Екклесиастăн, e Вĕрентÿçĕн кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Екклесиастăн, е Вĕрентÿçĕн кĕнеки

1

(1) Екклесиастăн — Давид ывăлĕн, Иерусалимри патшанăн — сăмахĕсем.

(2) Харамран харам, тенĕ Екклесиаст, харамран харам — пурте харамлăх!

(3) Ĕçлет, ĕçлет этем çĕр çинче, мĕн усси ăна хăйĕн ĕçĕнчен?

(4) Ăру килет те, ăру каять, çĕр вара ĕмĕрлĕхе пырать.

(5) Хĕвел тухать те, хĕвел анать, вăл ăçтан тухнă, çавăнтах васкать.

(6) Çил кăнтăралла вĕрет, çурçĕр еннелле пăрăнать, хăй çулĕ çинче çаврăнать-çаврăнать те унчченхи тĕлех таврăнать.

(7) Пур юханшыв та тинĕсе юхать, тинĕсĕ пĕрех тулса тăкăнмасть: юханшывсем ăçталла юхнă, вĕсем халĕ те çавăнталлах юхаççĕ.

(8) Сăмах вăл вăйсăр: çын пĕтĕмпех каласа параймасть; куç курса тăранаймасть, хăлха илтсе пĕтереймест.

(9) Мĕн пулнă, çавах пулать; мĕн пулса пынă, çавах пулса пырать, çут тĕнчере нимĕн çĕнни те çук.

(10) Мĕн те пулин пулать те: «кур-ха, ку акă çĕнĕскер» теççĕ; анчах ку унчченех, пирĕн ĕмĕрчченех, пулнă.

(11) Унччен пулни асра юлмасть; ĕнтĕ пуласси те кайран килес çынсенĕн асне юлмĕ.

(12) Эпĕ, Екклесиаст, Иерусалимра Израиль патши пулнă.

(13) Çут тĕнчере мĕн пулса иртнине пурне те ăс-хакăлăмпа тĕпчес-тишкерес тесе пĕтĕм чĕремрен тăрăшрăм эпĕ: çак йывăр ĕçе Турă этем ывăлĕсене вĕсем вĕренсе-хăнăхса пыччăр тесе панă.

(14) Çут тĕнчере тăвакан пур ĕçе те куртăм та — акă пурте — харамлăх та çил хăвалани çеç!

(15) Кукăрри тÿрĕ пулаймасть, çуккине пур тăваймастăн.

(16) Вара чĕреме çапла каларăм: акă эпĕ асла тухрăм, Иерусалима манран маларах тытса тăнисенчен пуринчен те ытларах ăс пухрăм, чĕрем манăн пĕлÿпе ăслăлăх нумай илчĕ.

(17) Ăслăлăха пĕлсе çитес, ăссăрлăхпа ухмахлăха та пĕлсе çитес тесе пĕтĕм чунăма патăм эпĕ; пĕлтĕм вара, ку та — çил хăвалани çеç:

(18) мĕншĕн тесессĕн пысăк ăслăлăх пысăк хуйхă кÿрет; нумай пĕлекен нумай асапланать.

2

(1)  Каларăм вара ăшăмра: «сана савăнăçпа тĕрĕслесе пăхам-ха, ырăлăхпа килен-ха» терĕм; анчах çакă та — харамлăх!

(2) Кулă пирки: «ку ухмахлăх!» терĕм, савăнăç пирки: «ку мĕн тăвать-ши?» терĕм.

(3) Эпĕ ÿтĕме эрехпе килентерме шутларăм, чĕреме ăслăлăх ертсе пынă хушăрах ухмахла-çăмăлттайла та савăнас, этем ывăлĕсемшĕн мĕн лайăххине курас, çĕр çинче вĕсем хăйсен кĕске ĕмĕрĕнче мĕн тума тивĕçлине пĕлес терĕм.

(4) Пысăк ĕçсем турăм эпĕ: хам валли çуртсем туса лартрăм, иçĕм пахчисем чĕртрĕм,

(5) йывăç пахчисемпе катасем лартса тухрăм, унта паха çимĕçлĕ тĕрлĕрен йывăç ĕрчетрĕм;

(6) катари йывăçсене шăварма кÿлĕсем тутартăм;

(7) арçын тарçăсемпе хĕрарăм тарçăсем туянтăм, манăн хамăн килĕмре çуралнă тарçăсем те пурччĕ; манăн шултăра выльăхпа вак выльăхĕ те Иерусалимра хамран малтан пурăннисенчен пуринчен те нумайрахчĕ;

(8) патшасенчен, тĕрлĕ çĕршывран эпĕ ылтăн-кĕмĕл, чаплă мул пуçтартăм; арçын юрăçсемпе хĕрарăм юрăçсем пурччĕ манăн, ар киленĕçĕ — темĕн чухлĕ çумарăм — пурччĕ манăн.

(9) Çапла эпĕ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурăннă пур çынран та аслăрах та чаплăрах пулса тăтăм; ăслăлăхăм та хампа пĕрлехчĕ.

(10) Куçăма мĕн килĕшетчĕ, çавă манăн пулатчĕ; чĕреме нимĕнле савăнăçран та катса хăвармарăм, мĕншĕн тесессĕн пур ĕçĕмре те чĕрем хĕпĕртесе тăратчĕ; ку вăл мана пĕтĕм ĕçĕмшĕн тивĕçнĕ парне пулнă.

(11) Ентĕ аллăм тунă мĕнпур ĕçе, çав ĕçсене тунă чухне мĕнле вăй хунине пăхса тухрăм та — акă пурте — харамлăх та çил хăвалани çеç, çĕр çинче вĕсенчен нимĕн усси те çук!

(12) Тата эпĕ ăслăлăха, ăссăрлăхпа ухмахлăха ăнкарасшăн пултăм: этем тени патша тунинчен ытларах мĕн тума пултарайтăр?

(13) Вара çакна куртăм: çутă сĕмлĕхрен лайăхрах пулнă евĕр, ăслăлăх ăссăрлăхран лайăхрах:

(14) ăслă çыннăн куçĕ — хăйĕн пуçĕнче, ухмаххи вара сĕмлĕхре çÿрет; анчах çакна та пĕлтĕм: вĕсене пурне те пĕр шăпа кĕтет.

(15) Ентĕ ăшăмра çапла каларăм: «мана та ухмах шăпиех тивĕçет, мĕншĕн-ха эпĕ питĕ ăслă пулма тăрăшрăм?» Вара ăшăмра çапла каларăм: çакă та — харамлăх:

(16) ăслине те, ухмаххине те ĕмĕрех асра тытмĕç; çитес кунсенче пурте манăçа тухĕ, шел! ăсли те ухмахпа танах вилет.

(17) Ентĕ пурăнăçа курайми пултăм, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче пулакан-тăвакан ĕçсем мана йĕрĕнтерсе çитерчĕç: пурте — харамлăх та çил хăвалани çеç!

(18) Вара çĕр çинче тунă пĕтĕм ĕçĕме курайми пултăм, мĕншĕн тесессĕн ăна хам хыççăн килес çынна хăварма тивет.

(19) Кам пĕлет ăна: те ăслă ĕнтĕ вăл, те ухмах? Вăл вара эпĕ ĕçлесе тунă пĕтĕм ĕçĕмпе, ăсăм-тăнăмпа тунă ĕçĕмпе хуçаланĕ. Çакă та — харамлăх!

(20) Вара çĕр çинче ĕçлесе тунă пĕтĕм ĕçĕме чĕрем мантăр, пăрахăçлатăр терĕм,

(21) мĕншĕн тесессĕн çынни ăстайлă, пĕлсе, ăнăçлă ĕçлет, анчах мĕн тунине унăн çав ĕçе туман тепĕр çынна парса хăварма тивет. Çакă та — харамлăх, тем тĕрлĕ усаллăх!

(22) Çак çĕр çинче çапла ĕçлесе, пĕтĕм чĕререн тăрăшса тунă ĕçĕнчен мĕн усси-ха çав çынна?

(23) Унăн пĕтĕм кун-çулĕ — хуйхă-суйхă çеç, ĕçĕсене пула канăç курмасть вăл; унăн чĕри çĕрле те канма пĕлмест. Çакă та — харамлăх!

(24) Ĕçсе çиес, чунне ĕçĕпе савăнтарас ырăлăх та этемĕн хăйĕн ирĕкĕнчен килмест. Куртăм эпĕ, çакă та — Турă аллинче:

(25) Вăл памасассăн, кам çиейĕ, кам савăнайĕ?

(26) Хăйĕн умĕнче ырă тăвакан çынна Турă ăслăлăх та, пĕлÿ те, савăнăç та парать; çылăхлине ĕç парать — вăл мул пуçтартăр-пухтăр, кайран мулне Турă умĕнче ырă тăвакана парса хăвартăр. Çакă та — харамлăх та çил хăвалани çеç!

3

(1) Пурин те — хăйĕн вăхăчĕ, çĕр çинче кашни япаланăн хăйĕн вăхăчĕ пур:

(2) çуралмалли вăхăт, вилмелли вăхăт; акмалли вăхăт, кăкламалли вăхăт;

(3) вĕлермелли вăхăт, сыватмалли вăхăт; çĕмĕрмелли вăхăт, туса лартмалли вăхăт;

(4) йĕмелли вăхăт, кулмалли вăхăт; кулянмалли вăхăт, ташламалли вăхăт;

(5) чул сапаламалли вăхăт, чул пуçтармалли вăхăт; ыталамалли вăхăт, ытамран пăрăнмалли вăхăт;

(6) шырамалли вăхăт, çухатмалли вăхăт; упрамалли вăхăт, салатмалли вăхăт;

(7) çурса тăкмалли вăхăт, çĕлесе çыпăçтармалли вăхăт; шăпланмалли вăхăт, калаçмалли вăхăт;

(8) юратмалли вăхăт, кураймасăр пурăнмалли вăхăт; вăрçă вăхăчĕ, тăнăçлăх вăхăчĕ.

(9) Ĕçлекен çынна хăй мĕн ĕçленинчен мĕн усси?

(10) Этем ывăлĕсем вĕренсе-хăнăхса пыччăр тесе Турă вĕсене мĕнле йывăр ĕç панине куртăм эпĕ.

(11) Хăй вăхăтĕнче Турă пĕтĕмпех илемлĕ пултарнă, этем чĕрине Вăл ĕмĕрлĕх те хывнă, çапах та этем Турă тăвакан ĕçсене малтан пуçласа вĕçне çитичченех ăнланса çитереймест.

(12) Эпĕ ĕнтĕ çакна пĕлсе çитрĕм: вĕсемшĕн хăйсенĕн пурăнăçĕнче савăнассинчен, ырă тăвассинчен лайăхраххи нимĕн те çук.

(13) Çын ĕçет-çиет пулсассăн, кирек мĕнле ĕçĕнче те ыррине курать пулсассăн, ку вăл — Турă панă телей.

(14) Пĕлсе çитрĕм эпĕ: Турă тăвакан пур ĕç те — ĕмĕрлĕхе: ун çумне нимĕн те хушаймастăн, унран нимĕн те кăларса пăрахаймастăн — Турă Хăй умĕнче хăраса-хисеплесе тăччăр тесе çапла тăвать.

(15) Мĕн пулнийĕ халĕ те пур, мĕн пуласси ĕлĕкех пулнă — Турă иртнине те каялла тавăрать.

(16) Çĕр çинче эпĕ тата çакна куртăм: тÿрĕ сут тумалли вырăнта — ултавлăх; тĕрĕс тăвас вырăнта — тĕрĕсмарлăх.

(17) Ăшăмра вара çапла каларăм: «тÿрĕ çынна та, усал çынна та Турă сут тăвĕ, мĕншĕн тесессĕн унта кашни япаланăн, кашни ĕçĕн — хăйĕн вăхăчĕ» терĕм.

(18) Ашăмра этем ывăлĕсем пирки çапла каларăм: Турă вĕсене сăнаса пăхтăр, вĕсем хăйсем халлĕн выльăх çеç иккенне курччăр, терĕм;

(19) мĕншĕн тесессĕн этем ывăлĕсен шăпи те, выльăх шăпи те — пĕрех: лешĕсем те вилеççĕ, кусем те вилеççĕ, Пурте пĕр сывлăшпа пурăнать, этем выльăхран мала мар, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕмпех — харамлăх!

(20) Пурте пĕр вырăна каять: пурте тăпраран пулнă, пурте каллех тăпра пулать.

(21) Кам пĕлесси пур: этем ывăлĕсен чунĕ-чĕмĕ çÿле çĕкленет-ши, выльăхсенĕн чунĕ-чĕмĕ аяла, çĕр ăшне, анать-ши?

(22) Вара ăнлантăм эпĕ: этемшĕн хăйĕн ĕçĕпе савăнса-киленсе пурăннинчен лайăхраххи нимĕн те çук, мĕншĕн тесессĕн çакă вăл — ăна пÿрнĕ шăпа; кайран хăй хыççăн мĕн пулассине курма кам илсе килтĕр-ха ăна?

4

(1) Тимлесе пăхрăм та — çак çĕр çинче пулакан тем тĕрлĕ пусмăра куртăм: акă пусмăртисенĕн куççулĕ, анчах вĕсене йăпатаканĕ çук; пусмăрçисен аллинче — вăй, ĕнтĕ асапланакансене йăпатаканĕ çук.

(2) Вара тахăçан вилнисем чĕррисенчен, халĕ те пурăнаканнисенчен телейлĕрех пулнине ăнланса илтĕм;

(3) анчах вĕсенчен те телейлĕреххи — çуралманни, çĕр çинче тăвакан усал ĕçсене курманни.

(4) Эпĕ тата çакна куртăм: кирек мĕнле ĕç те, ĕçри кирек мĕнле ăнăçу та çынсем хушшинче кĕвĕçÿ çуратать. Çакă та — харамлăх та çил хăвалани çеç!

(5) Ухмаххи, аллине усса, ÿтне кăшласа ларать.

(6) Лăпкăн ĕçлесе тупнă пĕр ывăç — хĕвĕшсе те çил хăваласа тупнă йĕкĕр ывăçран лайăхрах.

(7) Тимлесе пăхрăм та — çĕр çинче тепĕр харамлăх куртăм:

(8) пĕччен çын, урăх никам та çук; ывăлĕ те, тăванĕ те çук унăн, ĕçĕ-терчĕ вара вĕçĕмсĕр, куçĕ те пуянлăхпа тăрана пĕлмест. «Камшăн ĕçлетĕп-ха, мĕншĕн чунăма канăç памастăп-ха эпĕ?» Çакă та — харамлăх, ырă мар ĕç ку!

(9) Пĕччен пуличчен иккĕн лайăхрах, мĕншĕн тесессĕн вĕсенĕн ĕçĕнче ырă пайта пур:

(10) пĕри ÿксессĕн, теприйĕ хăйĕн юлташне çĕклесе тăратать. Пĕччен çын ÿксессĕн вара, çĕклесе тăратаканĕ çук пулсассăн, хĕн килет ăна.

(11) Иккĕн выртнă чухне те вĕсене ăшăрах; пĕччен çыннăн вара мĕнле ăшăнас-ха?

(12) Кам та пулин пĕр çыннине хĕстерме пуçласассăн, ăна иккĕн парăнмаççех вĕсем: виççĕлле явнă çип те часах татăлмасть.

(13) Чухăн, анчах ăслă яш ача — ăс панине итлеме пĕлмен ватă та ăссăр патшаран лайăхрах;

(14) вăл, хăйĕн патшалăхĕнче чухăнлăхра çуралнă пулин те, тĕрмерен тухса патшана ларĕ.

(15) Эпĕ ĕнтĕ çĕр çинче ун вырăнне ларнă тепĕр яш ачана та, унпа пĕрле çÿрекен пĕтĕм çынна та куртăм.

(16) Ун умĕнче пыракан халăхăн имĕ-сумĕ те çукчĕ, анчах çакă каярах килекеннисене савăнтармĕ. Çакă та — харамлăх та çил хăвалани çеç!

(17) Турă çуртне утнă чухне уруна астуса пыр, итлеме пĕлни ăссăр çынсем парне кÿнинчен лайăхрах: вĕсем ăнланмаççĕ, çавăнпа усал ĕç тăваççĕ.

5

(1) Чĕлхÿпе нумай калама ан васка, чĕрÿ те Турă умĕнчи сăмахне калама ан хыпалантăр; Турă тÿпере, эсĕ вара çĕр çинче, çавăнпа сăмаху нумай ан пултăр.

(2) Çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай пулнине кайран унăн ыйхи мĕнле пулнинчен пĕлнĕ евĕр, ăссăр çынна сăмахĕ нумай пулнăран пĕлсе илетĕн.

(3) Турра сăмах парсассăн, ăна пурăнăçлама ан вăрахла, мĕншĕн тесессĕн Турă ухмахсене кăмăлламасть: мĕн тума асăнтăн — ту.

(4) Сăмах парса ăна пурăнăçламаннинчен — сăмах паманни лайăхрах.

(5) Чĕлхÿ-çăварна хăвăн ÿтне çылăха кĕртме ан пар, [Турă] Ангелĕ умĕнче: «йăнăш пулчĕ ку!» тесе ан кала. Хăвăн сăмахупа Турра ан çиллентер, Вăл санăн аллун ĕçне пĕтерсе ан пăрахтăр.

(6) Нумай тĕлĕкре, нумай сăмахри пекех, кăлăххи нумай; эсĕ вара Турăран хăраса тăр.

(7) Эхер те эсĕ, хăш-хăш çĕрте чухăна хĕсĕрленине тата сутпа тÿрĕлĕхе пăснине курсассăн, çавăнтан ан тĕлĕн, мĕншĕн тесессĕн аслине аслăраххи, вĕсене вара тата аслăраххи асăрхаса тăрать;

(8) çĕршывăн чи чапли вара — çĕршывшăн тăрăшакан патша.

(9) Кĕмĕле юратакан кĕмĕлпе тăранаймĕ; пуянлăха юратаканшăн унран усси çук. Çакă та — харамлăх!

(10) Пурлăх хушăнать те — унпа усă куракансен йышĕ те хушăнать; хуçишĕн мĕн ырри ĕнтĕ çакă: куçĕпе курни çеç мар-и?

(11) Ĕçлекен çыннăн — сахал çисессĕн те, нумай çисессĕн те — ыйхи тутлă; пуян çынна вара ытлашши çини çывăрма памасть.

(12) Çут тĕнчере эпĕ курнă питех те асаплантаракан чир пур: хуçи упракан пуянлăх хуçинех сиен кÿрет.

(13) Çав пуянлăх инкеклĕ самантсенче пĕтет: хуçанăн акă ывăл çуралнă, анчах унăн аллинче ĕнтĕ нимĕн те çук.

(14) Амăш варĕнчен мĕнле çара тухнă, мĕнле килнĕ, вăл кайма та çавăн пекех каять, хăй мĕн ĕçлесе тунинчен аллипе нимĕн те илсе каяймасть.

(15) Йывăр чир ку: çын мĕнле килнĕ, яланлăха та çавăн пекех каять. Ĕçĕ çилпе вĕçсе кайнинчен мĕн усси-ха ăна?

(16) Хăй вара ĕмĕрĕ тăршшĕпех апатне те тĕттĕмре çеç çинĕ, тем тĕрлĕ вĕчĕрхенсе те пăшăрханса, кÿренсе пурăннă.

(17) Акă эпĕ тата ыррине, кăмăллине куртăм: çут тĕнчере çыннăн Турă панă ĕмĕрĕ тăршшĕпех ĕçсе-çисе, хăй тăвакан пур ĕçĕн ырăлăхĕпе киленсе пурăнмалла: ку вăл — унăн шăпи.

(18) Эхер те хăш çынна Турă пуянлăхпа пурлăх панă пулсассăн, вĕсемпе усă курма, хăйĕн пайне илме, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе савăнма ирĕк те панă пулсассăн, ку вăл — Турă панă телей.

(19) Турă унăн чĕрине çапла савăнтарать пулсассăн, этем хăйĕн пурăнас кунĕсем çинчен питех шухăшламĕ.

6

(1) Çĕр çинче эпĕ курнă пĕр усаллăх пур, вăл çынсем хушшинче тăтăшах тĕл пулать:

(2) Турă этеме пуянлăх та, пурлăх та, чап та парать, ăна хăй мĕн кăмăл туни пĕтĕмпех çитсе пырать; анчах Турă ăна çакăнпа усă курма памасть, унпа ют çын усă курать: ку вăл — харамлăх, йывăр чир!

(3) Эхер те пĕр-пĕр çын, çĕр ача çуратса, нумай çул пурăннă пулсассăн, ĕмĕрĕ унăн татах тăсăлса пынă пулсассăн, анчах унăн чунĕ ырăлăхпа киленеймен пулсассăн, ăна тирпейлесе те пытарайман пулсассăн, эпĕ çапла каланă пулăттăм: вилĕ çуралнă ача унран телейлĕрех, тейĕттĕм,

(4) мĕншĕн тесессĕн вăл çĕр çине кăлăхах килсе ĕмĕрлĕх сĕмлĕхе кайнă, унăн ячĕ те сĕмлĕх айне пулнă.

(5) Вăл хĕвеле те курман, пĕлмен: ăна леш çынран канлĕрех.

(6) Лешĕ вара, икĕ пин çул пурăнас пулсассăн та, хăйĕн мулĕпе-ырлăхĕпе киленме пĕлменскер, çав пĕр вырăнах каймасть-и-ха?

(7) Этемĕн пĕтĕм ĕçĕ — хăй хырăмĕшĕн, анчах чунĕ унăн тăранаймасть.

(8) Асли ухмахран мĕн тĕлĕшĕнчен лайăхрах? Пурăнăçра чухăн мĕн тумаллине пĕлет пулин те, ăна çакăнтан мĕн усси?

(9) Чунпа аташса çÿриччен куçпа курни лайăхрах. Çакă та — харамлăх та çил хăвалани çеç!

(10) Çĕр çинче мĕн пуррине ят панă ĕнтĕ, этем мĕнли те паллă, вăл хăйĕнчен вăйлăраххипе тавлашма пултараймасть.

(11) Пушă сăмах нумай: этеме унран мĕн усси?

(12) Этем пурăнăçĕнче — ĕмĕлке пек пурăнса ирттерекен хĕвĕшÿллĕ ĕмĕрĕ тăршшĕнче — уншăн мĕн лайăххине кам пĕлме пултарĕ? Хăй хыççăн çĕр çинче мĕн пулассине этеме кам калĕ?

7

(1) Ырă ят хаклă сĕрĕшрен лайăхрах, вилĕм кунĕ çуралнă кунран лайăхрах.

(2) Ĕçкĕ-çикĕ çуртне çÿриччен — вилнĕ çыншăн хÿхлекенсен килне кайни лайăхрах: пур çыннăн кун-çулĕ те çапла вĕçленет, чĕрĕ çын вара çакна хăй чĕрине илет.

(3) Хуйхă-суйхă кулăран лайăхрах: сăн хурлăхлă чухне чĕре ырăланать.

(4) Ăслисенĕн чĕри — хÿхлев çуртĕнче, ухмахсенĕн чĕри — вăйă-кулă çуртĕнче.

(5) Ухмахсенĕн юррине итличчен — ăсли питленине итлени лайăхрах;

(6) мĕншĕн тесен ухмахсенĕн кулли — хуран айĕнче кÿкен çаппи çатăртатни анчах. Çакă та — харамлăх!

(7) Ыттисене хĕсĕрлесе ăсли ухмаха тухать, чĕрене парне те пăсать.

(8) Ĕçĕн вĕçĕ — пуçламăшĕнчен лайăхрах; тÿсĕмли мăнаçлинчен лайăхрах.

(9) Эсĕ чунупа çилленме ан васка: çилĕ вăл ухмахсенĕн хĕвне йăва çавăрать.

(10) «Иртнĕ кунсем хальхи кунсенчен мĕншĕн лайăхрахчĕ-ши?» тесе ан кала, мĕншĕн тесессĕн çакна эсĕ ăслă пулнăран ыйтмастăн.

(11) Ăслăлăх еткер пекех аван, уйрăмах — хĕвеле куракансемшĕн:

(12) унăн хÿттинче кĕмĕл хÿттинчи пекех; пĕлÿ усси çакă: ăслăлăх пурăнăçа упрать.

(13) Пăх-ха Турă ĕçĕ çине: Вăл кукăр тунине кам тÿрĕ тума пултарайĕ?

(14) Тĕрĕс-тĕкел кунсенче ырăлăхпа усă кур, синкерлĕ кунсенче шухăшла: ăна та, кăна та Турă этем Хăйне хирĕç нимĕн те ан калайтăр тесе тунă.

(15) Хамăн харам кунăмсенче эпĕ пурне те çителĕклех куртăм: тÿрĕ çын тÿрĕ пурăннă чухнех вилет; усал çын усал тусах нумай пурăнать.

(16) Хăвна пĕтерес темесессĕн ытлашши тÿрĕ те, ытлашши ăслă та ан пул.

(17) Вăхăту çитиччен вилес темесессĕн усал ан пул, ăссăр-тăнсăр ан пул.

(18) Пĕрне тытса пыни, тепĕрне те пăрахманни, аллунтан яманни — лайăх: Турăран хăракан пур асапран та хăтăлĕ.

(19) Ăслăлăх ăслă çынна хулара пуç пулса тăракан вунă çынран та вăйлăрах тăвать.

(20) Çĕр çинче çылăха кĕмесĕр ырă туса çеç пурăнакан тÿрĕ çын çук;

(21) çавăнпа ĕнтĕ калакан сăмаха пурне те ан тăнла — хăвна чуру мĕнле хăртнине илтмелле ан пултăр санăн;

(22) чĕрÿ пĕлет — эсĕ хăв та ыттисене сахал мар хурланă.

(23) Çакна эпĕ пĕтĕмпех ăслăлăхпа сăнаса пăхнă; «ăслă пулам» тенĕ; анчах ăслăлăхĕ манран аякра.

(24) Мĕн пулни — аякра, тарăн-тарăн пытаннă: кам пĕлсе çитерĕ ăна?

(25) Ăслăлăхпа ăс-хакăла пĕлес, тĕпчес, тупас тесе, çапла ухмахлăхăн, пĕлменлĕхĕн, ăссăрлăхăн усаллăхне пĕлес тесе чунтан тимлерĕм те —

(26) çакна ăнкарса илтĕм: вилĕмрен те хăрушăраххи — хĕрарăм, мĕншĕн тесессĕн вăл — таната, унăн чĕри — серепе, унăн алли — тăлă; Турă умĕнче ырă ĕç тăвакан унран хăтăлĕ, çылăхли вара ун аллине çакланĕ.

(27) Пĕрин хыççăн тепĕрне сăнаса, эпĕ акă мĕн пĕлтĕм, тенĕ Екклесиаст.

(28) Чунăм тата мĕн шыранăччĕ-ха, эпĕ мĕн тупаймарăм-ха? пинрен пĕр арçынна тупрăм эпĕ, анчах вĕсем хушшинче пĕр хĕрарăм та тупаймарăм.

(29) Ĕнтĕ çакна çеç пĕлтĕм: Турă этеме таса пултарнă, анчах çынсем ытлашши пĕлĕве шырама пуçланă.

8

(1) Япаласенĕн пĕлтерĕшне ăслисĕр пуçне кам лайăхрах ăнланĕ? Çыннăн ăсĕ унăн пит-куçне çутатать, сивĕ сăнĕ те улшăнать.

(2) Патша сăмахне тата Турă умĕнче тупа тунине астусах тăр.

(3) Патша умĕнчен кайма ан васка, тĕлсĕр ĕçе çине тăрсах ан хÿтĕле: вăл мĕн тăвас тенине пĕтĕмпех тума пултарать.

(4) Ăçта патша сăмахĕ, çавăнта унăн ирĕкĕ; «эсĕ мĕн тăватăн?» тесе кам калайĕ ăна?

(5) Ÿкĕте уяса тăракана нимĕнле усаллăх та тивмĕ: ăслă çыннăн чĕри вăхăта та, йĕркене те пĕлет;

(6) мĕншĕн тесессĕн кашни япалан хăйĕн вăхăчĕпе хăйĕн йĕрки пур, этемшĕн вара

(7) мĕн пулассине пĕлменни — пысăк инкек; çакă мĕнле пулассине кам калĕ-ха ăна?

(8) Этем хăй пурăнăçĕн чĕмне хăй хуçа мар, çавăнпа чĕмĕ тухнине вăл мĕнле тытса чарайтăр, унăн вилĕм кунне сирсе яма та ирĕкĕ çук, çак кĕрешÿре нимĕнле çăлăнăç та çук унăн, усал çынна усаллăхĕ хăтараймĕ.

(9) Эпĕ çакна пурне те курнă, çĕр çинче пулса иртекен пур тĕрлĕ ĕçе те чĕремпе тимленĕ. Хăш чухне пĕр çын тепĕр çынна сиен кÿрсе хăй аллинче тытса тăрать.

(10) Эпĕ усал çынсене мĕнле пытарнине куртăм, кайран çынсем сăваплă вырăн патĕнчен каяççĕ, килĕсене саланаççĕ,— хула вара çав усал çынсене манăçа хăварать. Çакă та — харамлăх!

(11) Начар ĕçсемшĕн часах сут пулмасть; çавăнпа этем ывăлĕсем усал тума хăраса тăмаççĕ.

(12) Çылăхлă çын çĕр хутчен усал ĕç тума пултарать, нумайччен пурăнать, анчах пĕлетĕп эпĕ — Турăран хăракана, Ăна хисеплекене ырăлăх пулĕ;

(13) йĕркесĕр, усал çынна вара ырăлăх пулмĕ, Турра хисеплемен çын, ĕмĕлке пек, нумай тытăнса тăраймĕ.

(14) Çĕр çинче çакăн пек харамлăх та пур: тÿрĕ çынсене усал çынсен ĕçĕсене тивĕçли çитсе çапать, усал çынсене таса çынсене тивĕçли лекет. Каларăм вара эпĕ: çакă та — харамлăх! терĕм.

(15) Вара савăнăçа мухтаса илтĕм, мĕншĕн тесессĕн çут тĕнчере çыншăн ĕçсе çиессинчен, савăнса пурăнассинчен лайăхраххи çук: çакă вăл унăн Турă панă çут тĕнчери пурăнăçĕнче, унăн ĕçĕ-хĕлĕнче ĕмĕрĕ тăршшĕпех пулса пырать.

(16) Ăслăлăха ăнланса илес тесе, эпĕ çĕр çинче пулса пыракан ĕçсене — этем кăнтăрла та, çĕрле те çывăрма пĕлмесĕр тăвакан ĕçсене — чĕремпе тимлерĕм те

(17) Туррăн мĕнпур ĕçне куртăм, вара çавна пĕлтĕм: этем çут тĕнчере пулса иртекен ĕçсене пĕлсе çитереймест. Этем темĕн чухлĕ тăрăшса тĕпчесессĕн те çавна пĕлсе çитеймест; эхер пĕр-пĕр ăсчах «эпĕ пĕлетĕп» тесессĕн те, вăл çавна пĕлсе çитереймест.

9

(1) Çакна пурне те чĕремпе тимлесе тĕпчесессĕн пĕлтĕм вара: сăваплисем те, ăслисем те, вĕсенĕн ĕçĕ те — Турă аллинче, этем хăйне малашлăхра мĕн кĕтнине — юрату-и, курайманлăх-и — пачах та пĕлмест.

(2) Пурне те — пĕриех: тÿрĕ çынпа тÿрĕ мар çынна та, ыррипе [усаллине те], тасипе таса маррине те, парне кÿрекеннипе парне кÿменнине те; ырă тăваканнине те, çылăхлине те; тупа тăваканнине те, тупа тума хăраканнине те пĕр шăпа кĕтет.

(3) Çакă ĕнтĕ — çут тĕнчере пурте çапла пулса пыни, пурне те пĕр шăпа кĕтни — пур тĕлĕшпе те япăх. Этем ывăлĕсен чунĕ усаллăхпа тулнă, вĕсен чĕринче, вĕсен пурăнăçĕнче — ăссăрлăх; çавăн хыççăн вара вĕсем вилнисем патне каяççĕ.

(4) Чĕррисем хушшинчи этемĕн ĕмĕчĕ пур-ха, мĕншĕн тесессĕн чĕрĕ йытта та вилнĕ арăсланран лайăхрах.

(5) Чĕррисем хăйсем вилессе пĕлсе тăраççĕ, вилнисем вара нимĕн те пĕлмеççĕ, ĕнтĕ вĕсене урăх нимĕн те тавăрса памаççĕ, вĕсем çинчен манса та кайнă,

(6) вĕсенĕн юратăвĕ те, курайманлăхĕ те, кĕвĕçĕвĕ те çухалнă, текех ĕнтĕ вĕсене çут тĕнчере мĕн пулса пынинчен ĕмĕрне те пай тухмĕ.

(7) Çапла вара хăвăн ĕçÿсене Турă кăмăл курнă чухне çăкăрна хĕпĕртесе çи, эрехне чунна савăнтарса ĕç.

(8) Санăн тумтирÿ кирек хăçан та çутă пултăр, пуçна сĕрнĕ çу ан иксĕлтĕр.

(9) Хăвăн харам пурăнăçунта юратнă арăмупа пурăнса килен, ăна сана Турă çĕр çинчи харам кунусенче пĕрле пурăнма панă: ку вăл — пурăнăçун шăпи, çĕр çинче тăвакан ĕçÿсен шăпи.

(10) Аллу мĕн тума пултарнине пурне те хăвăн вăйна кура ту; ху кайса выртас çăва шăтăкĕнче ĕç те, шухăш та, пĕлÿ те, ăс та çук.

(11) Пăхрăм та çут тĕнчере çакна куртăм: ăмăртса чупнă чухне ăнăçăвĕ — çивĕччисене мар, çĕнтерÿ — паттăррисене мар, çăкăр — ăсчахсене мар, пуянлăх — ăслă-тăнлисене мар, чыс-хисеп — вĕреннисене мар иккен, пурте вăхăтран, ăнсăртран килет.

(12) Этем хăйĕн вăхăтне пĕлеймест. Пулă синкерлĕ сĕрекене лекнĕ пекех, кайăк серепене лексе чăлханса ÿкнĕ пекех, этем ывăлĕсем те хăйсене ăнсăртран килсе çапакан инкеклĕ вăхăтра çакланаççĕ.

(13) Эпĕ тата çут тĕнчере акă мĕнле ăслăлăх куртăм, вăл мана пысăк пĕлтерĕшлĕ пек туйăнчĕ:

(14) акă пысăках мар хула, унта халăхĕ те нумаях мар; ун патне аслă патша çитсе тăнă та, хĕссе хурса, вăйлăн хупăрласа илнĕ;

(15) анчах хулара пĕр ăслă чухăн тупăннă, çав хулана вăл хăйĕн ăслăлăхĕпе çăлса хăварнă; апла пулин те çак чухăн çынна никам та аса илмен.

(16) Эпĕ вара çапла каларăм: ăслăлăх — вăйран лайăхрах, çапах та чухăн çыннăн ăслăлăхне вырăна хумаççĕ, унăн сăмахне итлемеççĕ.

(17) Ăслă çыннăн лăпкăн каланă сăмахне пĕр-пĕр пуçлăх ухмахсем хушшинче кăшкăрашнинчен лайăхрах итлеççĕ.

(18) Ăслăлăх çар кăралĕнчен лайăхрах; анчах та çылăха кĕнĕ пĕр çыннах ыррине нумай пĕтерет.

10

(1) Вилĕ шăна мирă шăратаканăн ырă шăршăллă сĕрĕшне пăсса пăсăк шăршăллă тăвать; хисеплĕ çыннăн чĕптĕм ухмахлăхĕ те унăн ăслăлăхĕпе чысне çавăн пекех пăсса хăварать.

(2) Ăслă çыннăн чĕри — сылтăмалла, ухмах çыннăн чĕри — сулахаялла.

(3) Ухмах çын çулпа çеç утса пырать — вăл ухмах пулнине кирек кам та курать.

(4) Сана çилленнĕ пуçлăх çилли вутла хыпса илтĕр, эсĕ тухса кайма ан васка: йăвашлăх пысăк айăпа та каçарттарать.

(5) Çĕр çинче эпĕ тата тепĕр усаллăх куртăм, ăна хуçаран килекен айăп темелле:

(6) пĕлменлĕхе мала хураççĕ, пуянсем вара кĕçĕне юлаççĕ.

(7) Эпĕ чура пулмалли çынсем утпа çÿренине, аслă улпутсем вара, чура пек, çуран çÿренине куртăм.

(8) Шăтăк алтакан çав шăтăках ÿкет, хÿме çĕмĕрекене çĕлен сăхать.

(9) Вырăнтан вырăна чул куçаракан пилĕкне хуçма пултарать, вутă çуракан вутăранах инкек курма пултарать.

(10) Пуртă мăкалсассăн, ăна хăйраса çивĕчлетмесессĕн, ытларах вăй хума тивет; ăслăлăх вара çавна тÿрлетме пĕлет.

(11) Çĕленĕ тухатичченех сăхнă пулсассăн, ĕнтĕ тухатаканĕ те кирлĕ мар.

(12) Ăслă çын çăварĕнчен тухнă сăмах — тивлетлĕх, ухмах çыннăн çăварĕ вара ăна хăйнех пĕтерет:

(13) вăл калама тытăннă сăмахăн пуçламăшĕ — ухмахлăх, калаçăвĕн вĕçĕ — ăссăрлăх.

(14) Ухмах çын нумай калаçать. Этем мĕн пуласса пĕлмест. Ун хыççăн мĕн пуласса ăна кам пĕлтерĕ?

(15) Ухмах çынна хăйĕн ĕçĕ ĕшентерет, мĕншĕн тесессĕн вăл хула çулне те пĕлмест.

(16) Эй çĕрĕм, патшу тарçăсем хушшинчен тухнă пулсассăн, пуçлăхусем ирех ĕçме-çиме пикенеççĕ пулсассăн, хуйхă çитрĕ ĕнтĕ сана!

(17) Эй çĕрĕм, патшу чыслă ăруран çуралнă пулсассăн, пуçлăхусем иртĕхсе мар, вăй илмелĕх çеç, хăй вăхăтĕнче çеç апатланаççĕ пулсассăн, ырăлăх сана!

(18) Наянлăха пула мачча авăнса анать, алă усăнсассăн, çурта шыв кайма тытăнать.

(19) Ĕçке рехетленме ирттереççĕ, эрех пурăнăçа хаваслăрах тăвать; çакăншăн вара кĕмĕл саплаштарать.

(20) Патшана ăшăнта та ан хурла, пуяна çывăрмалли пÿлĕмÿнте те ан сивле: вĕçен кайăк сан сăмахна урăх çĕре çитерме пултарать, вăл, çунатлăскер, эсĕ мĕн каланине каласа кăтартма пултарать.

11

(1) Çăкăрна шыв тăрăх яр — ăна эсĕ чылай кунран тупатăн.

(2) Хăвăн пайна çичĕ-сакăр çыннах пар: çĕр çинче мĕнле инкек пуласса пĕлместĕн эсĕ.

(3) Çумăр пĕлĕчĕсем тулса çитсессĕн, çĕр çине çумăр çума пуçлĕ; йывăç кăнтăр еннелле е çурçĕр еннелле ÿксессĕн, вăл ÿкнĕ вырăнтах выртса юлĕ.

(4) Çиле сăнаса тăраканĕ акаймĕ; çумăр пĕлĕчĕсем çине пăхаканĕ вырса илаймĕ.

(5) Эсĕ, çил çулĕсене пĕлеймен пекех, йывăрланнă арăм варĕнче шăмăсем мĕнле ÿснине пĕлеймен пекех, пурне те тăвакан Туррăн ĕçне те пĕлеймĕн.

(6) Ирхине вăрлăхна ак, каçхине те аллуна канăçлăх ан пар, мĕншĕн тесессĕн эсĕ пĕри е тепĕри ăнăçлăрах пулассине е иккĕшĕ те пĕр пекех аван пулассине пĕлместĕн.

(7) Çутă хаваслă, хĕвеле курма куçа кăмăллă.

(8) Этем нумай çул пурăнас пулсассăн та ĕмĕрĕ тăршшĕпех савăнса пурăнтăр, анчах хура кунсем нумай пулассине те ан мантăр: мĕн пуласси пĕтĕмпех — харамлăх!

(9) Эй яш ача, çамрăк чухне савăн, чĕрÿ санăн çамрăклăхра савăнăç курса юлтăр, чĕрÿ ăçталла туртать, куçу ăçталла пăхать — çавăнталла кай; анчах пĕлсе тăр: çакăншăн пуриншĕн те Турă сана сут умне тăратĕ.

(10) Хурлăха хăвала чĕрÿ патĕнчен, пăрса яр усаллине ÿтÿ патĕнчен: ачалăхпа çамрăклăх та — харамлăх.

12

(1) Хăвна Пултаракана çамрăклах асăнта тытса тăр: йывăр кунсем çитичченех, хăвах «вĕсен ним ырри те çук!» теес çулсем çитичченех,

(2) хĕвелпе çутă, уйăхпа çăлтăрсем сÿнсе ларичченех, çумăр хыççăн татах çумăр пĕлĕчĕсем капланса тухичченех асăнтан ан кăлар.

(3) Çав кун кил-çурта хураллакансем чĕтрене ерĕç, вăй-халлă арçынсем хутланса анĕç; авăртакансем авăртма пăрахĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем сахалланса юлĕç; кантăкран пăхакансем курми пулĕç;

(4) урама тухса кĕмелли алăксем питĕрĕне-питĕрĕне ларĕç; арман чулĕн сасси илтĕнми пулĕ, этем автан авăтса янă чухнех вăранма пуçлĕ, юрăçă хĕрсем шăпланĕç;

(5) вĕсемшĕн ĕнтĕ сăртсем те хăрушă пулĕç, çулсем сехĕрлентерĕç; миндаль йывăçĕ çеçкене ларĕ, шăрчăк хускалаймĕ, каперс тăкăнса пĕтĕ. Мĕншĕн тесессĕн этем хăйĕн ĕмĕрхи çуртне каять, ĕнтĕ урамра ăна хÿхлекен хĕрарăмсем сырса илме хатĕр;

(6) халлĕхе кĕмĕл сăнчăр татăлман-ха, ылтăн пиçиххи татăлман, çăлкуçĕ патĕнче кăкшăм çĕмĕрĕлсе арканман, пусă шăлтăрми йăтăнса анман.

(7) Çĕртен-тăпраран пулни каллех тăпра пулĕ, чун вара хăйне панă Турă патне таврăнĕ.

(8) Харамран харам, тенĕ Екклесиаст, пĕтĕмпе — харамлăх!

(9) Ăсчах пулнисĕр пуçне Екклесиаст тата халăха вĕрентнĕ. Вăл пурне те сăнанă, тĕпченĕ, нумай ытарлă сăмах хайланă.

(10) Екклесиаст çунатлă каларăшсем тупма тăрăшнă, чăнлăх сăмахĕсене вăл тĕрĕс çырса хăварнă.

(11) Ăсчах çынсен сăмахĕсем — чăпăркка пек, çапса лартнă пăта пек, вĕсене çыраканĕсем пурте пĕр кĕтÿçĕ патĕнчен килнĕ.

(12) Çакăнтан ытлашшийĕнчен вара, ывăлăм, сыхлан: нумай кĕнеке çырас тесессĕн вĕçĕ те пулмĕ, нумай вулани хăвнах ĕшентерет.

(13) Ĕнтĕ пĕтĕм сăмахăн тĕшшине итлесе пĕтерер: Турăран хăра, Унăн ÿкĕчĕсене уяса пурăн: унта этеме кирли йăлтах пур;

(14) пур тĕрлĕ ĕçе те, пур тĕрлĕ вăрттăнлăха та — лайăх-и вăл, начар-и — Турă Хăйĕн сутне илсе çитерет.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Екклесиастăн, e Вĕрентÿçĕн кĕнеки” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.