Трубина Мархви: Ача Чухнехи (4)


Марфа Трубина

Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→



Ача чухнехи

Шкула çÿреме пуçлани

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Кукамай кĕрлĕ-çурлă алли-ури ыратнипе аптрать. Хăй çÿрейменнипе аппана хăйсем патĕнчех усрать. Халĕ ĕнтĕ эпир килте аннепе иккĕн çеç.

Анне те кăçал час-часах вырткалать, ахлаткаласа вăй-хал çуккипе тарăхать.

Эпĕ аннене пулăшма тăрăшатăп. Ирхине чăхсене çĕр улми ватса паратăп. Татса тĕпленĕ витрепе шыв кÿретĕп. Кăнтăрла путексене шăваратăп. Юлашкинчен вут йăтса кĕрсен манăн ĕç пĕтет. Эпĕ вара аннерен ыйтса Анук патне каятăп. Ачасем шкултан тухсан Катя патне Вĕçтеретĕп.

Эпĕ ĕнтĕ пĕчĕк учительница вĕрентнипе пур сас паллисене те çырма, вулама пĕлетĕп. Куллен-кун ачасем шкулта мĕн вĕреннине Катя мана ăнлантарса парать, çыртарать, вулаттарать, шутлаттарать. Эпир ĕнтĕ чăвашла букварь кĕнекине вуласа тухнă, халь вырăсла вулатпăр.

Ку çул йĕпе-сапа нумая пычĕ, кĕр вăрăм пулчĕ. Пĕр ирхине эпир тăнă çĕре юр çунă. Пирĕн тĕттĕм пÿрт çуталса кайнă. Чÿречерен пăхрăм та: хуралтă çийĕсем, урам хушши, уй — шап-шурă. Эпĕ çĕтĕк аркăллă сăхман тăхăнса, аппан кивĕ çăм тутрине çыхса кил картине тухрăм. Çемçе юр çерçи пуçĕ пек ÿкет. Çанталăк тÿлек, лĕпшенкĕ. Ура айĕнчи юр нăтăртатать, çăпата йĕрĕ кушил тĕрри пек пичетленсе юлать. Таçта хурсем какăлтатаççĕ. Хурăнлă çул енчен шăнкăрав сасси илтĕнчĕ те — шăпланчĕ.

Эпĕ шыв ăсма кайрăм. Çăл патĕнче тăват-пилĕк хĕрарăм шăкăлтатса тăраççĕ: пуп сасартăк чирлесе ÿкни çинчен калаçаççĕ иккен. Пĕри — пупа ийе чăмланă, тепри — арçури çакланнă тет. Упрам арăмĕ калаçакансене пÿлчĕ:

— Çук, пачăшкă таврашне усал-тĕсел çакланмасть, ăна паралич текенни çапнă. Сĕмĕлтен тухтăр килсе пăхнă та нумай пурăнаймасть, вилет тесе каларĕ тет.

— Пĕттĕрех, çавă чух ăна, — терĕ çĕтĕк сăхман тăхăннă ватăрах хĕрарăм. — Ытла пит сăхăччĕ. Чыс тырри пухма пы-ысăк пăтавккапа тухать. Ырашне тултарса парсан сĕллине, туллине, урпине ыйтать.

— Тĕрĕс, Чĕкеç, санăн сăмаху. Пупа япала парса çитерме çук. Пĕр кун акă ампара кĕчĕ те тухма пĕлмест: çăм ыйтать, пыл чĕрессине курчĕ — пыл парăр тет. Эпĕ чиркÿре хурт-хăмăршăн та кĕлтăватăп тет.

— Пуп куçĕ — нÿхреп куç тесе ахаль каламан çав ваттисем, — терĕ Чĕкеç.

Эпĕ урăх итлесе тăраймарăм, витресене куç пек тултарса тăвайккинелле тапăлантăм.


Каçхине, халичченхи пекех, пирĕн пата Иван пичче килсе ларчĕ. Вăл тĕрмерен таврăннă хыççăн ĕлĕкхи ĕçнех кĕчĕ. Хăй астуса каланă тăрăх, вăл хуралта хĕрĕх çул ытла пурăнать ĕнтĕ.

Иван пичче те кăçал йăшнă. Халичченхи пек вăрт-варт çаврăнкалаймасть. Пичĕ-куçĕ сăнсăрланнă. Чĕлĕм чăпăкне çыртакан пĕччен шăлĕ те халĕ курăнмасть.

Аннепе иксĕмĕр кĕнчеле арлатпăр. Уни-куни сăмахласа ларнă хушăра пысăк чан тан-н! тутарчĕ. Иван пичче сиксе тăчĕ, урам енчи чÿречерен пăхрĕ, анчах чан чылай тăрсан тин тепре çапрĕ. Хумханнă Иван пичче лăпланчĕ.

— Мĕншĕн çапрĕ-ши ку чан? — ыйтрĕ анне.

— Пуп вилнĕ пулмалла. Сайра çапать, — терĕ Иван пичче.

— Ĕлĕк Иссай пуп вилсен çапла çапнăччĕ.

Анне йĕкине Пĕтĕрме чарăнса чылайччен пĕр çĕре тĕллесе пăхса ларчĕ.

Чан сайра-сайра çапать.

— Вилнех пулсан ун вырăнне кам килĕ-ши апла? — ыйтрĕ анне.

— Ывăлĕ килет-и, тен… Лешĕ, уксаххи. Иртнĕ çул вăл Хусанта вĕренсе тухнă теççĕ.

— Вăл та ашшĕ пекех сăхă пулĕ-ши?

— Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ…

Çапла кăшт калаçкаласа ларсан Иван пичче: «Ыйхă пусрĕ, кайса выртам-ха хамăн кермене», — тесе кăштăртаткаласа тухса кайрĕ.


Катя мана шавах: «Пыр шкула. Халĕ ĕнтĕ пуп çук. Кăларса ярасран ан хăра», — тет.

Эпĕ хамăн тусăм каланине чăнларăм.

Пĕррехинче аннерен: «Шкула вĕренме каям-и? » — тесе ыйтрăм. Анне пăшăрханса михĕлĕх çип арламалли çинчен астутарчĕ. Эпĕ кăмака çине улăхса выртрăм та йĕме тытăнтăм. Анне кăмака кукринче ĕçлекелесе çÿрет, мана чĕнмест. Эпĕ ĕнтĕ чылайранпа ĕсĕклетĕп, анне мĕн те пулин каласса кĕтетĕп. Юлашкинчен унăн кăмăлĕ улшăнчĕ пулас. Вăл хуллен:

— Хĕр ачасем вĕренни питех çук-çке-ха, — терĕ. — Эсĕ шкула кайни ял евĕрлĕ мар пек туйăнать. Анук та каймасть.

— Катя вĕренет-çке.

— Вăл — вырăс. Унăн михĕлĕх çип арламалла мар.

— Эпĕ арлăп та, вĕренĕп те, — терĕм ĕсĕклесе.

— Юрĕ эппин, кайса пăх, — тинех килĕшрĕ анне.

Эпĕ тепĕр куннех шкула вĕçтертĕм. Ачасем пухăнса ларнă, анчах урок пуçланман-ха. Эпĕ алăк патĕнче тăратăп. Катя мана класалла хăйпе юнашар ларма сĕтĕрет.

Ачасем те:

— Кĕрсе лар, кĕрсе лар, — теççĕ.

Шĕшлĕ Мити ман пата чупса пычĕ те:

— Мĕншĕн килтĕн кунта? Тухса кай халех! — терĕ мана çăлкалама тытăнса.

Çав вăхăтрах учительница пÿлĕмĕнчен тухрĕ.

— Мĕн тăватăн, Митя? — ыйтрĕ вăл пирĕн çинелле пăхса.

— Тухса кай тетĕп эпĕ çак хĕр ачана… Кĕркунне вăл манăн сăмсаран юн кăларнăччĕ. Усал, чăрсăр вăл. Халь каллех шкула çÿресшĕн пулас…

— Лар-ха эсĕ, — терĕ ăна учительница. — Сан ĕç çук кунта.

Митя кăмăлсăрланса иккĕмĕш парта хушшине кĕрсе ларчĕ.

— Мĕншĕн килнĕ эсĕ? — ман пата пĕшкĕнсе ыйтрĕ Анастасия Александровна.

— Вĕренме, — шăппăн каларăм эпĕ тутăр вĕçĕпе тутана хупласа.

— Эсĕ кая юлнă. Ытти ачасем вулама та, шутлама та, çырма та вĕреннĕ ĕнтĕ… Мĕнле, вĕсемпе танлашăн-ши?

Эпĕ питĕ те хăраса ÿкрĕм, нимĕн те калаймастăп, шкула кĕме пулмастех ĕнтĕ тесе кăштах йĕрсе яраттăм.

— Вăл вулама та, çырма та, шутлама та ăста пĕлет, — терĕ Катя уçă сассипе.

— Ăçтан пĕлтĕр, вĕренмен вăл, — чăркăшать Митя.

— Чарăн, Митя, — терĕ Анастасия Александровна, вара аллине ман хулпуççи çине хурса мана класа кĕртрĕ.

Эпĕ хуллен пускаласа сĕтел умнелле хăюсăррăн пырса тăтăм. Учительница шкапран чăвашла букварь кĕнекине илчĕ те мана пĕр тĕле вулама хушрĕ. Чĕтрекен сасăпа эпĕ виçĕ сăмах вуларăм:

— Пирĕн… çу-урт… çу-унни.

— Тĕрĕс вуларăн, — хавхалантарчĕ мана учительница. Унтан «Чи-чи кăсăя» тĕлне уçса:

— Халь çакна вуласа пар, — терĕ.

— Эпĕ ăна пăхмасăрах пĕлетĕп, — терĕм эпĕ.

— Ну, каласа пар эппин.

Эпĕ Сăвва калама тытăнтăм. Именесси те иртсе кайрĕ. Çуррине каласан мана учительница чарчĕ, çырма-шутлама пĕлни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ пĕлетĕп терĕм.

— Кам вĕрентнĕ?

— Катя, — терĕм эпĕ тусăм енне çаврăнса.

— Маттур, Катя, — терĕ учительница.

Вăл мана хывăнма хушрĕ. Эпĕ коридора тухса сăхмана хывса çакрăм, пир тутăра çанă ăшне чикрĕм, унтан килтех лайăх туранă çÿçе якаткаласа класа кĕтĕм. Учительница мана Катьăпа юнашар малти парта хушшине ларма каларĕ.

Çав кунтан эпĕ пĕр сиктермесĕр шкула çÿреме тытăнтăм. Учительница мана вĕренме йышăнни Митьăна килĕшмен. Вăл куллен мана е тĕртсе ярать, е çапать, шавах тата:

— Санран пулать-и вĕренесси, кукша? — тесе мăшкăллать.

Капла калаканскер, хăй питĕ аван вĕренет пулĕ-ха ку тесе шутлатăп эпĕ.

Митя партти пирĕн хыçра. Эпĕ пĕрре Митя задачăна Катя хăми çинчен çырса илнине асăрхарăм, кун çинчен çавăнтах тусăма систертĕм. Ката хайхи задачине шутласа пĕтерсенех хăмине тепĕр май çавăрса хучĕ. Акă учительница виççĕмĕш класс ачисене ĕç парса хăварса пирĕн пата пычĕ, эпир тунă задачăсене тĕрĕслеме тытăнчĕ. Митя патне пычĕ те — унăн хăми тап-таса.

— Мĕншĕн шутламарăн? — ыйтрĕ Анастасия Александровна.

— Шутланăччĕ те… Мархва хуратса пăрахрĕ.

— Çук, Марфа сан енне çаврăнса та пăхман, — ман хута кĕчĕ Катя.

— Вăл хăй шутламан, — терĕ Митьăпа юнашар ларакан ача.

Учительница пĕр авăк ним чĕнмесĕр Митя çине пăхса пуçне пăркаласа тăчĕ.

Виçĕ-тăватă кун иртрĕ. Пирĕн чистописани урокĕ. Анастасия Александровна виççĕмĕш класс ачисене арифметикăпа вĕрентет. Эпир Катьăпа таса та илемлĕ çырма тăрăшатпăр. Митя сумкинчен канфет хучĕсем, çутă коробкăсем кăларнă та выляса ларать. Эпĕ çырмаллине çырса пĕтертĕм.

— Ĕлкĕртĕн те-и? — ыйтрĕ шăппăн Митя.

— Пĕтертĕм.

— Мана çырса пар-ха.

— Ху çыр.

— Çыр ĕнтĕ, — йăлăнать Митя. — Ыран сана кулач паратăп.

Эпĕ килĕшменнине кура Митя сиксе тăчĕ те шĕвĕр грифелĕпе мана Çурăмран тăрăнтарчĕ. Хытă ыратнипе кăштах йĕрсе ямарăм. Чикнĕ тĕлтен кĕпе нÿрленнĕ пек туйăнчĕ.

— Мĕншĕн тиветĕн? Ав юн кăлартăн, — терĕ Катя.

— Сана та кирлĕ-и? — чышкине кăтартрĕ Митя Катьăна хăмсарса. Эпĕ питĕ тарăхса кайрăм, анчах хама татах грифелĕпе чышасран хăраса çаврăнса та пăхмарăм.

Çĕнĕ пуп

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Акă эпир яла çĕнĕ пуп килни çинчен илтрĕмĕр. Çак хыпар сарăлсан тепĕр кун пирĕн шкула çĕнĕ пуп уксахласа пырса кĕчĕ. Хăй çÿллĕ, çинçескер. Вăрăм хура тумтирĕ — шалча çинче çакăнса тăнă пек. Сарăрах çÿçĕ кĕске-ха. Пит-куçĕ ансăр. Сăмси пысăк. Куçĕ ашшĕнни пекех чакăр та шĕвек. Эпир ура çине тăрса: «Здравствуйте! » — тесен вăл пире хĕрарăмăнни пек çинçе сассипе хуллен: «Ларăр», — терĕ.

Малтан вăл виççĕмĕш класс ачисене вĕрентрĕ, тепĕр урокĕнче — пире. Пуп тĕнчене шыв тулни çинчен каласа пачĕ. Вăл калани мана юмах пек туйăнчĕ. Киле таврăнсан эпĕ аннене пуп каланине хам ăнланнă пек халапласа патăм. Ной карапĕ ейÿ кайнă Энĕш улăхĕпе ишсе çÿренĕ, вара Паланкасси сăмсахне пырса ларнă терĕм.

— Пулнă та пулĕ çав ĕлĕк, — килĕшет анне.

— Ку пуп аван, ачасене никама та хĕнемерĕ, ятламăрĕ те, тен, мана та шкултан хăваламĕ-ха, — калатăп эп аннене.

— Аван пуп тĕнчере пур-ши? Курăпăр малашне: мĕнле пулĕ? — терĕ анне иккĕленсе.

Тепĕр икĕ кунтан пирĕн каллех пуп урокĕ пулчĕ. Çĕр çине шыв тулни çинчен калама пуп Петĕр ятлă ачана тăратрĕ. Лешĕ пĕлеймерĕ. Вара эпĕ йăваш тенĕ пуп Петĕре хăлхинчен çавăрса тытрĕ те турăш умне чĕркуççи çине лартрĕ. Акă пуп манран ыйтрĕ. Эпĕ питĕ хăраса ÿкнипе чĕтрекен сасăпа калама пуçларăм.

— Юрать, лар, — терĕ пуп эпĕ каласа пĕтерсен.

Ман хыççăн Митьăна черет çитрĕ. Ача пĕр сăмах та калаймарĕ. Акă Митьăна та чĕркуççи çине лартать ĕнтĕ тесе шухăшлатăп эпĕ, анчах апла пулмарĕ, пуп ăна янахĕнчен çемçен тытса пуçне кăлт çÿлелле çĕклерĕ те:

— Что ты, Митенька… Мĕншĕн пĕлейместĕн-ха эсĕ? Ĕнер çеç, эпĕ сирĕн патăрта чухне, священнăй истори вуласа лараттăн-çке, — терĕ çинçешке сассипе.

Митя лĕр-р! йĕрсе ячĕ. Пуп ăна пуçĕнчен шăлса илчĕ, ларма хушрĕ. Урок пĕтсен ачасем Митьăна сырса илчĕç. Пурте тĕлĕнеççĕ: мĕнле-ха пуп урок пĕлменшĕн ăна ятламарĕ те, хĕнемерĕ те, чĕркуççи çине те лартмарĕ? Митя, ним пулман пек, парта хушшинче каçăрăлкаласа ларать.

— Мĕншĕн çаптăр вăл мана, хреснатте пулсан, — терĕ Митя йĕри-тавра мухтанчăклăн пăхкаласа.

Тепĕр икĕ эрнерен пуп пире урок хыççăн çапла каларĕ:

— Ĕнтĕ праçниксем çывхараççĕ. Акă — раштав, ун хыççăн турă шыва кĕни — престол праçникĕ пулать. Шкула праçниксем иртсен тин килетĕр. Чиркĕве çÿрĕр. Ир те, каç та турра кĕлтăвăр, килтисене кĕлĕсем вĕрентĕр. Çапла тусан турă сире аван вĕренме пулăшĕ, — терĕ.

Эпир вăл хушнине тума пултăмăр, анчах хам эпĕ чиркĕве пĕрре те каяймарăм. Аннерен чиркĕве каям-и тесе ыйтрăм та, вăл мана сăхману çĕтĕк, çăпату кивĕ тесе ямарĕ, чиркĕве аван тумпа çеç каяççĕ терĕ.

Пĕрре, кăнтăрла, эпĕ тăвайкки ярăнма тухрăм. Пăхатăп: пуп, тиечук, Манехва тата ик-виçĕ çын турăшсем тытнă, килтен киле çÿреççĕ. Эпĕ вĕсене курсанах çунашкана туртса уялла, хурал пÿрчĕ патнелле, утрăм. Иван пичче патне кĕрсе лартăм. Чылайран тин киле таврăнтăм.

— Хĕреспе килсе кайрĕç. Пуп сана чиркĕве çÿремелле тет, çÿремесен йывăр пулать тет, — каласа пачĕ анне.

— Шкултан кăларса ярасшăн мар-и? — тĕпчетĕп эпĕ аннерен.

— Тен, апла та пулĕ, — хуравларĕ анне.

Хывăнса ларсан эпĕ тĕпелти стена çумне çыпăçтарнă ÿкерчĕк çуккине асăрхарăм. Çав ÿкерчĕк çинче вилише пенĕ кушак аçине шăшисем пытарма тăнине кăтартнăччĕ. Мăнтăр та илемлĕ кушак куçне хупнă пек туса чеенĕн пăхса выртать. Йĕри-тавра чечеклĕ кĕпесем тăхăннă айван шăшисем ташлаççĕ, кушак вилнишĕн савăнаççĕ… Эпĕ ку ÿкерчĕке питĕ юрататтăм. Ăна ман валли кукаçи Çĕрпÿ ярмăрккинче туяннăччĕ. Акă эпĕ сĕтел айне лучăркаса пăрахнă хут чăмăркки куртăм. Эпĕ ăна илсе чĕрçинче якатса пăхрăм. Мăнтарăн Кушака пуçĕнчен çурнă, чăнк! тăракан хăлхисене татсах пăрахнă. Вут хутса тăракан аннерен йĕрес пек: «Ÿкерчĕке кам çурнă? » — тесе ыйтрăм.

— Пуп çурчĕ, — хуравларĕ анне. — Кĕлĕ туса пĕтерчĕ те ÿкерчĕке çурса илчĕ, лутăркаса сĕтел айнелле пăрахрĕ, турăш çывăхĕнче кунашкал ÿкерчĕк кирлĕ мар терĕ.

Эпĕ ăнман пупа питĕ те кÿрентĕм.

Праçниксем иртсен эпир каллех вĕренме тытăнтăмăр.

Анастасия Александровна пире таса, тирпейлĕ çÿреме хушнине асра тытса эпĕ шкула яланах шурă кĕпепе каяттăм. Манăн кĕпесем, вăтам пиртен çĕленĕскерсем, виççĕшĕ те тĕрĕллĕччĕ. Шурă кĕпе çинчен сар тата чĕрçитти çыхсан мана питĕ аван пек туйăнатчĕ.

Пĕррехинче пуп урока пырсан манран Якку ятлă çын пĕлĕте çитиччен тăратнă пусма курни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ каласа патăм. Пуп мана сĕтел патне чĕнсе кăларчĕ те:

— Сана турă вĕренме пулăшать, анчах эсĕ тĕрĕллĕ кĕпе, сар тата чĕрçитти çыхса çÿренине манăн юратас килмест. Вĕренекен хĕр ачан унашкал тумланса çÿреме кирлĕ мар. Тĕрĕ таврашĕ шуйттана килĕшÿллĕ япала вăл…

Киле таврăнсан эпĕ шкулта мĕн пулнине аннене каласа патăм, питĕ кÿреннипе йĕрсе те илтĕм.

Анне кăмăлсăрланса çапла каларĕ:

— Пупсем чăваш тумне, юрри-кĕввине, тĕрлĕ йăлисене юратмаççĕ. Вилнĕ пуп чăваш туйне шуйттан вăййи тетчĕ.

— Мĕншĕн? Пирĕн тĕрĕсем илемлĕ-çке, юрлани, ташлани те лайăх, — терĕм эпĕ.

— Пирĕншĕн аван та, пупсемшĕн аван мар.

— Мĕншĕн апла?

— Темшĕн, кам пĕлет… Вилнĕ пуп пирĕн яла килсенех вăйăра юрлакан хĕрсемпе каччăсем патне час-часах тухатчĕ, чăвашла ан юрлăр, кирлĕ мар тесе ятлаçатчĕ.

— Вара чăнах та пăрахрĕç-и вăйăра юрлама?

— Çу-ук. Халăх пупсем каланине итлемест, хăйĕн авалтанпа пулнă юррисене те, йăлисене те пăрахмасть.

— Халĕ ман мĕн тăхăнса каяс ĕнтĕ шкула?

— Тĕрĕсĕр кĕпе çĕлесе парас пуль.

— Сар вырăнне мĕн çыхас?

— Пиччÿн шараç пиçиххи татăкĕ пурччĕ, çавна çыхатăн-ши е хăю касса парам-ши?

Эпĕ вара сар вырăнне хăю çыхма килĕшрĕм. Çакăн хыççăн эпĕ пуп çине тата хытăрах тарăхрăм, унăн урокĕсене пĕрре те вĕренес килместчĕ.

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Эпĕ ĕнтĕ виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Пĕрре хĕлле эпир урокра вырăсла кĕнеке çинчен «Утка и месяц» ятлă калав вулатпăр. Урамра шăнкăрав сасси хуллен, çемçен илтĕнчĕ, вара хытăран хытăрах шăнкăртатса çывхарчĕ те шкул тĕлĕнче шăп пулчĕ.

Анастасия Александровна кантăкран пăхрĕ те хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ.

— Инспектор Иван Яковлевич килчĕ, — терĕ вăл улшăннă сасăпа. Кăшт тăрсан коридора çын кĕни илтĕнчĕ. Унта вăл, çиелти тумтирне хывса пулмалла, пĕрер самант тытăнса тăчĕ, вара класа çÿллĕ те кĕрнеклĕ çын кĕчĕ, кăвакарнă çÿçне, лапка шурă сухалне пысăк аллипе якатса илсе сĕтел патнелле утрĕ. Эпир пурте харăс ура çине тăрса:

— Здравствуйте! — терĕмĕр.

— Здравствуйте, дети! — терĕ Иван Яковлевич, унтан учительницăна алă тытрĕ, сĕтел умне ларчĕ. Анастасия Александровна, хумханса лăпланнăскер, ним пулман пек, пире паçăр пуçланă калава малалла вулаттарать, ыйтусем парать. Иван Яковлевич итлесе ларать, кăмăллă пысăк куçĕпе пирĕн çинелле пăхать. Ун умĕнче пысăк хура папка. Икĕ-виçĕ ачана вулаттарнă хыççăн Анастасия Александровна мана тăратрĕ. Эпĕ питĕ тăрăшса вуларăм, мĕн вуланине каласа патăм. Иван Яковлевич ман çине пăхса:

— Выразительно читает и хорошо рассказывает, — терĕ.

Учительница та ман çине пăхса илсе Иван Яковлевича темĕн каларĕ — илтеймерĕм. Малалла манăн, учительница хушнă тăрăх, хăш-пĕр сăмахсене чăвашла куçармалла пулчĕ. Ахăртнех, ку ĕçе те йăнăшсăр турăм пулас.

— Прекрасно, — терĕ Иван Яковлевич.

Перемена пулчĕ. Анастасия Александровна пирĕн тетрадьсене шкапран илсе Иван Яковлевич умне хучĕ, вара иккĕшĕ те пирĕн ĕçсене тĕрĕслеме тытăнчĕç. Чылай тетрадь пăхрĕç вĕсем. Юлашкинчен манăн тетрадь тухрĕ пулас: Анастасия Александровна пуçне ман еннелле пĕлтерĕшлĕн сулчĕ.

— Пишет чисто, — терĕ Иван Яковлевич.

Учительница татах шăппăн темĕн каларĕ.

— Сирота? — ыйтрĕ инспектор. — Эдак-и так, тогда надо ее в нашу школу.

— Да, я об этом думала, — терĕ учительница.

Иван Яковлевич папкине уçса темскер çырчĕ. Унтан ман çине кăмăллăн пăхса:

— Дмитриева Марфа, çак шкултан аван вĕренсе тухсан вĕренме Чĕмпĕре пыр, — терĕ.

Эпĕ савăннипе хумханса, вĕриленсе кайрăм.

Инспектор шкулта мĕн уроксем пĕтичченех пулчĕ, Класран тухса каяс умĕн çапла каларĕ:

— Ачасем, эдак-и так, эсир вĕреннине тĕрĕслесе тухрăм. Аван вĕренекенсем пур. Пурте малалла тăрăшса вĕренĕр. Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм. Вĕреннĕ çын пĕри вĕренмен çичĕ çынна тăрать тесе ахаль каламан. Вĕреннине, эдак-и так, йăтса çÿремелли япала мар тенĕ. Пуринчен ытла вырăс чĕлхине вĕренме тăрăшăр, унсăрăн вĕренÿ çулĕ хупă. Вăл пире, эдак-и так, апат пек, сывлăш пек, хĕвел çути пек кирлĕ. Сывă пулăр, ачасем! Турă пулăштăр сире аван вĕренме!

Учительница Иван Яковлевича хăй патне апата чĕнчĕ. Эпир шкултан тухрăмăр, инспектор кайнине курас тесе алкум вĕçĕнче кĕтсе тăратпăр.

Сарă кĕрĕк тăхăннă лавăç хыçлă çуна кÿлнĕ лашисене картлашка патне çавăрса тăратрĕ. Кăшт тăрсан Иван Яковлевич тухрĕ. Вăл хура пальто, яка тирлĕ хура çĕлĕк тăхăннă, хул хушшинче лапсака шурă тăлăп. Анастасия Александровна шаль тутри пĕркенсе ачасем патнелле пырса тăчĕ. Иван Яковлевич тăлăпне тăхăнса çуна çине ларчĕ. Лавăç: «Ну, яра пар! » — тесе тилхепине туртрĕ. Эпир: «Сывă пулăр, Иван Яковлевич! » — терĕмĕр. Вăл тăлăпăн лапсака çухине сирсе çĕлĕкне çĕклерĕ. Çÿллĕ хыçлă çуна çăмăллăн тапранчĕ, шăнкăрав сасси янăравлăн илтĕнсе юлчĕ…

Виççĕмĕш класа çитсен эпир каçсерен уроксене хатĕрленме шкула çÿреттĕмĕр. Килте шăши куçĕ пек çунакан лампа умĕнче вулама та, çырма та хĕн пулнă. Шкулта тăрпаллă лампа çутă çунать, питĕ аван. Уроксене вĕренсе пĕтерсен учительница пире мĕн çинчен те пулин каласа е вуласа паратчĕ. Хăш чух юмахсем, Сăвăсем калаттăмăр. Паян пире Анастасия Александровна Иван Яковлевич çинчен каласа пачĕ. Вăл тăлăх ача пулнă иккен. Ăна ырă çынсем пăхса ÿстернĕ. Иван Яковлевич чăваш ачи пулнă пулин те хăй питĕ тăрăшса вĕреннине тата ырă кăмăллă вырăс çыннисем пулăшнипе аслă шкултан вĕренсе тухнă, чăваш ачисем валли учителе вĕренсе тухмалли шкул уçнă. Учительница Иван Яковлевич çинчен нумай каларĕ. Эпир сывламасăр тенĕ пек итлесе тĕлĕнсе ларатпăр.

Иван Яковлевич мана Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме илесси çинчен хăй каласа хăварни маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ, вĕренме хавхалантарчĕ. Эпĕ халиччен те аван вĕреннĕ, халĕ тата ытларах тăрăшма пуçларăм. Вырăс чĕлхине вĕренме хавас пулнăскер, эпĕ нумайтарах кĕнеке вулама тытăнтăм. Ăнланман сăмахсене Катьăран ыйтатăп, вăл пĕлеймесен — учительницăран. Пĕрре эпĕ пуп килĕ тĕлĕнче лутăркаса пăрахнă хаçат тупрăм. Килте эпĕ ăна якатрăм, тетрадь пек хутлатса çĕлерĕм, вара учительница ăнлантарса панă сăмахсене манас мар тесе çав хаçат çине çырса пыра пуçларăм. Анастасия Александровна мана çакăншăн мухтарĕ, хаçат çине çырма кансĕр тесе виçĕ листа хут пачĕ. Ку маншăн пит паха пулчĕ.

Эпĕ вулама юратнине кура учительница мана хăй суйласа кĕнекесем пама тытăнчĕ. Вуласа тухнă кĕнекен содержанине каçсерен, урок хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн, ачасене каласа параттăм. Пирĕн шкул библиотеки пуян пулман. Пушкин çырнă юмахсем, Толстойăн кĕске калавĕсем пурччĕ, анчах ытларах çветтуйсен пурнăçĕ çинчен çырнисемччĕ. Астăватăп, пĕр эрне хушшинче эпĕ çак кĕнекесене вуласа тухрăм: «Кирилл и Мефодий — просветители славян», «За богом молитва, за царем служба не пропадают», «Покорение Сибири», «Великомученица Варвара», «Сказка о золотом петушке».

Тăваттăмĕш класа куçсан мана учительница хăйĕн кĕнекисене пара пуçларĕ. Тургенев калавĕсенчен «Бежин луг» тата «Муму» вуланине астăватăп. Пĕрре мана Анастасия Александровна «Вечера на хуторе близ Диканьки» ятлă кĕнеке пачĕ. Ăна вуласа эпĕ питĕ савăнтăм, анчах кайран тарăхма та тиврĕ. Хĕр тупăкĕ чиркÿре вĕçсе çÿрени, виле шăтăкран çĕкленсе кăшкăрни тата ытти хăрушă тем те пĕрсем куç умĕнче пекех туйăнма пуçларĕç. Тĕттĕм пулсан пĕччен юлма хăракан пултăм. Пĕр-икĕ эрне çакăн пек асапланса пурăнтăм.

Çĕнĕрен килнĕ ача

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Хĕлле пĕр каçхине Катьăпа иксĕмĕр, яланхи пек, шкула урок хатĕрленме пытăмăр. Класра лампа çутман-ха. Пилĕк-ултă ача Коридорта çунакан кăмака умне пухăнса ларнă. Катьăпа иксĕмĕр вĕсем патне пырса тăтăмăр. Пĕри тупмалли юмах калать, тепри ывăçне мăйăр чăмăртанă та: «Ытă-и, тĕкел-и? » — тесе чышкине юлташĕсем патнелле Кăнтарать. Шакăлтататпăр. Типĕ вутă ялкăшса çунать. Пĕчĕк коридор çап-çутă. Тулта сивĕ чух çунакан кăмака умĕнче ларма питĕ аван.

Алкумĕнче тÿп! тÿп! туни илтĕнчĕ. Алăка майĕпен уçса вун виçĕ-вун тăватă çулхи ача кĕчĕ. Пирĕн çине пăхса илнĕ хыççăн вăл пас тытнă çĕлĕкне пăтана çакрĕ. Юрлă тумтирĕн аркисене силлекелерĕ.

— Кил кунта, ăшăн, — терĕмĕр эпир.

Пăхкаласа тăнă хыççăн ача тĕпленĕ çăматтипе шукаласа пирĕн пата пычĕ. Катьăпа иксĕмĕр кăмака умĕнчен кăшт сирĕлтĕмĕр. Вăл пушаннă вырăна кукленсе ларчĕ. Тÿрĕ сăмсаллă, илемлĕ питлĕскер, йăлтăртатакан хура куçĕпе вăл вут çинелле пăхрĕ, шакла пуçне аллипе сăтăркаласа илчĕ.

— Вут хĕрÿллĕ, ăшăнса та кайрăм, — терĕ вăл кăмăллăн. — Учительница Анастасия Александровна килте-и?

— Килте, — терĕмĕр эпир.

— Эсĕ ун патне-и?

— Ăх-хă, ун патне.

— Мĕн, ĕçпе килтĕн-и?

— Кунта вĕренме килес тетĕп… Анастасия Александровна пире туртăнкă тивет… асаттерен.

Пĕр авăк никам та сăмах хушмарĕ. Шăпах лартăмăр. Ачан хăй çинчен каласа парас кăмăл пур пулас. Вăл кăварлана пуçланă вут çине пăхса калама тытăнчĕ:

— Атте пĕлтĕр Хусанта вилчĕ. Супăнь тăвакан заводра ĕçлетчĕ. Аннепе иксĕмĕр хĕлле атте патĕнче, çулла ялта пурăнаттăмăр. Кăçал кĕркунне анне вилчĕ.

Ачасенчен тахăшĕ ассăн сывласа илчĕ.

— Ху эс Хусанта вĕренмен-и? — ыйтрĕ Катя.

— Атте пур чух вĕреннĕ, пĕлтĕрпе кăçал вĕренмен. Тăваттăмĕш класраччĕ.

Учительница тухрĕ. Çĕнĕрен килнĕ ача хăвăрт тăчĕ те ун патне пычĕ. Анастасия Александровна тишкĕрсе пăхрĕ, ăшшăн-ăшшăн кулса ячĕ.

— А-а, Коля, эсĕ-çке! Палламан та… Кам-ши ку тетĕп.

Çапла каласа ачана вăл хăй патне илсе кĕчĕ.

Шкул сторожĕ, ватă хĕр Наçтаç, лампа çутрĕ. Эпир шĕл кăварлă кăмакана хăварса уроксене хатĕрленме тытăнтăмăр.

Тепĕр кун Коля учительница хваттерĕнчен кĕнекесем илсе тухрĕ. Ыттисенчен пысăкрахскер, вăл хыçалти парта хушшине кĕрсе ларчĕ. Пирĕн класра ĕнтĕ вунă ача пулчĕ.

Малтанхи урокра пире Анастасия Александровна Задача шутлама пачĕ. Эпĕ задачăна кăлараймарăм. Катя та çавах. Урок пĕтсе килет, эпир ĕçе пĕтереймен: пурте хăма çине чикĕнсе çыраççĕ.

Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм: çĕнĕ ача шутларĕ-ши тетĕп. Вăл хăми çине нимĕн те çырмасть, грифельне парта çине хунă та тÿп-тÿрĕ ларать.

Учительница пирĕн ĕçе тĕрĕслеме тытăнчĕ.

— Кам шутланă? — ыйтрĕ вăл ачасем çине сăнаса пăхса. Никам та алă тăратмарĕ. Коля çеç парта хушшинче кăшт хăпартланчĕ, хăмине учительницăна пачĕ.

Коля задачăна тĕрĕс шутланă.

Иккĕмĕш класра Уроксем пĕтсен учительница пире паçăрхи задачăна ăнлантарма тытăнчĕ. Малтан вăл эпир арифметикăпа ĕлĕкрех мĕн вĕренни çинчен ыйтма пуçларĕ. Учительница ыйту памассерен Коля аллине тăратать, хăвăрт та уçăмлă каласа парать.

Виç-тăватă кунтан Коля пур предметсемпе те пултаруллă вĕренни палăрчĕ. Митя ун çумне шăвăна пуçларĕ. Кольăпа юнашар ларасшăн пулчĕ, анчах учительница килĕшмерĕ.

Пĕр каçхине урок вĕренме шкула пырсан эпĕ перемена вăхăтĕнче коридора шыв ĕçме тухрăм. Витре кăмака хыçнерех пукан çинче ларать. Çемукпа Митя çавăнта пырса мана, шыв ĕçсе тăраканскере, хупăрларĕç.

— Итле! — тет Çемук. — Пурăннă виçĕ пĕртăван. Асли — Иван, вăталăххи — Петĕр, кĕçĕнни — Чĕпĕт. Пĕрре Иванпа Петĕр пасара каяççĕ, киле кам юлнă?

— Чĕпĕт, — терĕм эпĕ.

— Чĕпĕтме хушатăн-и? — кулса ячĕç те Çемукпа Митя мана хулпуççинчен, алăран, питрен чĕпĕтме пуçларĕç. Эпĕ тарăхса çăлкаланатăп. Класран Коля тухрĕ.

— Мĕн тăватăр эсир, ачасем? Намăс мар-и сире çавăн пек аташма?

— Хăй каларĕ-çке чĕпĕт тесе. Чĕпĕтме хушрĕ, — шăлне йĕрет Митя.

Çемук класа кĕрсе кайрĕ. Коля хура куçне çиллессĕн ялтăртаттарса илчĕ.

— Хĕр ачана кÿрентеретĕн. Сана юлташ тесе хисеплеме çук, — терĕ вăл нимле мар пулса кайнă Митьăна.


Пĕр каçхине эпир пиллĕкĕн-улттăн çунакан кăмака умне яланхи пек пухăнса ларнă. Коля вут çутинче кĕнеке вулать. Эпир арçурисем, упăтесем çинчен сăмах тапратнă. Пĕри акă аслашшĕ Тарăнварта ташлакан арçурине курни çинчен каласа парать… Урисене хуçса асар-писер ташлать-ташлать тет те йывăçран çÿле сикме тытăнать тет.

Коля кĕнекине хупрĕ те куçне хĕскелесе илсе:

— Эсир чи хăрушши çинчен каласа парăр, итлесе ларнă чух çан-çурăм çÿçенсе кайтăр, — терĕ.

— Акă эпĕ хам курнă, — калама тытăнчĕ Митя. — Хăрушă та, çапах эпĕ хăрама шутламан. Пĕрре, çулла, каç пулнă, эпĕ Çĕнĕ Куснартан анатăп. Энĕш хĕррине çитичче уйăх хăпарчĕ, çап-çутă. Пĕве хĕррипе шăхăркаласа пыратăп. Пăхатăп — йăмра айĕнче вутăш хĕрĕ лара парать, пуçне турать. Питĕ хăрушă… Çапах хăраса ÿкмерĕм. Чул илтĕм те яра патăм çакна. Шыва шăмпăрт! турĕ. Эпĕ ним хăрамасăр малалла утрăм, — пĕтерчĕ сăмахне Митя.

— Суятăн. Кун çинчен сирĕн тарçă Сахар каласа панăччĕ. Арманта илтнĕ эпĕ ăна, — терĕ пĕри.

— Çу-ук, Суймастăп, тупата туршăн, хам курнă, — терĕ Митя сăхсăхса. Ачасем кулкаласа илчĕç.

Çемук урайĕнче ларнă çĕртен чĕркуççи çине çĕкленчĕ.

— Митя калани хăрушла мар, акă эпĕ каласа парам-ха, — терĕ те вăл вилесем çинчен сăмах пуçарса ячĕ. Кашни юн кун каç вилнисем туса пĕтереймен чиркÿ айккине тухса лараççĕ, уйăх çутинче шăлĕсене йĕрсе путăк куçĕсемпе пăхкаласа такама шыраççĕ, халь-халь ярса илес пек, шăмăллă аллисене кăнтараççĕ. Кăна Çемук ашшĕ хăй курнă, вăл пит хăранипе чикĕнсе ÿкнĕ те икĕ эрне чирлесе выртнă.

Эпир Çемук каланине пĕр сывламасăр итлесе ларатпăр.

Катя питне хупласа: «Ой, хăрушă! » — тесе ячĕ.

Коля тутине шăт тытнă та куçне пĕр çĕре тĕлленĕ, хытса кайнă пек пăхса ларать.

Учительница хăй пÿлĕмĕнчен тухрĕ. Ачасем сăмахлама пăрахрĕç, уроксене хатĕрлеме ларчĕç.

Чиркÿ айккине вилесем тухса лараççĕ тенине эпĕ те илтнĕ. Чиркÿ лартма никĕс чавнă чух юман тупăксем чылай тухнă. Эпир Анукпа иксĕмĕр вĕсене хамăр куçпах курнă. Авал ку вырăнта масар пулнă теççĕ. Эпĕ ку вырăнтан иртсе çÿреме те хăракан пултăм. Акă халĕ те, урок вĕренсе ларнă хушăрах, вилесем çÿренине шухăшласан çан-çурăм çÿçенет.

Уроксене хатĕрлесе пĕтерсен Анастасия Александровна пире час-часах писательсем, вĕреннĕ çынсем, паллă çарпуçĕсем çинчен вуласа е каласа парать. Паян вăл чаплă çулçÿревçĕ Пржевальский çинчен каларĕ. Эпир чылай лартăмăр. Киле саланма вăхăт çитрĕ. Учительница кайсан Коля пире нумай пĕлтерĕшлĕн кăчăк туртрĕ. Эпир пурте ун тавра пухăнтăмăр.

— Ачасем, айтăр ушкăнпа чиркÿ картине кайса пăхатпăр, пур-и вилĕсем, çук-и? — терĕ вăл çурма сасăпа.

— Ой, питĕ хăрушă-çке! — хумханса каларĕç ачасем.

— Каймастпăр-и апла? — ыйтрĕ Коля.

— Çук, çук! — терĕç ачасем.

— Эпĕ акă кайма пултаратăп, — пуçне каçăртса каларĕ Митя.

Катя ун çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

— Хăрамастăн-и?

— Чĕрне хури тăршшĕ те хăрамастăп, тупата туршăн!

— Каймастăн, — терĕç ачасем.

— Каятăп! — паттăрланать Митя.

— Чиркÿ патне çитĕн те картишне кĕмесĕрех каялла вĕçтерĕн, — терĕ Катя.

— Çу-ук! Картишнех кĕретĕп. Сире ĕнентерме мĕн илсе килес унтан?

Çемук кирпĕч илсе килме сĕнчĕ. Ĕнер çеç хĕрлĕ кирпĕч чиркÿ картишне кÿнĕ.

— Юрĕ, кирпĕч пулсан кирпĕч пултăр.

— Паян, юн кун каç, уйăх çути те пур. Каяс пулсан халех каймалла, — терĕ Çемук.

— Каятăп, айтăр, — терĕ те Митя алăк патнелле утрĕ.

Эпир шкултан тухрăмăр. Çанталăк сивĕтнĕ, уяр. Çăлтăрсем тÿпере шултра та йышлăн курăнаççĕ. Уйăх çутипе юр йăлтăртатать. Ял шăпланнă. Унта-кунта çеç хăй çути курăнкалать.

Шкул картлашки çинче эпир Митя каяссине кĕтетпĕр. Вăл вырăнтан та сикмест.

Çемук ăна кĕрĕк çаннинчен туртрĕ.

— Каятăн-и?

— Паян каймастăп, ыран, — кулкалать Митя.

Çак вăхăтра Коля çĕлĕкне икĕ аллипе пусса лартрĕ те чиркÿ патнелле утрĕ. Эпир тĕлĕнсе юлтăмăр.

— Пĕчченех кайрĕ-и? — çуйхавлăн каларĕ Катя.

— Хăрушă, хăрушă, — пăшăлтатрĕç ачасем.

Акă хыттăн та уççăн чанк! туни илтĕнчĕ.

— Чиркÿ картин тимĕр калинккине уçрĕ, — терĕ Çемук.

Чылай кĕтсе тăтăмăр, манăн ура шăнса кайрĕ, хам чĕтрекен пултăм.

Акă татах тимĕр калинкке чăнкăртатрĕ.

— Килет! Килет! — терĕ Катя сиккелесе илсе.

— Кĕмен вăл чиркÿ картине, калинккене çеç уçса хупнă, — терĕ Митя.

Кун хыççăн нумай та иртмерĕ, Коля пирĕн пата хуллен утса çитрĕ, аллинче — кирпĕч.

— Ме, — терĕ вăл кирпĕче Митьăна тыттарса.

— Мĕншĕн мана паратăн? — тарăхса каларĕ Митя. Вăл кутăн чакса илчĕ, кирпĕче çĕрелле печĕ.

Эпир пурте Коля тавра кĕпĕрлентĕмĕр. Катя сиккелет, Кольăна хулпуççинчен савать: «Маттур, маттур! » — тет.

— Нимĕн те çук унта, — калама пуçларĕ Коля. — Малтан чăнах та хăрарăм. Чуна хытара-хытара каланă çĕре çитрĕм. Ахаль сăмах, нимĕн те çук.

— Епле пĕчченех кайма шут тытрăн вара? — ыйтрĕ Çемук.

— Хăвăр пымарăр та, пĕчченех кайма тиврĕ.

— Хăрарăн пулсан епле кайрăн апла? — ыйтрăм эпĕ те.

Коля каларĕ:

— Хăрушă пулсассăн та хам тĕрĕслесе пăхам терĕм. Ĕнтĕ халĕ хăрамастăп. Эсир те ан хăрăр! Вилесем хăратаççĕ тени — суя сăмах. Нимĕн те çук!

Çапла калаçса Коля шкула кĕчĕ. Эпир те килелле утрăмăр. Митя пуп патне кайрĕ. Вăл унта çывăрать, килне тарçă Сахар лашапа илме килсессĕн çеç каять.

Тепĕр кун пирĕн пĕрремĕш урок турă саккунĕ пулчĕ. Пуп урока кĕрсенех шĕвек куçĕпе Коля çине тĕллесе пăхрĕ.

— Николай Михайлович! — терĕ вăл çинçе сассипе.

Коля ура çине тăчĕ.

— Эсĕ каçхине мĕншĕн чиркÿ картинче çÿренĕ?

Коля мĕншĕнне каласа пачĕ.

— Суятăн, — пуçне пăркаларĕ пуп.

— Тĕрĕссине каларăм.

— Мĕн илсе тухнă эсĕ чиркÿ картинчен?

— Кирпĕч.

— Мĕншĕн?

Коля каллех мĕншĕнне каларĕ.

— Татах суятăн! Вăрлама тытăнтăн-им?

Коля пуçне усрĕ.

— Сана куншăн шкултан кăлармалла. Асту, казански жулик. Кун çинчен халех журнала çырас пулать.

Пуп шкапран чăпар питлĕ тăваткал кĕнеке кăларчĕ, ăна уçса темскер çырса хучĕ.

— Вот, ан ман! Тепĕр замечани пулсан шкултан сирпĕнетĕн, — терĕ вăл кĕнекене каялла пуçтарса.

Эпĕ пуп куриччен çаврăнса пăхрăм. Коля пуçне тата ытларах уснă, куççулĕсем парта çине тумлаççĕ.

— На колени! — çухăрчĕ пуп качака сассипе.

Коля парта хушшинчен тухса сĕтел умне чĕркуçленсе ларчĕ.

Иккĕмĕш класра çыру урокĕ. Анастасия Александровна ачасем çырнине пăхса Партăсем хушшипе çÿрет. Унăн пичĕ хĕрелнĕ, ачасенчен кăшт пăрăнса вăл ал тутрипе куçне шăла-шăла илет.

Перемена вăхăтĕнче пуп Анастасия Александровнăна ятлама пуçларĕ. Вăл вырăсла вăрçать пулин те, эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. «Ачасене Турăран хăрама, турра хисеплеме вĕрентместĕр! Мĕне кирлĕ чăваш ачисене писательсем, ученăйсем çинчен пĕлни? Святойсен пурнăçĕ çинчен калас пулать вĕсене. Унсăрăн Турăран хăрамаççĕ, вăрра вĕренеççĕ. Акă Михайлов, хăвăр патăрта пурăнакан ача, чиркÿ картинчен кирпĕч вăрлать… »

— Неправда, — терĕ те учительница хăй пÿлĕмне кĕчĕ.

Пуп иккĕмĕш класс ачисене вĕрентсе пĕтерсен шкултан тухса кайрĕ. Кольăна кунĕпех чĕркуççи çинче тытма хушса хăварчĕ.

Митя паян кулкаласа çеç çÿрет.

Вутă йăтни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Шăн кантăксем кăнтăрлахи хĕвел ăшшинче ирĕле пуçларĕç. Класра çутăрах та ăшăрах. Ирлĕ-каçлă шăнтать. Кăнтăрла ирĕлтерет. Тÿпе тăрă шыв пек таса. Шкул алкумĕ вĕçĕнче шыв тухнă. Çанталăк лĕп, тÿлек. Çур çывхарни савăнтарать.

Шкул кил картинче хĕлле купаланă вутă шаршанĕ юр ирĕлнипе чалăшса кайнă, халь вăл йăванас пек ларать. Анастасия Александровна çакă вутта ачасен вăйĕпе сарайне пуçтарас терĕ. Уроксем хыççăн киле апат кайса çирĕмĕр те ĕçе тытăнтăмăр. Учительница хăй те пирĕнпе ĕçлени пире савăнтарчĕ. Митя ĕç пуçлансанах варпа аптрарĕ, пуп патне кайрĕ. Эпир тăххăрăн çеç юлнă пулин те хастар ĕçленипе вутта çав кунах сарайне йăтса пĕтертĕмĕр.

Тепĕр кун шкула чиркÿ старости пычĕ. Иванюк эпир ĕнер ĕçленине курнă, вăл халĕ пире чиркÿ картинчи вутта хурал пÿрчĕ хыçне çĕклеттересшĕн. Учительница килĕшмест: ачасене вĕренÿрен татасси тет.

— Вĕренекен ачасем Чиркÿшĕн ĕçлеме тивĕç, — тет Иванюк. — Килĕшместĕр пулсан пăлхачиннăя пĕлтеретĕп.

— Мĕн тесе? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Анастасия Александровна.

Иванюк хулăн тутине сарса пăрахрĕ.

— Учительница ачасене Чиркÿшĕн тăрăшма вĕрентмест тесе.

— Çырăр, — терĕ Анастасия Александровна. — Ачасене вĕрентес вăхăтра вутă йăтма ямастăп. Ку ĕç пирки урăх ан çÿрĕр.

Иванюк çилленнипе хĕрелсе тухса кайрĕ.

Тепĕр кун пĕрремĕш урок пирĕн турă саккунĕ пулмаллаччĕ. Пуп вĕрентес вырăнне пире чиркÿ картишне вутă йăтма илсе кайрĕ. Темиçе шаршан вутă. Ăна пĕтĕмпех сарайне çĕклемелле.

Эпир ĕçлеме тытăнсанах Митя пуп патне кĕрсе кайрĕ те çухалчĕ. Пĕр сехет ĕçлесен эпир Анастасия Александровна чĕннипе шкула таврăнтăмăр.

Уроксем пĕтсен киле каяс вырăнне эпир виçĕ кун хушши чиркÿ вуттине йăтрăмăр. Иванюк куллен пирĕн уроксем пĕтессе сыхласа çеç тăрать.

Виçĕ кунтан пуп каллех пире хăйĕн урокĕ вырăнне ĕçе ертсе кайрĕ. Хальхинче — хăй патне. Унăн та вутă çĕклеттермелли пур иккен. Каллех эпир ăтăр пек йăра-ланса ĕçлеме пикентĕмĕр.

Пĕр сехет иртсен пирĕн пата учительница пычĕ: унăн урокĕсем пуçланмалла.

Пуп алкум вĕçне сиксе тухрĕ, ятлаçма тытăнчĕ, пире вăл кунĕпех ĕçлеттересшĕн, ахаль тумастăп, ĕçшĕн тÿлетĕп тет. Учительница хытă кăмăлсăрланса шкулта экзаменсем çывхарса килни çинчен астутарчĕ. Пуп ăна итлесшĕн те пулмарĕ, вара эпир каçченех ĕçлерĕмĕр. Хытă ывăнтăмăр. Эпĕ, ирхине тăварпа çăкăр çеç çисе тухнăскер, йăлтах вăйран сулăнтăм. Урасем йĕп-йĕпе. Çăпата тăпăлса тухнă. Сиксе чĕтретĕп.

Ĕçлесе пĕтерсен пуп пире алкум вĕçне пыма хушрĕ. Эпир пухăнса тăтăмăр. Акă вăл пирĕн пата хул айне хаçат тĕрки хĕстерсе тухрĕ, унта кашнине çуршар хаçат валеçсе пачĕ. Мана «Казанский телеграф» текенни лекрĕ.

— Ну, ĕнтĕ киле кайăр, — терĕ пуп ĕçшĕн пире çакăн пек тÿлесе.

Эпир, айвансем, тарават пупа тав тума пĕлмесĕрех тухса кайрăмăр. Коля урама тухнă-тухман хаçатне чăмăртарĕ те шыв кÿлленчĕкне пăрахрĕ. Сасартăк хыçалта кантăка тÿн-тÿн! тутарса шаккани илтĕнчĕ. Эпир часрах килелле чупрăмăр. Анастасия Александровна пире çав кун краççын çутипе вĕрентрĕ.

Тепĕр кун пуп урока пычĕ. Вăл коридорта калушне пăрахса тăнă чух шăпах учительница пÿлĕмĕнчен Коля тухрĕ. Унччен те пулмарĕ пуп ăна çавăрса тытрĕ те:

— Ах ты, мерзавец! Ĕçленĕшĕн панă япалана хисеплеме пĕлместĕн! — тесе хăлхинчен лăскама пуçларĕ.

Типĕ мунча

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Митя кашни вырсарни кун чиркĕве пырсан алтаре кĕрет. Унтан тухнă чух мăн кăмăллăн каçăрăлса утать.

Пĕрре эпĕ Митьăран:

— Алтарьте мĕн пур? — тесе ыйтрăм.

— Сана мĕн ĕç! — шăртланчĕ Митя.

— Ахалех ыйтрăм, — терĕм эпĕ, — унти япаласене пĕтĕмпех куртăн пулĕ.

— Курмасăр. Тытса та пăхатăп. Пачăшкă мĕн тунине хам та тума пултаратăп, — мухтанчĕ Митя. — Туршăн та.

Коля куç хÿрипе кулса илчĕ:

— Эппин, эсĕ пĕр тăруках пуп та, арман хуçи те пуласшăн.

— Пулсан чармасть. Пуятăп та сана тарçа тытатăп. Пыратăн-и? — шăл йĕрсе каларĕ Митя.

Коля йĕрĕннĕ пек пулса ун патĕнчен ним чĕнмесĕр пăрăнчĕ.

— Манăн пуп пулас килмест, анчах пĕрре алтаре кĕрсе курасчĕ, — терĕ Катя.

— Сана кĕртмеççĕ унта. Юрамасть. Хĕрарăм алтаре кĕрсенех аçа çапать, — ĕнентерÿллĕ каларĕ Митя.

— Суять вăл, — терĕ Коля Митя çине пăхмасăр. — Ан ĕненĕр ăна.

Митя хăйĕннех калать:

— Хĕрарăм е йытă алтаре кĕрсен чиркĕве çĕнĕрен çветит тумалла, туршăн та.

Коля хĕрÿленсе кайрĕ:

— Марфа, Катя, кĕрĕр-ха пĕрре алтаре, нимĕн те пулмасть. Унăн çеç кĕмелле-и? Хĕр ачасем çын мар-и?

Митя кулас килмен çĕртен ахăрса ячĕ. Тем каласшăнччĕ — учительница класа кĕчĕ.


Мункун умĕн эпир, шкул ачисем, аслă типĕ кĕллине çÿреме тытăнтăмăр. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсенех çурăк чан сасси канк! канк! илтĕнме пуçлать. Вăл темшĕн мана пуп сасси пекрех туйăнать. Эпĕ чиркĕве ирхи кĕлле васкатăп. Ирхи кĕлĕ нумая пымасть, анчах ун хыççăн кăнтăрлахи пуçланать, вăл питĕ вăраха каять, тарăхтарать.

Чиркÿре тĕттĕм. Çутă решеткеллĕ кантăк витĕр алчăраса кĕрет. Тăрас килмест. Тулта çурхи хĕвеллĕ кун йăлтăртатать. Çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Кăвак тÿперен тăри сасси чĕтренсе анать. Пĕтĕм ача-пăча урамра.

Эпир виççĕмĕш кун ĕнтĕ чиркĕве çÿретпĕр. Паян эпĕ Катьăна кăнтăрлахи кĕлле кĕрес мар терĕм. Тусăм манпа килĕшрĕ. Çынсем кĕпĕрленсе кăнтăрлахи кĕлле кĕнĕ чух эпир пăрăнса юлтăмăр та чиркÿ айккинелле хĕвел ăшшине кайса лартăмăр. Тĕл-тĕл çемçе симĕс курăк туха пуçланă. Лĕп ăшă. Хĕвел тÿрех пирĕн çине пăхать. Ватă хурăн çинче çунаттине çапса шăнкăрч юрлать. Таçтан пирĕн ума сарă лĕпĕш вĕçсе килчĕ. Эпир ăна тытас тесе сиксе тăтăмăр, ун хыççăн чупрăмăр. Лĕпĕш пĕр çÿлелле, пĕр аялалла вĕçет. Ăна хăваласа эпир чиркÿ йĕри-тавра çаврăнатпăр. Алтарь Кантăкĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух пире пуп курах кайрĕ. Эпир часрах, ним пулман пек, хамăр вырăна пырса лартăмăр. Нумай та иртмерĕ, пирĕн пата шĕвĕркке кăвак сухаллă типшĕм старик пырса тăчĕ. Ку вăл — чиркÿ хуралçи, Упрам пичче.

— Пачăшкă çилленет, кĕрĕр чиркĕве, — терĕ вăл ят-лаçам пек пулса. Эпир чĕрне вĕççĕн пускаласа чиркĕве кĕтĕмĕр, шкул ачисем патне пырса тăтăмăр. Часах кĕлĕ пĕтрĕ. Пуп хĕрес чуптутарма тухрĕ. Эпир те, Катьăпа иксĕмĕр, çынсем хыççăн ун патнелле утатпăр. Анчах вăл пире хĕрес чуптутармарĕ:

— Смоленковăпа Дмитриева чиркĕве юлаççĕ, — терĕ.

Эпир Катьăпа пĕр çĕрелле хĕсĕнтĕмĕр, мĕн пулать те мĕн килет тесе чĕтрекелесе тăратпăр.

Чиркÿ пушанчĕ. Пуп алтарьтен тухса часрах пирĕн пата йăкăлтăк-йăкăлтăк уксахласа пычĕ.

— На колени! — кăшкăрчĕ вăл çиллине шăнараймасăр. Çинçе сасси пушă чиркÿре янăраса кайрĕ.

Эпир чĕркуçлентĕмĕр те йĕрсе ятăмăр.

— Каçхи кĕлĕ пуçланиччен ура çине тăнă ан пултăр! Чупкăнсем…

Пуп çапла ятлаçа-ятлаçа тухса кайрĕ. Ун хыççăн Упрăм та нумай тăмарĕ. Чиркÿре Катьăпа иксĕмĕрех тăрса юлтăмăр. Мĕн тăвас? Пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр те йĕме чарăнтăмăр. Катя: «Капла чĕркуççи çинче ĕмĕрех пулаймăн, тăрас», — терĕ. Иксĕмĕр те тăтăмăр. Унталла-кунталла пăхкаласа илтĕмĕр.

— Атя, Катя, алтаре кĕрсе пăхатпăр, — терĕм эпĕ тусăма.

— Юрать, — килĕшрĕ Ката.

Тепĕр самантран — эпир алтарьте. Пăхкаласа çÿретпĕр. Престол текенни çинчи япаласене тĕкĕнкелетпĕр. Шкапсем пур. Пĕри, алăк çывăхĕнчи, питĕрĕнмесĕр тăрать. Ăна мĕн пур-ши кунта тесе уçса пăхрăмăр. Пуп кĕлĕ вăхăтĕнче тăхăнакан укаллă çутă тумтирсем иккен. Катя тепĕр шкапне те уçрĕ. Унта, пĕчĕк çÿлĕксем çинче, йăлтăртатса тăракан ылтăнланă çĕлĕксем пур — минчет çĕлĕкĕсем. Эпĕ пĕр çĕлĕкне тăхăнтăм та — çаврăнкаласа тăратăп. Шăп çав самантра алтарь алăкĕ уçăлчĕ… Митя пирĕн çине пăхса тăра парать.

— Мĕн тăватăр эсир?! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл.

Эпир майĕпен алтарьтен шăвăнса тухрăмăр.

— Пачăшкăна каласа паратăп! Ирсĕрсем! Пăсăлчĕ вĕт ĕнтĕ халь алтарь. Ну, пулать сире, туршăн та!

Митя ятлаçа-ятлаçа чиркÿрен тухса кайрĕ. Эпир каллех турă амăшĕ умне чĕркуçленсе лартăмăр. Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ?

Кăшт тăрсан чиркÿ алăкĕ шанлатса уçăлса шаплатса хупăнчĕ. Эпĕ шартах сикрĕм. Кам-ши тата? Кам пултăр, пуп. Çерçи сикнĕ пек утса пирĕн паталла пырать. Хашкаса сывлать. Хурчка чăх чĕппине ярса илнĕ пек, пуп мана ĕнсерен çавăрса тытрĕ, алăк патнелле танкăлтаттарчĕ, чиркÿрен илсе тухса хурал пÿртне тĕртсе çитерчĕ.

— Упрам! Уç тĕп сакайне! — кăшкăрчĕ урса кайнă пуп.

Упрам малтанлăха ним тума аптраса тăчĕ.

— Э, пачăшкă, мĕншĕн тĕп сакайне, пÿрте хупсан та çитĕ…

— Ту хушнине! Ан калаç! — кăшкăрса пăрахрĕ пуп.

Старик хытă кăмăлсăрланса тĕп сакай хупăлчине уçрĕ.

Унта анма пусма та çук. Пуп мана икĕ алăран тытрĕ те тÿрех шăтăкалла печĕ. Эпĕ çари! çухăрса нÿрлĕ тăпра çине çатлатса ÿкрĕм. Çав самантрах сакай хупăлчи шалт! турĕ. Пăч тĕттĕм. Сехрем хăпнипе пите алăпа хупларăм. Сывлăш çавăрайми йĕретĕп.

Катя сасси илтĕнчĕ: «Ан хупăр мана! Ан хупăр мана! » — тесе макăрать. Тĕп сакай уçăлчĕ. Катя ман ура çине татăлса анчĕ. Тĕп сакай хупăнчĕ.

— Кăларăр! Тĕттĕм! Хăратăп! — çари-çари кăшкăрать Катя. Хирĕç никам та сасă памарĕ. Пÿрт алăкĕ шалт! туса хупăннине çеç илтсе юлтăмăр. Сĕм-сĕмекке. Сывлăш йывăр. Сывлама кансĕр. Пуç ыратма пуçларĕ. Чылай вăхăт иртрĕ. Кам та пулин хăтарĕ тесе кĕтетпĕр. Çук, никам та уçса кăлармасть. Каçхи кĕлле кĕме чан çапрĕ. Чылай тăрсан ура сасси, çынсем калаçни илтĕнчĕ. Ахăртнех, каçхи кĕлĕрен тухрĕç пулмалла. Акă Упрампа пуп калаçаççĕ:

— Кăларса ярăр, пачăшкă, хĕр ачасене. Айванпа алтаре кĕнĕ. Айăплама та çук вĕсене, ухмахсене, — сăмахлать старик.

— Çук. Унтах çĕр каçчăр. Ыран ирхине тип мунча кĕртес пулать, — терĕ пуп.

Эпир çухăрса йĕрсе ятăмăр.

— Кăларăр! Вилетпĕр! — кăшкăртăм эпĕ.

Пÿртрен такам тухса кайрĕ.

— Ан йĕрĕр, ачасем, — терĕ Упрам. Сакай хупкăчине уçрĕ те пирĕн паталла аллине тăсрĕ. Катя унăн аллине тытса сакайĕнчен тапаланса тухрĕ. Ун хыççăн — эпĕ те. Тĕттĕм пула пуçланă.

— Ирхине пачăшкă киличчен эпĕ сире каллех антаратăп, халĕ çÿрĕр пÿртре, çывăрма ман вырăн çине выртăр, — терĕ ырă кăмăллă старик.

Эпир çăмăллăн сывласа ятăмăр. Катя пальто кĕсйинчен çăкăр татăкĕ кăларчĕ, çуррине мана хуçса пачĕ. Çиме тытăнтăмăр. Старик те пире пĕрер татăк урпа пашалăвĕ тыттарчĕ. Çирĕмĕр, шыв ĕçрĕмĕр, халь ĕнтĕ çывăрма хатĕрленмелле.

Старик хĕсĕкрех куçĕпе пирĕн çине кăмăллăн пăхса:

— Аннÿсем эсир тыткăна лекнине пĕлмеççĕ пулĕ-ха, — терĕ. — Ăçта çухалнă-ши теççĕ пулĕ. Кайса килем эп вĕсем патне, пĕлтерем. Инкек ура тупанĕнчен сиксе тухать темеççĕ-и…

Старик пире алăка питĕрсе юлма хушрĕ те тухса кайрĕ. Катя пушмаккисене хывса пăрахрĕ. Эпĕ те çăпатана салтса кăмака умне хутăм. Кăмака хыçĕнче — вырăн. Йывăç кравать çине шурă çемçе кĕççе сарнă. Пуçелĕкĕ çаптаркка питлĕ çытар пур. Витĕнмелли — кивĕ аçам. Эпир çав вырăн çине улăхса лартăмăр.

Урамра ача-пăча сасси янăрать. Ăшă çурхи каçсенче çерем çинче выляма пит аван-çке. Акă юрлаççĕ. Катя ассăн сывласа илчĕ. Вăл: «Мамăна курас килет», — тет. Манăн асăмран та анне пĕр самант та каймасть…

Чылай тăрсан Упрам пичче таврăнчĕ.

— Акă кайса та килтĕм. Çутар-ха шăши куçне, — терĕ старик кăмака кукрине кĕрсе. Часах вăл пĕчĕк лампа çутса тухрĕ, ăна чÿрече умне лартрĕ.

— Никам та килмерĕ-и кунта? — ыйтрĕ Упрам пичче.

— Çук, — терĕмĕр эпир.

— Сирĕн валли çимелли парса ячĕç. Акă сана, Катя, кукăль, Мархвана — çĕр улмипе çăкăр.

Эпир çимеллисене Упрам пиччерен илсе чÿрече умне хутăмăр — ыран валли. Старик сăхманне алăк патĕнчи пăтана çакрĕ, вырăн патне пукан çине ларчĕ, татах калаçма пуçларĕ:

— Сире кунта мĕншĕн хупнине аннÿсене каласа патăм. Вĕсем хыпăнса ÿкрĕç. Кунта килесшĕн çунаççĕ. Ан çÿрĕрех, эсир пынине курсан пачăшкă çилленĕ. Ыран акă ачăрсем хăйсемех киле таврăнĕç терĕм.

— Ыран мĕн тăвĕç-ши пире? — ыйтрĕ Катя.

— Нимех те тумĕç-ха, — йăпатрĕ пире Упрам пичче.

— Темĕнле типĕ мунча çинчен калаçрĕ пачăшкă, — сăмах хушрăм эпĕ.

— Тен, пулмĕ те тип мунчи, — анасласа каларĕ старик. — Çывăрăрах ĕнтĕ. Ыран ирхи кĕлле çапма тухиччен вăратăп сире. Эсир вара, шăшисем пек, ларăр тĕп сакайĕнче — пачăшкă киличчен.

— Пирĕн унта анас килмест, — терĕ Катя.

— Э, апла пулĕ те, çапах анмаллах.

Старик сăхманне пăтаран вĕçертсе илчĕ, чÿрече патне пырса лампине сÿнтерчĕ, унтан кăмака çине улăхрĕ. Эпир те ăна кура вырăн çине аçам витĕнсе выртрăмăр. Часах эпир пăшăлтатса калаçнă хушăрах çывăрса кайнă. Тĕлĕкре эпĕ пупа курнă. Вăл мана аллине пысăк патак тытса хăвалать пек…

Упрам пичче сассипе вăрантăмăр…

— Тăрăр, кайăк чĕпписем, тăрăр, — тет вăл пире.

Эпĕ куçа тăрмалакаласа тăрса лартăм. Шурăмпуç çути чÿречерен кĕрсе кăмака çине ÿкнĕ.

Старик хăйăлтатса çапакан сехет çине пăхрĕ те:

— Ирхи кĕлле çапма тухатăп, часах килместĕп. Анăр сакайне. Эх, мĕскĕнсем, — терĕ.

Эпир хăвăрт тумлантăмăр. Çимеллисене илтĕмĕр. Старик тĕп сакайне уçрĕ те:

— Ну, кам чи малтан?.. Майĕпен сикĕр, ан аманăр, — терĕ ачашшăн хĕтĕртсе. Каллех çан-çурăм çÿçенсе кайрĕ. Татах тĕттĕм те шăршлă çĕрте лармалла.

Чылай вăхăт иртрĕ. Кăнтăрлахи кĕлле те чан çапрĕ. Катя питĕ хуйхăрать. Эпĕ ăна йăпататăп: халех килĕç те уçса кăларĕç тетĕп. Чан виçĕ хутчен çапрĕ. Ку кăнтăрлахи кĕлĕ пĕтнине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн халĕ те кăлармаççĕ-ха пире? Упрам пичче те килмерĕ… Чылай вăхăтран пÿрте такам кĕни илтĕнчĕ: аттипе хытă пускаласа утать! Акă вăл тĕп сакай хупкăчине уçать… Иванюк!..

— Тухăр, шуйттан чĕпписем! — ахăрса пăрахрĕ вăл.

Эпир тапаçланкаласа тухрăмăр. Тинех киле каятпăр тесе хĕпĕртетпĕр. Иванюк пирĕн çине кашкăр пек пăхса илчĕ.

— Мĕншĕн кĕнĕ эсир алтаре?! — кăшкăрчĕ вăл тепĕр хут.

— Эпир унта нимĕн те тивмен, — хуллен каларăм эпĕ.

— Салтăнăр халех! Вĕлермелле сире! Тамăк тĕпне ямалла! Чĕрĕллех çунса кайăр, шуйттан чĕпписем! — янăрашать Иванюк.

Акă вăл пирĕн çине урнă пек вăркăнчĕ. Шăлне çыртса пире хĕнеме тытăнчĕ. Чышать, атă пуçĕпе тапать, çÿçрен ярса илсе лăскать, çĕре çапа-çапа ÿкерет. Эпир ниçта пуçа чикме пĕлместпĕр, алăкăн-тĕпелĕн чупатпăр, çари! çари! çухăратпăр. Акă вăл пире хăваласа пынă май вĕçерĕнсе кайса кăмака айккине çапăнчĕ. Персе анчĕ, йынăшса ячĕ. Тăрасшăн — тăраймасть.

Эпир çак вăхăтпа усă курса тумтирсене çĕклерĕмĕр те питĕрнĕ алăка уçса тухса тартăмăр.

Килте анне пĕччен хуйхăрса ларать.

— Ах, ачам, мĕнле çăлăнса тухрăн?

— Тарса килтĕмĕр.

— Çамкуна мĕн пулнă? Кăн-кăвак-çке… Хăлхунтан та юн тухнă…

Эпĕ хамăра Иванюк хĕнени çинчен каласа патăм. Вăл хăраса ÿкрĕ, мана çарамаслантарса пăхрĕ. Хулпуççипе çурăм çинче кăвакарнă вырăнсем питĕ нумай иккен.

— Кĕмелле марччĕ çав алтарь текен пÿлĕме, — ÿпкелешсе калать анне.

Тепĕр кун манăн хăлха чышкă пек шыçса тухрĕ. Мăй та, пит-куç та тăртанса кайнă. Эпĕ чирлесе ÿкрĕм. Шыçă куç патнех çитрĕ. Икĕ-виçĕ кунтан эпĕ курми те пултăм. Анастасия Александровна çак кунсенче темиçе хутчен килсе ларчĕ, анчах эп ун çине куç уçса та пăхаймарăм.

Пĕр кунхине пирĕн пата Сĕмĕл больницинчен фельдшер килчĕ. Ана Анастасия Александровна чĕнтернĕ иккен. Фельдшер ман пуçа çемçен тыткалать: «Ай-яй, мĕнле тÿснĕ эсĕ, хĕрĕм», — тесе калаçать. Хăлха патĕнчен кăчăрт! тутарса касрĕ, çав вырăна çемçе япалапа сăтăрса çурĕ, вара питĕ шăршлă эмел сапса пуçа тата мăя çыхрĕ. Анне мана каллех вырăн çине вырттарчĕ.

Вăл фельдшера ман çинчен хуллен каласа парать:

— Вилетех пулĕ мăнтарăн ачи тесеттĕм. Чунăм юлмарĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе аташать, шыв ĕçет, ăша пĕр тĕпренчĕк те яман.

— Ĕнтĕ вилмест, часах куçĕ те уçăлать, чупакан та пулать, — терĕ фельдшер.

— Пысăк тав сана, ырă çыннăм, — илтетĕп анне сассине, — эсĕ пирĕншĕн ĕмĕр асăнмалăх çын пулатăн…

Чăнах та, тепĕр кун ирхине эпĕ ыйхăран вăрансан анне кăмака патнелле хуран çĕклесе пынине куртăм: манăн хăрах куç пăртак уçăлнă иккен. Урам енчи чÿречерен хĕвел кĕнĕ. Эпĕ савăннипе тăрса лартăм.

Каçчен тепĕр куç та куракан пулчĕ. Эпĕ алкумне тухса лартăм. Ăшă. Тÿлек. Энĕш енчен шапасем лăрлатни илтĕнет. Кас-кас купăс сасси ян! килет, улăхалла кайса çухалать.

Анне каçхи ĕçсене пĕтерсе ман пата пырса ларчĕ. Калаçса тăранаймасть.

Тĕттĕм пуласпа пирĕн пата Катя килчĕ. Вăл кăштах уксахласа утать. Иванюк ăна ураран амантнă иккен, çавăнпа та вăл пирĕн пата çак кунсенче килеймĕн. Катя паян шкула пуçласа кайнă. Вăл мана Коля çинчен каласа пачĕ. Ăна та хĕр ачасене алтаре кĕме вĕрентнĕ тесе пуп хытă асап кăтартнă. Пире хурал пÿртне хупса лартсанах пуп Кольăна хăй патне илсе кайнă, витене хупса лартнă, хĕненĕ. Халĕ пуп Кольăна шкултан кăларса ярасшăн тет. Ăна вăл хăйĕн урокĕсенче лартмасть иккен — хăваласа кăларать.

— Аппăшĕ, учительница, шăллĕ хутне кĕмест-им вара? — тесе ыйтрĕ анне.

— Кĕрет те, пупран мала ăçта пулăн? Паян вăл шкула пырса кĕрсенех учительницăна вăрçма пуçларĕ, ăна кĕнекепе печĕ, вĕрентмесĕрех тухса кайрĕ.

Катя каласа пани мана йывăр шухăша ячĕ. Эх, мĕншĕн кирлĕ-ши çав пуп тени? Шкулта Анастасия Александровна кăна пулсан епле ырă пулнă пулĕччĕ. Вăл ятлаçмасть, ачасене хĕнемест…

Тепĕр икĕ кунтан эпĕ те сывалса çитнĕ пек пулса шкула кайрăм. Алкум вĕçĕнче Коля кĕнеке вуласа ларать. Унтах, симĕс курăк çинче, Митя выртать. Мана курсанах вăл ялтах сиксе тăчĕ.

— Эй, тип мунча аван пулчĕ-и? — шăл йĕрме пуçларĕ Митя.

Коля кĕнеке çинчен пуçне çĕклесе ун çине çиллессĕн пăхрĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ. Эпĕ шкула кĕтĕм. Ман хыçран Коля та юлмарĕ. Вăл мана Коридорта чарса:

— Сывалтăн-и? — тесе ыйтрĕ. Хăй ман çине хура куçĕпе кăмăллăн, тÿррĕн пăхса тăрать.

— Сывалтăм, — терĕм эпĕ.

— Сана питĕ хĕрхентĕм. Суккăр пулнă терĕç.

Пирĕн сасса илтсе класран Катя чупса тухрĕ, вăл хĕпĕртесе мана хулран ыталаса илчĕ.


Тата çур уйăхран экзамен пулать. Катьăпа иксĕмĕр мĕн вĕреннине тепĕр хут вулама, ăссăн калама пуçларăмăр. Кунне вуншар задача шутлатпăр. Сăвăсене, грамматика правилисене пăхмасăр калама вĕренетпĕр. Пуп вĕрентнине те кăмăл çук çĕртенех тепĕр хут пăхса тухма килет.

Чĕмпĕр шухăшĕ ман асран каймасть. Ун çинчен эпир — виçĕ çывăх тус — час-часах калаçса илетпĕр.

Экзамен

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çуркунне пулсан эпир выляма яланах шкул айккине çерем çине пухăнаттăмăр. Тĕрлĕ вăйă выляса вăхăт иртетчĕ. Кунта шкул ачисем кăна мар, вĕренмен вĕтĕр-шакăрсем те пуçтарăнатчĕç. Юрлани, çуйăхни вăйă саланичченех илтĕнетчĕ.

Акă каç пулчĕ. Кĕтÿ яла кĕрлесе кĕчĕ. Анса ларакан хĕвел йывăçсем, Пÿртсем çине йăмăх хĕрлĕ çутине ÿкерет, кантăксене вут хыпнă пек йăлтăртаттарать.

Эпĕ хама хушнă ĕçсене васкаса тăватăп. Сурăхпа путеке урамран хăваласа кĕртрĕм, вĕсене шăвартăм, картана хупрăм. Икĕ витре шыв кÿтĕм. Манăн ĕç пĕтрĕ те. Аппа кукамайсем патĕнчен килсе вăййа тухма тумланиччен эпĕ Катя патне çитме те ĕлкĕрнĕ. Ян-ян илтĕнет ача-пăча сасси шкул айккинчи çĕрĕмре. Акă эпир те Катьăпа çитрĕмĕр. Ачасем курăк çине ларса тухнă, çĕрĕ пытармалла Выляççĕ. Пĕр хĕр ачи пытарать, тепри шырать, лараканнисем юрлаççĕ. Эпир те вăййа хутшăнтăмăр.

Вăйăра Митя та пур. Вăл виççĕмĕш кун шкула çÿремест. Акă эпир алăран алă тытса карта турăмăр. Митя хăвăрт карта ăшне кĕрсе тăчĕ. Эпир Юрлатпăр:

Чи-чи-и чикĕлтем.

Чикĕлтерĕм, пĕр терĕм,

Чикĕлтерĕм, пĕр терĕм,

Янтăх, янтăх ямари,

Эс чипер-и, эп чипер,

Санран чипер тата пур,

Чи чиперри кунта-мĕн —

Сик тух!

Юрă пĕтсен Митя ман пата утса пычĕ.

— Вăйăран тухса шкул картлашки патне пыр, — пăшăлтатрĕ Митя.

— Мĕншĕн?

— Сăмах пур… Экзамен пирки.

Митя картаран тухса тăчĕ. Эпĕ карта варрине кĕтĕм.

Ачасем тепĕр юрă пуçларĕç.

Ким чечек, ким чечек,

Килме кура пĕр кура,

Шăтрĕ ÿсрĕ сар чечек

Пире пăхса савăнса

Юрлама.

Ким чечек, ким чечек,

Вĕçсе пырать шур акăш

Хĕвел çинче çуталса.

Эс те яш, эп те яш,

Кил иксĕмĕр пĕр пулар —

Выляма.

Юрă чарăнсан эпĕ пĕр хĕр ачана суйларăм та картаран тухса шкул картлашки патне пытăм. Унта Митя пуçне аллипе тытса ларать.

— Ыран экзамен пулать, — терĕ хуллен Митя, — сире каланă-и?

— Анастасия Александровна пире шăмат кунах каланă.

— Экзамен тума Сĕнтĕрвăрринчи благочиннăй пачăшкă килет.

— Ăна та пĕлеççĕ.

— Благочиннăй пирĕн аттен лайăх пĕлĕшĕ. Тен, вăл пирĕн пата хăнана та кĕрĕ-ха…

— Сирĕн тăван-и вăл?

Митя ассăн сывласа илчĕ те пăшăлтатса:

— Çук. Мархва, мана экзаменра задача шутлама, изложени çырма, тархасшăн, пулăш. Уншăн сана атте шаль тутри илсе парĕ, — терĕ. — Хăй çапла каларĕ, туршăн та, илсе парать. Эпĕ кунта юри сана курас тесе чупса килтĕм.

Эпĕ нимĕн чĕнмесĕр тăратăп.

— Закон божипе экзаменра мĕн ыйтассине пĕлетĕп: хреснатте хăй кĕнеке çине паллă туса пачĕ.

— Ай! — тĕлĕнтĕм эпĕ.

— Изложенипе задача çинчен атте учительницăран ыйтнă, анчах леш каламан. Кураймасть мана учительница. Хреснатте çине тăнипе çеç тăваттăмĕш класа çитрĕм.

Манăн Митьăна урăх итлес килмерĕ. Эпĕ кайма тăтăм.

— Чим-ха, — пÿлчĕ мана Митя, — задачине те, изложенине те хут татăкĕ çине çырса мана вăрттăн тыттарсан саншăн халĕ те, ÿлĕмрен те нимĕн те хĕрхенмĕп…

Эпĕ Митьăна тĕртсе ярса килелле чупрăм. Хамăр хапха тĕлне çитсен тин сывлăш çавăртăм. Ача-пăча вăйăран саланман-ха, юрлани халĕ те илтĕнет…

Тепĕр кун ирхине вăрансанах паян экзамен пулассине аса илтĕм. Хăвăрт тăрса таса çинçе пир кĕпи тăхăнтăм.

Çĕнĕ çăпата, шурă тăла сыртăм. Аппа мана паянлăха хăйĕн кăвак тутрине пачĕ. Эпĕ пăртак çырткаларăм та шкула тухса вĕçтертĕм.

Ачасем пурте пухăннă, шкул айккинчи çерем çинче лараççĕ. Катя, чечеклĕ шурă кĕпе тăхăннăскер, мана курсанах хирĕç чупса пычĕ. Арçын ачасем паян таса тăхăннă, пурте шурă кĕпепе, урисене пир тăлăпа çĕнĕ çăпата сырнă. Митя карта çине тайăнса салхуллăн пăхкаласа тăрать. Ун çийĕнче хĕрлĕ пурçăн кĕпе, уринче йăлтăртатса тăракан атă.

Акă шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан пирĕн урамра пар лаша кÿлнĕ лав курăнчĕ. Кăвак сăхман тăхăннă лавăç, тилхепине вĕçкĕннĕн карăнтарса, лашисене пуп хапхи патне çавăрса тăратрĕ. Тăрантас çинчен вăрăм хура тумтир, улăм шлепке тăхăннă пуп анчĕ. Вăл, лутра та сарлака пÿллĕскер, хулпуççи çине кăтраланса анакан хура çÿçне Вĕлкĕштерсе хапхаран кĕрсе кайрĕ.

— Çакă пуль ĕнтĕ экзамен тăваканни, — терĕ Коля.

Питĕрнĕ алăка шалтан такам уçрĕ. Эпир класа кĕрсе лартăмăр. Кăшт тăрсан Анастасия Александровна кĕчĕ. Унăн шурă çухаллă кăвак кĕпине курсан Катя мана чĕпĕтсе илмесĕр тÿсеймерĕ. Чăнах та, пит килĕшÿллĕ тумланнă-çке паян пирĕн юратнă учительница.

Учительница шкапа уçса чăпар питлĕ журнал, хут, ручкăсем кăларчĕ, вĕсене йĕркеллĕн сĕтел çине вырнаçтарса хучĕ, вара ларса çырма тытăнчĕ. Ирхи хĕвел сĕтел çине ÿкет, чернил кĕленчи кĕтесĕ çинче йăлтăртатать.

Эпир шăп ларатпăр. Уçă кантăкран кăшт çеç çил вĕрчĕ те — çĕмĕрт çеçки шăрши килсе кайрĕ. Кÿршĕри йывăç пахчинче мăйпăран сасси илтĕнет. Пыл хурчĕ нăрлатрĕ, кантăк патĕнчен сĕтел çинелле вĕçрĕ, вара çÿлелле явăнса уçă алăкран тухса кайрĕ.

Алкумĕнче ура сасси, çынсем калаçни илтĕнчĕ те, класа хамăр пуппа халь килни кĕчĕç. Иккĕшĕн те кăкăрĕ çинче — çутă сăнчăрлă пысăк хĕрес. Эпир пĕр харăс ура çине тăтăмăр.

— Здравствуйте! — çирĕп сассипе каларĕ ютран килнĕ пуп хура чăмăр куçĕпе пирĕн çине пăхса илсе.

Вăл вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа сĕтел патĕнче тăракан Анастасия Александровна патне пычĕ, ăна алă парса:

— Благочинный Веденский, — терĕ.

Пуп пире кĕлле тăма каларĕ. Эпир юрласа ятăмăр. Митя уйрăмах пĕр чарăнмасăр сăхсăхать.

Кĕлĕ пĕтсен Веденский сĕтел хушшине ларчĕ, учитель-ницăпа пуп унăн икĕ айккине вырнаçрĕç. Веденский журнал уçса пăхрĕ те пупа пăшăлтатса темĕн каларĕ. Пуп сĕтел патне Кольăна чĕнчĕ, ыйтма пуçларĕ. Экзамен закон божипе пуçланчĕ.

— Пилĕк çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарни çинчен каласа пар, — терĕ пуп.

Коля кăшт ÿсĕрсе илсе уçă сассипе калама тытăнчĕ. Пĕр чарăнмасăр йĕркипе калать. Унăн пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Илемлĕ хура куçĕ йăлтăртатать. Пуп Кольăна тата пилĕк статья содержанине, икĕ кĕлĕ калаттарчĕ. Коля сасси шыв пек юхса тăрать.

Веденский пуп ача лайăх каланине пуçне кăлт чалăштарса ырлавлăн итлесе ларать.

— Довольно, очень хорошо! — терĕ вăл журнал çине хĕрлĕ кăранташпа «5» лартса.

Пирĕн пуп хăй хытă кăмăлсăрланнине палăртас мар тесе пулĕ кантăк патне пырса тăчĕ, тарăн шухăша кайнă пек чылайччен урамалла тинкерсе пăхрĕ, вара уксах урине сĕтĕрсе хăй вырăнне кăлла пырса ларчĕ.

— Ларионов Митя, отвечай, — терĕ пуп.

Митя аттине чăнкăртаттарса сĕтел умне тухса тăчĕ.

— Царю небесный, — терĕ пуп.

Митя каласа пачĕ.

— «Достойно» спой.

Митя çинçе сассипе юрласа илчĕ.

— Хождение Христа по воде.

Митя пĕр такăнмасăр, пăхмасăр сăвă каланă пек шатăртаттарса тухрĕ.

— Молодец, — терĕ пуп.

Митя кулкаласа хăй вырăнне кайса ларчĕ. Кун хыççăн Катьăна, мана, ытти ачасене те черет çитрĕ. Закон божипе экзамен часах пĕтрĕ.

Учительница пире çуршар листа хут, ручкăсем парса тухрĕ. «Изложени çыратпăр», — терĕ. Унтан васкамасăр класс хăми çине «Волк и журавль» тесе çырчĕ те юпта-рăва кĕнеке тăрăх вулама тытăнчĕ. Икĕ хут вуласан пире мĕн ăнланса юлнине çырма хушрĕ. Чи малтан Коля çырса пĕтерчĕ. Анастасия Александровна унăн ĕçне ăшра вуласа тухрĕ те кăмăллă пит-куçпа сĕтел çине пырса хучĕ. Акă Веденскипе хамăр пуп пирĕн ĕçсене те тĕрĕслеме пуçларĕç. Эпĕ чĕвен тăрса сĕтел çинелле пăхатăп. Веденский учительницăпа пăшăлтатса илчĕ те Коля ĕçĕ çине «5» лартрĕ, Катьăпа иксĕмĕрĕнне — «5». Эпĕ калама çук хĕпĕртесе Катьăна пилĕк пÿрне тармакласа кăтартрăм. Катьăн сенкер куçĕ кăмăллăн йăлтăртатса илчĕ.

Пурте çырса пĕтерчĕç, пĕр Митя çеç пуçне аллипе тытнă та çырнă-çырман ларать.

Пуп ун патне пычĕ.

— Ну, Митенька, çырса пĕтер, — терĕ вăл çинçе сассипе, хреснăй ывăлĕн ĕçне пăхса.

Митя сăмсине туртса ассăн сывласа илчĕ. Пуп ун çумĕнче пĕтĕм пĕвĕпе пĕкĕ пек авăнса ÿксе йăнăш тĕлсене пÿрнипе тĕрте-тĕрте кăтартать.

Анастасия Александровна пăрăнчĕ, благочиннăй пуп хăтланкаларăшне курманçи пулса журнал уçа-уçа пăхса ларчĕ. Митя хăйĕн ĕçне тепĕр хут çырса илсе сĕтел çине пырса хучĕ.

Анастасия Александровна класс хăмине çавăрчĕ. Унта Задача çырнă. Эпĕ ăна хăвăрт вуласа тухрăм: «Один помещик имел 3000 десятин земли. Половину он продал. Остальную землю разделил между двумя сыновьями. Старший получил 4 пасти оставшейся земли, а младший — 1 часть. Сколько десятин получил каждый сын? »

Задача пирĕншĕн йывăр пулмарĕ. Эпир ăна часах шутларăмăр. Митя çеç антарса ларчĕ, çырма та пуçăнмарĕ. Учительница унăн умĕнчи таса хута сĕтел çине илсе хучĕ.

Митя лĕр-р! йĕрсе ячĕ, питне аллипе хупласа парта çине ÿпĕнчĕ. Пуп учительница çине хăяккăн пăхса илчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах Веденский çав самантра вырăс чĕлхипе экзамен пуçламалли çинчен пĕлтерчĕ.

Учительница Баранов çырнă кĕнекене шкапран илсе сĕтел çине хучĕ.

— Спросите Митю, а то он наплачется, — терĕ пуп.

Анастасия Александровна Митьăна сĕтел патне тухма каларĕ. Ача куçне аллипе сăтăркаласа малалла тухрĕ.

— Прочитай наизусть стихотворение «Осень».

— «Уш непо озенью тышало… тышало… тышало… »

Ача такăнчĕ. Тутине сиктеркелесе пуçне усса тăрать…

— Начни снова, — сĕнчĕ пуп.

— «Уш непо озенью… плистало… Уш рете солныш-ко… тышало… С печальным шумом… лошился туман… »

— Плохо знаешь стихотворение. А ну-ка прочитай и расскажи содержание статьи «Кит», — терĕ Веденский. Вăл Митьăна уçнă кĕнеке тыттарчĕ, пÿрнипе пусса ăçта вуламаллине кăтартрĕ.

Такăна-такăна, темĕн чухлĕ йăнăш туса Митя аран-аран вулакаласа тухрĕ.

— Расскажи содержание, — терĕ Веденский.

Митя чĕнмест, тутине чĕлхипе çулакаласа тăрать.

Учительница ыйтусем пама тытăнчĕ:

— Где живет кит?

— Поле, — терĕ Митя.

— Чем он питается?

Митя тăчĕ-тăчĕ те: «Хлеп», — тесе персе ячĕ.

— Пусть сядет, — аллине сулчĕ Веденский.

Митя пуçне пĕксе хăй вырăнне кайса ларчĕ.

Пуп ун патне пычĕ, çамкине тытса пăхрĕ: «Не болен ты? » — тесе ыйтрĕ. Митя йĕрсе ячĕ.

Акă ытти ачасене кăларма пуçларĕç. Эпĕ виççĕмĕш тухрăм. Мана «Крещение Руси» вулаттарчĕç. Содержанине каласа патăм. Унтан учительница «Волк на псарне» текен юптарăва пăхмасăр калаттарчĕ. Унтан класс хăми çине çак сăмахсене çыртарчĕ: столб, огород, лошадь, книжка. Мĕншĕн çак сăмахсенче янăравсăр илтĕнекен хупă сасăсен вырăнне янăравлисене çыраççĕ терĕ. Эпĕ ыйтнă правилăна каласа патăм.

— Довольно, — терĕ Веденский.

Коля вуланă чух та, каласа панă чух та Веденский кăмăллăн пăхкаласа: «Та-ак, та-ак», — тесе ларчĕ, ачана грамматикăпа чылай ыйтусем пачĕ. Коля пĕр тытăнса тăмасăр ответлесе пычĕ.

— Молодец, Михайлов, — мухтарĕ юлашкинчен Веденский.

Экзамен вĕçленчĕ. Веденский пуп патне кайрĕ, Анастасия Александровна хăй пÿлĕмне кĕчĕ. Эпир картлашка çине хĕвел ăшшине тухса лартăмăр. Пире саланма хушман: паянах экзамен результатне пĕлтереççĕ.

Акă Шĕшлĕ Якурĕ, Митя ашшĕ, пуп патне кĕрсе кайрĕ.

Чылай вăхăт иртрĕ. Анастасия Александровна пупсене кĕтсе пулас алкумне туха-туха пăхать.

Пăртак тăрарахпа Шĕшлĕ Якурĕ пупсем патĕнчен тухса утрĕ. Кăшт тăрсан пуп хапхи каллех яр уçăлчĕ. Хайхискерсем тухрĕç. Благочиннăй аванах тайкаланать. Хамăр пуп, уксахскер, аран уткалать. Вĕсем пирĕн патăртан иртнĕ чух эрех шăрши кÿ-ÿ! персе юлчĕ.

Такам алăка питĕрчĕ. Кантăка та хупрĕç. Малтан Анастасия Александровна сасси илтĕнчĕ. Вăл чылай каланă хыççăн пуп кăшкăрашма тытăнчĕ. Юлашкинчен Веденский мăн сассипе калаçма пикенчĕ. Шăпланчĕç. Эпĕ чул çине тăрса кантăкран пăхрăм. Учительница çырать. Веденский пирус мăкăрлантарать. Пуп сĕтел çине чикĕннĕ.

Анастасия Александровна çырса пĕтерчĕ, хутне Веденский умне хучĕ. Лешĕ хĕрлĕ кăранташпа чăр-чар тутарса алă пусрĕ. Ун хыççăн пуп ручка тытрĕ, чернил пуçма хăтланса кĕленчине йăвантарса ячĕ. Чернил сĕтел хĕрнелле хура çĕлен пек авкаланса çитсе урайне пăтăртатса юхма пуçларĕ.

Анастасия Александровна класран тухрĕ. Эпĕ хамăн «сăнав вырăнĕнчен» хăвăрт пăрăнтăм. Çав самантрах шкул алăкĕ уçăлчĕ.

— Кĕрĕр, — терĕ учительница.

Пурте кĕрсе лартăмăр.

Анастасия Александровна, питĕ хумханнипе пулмалла, хĕрелсе кайнă, куçĕ йăлтăртатать. Вăл чĕтрекен сассипе протокол вулама тытăнчĕ. Эпир иккен вунсăмăр та экзамен тытнă, свидетельство илме тивĕçлĕ пулнă.

— Теперь объявите, кто получил похвальный лист, — терĕ Веденский.

— «Экзаменационная комиссия похвальным листом награждает Смоленкову Екатерину, Дмитриеву Марфу и… Ларионова Дмитрия», — вуларĕ учительница.

Ачасем хушшинче тахăшĕ ах! тесе илчĕ.

Коля хыçалти партăра ним пулман пек пăхкаласа ларать.

Акă мĕнле иккен вăл Пупсен тĕрĕслĕхĕ. Тивĕçлĕ маррине — пур, тивĕçлине — çук.

Пичче инкекĕ

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Пĕрре эпĕ кукаçисем патĕнчен килнĕ чух пирĕн патăртан лав тухса кайрĕ. Йăптăх тăкман хура лаша анаталла хытă чупса анчĕ. Урапа çинче — шурă сăхманлă çын, ăна эпĕ паллаймасăрах юлтăм.

Анне тăпсаран хăпса кайнă хапхана майлаштарса Хупасшăн хăтланать. Эпĕ ăна пулăшма пытăм.

— Кам килнă пирĕн пата?

— Çармăс тус, Чăмаппи.

— Ăмма килнĕ?

— Пиччÿне леçме.

Пичче килнĕ тесенех эпĕ хĕпĕртенипе часрах алкумне чупса улăхрăм. Анне мана пÿрте кĕртмерĕ: «Пиччÿ çывăрма выртнă, ăна ан кансĕрлесе çÿре», — терĕ. Эпĕ вара алкумĕнчен анса кĕлет умне пырса лартăм. Анне мана ĕçсĕр ларма ан вĕрен тесе пиччен çăм чăлхине саплама хушрĕ. Кĕлетрен çăм çиппи, йĕп илсе тухрĕ, мĕнле сапламаллине кăтартрĕ: «Вĕттĕн чиксе турт, кĕли яка пултăр», — тесе асăрхаттарчĕ.

Çак кунсенчех пичче чĕрĕ пуçпа таврăнасса эпир шутламан та. Нумай пулмасть Шĕшлĕ валли пиччепе пĕрле вăрман касма кайнă çынсем яла килчĕç, вĕсем пире усал хыпар çитерчĕç: пичче шыва кайнă. Эпир çакна илтсен виçĕ-тăватă кун хушши вут çинчи пек çунтăмăр. Пĕр каçхине пирĕн пата Аманик çынни кĕрсе тухрĕ, вăл ырă хыпар пĕлтерчĕ: пичче затон больницинче выртать иккен. Ку çын, хăй те шыва кайса чирленĕскер, пирĕн пиччепе больницăра пĕрле пулнă.

Кукшак шывĕ тăрăх Атăла сулă антарнă чух пичче ăнсăртран шыва ÿкнĕ. Юлташĕсем ăна çийĕнчех пулăшу парайман, пуçхĕрлĕ юхакан çурхи шыв ăна виçĕ çухрăма яхăн илсе кайнă. Ишме ăстаскер, вăл путман, вăй çитнĕ таран çăлăнасшăн тăрăшнă. Акă ăна аякран Куславкка вырăсĕсем хăйсен сулли çинчен асăрханă. Вĕсем кимĕпе ишсе пырса асаплă çынна часах шывран туртса кăларнă. Кăвакарса кайнăскере эрех ĕçтерсе типĕ кĕпе-йĕм тăхăнтартнă, кĕрĕк витсе вырттарнă. Звенига затонĕ патне çитеспе пичче аташма пуçланă. Вара ăна вырăссем затон больницине хурса хăварнă.

Анне çак хыпара пĕлсен тепĕр кун ирех затона утрĕ. Пичче аннене курсан питĕ хĕпĕртенĕ: «Ĕнтĕ часах сывалатăп акă», — терĕ тет. Унăн, тухтăр каланă тăрăх, ÿпки шăнса пăсăлнă, часах киле ярасси те паллă мар.

Анне больницăра пичче патĕнче ларнă чух шăпах унта Чăмаппи тус пырса кĕнĕ. Вăл пичче валли пĕр теçетке çăмарта, пулă кукли, чăкăт, чĕреспе сĕт илсе пынă. Чăмаппи тус пирĕн пичче больницăра выртни çинчен Аманик чăвашĕнчен пĕлнĕ иккен. Пичче сывал сан ăна киле ăсатма Чăмаппи: «Хам пыратăп», — тесе каларĕ тет. Паян акă вăл, чăнах та, пиччене леçме пирĕн пата килсе кайнă.

Чăмаппи тус-пиччене эпĕ пĕчĕкренех астăватăп. Çуллен вăл Атăл ларсан пирĕн пата кăмпа тата милĕк тиесе килет, эпир ăна купăста-хăяр парса яратпăр. Пĕрре, эпĕ астăвасса, аттепе анне вĕсем патне туя та кайса килчĕç: ун чух Чăмаппи тус ывăл авлантарнă пулнă.

— Митри тос, эсĕ мана туван пек, — тетчĕ Чăмаппи.

— Тăванах эпир, — тетчĕ атте те, — Атăл урлă пурăнатпăр пулин те питĕ çывăх.

Эпĕ çапла ырă çынсем çинчен шухăшласа ларса пичче чăлхине сапласа пĕтертĕм.

Анне тем тума пÿртелле кĕчĕ. Ун хыççăн — эпĕ те.

Пичче алăк патĕнчи урлă сак çинче çывăрать. Пичĕ сарăхнă, куçĕ путăк, йăм хура мăйăхĕ тĕссĕрленнĕ. Кăкри çине хунă алли ытла та ырхан пек.

Сĕтел çинче — витререн татса тунă хура чейник. Ывăс çинче — кукăль татăкĕсем (Чăмаппи кучченеçĕ пулмалла). Пирĕн сасса илтсен пичче вăранчĕ, тăрса ларчĕ, кăкăрне тытса ÿсĕрме тапратрĕ.

— Экзамен мĕнле патăн? — ыйтрĕ вăл сывлăшне çавăрсан.

Эпĕ шкула похвальнăй листпа пĕтернине пĕлсен пичче хĕпĕртерĕ, кăмăллăн пăхкаласа илчĕ.

— Пит аван. Ĕнтĕ Чĕмпĕре лайăххăн хатĕрленес пулать, кĕме çăмăл пултăр, — терĕ вăл.

Пичче татах тем калаçасшăн, анчах ăна ÿслĕкĕ аптратса çитерчĕ. Вăл ÿсĕрсен-ÿсĕрсен выртрĕ. Эпĕ ăна кансĕрлес мар тесе хуллен тулалла тухрăм.

Каçхине кукаçипе кукамай килчĕç. Пичче алкум вĕçне тухса ларнă. Карчăкпа старик калама çук хĕпĕртерĕç.

— Ах, ачам, мĕнле ырă çынсем тĕлне пулнă эсĕ, вилес çĕртен çăлса хăварнă-çке, — терĕ кукамай куçне шăлкаласа.

— Паттăр çынсем пур çав. Кормилицын мана туртса кăларнă чух хăй те кĕçех шыва каятчĕ, — терĕ пичче.

Кукаçи çемçелнĕ кăмăлпа:

— Çынна инкекре пулăшакан çын ĕмĕр пархатар куртăр. Çĕр сум. пуличчен çĕр тус пултăр тесе ваттисем ахаль каламан, — терĕ.

— Сывалсан Куславккана çитсе пурне те тав тăвасчĕ-ха… Кормилицын пÿрт пурама тытăнсан ăна кайса пулăшасчĕ, — терĕ пичче.

— Пулăшас пулать, — килĕшрĕ кукаçи.

— Ырă ĕçе ырă туса татмалла çав, — терĕ кукамай та.

Вĕсем çапла ниепле калаçса тăранаймасăр чылайччен пирĕн патăрта ларчĕç.

Юлташсенчен уйрăлса юлни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Тепĕр кун, кăнтăрлапа, пирĕн пата Катя килчĕ. Хул айне вăл «Аленький цветочек» ятлă кĕнеке хĕстернĕ, аллинче — чĕнтĕр йĕппи тирнĕ шурă çип çăмхи. Эпир унпа лаç умĕнчи сак çине лартăмăр. Катя пĕчĕк аллисемпе хăвăрт чĕнтĕр çыхма тытăнчĕ, мана кĕнеке вулама хушрĕ. Эпĕ вулатăп, Катя ал ĕç туса итлесе ларать.

Чылай ларсан эпĕ ăна ăсатма кайрăм. Çул май Энĕш хĕррине пырса шыв ăшăннă-ши тесе алла чиксе пăхрăмăр. Самаях ăшă. Эпир салтăнса шыва сикрĕмĕр. Халĕ эпир иксĕмĕр те лайăх ишетпĕр, путасран хăрамастпăр. Кăваккăн курăнакан тăрă шыва сирпĕтсе вылятпăр, кулатпăр.

Шывран тухсан эпир хăва ăшне ларса хĕвел çинче ăшăнтăмăр, унтан улăх урлă вăрманалла чупрăмăр. Пире сăвăнмалли кунта та нумай. Пĕр кайăк сассине итлесе тăнă хушăра тепри юрласа ярать. Маттур шăпчăк, ытти кайăксемпе ăмăртса юрланă пек, илемлĕ сассипе вăрмана янăратать. Симĕс çулçă витĕр хĕвел çути ÿкни, тĕм айĕнчи çеçпĕл чăлт-чăлт! пăхса ларни, лĕпĕшсем вĕçни — пурте пире савăнтарать. Акă шурă лантăш. Вăл хăйĕн çепĕç те черченкĕ шăнкăравĕсемпе шăнкăртатса ларнăн туйăнать.

Катя пĕр курăк айне шĕвĕр патакпа чавса вĕтĕ çĕр улми пек япала кăларчĕ: паранкă. Эпир ăна тăприне пÿрнепе сăтăркаласа çирĕмĕр: тутлă пек туйăнчĕ. Юлашкинчен эпир Анастасия Александровна валли лантăш татса чечек çыххи турăмăр, вара килелле чупрăмăр.

Каçхине кĕтÿ ярас умĕн аппа шыв ăсса килчĕ.

— Чуп хăвăртрах Катя патне. Халех килме каларĕ. Япалисемпех таçта каяççĕ.

Эпĕ хыпăнса ÿкрĕм. Урама тухса анаталла питĕ хытă чупрăм, тăвайккинче астумасăр кĕçех чикеленсе ÿкеттĕм. Тимĕрç пÿрчĕ тĕлĕнче хĕрарăмсем тăраççĕ. Уçă хапхаран лав курăнать. Урапа çине симĕс арча лартнă, арча çине татăк-кĕсĕкрен çĕленĕ утиялпа витсе минтерсем хунă. Арча умĕнче — кĕпе çăвакан валашка. Унта туллиех тирĕк-чашăк тата тĕрлĕ вак-тĕвек япаласем. Катьăпа амăшĕ пÿртĕнче, вĕсем, ахăртнех, юлашки япаласене пуçтараççĕ пулас.

— Ăçта каяççĕ вĕсем? — пăшăрханса ыйтрăм эпĕ пĕр хĕрарăмран.

— Гаврил патне каяççĕ. Вăл паян Чулхулари пăрахутпа анать. Арăмĕпе ачине Куславккана леçмелле тесе шăллĕсене телеграмма панă. Гаврил ларнă пăрахут çине васкаççĕ вĕсем.

— Куславккаран ăçталла каяççĕ вара?

— Çĕр кăмрăк кăларнă çĕре тет.

— Çтаппан пичче те Гаврилпа пĕрле мар-ши?

— Ун çинчен илтмен, пĕлместĕп.

Пÿртрен Катьăпа амăшĕ тата Гаврил майлах уткаласа илемлĕ хура вырăс тухрĕ.

Катя эп тăнине курсанах темĕн тултарнă хутаççине урапа çине хурса мана ыталаса илчĕ.

— Эпир ĕнтĕ папа патне каятпăр, —чĕвĕлтетрĕ вăл савăнăçлăн. Эпĕ йĕрсе ятăм. Мана курса Катя та йĕрсе ячĕ.

— Сыв пул, сыв пул, сыв пул! — терĕ вăл сăмах каламассерен питĕмрен чуптуса.

Амăшĕ те пирĕнпе алă тытса сывпуллашрĕ, вара вĕсем иккĕшĕ те лав çине хăпарса ларчĕç.

— Пĕрле аван пурăннăччĕ, — терĕ пĕр кинеми Катя амăшне, хăй çавăнтах тутăр вĕçĕпе куçне шăлкаласа илчĕ.

— Ну, поехали, — терĕ мăн саслă вырăс урапа çине яшт! çеç сиксе ларса.

— Прощай! — аллине сулчĕ Катя амăшĕн кăкри çумне пичĕпе тĕршĕнсе.

Эпĕ лаша çăл кукринчен пăрăнса кайичченех урапа хыçĕнчен пытăм. Вара чарăнса лав курăнми пулсан тин килелле утрăм.

Анса ларакан хĕвел çути хурлăхлă курăнчĕ.


Пĕр каçхине эпĕ Анастасия Александровна патне кĕнеке леçме кайрăм. Вăл килте çук. Коля пахча карти çумĕнчи тăрăхла чул çинче кĕнеке вуласа ларать. Вăл эпĕ пынăшăн хĕпĕртерĕ пулас: ман çине хура куçĕпе ăшшăн пăхса илчĕ.

— Лар, — терĕ Коля вырăнĕнчен кăшт сиксе.

Эпĕ ун çумне лартăм.

— Урама тухмастăп. Экзамен пулнăранпа та сана курман. Катя кайнине эпĕ сисмен те. Акă сана та халĕ ху килмен пулсассăн кураймасăрах каяттăм.

Коля сасси темĕншĕн хурлăхлă пек туйăнать.

— Ăçта каятăн вара? — ыйтрăм эпĕ унран.

— Хусана. Аттепе пĕртăван пичче мана тимĕрç патне парасшăн. Пилĕк-ултă çултан тимĕрç пулса хам тĕллĕн ĕçлеме пултаратăп.

— Эсĕ ремесленнăй училищĕне кĕресшĕнччĕ-çке. Мĕншĕн унта каймастăн? — ыйтрăм эпĕ.

— Унта чăваш ачисене илсех каймаççĕ тет, сывлăхĕсем начар тесе калаççĕ тет.

Пĕр самант ним чĕнмесĕр лартăмăр. Туса пĕтермен чиркÿ айккинче, çерем çинче, ачасем пÿскелле Выляççĕ. Чупаççĕ, сикеççĕ, çуйăхаççĕ. Шурă кĕпеллĕ хĕрсем Энĕш хĕрне вăййа кайрĕç.

— Мĕншĕн ачасемпе вылямастăн?

— Выляс килмест, — терĕ Коля. — Ыран Куславккана утатăп, унтан пăрахутпа — Хусана. Эсĕ кĕркуннепе Чĕмпĕре каятăн ĕнтĕ, вĕренетĕн, учительница пулатăн…

— Каясси кайăп та, те кĕрсе пулĕ? — иккĕлентĕм эпĕ.

— Кĕретĕн, — ĕнентерÿллĕн каларĕ Коля.

— Эсĕ те атя Чĕмпĕре.

— Çук, пымастăп.

— Мĕншĕн? Эсĕ пит аван вĕренетĕн. Унта сана илеççех.

— Унта кайма Анастасия Александровна хушмасть.

— Мĕншĕн вара?

— Пуп сана кураймасть тет. Эсĕ Чĕмпĕр шкулне кĕнине пĕлсенех вăл сан пирки шкул пуçлăхĕ патне элек çырса ярать, пурпĕрех шкултан кăларттарать тет.

— Тен, элеклемĕ.

— Пуп — юрăхсăр этем. Анастасия Александровна çинчен те вăл, ирсĕрскер, темиçе жалоба çырнă. Ĕнер каçхине кунта стражник килсе кайрĕ. Анастасия Александровнăна икĕ сехет ытла ыйтса тĕпчерĕ, çырчĕ. Тем пулĕ ĕнтĕ.

Коля ассăн сывласа илчĕ.

Эпĕ хам юратакан учительницăшăн пăшăрханса ÿкрĕм: тен, ăна вырăнтан та кăларса пăрахĕç. Киле кайма тăтăм, анчах Коля мана хултан тытса:

— Ан кай-ха, лар кăштах. Тĕттĕм пулман-çке, хăратăн пулсан ăсатса ярăп, — терĕ.

— Çук, хăрамастăп, — терĕм эпĕ.

Коля кăшт шухăша кайса ларнă хыççăн хуллен:

— Эпĕ Хусана вырнаçсан манăн кунта килсе юлташсене курасси пулаймасть ĕнтĕ, вĕсене асăнса пурăнасси çеç юлать, — терĕ. — Эпĕ сана манмăп. Сана чи çывăх тус вырăнне шутлатăп… Эсĕ аса илĕн-ши мана?

Çав самантра Анастасия Александровна сасси илтĕнчĕ:

— Коля, ăçта эсĕ?

Ача сиксе тăрса учительница патне çил пек кĕрсе кайрĕ…

Кольăна эпĕ урăх нихçан та курман.

Чĕмпĕре тухса кайни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Тулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Уй-хир ĕçĕ пуçланиччен эпĕ çине тăрсах Чĕмпĕрти чăваш шкулне хатĕрленме пикентĕм. Анастасия Александровна мана изложени, диктант çыртарать, задачăсем шутлаттарать, вулаттарать. Пĕр кунхине вăл мана стипенди пирки Шупашкара прошени çыртарчĕ. Çав кунах кирлĕ документсене Чĕмпĕр шкулне ятăмăр. Çакăн хыççăн тепĕр кунах Анастасия Александровна инçе пурăнакан тăванĕ патне отпуска кайрĕ.

Анне мана Чĕмпĕре ярасшăнах мар: «Пиччÿ те чирлĕ. Тăкакĕ нумай. Çула кайма ăçтан укçа тупăпăр? » — тет.

Пичче вĕрентесшĕн.

— Епле майпа та пулин йÿнеçкелĕпĕр, вĕрен, çын пулатăн, — тет вăл. — Сывалсан акă хăма çурса сутăп, сан валли, Чĕмпĕрлĕх, укçа пулĕ, — тет.

Пичче хăй сываласса кĕтет, шанать, анчах çаплах питĕ ÿсĕрет, йывăр ĕçе ĕçлеймест, çăмăла çеç çÿрекелет.

Пĕрре аппа Шĕшлĕ Якурĕ Энĕш хĕррине дамба купалаттарать тенине илтнĕ: кунне çирĕм пус парать тет.

Эпĕ аппапа пĕрле Шĕшлĕ патне кайма хаччалантăм. Аппа мана хăйпе пĕрле илесшĕн мар. «Ан çÿре ман хыççăн, Шĕшлĕ çитĕннĕ çынсене çеç ĕçлеттерет», — тет.

Тепĕр кун ирхине эпĕ те кĕреçе йăтса аппа хыççăн Шĕшлĕ арманне чупрăм. Хĕр упраç, каччăсем кунта нумай пухăннă. Ман пек хĕр ачасемпе арçын ачасем те пур. Шĕшлĕ пирĕн валли те ĕç тупрĕ. Шыв юхтарса килнĕ тĕрлĕ вак-тĕвеке тата çĕрĕк улăма пĕр çĕре йăтма хушрĕ, кунне пилĕкшер пус паратăп терĕ. Эпĕ ку ĕçе хаваслансах тытăнтăм: пилĕк пус та укçа! Улăм йăтнă чух куçа, çăвара тусан мăкăрланса кĕни нимĕн те мар пек, чупса ĕçлетпĕр. Хĕрлĕ кĕпе тăхăннă Шĕшлĕ пилĕкне аллисемпе тытнă, пуçне каçăртнă — эпир ĕçленине пăхса тăрать. Митя Энĕш хĕрринче выляса çÿрет.

Эпĕ кăнтăрлачченех питĕ ывăнтăм. Шăрăх. Çăварта хăйăр качăртатать. Хамăр — упăте тĕслĕ.

Шĕшлĕ пире кăнтăрла тĕлĕнче çеç, апат çинĕ хушăра, пăртак кăнтарчĕ. Шавах: «Хăвăртрах ĕçлĕр, ан ларăр!» — тесе кăшкăрать.

Ĕç виçĕ куна пычĕ. Эпĕ вун пилĕк пус кĕмĕле ывăçра чăмăртаса киле таврăнтăм, часрах ăна аннене патăм: «Чĕмпĕре кайнă чух кирлĕ пулать», — терĕм.

Пĕр каçхине Иванюк арăмĕ пахча çумлама çын шырать: кунне виçĕ пус паратăп тет. Эпĕ ку ĕçе те килĕшрĕм. Тăватă кун ĕçлесен аннене тата вун икĕ пус патăм.

Тырă вырма тухрăмăр. Хăвăртрах пĕтересчĕ тесе аппапа иксĕмĕр ыраша çĕр выртса выратпăр. Чăнах та çынсенчен эпир виçĕ-тăватă кун малтан вырса пĕтертĕмĕр. Вара Касак Ваççи патне тара кĕрĕшсе кайрăмăр. Вăл кăçал та, яланхи пекех, çынсенчен ана илнĕ: хăй кил-йышĕпе вырса ĕлкĕреймест. Аппапа иксĕмĕр Касакăнне пилĕк çурпилĕк выртăмăр. Укçине Ваççа кăçал кĕттермерĕ: тыррине вырса пĕтерсенех пачĕ. Анне çав кунах Иванюк лавккинчен ман валли кĕпелĕх пусма илчĕ. Эпĕ, халиччен пасар кĕпи тăхăнса курманскер, питĕ хĕпĕртерĕм. Пусми те питĕ кăмăла кайрĕ, хĕрлĕ çине шурă пăрçа сапаланă пек курăнать. Пĕр çумăрлă кун анне мана çĕнĕ кĕпе çĕлесе пачĕ. Эпĕ ку кĕпене Чĕмпĕре тăхăнса кайма тесе çÿпçе-нех пуçтарса хутăм.

Пĕрре эпир вăрлăхлăх ыраш çапатпăр. Пичче те йĕтем çинчех, анчах вăл кăшт-кашт кăна ĕçлекелет, хĕвел ăшшинче ларарах парать. Кăнтăрла иртсен пирĕн пата Хура Матви ывăлĕ Епхин пычĕ. Вăл кăçал Шĕнерпуçĕн-чи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, чылай пысăк ача. Чĕмпĕре пĕрле каясси пирки эпир унпа çуркуннех калаçса татăлнă. Епхин пиччене сăркăч пичетлĕ конверт тыттарчĕ. Пичче конверта хĕрринчен çурса çыру кăларчĕ те вулама пуçларĕ.

— Акă япала! — тĕлĕнчĕ вăл. — Ыран мар тепĕр кун экзамен пуçланать, хутне тин илетпĕр. Мĕншĕн маларах пĕлтермен?

— Староста патĕнче нумай выртнă, — терĕ Епхин васкаса. — Эпĕ иртнĕ эрнерех пире Чĕмпĕртен хут килмен-и тесе кантура кайса пăхрăм. Тиек шакăрчакĕ мана: «Тахçанах килнĕ, староста илсе кайнă», — терĕ.

— Мĕншĕн вăхăтра паман-ха вăл апла? — кăмăлсăрланчĕ пичче.

— Ăна пуппала Иванюк партарман. Хăй каласа пачĕ.

— Мĕн ĕç пур вара пуппала Иванюкăн Чĕмпĕртен янă хутсен çумĕнче?

Епхин чылайччен чĕнмесĕр тăнă хыççăн çапла каларĕ:

— Пуп чăваш ачисене хулана вĕренме ярасшăн мар: унтан килсен яла пăлхатаççĕ тесе калать тет.

— Старости халĕ мĕнле пачĕ тата? — ыйтрĕ пичче.

— Хам кĕрсе илтĕм, вăрă пек, — кулкаларĕ Епхин. — Староста, ÿсĕрскер, урапа çине тăсăлса выртнă та илет кăна ыйăха. Эпĕ пÿрте кĕрсе сĕтелтен илсе тухрăм.

— Юрать-ха апла пулсан, — терĕ пичче. — Чĕмпĕре хăçан каятăр?

— Паянтан юлас марччĕ. Каçхи пăрахута çитмелле Куславккана утăпăр, — терĕ Епхин.

Пиччепе анне вăл каланипе килĕшрĕç. Епхин çула пуçтарăнма килне васкарĕ. Эпир те аннепе ĕç пăрахрăмăр. Йĕтем çинче пиччепе аппа çеç юлчĕç.

Эпĕ хĕвел çинче ларнă витрери шывпа пите, мăя, хăлхасене çурăм, шăлăнтăм, çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм. Анне мана: «Ку кĕпене тăхăнсан йăлтах ÿссе кайрăн», — терĕ.

Кутамккана çур çăкăр, темиçе пуç сухан, пилĕк çăмарта, улăштарса тăхăнмалли кĕпе-йĕм, пит шăлли чикрĕмĕр те хытă çыхса лартрăмăр. Йăтса пăхрăм: йывăр мар пек туйăнать.

— Атя каятпăр, — чÿречерен шаккарĕ те Епхин.

Эпĕ васкаса сăхман тăхăнтăм, тутăр çыхрăм, вара çĕнĕ çăпатана шăтăртаттарса килтен чупса тухрăм. Урамра Епхинпе пĕрле тата икĕ хĕр ача тăраççĕ. Вĕсем Хусана каяççĕ. Пĕри, пысăкраххи, ман Кутамккана хăй аллине илчĕ.

Анне мана ăсатма урама тухрĕ. Эпĕ унпа сывпуллашсан вăл куçне шăлкаласа хурлăхлăн пăхса тăрса юлчĕ.

Укăлчара Иван пиччене тĕл пултăмăр. Вăл лашине пирĕн карта çумĕнчи çерем çине кăкарса тăрать.

— Вĕçрĕн-и, çерçи? — шăлсăр çăварĕпе кулкаласа илчĕ старик.

— Вĕçрĕм. Сывă пул, Иван пичче, — терĕм эпĕ чарăнса тăрса.

— Телей пултăр, — терĕ вăл, унтан патăма пырса мана, пĕчĕк чухнехи пек, Çурăмран лăпкаса илчĕ.

— Эсĕ калашле пултăрччĕ, Иван пичче, — терĕм те эпĕ чылай кайнă юлташсене çитес тесе малалла чупрăм. Тепре çаврăнса пăхнă çĕре анне те, Иван пичче те курăнми пулнă.

Часах эпир хурăнлă çул çине тухса сăрта хăпартăмăр. Каялла хамăр ял çинелле çаврăнса пăхрăм. Акă шкул, акă чиркÿ. Пирĕн лапчăк пÿрт çеç курăнаймасть. Улăхра Энĕш хĕвелпе йăлтăртатса, авкаланса выртать. Унта-кунта тĕкĕр татăкĕсем пек кÿлĕсем курăнаççĕ. Акă вăрман, Катя Смоленкова манпа çÿренĕ вырăнсем… Ăçта-ши халĕ манăн тусăм? Мĕншĕн хăй çинчен хыпар тумарĕ?..

Утатпăр. Сăрта улăхса çитрĕмĕр. Тепĕр хут ял çине çаврăнса пăхрăм. Ĕнтĕ часах вăл курăнми пулать…

Сывă пул, тăван ялăм!

1953-1956

Responses

  1. Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 3 – Вула Чăвашла Avatar

    […] шкула çÿресси Пĕчĕк учительница Ĕмĕр манми хуйхă Шкула çÿреме пуçлани Çĕнĕ пуп Шкула Иван Яковлевич килсе кайни Çĕнĕрен […]

    Килĕштерес

  2. Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 2 – Вула Чăвашла Avatar

    […] Пролог Эпĕ хама астума пуçлани Инкексем Иванюк лавккинче Кĕслеçĕ Манăн Юлташсем Касак Ваççи Шулли Иванĕ Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни Пусăра Куç Пăсăлни Манехва Хĕллехи Каçсенче Çуркунне Çимĕк каçĕ Улăхра Чиркÿ тума пуçлани Кайăк хыççăн Мăкаçей Çунни Аттене Тытса Хупни Кантуртисем Килни Кукаçи пылĕ Наçтиç каласа пани Сывă пулăр! Çĕнĕ тус Катя Лашана сутни Эпĕ шкула кайни Пĕтрĕ шкула çÿресси Пĕчĕк учительница Ĕмĕр манми хуйхă Шкула çÿреме пуçлани Çĕнĕ пуп Шкула Иван Яковлевич килсе кайни Çĕнĕрен килнĕ ача Вутă йăтни Типĕ мунча Экзамен Пичче инкекĕ Юлташсенчен уйрăлса юлни Чĕмпĕре тухса кайни […]

    Килĕштерес

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас