Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Соломон ытарăшĕсен кĕнеки
1
(1) Соломонăн — Давид ывăлĕн, Израиль патшийĕн — ытарăшĕсем
(2) ăслăлăха, вĕрентсе каланине ăнланма, ăслă-тăнлă сăмаха ăнкарма кирлĕ;
(3) ырă йăла-йĕркене, тÿрĕ сутпа тĕрĕслĕхе, тÿрĕлĕхе хăнăхма кирлĕ;
(4) айваннисене тавçăрулăх, яш ачана пĕлÿ тата вичкĕн ăс пама кирлĕ;
(5) ăсли итлĕ те — пĕлÿлĕхне хушĕ, тăнлă çын та ăслă канаш тупĕ;
(6) ытарлăн каланине, вăлтса калаçнине, ăсчахсен сăмахне, вĕсен юптарăвĕсене ăнланма кирлĕ.
(7) Ăслăлăх пуçламăшĕ — Çÿлхуçаран хăрани; [хăрама пĕлекенсем пурте ăслă-пуçлă çынсем; Турра хисеплени вара — ăнлану пуçламăшĕ;] ăслăлăха, вĕрентсе каланине ухмахсем çеç хурлаççĕ.
(8) Эй ывăлăм, аçу ÿкĕтленине тăнла, аннÿ вĕрентсе каланине ан хирĕçле:
(9) çакă вăл саншăн — хÿхĕм пуçкăшăль, мăю валли — илемлĕ эреш.
(10) Ывăлăм! çылăхлă çынсем сана хăйсем майлă çавăрас тесессĕн — ан килĕш;
(11) вĕсем сана: «атя пирĕнпе, çын вĕлерме пытанса ларăпăр, пĕр айăпсăр çынна сыхласа тăрăпăр» тесессĕн,
(12) «вĕсене, çĕр çăтнă пек, чĕрĕ халлĕн çăтса ярăпăр, çăва шăтăкĕ çăтнă пек, пĕтĕмĕшпе хыпса çăтăпăр;
(13) хаклă йышши тĕрлĕ пурлăх пухăпăр, хамăр кил-çурта тупăш чыхса тултарăпăр;
(14) эсĕ пирĕнпе пĕрле шăпа сиктерĕн, пирĕн пурин те пĕрешкел тÿпе пулĕ» тесессĕн,
(15) ывăлăм! вĕсемпе çула ан тух, уруна вĕсен сукмакĕ çине ан пус:
(16) вĕсенĕн урисем усаллăх енне чупаççĕ, юн юхтарма васкаççĕ.
(17) Вĕçен кайăксем умĕнче серепе карни кăлăхах;
(18) кусем вара хăйсем валли хăйсем шăтăк алтаççĕ, хăйсен чунне сыхласа лараççĕ.
(19) Ют пурлăха хапсăнакансен çулĕсем кирек хăшĕн те çавăн пек: пурлăха парăннă çыннăн пурăнăçне пурлăхах татать.
(20) Ăслăлăх урамра кăшкăрса калать, хулари уçă вырăнсенче сассине хăпартать,
(21) шавлă халăх хушшинче вĕрентет, хула хапхи умĕнче сăмах калать:
(22) «эй тĕттĕм çынсем, хăçанччен тĕттĕмлĕхе юратăр? сĕмсĕрсем хăçанччен сĕмсĕрлĕхпе киленĕç? ухмахсем хăçанччен пĕлĕве кураймасăр пурăнĕç?
(23) Эпĕ питленине ĕненĕр: акă сирĕн çине хамăн сывлăшăма ярăп, сире хамăн сăмахăма пĕлтерĕп.
(24) Эпĕ чĕнтĕм — эсир итлемерĕр; аллăма тăсрăм — тимлекенĕ пулмарĕ;
(25) эсир манăн пур канашăма та хирĕçлерĕр, эпĕ питленине йышăнмарăр.
(26) Халĕ эпĕ эсир пĕтнинчен кулăп; сире сехре хăппи çитсессĕн савăнăп;
(27) сире инкек-синкек çил-тăвăл пек килсе çапсассăн, сирĕн тĕле инкек-синкек çавраçил пек килсе тухсассăн, сире хурлăхпа йывăрлăх çитсессĕн савăнăп эпĕ.
(28) Ун чухне чĕнĕç те мана — эпĕ илтмĕп; мана иртенпех шырама пуçлĕç — тупаймĕç.
(29) Пĕлĕве курайми пулнăшăн, хăйсем валли Турăран хăрассине суйласа илменшĕн,
(30) манăн канаша йышăнманшăн, эпĕ питленине тиркенĕшĕн
(31) вĕсем хăйсен ĕçĕсен çимĕçĕсене тутанĕç, шухăшланă ĕмĕчĕсемпе тăранĕç:
(32) вĕсене айвансен чурăслăхĕ вĕлерĕ, ухмахсен çăмăлттайлăхĕ пĕтерĕ;
(33) мана итлекен вара усалтан хăрамасăр, шанчăклă та лăпкă пурăнĕ».
2
(1) Эй ывăлăм! эсĕ манăн сăмахăма хапăл туса, эпĕ вĕрентсе каланине асăнта тытса
(2) хăлхуна ăслăлăха тимлеме тайсассăн, чĕрÿне шухăшлама вĕрентсессĕн,
(3) пĕлÿшĕн ăнтăлсассăн, ăс-тăна йăлăнсассăн,
(4) ăна кĕмĕле шыранă пек шырасассăн, ăна мул тупнă пек тупсах тăрсассăн
(5) эсĕ Çÿлхуçаран хăрама тытăнăн, Турра пĕлме пуçлăн.
(6) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа ăслăлăх парать; пĕлÿпе ăс-хакăл — Ун сăмахĕнче;
(7) Вăл тÿрĕ çынсем валли çăлăнăç хатĕрлет; Вăл — таса пурăнакансенĕн хулканĕ;
(8) Вăл тÿрĕлĕх çулĕсене сыхлать, Хăйĕн сăваплă çыннисенĕн сукмакне сыхă усрать.
(9) Ун чухне эсĕ чăнлăха, тĕрĕс сута, тÿррĕн каланине, пур ырă çула ăнланăн.
(10) Чĕрÿне ăслăлăх кĕрсессĕн, чунушăн пĕлÿлĕх кăмăллă пулсассăн,
(11) сана ыррипе усаллине уйăрма пĕлни хÿтĕлĕ, сана ăс-хакăлу сыхă усрĕ;
(12) çакă сана усал ĕçсен çулĕнчен, суя суйса калаçакан çынран çăлса хăварĕ,
(13) сĕмлĕх çулĕсемпе çÿремешкĕн тÿрĕ çула пăрахакансенчен,
(14) усал ĕç туса савăнакансенчен, усал асăхпа киленекен çынсенчен —
(15) кукăр çулпа çÿрекенсенчен, хăйсен сукмакĕ çинче аташса çÿрекенсенчен — çăлса хăварĕ;
(16) – (17) сана ăслăлăх урăх çын арăмĕнчен — хăй çамрăклăхĕн тусне пăрахнă, хăй Туррийĕн саккунне маннă, илĕртмелле калаçакан ют арăмран — хăтарĕ.
(18) Ют арăм çурчĕ вилĕм патне илсе çитерет, ют арăм сукмакĕсем вилесем патне илсе тухаççĕ;
(19) ун патне кĕнĕ çын пĕри те каялла таврăнмасть, пурăнăç çулĕ çине те тăмасть.
(20) Çавăнпа ыррисенĕн çулĕпе çÿре, тÿрĕ çынсенĕн сукмакĕнчен ан пăрăн:
(21) çĕр çинче тÿрĕ çынсем пурăнĕç, унта таса чĕреллисем юлĕç;
(22) йĕркесĕр çынсене вара çĕр çинчен пĕтерĕç, шанчăксăррисем тĕппипех кăкланĕç.
3
(1) Эй ывăлăм! эпĕ вĕрентнине ан манăçла, чĕрÿнте эпĕ ÿкĕтлени упрантăр:
(2) çавă сана вăрăм кун-çулпа тăнăçлă пурăнăç парĕ.
(3) Ырăлăхпа тÿрĕлĕх ан пăрахчăр сана: вĕсене мăйна чĕркесе çых, вĕсене хăвăн чĕрÿ тĕпнех çырса хур —
(4) вара Турă умĕнче те, çынсем умĕнче те ырăлăхпа ăшă кăмăллăх тупăн.
(5) Пĕтĕм чун-чĕрÿпе Çÿлхуçана шанса пурăн, хăвăн ăс-тăнна ан шан.
(6) Хăвăн пур çулу çинче те Ăна пĕлме тăрăш, вара Вăл санăн сукмакна тÿрĕ тăвĕ.
(7) Хăвна ху ăсчах вырăнне ан хур; Çÿлхуçаран хăра, усалтан сыхлан:
(8) çакă ÿт-пĕвне сывлăхлă тăвĕ, шăмму-шаккуна вăй хушĕ.
(9) Çÿлхуçана хăвăн пурлăхунтан, малтан илнĕ пур тупăшунтан парне кÿрсе хисепле —
(10) вара санăн кĕлетÿсем туп-тулли тулĕç, юхтаркăчусем çĕнĕ эрехпе тулса тăкăнса ларĕç.
(11) Эй ывăлăм, Çÿлхуçа хаса панине ан хирĕçле, Вăл питленине йывăра ан ил:
(12) Çÿлхуçа кама юратать — çавна хаса парать, Вăл ăна ашшĕ ывăлне кăмăлланă пек кăмăллать.
(13) Ăслăлăха тивĕçнĕ çын, ăс-тăн илнĕ çын телейлĕ:
(14) ăслăлăх тупни кĕмĕл тупнинчен аванрах, унăн тупăшĕ ылтăн паракан тупăшран пысăкрах:
(15) вăл хаклă чулсенчен те хаклăрах; [нимĕнле усаллăх та ăна хирĕç тăраймасть; ун патне çывăхаракансем ăна пурте лайăх пĕлеççĕ,] ху мĕн ĕмĕтленни нимĕн те унпа танлашаймĕ.
(16) Ăслăлăхăн сылтăм аллинче — вăрăм кун-çул, сулахай аллинче — пуянлăхпа чап; [унăн çăварĕнчен тÿрĕлĕх тухать; унăн чĕлхи вĕçĕнче — саккунпа ырăлăх]
(17) унăн çулĕсем — пархатарлă çулсем, унăн пур сукмакĕ те — тăнăçлăх сукмакĕ.
(18) Хăйне тупакансемшĕн вăл — чĕрĕлĕх йывăçĕ, ăна упраса тăракансем телейлĕ!
(19) Çÿлхуçа çĕре ăслăлăхпа пултарнă, ăс вăй-хăвачĕпе тÿпене тĕреклĕ вырăнаçтарнă;
(20) Унăн ăслăлăхĕпе тĕпсĕр авăрсем уçăлаççĕ, пĕлĕтсем сывлăм тумлатаççĕ.
(21) Ывăлăм, çакă санран ан пытантăр, вара чипер ăс-тăнлă пулăн, пулассине ăнкарăн,
(22) санăн чунушăн çакă пурăнăç пулĕ, мăю валли илемлĕ эреш пулĕ.
(23) Вара хăвăн çулупа пĕр хăрамасăр кайăн, уру та такăнмĕ санăн.
(24) Çывăрма выртсассăн — шикленмĕн; çывăрса кайсассăн тĕлĕкÿ те кăмăллă пулĕ.
(25) Кĕтмен инкек-синкекрен, усал çынсем хатĕрленĕ вилĕм-çĕтĕмрен те хăрамăн:
(26) сана Çÿлхуçана шанса тăни пулăшĕ, Вăл санăн уруна серепене çакланма памĕ.
(27) Аллунта çынна пулăшмалăх хевте пур чухне çитменнипе тертленекене ырăлăх тумасăр ан тăр.
(28) Памалли пур чухне тусна: «халĕ каях, тепре кил, ыран парăп» тесе ан кала. [Мĕншĕн тесессĕн эсĕ ыранхи кун мĕнле пуласса пĕлместĕн.]
(29) Хăвна шанса тăракан çывăх çыннуна хирĕç усал шухăш ан тыт.
(30) Хăвна усал туман çынпа сăлтавсăрах ан вăрçăн.
(31) Пусмăрлакан çынна ан ăмсан, унăн пĕр çулне те ан кăмăлла:
(32) Çÿлхуçа аскăнчăк çынран йĕрĕнет, Вăл тÿрĕ çынсемпе хутшăнать.
(33) Çÿлхуçа ылханăвĕ — çылăхлă çын килĕ çинче, тÿрĕ çыннăн кил-çуртне Вăл пиллĕх парать.
(34) Вăл мăшкăлçăсенчен кулать пулсассăн, йăваш кăмăллисене тивлет парать.
(35) Ăслисем мухтава тивĕçĕç, ăссăрсем намăса юлĕç.
4
(1) Эй ачамсем, аçăр ÿкĕтленине итлĕр, ăса вĕренмешкĕн тимлесех тăнлăр:
(2) эпĕ сире ырă пĕлÿ паратăп. Эпĕ вĕрентсе каланине ан манăр.
(3) Эпĕ те аттемĕн ывăлĕ, аннемĕн пĕтĕм чунтан юратнă пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă;
(4) аттем мана вĕрентсе çапла калатчĕ: чĕрÿ манăн сăмахăмсене упратăр; эпĕ ăс панине асра тыт — вара пурăнăн эсĕ.
(5) Ăслăлăха вĕрен, пĕлÿ пух; ан ман çакна, эпĕ каланă сăмахран ан пăрăн.
(6) Ăслăлăха ан пăрах — вăл сана упрасах тăрĕ; юрат ăна — вăл сана сыхă усрĕ.
(7) Чи кирли — ăслăлăх: ăслăлăха вĕрен, мĕнпур пурлăхна парса ăс пуçтар.
(8) Ăслăлăха хаклама пĕл — вăл çĕклентерĕ сана; ун çумне çыпçăнсассăн, вăл сана мухтава кăларĕ;
(9) сана хÿхĕм пуçкăшăль тăхăнтартĕ, сана мухтав çĕлĕкĕ çитерсе парĕ.
(10) Ывăлăм, итле мана, сăмахăма хапăл ту — вара пурăнас кун-çулу вăрăмланĕ.
(11) Эпĕ сана ăслăлăх çулне кăтартатăп, сана тÿрĕ сукмакпа ертсе пыратăп.
(12) Кайма тухсассăн — утту чăлханмĕ, чупнă чухне такăнасси пулмĕ.
(13) Вĕрентсе каланине асрах тыт, ан пăрах, упра ăна: санăн пурăнăçу вăл.
(14) Çылăхлă çынсен сукмакĕ çине ан пус, усал çынсен çулĕпе ан çÿре;
(15) пăрăнса кай, вăл çулпа ан çÿре, пăрăн, айккинчен иртсе кай:
(16) усал ĕç тăваймасан, вĕсем çывăрса та каяймаççĕ; кама та пулин пĕтермесессĕн, вĕсен ыйхи те вĕçет:
(17) вĕсем ĕнтĕ йĕркесĕр ĕç çăкăрне çиеççĕ, çарату эрехне ĕçеççĕ.
(18) Тÿрĕ çынсенĕн сукмакĕ — шуçăм çути пек, кун тулса пынăçемĕн вăл çуталнăçемĕн çуталать.
(19) Йĕркесĕр пурăнакансен çулĕ вара — сĕмлĕх пек: мĕнрен такăнасса хăйсем те пĕлмеççĕ.
(20) Эй ывăлăм, ман сăмахăма тăнла, эпĕ каланине хăлхуна тайса итле;
(21) вĕсем куçу умĕнчен ан кайччăр; вĕсене чĕрÿ варринчех упра:
(22) вĕсем хăйсене тупакансене пурăнăç кÿреççĕ, унăн пĕтĕм ÿт-пĕвне сывлăхлă тăваççĕ.
(23) Пур упрамалли япаларан ытларах чĕрÿне упра, мĕншĕн тесессĕн вăл — пурăнăç çăлкуçĕ.
(24) Чĕлхÿ-çăвару суя ан суйтăр, чĕлхÿ ан чеелентĕр.
(25) Куçу тÿрĕ пăхтăр, куç хăрпăкĕсем те тÿррĕн тĕллесе тăччăр.
(26) Уру пусас сукмак пирки тĕплĕ шухăшла, çулусем санăн пурте шанчăклă пулччăр.
(27) Сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăн; уруна усалтан сыхла:
(28) [сылтăм енчи çулсене Çÿлхуçа асăрхаса тăрать, сулахай енчисем — пăсăлнă çулсем.
(29) Вăл санăн çулусене тÿрĕ тăвĕ, сана канăçлă çÿремелле туса парĕ.]
5
(1)-(2) Эй ывăлăм! ăс-пуçлă пулас тесессĕн, чĕлху-çăвару пĕлĕве упратăр тесессĕн, эпĕ вĕрентсе каланине тăнла, манăн ăс-тăнăм ÿкĕтленине хăлхуна тайса итле. [Йăпăлти арăма ан тăнла:]
(3) ют арăмăн чĕлхи пыл юхтарать, унăн сăмахĕ çуран та çемçерех;
(4) анчах вăл кайран армути пек йÿçĕ, икĕ çивчĕллĕ хĕç пек пулса тухать;
(5) урисем унăн вилĕм патне илсе анаççĕ, ури йĕррисем тамăках çитеççĕ.
(6) Ун пурăнăçĕн çулне-йĕрне пĕлессÿ килсессĕн те пĕлсе çитереймĕн — унăн çулĕсем вылянчăк.
(7) Çапла ĕнтĕ, ачамсем, итлĕр мана, манăн сăмахăма ан манăр.
(8) Хăвăн çулна çав арăмран аякра тыт, унăн алăкĕ патне ан çывăхар:
(9) хăвăн сывлăхна ыттисене, пурăнас кун-çулна асаплантаракана памалла ан пултăр;
(10) санăн вăй-хăватупа юттисем тăранса ан пурăнччăр, санăн ĕçÿ-хĕлÿ ют килшĕн ан пултăр.
(11) Кайран — ÿтÿ, ÿт-пĕвÿ хавшаса çитсессĕн — йынăша-йынăша кулянăн,
(12) ĕнтĕ çапла калăн: «хама вĕрентсе каланине мĕншĕн кураймасăр тăтăм-ши, хама питленине чĕрем мĕншĕн тиркерĕ-ши?
(13) хама вĕрентекенсене мĕншĕн итлемерĕм-ши, хама ăс паракансене тăнлама мĕншĕн хăлхама таймарăм-ши?
(14) ĕнтĕ кĕçех çынсем умĕнче, пĕтĕм халăх хушшинче намăса тухаттăм!» тейĕн.
(15) Хăвăн пуссунтан ĕç, хăвăн çăлун таппинчен ĕçсе тăр.
(16) Санăн шыву урам тăрăх ан юхтăр, урам тăваткăлĕсене ан сарăлтăр;
(17) вăл пĕр санăн çеç пултăр, ăна ыттисемпе пайламалла ан пултăр.
(18)-(19) Санăн çăлкуçу пиллĕхлĕ пултăр; çамрăкла илнĕ арăмупа — ачаш айпăланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурăн: сана кирек хăçан та унăн кăкăрĕ йăпаттăр, яланах унăн юратăвĕпе савăн.
(20) Ывăлăм, мĕншĕн-ха санăн айккинче тупăннă арăма савмалла, мĕншĕн ют арăм кăкăрне çупăрламалла?
(21) Этемĕн çулĕ-йĕрĕ — Çÿлхуçа куçĕ умĕнче, Вăл унăн пур çулне те пĕлет.
(22) Йĕркесĕр çын хăй йĕркесĕрлĕхĕн серепинех çакланать, вăл хăй çылăхĕпех тăлланать:
(23) вăл ăса кĕменнипе вилет, ытла та ăссăр пулнипе пĕтет.
6
(1) Эй ывăлăм! çывăх çыннушăн çăка кĕтĕн пулсассăн, тепĕр çыншăн алă патăн пулсассăн,
(2) эсĕ ĕнтĕ хăвна хăвăн сăмахупа çыхса лартнă, хăвăн сăмахупах тыткăнланнă.
(3) Ывăлăм, эсĕ çапла ту: хăтар хăвна — эсĕ çывăх çыннун аллине çакланнă: кай, ури умне ÿксе тархасла ăна;
(4) куçна хупма памасăр, куç хупанкине тĕлĕрме памасăр тăрăш;
(5) ту качаки алăран вĕçерĕнсе тарнă пек, вĕçен кайăк кайăкçă аллинчен çăлăннă пек хăтăл.
(6) Кахал! кăткă патне кай, вăл мĕнле ĕçленине курса ăслăлан.
(7) Унăн пуçлăхĕ те, ĕçне пăхса тăраканĕ те, хушса тăраканĕ те çук;
(8) анчах вăл çăкăрне çулла хатĕрлесе хăварать, ĕççи вăхăтĕнче çимине янтăлать. [Е пыл хурчĕ патне кай, кур-ха: епле ĕçчен вăл, мĕнлерех ырă ĕç тăвать вăл; сывлăхлă тăмашкăн унăн пылне хура халăх та, патшасем те çиеççĕ; ăна пурте юратаççĕ, мухтаççĕ; унăн вăйĕ çук та, ăсĕ пур.]
(9) Кахал, хăçанччен çывăрса-йăваланса выртăн-ши? хăçан ыйхунтан вăранăн-ши?
(10) Тата кăштах çывăрăн, кăштах тĕлĕрĕн, аллуна лăш ярса, тата кăшт йăваланса выртăн,
(11) вара, иртен-çÿрен пек, сан патна çуклăх килсе çитĕ, вăрă-хурах пек, чухăнлăх çитсе кĕрĕ. [Кахалланса пурăнмасассăн, çăлкуç тапса тухнă пек, тырăçи çитсе тăрĕ; юрлăх санран аякка тарса кайĕ.]
(12) Ултавçă çыннăн, çылăхлă çыннăн чĕлхи-çăварĕнчен суя кайма пĕлмест,
(13) куçне хĕссе илет, урипе тапса систерет, пÿрнисемпе паллă туса кăтартать;
(14) унăн чĕринче ултав: вăл кирек хăçан та усал ĕç тĕвĕлет, хирлешме хĕтĕртет.
(15) Çавăншăн вăл пĕр кĕтмен çĕртен тĕп пулĕ, сасартăках аптăраса ÿкĕ те — сывалаймĕ.
(16) Акă Турă курайманни — улттă, çиччĕмĕшĕ Уншăн — ирсĕрлĕх:
(17) мăнкăмăллă куç, суя чĕлхе, айăпсăр юн юхтаракан алă,
(18) усал шухăш туптаса тăракан чĕре, усал ĕç тума васкаса чупакан ура,
(19) улталакан суя кÿнтелен, тăвансене хирĕçме хĕтĕртекен.
(20) Эй ывăлăм! аçу ăс панине астусах тăр, аннÿ вĕрентнине ан сивле;
(21) вĕсен сăмахне яланлăхах чĕрÿ çумне çыхса хур, вĕсене мăйна чĕркесе çых.
(22) Çÿренĕ чухне вĕсем сана çул кăтартса пырĕç; çывăрма выртсассăн сыхласа тăрĕç; ыйхунтан вăрансассăн санпала калаçĕç:
(23) ÿкĕт вăл — çунакан çурта, пĕлÿ вăл — çутă, вĕрентсе калани, ăс пани — пурăнăç çулĕ;
(24) вĕсем сана юрăхсăр хĕрарăмран, ют арăмăн йăпăлти чĕлхинчен сыхласа хăварĕç.
(25) Чĕрÿпелен унăн илемне ан сăхлан, [куçу ытарайманран серепене лек-мелле ан пултăр,] унăн вылянчăк куç хăрпăкĕ санăн пуçна ан çавăртăр:
(26) аскăн арăма пула татăк çăкăр юлмиччен çука юлаççĕ, ют арăм вара пурăнăçа тĕп тăвать.
(27) Кам та пулин, хĕвне кăвар чиксе, кĕпине çунтармасăр юлма пултарĕ-и?
(28) Кам та пулин, шĕл-кăвар çийĕн утса, урине пĕçертмесĕр юлма пултарĕ-и?
(29) Ют арăм патне чупакана та çавăн пек пулĕ: çав арăма тĕкĕннĕ çын айăпа кĕмесĕр юлмĕ.
(30) Вăрра каçармаççĕ, выçăхнипе чунне тăрантармалăх вăрласассăн та каçармаççĕ;
(31) вăрăпа лексессĕн вара вăл çичĕ хут ытларах тÿлет, килĕнчи пĕтĕм пурлăхне парать.
(32) Хĕрарăмпа аскăнланаканăн ăсĕ çук; çапла тăваканĕ хăйĕн чунне пĕтерет:
(33) патак çийĕ вăл, мăшкăл курĕ, нихăçан сирĕлми намăс айне пулĕ,
(34) мĕншĕн тесессĕн кĕвĕçÿ — упăшка хаярлăхĕ, тавăру кунĕнче хĕрхенмест вăл,
(35) унпа калаçса татăлаймăн — вăл нимĕнле тÿлев те йышăнмасть, темĕн чухлĕ ÿстерсе сĕнсессĕн те çырлахмасть.
7
(1) Эй ывăлăм! манăн сăмахăма астусах тăр, эпĕ вĕрентсе каланине ăшунта тыт. [Ывăлăм! Çÿлхуçана хисепле — вара тĕрекленĕн, Унсăр пуçне урăх никамран та ан хăра.]
(2) Манăн ÿкĕтсене уяса тăр — вара пурăнăн, эпĕ мĕн вĕрентнине куç шăрçине упранă пек упра.
(3) Вĕсене пÿрнÿне тăхăнса çÿре, вĕсене чĕрÿ тĕпнех çырса хур.
(4) Ăслăлăха: «эсĕ манăн тăванăм!» те, ăс-тăнпа та тăванлаш,
(5) çапла эсĕ урăх çын арăмĕнчен, илĕртмелле калаçакан ют арăмран сыхланăн.
6) Пĕррехинче эпĕ хам килĕм чÿречинчен, тимĕр эреш витĕр, пăхса тăраттăм.
(7) акă хайхи, пурăнăç тутине пĕлмен яш ачасем хушшинче ăсĕ кĕрсе çитеймен пĕр çамрăка асăрхарăм,
(8) урам тăваткăлĕ кĕтессинчен тепĕр енне каçрĕ те пĕр аскăн арăмăн çурчĕ енне çул тытрĕ,
(9) каç пулнăччĕ ĕнтĕ, ĕнтрĕк çапнăччĕ, тĕттĕмленсе пыратчĕ.
(10) Акă ĕнтĕ — ăна хирĕç хĕрарăм тухрĕ: аскăнчăк арăм пек тумланнă, чее чĕреллĕскер,
(11) шавлăскер, çăварлăх мĕнне пĕлменскер; урисем унăн килĕнче тăмаççĕ:
(12) вăл е урамра, е урам тăваткăлĕнче, кашни кĕтесрех кĕтсе-сыхласа тăрать.
(13) Çав арăм яш ачана ярса тытрĕ, чуптуса пĕтерчĕ, вăл — кĕççе пит — çапла каларĕ ăна:
(14) «эпĕ канăçлăх парни кÿтĕм: паян эпĕ хам сăмах панине туса çитертĕм;
(15) çавăнпах сана хирĕç тухрăм, шыраса тупас терĕм, акă — тупрăм сана;
(16) выртас вырăнăма вителĕкпе, тĕрлĕ тĕслĕ çивиттипе — Египет таварĕпе — капăрлатрăм;
(17) çывăрмалли пÿлĕме смирна, алоэ тата корица сапса ырă шăршă сартăм;
(18) кĕр ман патăма, мĕн ирччен савăшса киленĕпĕр, тăраниччен юратупа савăнăпăр;
(19) упăшкам килте çук: инçе çула тухса кайнă;
(20) хăйпе пĕр енчĕк кĕмĕл илчĕ; киле уйăх тулнă тĕле таврăнать» терĕ.
(21) Ачаш сăмах кала-кала сăхлантарчĕ вăл яш ачана, çепĕç чĕлхи-çăварĕпе парăнтарчĕ ăна.
(22) Лешĕ вара тÿрех ун хыççăн уттарчĕ, пусма илсе каякан вăкăр (пек, [касмăка лартакан йытă пек,] ухăпа перекен тĕле,
(23) пĕверне çĕмрен шăтарса тухас тĕле лекнĕ пăлан пек, вĕçен кайăк çихăйшĕн вилĕмлĕх карнă серепене ним пĕлмесĕрех чăмнă пек, кайрĕ.
(24) Çапла ĕнтĕ, ачамсем, итлĕр мана, манăн сăмахăма ăша хывăр.
(25) Чĕрÿ аскăн арăмăн çулĕ енне ан сулăнтăр, унăн сукмакĕсемпе аташса ан çÿре:
(26) çав арăм нумайăшне амантса ÿкернĕ, вăйлă çын сене вăл нумайăшне вĕлернĕ:
(27) унăн килĕ – çĕр тĕпне ертсе каякан, вилĕмĕн шалти çуртне илсе анакан çул.
8
(1) Ăслăлăх чĕнет мар-и? ăс-хакăл сасси янăрамасть-и?
(2) Ăслăлăх çÿллĕ вырăна, çул хĕррине, çул юппине пырса тăрать;
(3) вăл хулана кĕнĕ çĕрте, хапха умĕнче, алăк патĕнче ÿкĕтлет:
(4) «эй çынсем, эпĕ сире чĕнсе калатăп, сассăм этем ывăлĕсене ÿкĕтлет!
(5) Ăссăрсем, ырă ăса вĕренĕр, айваннисем, эсир те ăса кĕрĕр.
(6) Итлĕр: эпĕ чи кирлине пĕлтерĕп, манăн чĕлхе-çăварăм калани пур те тĕрĕс:
(7) чĕлхем чăннине калать, манăн чĕлхе-çăварăмшăн усаллăх — ирсĕр;
(8) манăн пур сăмахăм та тĕрĕс; унта ултавлăх та, чеелĕх те çук;
(9) ăслă-тăнлă çыншăн вĕсем пурте уçăмлă, пĕлÿ шыракансемшĕн — тĕрĕс.
(10) Кĕмĕле мар, эпĕ ÿкĕтленине хапăл тăвăр; пĕлÿ таса ылтăнран та хаклăрах:
(11) ăслăлăх ахахран та лайăхрах; мĕн ĕмĕтленни нимĕн те унпа танлашаймасть.
(12) Манпа, ăслăлăхпа, пĕрле — ăс-хакăл, эпĕ шухăшлакан-шухăшлаттаракан пĕлÿ шыратăп.
(13) Çÿлхуçаран хăрани вăл — усала курайманни; эпĕ мăнкăмăллăхпа мăнаçлăха, усал çула, ултавлă чĕлхе-çăвара кураймастăп.
(14) Манра — канаш, манра — тÿрĕлĕх; эпĕ — ăс-хакăл, манра — хăват.
(15) Эпĕ ертсе пынипе патшасем патшара лараççĕ, аслă пуçлăхсем
тÿрĕлĕхе саккуна кĕртсе пыраççĕ;
(16) эпĕ ертсе пынипе çулпуçсем, улпутсем, çĕр çинчи тÿресем пурте пуç пулаççĕ.
(17) Кам мана юратать — эпĕ те ăна юрататăп, кам мана шырать — çавă мана тупать;
(18) манра — пуянлăхпа мухтав, иксĕлми мулпа тÿрĕлĕх те — манра;
(19) манăн çимĕçĕм ылтăнран та, чи таса ылтăнран та, лайăхрах, эпĕ — тасатнă кĕмĕлтен те хаклăрах.
(20) Эпĕ тÿрĕлĕх çулĕпе, тĕрĕс сут сукмакĕпе çÿретĕп:
(21) çапла эпĕ хама юратакансене пысăк ырăлăх парнелетĕп, вĕсен пÿлмине тултаратăп. [Кунсерен пулаканнине пĕлтернĕ чухне эпĕ ĕмĕртен малтан мĕн пулнине те манмастăп.]
(22) Эпĕ Çÿлхуçа çулĕн пуçламăшĕнчех, Вăл мĕн пуррине пултаричченех, мĕн авалтанах, пулнă;
(23) эпĕ ĕмĕртен малтанах, пуçламăшĕнчех, çĕре пултаричченех, пулнă.
(24) Эпĕ тĕпсĕр шывсем пуличченех, тулăх çăлкуçĕсем пуличченех çуралнă.
(25) Эпĕ тусене лартичченех, сăртсенчен маларах çуралнă,
(26) ун чухне Çÿлхуçа çĕре те, уй-хире те, тĕнченĕн пуçламăш тусан пĕрчине те пултарманччĕ.
(27) Вăл тÿпене йĕркеленĕ чухне те эпĕ унта пулнă. Вăл тĕпсĕр шыв çийĕн йĕр туса çаврăннă чухнех,
(28) çÿлте пĕлĕтсене вырăнаçтарнă чухнех, тĕпсĕр шывсен çăл таппийĕсене тĕреклĕлетсе лартнă чухнех,
(29) шывсем сарăлса ан кайччăр тесе тинĕс валли чиккисене палăртнă чухнех, çĕрĕн никĕсне хывнă чухнех пулнă:
(30) çавăн чухне эпĕ Ун çумĕнчи ÿнерçĕ пулнă, куллен-кунхи савăнăç пулнă, Ун умĕнче вĕçĕмсĕр хавасланса тăнă,
(31) Унăн пĕтĕм çĕрĕ умĕнче савăннă, этем ывăлĕсемпе хĕпĕртенĕ.
(32) Çапла ĕнтĕ, ачамсем, итлĕр мана; манăн çула уяса тăракансем телейлĕ!
(33) Вĕрентсе каланине тăнлăр, ăслă пулăр, çавăнтан ан чакăр.
(34) Кунĕн-çĕрĕн ман хапха умĕнче тăрса, ман алăк умĕнче хуралласах тăрса мана итлекен çын — телейлĕ!
(35) Мĕншĕн тесессĕн мана тупаканĕ пурăнăç тупнă, вăл Çÿлхуçа тивлетне тивĕçлĕ пулĕ;
(36) мана хирĕç тăрса çылăха кĕрекенĕ хăйĕн чунне сиен кÿрĕ: мана курайманнисем пурте вилĕме юратаççĕ».
9
(1) Ăслăлăх хăйне валли çурт лартнă, унăн çичĕ юпине чутласа якатнă,
(2) парне выльăхĕ пуснă, эрехне шĕветнĕ, сĕтел çине хатĕрленĕ;
(3) вара тарçисене хула тÿпемĕсенчен халăха çапла йыхравлама янă:
(4) «айваннисем, кунталла çаврăнăр!» Катăк ăслине вăл çапла каланă:
(5) «килĕр, манăн çăкăрăма çийĕр, шывпа шĕветнĕ эрехĕме ĕçĕр;
(6) ăссăрлăха пăрахăр та — пурăнăр, ăс-тăн çулĕпе çÿрĕр!»
(7) Сĕмсĕр çынна ăс парăн — мăшкăла юлăн, усал çынна ÿпкелĕн — намăс курăн.
(8) Сĕмсĕр çынна ан питле: вăл сана курайми пулĕ; ăс пуррине питле — çавăншăн юратĕ вăл сана;
(9) ăслине ÿкĕтле, вара вăл тата ăслăрах пулĕ; тÿрĕ çынна вĕрент, вара вăл тата пĕлÿ хушĕ.
(10) Çÿлхуçаран хăрани — ăслăлăх пуçламăшĕ вăл, Святоя ăнланни — ăс-хакăл:
(11) ман урлă санăн пурăнас куну хушăнĕ, пурăнас ĕмĕрÿ вăрăм килĕ.
(12) [Ывăлăм!] эсĕ ăслă пулсассăн, хăвăншăн [тата хăвăн çывăх çыннусемшĕн] ăслă; кăра пулсассăн вара — тÿсмеллине пĕчченех тÿсĕн. [Кам суяна хăнăхать, çавă çил кĕтсе çÿрет, çавă вĕçекен кайăксем хыççăн хăвалать: вăл ĕнтĕ хăйĕн иçĕм пахчине çÿрес çула пăрахнă, хăйĕн хирĕнчи сукмаксемпе аташса çÿрет; типĕ пуш-хир урлă, шывсăр хăрăнма пÿрнĕ çĕр урлă иртет; аллипе çук çимĕçе пуçтарать.]
(13) Ăссăр-тăнсăр шапăлкка хĕрарăм, айванскер, нимĕн те пĕлменскер,
(14) хула тÿпемне, хăй килĕн алăкĕ умне пукан çине тухса ларать те
(15) çулпа иртсе пыракансене, хăйсен çулĕнчен пăрăнмасăр пыракансене, чĕне пуçлать:
(16) «айваннисем, кунталла çаврăнăр!» тет, катăк ăслине вара çапла калать:
(17) «вăрланă шыв пылакрах, пытарса хăварнă çăкăр тутлăрах» тет.
(18) Ăна итлекенĕ хăйне вилесем патне чĕннине, унччен чĕннĕ хăнисем тамăк тĕпне кайнине пĕлмест те. [Эсĕ тÿрех айккинелле сиксе ÿк, вырăнта ан тăр, ун çине ан пăх: çапла эсĕ ют шыв урлă каçса кайăн. Нумай пурăнас тесессĕн, ĕмĕрÿ вăрăм килтĕр тесессĕн, ют шывран аяккалла пăрăн, ют çăлкуçĕнчен ан ĕç.]
10
(1) Соломон ытарăшĕсем. Ăслă ывăл ашшĕне савăнтарать, ăссăр ывăл вара амăшне кулянтарать.
(2) Усал ĕçпе пухнă мул усă кÿмест, тÿрĕлĕх вара вилĕмрен хăтарать.
(3) Тÿрĕ çын чунне Çÿлхуçа выçăпа асапланма памĕ, усал та хапкăн çынна вара нимĕнсĕр хăварĕ.
(4) Юлхав алă çука кăларать, ĕçченĕн алли пуйтарать.
(5) Çу кунĕсенче янтăласа хуракан — ăслă ывăл, ĕççи вăхăтĕнче çывăракан — тăрлавсăр ывăл.
(6) Тÿрĕ çын пуçĕ çинче — пиллĕх, саккуна уяман çынсен чĕлхи-çăварĕнче — усаллăх.
(7) Тÿрĕ çыннăн ятне ырласа асăнĕç, усал çынсенĕн ячĕ те йĕрĕнтерĕ.
(8) Ăслă чĕрелли ÿкĕтсене хапăл тăвать, ухмаха чĕлхи-çăварĕ такăнтарать.
(9) Тÿрĕ çулпа çÿрекен шанчăклă çÿрет; çулне пăтраштаракана хаса çитет.
(10) Куçне чеен хĕскелекен тарăхтарать, ухмаха чĕлхи-çăварĕ такăнтарать.
(11) Тÿрĕ çыннăн чĕлхи-çăварĕ — пурăнăç çăлкуçĕ, саккуна уяман çынсен чĕлхи-çăварĕнче — усаллăх.
(12) Курайманлăх вăрçтарса ярать, юрату вара пур çылăха та каçарать.
(13) Ăслин чĕлхи-çăварĕнче ăслăлăх тăрать, ăссăррин çурăмĕ çинче чĕрĕ хулă вылять.
(14) Ăслисем пĕлÿ упраççĕ, ăссăррине чĕлхи-çăварĕ инкек патне çитерет.
(15) Пуяншăн мул вăл — тĕреклĕ хула пек, чухăншăн çуклăх — кĕлленнĕ вырăн пек.
(16) Тÿрĕ çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ — пурăнăç валли, усал çыннăн ăнăçĕ — çылăх валли.
(17) Вĕрентнине астуса тăракан — пурăнăç çулĕ çинче; питленине сивлекен аташса çÿрет.
(18) Курайманлăхне пытараканăн чĕлхи ултавлă; элек сарса çÿрекен — ăссăр.
(19) Нумай сăмахланă чухне çылăхран иртейместĕн, чĕлхине чарма пĕлекен — ăслă-тăнлă.
(20) Тÿрĕ çын чĕлхи — таса кĕмĕл, усал çын чĕри вара — ниме те тăмасть.
(21) Тÿрĕ çын чĕлхи нумайăшне сыхă усрать, ухмаххисем вара ăсĕ çитменнипе пĕтеççĕ.
(22) Çÿлхуçа пиллĕхĕ пуянлатать, унпа эсĕ хурлăх мĕнне пĕлмĕн.
(23) Ухмах çынна усал ĕç савăнтарать, ăслă çынна ăслăлăх савăнтарать.
(24) Усал çын мĕнрен хăрать, çавă çитет те ăна, тÿрĕ çынсенĕн ĕмĕчĕ вара пурăнăçа кĕрет.
(25) Çил-тăвăл иртет те — усал çын çук та; тÿрĕ çынсем — ĕмĕрлĕх никĕс çинче.
(26) Юлхав çынна ĕç хушса янă çыншăн çакă — çăварти йÿçек пек, куçа çиекен тĕтĕм пек.
(27) Çÿлхуçаран хăракан кун-çулне тăсать, çылăхлисен вара ĕмĕрĕ кĕскелет.
(28) Тÿрĕ çынсене савăнăç кĕтет, усал çынсенĕн ĕмĕчĕ сÿнет.
(29) Айăпсăр çыншăн Çÿлхуçа çулĕ — хÿтлĕх, усал ĕç тăвакансемшĕн вăл — сехре хăппи.
(30) Тÿрĕ çын ĕмĕрне те хавшаса ÿкмĕ, çылăхлисем вара çĕр çинче пурăнса кураймĕç.
(31) Тÿрĕ çын чĕлхи-çăварĕнчен ăслăлăх сарăлать, усал чĕлхене — касса пăрахĕç.
(32) Тÿрĕ çыннăн чĕлхи-çăварĕ мĕн ыррине пĕлет, усал çыннăн чĕлхи-çăварĕнчен пăсăк сăмах çеç тухать.
11
(1) Тĕрĕс мар виçе — Çÿлхуçа умĕнче ирсĕрлĕх, Ăна виçе пуканĕ тĕрĕс пулни кăмăллă.
(2) Мăнаçлăх килсессĕн намăса юласси те çитет, йăвашшисемпе пĕрле — ăслăлăх. [Тÿрĕ çын вилсессĕн — хурланаççĕ; усал çын вилсессĕн — юнашарах савăнăç тăрать.]
(3) Тÿрĕ чунлисене хăйсен айăпсăрлăхĕ ертсе пырĕ, ултавлă çынсене хăйсен чеелĕхĕ пĕтерĕ.
(4) Çилĕ кунĕнче пуянлăх пулăшаймĕ, тÿрĕлĕх вара вилĕмрен çăлса хăварĕ.
(5) Айăпсăр çыннăн тÿрĕлĕхĕ унăн çулне такăрлать, усал çын хăйĕн усаллăхне пула пĕтет.
(6) Тÿрĕ чунлисене хăйсен тÿрĕлĕхĕ çăлса хăварĕ, саккуна уяманнисем хăйсен саккунсăр ĕçĕсен серепинех çакланĕç.
(7) Усал çынпа пĕрле унăн ĕмĕчĕ те пĕтет, саккуна уяманнисен шанчăкĕ те тĕп пулать.
(8) Тÿрĕ çын инкекрен хăтăлать, ун вырăнне инкеке усал çын лекет.
(9) Чĕлхи-çăварĕпе ултавçă хăйĕн çывăх çыннине пĕтерет, тÿрĕ çынсем вара пурне те витĕр курса тăнипе çăлăнаççĕ.
(10) Тÿрĕ çынсем ырă курса пурăннă чухне хула савăнать, усал çынсем пĕтсессĕн — питех те хĕпĕр-тет.
(11) Тÿрĕ çынсен пилĕпе хула çĕкленет, усал çынсен чĕлхи-çăварĕпе — арканать.
(12) Ăсĕ çитменни хăйĕн çывăх çыннине хурлать; ăслă-тăнлă çын шарламасть.
(13) Сăмах сарса çÿрекен вăрттăнлăха уçса парать; шанчăклă çын пĕр сăмах та кăлармасть.
(14) Ăс паракан çук чухне халăх тăкăнать, канаш паракан çителĕклĕ чухне вăл çăлăнса юлать.
(15) Ют çыншăн çăка кĕрекен — инкеке кĕрекен; çăка кĕнине сивлекен — шанчăклă пурăнакан.
(16) Ырă шухăш-кăмăллă арăм [упăшкине] чыс кÿрет, [тÿрĕлĕхе курайман арăм вара — чĕр мăшкăл. Юлхавсем чухăн пулаççĕ,] ĕçченнисен пуянлăхĕ ÿсет.
(17) Хĕрхенекен кăмăллă çын хăйĕн чунне ырăлăх кÿрет, хытă чĕрелли вара хăйне инкек кăтартать.
(18) Усал çын шанчăксăр ĕç тăвать, тÿрĕлĕх акакана вара шанчăклă парне тивĕçет.
(19) Тÿрĕлĕх вăл — пурăнăç, усал хыççăн каякан вара хăйĕн вилĕмне хирĕç васкать.
(20) Чее чĕреллĕ çынсенчен Çÿлхуçа йĕрĕнет, Вăл айăпсăр çулпа çÿрекене кăмăллать.
(21) Шансах тăр: айăплă çын тÿрре тухаймĕ; тÿрĕ çынсен вăрлăхĕ вара çăлăнса юлĕ.
(22) Ăссăр хĕрарăм илемĕ — сысна сăмсине тирнĕ ылтăн çĕрĕ.
(23) Тÿрĕ çынсен ĕмĕчĕ — ырă тăвасси, усал çынсен шухăшĕ — çиллипе тăвăнасси.
(24) Хăш çын ытлашшипех парать — унăн пурпĕр хушăнсах тăрать; тепĕри майĕ çук перекетлĕ — хăй чухăнлансах пырать.
(25) Ыттисене пулăшакан чуна ырлăх-пурлăх çитĕ, ыттисене ĕçтерекене хăйне те ĕçтерĕç.
(26) Тырра пытарса хăваракана халăх ылханать; тырă сутаканăн пуçĕ çинче — пиллĕх.
(27) Çынна ырă тума тăрăшакана хăйне те ырă сунаççĕ; усаллăха шыракана вара хăйĕн усаллăхĕ çитет.
(28) Хăйĕн пуянлăхне шанакан — ÿкет; тÿрĕ çынсем вара, çулçă пек, ешерĕç.
(29) Хăйĕн çуртне салатаканăн еткерлĕхĕ — çил, ухмаххи ăслă çыннăн чури пулĕ.
(30) Тÿрĕ çын çимĕçĕ — пурăнăç йывăçĕ, ăслă çын чунсене хăй майлă çавăрать.
(31) Тÿрĕ çын хăйне тивĕçлине çĕр çинчех курать пулсассăн, усал çынпа çылăхлă çынна тавăрасси паллах ĕнтĕ.
12
(1) Кам ăса вĕрентнине юратать, çавă пĕлĕве юратать; кам питленине кураймасть, çавă ăссăр çын.
(2) Ырă çын Çÿлхуçана кăмăллă пулать, ултавлă çынна Вăл айăпа хăварать.
(3) Саккуна уяман çын тытăнса тăраймĕ; тÿрĕ çынсенĕн тымарĕ вара хускалмасть.
(4) Ырă арăм — упăшкишĕн пуçкăшăль; намăссăр арăм — упăшки шăмминчи çĕрĕк пек.
(5) Тÿрĕ çынсенĕн ĕмĕчĕ-шухăшĕ — тÿрĕлĕх, усал çынсенĕн тĕллевĕ — хаяр чеелĕх.
(6) Усал çынсен сăмахĕсем — юн тăкма пытанса ларниех, тÿрĕ çынсенĕн сăма-хĕсем — çăлакан сăмахсем.
(7) Йĕркесĕр çынна инкек тĕкĕнтĕр-ха — вăл çук та, тÿрĕ çын çурчĕ вара унчченхи пекех ла-рать.
(8) Çынна ăсне кура мухтаççĕ, чĕрипе пăсăлнă çынран йĕрĕнеççĕ.
(9) Хăйне чапа хуракан, анчах выçă ларакан çынран хăй ĕçĕпе тăранса пурăнакан ахаль çын лайăхрах.
(10) Тÿрĕ çын хăй выльăх-чĕрлĕхне те хĕрхенет, усал çын вара — хытă чĕреллĕ.
(11) Хăй çĕрне ĕçлесе тăракан тутă пулать; ĕçсĕр çынсем хыççăн каякан — ăсран тайлăк. [Эрех ĕçсе вăхăта ирттерекен — хăй килне чыссăра кăларакан.]
(12) Усал çын усаллăх серепине çаклатма ĕмĕтленет; тÿрĕ çынсен тымарĕ вара хунав ярать.
(13) Усал çын хăй чĕлхин çылăхĕпех чăлханса ÿкет; тÿрĕ çын вара инкекрен хăтăлать. [Йăваш куçпа пăхакана каçарĕç, хапха анинче тĕл пулакан вара чунсене хурлантарать.]
(14) Этем ырă сăмахсен çимĕçĕпе тăранать, çынна ĕçне кура тавăрса парĕç.
(15) Ăссăр çын хăй çулне тÿрĕ тесе шутлать; канаш панине тимлекен çын — ăслă çын.
(16) Ăссăр çыннăн çилли çийĕнчех курăнать, ăслă-тăнлă çын хăй кÿреннине палăртмасть.
(17) Хăй пĕлнине калакан тÿррине калать; суя кÿнтелен сăмахĕ — ултавлă.
(18) Чараксăр чĕлхеллĕ çын хĕçпе каснă пек амантать, ăслă çыннăн чĕлхи — сиплет.
(19) Тĕрĕс сăмах — ĕмĕрлĕхе, суя сăмах — самантлăх.
(20) Усал шухăшлă çынсен чĕринче — ултавлăх, тăнăçлăх кÿрекен çынсенĕн чĕринче — савăнăç.
(21) Тÿрĕ çынна нимĕнле усал та пулмĕ, йĕркесĕр çынсенче — туп-тулли усаллăх.
(22) Çÿлхуçа ултавлă чĕлхе-çăвартан йĕрĕнет, Вăл тÿррине калакана кăмăллать.
(23) Чипер ăс-пуçлă çын хăй пĕлнине пытарать, ухмаххисен чĕри хăй ухмахлăхне кăтартать.
(24) Тимлесе ĕçлекенĕн алли хуçа пулĕ, кахал алли чуралăха лекĕ.
(25) Чĕри тĕлкĕшни этеме хавшатать, ырă сăмах вара — савăнтарать.
(26) Тÿрĕ çын хăйĕн çывăх çыннине çул кăтартать, усал çынсен çулĕ ăна аташтарса ярать.
(27) Кахал тупăш кураймĕ; ĕçчен çын вара ытлă-çитлĕ пурăнать.
(28) Тÿрĕлĕх çулĕ çинче — пурăнăç, унăн сукмакĕ çинче вилĕм çук.
13
(1) Ăслă ывăл ашшĕ вĕрентсе каланине итлет, чăрсăрри вара питленине итлемест.
(2) Ырă сăмах калакан ырринех тутанать, саккуна пăхăнман çынсенĕн чунĕнче вара — усаллăх.
(3) Чĕлхине ирĕке яман çын хăйĕн чунне упрать; карма çăварсене инкек кĕтет.
(4) Наян çын чунĕ ĕмĕтленет те — анчах усăсăр; ĕçчен çыннăн чунĕ — тăранĕ.
(5) Тÿрĕ çын суя сăмаха кураймасть, усал çын вара хăйнех намăса хăварать, хăйнех хисепрен кăларать.
(6) Айăпсăр çынна çул çинче тÿрĕлĕх сыхлать, çылăхлă çынна йĕркесĕрлĕхĕ пĕтерет.
(7) Хăш этем хăйне пуян пек тытать — хăйĕн нимĕн те çук; тепĕри хăйне чухăн пек тытать — хăйĕн темĕн чухлĕ пуянлăх.
(8) Пуянлăхĕпе этем хăйĕн пурăнăçне тÿлесе илет, чухăн вара хăратнине те илтмест.
(9) Тÿрĕ çынсенĕн çути хавассăн çунать, йĕркесĕр çынсенĕн çути сÿнсе ларать. [Ултавлă чунсем çылăх хушшинче аташса çÿреççĕ, тÿрĕ чунлисем çыншăн пăшăрханаççĕ, хĕрхенеççĕ.]
(10) Мăнкăмăллăх хирĕçÿ кăларать; пĕр-пĕринпе канашлакансем хушшинче вара — ăслăлăх.
(11) Çăмăлттайлăха пула пуянлăх иксĕлет, ĕçĕпе пухса пыраканни ăна ÿстерет.
(12) Вăрахчен пурăнăçланман ĕмĕт чуна эрлентерет, тулли ĕмĕт вара — чĕрĕлĕх йывăççи пек.
(13) Сăмаха вырăна хуман çын хăйне сиен кÿрет; ÿкĕтрен хăраса тăракана сăвап пулать.
(14) [Ултавçă ывăлĕн нимĕн ырри те çук, ăслă чуран вара ĕçĕ ăнса пырать, унăн çулĕ те тÿрĕ.]
(15) Ăслă çын вĕрентĕвĕ — пурăнăç çăлкуçĕ, вăл вилĕм серепинчен хăтарать.
(16) Ырă ăс-хакăл ыттисемшĕн те кăмăллă, йĕркесĕр çынсенĕн çулĕ — хаяр.
(17) Кирек хăш ăслă-тăнлă çын та ĕçе пĕлсе тăвать, ухмаххи вара хăй ухмаххине кăтартать.
(18) Начар элчĕ инкеке лекет, шанчăкли вара çăлăнăç кÿрет.
(19) Вĕрентнине йышăнман çын çука тухать, намăс курать, ăс панине тимлекен хисепе кĕрет.
(20) Ĕмĕт тулни чуна кăмăллă; ухмахсем вара усалтан пăрăннине тÿсме пултараймаççĕ.
(21) Ăслă çынпа хутшăнакан ăслă пулать; ухмахпа туслашакан пăрахăçа тухать.
(22) Çылăхлă çынсем хыççăн инкек-синкек çÿрет, тÿрĕ çынсене вара ырăпа тавăраççĕ.
(23) Ырă çын мăнукĕсем валли те еткер хăварать, çылăхлин пуянлăхĕ тÿрĕ çын валли сыхланса юлать.
(24) Тулăх тырпул чухăнсен хирĕнче те пулать; анчах ăна йĕрке çукки пĕтерет.
(25) Чĕрĕ хулла хĕрхенекен хăйĕн ывăлне хĕрхенмест; ывăлне юратакан вара ăна ачаранпах тăна кĕртсе тăрать.
(26) Тÿрĕ çын тăраниччен çиет, йĕркерен тухнисенĕн вара хырăмĕ пушă.
14
(1) Ăслă арăм кил тытса тăрать, ухмаххи ăна хăй аллипех салатать.
(2) Тÿрĕ çулпа çÿрекенни Çÿлхуçаран хăрать; кукăр çулпа çÿрекенни Ăна уямасть.
(3) Ăссăрăн чĕлхи — мăнкăмăллăх саламачĕ; ăслисен чĕлхи-çăварĕ хăйсенех сыхлать.
(4) Вăкăр çук пулсассăн, пÿлме пушă; пысăк тупăш вăкăр вăйĕнчен килет.
(5) Тÿрĕ кÿнтелен улталамасть, суя кÿнтелен суеçтерсе тултарать.
(6) Аскăн этем ăслăлăх шырать те — тупаймасть; ăнкаруллă çын вара çăмăллăнах вĕренет.
(7) Ухмах çынран пăрăн — эсĕ унран ăслă-тăнлă сăмах илтеймĕн.
(8) Ăслă-тăнлă çыннăн ăслăлăхĕ — хăйĕн çулне пĕлсе тăни, тăнсăр çынсен ухмахлăхĕ вара — аташса çÿрени.
(9) Ăссăрсем çылăх парнинчен кулаççĕ, тÿрĕ çынсене вара Çÿлхуçа кăмăллать.
(10) Этем хуйхине унăн чĕри çеç пĕлет, унăн савăнăçне те ютти хутшăнаймасть. (11) Йĕркесĕр çынсенĕн çурчĕ саланать, тÿрĕ çынсенĕн килĕ-çурчĕ пуянлансах пырать.
(12) Çынна тÿрĕ пек туйăнакан çулсем пур; анчах та вĕсенĕн вĕçĕ — вилĕм çулĕ.
(13) Тепĕр чухне савăннă хушăрах чĕре ыратать, савăнăç хурлăхпа вĕçленет.
(14) Пăсăк чунлă çын хăй çулĕ мĕн кÿнипе, ырă чунли хăй çулĕ мĕн кÿнипе тăранĕ.
(15) Ăссăрри кирек епле сăмаха та ĕненет, ăслă-тăнли вара хăйĕн çулне тимлĕн сăнаса тăрать.
(16) Ăслă çын хăрать, усалтан пăрăнать, ухмаххи вĕчĕхет, хăйне анчах шанать.
(17) Авăк çын ухмахла ĕç тума пултарать; юриех усал тăвакана курайми пулĕç.
(18) Айваннисем еткерлĕхе ухмахлăх илеç-çĕ, ăслă-тăнлисем пĕлĕвĕпе мухтава тухаççĕ.
(19) Усаллисем ыррисем умĕнче, тÿрĕ маррисем тÿрĕ çын хапхи умĕнче пуç тайĕç.
(20) Чухăнран çывăх çыннисем те ютшăнаççĕ, пуянăн вара — темĕн чухлĕ тус.
(21) Хăйĕн çывăх çыннинчен йĕрĕнекен çын çылăха кĕрет; чухăна хĕрхенекене вара сăвап пулать.
(22) Аташса çÿрекенсем усал тăваççĕ, ырă çынсем вара ырă тăваççĕ, тÿрĕ пурăнаççĕ. [Усал тăвакансем ырăлăхпа тÿрĕлĕхе ăнланмаççĕ.]
(23) Кирек епле ĕçĕн те тупăшĕ пур, пушă сăмах çапни вара сиен çеç кÿрет.
(24) Ăслисен мухтавĕ — вĕсен пуянлăхĕ, ухмаххисен пурлăхĕ — ухмахлăх.
(25) Тÿрĕ кÿнтелен чунсене çăлать, суя кÿнтелен суйса тултарать.
(26) Çÿлхуçаран хăрани — шанчăклă хÿтлĕх, Вăл сана та, санăн ывăлусене те хунтăлать.
(27) Çÿлхуçаран хăрани — пурăнăç çăлкуçĕ, Вăл вилĕм серепинчен хăтарать.
(28) Патшанăн чапĕ — халăхĕ йышлă пулни, халăхĕ сахал пулни — патшанăн инкекĕ.
(29) Чăтăмлă çыннăн ăсĕ-тăнĕ пысăк, вĕчĕхекен çын вара хăйĕн ăссăрлăхне кăтартать.
(30) Кăмăл йăваш пулсассăн — ÿт те сывлăхлă, ăмсану вара — шăмăри çĕрĕк пекех.
(31) Мĕскĕне хĕсекен ăна Пултаракана хурлать; Ăна хисеплекен вара çуклăхпа асапланакана пулăшать.
(32) Йĕркесĕр çын усал ĕçĕшĕн пăрахăçа тухĕ, тÿрĕ çын вилнĕ чухне те шанса тăрать.
(33) Ăслăлăх вăл ăслă-тăнлă çын чĕринче пурăнать, хăй пуррине вăл ухмахсем хушшинче те палăртать.
(34) Тÿрĕлĕх халăха çĕклет, çылăхлă пурăнăç вара халăха хисепрен кăларать.
(35) Патша ăслă-тăнлă чурана кăмăллать, вăл ирсĕр ĕç тăвакана çилленет.
15
(1) [Çилĕ ăслă-тăнлисене те пĕтерет.] Йăвашшăн хуравлани çилле сирсе ярать, кÿрентерекен сăмах вара хаярлăха вăратать.
(2) Ăслисенĕн чĕлхи ырă пĕлÿ парать, ăссăррисенĕн чĕлхи-çăварĕ ухмахлăх тăкать.
(3) Йăлтах Çÿлхуçа куçĕ умĕнче: вăл усаллисене те, ыррисене те курать.
(4) Йăваш чĕлхе — пурăнăç йывăçĕ, чараксăр чĕлхе вара чуна пĕтерет.
(5) Ăссăрри ашшĕ вĕрентсе каланине уямасть; питленине тăнлакан вара — ăслă-тăнлă çын; [тулли тÿрĕлĕхре пысăк вăй упранать, усал çынсем вара çĕр çинчен тĕппипех çухалĕç.]
(6) Тÿрĕ çын килĕнче — иксĕлми пуянлăх, усал çыннăн вара тупăшĕ те уссăр.
(7) Ăслисенĕн чĕлхи-çăварĕ пĕлÿ сарать, ăссăррисенĕн чĕри — апла мар.
(8) Усал çынсен парнийĕ Çÿлхуçана йĕрĕнтерет, тÿрĕ çынсен кĕллине Вăл хапăл тăвать.
(9) Усал çын çулĕ Çÿлхуçана йĕрĕнтерет; Çÿлхуçа тÿрĕлĕх çулĕпе пыракана юратать.
(10) Çултан пăрăнакана хаса çитĕ, питленине курайманни те тĕп пулĕ.
(11) Çÿлхуçа умĕнче çĕр тĕпĕ те, Аваддон та уçă — апла этем ывăлĕсен чĕри пирки мĕн каламалли пур?
(12) Аскăн çын хăйне питлекенсене юратмасть, ăслисем патне те каймасть.
(13) Савăк чĕреллĕ çыннăн сăнĕ-пичĕ те хаваслă, кулянакан чĕре вара чуна хавшатать.
(14) Ăслă çыннăн чĕри пĕлÿшĕн çунать, ăссăррисем ухмахлăхпа тăранса пурăнаççĕ.
(15) Телейсĕр çыннăн пур кунĕ те хурлăхлă; савăк чĕреллĕ çыннăн — пĕр вĕçсĕр уяв.
(16) Çĕрме пуянлăх пухса чĕтресе пурăниччен Çÿлхуçаран хăраса сахаллипех çырлахни аванрах.
(17) Юратса сăйланă пахча-çимĕç апачĕ кураймасăр сăйланă ашран — самăртнă вăкăр ашĕнчен — аванрах.
(18) Авăк çын харкашу тапратать, тÿсĕмли вара хирĕçĕве пусарать.
(19) Наян çыннăн çулне йĕплĕ курăк пуснă, тÿрĕ çынсенĕн çулĕ — тап-такăр.
(20) Ăслă ывăл ашшĕне савăнтарать, ăссăр ывăл хăйĕн амăшне те хисепе хумасть.
(21) Ăссăрлăх — ăсран тайлăк çыннăн телейĕ, ăслă-тăнлă çын вара тÿрĕ çулпа çÿрет.
(22) Канаш çукки тытăннă ĕçе пăсса ярать, канашçăсем йышлă чухне ĕç ăнăçлă пулать.
(23) Пĕлсе хуравлани çынна хăйне савăнтарать, вăхăтра каланă сăмах мĕн тери лайăх!
(24) Аяла, çĕр тĕпне, ÿкесрен пăрăнмашкăн ăслă çыннăн пурăнăç çулĕ çÿлелле улăхать.
(25) Мăнаçлă çынсен çуртне Çÿлхуçа çука хăварать, тăлăх арăмăн ана чиккине тĕреклĕлетет.
(26) Усал çынсен шухăшĕ-ĕмĕчĕ Çÿлхуçа умĕнче — ирсĕрлĕх, айăпсăррисен сăмахĕсем — Ăна кăмăллă.
(27) Мула хапсăнакан хăйĕн кил-çуртне юхăнтарать, парне-сĕрев панине курайман çын — пурăнĕ.
(28) Тÿрĕ çын чĕри мĕнле хуравламаллине вĕрентет, усал çынсенĕн чĕлхи-çăварĕнчен ирсĕрри анчах тухать. [Тÿрĕ çынсен çулĕсем Çÿлхуçашăн кăмăллă; вĕсем урлă тăшмансем те туссем пулса каяççĕ.]
(29) Çÿлхуçа усал çынсенчен аякра, анчах тÿрĕ çынсенĕн кĕллине илтет Вăл.
(30) Савăк куç чуна савăнтарать, ырă хыпар шăмма-шакка тĕреклĕлетет.
(31) Пурăнма вĕрентнине тăнлакан хăлха — ăслисем хушшинче вăл.
(32) Укĕтленине йышăнман çын хăйĕн чунĕшĕн тăрăшмасть; питленине тăнлаканĕ вара ăс илет.
(33) Турăран хăрани ăслăлăха вĕрентет, мухтав вара йăвашлăх хыççăн килет.
16
(1) Этем хăй ăшĕнче шухăшне шухăшлать те, анчах татса парасси Çÿлхуçаран килет.
(2) Çынна хăйĕн пур çулĕ те тасан курăнать, анчах Çÿлхуçа чуна тĕрĕслет.
(3) Хăвăн ĕçÿсене Çÿлхуçана шан-са пар, вара ĕмĕтÿ-шухăшу пурăнăçланĕ.
(4) Çÿлхуçа пĕтĕмпех Хăй тĕллевĕпе тунă, усал çынна та хĕн-асап кунĕ валли усрать.
(5) Кирек хăш мăнаçлă çын та — Çÿл-хуçа умĕнче ирсĕрлĕх; шантарсах калама пулать: вăл хаса курмасăр юлмĕ. [Ырă çул пуçламăшĕ — тÿрĕ пурăнасси; Турă умĕнче çакă парне кÿнинчен кăмăллăрах. Çÿлхуçана шыракан пĕлÿпе тÿрĕлĕх ту-пĕ; Ăна чăнласах шыракансем канăçлăх тупĕç.]
(6) Хĕрхенÿллĕ те тÿрĕ пулсассăн — çылăх каçарăнать, Çÿлхуçаран хăрани усалтан сыхлать.
(7) Çыннăн çулĕ Çÿлхуçашăн юрăхлă пулсассăн, Вăл унăн тăшманĕсене те унпа çураçтарать.
(8) Суя урлă нумай тупăш иличчен вăл сахал пултăр та тÿрĕ ĕçпе тупăннă пултăр.
(9) Çын хăй ăшĕнче хăйĕн çулне шухăшласа хурать, анчах унăн утăмĕсене Çÿлхуçа йĕркелесе тăрать.
(10) Патша чĕлхи-çăварĕнче — Турă пĕлтернĕ сăмах; унăн сутра чĕлхипе çылăха кĕме юрамасть.
(11) Тĕрĕс виçе те, виçе тараси те — Çÿлхуçаран; хутаçри кире пуканĕсем те — Унранах.
(12) Иĕркесĕр ĕç — патшасемшĕн ирсĕрлĕх: патша пу-канĕ тÿрĕлĕхпе тытăнса тăрать.
(13) Тÿрĕ чĕлхе-çăвар патшашăн кăмăллă, чăннине калакана вăл юратать.
(14) Патша çилленни — вилĕм хыпарçи; анчах ăслă çын унăн кăмăлне çавăрать.
(15) Патша ыррăн пăхни — пурăнăçпа танах, вăл кăмăллани — çурхи тулăх çумăр пек.
(16) Ăслăлăх пухни таса ылтăн пухнинчен лайăхрах, ăс-хакăл тупни таса кĕмĕл тупнинчен пахарах.
(17) Тÿрĕ çынсенĕн çулĕ — усалтан пăрăнни: хăйĕн çулне астуса тăракан хăйĕн чунне упрать.
(18) Вилĕм умĕн мăнкăмăллăх, ÿкесси умĕн мăнаçлăх пырать.
(19) Мăнкăмăллă çынсемпе тупăш уйăриччен йăваш çынсемпе сапăрлăн пурăнни лайăхрах.
(20) Ĕçе ăспа туса пыракан ырăлăх тупать, Çÿлхуçана шанакан — телейлĕ.
(21) Ăслă чĕреллĕ çынна ăслă-пуçлă çын тейĕç, çепĕç чĕлхе те пĕлÿ хушать.
(22) Ăс пуррисен ăс-хакăлĕ — пурăнăç çăлкуçĕ, ăссăррисен пĕлĕвĕ — ухмахлăх.
(23) Ăслă çыннăн чĕри унăн чĕлхине те ăс кÿрет, çавăн пек чĕлхе пĕлĕве ÿстерет.
(24) Çепĕç чĕлхе вăл — караслă пыл: вăл чуншăн та пылак, шăмшакшăн та сиплĕ.
(25) Çынна тÿрĕ пек туйăнакан çулсем пур, анчах та вĕсенĕн вĕçĕ — вилĕм çулĕ.
(26) Ĕççынни хăйĕншĕн ĕçлет: ăна хăйĕн пырĕ çапла тума хистет.
(27) Чее çын усал ĕç тĕвĕлет, чĕлхи-çăварĕ унăн — вĕтелекен вут-çулăм пек.
(28) Ултавлă çын харкаштарса ярать, элек саракан — туссене уйăрать.
(29) Усал сунакан хăйĕн çывăх çыннине пăсса ярать, ăна ырă мар çул çине тăма хĕтĕртет;
(30) куçне хĕсекен — ултавлăх хатĕрлекен, шăлне çыртсах усал ĕç тăвать вăл; [вăл — хаярлăх кăмаки.]
(31) Мухтав тÿпи — шуралнă çÿç, вăл — тÿрĕлĕх çулĕ çинче.
(32) Вăрах тÿсĕмлĕ çын хăюллинчен аванрах, хăйне алăра тытаканĕ хулана çĕнсе илекенрен лайăхрах.
(33) Хĕврен шăпа туртаççĕ, анчах мĕнле шăпа тухасси пĕтĕмпех Çÿлхуçа-ран килет.
17
(1) Темĕн чухлĕ выльăх пусса, анчах харкашса пурăнакан кил-çуртран тип çăкăр татăкĕпе тăнăçлăх аванрах.
(2) Ăслă чура тăрлавсăр ывăла пуç пулать, унăн тăванĕсене тивекен еткерлĕхрен пай илет.
(3) Шăратмалли кăмака — кĕмĕл валли, тимĕрçĕ вучахĕ — ылтăн валли, чĕрене вара Çÿлхуçа тĕрĕслет.
(4) Усал çын йĕркесĕр чĕлхе-çăвара тăнлать, суеçĕ сăтăр тăвакан чĕлхене итлет.
(5) Мĕскĕне хăртакан ăна Пултаракана хурлать; çын инкекĕшĕн савăнакан хаса курмасăр юлмĕ; [хĕрхенекен кăмăллине вара каçарĕç.]
(6) Ваттисен пуçкăшăлĕ — ывăлĕсен ывăлĕсем, ачисенĕн чапĕ — вĕсен ашшĕ-амăшĕ. [Турра парăннă çыннăн — тĕнче тулли пуянлăх, Турăсăр пурăнаканăн вара — вак укçа та çук.]
(7) Ăссăра ăслăн калаçни килĕшмест, чыслă çынна суеçтерсе калаçни килĕшмест.
(8) Парне вăл — хаклă чул пекех, унăн хуçи пур ĕçе те ăнăçтарса пырать.
(9) Юрату шыракан кÿренĕçе асра тытмасть, айăпа аса илтерсех тăракан вара тусне çухатать.
(10) Ăнкаруллă çынна асăрхаттарса калани ухмаха çĕр хут çапнинчен вăйлăрах пырса тивет.
(11) Пăтратса çÿрекен усаллине анчах шырать: çавăнпа ăна хирĕç хаяр ангел ярĕç.
(12) Ăссăр çыннăн ăссăрлăхĕпе тĕл пуличчен çурисемсĕр тăрса юлнă упа амине тĕл пулни лайăхрах.
(13) Кам ырă ĕçшĕн усалпа тавăрать, çавăн килĕнчен усал хăпмасть.
(14) Хирĕçÿ пуçламăшĕ — пĕве татăлса кайнă пек; хирĕçсе хĕрсе кайиччен ăна чарса ларт.
(15) Усал çынна тÿрре кăларакан та, тÿрĕ çынна айăплакан та — вĕсем иккĕшĕ те Турă умĕнче ирсĕрлĕх.
(16) Ăссăр çын аллинчи мул мĕне кирлĕ-ха? Ăслăлăх илме унăн тăнĕ çитмест. [Çуртне çÿллĕ лартакан ÿксе вилессе шырать; вĕренессинчен пăрăнакан вара инкеке кĕрсе ÿкет.]
(17) Тус вăл кирек хăçан та юратать, инкекре вара, тăван пек, вăхăтра килсе çитет.
(18) Ăсран тайлăк çын аллине тăсса парать, хăйĕн çывăх çыннишĕн çăка кĕрет.
(19) Харкашма юратакан çылăха юратать, хапхине çÿллĕ тăвакан ÿксе вилессе шырать.
(20) Ултавлă чĕрелли ыррине тупаймасть, чее чĕлхелли инкеке лекет.
(21) Ухмаха çуратакан хуйхă тупнă, ухмахăн ашшĕ савăнса кураймасть.
(22) Хаваслă чĕрелли, чиртен сыватнă пекех, ырă тăвать, пусăрăнчăк кăмăл шăм-шака типĕтет.
(23) Усал çын, тÿрĕ сутăн çулне пăсас тесе, хĕврен кăларса паракан сĕреве йышăнать.
(24) Ăслă-тăнлă çын Ăслăлăх енне пăхать, ăссăрăн куçĕ вара — çĕрĕн тепĕр вĕçĕнче.
(25) Ăссăр ывăл — ашшĕне тарăхтармăш, амăшне — кулянтармăш.
(26) Тÿрĕ çынна айăплани те, пуçлăхсене тÿрĕлĕхшĕн хĕнени те аван мар.
(27) Ăслă-тăнлă çын сăмах вылятмасть, ырă шухăшлă çын хĕрсе каймасть.
(28) Шарламан чухне ухмах та ăслăн курăнма пултарать, çăварне хупма пĕлекен те тăнлă-пуçлă пек курăнать.
18
(1) Хăй еккипе пурăнакан хăй кăмăлĕ хыççăн каять, пĕр ăслă канаша та йышăнмасть.
(2) Ăссăр çын пĕлĕве юратмасть, уншăн пулсан — хăйĕн ăсне кăтартса пултăр.
(3) Усал çын килет — унран йĕрĕнесси те килет, чыссăрлăх килет — ăна хăртасси те килет.
(4) Çын каланă сăмах — тарăн шыв вăл; ăслăлăх çăлкуçĕ — вĕçĕм юхакан юхăм.
(5) Тÿрĕ çынна сутра çапса хуçасшăн усал çын майлă пулни аван мар.
(6) Ăссăрăн чĕлхи вăрçă-харçă пуçласа ярать, сăмахĕсем хĕнесси патне илсе çитереççĕ.
(7) Ăссăрăн чĕлхи çыннине хăйнех пĕтерет, чĕлхи-çăварĕ те — хăй чунĕшĕн карнă серепе.
(8) Элекçĕ сăмахĕсем — пылак çимĕç пек, вĕсем ăш-чикех кĕреççĕ.
(9) Тимсĕр ĕçлекен çын — салатаканăн тăванĕ.
(10) Çÿлхуçа ячĕ — тĕреклĕ пашне: тÿрĕ çын çавăнта тарса пытанать те — хăтăлать.
(11) Пуяншăн мул вăл — тĕреклĕ хула пек, вăл ăна çĕнтерейми хÿме вырăнне хурать.
(12) Этем чĕри пĕтес умĕн мăнаçланса каять, мухтав вара йăвашлăх хыççăн килет.
(13) Итлесе пĕтермесĕрех хуравлакан — ăссăр çын, намăс ăна.
(14) Çыннăн халсăрлăхне чунĕ тÿссе ирттерет; чунĕ хавшанă пулсассăн, ăна кам тĕрек парĕ?
(15) Ăслă çыннăн чĕри пĕлÿ пухать, тăнлă çыннăн хăлхи те пĕлÿ шырать.
(16) Парне пани çынна çул уçса парать, аслă çынсем патне кĕме май парать.
(17) Тавăçра ĕçе малтан пуçараканĕ тĕрĕс пек, анчах унпа тупăшаканни килет те, ĕç урăхла курăнать.
(18) Шăпа яни тавлашăва чарать, вăйлă хирĕç тăрансен тавăçне татса парать.
(19) Вĕчĕллĕ тăван — çĕнтерейми тĕреклĕ хула пек, тавлашу-хирĕçÿ вара — хапха сăлăпĕ пек.
(20) Этем хăй чĕлхи-çăварĕн çимĕçĕпе тăранать; чĕлхи мĕн тупать, çавăнпа тăранать вăл.
(21) Чĕлхе вĕлерме те, чĕрĕ хăварма та пултарать, чĕлхипе туслисем унăн çимĕçне тутанĕç.
(22) Кам ырă арăм тупнă, çавă ырăлăх тупнă, Турăран тивлет илнĕ. [Ырă арăма хăваласа яракан — хăйĕн телейне хуса яракан; аскăн арăм тытса усракан — ăссăр та йĕркесĕр çын вăл.]
(23) Мĕскĕн çын йăлăнса калать, пуянни тÿрккес хуравлать.
(24) Кам тус-юлташ тупасшăн, унăн хăйĕн те туслă пурăнма пĕлмелле; хăш тус тăванран та çывăхрах пулать.
19
(1) Айăпа кĕмесĕр пурăнакан чухăн çын суя чĕлхе-çăварлă [пуянран], çитменнине тата ухмах çынран, лайăхрах.
(2) Чуна пĕлÿсĕр аван мар, васкаканăн ури йăнăш пусать.
(3) Çыннăн çулне ăссăрлăхĕ пăсать, чĕри вара Çÿлхуçана тарăхать.
(4) Пуянлăх тус-юлташ йышне ÿстерет, чухăна вара хăйĕн тусĕ те пăрахать.
(5) Суя кÿнтелен айăпланмасăр юлмасть, улталаса калаçакан çăлăнаймасть.
(6) Нумайăшĕ чаплă çынсене юрама тăрăшать, парне параканпа кирек кам та туслашать.
(7) Чухăна пур тăванĕ те кураймасть, унран тусĕсем те пăрăнса каяççĕ: калаçасчĕ тесе вĕсем хыççăн чупать вăл — калаçакан та çук.
(8) Кам ăс пухать — çавă чунне юратать; кам тăнпа пурăнать, çавă ырăлăх тупать.
(9) Суя кÿнтелен айăпланмасăр юлмасть, улталаса калаçакан — тĕп пулать.
(10) Ăссăра чаплăлăх килĕшмест, тарçăна чаплă çынсен хуçи пулни килĕшмест.
(11) Ăслă-тăнлă çын час çилленсе ÿкмест, унăн мухтавĕ — çын айăпне каçарма пĕлни.
(12) Патша çилли — арăслан тулхăрни пек, ыркăмăллăхĕ — курăк çине ÿкекен сывлăм пек.
(13) Ăссăр ывăл — ашшĕшĕн куляну вăл, харкашакан арăм — чарăнмасăр тумлакан тумла.
(14) Кил-çуртпа пурлăх — ашшĕ-амăшĕнчен юлакан еткерлĕх, ăслă-тăнлă арăм — Çÿлхуçа панă еткер.
(15) Наянлăх çынна ыйхă чăпти тăвать, тимсĕр чун выçăпа асапланать.
(16) Ÿкĕте уякан хăйĕн чунне упрать, хăйĕн çулĕшĕн тăрăшман çын — пĕтет.
(17) Чухăна пулăшакан Çÿлхуçана кивçен парать, Вăл ăна ырă ĕçĕшĕн ырăпа тавăрать.
(18) Тÿрленес шанăçĕ пур чухне ывăлна çапкă парсах тăр, анчах асту, вĕлерсе ан пăрах ăна.
(19) Çилĕллĕ çынна хаса памаллах: хĕрхентĕн пулсан, кайран ăна ытларах айăплама тивет.
(20) Ÿлĕмрен ăслă-тăнлă пулас тесессĕн, канаш панине итле, питленине хапăл пул.
(21) Этем чĕринче ĕмĕчĕ-шухăшĕ нумай та, анчах Çÿлхуçа палăртни çеç пурăнăçланать.
(22) Çыннăн савăнăçĕ — ырă туса пурăнни, чухăн çын ултавçăран аванрах.
(23) Çÿлхуçаран хăрасассăн чĕрĕ пулатăн, çакă пулсассăн этем яланах тулли кăмăллă, ăна усал та тивеймĕ.
(24) Наян хăй аллине тирĕкех чикет, анчах çăварĕ патне çĕклеме ÿркенет.
(25) Сĕмсĕр çынна хаса патăн пулсассăн, айванни те ăса кĕрĕ; ăслă-тăнлине питлерĕн пулсассăн, вăл мĕн ÿкĕтленине ăнланĕ.
(26) Ашшĕне çука хăваракан, амăшне хăваласа кăларакан — намăса пĕлмен чыссăр ывăл.
(27) Эй ывăлăм, ăслă сăмахран пăрăнма хистекенсене итлеме пăрах эсĕ.
(28) Ултавлă кÿнтелен сута мăшкăл тăвать, йĕркесĕр çын суя-ултава апат пек çăтать.
(29) Мăшкăлçă — сутран, ăссăр çын çан-çурăмĕ çапкăран иртеймĕ.
20
(1) Эрех — мăшкăллать, çиккер — кăра та чарусăр; вĕсене кăмăллакан кирек кам та — ăссăр.
(2) Патшанăн хаярлăхĕ — арăслан тулхăрни пек: ăна тарăхтаракан хăйне хирĕç çылăх тăвать.
(3) Вăрçă-хирĕçÿрен пăрăнни çынна хисеп кÿрет; ăссăрри вара кирек хăшĕ те чăркăш.
(4) Кахал çын хĕлле сухаламасть: апла тырăçи вăхăтĕнче нимĕн те тупаймĕ.
(5) Этем чĕринчи ĕмĕт-шухăш — тарăн шыв, анчах ăслă-тăнлă çын çавăнтан та ăса-ăса илет.
(6) Нумайăшĕ çынна хĕрхенекен кăмăлĕшĕн мухтать, анчах тÿрĕ çынна тупайăн-и?
(7) Тÿрĕ çын айăпа кĕмесĕр пурăнать: унран юлакан ачисем унăн телейлĕ!
(8) Патша сут тума ларать те — куçĕпе пур усала та хăваласа салатать.
(9) «Эпĕ ĕнтĕ чĕреме тасатрăм, эпĕ çылăхран тасалтăм» тесе калама кам пултарĕ?
(10) Виçнĕ — тĕрĕс мар виçнĕ, сахаллине нумай пек кăтартаççĕ, иккĕшĕ те — Турă умĕнче ирсĕрлĕх.
(11) Ача мĕнле çын пулассине, — ырă пулĕ-и вăл, тÿрĕ-и,— вăл мĕнле ĕçе кăмăлланинчен те пĕлме пулать.
(12) Илтекен хăлха, куракан куç — ăна та, кăна та Çÿлхуçа пултарнă.
(13) Çывăрма юратсассăн — çуклăха тăрса юлăн; куçна ан хуп — вара тăраниччен çăкăр çийĕн.
(14) «Япăх, япăх» тет тавар туянаканни, айккине пăрăнать те — мухтанать.
(15) Ылтăн пур, ĕнчĕ те нумай, анчах ăслă чĕлхе-çăвар пуринчен те хаклăрах.
(16) Ют çыншăн çăка кĕрекенрен кĕпине саклата ил; унран аякран килнĕ çыншăн та салук ил.
(17) Тÿрĕ мар ĕçпе тупăннă çăкăр тутлă, анчах кайран çăвар чуллă хăйăрпа тулса ларĕ.
(18) Пуçăннă ĕç сÿтсе явсассăн вăй илет, вăрçă вăрçатăн пулсассăн канашласах тăр.
(19) Сăмах сарса çÿрекен — вăрттăнлăха уçакан, карма çăварпа ан явăç.
(20) Кам хăйĕн ашшĕпе амăшне хурлать, çавăн çурти сĕм-сĕмлĕхре сÿнсе ларать.
(21) Малтан васкаса ярса илнĕ еткерлĕх кайран пиллĕх илеймĕ.
(22) «Усал тунăшăн тавăрăп» тесе ан кала; Çÿлхуçана шан — Вăл сана сыхласа хăварĕ.
(23) Тĕрĕс мар виçе пуканĕсем — Çÿлхуçа умĕнче ирсĕрлĕх, тĕрĕс мар тараса та — ырă мар япала.
(24) Утасса этем Çÿлхуçа ирĕкĕпе утать; этемĕн хăйĕн çулне епле пĕлмелле-ши?
(25) Васкаса тупа туни, кайран çеç каллĕ-маллĕ шухăшлани — çыншăн танатапа пĕрех вăл.
(26) Ăслă патша усал çынсене сăвăрса уйăрать, вĕсем çине кустăрмаллă тăпач кĕртсе ярать.
(27) Этем чунĕ-чĕмĕ — Çÿлхуçа çутаткăçĕ, вăл чĕрене витĕрех çутатса тĕрĕслет.
(28) Патшана ырăлăхпа тÿрĕлĕх сыхласа усрать, патшалăхне вăл хăй ырă пулнипе хунтăлать.
(29) Яш ачасенĕн мухтавĕ — вĕсенĕн вăйĕ-халĕ, ватăсенĕн илемĕ — кăвакарнă çÿçĕ.
(30) Суранпа çĕвĕк усал çынна тасатаççĕ, çапкă этем ăш-чиккине тÿрлетет.
21
(1) Патша чĕри Çÿлхуçа аллинче юхăм шыв пек: ăçталла ярас тет — Вăл ăна çавăнталла ярать.
(2) Çынна хăйĕн пур çулĕ те тÿрĕ пек курăнать; анчах Çÿлхуçа чĕрене тĕрĕслет.
(3) Тÿрĕлĕхпе тĕрĕслĕхе уяса пурăнни Çÿлхуçашăн парне кÿнинчен юрăхлăрах.
(4) Усал çынсем мăнаçлăн пăхнипе, мăнкăмăллă чĕрипе палăрса тăраççĕ, çакă — çылăх вăл.
(5) Тимлĕ çын тулăх пурăнма тăрăшать, хĕвĕшекен çын вара çитмен пурăнăçпа пурă-нать.
(6) Ултавлă чĕлхепе мул пухакан — çук япала хыççăн чупакан, вилĕм шыракан.
(7) Усал çынсен пусмăрĕ хăйсенех пырса çапĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем тÿрĕлĕхрен сивĕннĕ.
(8) Пăсăлнă çыннăн çулĕ — кукăр-макăр çул; кам таса, унăн ĕçĕ те тÿрĕ.
(9) Чăркăш арăмпа пысăк çуртра пурăниччен çурт тăрринчи кĕтесре пурăнни лайăхрах.
(10) Йĕркесĕр çыннăн чунĕ усал тăвасшăн: вăл хăйĕн тусне те хĕрхенес çук.
(11) Сĕмсĕр çынна хаса парсассăн, айванни те ăса кĕрет; ăслине тăн парсассăн — вăл пĕлÿ туянать.
(12) Тÿрĕ çын, усал çын килне сăнаса, усал çынсем епле çылăха кĕрсе ÿкнине курать.
(13) Чухăн çын ÿлесе йĕнĕ чухне хăлхине хуплаканĕ хăй те ÿлесе йĕрĕ, анчах илтекенĕ пулмĕ.
(14) Вăрттăн парне çилле путарать, хĕве чиксе панă сĕрев хаярлăха пусарать.
(15) Тÿрĕ сута пăхăнни — тÿрĕ çыннăн савăнăçĕ, усал тăвакансемшĕн вăл — сехре хăппи.
(16) ăс-тăн çулĕнчен аташса кайнă çын вилесен йышне хушăнĕ.
(17) Вăййа-кулла юратакан çука тухать; эрехе тата çуллă çимĕçе юратакан — пуяймĕ.
(18) Тÿрĕ çыншăн усал çын парса, тÿрĕ кăмăллишĕн ултавлă çын парса тÿлĕç.
(19) Хаяр та чăркăш арăмпа пурăниччен пушхирте пурăнни лайăхрах.
(20) Ăмсантаракан мулпа çуллă çимĕç — ăслă çын килĕнче вăл, ăссăрри вара çакна салатса пĕтерет.
(21) Хĕрхенекен кăмăллă, тÿрĕлĕхе уяса пурăнаканĕ пурăнăç та, тÿрĕлĕх те, мухтав та тупать.
(22) Ăслă çын паттăрсен хулине пырса кĕрет те лешĕсем шанса тăнă тĕреке аркатать.
(23) Хăйĕн чĕлхи-çăварне астуса тăракан хăйĕн чунне инкекрен упрать.
(24) Мăнаçлă усал çын — вăл мăшкăлçă ятлă — тăвас тенине чарусăрла мухтанса тăвать.
(25) Наяна ĕмĕтсĕрлĕхĕ пĕтерет — ĕнтĕ алли унăн ĕçрен ютшăн-нă;
(26) вăл кирек хăш кун та выçăхать, тÿрĕ çын вара парать — хĕрхенмест.
(27) Усал çынсем кÿнĕ парне — ирсĕрлĕх, чееленсе кÿни вара — тата ирсĕртерех.
(28) Суя кÿнтелен тĕп пулать, хăй пĕлнине калаканĕ вара яланах калаçĕ.
(29) Усал çыннăн сăнĕ-пичĕ те сĕмсĕр, йĕркеллĕ çын вара хăйĕн çулĕпе çирĕп пырать.
(30) Çÿлхуçа ирĕкĕсĕр ăслăлăх та, ăс-хакăл та, канаш та пулас çук.
(31) Урхамаха вăрçă кунĕ валли хатĕрлеççĕ, анчах та çĕнтерÿ Çÿлхуçаран килет.
22
(1) Ырă ят çĕрме пуянлăхран аванрах, ырă мухтав кĕмĕлпе ылтăнран аванрах.
(2) Пуянпа чухăн пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ: ăна та, кăна та Çÿлхуçа пултарнă.
(3) Ăслă-тăнлă çын инкеке курать те — пытанать; пурăнăçа пĕлменнисем малалла каяççĕ те — асап кураççĕ.
(4) Йăвашланнă хыççăн Çÿлхуçаран хăрасси, пуянлăх, мухтав тата пурăнăç килет.
(5) Ултавçă çулĕ çинче — йĕплĕ хулăпа серепе: кам хăйĕн чунне упрать — вĕсенчен айккинелле пăрăнать.
(6) Çамрăка хăй çулĕн пуçламăшĕнче вĕрент, вара вăл ватăлса çитсен те çав çултан пăрăнмĕ.
(7) Пуян çын чухăн хуçи пулать, парăмлă çын кивçен параканăн чури пулса тăрать.
(8) Тĕрĕсмарлăх акаканĕ инкек вырса илет, ун хаярлăхĕн туйи арканĕ. [Ырă кăмăлпа паракана Турă юратать, ун ĕçĕнче мĕн çитменнине çитерет.]
(9) Хĕрхенекен кăмăлли пиллĕхлĕ пулĕ, мĕншĕн тесессĕн кĕлмĕçе хăйĕн çăкăрне парать. [Парне паракан çĕнтерет, хисеп илет, вăл парне илекенĕсен чунне те тыткăнлать.]
(10) Сĕмсĕр çынна хăваласа яр та — харкашу та путланĕ, вăрçă-харçă та чарăнĕ.
(11) Чун тасалăхне юратакан, кăмăллă калаçакан патшана çывăх пулĕ.
(12) Çÿлхуçа куçĕ пĕлĕве сыхласа тăрать, Вăл саккуна пăсаканăн сăмахне аркатать.
(13) Наян çын: «урамра арăслан! пÿртрен тухсанах вĕлерĕç мана!» теет.
(14) Аскăн арăмсен çăварĕ — тĕпсĕр шăтăк: Çÿлхуçа кама çилленет, унта çавă кĕрсе ÿкет.
(15) Яш ачан чĕрине ухмахлăх çулăхнă, ăна ĕнтĕ ăса кĕртекен хулă хăваласа ярĕ.
(16) Кам хăйĕн пурлăхне ÿстересшĕн кĕлмĕçе кÿрентерет, кам тата пуян çынна парать — çавă чухăна юлать.
(17) Ăслă çынсенĕн сăмахне хăлхуна тайса итле, эпĕ вĕрентнине пĕтĕм чĕрÿпе тăнла:
(18) вĕсене чĕрере тытма питех те савăклă, вĕсем чĕлхÿ вĕçĕнчех пулччăр.
(19) Эпĕ сана паян та вĕрентетĕп: асту — Çÿлхуçана шанса пурăн.
(20) – (21) Сана чăнлăх сăмахне тĕрĕс вĕрентес тесе, эсĕ хăвăн пуçлăхусене хуравлама пултартăр тесе, эпĕ сана канаш парса, ăс вĕрентсе вăтăр каларăш çырса яманччĕ-и-ха?
(22) Чухăна ан çарат: вăл ахаль те чухăн, хапха умĕнчи мĕскĕне те ан кÿрентер,
(23) мĕншĕн тесессĕн вĕсен ĕçне Çÿлхуçа хутшăнать, вĕсене çаратакансенĕн чунне кăларать.
(24) Çилĕллĕ çынпа ан туслаш, кăра çынпа та ан хутшăн:
(25) санăн унăн çулĕпе утма вĕренмелле ан пултăр, чунна мăйкăчламалла ан пултăр.
(26) Çын парăмĕшĕн çăка кĕрсе алă паракан çын пек ан пул:
(27) тÿлесе татма нимĕн те çук пулсассăн, айăнти тÿшекне те туртса илĕç!
(28) Аçусем лартнă авалхи чикке вырăнтан ан куçар.
(29) Хăйĕн ĕçне ăстайлăн тăвакан çынна курнă-и эсĕ? Вăл патша умĕнче тăрĕ, вăл ахаль çын умĕнче тăмĕ.
23
(1) Апата патшапа пĕрле лартăн пулсассăн, умунта мĕн пуррине тимлĕн сăна,
(2) ху апатшăн антăхакан çын пулсассăн, карланкуна тĕкĕле.
(3) Унăн илĕртÿллĕ ĕçми-çимине ан сăхлан: ку вăл — ултавлă апат.
(4) Пуяссишĕн ан тăрăш, ун пек шухăшна пăрах.
(5) Пуянлăх çине пăхса илĕн çеç — вăл çук та, мĕншĕн тесессĕн вăл хăйне валли çунат тăвать те, ăмăрткайăк пек, çÿлелле вĕçсе каять.
(6) Кĕвĕç çын патĕнче апата ан лар, унăн илĕртÿллĕ ĕçми-çимине ан сăх-лан;
(7) ăшĕнчи шухăшĕ еплерех, вăл хăй те çавăн пекех; вăл сана: «ĕç те çи» тет, анчах чунĕ унăн санпа мар.
(8) Ху çинĕ татăка эсĕ хăсса кăларăн, ырă сăмахна та ахалех сая ярăн.
(9) Ăссăра нимĕн те ан кала: санăн ăслă-тăнлă сăмахна ним вырăнне те хумасть вăл.
(10) Аçусем лартнă авалхи чикке ан куçар, тăлăхсен ани çине ан кĕр,
(11) мĕншĕн тесессĕн вĕсенĕн Хÿтĕлевçи хăватлă; сирĕн хушшăрти тавăçа Вăл татса парĕ.
(12) Пĕтĕм чĕрÿ хавалĕпе вĕрен, ăслă сăмаха тимлĕн тăнла.
(13) Яш ачана хаса памасăр ан хăвар: хулăпа хĕненĕшĕн вилмест вăл;
(14) эсĕ ăна хулăпа хĕнĕн — чунне тамăкран çăлса хăварăн.
(15) Эй ывăлăм! санăн чĕрÿ ăслă пулсассăн, манăн чĕрем те савăнĕ;
(16) санăн чĕлхÿ тĕрĕссине каласассăн, манăн ăшăм-чиккĕм савăнĕ.
(17) Чĕрÿ çылăхлă çынсене ан ăмсантăр, вăл ĕмĕр тăршшĕпех Çÿлхуçаран хăраса тăтăр:
(18) ĕнтĕ малашлăх çитĕ, санăн шанчăку путланмĕ.
(19) Итле, ывăлăм, ăслă пул, чĕрÿне тÿрĕ çул çине кăлар.
(20) Эрехпе супакансем хушшинче, аш-какайпа иртĕхекенсем хушшинче ан пул:
(21) ĕçкĕçĕпе çăтăх çын çука тăрса юлаççĕ, сÿрĕклĕх сана çĕтĕк тум тăхăнтартса ярĕ.
(22) Аçуна итле: сана вăл çуратнă; аннÿне те — ватăлса çитсессĕн те — сума сумашкăн ан пăрах.
(23) Чăнлăха туян, ăслăлăха, вĕрентнине, ăс-хакăла ан сут.
(24) Тÿрĕ çыннăн ашшĕ хĕпĕртесе тăрать, ăслă çынна çуратаканĕ калама çук савăнать.
(25) Санăн аçу та савăнтăрччĕ, сана çуратнă аннÿ те хĕпĕртесе тăтăрччĕ.
(26) Эй ывăлăм! чĕрÿне ман енне çавăр, куçу çул-йĕрĕме курса тăтăр.
(27) Аскăн хĕрарăм — тĕпсĕр авăр, ют арăм вара — ан-сăр пусă;
(28) вăл, вăрă-хурах пек, пытанса ларать те — халăх хушшинче саккуна хирĕçле ĕç тăвакансен йышне ÿстерет.
(29) Кам шавлать, ахăрать? кам ахлатать? кам вăрçать-харкашать? камăн инкек-синкек сиксе тухнă? кам сăлтавсăрах суранланнă? камăн куçĕ юнăхнă?
(30) Эрехпе нумайччен йăпанса ларакансен, техĕмлĕ эрех шыраса çÿрекенсен çапла пулать вăл.
(31) Эрехĕ епле кĕреннĕн йăлтăртатнипе, куркара еплерех хĕмленсе тăнипе, епле тикĕссĕн ярăнса юхнипе ан килен,
(32) кайран вăл сана, çĕлен пек, сăхса илĕ, аспид пек амантĕ;
(33) куçу ют арăмсене сăхланĕ, чĕрÿ аскăнла калаçма пуçлĕ,
(34) вара эсĕ тинĕс варринче çывăрса выртакан евĕр, карап юпин тăрринче çывăрса пыракан евĕр пулăн.
(35) [Вара калăн:] «мана хĕнерĕç — ыратнине те сисмерĕм, мана тĕрткелерĕç — эпĕ туймарăм. Вăранăп та — каллех унчченхине шырăп» тейĕн.
24
(1) Усал çынсене ан ăмсан, вĕсемпе пулма ан тăрăш:
(2) вĕсен чĕри пусмăрласси пирки шухăшлать, вĕсен чĕлхи-çăварĕ усалли çинчен калаçать.
(3) Кил-çурт ăслăлăхпа çĕкленет, ăс-хакăлпа тĕреклĕленет,
(4) пĕлÿ вара унăн ăш-чиккине тĕрлĕ йышши хаклă та илемлĕ пурлăх тултарать.
(5) Ăслă çын — вăй-хăватлă, ăслă-тăнлă çыннăн вăйĕ хушăнса пырать.
(6) Вăрçă вăрçнă чухне канаш панине итле: канаш паракан çителĕклĕ чухне ăнăçу пулать.
(7) Ăслăлăх ăссăр çыншăн питех те çÿлте; вăл хапха умĕнче çăвар уçмĕ.
(8) Кам усал тума шухăшлать, çавна чее ултавçă теççĕ.
(9) Ăссăрлăхăн ĕмĕчĕ — çылăх, мăшкăлçă вара — çынсемшĕн ирсĕрлĕх.
(10) Хĕн-асап кунĕнче хавшак пултăн пулсассăн, вăй-халу сахал ĕнтĕ санăн.
(11) Вĕлерме тытса килнисене хăтар, вĕлермелле тунисенчен пăрăнăн-ши вара?
(12) «Эпир ăна пĕлмен çав» тейĕн-и? Чĕрене Тĕрĕслекенĕ пĕлмест-им çакна? Санăн чунна Сăнаканĕ çакна пĕлет, çынна ĕçĕсене кура тавăрса парать.
(13) Пыл çи, ывăлăм: вăл тутлă, пыллă карас пырушăн кăмăллă;
(14) ăслăлăха пĕлни те санăн чунушăн — çавăн пекех. Ăслăлăха тупрăн пулсассăн, малашлăх пур, санăн шанчăку путланмĕ.
(15) Эй усал çын, тÿрĕ çын килне усал тума ан шухăшла, ун канлĕхĕн вырăнне ан аркат:
(16) тÿрĕ çын çичĕ хутчен ÿкет те — тăрать; усал çынсем вара пĕтмеллипех пĕтеççĕ.
(17) Тăшману ÿксессĕн — ан хĕпĕрте, вăл такăнсассăн — чĕрÿ ан хаваслантăр.
(18) Урăхла тусассăн Çÿлхуçа курĕ те çакна, Унăн умĕнче ку юрăхсăр ĕç пулĕ, Вăл вара Хăйĕн çиллине тăшману çинчен сирсе ярĕ.
(19) Усал çынсене ан тарăх, йĕркесĕр çынсене ан ăмсан:
(20) усал çыннăн пуласлăхĕ çук, йĕркесĕр çынсенĕн çути сÿнсе ларать.
(21) Эй ывăлăм, Çÿлхуçапа патшаран хăра; пăлхавçăсемпе ан хутшăн:
(22) вĕсем пĕр кĕтмен çĕртен пĕтерсе пăрахĕç — вĕсенчен килес инкеке кам малтанах пĕлес пур?
(23) Ăслисем тата çапла каланă: сутри ĕçе çыннине кура татса пани — аван мар, тенĕ.
(24) Айăплă çынна: «эсĕ тĕрĕс» тесе калакана халăхсем ылханĕç, çавна йăхсем курайми пулĕç;
(25) питлекенсене вара юратĕç, вĕсем çине пиллĕх анĕ.
(26) Тÿрĕ те тĕрĕс хуравлани — тутаран чуптуни.
(27) Малтан кил тулашĕнчи ĕçÿсене, хирти ĕçÿсене вĕçле, кайран пÿрт ăш-чиккине тирпейле.
(28) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле: чĕлхÿ-çăварупа мĕншĕн улталамалла-ха санăн?
(29) «Вăл мана мĕн турĕ, эпĕ те ăна çавнах тăвăп, çынна унăн ĕçне кура тавăрăп» тесе ан кала.
(30) Эпĕ кахал çыннăн хирĕ тĕлĕпе, ăсран тайлăк çыннăн иçĕм пахчи тĕлĕпе иртсе пыраттăм:
(31) акă ĕнтĕ пур çĕре те кÿкен ÿссе ларнă, çĕр питне вĕлтĕрен пусса илнĕ, чул хÿми ишĕлсе аннă.
(32) Куртăм та çакна — шухăша кайрăм, куртăм та — ăнланса илтĕм:
(33) «тата кăштах çывăрăн, кăштах тĕлĕрĕн, аллуна лăш ярса, тата кăшт йăваланса выртăн —
(34) вара, иртен-çÿрен пек, сан патна çуклăх килсе çитĕ, вăрă-хурах пек, чухăнлăх çитсе кĕрĕ» терĕм.
25
(1) Çакă — Соломон ытарăшĕсем, вĕсене Езекиян, Иудея патшийĕн, çыннисем пухса упраса хăварнă.
(2) Турă мухтавĕ — ĕçе вăрттăнлăхпа витесси, патшасен мухтавĕ вара — вăрттăнлăха уçса парасси.
(3) Патшасенĕн чĕри — тÿпе çÿллĕшĕ пек, çĕр тарăнăшĕ пек, — тĕпче-се çитереймĕн.
(4) Кĕмĕле хутăшран тасат та — кĕмĕл ăстин савăт пулса тухĕ;
(5) усал çынна патша çумĕнчен уйăр та — патша пуканĕ тÿрĕлĕхпе çирĕпленĕ.
(6) Патша умĕнче ан курнăçлан, аслă пуçлăх вырăнне те ан тăр:
(7) куçу курнă чаплă çын умĕнче сана кĕçĕне ан хăварччăр, ун вырăнне хăвна: «кунта кил, çÿлерех хăпар» тени аванрах.
(8) Тавăçна васкавлăн пуçарса ан яр: кайран, хăвăнпа тупăшаканĕ хăвнах намăса хăварсассăн, мĕн тăвайăн?
(9) Эсĕ хăвăн тавăçна татса пама тăрăш, анчах тепĕр çын вăрттăнлăхне ан пĕлтер:
(10) çынни эсĕ пĕлтернине илтĕ те — вара сирĕлми намăс курăн. [Юратупа туслăх ирĕке кăлараççĕ: çын мăшкăлĕ пулас мар тесессĕн, вĕсене упра; хăвăн çулусене юсавлă тыт.]
(11) Вырăнлă каланă сăмах — кĕмĕл савăтри ылтăн улма пек.
(12) Тимлĕ итлекен хăлхашăн ăслă питлевçĕ — ылтăн алка, таса ылтăнран ăсталанă пек.
(13) Шанчăклă элчĕ хăйне ĕçпе яраканшăн — вырма вăхăтĕнчи юр сулхăнĕ пек: вăл хăй хуçийĕн чунне савăнăç кÿрет.
(14) Суя парнесемпе мухтанакан çын — çумăрсăр пĕлĕтпе çил пек.
(15) Йăваш çын аслă хуçа кăмăлне çавăрать, çемçе чĕлхе шăмма тĕпретет.
(16) Эсĕ пыл тупрăн — тăраниччен çи, ытлашши çисе хăсса кăлармалла ан пултăр.
(17) Тусу патне ытлашши тăтăш ан çÿре — апла вăл санран йăлăхса çитĕ, сана курайми пулĕ.
(18) Хăйĕн çывăх çыннине хирĕç суя кÿнтелекен — тимĕр тукмакпа, хĕçпе, вичкĕн çĕмренпе пĕрех.
(19) Шанчăксăр [çынна] йывăр кунра шанни — хуçăлнă шăла, уксах урана шанниех.
(20) Хуйха ÿкнĕ çынна юрă юрласа паракан — сивĕ кунра çири тумтирне сÿсе илекен пек, суран çине тăвар сапакан пек. [Тумтире кĕве çинĕ пек, йывăçа шĕкĕ çинĕ пек, çын чĕрине хуйхă-суйхă çиет.]
(21) Тăшману выçă пулсассăн — ăна çăкăр çитер; унăн ĕçесси килет пулсассăн — шыв ĕçтер:
(22) [çапла туса,] эсĕ унăн пуçĕ çине шĕл-кăвар пуçтарăн, уншăн сана Çÿлхуçа тавăрса парĕ.
(23) Çурçĕр çилĕ çумăр çутарать, ултавлă чĕлхе кăмăлсăррисен йышне хушать.
(24) Чăркăш арăмпа пысăк çуртра пурăниччен пÿрт тăрринчи кĕтесре пурăнни аванрах.
(25) Аякран çитнĕ ырă хыпар — антăхнă ăша кантаракан сивĕ шывпа пĕрех.
(26) Пăтратнă çăлкуçĕ е вараланă çăл мĕнле — усал çын умĕнче чĕтрекен тÿрĕ çын та çаплах.
(27) Пыла нумай çини аван мар пулнă пек, мухтавшăн хыпăнса çÿрени те мухтавлă мар.
(28) Хăйне хăй çирĕп тытма пултарайман çын — аркатса тăкнă, хÿмесĕр юлнă хула евĕрлех.
26
(1) Çулла юр, вырма вăхăтĕнче çу-мăр çуни килĕшмен пек, ăссăра та чап-хисеп килĕшмест.
(2) Çерçи пăрр вĕçсе тарнă пек, чĕкеç вăрр вĕçсе кайнă пек, нарастаран ылханни те айккипе иртсе каять.
(3) Лашана пушă кирлĕ, ашака — çăварлăх, патак вара — ухмахсене кирлĕ.
(4) Ăссăра ăссăрла ан хуравла — унпа пĕр шайра пуласран сыхлан;
(5) ăссăра ăссăрлăхне кура хуравла — вăл хăйне хăй ăслă çын вырăнне ан хутăр.
(6) Хыпар çитерме ăссăра шанакан — хăйĕн урине касса суранлатать, инкек тÿсет.
(7) Уксахăн урисем пĕр тан çĕкленеймеççĕ, ăссăрăн ытарăшĕ те çавах.
(8) Ăссăра чыс кăтартакан — чулравне ахаль чул вырăнне ахах-мерчен хуракан.
(9) Ăссăрсен çăварĕнчи ытарăш — ÿсĕр çын аллинчи йĕплĕ кÿкен туратти пек.
(10) Куç тĕлне пулнă ăссăра ĕçе илекен — йĕркипех амантакан тĕкĕрçĕ пек.
(11) Йытă хăйĕн хăсăкĕ патне таврăннă пек, ăссăр та ăссăрлăхне тусах тăрать.
(12) Хăйне хăй ăслă тесе шутлакана курнă-и эсĕ? Ăна шаниччен ăссăра шанни вырăнлăрах.
(13) Наян калать: «çул çинче арăслан! урам тăваткăлĕнче те арăслан!» тет.
(14) Алăк хăйĕн тăпсийĕ çинче, наян хăй выртан вырăнĕ çинче çаврăнать.
(15) Наян хăйĕн аллине тирĕкех чикет те — аллине çăварĕ патне илсе пыма ÿркенет.
(16) Наян вăл хăйне хăй шухăшласа хуравлакан çичĕ çынран та ăслăрах тесе шутлать.
(17) Иртсе пынă май çынсен харкашăвне хутшăнакан — йытта хăлхинчен туртакан.
(18) – (19) Хăйĕн тусне вăрттăн сиен туса, кайран: «эпĕ шÿт турăм çеç» тесе калакан — ăсран тайăлнă çын евĕр курăнса, вут-кăварпа, çĕмренпе, вилĕмпе вылякан.
(20) Вутă çук çĕрте кăвар сÿнет, элекçĕ çук çĕрте хирĕçÿ лăпланать.
(21) Кăвар — хĕрÿлĕх валли, вутă — çунтарма, чăркăш çын вара — харкаштарса яма.
(22) Элекçĕ сăмахĕсем — пылак çимĕç пек, вĕсем ăш-чикех кĕрсе каяç-çĕ.
(23) Хĕрÿллĕ чĕлхе-çăварпа усал чĕре — тасатман кĕмĕлпе кĕмĕлленĕ тăм савăт пекех.
(24) Чĕлхи-çăварĕпе тăшман ыррăн курăнать, ăшĕнче вара чее ултав тĕвĕлет.
(25) Вăл ачаш сасăпа калаçсассăн та, ан ĕнен ăна: унăн чĕринче — çичĕ тĕрлĕ ирсĕрлĕх.
(26) Иккĕн чухне курайманлăхĕ сисĕнсех каймасть пулсассăн, унăн хаярлăхĕ халăх çинче уçăлса каять.
(27) Шăтăк алтаканĕ унта хăех кĕрсе ÿкет, кам чула çÿлелле кустарать, чулĕ кайран ун патнех таврăнать.
(28) Суя чĕлхе хăй йĕплекенсене кураймасть, йăпăлти чĕлхе-çăвар вара инкек-синкек хатĕрлет.
27
(1) Ыранхи кунпа ан мухтан: вăл кун мĕн парасса пĕлместĕн.
(2) Сана хăвăн çăвару мар, урăххи мухтатăр, хăвăн чĕлхÿ мар, ют чĕлхе мухтатăр.
(3) Чул йывăр, хăйăр та сулмаклă; ăссăрăн çилли вара иккĕшĕнчен те йывăртарах.
(4) Çилĕ — кăра, хаярлăх — чарусăр; анчах кĕвĕçÿ умĕнче кам тÿссе тăрайтăр?
(5) Уççăн питлекен нимĕн чĕнмесĕр тăракан тусран лайăхрах.
(6) Юратакан ÿпкелени — чун-чĕререн, курайман çын чуптуни — суя.
(7) Тутă çын пыл карасне те таптать, выçă çынна вара йÿççи те пылаккăн туйăнать.
(8) Тăван кĕтесне пăрахса каякан çын — хăй йăвинчен сивĕннĕ кайăк пек.
(9) Паха сĕрĕш тата ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕрни чĕрене савăнăç кÿрет; чун-чĕререн канаш паракан тус çапла кăмăла çемçетет.
(10) Хăвăн тусна та, аçу тусне те ан пăрах, инкек-синкек пулсассăн — тăвану килне ан кай: çывăхри кÿршĕ аякри тăванран лайăхрах.
(11) Эй ывăлăм, ăслă пул, чĕреме савăнтар — вара хама кÿрентерекене хурав-лама пĕлĕп эпĕ.
(12) Ăслă-тăнлă çын инкеке курать те — пытанать; пурăнăçа пĕлменнисем малалла каяççĕ те — асап кураç-çĕ.
(13) Ют çыншăн çăка кĕрекенрен кĕпине саклата ил; унран ют çĕршыв хĕрарăмĕшĕн те салук ил.
(14) Кам хăйĕн тусне ир-ирех кăшкăрса мухтать, çавна усал сунакансен шутне кĕртеççĕ.
(15) Çумăрлă кун пĕр чарăнми тумлакан тумлапа чăркăш арăм — иккĕшĕ те пĕр:
(16) çав арăма чарма-лăплантарма тăрăшакан — çил-тăвăла чарма тăрăшакан е сĕрĕш шăршине аллипе чăмăртама тăрăшакан.
(17) Тимĕре тимĕр, çынна çын хăйрать.
(18) Смоква йывăçне пăхаканĕ унăн çимĕçне çийĕ, хăйĕн хуçине упраканĕ хисепре пулĕ.
(19) Шыв çине ÿкнĕ сăн чăн сăнĕпе куçа-куçăн тăнă пек, этем чĕри те тепĕрин чĕринче курăнать.
(20) Çĕр тĕпĕпе Аваддон тăранмаççĕ; этем куçĕсем те, çавсем пекех, тăрана пĕлмеççĕ. [Куçĕпе чăрсăррăн пăхакан — Турă умĕнче ирсĕрлĕх, чĕлхине чарма пĕлменни вара — ăссăр-тăнсăр.]
(21) Шăратмалли кăмака — кĕмĕл валли, тимĕрçĕ вучахĕ — ылтăн валли, мухтакан чĕлхе-çăвар — этем валли. [Саккуна уяман çыннăн чĕри усаллăх шырать, тÿрĕ чĕре пĕлÿ шырать.]
(22) Ăссăра тырăпа пĕрле килĕре кисĕппе тÿсессĕн те, унран ăссăрлăхĕ уйăрăлмасть.
(23) Выльăх-чĕрлĕхне лайăх пăх, кĕтĕвÿсене аван усра:
(24) пуянлăх вăл — ĕмĕрлĕхе мар, пурлăх та йăхран йăха куçать-им?
(25) Курăк типсе ларнăччĕ — çĕнĕ курăк тапса тухрĕ, сăрт-ту çинче çаран çулаççĕ.
(26) Сурăхусем — тумтирÿ валли, качака путеккисем — уй-хир туянма.
(27) Качака сĕчĕ хăвна та, кил-йышна та çителĕклĕ пулĕ, хĕрарăм тарçусем те тутă пулĕç.
28
(1) Çылăхли хăйне никам хăваламан чухне те тарать; тÿрĕ çын вара арăслан пекех хăюллă.
(2) Патшалăх йĕркерен тухсассăн, унта пуçлăх йышланса каять; патши ăслă-тăнлă та пĕлÿллĕ пулсассăн, патшалăхăн ĕмĕрĕ вăрăм пулать.
(3) Мĕскĕнсене хĕсĕрлекен чухăн çын — тырра çапса каякан шалкăм çумăр пекех.
(4) Саккуна маннисем усал çынсене мухтаççĕ, саккуна уяса пурăнакансем вара вĕсемпе кĕрешеççĕ.
(5) Усал çынсем тĕрĕслĕхе ăнланмаççĕ, Çÿлхуçана шыракансем йăлтах ăнланаççĕ.
(6) Айăпа кĕмесĕр пурăнакан чухăн çын хăйĕн çулне пăсакан пуянран аванрах.
(7) Саккуна пăхăнакан — ăслă ывăл, салатса пурăнакансемпе явăçаканни вара — ашшĕне намăса хăварать.
(8) Усламла кивçен парса пурлăх хушакан хăйĕн мулне чухăнсене пулăшакан валли пуçтарать.
(9) Кам саккун сăмахĕсене итлеме хăлхине таймасть, çавăн кĕлли те — ирсĕрлĕх.
(10) Тÿрĕ çынна усал çул çине тăма астаракан хăй шăтăкнех кĕрсе ÿкĕ, айăпсăр çынна ырăлăх тивĕ.
(11) Пуян çын хăйне хăй ăсчах тесе шутлать, анчах ăслă чухăн вăл кам пулнине ăнланать.
(12) Тÿрĕ çынсем асла тухсассăн — аслă мухтав; çылăхлисем асла тухсассăн — çынсем тарса пытанаççĕ.
(13) Усал ĕçĕсене пытарса пурăнаканăн ăнăçу пулмĕ; вĕсенчен ÿкĕнекене, вĕсене пăрахакана — каçарĕç.
(14) Яланах Турăран хăраса тăракан — телейлĕ; хăйĕн чĕрине хаярлатакан вара — инкеке лекет.
(15) Чухăн халăхшăн усал аслă пуçлăх — мĕкĕрекен арăслан пек, выçă упа пек.
(16) Ăссăр пуçлăх нумай хĕсĕрлет, мулшăн çуннине курайман çын — ĕмĕрне тăсать.
(17) Çын юнне тăкнăшăн айăплă этем — хăйне кам та пулин ярса ан тыттăр тесе — масар шăтăкне кĕричченех тарса çÿрет.
(18) Айăпсăр çÿрекен çын тĕрĕс-тĕкел пулĕ; кукăр çулсемпе çÿрекен вара пĕр çулĕ çине кайса ÿкĕ.
(19) Хăй çĕрне ĕçлесе тăракан тутă пулать, çил хăвалакансем хыççăн каякан — çуклăхпа тăранакан.
(20) Шанчăклă çын пиллĕхпе пуян; пуйма васкакан вара — хаса курмасăр юлмĕ.
(21) Çыннине кура юрама тăрăшни — начар япала: ун пек çын пĕр татăк çăкăршăн та усал ĕç тăвать.
(22) Ăмсанакан çын пуйма васкать, хăйне çук пурăнăç çитесси çинчен шухăшламасть.
(23) Çынна тĕрĕс питлекене каярахпа йăпăлти чĕлхеллĕ çынран ытларах хапăл тăвĕç.
(24) Ашшĕпе амăшне çаратса пурăнакан, «ку вăл çылăх мар-ха» тесе калакан — вăрă-хурахпа пĕр каварлă.
(25) Мăнаçлă çын харкашу пуçарать, Çÿлхуçана шанса тăракан — ырă курать.
(26) Хăйне хăй шанакан — ăссăр çын; ăс-тăн çулĕпе çÿрекен — чĕрĕ юлать.
(27) Кĕлмĕçе паракан çука юлмасть; курманçи тăвакан çинче вара — пысăк ылхан.
(28) Çылăхлисем асла тухсассăн — çынсем тарса пытанаççĕ, вĕсем ÿксессĕн — тÿрĕ çынсем йышлăланаççĕ.
29
(1) Питленĕшĕн кăмăлне хытарнă этем сасартăках хуçăлса анĕ те — сывалаймĕ.
(2) Тÿрĕ çынсем йышлăланнă чухне халăх савăнать, усал çын асла тухсассăн — халăх йынăшать.
(3) Ăслăлăха юратакан хăйĕн ашшĕне савăнтарать; аскăн арăмсемпе явăçакан пурлăхне салатать.
(4) Тÿрĕ сут тăвакан патша çĕршыва çирĕплетет, парнене хапăл тăваканни ăна юхăнтарать.
(5) Тусне йăпăлтатакан çын унăн ури айне серепе карать.
(6) Çылăх — усал çыннăн серепи, тÿрĕ çын вара савăнать те хĕпĕртет.
(7) Тÿрĕ çын чухăнсен тавăçне тăнлать, усал çын ăнланма тăрăшмасть.
(8) Аскăнсем хулана пăлхатаççĕ, ăслисем пăлхава пусараççĕ.
(9) Ăслă çын ухмахпа сутлашнă чухне лешĕ тарăхать те, кулать те — ним йĕрки те çук.
(10) Юнăçлă çынсем таса çынна кураймаççĕ, тÿрĕ çынсем вара ун пурăнăçĕшĕн тăрăшаççĕ.
(11) Ăссăрри пĕтĕм çиллине ирĕке ярать, ăсли ăна путарать.
(12) Пуçлăх суя сăмаха итлет пулсассăн, ун таврашĕнчи çынсем — пурте усал çынсем.
(13) Чухăн çынпа пусмăрçăн пĕрешкеллĕхĕ пур: ăна та, кăна та куç çути параканĕ — Çÿлхуçа.
(14) Патша чухăнсене тÿррипе сут тăвать пулсассăн, унăн аслă пуканĕ ĕмĕрлĕхе çирĕпленет.
(15) Питлевпе хулă ăс параççĕ; анчах япăх пăхнă ача кайран амăшне намăс кăтартать.
(16) Усал çынсем хушăннă чухне йĕркесĕр ĕç хушăнать; анчах тÿрĕ çынсем вĕсем пĕтнине курĕç.
(17) Ывăлна хаса пар, вара вăл сана канăçлăх кÿрĕ, чунна савăнтарĕ, йăпатĕ.
(18) Çÿлтен пĕлтерни пулмасассăн, халăх — чарусăр, саккуна уяса пурăнаканĕ вара — телейлĕ.
(19) Чурана сăмахпа тăна кĕртес çук: вăл сăмахне ăнланать, анчах итлемест.
(20) Сăмаха шутламасăр персе яракана курнă-и эсĕ? ăна шаниччен ăссăра шанни вырăнлăрах.
(21) Чурана ачаранах ачаш пăхса ÿстерсессĕн, пурăна киле вăл санăн ывăлу пулас тейĕ.
(22) Хаяр çын харкашу тапратать, авăк çын нумай çылăх тăвать.
(23) Мăнаçлăх çынна кĕçĕне хăварать, йăваш чунлă çын чыс курать.
(24) Вăрăпа туслашакан хăйĕн чунне кураймасть; ылханнине илтет вăл, анчах ăна ыттисене пĕлтермест.
(25) Çынсенчен хăрани — серепе карни; Çÿлхуçана шанакан вара хăрамасăр пурăнать.
(26) Нумайăшĕ пуçлăхăн ырă кăмăлне кĕтет, анчах этемĕн шăпи Çÿлхуçаран килет.
(27) Усал çын — тÿрĕ çынсемшĕн ирсĕрлĕх, усал çыншăн ирсĕрри — тÿрĕ çулпа пыраканни.
30
(1) Агурăн — Иакей ывăлĕн — сăмахĕ. (Çакă çын Ифиила, Ифиила тата Укала акă мĕн пĕлтернĕ:
(2) чăнах, эпĕ пур çынран та айванрах, манăн этем ăсĕ-хакăлĕ çук,
(3) эпĕ ăслăлăха вĕренеймерĕм, сăваплă çынсем мĕн пĕлнине те пĕлместĕп.
(4) Тÿпене кам улăхса аннă? кам çиле ывăçласа тытнă? кам шыва тумтир аркине çыхса хунă? кам çĕр чиккисене лартса тухнă? унăн ячĕ мĕнле? ун ывăлĕн ячĕ мĕнле? пĕлетĕн-и?
(5) Туррăн кирек хăш сăмахĕ те таса; Вăл — Хăйне шанакансенĕн хулканĕ.
(6) Вăл хăвна ан питлетĕр тесессĕн, суеçĕ пулас темесессĕн, Турă сăмахĕ çумне нимĕн те ан хуш.
(7) Эпĕ Санран икĕ япала ыйтатăп, хам виличчен эпĕ ыйтнине тивĕçтерсемччĕ:
(8) хĕвĕшÿрен, суя-ултавран хăтар мана, чухăнлăх та, пуянлăх та ан пар мана — паян пурăнмалăх çăкăр пар мана:
(9) мăнтăра тухса, манăн Сана пăрахмалла, «Çÿлхуçа кам вăл?» тесе каламалла ан пултăр, çука юлса, вăрламалла ан пултăр, Туррăмăн ятне вырăнсăр асăнмалла ан пултăр.
(10) Чурана хуçийĕ умĕнче ан хурла: апла сана унăн ылханĕ çитĕ, эсĕ айăпа тăрса юлăн.
(11) Хăйĕн ашшĕне ылханакан, хăйĕн амăшне ырă сунман ăру та пур.
(12) Хăйне хăй таса тесе шутлакан, çав хушăрах хăйĕн ирсĕрлĕхĕнчен тасалман ăру та пур.
(13) Çавăн пек ăру та пур — ах, куçĕсем епле мăнаçлă, куç хăрпăкĕсем те çÿлелле авăнаççĕ!
(14) Çĕр çинчи чухăнсене, халăхри кĕлмĕçсене çиекен ăру та пур: шăлĕсем унăн — хĕç, янах шăммийĕсем — çĕçĕ.
(15) Сĕлĕхĕн — икĕ хĕр: «пар, пар!» Тăранма пĕлменнисем — виççĕ, тăваттă та, вĕсем: «çитет!» темеççĕ.
(16) Акă вĕсем: тамăк тата хĕсĕр арăм варĕ, шыв сăхса тăра-найми çĕр, «çитет!» теме пĕлмен вут-çулăм.
(17) Ашшĕнчен кулакан куçа, амăшне пăхăнман куçа айлăмри çăхансем сăхса кăларĕç, ăмăрткайăк чĕпписем çисе ярĕç!
(18) Эпĕ виçĕ япаларан тĕлĕнетĕп, тăваттăмĕшне те ăнланмастăп:
(19) тÿпери ăмăрткайăк çулне, ту хысакĕ çинчи çĕлен çулне, тинĕс варринчи карап çулне, хĕр патне утакан арçын çулне.
(20) Аскăн арăмăн çулĕ вара çакăн пек: çиет те, тутине шăлса илет те — «эпĕ начарри нимĕн те тумарăм» тет.
(21) Виççĕшне пула çĕр чĕтрет, вăл тăват-тăмĕшне те чăтаймасть:
(22) патшана ларнă чурана; тăраниччен çăкăр çиекен ухмаха;
(23) качча тухнă намăссăр хĕрарăма, хуçа арăмĕн вырăнне йышăнакан хăрхăма.
(24) Акă çĕр çинчи тăватă пĕчĕкскерĕ, анчах вĕсем ăслисенчен те ăслăрах:
(25) кăткă — халăхĕ вăйлă та мар, анчах апатне çулла янтăлаççĕ;
(26) сăрт-ту шăшийĕ — хавшак халăх çеç, анчах йăвине чул ту çинче çавăраççĕ;
(27) хĕрлĕ шăрчăкăн патша çук, анчах вĕсем кар тапранаççĕ, йĕркен-йĕркен пыраççĕ;
(28) эрешмен урисемпе çакланкалать çеç, хăй вара патша керменне те çитет.
(29) Акă виççĕшĕ те кĕрнеклĕ, тăваттăмĕшĕ харсăррăн утать:
(30) арăслан — вăйлă чĕрчун, никама та çул памасть вăл;
(31) урхамах, [кĕтÿ ертÿçи] качака таки тата çарĕ умĕнче пыракан патша.
(32) Каппайланса ухмахла ĕç турăн пулсассăн, усал шухăш тытрăн пулсассăн çăварна аллупа хупла:
(33) уйран уçласассăн çу ÿкнĕ пек, сăм-саран чышсассăн юн тухнă пек, çилĕ тăвăлсассăн харкашу пуçланать.
31
(1) Лемуил патша сăмахĕ. Ăна амăшĕ акă епле вĕрентсе каланă:
(2) мĕскер-ха, ывăлăм? варăмра ÿтленсе çуралнă ывăлăм, мĕскер-ха? Турăран ыйтса илнĕ ывăлăм, мĕскер-ха?
(3) Хăвăн вăйна хĕрарăмсене, утас çулна патшасене пĕтерекен арăмсене ан пар.
(4) Патшасен мар ĕçмелле эрехе, Лемуил, патшасен мар, çиккере те пуçлăхсен ĕçмелле мар:
(5) ĕçсе ÿсĕрĕлсе, вĕсем саккуна манса кайĕç, сутри ĕçе пусмăр тÿсекенсене хирĕç çавăрса ярĕç.
(6) Çиккере — вăйран сулăннă çынна, эрехе — чунĕ хуçăлнă çынна парăр;
(7) ĕçтĕр те — çитмен пурăнăçне манса кайтăр, хăйĕн асапне урăх ан аса илтĕр.
(8) Хăйсене хÿтĕлеме пултарайман йăваш çыншăн, тăлăх ачасемшĕн калаç.
(9) Тĕрĕс сута хÿтĕлесе, чухăнпа кĕлмĕçе хунтăласа калаç.
(10) Ырă арăм епле тупайăн? вăл ахах-мерченрен те хаклăрах;
(11) упăшкийĕн чĕри шанать ăна, ун пек арăмпа вăл тăкак курмĕ;
(12) арăмĕ ăна ĕмĕрех ырă туса савăн-тарĕ, нихăçан та усал тумĕ.
(13) Çăмне те арлать вăл, йĕтĕнне те татать, аллинчи ĕçĕ вĕресе çеç тăрать.
(14) Вăл, купса карапĕ пек, çăкăр-тăварне инçетрен тупса тăрать.
(15) Çутăлман-ха — ĕнтĕ ура çинче вăл, кил-йышĕ валли апат хатĕрлет, пурне те çитерет, хĕрарăм тарçăсене ĕç парса тухать.
(16) Пĕр-пĕр уй-хире куç хывать те — ăна туянать; хăйĕн вăйĕпе иçĕм пахчи лартса ÿстерет.
(17) Пилĕкне хăват çыхать, хул-çурăмне тĕреклĕх кÿрет.
(18) Ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçлă пулса пынине туять те — çутаткăçĕ унăн çĕрле те сÿнмест.
(19) Алли кĕнчеле арлас-шăн хыпăнать, пÿрни йĕке вĕçĕнчен кая пĕлмест.
(20) Ывăçĕ унăн — чухăншăн уçă,
(аллине пулăшу кĕтекен енне тăсать.
(21) Хăйĕн кил-йышне сивĕ тивесрен сыхлать: пур йышĕ икĕ хут тум тăхăнса çÿрет.
(22) Вăл килĕ валли вителĕк тĕртет; хăйĕн çипуçĕ — виссон та хĕрхĕлтĕм тум.
(23) Унăн упăшкине хула хапхи умĕнче те пĕлеççĕ: вăл унта çĕрĕн аслă çыннисемпе пĕрле ларать.
(24) Вăл кĕпе çĕлесе сутать, Финикия купсисене пиçиххипе тивĕçтерсе тăрать.
(25) Унăн тумтирĕ — кĕрнеклĕх те илем-лĕх, килес куна вăл савăнса хапăллать.
(26) Чĕлхи-çăварĕнче — ăслă-тăнлă сăмах, чĕлхи вĕçĕнче — йăвашшăн вĕрентни.
(27) Килĕнчи хуçалăхне пĕлсе тытса тăрать, ĕçлемесĕр çăкăр çимест вăл.
(28) Ачисем çывăрса тăраççĕ те — мухтаççĕ амăшне, упăшки те ырлать те мухтать:
(29) «ырă арăм нумай пулнă, эсĕ вара пуринчен те ирттеретĕн» теет.
(30) Хитре сăн — ултавлă, илем те — ниме тăмасть; Çÿлхуçаран хăракан арăм вара — мухтава тивĕçлĕ.
(31) Тивĕçлипе мухтавлăр ăна, унăн ĕçĕсене хула хапхийĕ умĕнче мухтаччăр!
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] вĕрентнисене чăнласах тимлес текен ан улталантăр, Соломон ытарăшĕсен кĕнеки тăрăх […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Аскăнланса çÿрекен çын вăл вăрă пек. Іов калат̌: аскăн çын çĕрлехи вăрă пек, аскăн çыннăн ĕçĕсем тĕттĕм пуласса кĕтсе тăраççĕ, питне хупласа вăл калат̌ вара: мана никам куçĕ те курмаст̌ ĕнтĕ, тет (Іов. 24, 14—15). Аскăнланса çÿрекен çыннăн айăпĕ вăрă айăпĕнђен те пысăк; вăрă ђунсăр йапаласене вăрлат̌, аскăн çын çын арăмне вăрлат̌. Соломон патша калат̌: кам аскăнланса çÿрет, вăл çыннăн ăсĕ çук, вăл хăй ђунне пĕтерет тет (Прит. 6, 32). […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Аскăнланса çÿрекен çын вăл вăрă пек. Іов калат̌: аскăн çын çĕрлехи вăрă пек, аскăн çыннăн ĕçĕсем тĕттĕм пуласса кĕтсе тăраççĕ, питне хупласа вăл калат̌ вара: мана никам куçĕ те курмаст̌ ĕнтĕ, тет (Іов. 24, 14—15). Аскăнланса çÿрекен çыннăн айăпĕ вăрă айăпĕнђен те пысăк; вăрă ђунсăр йапаласене вăрлат̌, аскăн çын çын арăмне вăрлат̌. Соломон патша калат̌: кам аскăнланса çÿрет, вăл çыннăн ăсĕ çук, вăл хăй ђунне пĕтерет тет (Прит. 6, 32). […]
КилĕштересКилĕштерес