Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Варух Пророк Кĕнеки
1
(1) Çак кĕнеке сăмахĕсене Варух çырнă, вăл Нирия ывăлĕ пулнă, Нирия вара — Маасей ывăлĕ, Маасей — Седекия ывăлĕ, Седекия — Асадий ывăлĕ, Асадий — Хелкия ывăлĕ; Варух çакна Вавилонра,
(2) Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа çунтарса янă хыççăн пиллĕкĕмĕш çулхине, пĕрремĕш уйăхăн çиччĕмĕш кунĕнче, çырнă.
(3) Варух çак кĕнекери сăмахсене Иехонияна — Иоаким ывăлне, Иудея патшине — тата кĕнеке вуланине итлеме пынă мĕнпур халăха,
(4) улпутсемпе патша ывăлĕсене, аслă çынсене, Вавилонра Суд шывĕ тăрăхĕнче пурăнакан пĕтĕм халăха, ватти-вĕтти таранах, пĕтĕмпе сасăпа вуласа панă.
(5) Вĕсем ĕнтĕ йĕнĕ, типĕ тытнă, Çÿлхуçана кĕлтунă,
(6) кĕмĕл пуçтарнă, кашнийĕ вăйĕ çитнĕ таран панă,
(7) çав кĕмĕле Иерусалима аслă священник Иоаким патне — Салом ывăлĕн Хелкиян ывăлĕ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пĕрле юлнă пĕтĕм халăха ярса панă,
(8) кĕмĕлпе пĕрлех сиуал уйăхĕн вуннăмĕш кунĕнче тата Çÿлхуçа Çуртĕнчен илсе кайнă савăтсене, Седекия — Иосия ывăлĕ, Иудея патши — тутарнă кĕмĕл савăтсене, Иудея çĕрне каялла тавăрма Варух аллине панăскерсене, ярса панă;
(9) Турă Çурчĕн савăчĕсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслă çынсене, алăстисене, улпутсене, Иудея çĕрĕн халăхне Вавилона куçарса кайнă чухне хăйпе пĕрле илсе кайнă пулнă.
(10) Çынсем çавăн чухне каланă: акă эпир сире кĕмĕл ярса паратпăр, çак кĕмĕлпе эсир пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесем, çылăхшăн кÿмелли парне тата латăн туянăр та парне хатĕрлĕр, ăна Çÿлхуçа Туррăмăрăн парне вырăнĕ çинче кÿрĕр,
(11) Вавилон патши Навуходоносор пурăнăçĕшĕн, унăн Валтасар ывăлĕ пурăнăçĕшĕн кĕлтăвăр: çĕр çинче вĕсен ĕмĕрĕ тÿпе ĕмĕрĕ пекех вăрăм пултăр, тенĕ.
(12) Çÿлхуçа пире вăй парĕ, пирĕн куçăмăра çутăлтарĕ, вара эпир Вавилон патши Навуходоносор хÿттинче тата унăн Валтасар ывăлĕ хÿттинче пурăнăпăр, вĕсемшĕн нумайччен ĕçлесе тăрăпăр, вĕсен кăмăлне тупăпăр.
(13) Çÿлхуçа Туррăмăра пирĕншĕн те кĕлтăвăр, эпир ĕнтĕ хамăр Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче çылăха кĕтĕмĕр, Çÿлхуçа хаярлăхĕ, Унăн çилли пирĕнтен паянхи кунчченех сирĕлмест;
(14) хăвăра ярса паракан çак кĕнекене вуласа тухăр: ăна Çÿлхуçа Çуртĕнче уяв кунĕсенче, ятарлă кунсенче халăха вуласа парăр.
(15) Çапла калăр: Çÿлхуçа Туррăмăрта — тÿрĕлĕх, пирĕн вара пит-куçăмăр, паянхи пек, намăспа хупланнă, кирек хăш иудей те, Иерусалимра пурăнакансем те,
(16) патшамăрсем те, пуçлăхăмăрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемĕрсем те çавăн пек,
(17) мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕ,
(18) Ăна пăхăнман, Çÿлхуçа Туррăмăр сăмахне итлемен, Çÿлхуçамăр хамăра хушнă пек пурăнас темен.
(19) Çÿлхуçа пирĕн аттемĕрсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнăранпа мĕн паянхи кунчченех эпир Çÿлхуçа Туррăмăра пăхăнмасăр пурăннă. Унăн сăмахĕсене итлемесĕр пурăнни пире пăшăрхантарман та.
(20) Çавăнпа ĕнтĕ пире, паянхи пек, инкекпе ылхан çитрĕ; хамăра сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре парас тесе аттемĕрсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă кунах Çÿлхуçа Хăйĕн Моисей чури умĕнче çакăн пирки каласа хунăччĕ.
(21) Çÿлхуçа Туррăмăр сăмахĕсене — хамăр пата ярсах тăнă пророксем урлă каланă сăмахсене — итлемерĕмĕр эпир,
(22) урăх турăсене пăхăнса тăрса, Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче усал ĕçсем туса, кашнийĕ хăйĕн усал чĕри еккипе çÿрерĕ.
2
(1) Ĕнтĕ Çÿлхуçамăр пире хирĕç, Израиле сут туса тăнă пирĕн тÿресене хирĕç, пирĕн патшамăрсене хирĕç, пирĕн пуçлăхсене хирĕç, израильсемпе иудейсене хирĕç каласа хунă Хăйĕн сăмахне вырăна килтерчĕ:
(2) Вăл пирĕн çине халиччен тÿпе айĕнче пулман хĕн-хур, Моисей саккунĕнче çырни тăрăх, Хăй Иерусалима кăтартнă пек пысăк хĕн-хур, ярĕ,
(3) эпир ĕнтĕ пĕри ывăлĕн ÿтне, тепĕри хĕрĕн ÿтне çийĕпĕр.
(4) Вăл ĕнтĕ вĕсене хамăр таврари патшалăхсене пăхăнтарчĕ, Çÿлхуçа вĕсене таврари халăхсен хушшине салатса ячĕ те çавсен мăшкăлĕ турĕ, вĕсене çавсем çаратса-тустарса тухрĕç.
(5) Çиелте мар, аялта пултăмăр эпир, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче çылăха кĕтĕмĕр, Унăн сăмахне итлемерĕмĕр.
(6) Çÿлхуçа Туррăмăрта — тÿрĕлĕх, пирĕн пит-куçăмăр, аттемĕрсен пит-куçĕ вара, паянхи пек, намăспа хупланнă.
(7) Пире хамăр тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçа палăртса хунă хĕн-хур çитрĕ.
(8) Эпир Çÿлхуçа умĕнче кĕлтумарăмăр, Ăна хамăрăн усал чĕре ри шухăш-кăмăлтан пăрса яма тархасламарăмăр.
(9) Çÿлхуçа çав инкексене сăнасах тăнă, вĕсене пирĕн çине янă, мĕншĕн тесессĕн Унăн пире панă пур йĕрки те тÿрĕ.
(10) Анчах эпир Унăн сăмахне итлемерĕмĕр, Çÿлхуçа хушнă пек пурăнас темерĕмĕр.
(11) Эй Çÿлхуçа, Израиль Турри, Эсĕ Хăвăн халăхна Египет çĕрĕнчен тĕреклĕ аллупа, паллăсем кăтартса, хăватсем туса, пысăк вăюпа, аслă хăватупа илсе тухнă, паянхи пекех, Хăвăн ятна чапа кăларнă;
(12) эй Çÿлхуçа Туррăмăр! эпир çылăха кĕтĕмĕр, усал ĕç турăмăр, Эсĕ панă пур йĕркене те хирĕçле тÿрĕ мар ĕç турăмăр.
(13) Санăн хаярлăху пирĕн çинчен сирĕлтĕрехчĕ, эпир ĕнтĕ Эсĕ салатса янă халăхсем хушшинче сахаллăн тăрса юлтăмăр.
(14) Эй Çÿлхуçамăр, пирĕн кĕлле, эпир йăлăннине илтсемччĕ, пире Хăвăншăн хăтарсамччĕ, хамăра куçарса кайнă çынсем умĕнче хĕрхенсемччĕ пире,
(15) пĕтĕм çĕр Эсĕ пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр пулнине пĕлтĕр: Санăн ятна Израиле, унăн йăхне панă.
(16) Эй Çÿлхуçа, пăхсамччĕ Хăвăн сăваплă Çуртăнтан, пире асна илсемччĕ, эй Çÿлхуçамăр, тайсамччĕ хăлхуна, илтсемччĕ!
(17) Куçна уçса пăхсамччĕ — вилнисем, çĕр тĕпĕнчисем, ăшĕнчен чĕмне кăларса илнисем, мухтамĕç Çÿлхуçана,
(18) пысăк хĕн-хур çитнĕшĕн хуйхăракан çын, пуçне чиксе салхуллă çÿрекенскер, тĕксĕмленнĕ куçлăскер, касăлнă чунлăскер, мухтавлĕ, аслăлĕ Сана, Çÿлхуçамăр!
(19) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, хамăр аттемĕрсемпе патшасен тÿрĕлĕхне шанса кĕлтумастпăр эпир Сан умăнта;
(20) Хăвăн чурусем, пророксем, урлă каланă пек, Эсĕ пирĕн çине Хăвăн çиллÿне, Хăвăн хаярлăхна янă.
(21) Çÿлхуçа çапла каланă: пилĕкĕре Вавилон патшишĕн ĕçлеме авăр, вара Эпĕ хăвăр аçăрсене панă çĕр çинче пурăнатăр,
(22) Çÿлхуçа сăмахне, Вавилон патшишĕн ĕçлĕр тенине, итлеместĕр пулсассăн,
(23) Эпĕ çапла тăвăп: Иудея хулисемпе Иерусалим таврашĕнче
савăнăç сассипе хĕпĕртÿ сасси те, кĕрÿ каччă сассипе çураçнă хĕр сасси те илтĕнмĕ, çак пĕтĕм çĕр çинче этем йĕрри те пулмĕ, тенĕ.
(24) Анчах эпир Санăн сăмахна итлемерĕмĕр, Вавилон патшишĕн ĕçлес темерĕмĕр, Эсĕ вара Хăвăн пророк чурусем урлă каланă сăмахна — пирĕн патшасенĕн шăмми-шаккине, пирĕн аттемĕрсенĕн шăмми-шаккине хăйсен вырăнĕнчен илсе тухасса каласа хунине — вырăна кÿтĕн.
(25) Акă ĕнтĕ вĕсене кăнтăрлахи шăрăха, çĕрлехи сивве кăларса пăрахнă, вилессе те вĕсем усал чирсенчен, выçлăхран, хĕçрен, килĕнчен хăваласа янăран вилнĕ.
(26) Израиль килĕпе Иудея килĕн усал ĕçĕсемшĕн Эсĕ, паянхи пек, Хăвăн ятупа хисепленекен Çурта пăрахса кайнă.
(27) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, пире Моисей урлă каланă пек, Эсĕ пирĕн тĕлĕшрен питех те ырă кăмăллă пултăн, пире питех те хĕрхентĕн,
(28) Хăвăн Моисей чуруна Израиль ывăлĕсем валли Хăвăн саккунна çырма хушнă кун Эсĕ ун урлă çапла каланă:
(29) «Манăн сăмахăма итлемесессĕн, Эпĕ вĕсене халăхсем хушшине салатса ярăп та, çак аслă та нумай йышлă халăх вара вĕсем хушшинче кĕçĕне юлĕ.
(30) Эпĕ вĕсем Мана итлемессе пĕлетĕп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — чурăс халăх; анчах хăйсене куçарса кайнă çĕр çинче вĕсем хăйсен чĕрине тăнлама пуçлĕç,
(31) вара Эпĕ вĕсен Çÿлхуçа Турри пулнине пĕлĕç. Эпĕ вĕсене чĕре парăп та — ăнланĕç, хăлха парăп та — илтĕç.
(32) Вара хăйсене куçарса кайнă çĕр çинче Мана аслăлама тытăнĕç, Манăн ятăма асăнма пуçлĕç,
(33) хăйсен чурăслăхне, усал ĕçĕсене пăрахĕç: Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕ ашшĕсенĕн çулне аса илĕç.
(34) Вара Эпĕ вĕсенĕн ашшĕсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хăйсене пама пулнă çĕр çине тавăрăп та, вĕсем ăна тытса тăма тытăнĕç; вĕсене йышлăлантарăп — ĕнтĕ сахалланмĕç.
(35) Эпĕ вĕсенĕн Турри пулăп, вĕсем вара Манăн халăхăм пулĕç
тесе вĕсемпе ĕмĕрлĕхе халал хывăп, Хамăн Израиль халăхне хăйсене панă çĕршывран хăваласа ямăп» тенĕ.
3
(1) Эй Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа, Израиль Турри! хурлăхлă чунпа кулянакан чĕре тархаслать Сана:
(2) Эй Çÿлхуçа, илтсемччĕ, хĕрхенсемччĕ: Эсĕ — ырă кăмăллă Турă; çырлахсамччĕ — эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр;
(3) Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнатăн, эпир вара ĕмĕр-ĕмĕрех пĕтетпĕр.
(4) Эй Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа, Израиль Турри! илтсемччĕ Израиль çĕрĕн вилнисенĕн кĕллине, вĕсен ывăлĕсенĕн кĕллине — вĕсем хăйсен Çÿлхуçа Туррийĕн сăмахне итлемесĕр Сан умăнта çылăха кĕчĕç, çавăншăнах пире хĕн-хур çитрĕ.
(5) Пирĕн аттемĕрсенĕн тÿрĕ мар ĕçĕсене аса ан илсемччĕ, анчах çак вăхăтра Хăвăн аллупа тунă хăватсене, Хăвăн ятна асна илсемччĕ,
(6) мĕншĕн тесессĕн Эсĕ — пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр, эпир Сана мухтава кăларăпăр, Çÿлхуçамăр!
(7) Пирĕн Санăн ятна асăнса тăмалла пултăр тесе, Эсĕ пирĕн чĕрене Хăвăнтан хăраса тăмалла тунă; эпир Сана хамăра куçарса килнĕ çĕрте те аслăласа мухтăпăр: эпир Сан умăнта çылăха кĕнĕ аттемĕрсен пур тÿрĕ мар ĕçне те хамăр чĕререн сирсе ятăмăр.
(8) Акă халĕ эпир — хамăра куçарса килнĕ вырăнта; Эсĕ пире, Çÿлхуçа Туррăмăра пăрахнă аттемĕрсен тÿрĕ мар ĕçĕсемшĕн тавăрса, çакăнта салатса ятăн, пире мăшкăл курса, çын ылханĕ пулса пурăнмалла турăн.
(9) Эй Израиль, пурăнăç саккунне итле, ăслăлăха ăнкарас тесе тăнлăр.
(10) Израиль, мĕне пĕлтерет ку? эсĕ тăшмансен çĕрне лекнĕ. Ют çĕртех ватăлтăн, вилнисемпе пĕрле ирсĕрлентĕн, птамăкрисен йышне кĕтĕн,
(12) ăслăлăх çăлкуçне пăрахрăн.
(13) Турă çулĕпе çÿренĕ пулсассăн, ĕмĕрех тăнăçлă пурăнаттăн.
(14) Вăрăм кун-çулпа чĕрĕлĕх ăçтине пĕлес тесессĕн, куç тулли савăнăçпа тăнăçлăх ăçтине пĕлес тесессĕн, ăслăлăх ăçтине, вăй ăçтине, пĕлÿ ăçтине пĕл.
(15) Ăслăлăх вырăнне кам шыраса тупнă, ун пуянлăхĕн управăшне кам кĕрсе курнă? –
(16) Халăхсенĕн пуçлăхĕсем ăçта, çĕр çинчи тискер кайăксене тытса тăнисем, вĕçен кайăксемпе выляса йăпаннисем ăçта.
(17) ылтăн-кĕмĕл пухакансем ăçта? çынсем ĕнтĕ çавна шанаççĕ, мул пухассин вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть!
(18) Кĕмĕлтен темтепĕр тутараççĕ, анчах пĕр ĕçĕ те юлмасть.
(19) Хăйсем те çухалнă, çĕр тĕпне анса кайнă, вĕсем вырăнне урăххисем килнĕ.
(20) Чи юлашкинчен пурăннисем çутă курнă. çĕр çинче пурăннă, анчах ăслăлăх çулне пĕлеймен;
(21) унăн сукмакĕсене ăнланса илеймен, вĕсенĕн ывăлĕсем те ăслăлăх патне çитеймен; вĕсем унăн çулĕнчен аякра пулнă.
(22) Ханаанра ун çинчен илтмен те, Феманра ăна курман та.
(23) Агарь ывăлĕсем çĕр çинчи пĕлĕве шыранă, Меррăпа Феман купсисем те, юптаруçăсем те, пĕлĕве тишкерекенсем те çапла тунă, анчах ăслăлăх çулне тупайман, ун сукмакĕсене асăрхайман.
(24) Эй Израиль! мĕн тери аслă Турă килĕ, мĕн тери анлă Ун патшалăхĕ!
(25) Аслă вăл, вĕçĕ-хĕрри те çук, çÿллĕ, виçме те çук ăна.
(26) Унта малтан чаплă улăпсем — аслăскерсем, вăрçа хастарскерсем — пулнă.
(27) Анчах Турă вĕсене суйласа илмен, ăслăлăх çулне те вĕсене уçса паман;
(28) вара вĕсем ăслăлăхĕ çуккипе вилсе пĕтнĕ, хăйсен ăссăрлăхне пула пĕтнĕ.
(29) Тÿпене хăпараканĕ пулнă-и? ăслăлăха пĕлĕтсем çинчен илсе антараканĕ пулнă-и?
(30) Кам тинĕссем урлă каçса тупнă ăна, таса ылтăнран та пахаскерне, кам илсе килнĕ ăна?
(31) Унăн çулне пĕлекен, унăн сукмакĕсем çинчен шухăшлакан никам та çук.
(32) Анчах Пĕлекенни ăна пĕтĕмпех пĕлет; Вăл — çĕре ĕмĕрлĕхе Пултараканĕ, ăна тăватă ураллă чĕрчунпа Тултараканĕ — ăслăлăха Хăйĕн ăс-хакăлĕпе уçнă.
(33) Вăл çутă ярса тăрать, вара çутă килет, ăна чĕннĕ те — вăл Ăна чĕтресех итленĕ;
(34) çăлтăрсем те хăйсене кăтартнă вырăнтах çуталса кайнă, савăннă-хавасланнă.
(35) Вăл вĕсене чĕннĕ те, вĕ сем: «эпир кунтах» тенĕ, хăйсене Пултараканĕ умĕнче савăнăçпа çуталнă.
(36) Ку вăл — пирĕн Турă, урăххи никам та Унпа танлашаймасть.
(37) Вăл ăслăлăхăн пур çулне те тупнă, ăна Хăйĕн Иаков чурине, Хăйĕн юратнă Израильне панă.
(38) Çакăн хыççăн Вăл çĕр çине килнĕ, çынсем хушшинче çÿренĕ.
4
(1) Акă Турă ÿкĕчĕсен кĕнеки, Унăн ĕмĕрлĕх саккунĕ. Ăна тытса тăракансем пурте пурăнĕç, ăна пăрахакансем вилĕç.
(2) Эй Иаков, çаврăн, ил ăна, унăн çутатакан çутинче çÿре!
(3) Хăвăн аслăлăхна урăххине ан пар, хăвăншăн усăллине ют халăха ан пар.
(4) Эй Израиль, эпир телейлĕ, эпир Турра мĕн юрăхлине пĕлетпĕр.
(5) Эй халăхăм, Израиль палăкĕ, хăюллă пул!
(6) Суя тĕнлĕ халăхсен аллинчен пĕтме паман сире; эсир Турра çиллентернĕ, çавăнпа тăшмансен аллине ÿкернĕ сире;
(7) Турра мар, шуйттансене парне кÿрсе, эсир хăвăра Пултаракана тарăхтарнă.
(8) Эсир хăвăра тăрантаракан ĕмĕрхи Турра манăçланă, çавăн пекех хăвăра пăхса ÿстернĕ Иерусалима кÿрентернĕ;
(9) Иерусалим сирĕн çине килнĕ Турă çиллине курнă та каланă: «эй Сион кÿршисем, итлĕр — Турă ман çине пысăк хуйхă ячĕ:
(10) эпĕ хамăн ывăлăмсемпе хĕрĕмсене Ĕмĕрхи ирĕкĕпе тыткăнланине куртăм. (11) Эпĕ вĕсене савăнса ÿстернĕ, ĕнтĕ йĕре-йĕре, хуйхăрса кăларса ятăм.
(12) Никам та ан савăнтăр маншăн: тăлăха юлтăм, мана нумайăшĕ манăçларĕ, ачамсен çылăхĕсемшĕн пушанса юлтăм: вĕсем Турă саккунĕнчен пăрăнчĕç.
(13) Турă панă йĕркесене пĕлмерĕç, Турă хушнă çулсемпе çÿремерĕç, Ун тÿрĕлĕхне вĕрентекен сукмак çине тăмарĕç.
(14) Эй Сион кÿршисем, килĕр, манăн ывăлăмсемпе хĕрĕмсене Ĕмĕрхи ирĕкĕпе тыткăнланине аса илĕр.
(15) Вĕсем çине Вăл инçетри халăха, сĕмсĕр те урăх тĕнлĕ халăха, ячĕ, ĕнтĕ кусем ватăран та именмерĕç, пĕчĕк ачана та хĕрхенмерĕç,
(16) тăлăх арăмран савнă ывăлĕсене илсе кайрĕç, пĕчченскере хĕрĕсемсĕр тăратса хăварчĕç.
(17) Эпĕ сире мĕнле пулăшам-ха?
(18) Çак хĕн-хура Кам янă сирĕн çине, тăшманăрсен аллинчен шăпах Çавă хăтарĕ те сире.
(19) Кайăр ĕнтĕ, ачамсем, кайăр: эпĕ ĕнтĕ пушă тăрса юлтăм.
(20) Эпĕ çийĕмрен тăнăçлăх тумне хыврăм, хуйхă тумтирĕ тăхăнтăм, эпĕ кĕлтăвăп; ĕмĕрĕм тăршшĕпех Ĕмĕрхине тархаслăп.
(21) Эй ачамсем, хăюллă пулăр, Турра тархаслăр, Вăл сире пусмăртан, тăшмансен аллинчен хăтарĕ.
(22) Эпĕ сире Ĕмĕрхи çăласса кĕтрĕм, Святойран мана ырăлăх савăнăçĕ çитрĕ, часах вăл Ĕмĕрхинчен, хамăра Çăлаканран, сирĕн патăра çитĕ.
(23) Эпĕ сире куççульпе, хуйхăрса кăларса ятăм, анчах Турă сире савăнса та хĕпĕртесе ĕмĕрлĕхе мана тавăрса парĕ.
(24) Сион кÿршисем, сире тыткăнланине курнă пекех, кĕçех сире Турă çăлнине курĕç, çăлăнăç сирĕн патăра Ĕмĕрхийĕн пысăк мухтавлăхĕпе, аслăлăхĕпе килĕ.
(25) Эй ачамсем! хăвăра Турăран çитнĕ çилле чăтса ирттерĕр: сана тăшман хĕсĕрлерĕ, анчах эсĕ кĕçех вăл пĕтнине курăн, ун мăйĕ çине урупа пусăн.
(26) Эпĕ ачашласа пăхса ÿстернисем асаплă çулпа кайрĕç, вĕсене тăшман тустарса тухнă кĕтÿ пек ярса илчĕç.
(27) Эй ачамсем, хăюллă пулăр, Турра тархаслăр: хăвăр çине çак инкеке Янăскерĕ сире аса илĕ.
(28) Турăран уйрăлнă чухне епле хастар пултăр, Турă енне çаврăнма, Ăна шырама çав хастарлăха вунă хут ÿстерĕр:
(29) сирĕн çине çак хĕн-хура Яраканĕ, сире çăлса, сирĕн çине ĕмĕрлĕх савăнăç ярĕ.
(30) Эй Иерусалим, хăюллă пул! Хăвна ят Панăскерĕ сана лăплантарĕ.
(31) Сана кÿрентернисем, эсĕ такăнса ÿкнĕшĕн савăннисем телейсĕр.
(32) Санăн ачусене ĕçлеттерсе тăнă хуласем телейсĕр, санăн ывăлусене йышăннă çĕр телейсĕр:
(33) çав çĕр эсĕ пĕтнĕшĕн савăннăччĕ, сана çĕнтернĕшĕн хĕпĕртенĕччĕ, акă хăй пушанса юлнăшăн хуйхăрĕ.
(34) Вăл халăхĕ йышлă пулнипе савăнатчĕ, савăнăçне туртса илĕп, унăн каппайлăхĕ хурлăха пулĕ;
(35) Ĕмĕрхинчен ун çине нумайлăха вут-çулăм килĕ, чылай вăхăт хушши унта шуйттансем пурăнĕç.
(36) Эй Иерусалим, тухăçалла çаврăнса пăхсам, хăвăн патна Турăран килекен савăнăçа курсам эс.
(37) Акă хăв кăларса янă ывăлусем килеççĕ, Святой сăмахĕпе тухăçран пуçласа анăçа çити пуçтарăннăскерсем, вĕсем Турă мухтавĕ çитнĕшĕн савăнса килеççĕ.
5
(1) Эй Иерусалим! куççулĕпе хурлăх тумне хывса пăрах та Турă ĕмĕрлĕхе
мухтав панă ятпа чаплă тумтир тăхăн.
(2) Турă панă тÿрĕлĕх тумтирне тăхăн, пуçна Ĕмĕрхи панă чаплă пуçкăшăль тăхăн:
(3) Турă пĕтĕм тĕнчене санăн мухтавна кăтартĕ.
(4) Турă сана ĕмĕрлĕхе çапла ят парĕ: «чăнлăх кÿнĕ тăнăçлăх, тÿрĕлĕх панă мухтав».
(5) Эй Иерусалим, çĕклен, çÿле тăр, тухăç еннелле çаврăн, ачусене кур: вĕсем Святой сăмахĕпе анăçран пуçласа тухăçа çити пуçтарăннă, вĕсем хăйсене Турă аса илнишĕн савăнаççĕ.
(6) Вĕсем сан патăнтан тăшмансем хÿтернипе çуран тухса кайнăччĕ, Турă вара вĕсене сан патна, патша ывăлĕсем пек, мухтавлăн илсе килĕ,
(7) мĕншĕн тесессĕн Турă çапла палăртнă: Израиль çирĕппĕн, Турă мухтавлăхĕпе пытăр тесе, çĕре тикĕслетмешкĕн çÿллĕ тусемпе ĕмĕрхи сăртсем лутраланччăр, айлăмсем хăпарччăр,
(8) вăрмансем, ырă шăршă саракан йывăçсем Турă хушнипе Израиле сулхăн парса тăччăр.
(9) Турă Израиле Хăйĕн мухтавлăхĕн çутипе, Хăйĕн ырăлăхĕпе, Хăйĕн тÿрĕлĕхĕпе савăнса ертсе пырĕ.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓