Унтан мана тулашĕнчи картишне илсе тухрĕ те картишĕн тăватă кĕтесне те кăтартса çаврăнчĕ, акă картишĕн кашни кĕтесĕнче тата тепĕр картиш.
(22) Картишĕн пур кĕтесĕнче те — витнĕ картиш, унăн тăршшĕ хĕрĕх чике, сарлакăшĕ вăтăр, тăватă кĕтесĕнчи те пĕр виçеллĕ.
(23) Тăваттăшĕ тавра та — хÿме, хÿме çумĕпе йĕри-тавра вучах туса тухнă.
(24) Каларĕ мана: акă пĕçермелли вырăн, кунта Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракансем халăх парнисене пĕçереççĕ, терĕ.
47
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Унтан вăл мана каялла Турă Çурчĕ патне илсе килчĕ, акă Турă Çурчĕн урати айĕнчен тухăç еннелле шыв юхать: Турă Çурчĕ тухăç еннелле пăхатчĕ, шывĕ вара унăн сылтăм аякĕ айĕнчен, парне вырăнĕн кăнтăр енĕпе, юхатчĕ.
(2) Мана çурçĕр хапхи витĕр илсе тухрĕ те, тулашĕнчен çаврăнса, тухăçалла тухакан шалти хапха патне илсе пычĕ; акă шыв сылтăм енĕпе юхать.
(3) Тухăç еннелле кайнă чухне çав ар хăйĕн аллине йĕтĕн кантра тытнăччĕ, вăл çавăнпа пин чике виçрĕ те мана шыв тăрăх илсе кайрĕ; шывĕ пакăлчак таранччĕ.
(4) Вăл тата пин чике виçрĕ, мана каллех шыв тăрăх илсе кайрĕ; шывĕ чĕркуççи таранччĕ. Тата пин чике виçрĕ, мана малалла илсе кайрĕ; шывĕ пилĕк таранччĕ.
(5) Вăл тата пин чике виçрĕ, эпĕ ĕнтĕ кунти юхăм урлă утма та пултараймарăм, мĕншĕн тесессĕн вăл ытла та тарăнччĕ, тулличчĕ, кунта ишме çеç пулать, ку юхăм шыв урлă утса каçма çук.
(6) Каларĕ мана: этем ывăлĕ, куртăн-и? терĕ. Унтан мана каялла çак юхăм шыв çыранĕ патне илсе кайрĕ.
(7) Каялла килтĕм те, акă юхăм шыв хĕррипе ку енче те, леш енче те темĕн чухлĕ йывăç.
(8) Мана каларĕ: ку шыв çĕрĕн тухăç еннелле юхать, айлăма çитет те тинĕсе юхса кĕрет; вара тинĕс шывĕ сывлăхлă пулать.
(9) Кирек мĕнле чĕрĕ чун та, икĕ юхăм шыв кĕнĕ çĕрте шуса çÿрекенскер, чĕрĕ пулĕ; пулли те шутсăр нумай пулĕ, мĕншĕн тесен унта çав шыв çитĕ те — тинĕсри шыв сывлăхлă пулĕ, çак юхăм ăçта кĕрет, çавăнта пурте чĕрĕ пулĕ.
(10) Вара унăн хĕрринче Ен-Гадди патĕнчен пуçласа Эглаим патне çитиччен пулăçăсем тăрĕç, тетелĕсене ывăтĕç. Пулли тĕрлĕрен пулĕ, пысăк тинĕсри пек вăл шутсăр нумай пулĕ. (11) Лайăхланайман шурлăхĕсемпе кÿлленчĕкĕсене вара тăвар валли хăварĕç.
(12) Юхăм шыв хĕррипе ку енче те, леш енче те çимĕç паракан тĕрлĕ йывăç ÿсĕ: вĕсенĕн çулçи шанмĕ, вĕсем вĕçĕмсĕр çимĕç кÿрсе тăрĕç; уйăхсерен çĕнĕ çимĕç çитĕнĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем валли шыв Турă Çурчĕн сăваплă пÿлĕмĕнчен юхать; вĕсенĕн çимĕçĕ çиме, çулçи эмеллеме пулĕ.
(13) Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă çĕр валеçмелли йĕрке, Израилĕн вуникĕ йăхне сирĕн еткерлĕх çĕре çапла уйăрса памалла: Иосифа — икĕ пай.
(14) Пĕри те тепĕри пекех еткерлĕх çĕр илтĕр: Эпĕ, аллăма çĕклесе, ăна сирĕн аçăрсене пама тупа тунăччĕ, çапла çак çĕр сирĕн еткерлĕх пулĕ.
(15) Акă çĕр чикки: çурçĕр вĕçĕ, Аслă тинĕсрен пуçланса, Хетлон урлă, Цедада каякан çулпа,
(16) Емаф, Берот тата Дамаск çĕрĕпе Емаф çĕрĕ хушшинчи Сивраим патне, унтан Авран чиккинчи Гацар-Тихон патне çитет.
(17) Çапла вара чикĕ тинĕсрен Гацар-Енона çитет, Дамаск чиккипе каять, унтан çурçĕр енче Емаф çĕрне çитет; çакă çурçĕр енĕ пулать.
(18) Тухăç чиккине Авранпа Дамаск хушшипе, Галаадпа Израиль çĕрĕ хушшипе, Иордан хĕррипе, çурçĕр чиккинчен тухăç тинĕсне çити тăсăр; çакă тухăç енĕ пулать.
(19) Кăнтăр чикки кăнтăр енчи Тамара патĕнчен Кадис патĕнчи ÿпкевлĕ шыва çити тăсăлать, юхăм шывĕ май Аслă тинĕсе çитет; çакă кăнтăр енчи кăнтăр çĕрĕ.
(20) Анăç чикки — Аслă тинĕс, кăнтăр чиккинчен пуçланса Емафа хирĕç выртакан тĕле çитет; ку вăл — анăç енĕ.
(21) Çак çĕре хăвăр валли Израиль йăхĕсем тăрăх еткерлĕхе валеçĕр.
(22) Ăна, шăпа ярса, хăвăр валли тата хăвăр хушшăрта пурăнакан, сирĕн патăрта ачасем çуратнă ют çĕр çыннисем валли уйăрăр; Израиль ывăлĕсем хушшинче вĕсем те ĕлĕкрен пурăнакансемпе тан пулмалла, вĕсен сирĕнпе пĕрле Израиль йăхĕсем хушшинче пай çĕрĕ илмелле.
(23) Ют çын хăш йăхра пурăнать, ăна çавăнта еткерлĕх çĕр парăр, тет Çÿлхуçа Турă.
48
Тупмалли
1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48
(1) Акă йăхсен ячĕсем. Çурçĕр енче, Хетлон патĕнчен Емафа, Гацар-Енона каякан çулпа, Дамаскăн çурçĕр чиккинчен Емаф патне кайсассăн, çак çĕр пĕтĕмпе тухăç енчен тинĕсе çитиччен Данăн пĕр пайĕ пулать.
(2) Дан чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Асира пĕр пай пулать.
(3) Асир чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Неффалима пĕр пай пулать.
(4) Неффалим чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Манассияна пĕр пай пулать.
(5) Манассия чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Ефрема пĕр пай пулать.
(6) Ефрем чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Рувима пĕр пай пулать.
(7) Рувим чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен, Иудăна пĕр пай пулать.
(8) Иуда чиккипе юнашар вара, тухăç енчен анăçа çитиччен, сăваплă лаптăк, унăн сарлакăшĕ çирĕм пилĕк пин шалча, тăршшĕ, тухăçран анăçа çитиччен, ытти пай çĕрĕсен тăршшĕ пек; ун варринче Турă Çурчĕ пулĕ.
(9) Эсир Çÿлхуçана парас çĕрĕн тăршшĕ çирĕм пилĕк пин, сарлакăшĕ вунă пин шалча пулмалла.
(10) Çак сăваплă çĕр священниксене пулмалла, çурçĕрелле çирĕм пилĕк пин, тинĕс енчи сарлакăшĕ вунă пин, тухăç енчи сарлакăшĕ вунă пин, кăнтăр енчи тăршшĕ çипилĕк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турă Çурчĕ пулать.
(11) Çакна Садок ăрăвĕнчен тухнă священниксене парăр, вĕсем Манăн хуралăмра тăчĕç, вĕсем Израиль ывăлĕсем Мана пăрахнă вăхăтра, ытти левитсем пăрăнса кайнă пек, Манран пăрăнмарĕç.
(12) Вĕсене сăваплă лаптăкран çак çĕр, сăваплăран та сăваплăскер, левитсен чиккипе юнашарскер, тивĕ.
(13) Çакăн пекех левитсем те священниксен çĕрĕпе юнашар çĕр илĕç, унăн тăршшĕ çирĕм пилĕк пин, сарлакăшĕ вунă пин шалча пулĕ; пĕтĕмĕш тăршшĕ çирĕм пилĕк пин, сарлакăшĕ вунă пин шалча.
(14) Çак пайран вĕсем сутма та, улăштарма та пултараймаççĕ; çак çерем çĕр тепĕрисен аллине те куçма пултараймасть, мĕншĕн тесессĕн ку — Туррăн сăваплă япали.
(15) Ытти çĕрĕ, сарлакăшĕ пилĕк пин, тăршшĕ çирĕм пилĕк пин чухлĕскер, хулана — тĕрлĕрен усă курма, çуртсем лартма, хула çумĕ валли — тивет; хули варринче пулать.
(16) Акă унăн виçи: çурçĕр енĕ тăватă пин те пилĕкçĕр, кăнтăр енĕ те тăватă пик те пилĕкçĕр, тухăç енĕ тăватă пин те пилĕкçĕр, анăç енĕ те тăватă пин те пилĕкçĕр шалча.
(17) Хула çумĕ çурçĕрелле икçĕр аллă, тухăç еннелле те икçĕр аллă, кăнтăралла та икçĕр аллă, анăçалла та икçĕр аллă шалча.
(18) Сăваплă лаптăка хирĕç выртакан çĕртен тухăç еннелле вунă пин, анăç еннелле вунă пин юлать, çак çĕрĕн, сăваплă лаптăка хирĕç выртаканскерĕн, çимĕçĕ хулара ĕçлекенсене апат-çимĕç валли пулмалла.
(19) Хулара вара Израилĕн мĕнпур йăхĕн çыннисем ĕçлеме пултараççĕ.
(20) Пĕтĕм уйăрнă лаптăк тăршшĕ çирĕм пилĕк пин, сарлакăшĕ те çирĕм пилĕк пин, вăл тăватă кĕтеслĕ. Унта сăваплă лаптăк тата хула çĕрĕ пулмалла.
(21) Ытти вара — аслă пуçлăх валли. Ăна сăваплă лаптăкпа тата хула çĕрĕпе юнашар, вĕсен икĕ айккинче, пай памалла, çав çĕр тухăç еннелле çирĕм пилĕк пин шалча, анăç еннелле çирĕм пилĕк пин шалча пулмалла, вăл йăхсен çĕрĕ çумĕпе тăсăлмалла, çапла вара сăваплă лаптăкпа Турă Çурчĕ аслă пуçлăх çĕрĕн варринче пулать.
(22) Левитсен çĕрĕпе хула çĕрĕ хушшинчи те каллех аслă пуçлăх валли пулмалла; Иуда чиккипе Вениамин чикки хушшинчи хутлăх та аслă пуçлăх валли пулмалла.
(23) Ытти йăхсене çапла уйăрса памалла: тухăç енчен анăçа çитиччен — Вениамина пĕр пай.
(24) Вениамин чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен,— Симеона пĕр пай.
(25) Симеон чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен,— Иссахара пĕр пай.
(26) Иссахар чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен,— Завулона пĕр пай.
(27) Завулон чиккипе юнашар, тухăç енчен анăçа çитиччен,— Гада пĕр пай.
(28) Гад чиккипе юнашар кăнтăр енче кăнтăр чикки Тамара патĕнчен пуçланса Кадис патĕнчи ÿпкевлĕ шыва çити тăсăлать, унтан юхăм шыв хĕррипе Аслă тинĕсе çитет.
(29) Çак çĕр — эсир шăпа ярса Израиль йăхĕсене валеçсе памалли çĕр, çакă вĕсен пайĕсем, тет Çÿлхуçа Турă.
(30) Акă хула хапхисем: çурçĕр енчен пуçласа кăтартсассăн (ку ен тăватă пин те пилĕкçĕр чике тăршшĕ тăсăлать), çапла пулать:
(31) хула хапхисене Израиль йăхĕсен ячĕсене панă; çурçĕр енче виçĕ хапха: пĕри — Рувим хапхи, пĕри — Иуда хапхи, пĕри — Левий хапхи.
(32) Тухăç енче (унăн тăршшĕ тăватă пин те пилĕкçĕр чике) виçĕ хапха: пĕри — Иосиф хапхи, пĕри — Вениамин хапхи, пĕри — Дан хапхи;
(33) кăнтăр енче (унăн тăршшĕ тăватă пин те пилĕкçĕр чике) виçĕ хапха: пĕри — Симеон хапхи, пĕри — Иссахар хапхи, пĕри — Завулон хапхи.
(34) Тинĕс енче те (унăн тăршшĕ тăватă пин те пилĕкçĕр чике) виçĕ хапха: пĕри — Гад хапхи, пĕри — Асир хапхи, пĕри — Неффалим хапхи.
(35) Пĕтĕмĕшпе йĕри-тавра вунсакăр пин чике. Çак кунран пуçласа хула ячĕ «Çÿлхуçа çавăнта» пулĕ.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[1] Ис 55:7. Иез 33:11. [24] Иез 3:20. [25] Иез 33:17, 20. [28] 3 Пат 12:16. [30] Мф 3:2. [31] Иер 32:39.
[2] Иез 28:8; 31:14. Пс 142:7.