Николай Шупуççынни

1889 – 1942


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Николай Шупуççынни
Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар | Çут çăлтăр  | Аслă çул | Йĕкĕрлĕ курка | Йытăпа кушак | Кĕркуннехи юрă | Кайрĕ çав | Маттурлăхăм | Ним те çук-ха, тетĕр-и | Нуша | Пĕтелмей | Пуçпа ĕçлекен | Савнине | Тăлăх | Хĕрĕх çул хушши | Хитре Чĕкеç (юмах) | Хунар çути | Чĕлĕм | Юлташа ]

Граждан вăрçи самани

Николай Шупуççынни
[ Чăпта çапакансем ]


Тĕплĕнрех:

Николай Шупуççынни

(1889-1942)

Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) 1889 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ ЧР Шупашкар районĕ) Иккасинче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, 1905 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕрет. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççе.Çав çулхи юпа уйăхĕнче вăл каллех Чĕмпĕре таврăнать, куçару комиссийĕнче К. В. Ивановпа пĕрле ĕçлеме тытăнать. 1909 çулта Чĕмпĕрти гимназире учитель ятне илме экстерн йĕркипе экзамен тытать. 1909 çулта Хусан кĕпĕрнин Чистай уйсенчи Çĕнĕ Аксура учительте ĕçлеме тытăнать. 1914 çулта ăна салтака илеççĕ. Революци хыççăн Н. В. Шупуççынни парти тата хуçалăх ĕçĕсенче пулать, «Сунтал» журналăн редакторĕнче ĕçлет. 1934 çулта ăна Чăваш писателĕсен Союзĕн оргкомитетне ертсе пыма суйлаççĕ. 1936-1937 çулсенче Шупуççынни – Чăваш культурин наука тĕпчев институчĕн директорĕнче вай хурать. Вăл 1942 çулта вилнĕ.

Литература ĕçне 1906 çулта пуçăнать. 1908 çулта «Чăваш халапĕсем» кĕнекере унăн «Янтрак янравĕ» поэма, «Хитре чĕкеç», «Ăслă суеçĕ», «Вĕри çĕлен» ятлă сăвăлла юмахсем тата «Хунар çути» сăвви пичетленсе тухаççĕ. Сав çулах вал М. Ю. Лермонтовăн сăввисене чăвашла куçарса кăларать. Çĕнĕ Аксура чухне поэт литература кружокĕ йĕркелет, шкул ачисемпе литература журналĕ кăларса тăрать. Хăйĕн сăввисене 1911 çулта «Эрех ĕçме пăрахăр…» ятпа уйрăм кĕнекен пичетлет. Хăш-пĕр сăввисем «Вăрçă» альманахра тухнă (1915). 1907 çул тĕлнелле «Хутла пĕлекен» ятлă пьеса çырнă. Поэтăн вырăсла çырнă сăвă та чылай.

Шупуççынни литературăра совет тапхăрĕнче те нумай ĕçлет: сăвă-калав, очерк-повесгь çырать. 30-мĕш çулсенче Мускавра «Чăваш литератури историйĕн кĕске очеркне» тата «Чувашские сказки» кĕнеке кăларать.

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов, 2006

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем:

Шубоссинни (Васильев) Николай Васильевич (26.11.1889–13.02.1942) – писатель, член Союза писателей СССР (1934).

Çĕнĕ публикацисем

  • Чӑвашла клавиатура сарӑмӗ

    Чӑвашла клавиатура сарӑмӗ

    Windows-ра чӑвашла ҫырма май паракан сарӑмӑн ҫӗнетнӗ верссине сӗнетпӗр.

  • Chuvash.Link

    Chuvash.Link

    “Вула чăвашла” сайта çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Тулашĕ те, ăшчикĕ те дизайн енчен урăхланĕ. Енчен те сĕнĕвĕр е ыйтăвăрсем пулсассăн, тархасшăн, çырса ярăр. Савăнсах хапăл тăвăп. – Сайта тăваканĕ, Виктор

  • Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

    Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

    Кириллъ Макаровъ Чÿк 21-мĕшĕ Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăванăмсем, пайанхи кун таса ђиркÿ Турă Амăшне ђиркĕве леçнине асăнса хисеплет. Турă Амăшин ашшĕ Іоаким, амăшĕ Анна йатлă пулнă. Вĕсем Галилея…