Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Иеремия Хÿхлевĕ
1
(1) Ах, мĕнле тăр-пĕччен ларать
йышлă халăх пурăннă хула!
Вăл тăлăх арăм пек тăрса юлчĕ;
халăхсем хушшинче асли пулнăскер,
çĕрсенĕн пуçлăхĕ пулнăскер,
халь хырçă тÿлесе тăрать.
(2) Каçсерен вăл татăлса йĕрет,
пичĕ тăрăх куççулĕ юхать.
Хăйне юратнă çынсем хушшинче
ăна лăплантараканĕ çук;
тусĕсем ăна пурте пăрахрĕç,
унăн тăшманĕсем пулса тăчĕç.
(3) Хĕн-асап çитнĕрен,
йывăр чуралăха кĕрсе ÿкнĕрен
Иуда куçса кайрĕ,
суя тĕнлисем хушшине вырăнаçрĕ —
канăç тупаймарĕ; хăвалаканнисем ăна
хĕсĕк çĕрте хăваласа çитрĕç.
(4) Сион çулĕсем
уява килекен çуккипе хуйхăраççĕ;
унăн пур хапхи те пушанса юлчĕ;
священникĕсем унăн ассăн сывлаççĕ,
хĕрĕсем унăн салхуллă,
ăна хăйне те йывăр.
(5) Тăшманĕсем мала тухрĕç унăн,
ăна усал суннисем ырă курса пурăнаççĕ:
йĕркесĕр ĕçĕ нумайран
Çÿлхуçамăр ун çине çапла хуйхă ячĕ;
хăйсен умĕнчен уттарса,
тăшмансем вĕсен ачисене
тыткăна илсе кайрĕç.
(6) Сион хĕрĕн чаплă илемĕ
пĕтĕмпех сÿнчĕ;
унăн çулпуçĕсем —
улăх тупайман пăлансем пек;
вĕсем, халтан кайнăскерсем,
хăвалакан умĕнче пыраççĕ.
(7) Инкеклĕ те асаплă кунĕсенче
Иерусалим хăйĕн ĕлĕкхи
чи хаклă пуянлăхĕ çинчен аса илчĕ,
халĕ унăн халăхне тăшман алли çапса ÿкерчĕ те —
ăна никам та пулăшмасть;
ăна усал суннисем ун çине пăхаççĕ
те унăн шăматкунĕсенчен кулаççĕ.
(8) Пысăк çылăха кĕчĕ Иерусалим,
çавăнпа йĕрĕнмелле пулса тăчĕ;
унччен ăна мухтаса аслăланисем
пурте ун çине йĕрĕнсе пăхаççĕ:
вĕсем унăн çарамасне курчĕç;
хăй те вăл ассăн сывлать,
пуçне каялла пăрать.
(9) Унăн арки çинче тасамарлăхĕ пулнă,
çапах вăл пуласлăхĕ çинчен шухăшламан,
çавăнпа ĕнтĕ калама çук мĕскĕнленнĕ,
анчах ăна лăплантараканĕ çук.
«Эй Çÿлхуçамăм, ман хурлăхăма курсамччĕ,
тăшман ытла та чапа тухса кайрĕ!»
(10) Тăшман унăн чи хаклă пуянлăхĕ çине алă тăсрĕ;
вăл ĕнтĕ хăйĕн Таса Çуртне
суя тĕнлисем кĕнине курать,
Эсĕ вара унта, Хăвăн пухăвна,
вĕсене кĕртме хушманччĕ.
Унăн пĕтĕм халăхĕ
çăкăр шыраса хăшкăлать,
çимеллишĕн, чунĕ йăл илмелĕх,
хаклă япалисене парать.
«Эй Çÿлхуçамăм, куçна уçса пăхсамччĕ, курсамччĕ:
мĕн тери мĕскĕне эпĕ юлтăм!»
(12) Эй иртен-çÿренсем,
сирĕн тĕле çакăн евĕрли ан çиттĕр!
пăхăр-ха, курăр-ха: манăнни пек чир,
Хăйĕн вут-çулăмлă çилли килнĕ кун
Çÿлхуçамăр янипе мана çитсе çапнă чир евĕрли,
урăх пур-и тата?
(13) Вăл çÿлтен манăн шăммăм-шаккăма вут ячĕ те
халĕ ăна çунтарса тăрать;
серепе карса урана тăллантарчĕ,
çавăрса ÿкерчĕ мана,
мана кĕлмĕçе тăратса хăварчĕ,
кашни кун асапланмалла турĕ.
(14) Манăн йĕркесĕр ĕçĕмсен сÿсменне
Унăн алли тыткăчларĕ;
вĕсене пĕр-пĕринпе çыхнă та
манăн мăя тăхăнтартнă;
Вăл манăн вăйăма хавшатрĕ.
Çÿлхуçа мана
çăлăнма çук алла ÿкерчĕ.
(15) Ман хушшăмри пĕтĕм вăйлă çыннăма
Çÿлхуçа кĕçĕне хăварчĕ,
манăн яш ачамсене пĕтермешкĕн
мана хирĕçле пуху пухрĕ;
Çÿлхуçа Иуда хĕрне
иçĕм çырлине таптанă пек таптарĕ.
(16) Çакăншăн йĕретĕп те эпĕ;
куçăмран, манăн куçăмран, шыв юхнă пек, куççулĕ юхать,
чунăма хал кÿрсе лăплантараканăм
манран аякра;
манăн ачамсене тустарса пĕтернĕ,
мĕншĕн тесен тăшман çиеле тухрĕ.
(17) Сион ĕнтĕ аллине тăсать,
анчах ăна лăплантараканĕ çук.
Çÿлхуçа тăшмансене
Иакова хупăрласа илме хушнă;
ĕнтĕ Иерусалим вĕсемшĕн
ирсĕр хула пулса тăчĕ.
(18) Çÿлхуçамăр тÿрĕ,
эпĕ вара Унăн сăмахне пăхăнмасăр пурăннă.
Эй халăхсем, пур халăх, итлĕр-ха мана,
манăн чирĕме курсамăр:
манăн хĕрĕмсемпе çитĕннĕ ывăлăмсене
тыткăна илсе кайрĕç.
(19) Хамăн тусăмсене йыхăратăп,
анчах вĕсем мана улталарĕç;
священникăмсемпе манăн ватă çыннăмсем,
чунне йăл илтермелĕх те пулин апат шыраса,
хулара вилсе выртаççĕ.
(20) Эй Çÿлхуçамăм, куçна уçса пăхсамччĕ,
Сана çине тăрсах итлеменшĕн чунăм тăвăрланчĕ,
ăшăм-чиккĕм пăлханать,
чĕрем вырăнтан тапранчĕ;
тул енчен мана хĕç ача-пăчасăр тăратса хăварчĕ,
килĕмре вара — вилĕм çитнĕ пекех.
(21) Эпĕ ахлатса йынăшнине илтрĕç,
анчах лăплантараканăм çук;
тăшманăмсем пурте ман инкекĕм çинчен илтрĕç те
Эсĕ çапла тунăшăн савăнчĕç:
эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ Ху малтанах каласа хунă куна çитме хушсамччĕ,
вĕсем те ман евĕрлех пулса тăринччĕç!
(22) Санăн умна вĕсен пĕтĕм усаллăхĕ тухса тăтăр;
Эсĕ вĕсене мана мĕнпур çылăхăмшăн мĕн кăтартнинех кăтартсамччĕ:
асапăм питĕ йывăр,
чĕрем те халсăрланса пырать.
2
(1) Хăйĕн çиллипе Çÿлхуçа
Сион хĕрне мĕн тери тĕксĕмлетрĕ!
Израиль илемне
тÿперен çĕр çине пăрахрĕ те
ури айне пулнăскере
Хăй çиллийĕн кунĕнче асне те илмерĕ.
(2) Çÿлхуçа Иаковăн çурчĕсене йăлтах пĕтерсе тăкрĕ,
хĕрхенсе тăмарĕ, Хăйĕн хаярлăхĕпе
Иуда хĕрĕн тĕреклетнĕ хулисене аркатрĕ,
çĕре тÿнтерчĕ,
унăн патшалăхне сивлерĕ,
унăн çулпуçĕсене те ирсĕрсем тесе тиркерĕ:
(3) тарăхса кайса,
Израилĕн пур мăйракине те хуçса пăрахрĕ,
Хăйĕн сылтăм аллине
тăшман çинчен сирчĕ те,
таврара мĕн пуррине йăлт хыпса çăтакан вут пек,
ĕнтсе яракан вут-çулăм пек,
Иакова хирĕç хĕрсе кайрĕ;
(4) тăшман пек, Хăйĕн уххине карăнтарчĕ те,
усал сунакан пек, сылтăм аллине тăсрĕ те —
куçа савăнтарса тăнине пĕтĕмпех пĕтерчĕ;
Сион хĕрĕн кĕлĕ çурчĕ çине
Хăйĕн хаярлăхне вут-çулăм пек тăкрĕ.
(5) Çÿлхуçа тăшман пек пулчĕ те
Израиле пĕтерсе тăкрĕ,
унăн пĕтĕм керменне çаратса тухрĕ,
унăн тĕреклетнĕ çурчĕсене аркатрĕ,
Иуда хĕрĕн куççулĕпе асапĕ
талккăшĕпех сарăлчĕ.
(6) Йывăç пахчине картасăр хăварнă пек,
Хăйĕн хÿмине туртса илчĕ;
Хăй пухăвĕн вырăнне тустарса тухрĕ,
Çÿлхуçамăр ĕнтĕ Сиона
уявсемпе шăматкунсене мантарчĕ;
çилли тулса çитнипе
патшапа священника пăрахрĕ.
(7) Çÿлхуçа Хăйĕн парне вырăнне тиркерĕ,
Хăйĕн Таса Çуртĕнчен чунне пистерчĕ,
тĕреклетнĕ çурчĕсене
тăшман аллине пачĕ;
тăшман вара Турă Çуртĕнче
уяв кунĕ чухнехи пекех шавларĕ.
(8) Çÿлхуçа Сион хĕрĕн хÿмине
ишме палăртса хучĕ,
вĕрен карăнтарчĕ,
тăшман тустарасран Хăйĕн аллине чарса тăмарĕ;
тулашĕнчи тĕрексене пĕтерсе тăкрĕ,
хÿмесем те пĕрлех ишĕлсе анчĕç.
(9) Унăн хапхисене çĕре таптаса кĕртрĕç;
Вăл вĕсенĕн сăлăпĕсене те çĕмĕрсе салатса тăкрĕ;
вĕсен патшипе улпучĕсем — суя тĕнлисем хушшинче;
саккун пĕтсе ларчĕ те,
вĕсен пророкĕсене Çÿлхуçа курăнми пулчĕ.
(10) Сион хĕрĕн ватă çыннисем
çĕр çинче пĕр чĕнмесĕр лараççĕ,
пуçĕ çине кĕл сапнă,
хуйхă тумтирĕ уртса янă;
Иерусалим хĕрĕсем
пуçне çĕрелле уснă.
(11) Пĕчĕк ачисемпе кăкăр ачисем
хула урамĕсенче выçăпа виле-виле выртнăран
ман халăхăмăн хĕрĕ патне вилĕм çитрĕ;
çакна курса, куçăм куççуль юхтарса вăйсăрланчĕ,
ăшăм-чиккĕм пăлханать,
чĕремĕм çурăлса тухать.
(12) Çав ачасем, аманнă çын пек,
хула урамĕсенче вилнĕ чухне
амăшĕн чĕрçийĕ çинче
чун-чĕререн татăлса ĕсĕклеççĕ,
амăшне: «ăçта çăкăр? ăçта сĕт?» тееççĕ.
(13) Иерусалим хĕрĕ,
мĕн калам-ши сана, мĕнпе танлаштарам-ши сана? I
Хĕрĕм, Сион хĕрĕ,
сана йăпатмашкăн мĕнпе тана хурам-ши сана?
Сурану тинĕс пекех анлă,
кам сыватайĕ-ши сана?
(14) Пророкусем сана
пушă та суя сăмахпа улталанă,
сана тыткăнран çăлса хăварас темен,
йĕркесĕр ĕçÿсене уçса паман сана,
суя хыпар каласа тăнă,
çакă сана кунтан кăларса ярасси патнех илсе çитернĕ.
(15) Сана курсассăн
иртен-çÿренсем пурте пĕççине шарт çапаççĕ,
шăхăрса яраççĕ, пуçне пăркаласа,
Иерусалим хĕрĕ çинчен: «çакă-и-ха вăл чăн илем,
«Пĕтĕм çĕрĕн савăнăçĕ» тесе ят панă хула çакă-и?» тееççĕ.
(16) Мĕнпур тăшману,
сан çине пăхса, çăварне карса пăрахнă,
шăхăра-шăхăра илеççĕ те
шăлне шатăртаттарса çапла калаççĕ:
«çăтса ятăмăр ăна, çак саманта çеç кĕтсе тăраттăмăр,
кĕтсе илтĕмĕр, куртăмăр!» тееççĕ.
(17) Çÿлхуçа мĕн палăртса хунине турĕ,
Хăй авал мĕн каланине вырăна килтерчĕ,
сана пĕр хĕрхенмесĕр çаратса хăварчĕ,
тăшманна савăнтарчĕ,
сана усал сунакансен мăйракине çĕклерĕ.
(18) Вĕсенĕн чĕри Çÿлхуçана тархасласа йĕрет:
эй Сион хĕрĕн хÿми!
шыв юхнă пек чарăнмасăр,
кунĕн-çĕрĕн куççулĕ юхтар,
хăвна канăç ан пар,
куç хупмасăр сăнаса тăр.
(19) Тăр, çĕрĕпе тархасла,
хурал сехечĕ çитмессерен йăлăн;
Çÿлхуçамăр сăнĕ умĕнче
пĕтĕм чунна шыв тăкнă пек уçса пар;
кашни урам кĕтесĕнче
выçăпа вилекен ачусен чунĕсемшĕн
аллуна Ун еннелле тăс.
(20) «Эй Çÿлхуçамăм, курсам, куçна уçса пăхсам,
кама та пулин çапла тунă-и Эсĕ:
хĕрарăм хăй çуратнă,
хăй ĕмĕртекен ачине çини пулнă-и?
Çÿлхуçанăн Таса Çуртĕнче
священникпа пророка вĕлерни пулнă-и?
(21) Урам тăршшĕпе çĕр çинче
ачасемпе ватăсен виллисем выртаççĕ;
манăн хĕрĕмсемпе яш ачамсем
хĕç айне пулса пĕтрĕç;
Эсĕ вĕсене Хăвăн çиллÿ килнĕ кун вĕлертĕн,
пĕр хĕрхенмесĕр чиксе пăрахрăн.
(22) Манăн асапăмсене Эсĕ, уява пухнă пек,
пур çĕртен те пуçтартăн,
ĕнтĕ Çÿлхуçа çиллин кунĕнче
никам та çăлăнаймарĕ, никам та чĕрĕ юлаймарĕ;
эпĕ тăрантарса ÿстернисене
манăн тăшманăм пĕтерсе тăкрĕ».
3
(1) Эпĕ — Турă çиллин туйинчен
хуйхă тÿснĕ çын.
(2) Вăл мана ертсе кайрĕ те
çутта мар, сĕмлĕхе илсе кĕчĕ.
(3) Çапла, Вăл мана хирĕç тăчĕ те —
кунĕпе аллине мана хирĕç тытса тăрать;
(4) пĕтĕм ÿтĕм-тирĕме сÿслентерчĕ,
шăммăм-шаккăма хавшатрĕ;
(5) мана пÿлсе лартрĕ те —
хурлăхпа асап хушшине хăварчĕ;
(6) тахçан вилнĕ çынсене пытарнă пек,
мана тĕттĕм вырăна кĕртсе лартрĕ;
(7) эпĕ тухасран ман тавра хÿме çавăрчĕ,
ман сăнчăрăма йывăрлатрĕ,
(8) эпĕ тархасланă чухне, йĕрсе йăлăннă чухне
манăн кĕллĕме чарса тăчĕ;
(9) манăн çулсене чулсемпе пÿлсе хучĕ,
манăн сукмакăмсене хупларĕ.
(10) Маншăн вăл пытанса тăракан упа пек,
вăрттăн çĕрти арăслан пек пулса тăчĕ;
(11) манăн çулсене хупларĕ те мана туласа тăкрĕ,
мана ниме тăман çын туса хучĕ;
(12) уххине туртса карăнтарчĕ те —
мана çĕмрен çитсе тăрăнмалли тĕле тăратрĕ;
(13) йĕннинчен кăларнă çĕмренĕсене
манăн пÿреме тĕллесе ячĕ.
(14) Эпĕ пĕтĕм халăхăм куллийĕ,
унăн кулленхи мăшкăл юррийĕ пулса тăтăм.
(15) Вăл мана йÿçĕпе тăрантарса çитерчĕ,
эрĕм ĕçтерсе ÿсĕртрĕ.
(16) Шăлăмсене чулпа тĕпретрĕ,
хама кĕлпе витсе хăварчĕ.
(17) Чунăмран вара канăçлăх тарчĕ,
эпĕ ырăлăх пуррине те мантăм,
(18) каларăм вара: вăй-халăм пĕтрĕ,
Çÿлхуçана шанма та пăрахрăм, терĕм.
(19) Манăн асапăмпа инкекĕм çинчен,
эрĕмпе ват çинчен шухăшласа пăхсамччĕ.
(20) Çакна манăн чунăм асра çирĕп тытать,
хуйхăпа касăлать.
(21) Чĕреме эпĕ акă мĕнле хуравлăп,
çавăнпа акă мĕне шанса тăрăп:
(22) Çÿлхуçа хĕрхеннипе эпир тĕппипех пĕтмерĕмĕр:
Унăн хĕрхенекен кăмăлĕ иксĕлмерĕ.
(23) Вăл ирсерен çĕнелсе пырать;
Санăн тÿрĕлĕхÿ аслă!
(24) Çÿлхуçа — манăн пайăм, тет манăн чунăм;
эпĕ Ăна шанса тăрăп.
(25) Çÿлхуçа Хăйне шанса тăракансемшĕн,
Хăйне шыракан чуншăн ырăлăхлă.
(26) Çÿлхуçаран тÿсĕмлĕн çăлăнăç кĕтекене
ырăлăх пулĕ.
(27) Çамрăклах йывăрлăх тÿсекене
ырăлăх пулĕ;
(28) вăл чĕнмесĕр улаххăн ларать:
çав йывăрлăха ун çине Турă тиенĕ;
(29) «тен, шанчăк пĕтмен-ха» тесе,
вăл тути-çăварĕпе тăпрана сĕртĕнет;
(30) хăйне хĕнекен енне пичĕпе çаврăнса тăрать,
ытлашшипех мăшкăл тÿсет.
(31) Çÿлхуçа ĕмĕрлĕхех пăрахмасть.
(32) Халĕ асап Вăл янă,
кайран Хăйĕн иксĕлми ырăлăхĕпе хĕрхенсе каçарать.
(33) Вăл этем ывăлĕсене чĕри хушнипе айăпламасть,
чĕри хушнипе хурлантармасть.
(34) Анчах тĕрмере ларакансене
урапа таптаççĕ пулсан,
(35) Çÿлти Турă умĕнче
этеме тÿрĕ мар сут тăваççĕ пулсан,
(36) этеме хăйĕн ĕçĕнче хĕсĕрлеççĕ пулсан,
çавна Çÿлхуçа курмасть-и вара?
(37) «Çÿлхуçа хушман ĕç те пулать» теекенĕ
кам-ха вăл?
(38) Инкекĕ те, ырăлăхĕ те
Çÿлти Турă сăмахĕнчен килмест-и?
(39) Мĕншĕн ÿпкелешет-ха пурăнакан этем?
кашниех хăйĕн çылăхне ÿпкелетĕр.
(40) Хамăр çулсене сăнар та, тишкерсе пăхар та —
Çÿлхуçа енне çаврăнар.
(41) Хамăр чĕремĕре тата аллăмăра
тÿпери Туррăмăр енне çĕклер:
(42) эпир Турăран уйрăлса кайрăмăр та тÿрккеслентĕмĕр;
Эсĕ хĕрхенмерĕн;
(43) Эсĕ çилленсе çитрĕн те пире хĕсĕрлеме,
вĕлерме пуçларăн, хĕрхенсе тăмарăн;
(44) Эсĕ, пирĕн кĕллĕмĕр ан çиттĕр тесе,
Хăвна пĕлĕтпе хупăрларăн;
(45) Эсĕ пире халăхсем хушшинче
çÿп-çап, йĕрĕнчĕк туса хутăн.
(46) Пур тăшман та пирĕн çине
çăварне карса пăрахрĕ.
(47) Пирĕн шăпамăр — хăрушлăхпа янтă шăтăк,
çаратупа тустару.
(48) Манăн халăхăмăн хĕрĕ пĕтнишĕн
куçăмран куççулĕ шыв пек юхать.
(49) – (50) вĕçĕмсĕр куççулĕм юхать, чарăнмасть:
Çÿлхуçа пирĕн çине
тÿперен хĕрхенсе пăхиччен
çăмăллăх килмĕ.
(51) Хуламăн пĕтĕм хĕрĕшĕн
куçăм чунăма хурлантарать.
(52) Тăшманăмсем мана, ним сăлтавсăрах,
кайăка тытнă пек ярса тытасшăн темĕнле те тăрăшрĕç;
(53) мана шăтăка пăрахрĕç те
мана чулпа пере-пере пĕтерчĕç.
(54) Мăйăм таран шыв тулса хăпарчĕ те,
эпĕ вара: «пĕтрĕм» терĕм.
(55) Эй Çÿлхуçамăм,
эпĕ Сана тарăн шăтăкран тархасларăм.
(56) Эсĕ манăн сассăма илтрĕн;
эпĕ ахлатса хуйхăрнинчен, эпĕ кăшкăрса йĕнинчен хăлхуна ан хупласамччĕ.
(57) Эпĕ Сана тархасланă чухне Эсĕ çывăхараттăн та:
«ан хăра» тесе калаттăн.
(58) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ манăн чунăм ĕçне хÿтĕлерĕн;
манăн пурăнăçăма хăтарса пытăн.
(59) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ эпĕ кÿреннине куратăн,
манăн ĕçĕме татса парсамччĕ.
(60) Эсĕ вĕсем мана епле тавăрасшăн çуннине,
мана хирĕç усал шухăш тытнине пĕтĕмпех куратăн.
(61) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ вĕсем мана епле хăртнине,
мана хирĕç усал шухăш тытнине пĕтĕмпех илтетĕн,
(62) мана тапăнакансен сăмахне, вĕсен мана хирĕç кашни кунах
шутласа кăларакан чее мелĕсене пĕлсе тăратăн.
(63) Пăхсам, лараççĕ-и, тăраççĕ-и вĕсем,
эпĕ вĕсемшĕн — урам юрри кăна.
(64) Эй Çÿлхуçамăм, хăйсен аллисем тунă ĕçĕсене кура
тавăрса парсамччĕ вĕсене;
(65) вĕсен чĕрисене минретсемччĕ,
вĕсем çине Хăвăн ылханна ярсамччĕ;
(66) эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ вĕсене çиллÿпе хăваласамччĕ,
тĕнчере юлмиччен пĕтерсе тăксамччĕ.
4
(1) Мĕн тери тĕссĕрленнĕ ылтăн,
мĕн тери улшăннă пахаран паха ылтăн!
Таса Çурт чулĕсем
кашни урамра сапаланса выртаççĕ.
(2) Сионăн хаклă ывăлĕсем,
чи таса ылтăнпа танлăскерсем,
тăм савăтпа, чÿлмекçĕ алли тунă япалапа, танлашрĕç!
(3) Тискер чĕрчунсем те
хăйсен çурисене чĕчĕ парса ĕмĕртеççĕ,
ман халăхăмăн хĕрĕ вара
пушхирти страус пекех шелсĕр пулса кайрĕ.
(4) Кăкăр ачин чĕлхи сĕтсĕр антăхнăран
çăвар маччине çыпçăнать;
ачасем çăкăр ыйтаççĕ,
анчах вĕсене никам та памасть.
(5) Унччен тутлă çинĕскерсем
урамра хухса типеççĕ;
йĕпкĕн хĕрлĕ тăхăнса çÿренисем
тислĕк çумне тĕршĕнеççĕ.
(6) Ман халăхăмăн хĕрне
усал ĕçĕсемшĕн панă хаса
çылăхсемшĕн пĕтнĕ Содом вилĕмĕнчен те пысăкрах:
Содома пĕр авăкрах пĕтерсе тăкнă,
ăна çын алли тĕкĕнмен.
(7) Ман халăхăмăн хĕрĕн çулпуçĕсем юртан та тасарахчĕ,
сĕтрен те шурăрахчĕ;
ÿчĕпе вĕсем мерченрен те хитререхчĕ,
сăнĕпе вĕсем сапфир евĕрлехчĕ;
(8) халĕ вĕсенĕн сăнĕ тĕксĕмрен те тĕксĕм;
вĕсене урамра курсан паллаймаççĕ;
вĕсенĕн тирĕ шăмми çумнех çыпăçăнса ларнă,
хăрăк йывăç пекех пулса кайнă.
(9) Хĕçрен вилнисем
выçăпа вилнисенчен телейлĕрех,
мĕншĕн тесен кусем
уй-хир çимĕçĕ çитменнипе хухса пыраççĕ.
(10) Çемçе чĕреллĕ хĕрарăмсем
хăйсен аллипех хăйсен ачисене пĕçернĕ:
халăхăмăн хĕрĕ пĕтнĕ вăхăтра
çапла хăйсемшĕн çимелли хатĕрленĕ.
(11) Çÿлхуçа Хăй çиллине кăтартрĕ,
Хăй çиллин хаярлăхне çитерчĕ те
Сиона вут хыптарчĕ,
çав вут-çулăм унăн никĕсне тĕп турĕ.
(12) Çĕр çинчи патшасем,
тĕнчери мĕнпур çын
Иерусалим хапхинчен
тăшман кĕрессе ĕненменччĕ.
(13) Пĕтĕмпе çакă
унăн суя пророкĕсем тунă çылăхсемшĕн,
унта тÿрĕ çынсенĕн юнне юхтарнă священникĕсен
йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн килсе тухрĕ;
(14) вĕсем, суккăр пек, урам тăрăх сулланса çÿрерĕç,
юнпа вараланчĕç,
вĕсенĕн тумтирĕ çумне
пырса сĕртĕнме те май çукчĕ.
(15) Вĕсене курсан: «пăрăнăр! таса мар çын пырать!»,
«пăрăнăр, пăрăнăр, ан сĕртĕнĕр!» тесе кăшкăратчĕç;
вĕсем аванмарланса иртсе каятчĕç;
халăх хушшинче вара çапла калатчĕç:
«вĕсем текех пулмĕç!
(16) Çÿлхуçа сăнĕ вĕсене салатса ярĕ;
Вăл ĕнтĕ вĕсем çине пăхмĕ» теетчĕç,
мĕншĕн тесен вĕсем священниксене хисеплемеççĕ,
ватă çынсене хĕрхенмеççĕ.
(17) Пулăшу килессе усăсăр кĕтсе,
пирĕн куçсем ывăнса çитрĕç;
хамăрăн хурал пашни енчен
эпир хамăра хăтарма пултарайман халăха кĕтрĕмĕр.
(18) Вĕсем вара, пире хамăр хула урамĕпе çÿреттерес мар тесе,
пирĕн утăмсене сыхласа тăнă;
пирĕн вилĕм çывăхарчĕ, пирĕн ĕмĕр вĕçленчĕ;
вилĕм çитрĕ пирĕн.
(19) Пире йĕрлекенсем
тÿпери ăмăрткайăкран та вичкĕнрехчĕ;
пире хыçран тусем тăрăх хăваларĕç,
пире пушхирте сыхласа тăчĕç.
(20) Пирĕн сывлан сывлăшăмăр, Çÿлхуçа çу сĕрнĕ çын,
эпир ун çинчен:
«халăхсем хушшинче унăн хÿттинче пурăнăпăр» тенĕскер,
вĕсен шăтăкне лекнĕ.
(21) Савăн та хĕпĕрте,
Уц çĕрĕнче пурăнакан Эдом хĕрĕ!
Сан патна та курка çитĕ;
ÿсĕрĕличчен ĕçсе тултарăн та çарамас тăрса юлăн.
(22) Эй Сион хĕрĕ! йĕркесĕр ĕçÿсемшĕн тÿсекен асапу пĕтрĕ;
Турă сана текех хăваламĕ;
анчах та, Эдом хĕрĕ,
Вăл санăн йĕркесĕр ĕçÿсене пырса курĕ те
çылăхусене çиеле кăларĕ.
5
(1) Эй Çÿлхуçамăр, эпир мĕн курнине аса илсемччĕ;
хĕрхенсе пăхсамччĕ, эпир мăшкăл тÿснине курсамччĕ.
(2) Пирĕн пурлăхăмăр ют çынсен аллине куçрĕ,
пирĕн çуртăмăрсем ют ăрусенĕн аллине куçрĕç;
(3) эпир тăлăха, аттесĕр, тăрса юлтăмăр;
пирĕн аннемĕрсем — тăлăх арăм пекех.
(4) Хамăр шывăмăра кĕмĕлле ĕçетпĕр,
хамăр вутă-шанкăмăр пире укçалла тивет.
(5) Пире ĕнсе чикки парса хăвалаççĕ,
эпир ĕçлетпĕр, анчах канăç курмастпăр.
(6) Тăраниччен çăкăр çиесчĕ тесе,
аллăмăра Египетпа Ассири çыннисем енне тăсатпăр.
(7) Пирĕн аттемĕрсем çылăха кĕнĕ; вĕсем çук ĕнтĕ,
эпир вара вĕсем тунă йĕркесĕр ĕçсемшĕн асап тÿсетпĕр.
(8) Пирĕнпе чурасем хуçаланаççĕ,
пире вĕсен аллинчен хăтаракан никам та çук.
(9) Пушхирте хĕç айне пулса вилес хăрушлăхра
хамăр валли çăкăр тупса пурăнатпăр.
(10) Выçăпа касăхса пурăннăран
пирĕн ÿт-тирĕмĕр кăмака маччи пек хуралса ларчĕ.
(11) Арăмсене Сионра,
хĕрсене Иуда хулисенче мăшкăллаççĕ.
(12) Çулпуçсене вĕсем çака-çака вĕлернĕ,
ватă çынсене хисепрен кăларнă.
(13) Каччăсене арман чулĕ çавăрттараççĕ,
ачасем вутă çĕклемĕ йывăррипе ун айне пулаççĕ.
(14) Ĕнтĕ ватăсем хапха умĕнче лармаççĕ;
каччăсем юрламаççĕ.
(15) Чĕремĕрсен савăнăçĕ пĕтрĕ;
вăйă карти вырăнне хурлану тăрса юлчĕ.
(16) Пирĕн пуçăмăр çинчен пуçкăшăль ÿкрĕ;
пире çылăха кĕнĕшĕн хуйхă çитрĕ!
(17) Çакăншăн ыратать те сурать пирĕн чĕремĕр;
çакăншăн куçăмăр тĕссĕрленчĕ.
(18) Сион тăвĕ пушанса юлнăран
унта тилĕсем анчах çÿреççĕ.
(19) Эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пур;
Санăн аслă вырăну сыпăкран сыпăка пырать.
(20) Мĕншĕн пире пĕтĕмпех манса каятăн-ши,
пире нумайлăха пăрахса хăваратăн-ши?
(21) Эй Çÿлхуçамăр, пире Ху енне çавăр та, эпир Сан хыççăн кайăпăр;
авалхи пек, пирĕн кунсене çĕнетсем.
(22) Эсĕ пире йăлтах пăрахрăн-шим,
пире виçесĕр хытă çиллентĕн-шим?
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓