Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Соломон Юррисен Юррийĕ Кĕнеки
1
(1) Вăл мана çупăрласа чуптăвинччĕ: санăн евĕкÿ эрехрен те савăкрах!
(2) Эсĕ ырă шăршăллă çупа сĕрĕнетĕн те, яту таврана сарăлнă мирă пекех туйăнать; хĕрсем çавăнпа юратаççĕ сана.
(3) Кăчăк туртсамччĕ мана, эпир сан хыççăн чупса кайăпăр; патша мана хăйĕн керменне илсе кĕчĕ — сана мухтавлăпăр, саншăн савăнăпăр, санăн евĕкне эрехрен мала хурăпăр; юратăва тивĕçлипе юратаççĕ сана!
(4) Эй Иерусалим хĕрĕсем! эпĕ хура, анчах та хитре, Кидар чатăрĕ пек, Соломон чаршавĕ пек хитре.
(5) Мана хура тесе ан тиркĕр, ÿтĕме хĕвел хĕртсе хуратрĕ: аннемĕн ывăлĕсем çилленчĕç те мана хăйсен иçĕм пахчине хураллама тăратрĕç, çавăнпа хамăн пахчама сыхлаймарăм.
(6) Каласамччĕ мана, чун савниçĕм: кĕтĕвне ăçта кĕтсе çÿретĕн? кăнтăрла ăçтарах эс канатăн? мĕншĕн-ха манăн юлташусен кĕтĕвĕ тавра çĕтсе çÿрес?
(7) Эй хитререн те хитре пикемĕр, çавна пĕлместĕн пулсассăн, кай та кай сурăхсен йĕрĕпе, кĕтĕвне, качака путеккисене, кĕтсе çÿре кĕтÿç чатăрĕсем çумĕнче.
(8) Фараон кÿминчи ик турта хушшинчи кĕсремпе танлаштартăм сана, савниçĕм-пикеçĕм.
(9) Ах, епле чечен курăнать шерепе эрешленĕ сăну, çут шăрçаллă мăю;
(10) эпир сана кĕмĕл тенкĕллĕ ылтăн шерепе туса парăпăр.
(11) Патша хăй кĕрекинче ларнă чухне эпĕ сĕрĕннĕ нард çăвĕнчен ырă шăршă сарăлайрĕ.
(12) Манăн савнă каччăм — мирра çупкăмĕ, яланах чĕрем çумĕнче вăл.
(13) Манăн савнă каччăм — Енгедире иçĕм пахчинче çурăлнă кипер сапаки пек.
(14) Ах, савниçĕм-пикеçĕм, ытарайми хитре эс, ытарайми хитре! куçусем — кăвакарчăн куçĕсем.
(15) Ах, савнă каччăм, савнийĕм, мĕнле илемлĕ эсĕ, мĕнле кăмăллă эсĕ! пирĕнех те тÿшек — ешĕл курăк;
(16) пирĕнех те çуртсенĕн тăрри — кедр йывăççи, пирĕнех те пÿртсенĕн маччи — кипарис йывăççи!
2
(1) Эпĕ — Сарон нарцисĕ, эпĕ — айлăмра ÿсекен лили!
(2) Ман савниçĕм-пикеçĕм ытти хĕрсем хушшинче — кÿкен тĕмĕсем хушшинчи лили чечекĕ пекех.
(3) Манăн савнă тусăм ытти каччăсем хушшинче — вăрман йывăçĕсем хушшинчи улмуççи евĕрлех. Çав улма йывăççи айĕнче сулхăнра эп ларма юрататăп, унăн пылак çимĕçĕ çăвартах ирĕлет.
(4) Вăл мана ĕçкĕ-çикĕ керменне илсе кĕчĕ, ман тĕле юрату ялавне çакса хучĕ.
(5) Ах, мана юрату лăштăр ячĕ, сыпкăм эрех ĕçтерсе вăй кĕртсемĕр, улмапа сăйласа кăшт уçсамăр ăша.
(6) Унăн сулахай алли — ман пуçăм айĕнче, сылтăмми вара мана ыталать.
(7) Эй Иерусалим хĕрĕсем, ту качаки ячĕпе, хир айпăланĕ ячĕпе тархаслатăп сире: вăранас вăхăчĕ çитиччен савнă пикемĕн ыйхине ан татăр, ан вăратăр ăна.
(8) Ах, савнă тусăм сасси илтĕнет! акă килет вăл: ту çийĕн ыткăнса, сăрт çийĕн сиктерсе вăл килет.
(9) Ту качаки евĕрлех, çамрăк пăлан евĕрлех манăн каччăм. Акă çитрĕ те — тăрать вăл кунтах, хÿме леш енче, кантăкран пăхать, карта витĕр вĕлтлетсе илет.
(10) Ентĕ тусăм мана йыхăрать: савнийĕм, ытарайми пикеçĕм, тăрса тухчĕ часрах!
(11) Акă хĕл те иртсе кайрĕ; çумăр та çуса иртрĕ;
(12) çĕр питне капăрлатрĕç хитре чечексем; юрă вăхăчĕ çитрĕ, çĕршывăмăрта улатăпа сасси илтĕнет;
(13) смоква йывăçĕ те папкине ĕнтĕ çурчĕ, иçĕм турачĕсем, çеçкене ларса, ырă шăршă сараççĕ. Савнийĕм, ытарайми пикеçĕм, тăрса тухчĕ часрах!
(14) Ту хушăкне, чул хысак хÿттине пытанса ларнă кăвакарчăнăм! кăтартсамччĕ сăнна, сассуна илтме парсамччĕ мана: сассу евĕклĕ санăн, сăну кăмăллă санăн.
(15) Тилĕсемпе çурисене тытса парăр пире, вĕсем иçĕм пахчисене тустараççĕ, пирĕн пахча чечекре-çке.
(16) Савнă тусăмçăм — манăн, эпĕ те — унăн; вăл лили чечекĕ хушшинче кĕтÿ кĕтсе çÿрет.
(17) Кун сулхăнĕ кайиччен, мĕлкесем çухаличчен сăрт-тусем хушшинчи ту качаки пулайса, çамрăк пăлан пулайса таврăнччĕ, савниçĕм.
3
(1) Çĕр варринче хам тÿшекĕм çинче чунăм савакан çыннăма шырарăм, шырарăм ăна — тупаймарăм ăна.
(2) Тăрам-и эппин, хула тăрăх каям-и, чунăм савакан çыннăма урамра, уçă хутлăхра эп шырам-и; шырарăм ăна — тупаймарăм ăна.
(3) Тĕл пулчĕç мана хула тавра çÿрекен хуралсем: «чунăм савакан çынна курмарăр-и эсир?»
(4) Пăрăнса утрăм çеç вĕсенчен, чунăм савакан çыннăма тĕл пултăм, çатăрласа тытрăм та ăна — аннемĕн килне çитиччен, аннемĕн шалти пÿлĕмне кĕриччен хамран вĕçертмерĕм ăна.
(5) Эй Иерусалим хĕрĕсем, ту качаки ячĕпе, хир айпăланĕ ячĕпе тархаслатăп сире: вăранас вăхăчĕ çитиччен савнă пикемĕн ыйхине ан татăр, ан вăратăр ăна.
(6) Кам вăл — пушхир енчен тĕтĕм юпи пек çĕкленсе тухаканĕ? миррăпа, фимиампа, мирă шăратаканĕн тем тĕрлĕ сухăр çăнăхĕпе тĕтĕрнĕрен тĕтĕрленсе тăраканĕ?
(7) Акă унăн, Соломонăн, йăткăçĕ: ун тавра — утмăл паттăр, Израиль çĕрĕнчи утмăл паттăр.
(8) Кашниех хĕç тытнă, ăста вĕсем çапăçма; çĕрлехи синкертен сыхланма пилĕкĕ çумĕнче вĕсен хĕçĕ.
(9) Хăйне çĕклесе çÿремелли йăткăçне Соломон патша йывăçĕнчен тутарнă;
(10) юписем унăн — кĕмĕл, чавсапа сĕвенмелли — ылтăн, ларкăчне витнĕ йăм хĕрлĕ пустав; çавă йăткăç ăшне Иерусалим хĕрĕсем савса-юратса тирпейленĕ.
(11) Эй Сион хĕрĕсем, кайса курăр пуçкăшăль тăхăннă Соломон патшана, мăшăрланнă кун, чун-чĕришĕн савăклă кун, амăшĕ ăна тăхăнтартнă пуçкăшăль.
4
(1) Илемлĕ-çке эсĕ, савнийĕм-пикеçĕм, ай, илемлĕ! пĕркенчĕкÿ витĕр пăхать кăвакарчăн куçу; Галаад тăвĕ çинчен анакан качака кĕтĕвне асилтерчĕ çÿçÿ;
(2) шăлусене — шывран çуса кăларнă, çăмне каснă сурăх кĕтĕвĕ тейĕн, хĕсĕрри унта çук, кашнийĕ — йĕкĕреш путекпе;
(3) йĕпкĕн хĕрлĕ хăю пек санăн туту, çепĕç чĕлхÿ-çăвару; питÿ — икĕ нар улмиех, ун тавра явăнаççĕ çÿç кăтрисем;
(4) мăю — Давид юпи евĕрлĕ, çав юпана вăл кăрал çакма лартнă, ун çине пиншер хулкан çакнă, пур хулканĕ те — паттăрсенĕн.
(5) Санăн икĕ кăкăру — лили чечекĕ хушшинче çÿрекен ту качакин йĕкĕреш путекки.
(6) Кун сулхăнĕ кайиччен, мĕлкесем çухаличчен мирра тăвĕ çине, фимиам тÿпемне ман çитесчĕ.
(7) Савниçĕм-пикеçĕм, эсĕ пур тĕлĕшпе те илемлĕ, санра чĕптĕм тасамарлăх та çук!
(8) Атя манпала Ливанран, çураçнă пикеçĕм! атя манпала Ливанран! Амана тăвĕ тăрринчен, Сенирпа Ермон тăрринчен, арăслан йăвисем патĕнчен, барс тăвĕсем патĕнчен васкасамччĕ!
(9) Ах, йăмăкăм, çураçнă пикеçĕм, манăн чĕреме тыткăнларăн! пĕрре пăхнипех, пĕр мăй çыххипех манăн чĕреме тыткăнларăн.
(10) Ах, йăмăкăм, çураçнă пикеçĕм, мĕнле çепĕç сан евĕкÿ! ачашлатăн та — эрехрен ытларах ÿсĕртетĕн, эсĕ сĕрĕннĕ сĕрĕш шăрши пур ырă шăршăран селĕмрех!
(11) Çураçнă пикеçĕм, чĕлхÿ-çăварăнтан караслă пыл тумлать; чĕлхÿ айĕнче те — пыл та сĕт-çке санăн, тăвĕ ырă шăршă сарнă пек, çипуçу санăн ырă шăршă сарать!
(12) Манăн йăмăкăм, çураçнă пикеçĕм — питĕрсе илнĕ йывăç пахчи, хупса хунă пусă, пичет пуснă çăлкуçĕ;
(13) эсĕ лартнă хунав пахчи — нар улмийĕн пахчи, паха улма-çырла, кипер, нард йывăççисем,
(14) нард тата шафран, аир тата корица, ырă шăршă саракан тĕрлĕ йывăç, мирра тата алой, тем тĕрлĕ техĕмлĕ курăк;
(15) пахчари пусăра — таса шывлă çăлкуçĕ, тăвĕ çинчен юхакан юхăм шыв.
(16) Эй, çил, çĕклен çурçĕртен, вĕçсе кил кăнтăртан, варкăштар пахчама, — унăн ырă шăрши пур енне сарăлайтăр! Савнă каччăм-савнийĕм кĕтĕр хăй пахчине, пылак çимĕç çисе рехетлентĕр.
5
(1) Килтĕм акă хамăн пахчама, йăмăкăм, çураçнă пикеçĕм; ырă шăршăллă мирра тата техĕмлĕ курăк татса пуçтартăм, караслă пылăма та çирĕм, эрехĕмпе сĕтĕме те ĕçсе тăрантăм. Ĕçĕр те çийĕр, тусăмсем, рехетленĕр, савнă çыннăмсем!
(2) Çывăратăп, анчах чĕрем сыхă тăрать; акă савнă тусăмăн сасси илтĕнет, алăкран шаккать вăл: «йăмăкăм, савниçĕм, уçсамччĕ, кăвакарчăнăм, тасаран тасаскерĕм! пуçăма ĕнтĕ сывлăм сырчĕ, çÿçĕм кăтри каç нÿрĕкĕпе йĕпенчĕ».
(3) Çири кĕпене эпĕ хывнăччĕ ĕнтĕ, мĕнле-ха ăна каллех тăхăнас? Эпĕ урана та çунăччĕ ĕнтĕ, мĕнле-ха ăна каллех варалас?
(4) Чун савнийĕм тĕнĕ витĕр тăсрĕ те аллине, пĕтĕм ăшăм-чиккĕм пăлханса кайрĕ.
(5) Савнийĕме уçса кĕртмешкĕн вырăн çинчен тăтăм, аллăмран мирра тумлать, алăк хăлăпĕ çине пÿрнемсенчен мирра тумлать.
(6) Савнийĕме кĕртмешкĕн алăка эп уçрăм, савнийĕм çаврăнчĕ те — кайрĕ. Кайрĕ те — чунăм хыпăнса ÿкрĕ, эпĕ шырарăм ăна — тупаймарăм ăна, чĕнтĕм ăна — вăл сасă памарĕ.
(7) Мана хула тăрăх çÿрекен хуралçăсем тĕл пулчĕç, хĕнерĕç мана, суранлатса пĕтерчĕç мана; хÿме хураллакансем пĕркенчĕкĕме сÿсе илчĕç.
(8) Эй Иерусалим хĕрĕсем, тархаслатăп сире: манăн савнийĕме тĕл пулсассăн, мĕн каланă пулăттăр ăна? эпĕ юратăвăмпа халсăрланнă тесемĕр.
(9) «Хитререн те хитре пикемĕр! санăн каччу ытти каччăсенчен мĕнрен лайăхрах-ши вара? Пире çапла тархасламашкăн санăн каччу ыттисенчен мĕнрен лайăхрах-ши вара?»
(10) Манăн савнийĕм шурă ÿтлĕ, хĕрлĕ сăнлă, вунă пин каччăран чаплăрах вăл:
(11) пуçĕ — таса ылтăн; кăтри — хумлă-хумлă, хура курак пек йĕпкĕн хура;
(12) куçĕсем — юхăм шыв хĕрринче пурăнакан, сĕтре чăпăл тăвакан, киленсе ларакан кăвакарчăнсемех;
(13) пичĕ — ырă шăршăллă чечек пахчийĕ, техĕмлĕ курăксен йăранĕ; тути — лили чечекĕ, мирра сăрхăнтармăш;
(14) аллисем — ахахлă-мерченлĕ икĕ ылтăн чăмăр; хырăмĕ — сапфир чулĕпе эрешленĕ, ăстайлă якатнă сăлан шăммийĕ;
(15) ури тунисем — ылтăн никĕс çине лартнă икĕ мрамор юпа; пĕвĕ-сийĕ — тăвĕ евĕр, кедр йывăçĕ пек мăнаçлăн курăнать;
(16) чĕлхи-çăварĕ — шерпет, кăмăлĕпе те вашават вăл. Эй Иерусалим хĕрĕсем, акă мĕнлерех манăн савнă каччăм, акă мĕнлерех манăн тусăм!
6
(1) Хитререн те хитре пикемĕр, ăçта кайса кĕчĕ санăн савнă каччу? ăçта çухалчĕ санăн савнă каччу? ăна эпир санпала пĕрле шырăпăр».
(2) Манăн савнă каччăм хăй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрĕ: вăл унта кĕтÿ кĕтсе çÿрет, лили чечекĕ пуçтарать.
(3) Савнă тусăмçăм — манăн, эпĕ те — унăн; вăл лили чечекĕ хушшинче кĕтÿ кĕтсе çÿрет.
(4) Савниçĕм-пикеçĕм, эсĕ Фирца пекех илемлĕ, Иерусалим пекех кăмăллă, элем çĕкленĕ çĕнтерейми çар евĕрлĕ эсĕ.
(5) Ан тинкер эс мана, ан пăлхат чунăма.
(6) Галаад тăвĕ çинчен анакан качака кĕтĕвне асилтерчĕ çÿçÿ; шăлусене — шывран çуса кăларнă сурăх кĕтĕвĕ тейĕн, хĕсĕрри унта çук, кашнийĕ — йĕкĕреш путекпе;
(7) питÿ — икĕ нар улмиех, ун тавра явăнаççĕ çÿç кăтрисем.
(8) Патшанăн — утмăл арăм, сакăрвунă çум-арăм, хĕрĕсенĕн шучĕ те çук;
(9) анчах вăл çеç — кăвакарчăнăм, тасаран тасаскерĕм, пĕртен-пĕррескерĕм; амăшĕ те ăна, пĕртен-пĕр пикине, ытларах юратса çитĕнтернĕ. Хĕрсем курчĕç те ăна — пуринчен мала хучĕç, патша арăмĕсемпе çум-арăмĕсем те мухтарĕç ăна.
(10) Кам-ши вăл, шурăмпуç ялтравĕ евĕрскер, уйăх пек чиперскер, хĕвел çутийĕ евĕрскер, элем çĕкленĕ çĕнтерейми çар евĕрскер?
(11) Айлăм ешĕллĕхне курмашкăн, иçĕм аврисем папка çурман-ши, нар улми йывăçĕсем çеçкене ларман-ши тесе мăйăр пахчине эпĕ антăм.
(12) Ĕнтĕ хам та пĕлместĕп — халăхăмăн чаплă çыннисен кÿмисем еннелле мĕншĕн ăнтăлчĕ-ши ман чунăм?
7
(1) Çаврăнса пăхсамччĕ, Суламита! çаврăн-ха, çаврăн, çаврăн — эпир сан çине пăхса илер». Сирĕн мĕншĕн Суламита çине пăхмалла-ха, вăл Манаимри вăйă карти-им?
(2) Ах, ятлă-сумлă пике, мĕн тери чипер сантали сырнă сан урусем! Ăста ÿнерçĕ алли тунă мăя пек санăн чăмăркка пĕççÿсем;
(3) хырăму — çавра алтăр, техĕмлĕ эрех унта нихăçан иксĕлмест; санăн вару — тулă кăшăлĕ, кăшăлĕ тавра лили лартса тухнă;
(4) икĕ чĕччÿ — икĕ путек, ту качакин йĕкĕрешĕ;
(5) мăю — сăлан шăмминчен тунă юпа; куçусем — Батраббим хапхи çумĕнчи Есевон кÿллисем; сăмсу — Дамаск енне пăхакан пашниех;
(6) пуçу Кармил тăвĕ евĕр мăнаçлă, çÿçÿ йĕпкĕн хĕрлĕ; кăтрусен илемĕ патшана пăхăнтарнă.
(7) Мĕнле эс илемлĕ, мĕнле илĕртÿллĕ, ытарайми чечен эс, савниçĕм-пикеçĕм!
(8) Пĕвÿ пальма евĕрлĕ санăн, икĕ кăкăру — икĕ иçĕм сапакĕ.
(9) Шухăшларăм вара: туратран турата çакланса улăхасчĕ манăн пальма çине; кăкăру пулĕ иçĕм сапаки вырăнне, панулми шăршиллĕ пулĕ сывлан сывлăшу;
(10) туту-çăвару — чи тутлă эрех. Манăн эрехĕм — тусăм валли, ăшĕ хыпнисене вăл киленĕç кÿрет.
(11) Эпĕ — тусăмăн, вăл та маншăн тĕмсĕлет.
(12) Килсем, савнă каччăм, тухар уй-хире, кĕрер ялсене;
(13) ир-ирех каяр иçĕм пахчине, курар-ха: иçĕм турачĕ папкаланнă-ши, чечеке ларнă-ши, нар улмийĕн йывăçĕ çеçкеленнĕ-ши; унтах сана çупăрлайăп, ачашлăп.
(14) Мандрагора та акă ырă шăршă сарать, пирĕн алăк умĕнчех тĕрлĕрен паха çимĕç — малтанхине те, хальтерех татнине те сан валли эп упрарăм, юратнă каччăм, савнийĕм!
8
(1) Ах, эсĕ аннем кăкăрне ĕмсе ÿснĕ пулсассăн, манăн пиччем пулнă пулсассăн! урамра тĕл пулсан та чуптăвăттăм сана, никам та хурламĕччĕ уншăн мана.
(2) Сана çавăтсах илсе кайăттăм, ертсе килĕттĕм аннемçĕм килне. Эсĕ мана вĕрентĕттĕн, эпĕ сана техĕмлĕ сим пыл, нар улмийĕн сĕткенне ĕçтерĕттĕм.
(3) Унăн сулахай алли — ман пуçăм айĕнче, сылтăмми мана ыталать.
(4) Эй Иерусалим хĕрĕсем, тархаслатăп сире: вăранас вăхăчĕ çитиччен савнă пикемĕн ыйхине ан татăр, ан вăратăр ăна.
(5) Кам-ши ку — хăйĕн савнă каччийĕ çине таянса улăхать пушхиртен? Улмуççи айĕнче эп вăратрăм сана: çавăнтах-çке аннÿ те çуратнă сана, çавăнтах-çке сана кун çути вăл кăтартнă.
(6) Эс мана, пичет пек, ху чĕрÿ çине хур, çĕрĕ пек тăхăнтарт пÿрнÿне: юрату вилĕм пекех вăл хăватлă; кĕвĕçÿ — тамăк евĕр тискер; унăн сăннисем — вутлă сăнăсем; юрату вăл — хăрушла вут-çулăм.
(7) Юрату çулăмне аслă шыв сÿнтереймĕ, юханшывсем те хуплаймĕç ăна. Кам та кам юратушăн мĕнпур пурлăхне пама хатĕр, йĕрĕнсе çеç хÿтерĕç ăна.
(8) Пирĕн пĕр йăмăк пур, вăл пĕве çитеймен-ха, кăкăрĕ те чăмăртанман-ха; ăна çураçма тытăнсассăн, пирĕн унпа мĕн тумалла пулать-ха?
(9) Вăл хÿме пулаясчĕ, ун çине кĕмĕл кермен лартнă пулăттăмăр; пулаясчĕ вăл алăк, эпир ăна кедр хăма çаптарăттăмăр.
(10) Эпĕ — хÿме, икĕ кăкăрăм — икĕ пашне пек; çавăнпа ĕнтĕ савнийĕм умĕнче эпĕ пĕве çитнĕ хĕр пек пулайăп.
(11) Соломонăн Ваал-Гамонра иçĕм пахчи пулсаччĕ; вăл ăна тара парсаччĕ; кашни хуралçийĕн унти çырлашăн ăна пин кĕмĕл укçа памаллаччĕ.
(12) Манăн иçĕм пахчийĕ вара — хампа пĕрлех. Соломон, пин кĕмĕлĕ сана, икçĕр кĕмĕлĕ пахча хуралçисене пултăр.
(13) Сат пахчинче пурăнакан пикеçĕм! юлташăмсем сан сассуна тăнлаççĕ, ан чарсамччĕ мана та ăна итлеме.
(14) Васка, савнă каччăм, васка; ырă шăршă саракан сăрт çинчи ту качаки евĕрлĕ е çамрăк пăлан евĕрлĕ пул!
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓