Марфа Трубина

Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→
Тупмалли
Пролог | Эпĕ хама астума пуçлани | Инкексем | Иванюк лавккинче | Кĕслеçĕ | Манăн Юлташсем | Касак Ваççи | Шулли Иванĕ | Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни | Пусăра | Куç Пăсăлни | Манехва | Хĕллехи Каçсенче | Çуркунне | Çимĕк каçĕ | Улăхра | Чиркÿ тума пуçлани | Кайăк хыççăн | Мăкаçей Çунни | Аттене Тытса Хупни | Кантуртисем Килни | Кукаçи пылĕ | Наçтиç каласа пани | Сывă пулăр! | Çĕнĕ тус Катя | Лашана сутни | Эпĕ шкула кайни | Пĕтрĕ шкула çÿресси | Пĕчĕк учительница | Ĕмĕр манми хуйхă | Шкула çÿреме пуçлани | Çĕнĕ пуп | Шкула Иван Яковлевич килсе кайни | Çĕнĕрен килнĕ ача | Вутă йăтни | Типĕ мунча | Экзамен | Пичче инкекĕ | Юлташсенчен уйрăлса юлни | Чĕмпĕре тухса кайни
Ача чухнехи
Пролог
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Мĕтрин арăмĕпе икĕ ачи урайĕнче çывăрнă. Хăй вăл алăк патĕнчи урлă сак çинче çĕтĕк сăхман витĕнсе выртнă. Тул çутăла пуçланă ĕнтĕ. Урам енчи чÿречерен ирхи шуçăмăн кĕрен çути кĕнĕ, Мĕтрийĕн хĕрлĕрех шĕвĕр сухалĕпе ырхан пичĕ çине ÿкнĕ. Кил картинче автан авăтса янă. Çăмăл ыйхăллă кил хуçи, шурă пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннăскер, вырăнĕ çинчен ялт! сиксе тăнă, çанталăк мĕнле-ши тесе кил картине тухнă.
Кунĕ тÿлек пулнă. Виç-тăватă кун çил туласа çумăр çунă хыççăн халĕ уяртнă. Сенкер тÿпе тăп-тăрă. Сÿнме ĕлкĕреймен шултра çăлтăрсем илемлĕн йăлтăртатнă. Хĕвел тухăçĕ çуталнăçемĕн çуталса пынă.
Мĕтри лайăх çанталăка пăхса савăннă. Уяр чух юлашки сĕлле вырса илесчĕ тесе вăл пусса иртерех тухма шут тытнă, тен, кăнтăрла иртсен çумăр пулĕ ĕнтĕ. Çав шухăшпа Мĕтри кĕлет умне хăвăрт пырса ларнă, тăли-çăпатине илсе урине сырнă. Васкасах вăл тытма çинче ларакан витререн куркапа шыв ăсса питне çунă, шăлăнма алкумне кĕнĕ. Кунта, стена çумĕнчи пăта çинче, шурă кĕпе çĕтĕкĕ, килте йăваланă кивĕ шлепке çакăнса тăнă. Мĕтри таса çĕтĕкпе шăлăннă, кăвакарма пуçланă çÿçне якаткаласа шлепкине тăхăннă.
— Праски, ачасене вăрат, тырă вырма кайăпăр, — тенĕ вăл алăка уçса.
— Юрĕ, — илтĕннĕ арăмĕн сасси.
— Эпĕ лаша тытма каятăп. Яшка ăшăт. Кăнтăрлахи апата тăварлă хăяр ил!
— Юрĕ!
Алăка шалт хупса Мĕтри алкум картлашки çинчен хăвăрт анса кайнă.
Хĕвел тухса сарăлма тытăнсан Мĕтри лаша кÿлсе арăмне, икĕ ачине — Иванпа Альтике — лартса тырă вырма тухса кайнă.
— Сĕлĕ нÿрлĕ пулĕ-ха, — пăшăрханнă Праски.
— Эпир ана çине çитиччен вăл типсе çитет. Тăватă çухрăм ытла каймалла-çке-ха, — тенĕ Мĕтри лашине турткаласа.
Çул çуртри пуссипе пынă. Кустăрмасем айĕнче шыв, шĕвĕ пылчăк сирпĕнкеленĕ. Çулăн икĕ айккипе ансăр анасем тăсăла-тăсăла выртнă.
Вун икĕ çулхи Иванпа çичĕ çулхи Альтик хăмăр куçĕсемпе кăмăллăн пăхкаласа хутаçлă пăрçа çисе пынă. Ачасем тырă вырса пĕтерсен вăрмана мăйăр татма каясси çинчен сăмахланă.
Мĕтри арăмĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе çинчен кăвак пир саппун çыхнă. Пуçĕнче сурпанпа чалма. Урине кивĕ çăпатапа пир тăла сырнă. Тăп-тăп пÿллĕскер, вăл урапа çинче хутланса ларса пынă, хÿра та илемлĕ куçĕпе салхуллăн пăхкаласа хăй çăмăлланасси çинчен шухăшланă.
«Хĕр çуратас марччĕ, ывăл пултăрччĕ, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче. — Тен, хĕр çуралĕ», — çаврăннă унăн шухăшĕ тепĕр майлă. Хĕр ача çуралĕ тесе шухăшласанах хĕрарăмăн пичĕ-куçĕ тĕксĕмленнĕ, инкек пулассине сиснĕ пек, унăн ăш вăркама тапратнă.
— Но-о-о! Яра пар! — хăваланă Мĕтри лашине. Вăл та хăй арăмĕ çăмăлланассине асра тытнă, ывăл çуралĕ-ши, хĕр-ши тесе шухăшланă.
«Ывăл çуралсан, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче, — çĕр хушă-натчĕ, тырă, утă-улăм ытларах пулатчĕ. Тына илсе ярăттăм. Вăл ÿссессĕн ĕнĕллĕ пулăттăмăр. Ывăл çурал-тăрччĕ, ывăл кирлĕ. Хăçан çăмăлланĕ-ши арăм? »
Чылай кайсан лаша çул çинчен вырнă ана çине пăрăннă, урапана йывăррăн туртса сĕлĕ ани пуçне çитернĕ. Ани ансăр, икĕ хăлаç та çук пулĕ. Кĕске, сайра та сапаланчăк сĕлле вырса савăнмаллиех çук.
Кил-йыш ĕçе тытăннă. Амăшĕпе ашшĕ ана хĕррине тăнă, ачасем — варрине. Пĕчĕк Альтик хăй кĕлтине пиччĕшĕпе шай тултарас тесе ĕштеленсе вырнă; Иван амăшĕнчен юлас мар тесе тăрăшнă — пурте хăвăрт вырнă. Ансăр ана кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пынă.
Кăнтăрлахи апата ларас умĕн Мĕтри арăмĕ урапа патне пырса сăхман сарса выртнă. Мĕтри çавна курсан çурлине тĕм çине чикнĕ те арăмĕ патне утса пынă.
— Мĕн пулчĕ, Праски? Аптрарăн-и-мĕн? — ыйтнă вăл арăмĕ çине хĕрхенсе те ачашшăн пăхса илсе.
Сăнтан ÿкнĕ арăмĕ тарăхса пăхкаланă, упăшкине хирĕç чĕнеймен, шăлне çыртса йынăша-йынăша илнĕ.
— Ирхине килтен тухмалла марччĕ, — ÿпкелешсе каланă Мĕтри.
— Ун чух палли çукчĕ. Паянлăха ĕçлетĕп пулĕ тесеттĕм.
Çапла каласа Праски выртнă çĕртен айлаткаласа тăнă,
юнашар ана çинчи сурат хыçне утса кайнă.
— Лаша кÿлес-и? — ыйтнă упăшки.
Сурат хыçĕнчен сасă илтĕнмен.
Мĕтри ана пуçне кăкарнă лаши патне васкаса утнă. Лашине хăвăрт çавăтса килсе кÿлсе тăратнă. Ачасем сурат еннелле пăхкаласа илнĕ. Мĕтри пилĕк-ултă кĕлте илсе урапа çине хунă, çыххине салтса çемçе вырăн тунă.
— Ну, хатĕр! Лар, Праски! — кăшкăрнă Мĕтри лашине сурат патнелле çавăрма тытăнса. Çав самантра ача макăрни илтĕннĕ. Лашине тăратса Мĕтри сурат хыçнелле васкаса пынă.
— Мĕн ача? — ыйтнă вăл калама çук хумханса.
— Хĕр, — илтĕннĕ арăмĕн хурлăхлă, кăмăлсăр сасси.
Мĕтрин пичĕ-куçĕ кĕл пек шурса кайнă. Йывăр хуйхă килсе çакланнă пек, вăл чунтан-чĕререн тарăхса пуçне чиксе тăнă.
Хăмăллă хура тăпра çинче калăп пек пĕчĕкçĕ ырхан ача выртнă. Чĕркуçленсе ларнă амăшĕ хăйĕн пиçиххине татса ача кăвапине çыхма тытăннă. Ĕçпе хытнă аллисем чĕтренĕ. Куçĕнчен пăрçа пек шултра куççулĕ тухса ача кăкри çине пăт-пăт тумланă.
— Ан йĕр, — тенĕ Мĕтри арăмне те, ачине те хĕрхенсе, — чĕрке хăвăртрах мĕнпе те пулин. Турă Пÿрменнине илес çук. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…
Арăмĕ ачана саппунпа чĕркесе ума тытнă, чĕркуçленнĕ çĕртен аран-аран тăрса урапа патнелле хуллен утса пынă. Мĕтри арăмне сăхман тăхăнтарнă, урапа çине ларма пулăшнă. Пуçне усса тăракан лаша хуçи турткаласанах утса кайнă, çул çине тухсан юрта пуçланă.
Киле çитсенех Мĕтри хунĕ патне васкаса кайнă, хунямăшне Праски çăмăлланни çинчен пĕлтернĕ. Хăй лашине ана çине каялла чуптарнă, сĕлле вырса пĕтерсе турттарсах килесшĕн пулнă.
Пÿрте кĕрсен Праски ачине тĕпелти сак çине вырттарнă. Хăй ачана чăпăл тăвас тесе вучаха хурăнпа шыв çакса янă, кĕлете тухса ача кипки валли шурă кĕпе çĕтĕкĕ, такана илсе кĕнĕ.
Вучахра кăвайт ялкăшса çуннă. Шыв ăшăниччен кăшт выртам-ха тесе Праски ачи çумне выртнă.
Çав вăхăтра пÿрте тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, пуçне сурпанпа чалма çыхнă пĕчĕк карчăк пырса кĕнĕ. Аллинче — купăста çулçипе витнĕ йывăç курка. Шурă тăла сырнă урисемпе хуллен пускаласа карчăк тĕпелелле иртнĕ, аллинчи куркана сĕтел çине лартнă. Праски, çын кĕнине сиссе пулмалла, куçне уçнă, унăн ырханланнă пичĕ çутăлса кайнă.
— Анне, ырах-ха килтĕн… Ашăм пит çунать-çке манăн.
Карчăк хĕрĕ çине сăрă куçĕпе ăшшăн пăхса илнĕ.
— Мĕншĕн ăш çунмалла санăн, хĕрĕм?
— Хĕр çуратрăм-çке-ха, анне.
— Уншăн мĕн ăша çунтармалли пур?
— Хĕр ачана харам пыр теççĕ-çке.
— Калĕçин. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть тенĕ ваттисем. Пурнăçра хĕрĕн те хăйĕн вырăнĕ, шăпи-телейĕ пулĕ. Вырт-ха эсĕ, кан.
Праски выртнă, карчăк ачана шыва кĕртме тытăннă.
— Ах, ырханскер, шыва чиксенех епле хытă кăшкăрса ячĕ. Кукашшĕ сăнлă хăй. Пиччĕшĕнпе аппăшĕн пек сăмси тÿрĕ мар, пичĕ те лăпкăрах пек.
— Ку ача Иванпа Альтик пек илемлĕ пулаймасть, — хурлăхлăн каланă Праски.
— Ÿссессĕн хăех илемленĕ-ха. Акă, кур, мĕнле аллисене кукăрткалать, епле хытă шăнăрлă — пурăнас ача ку. Ай, кайăк чĕппи, чăл-чăл куççи…
Амăшĕ Праские йăпатасшăн кăмăллăн йăпăлтатнă, пулкаланă, анчах хĕр çуралнăшăн хăй ăшĕнче калама çук хыпса çуннă. Ачана чунтан-чĕререн хĕрхенсе, хурланса çапла каланă:
— Мăнтарăн ачи, хурлăх курма çеç пултăн эсĕ. Хĕр пурри хĕрĕх хуйхă тенĕ. Асапа, мăшкăла тÿсме пÿлĕхçĕ тÿсĕмлĕ ÿстертĕр сана — хĕн-хур курма çуралнă мĕскĕн чуна…
Çуса тасатнă хыççăн кукамăшĕ ачана таса кипкепе чĕркесе амăшĕ çумне вырттарнă, хăй сăпка илме тухса кайнă. Чылай тăрсан вăл сăпка илсе кĕнĕ. Хупне нÿрĕ çĕтĕкпе сăтăрнă, ăшне таса улăм хунă, çиеле кивĕ кĕпе татăкĕсенчен çĕленĕ шурă та таса çитти сарнă. Часах карчăк сиктĕрмине мачча çинчи ункăран тирсе сăпкана çакса янă.
— Пулчĕ, — тенĕ вăл хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса, — вырттарам-ха пĕчĕк хĕре сăпкана.
Ачана вăл кăвак питлĕ кĕске çытар çине хунă та урай варрине тăнă, вара ăна çÿлелле çĕкленĕ, кăмака еннелле виçĕ хут сулса пăшăлтатса каланă:
— Хĕрт-сурт, сыхла ачана!
Çакăн хыççăн карчăк ачана сăпкана вырттарнă. Унтан вăл çÿлĕк çинчен авăрсăр хуçăк çĕçĕ илнĕ те сăпка йĕритавра çапла каласа виççĕ çаврăннă:
— Тимĕр карта çавăратăп. Ача патне ан пыр, усал, сик тух пирĕн пÿртрен!
Çĕççине вара карчăк усал яланах тимĕртен хăратăр тесе сăпка çумне çакнă.
Праски амăшĕ мĕн тунине пăхса выртнă. Карчăкăн тата ĕçĕ пĕтмен пулмалла: вăл алкумне тухса хура çăм çиппи илсе кĕнĕ, ача çиттине, кипкине сирсе унăн алли, ури сыпписене çăм çиппипе çыхнă. Çапла туни ачана ийе чăмласран, нишлĕ пуласран упранă имĕш.
— Ваттисем хушнине турăм ĕнтĕ, Праски, — тенĕ те карчăк хĕрĕ патне пырса ларнă. — Мунча кĕме пыр. Аçу паçăрах хутса янăччĕ.
— Юрĕ, пырăп.
Карчăк сĕтел çинчи йывăç курка еннелле пăхкаласа каланă:
— Пылне çи, хĕрĕм. Аçу парса ячĕ, ăшă пыл çитĕр терĕ. Халь çеç юхтарнă. Пыл сывлăхшăн сиплĕхлĕ теççĕ.
— Юрĕ, анне, çăкăрпа çийĕп.
— Çăкăр та çăкăр, çĕр улми те хăяр… Кăкăр сĕчĕ антармалли апачĕ те çук. Çусăр яшка çисе пурăннипех ĕмĕрÿ иртет пулĕ.
— Çаплах, анне.
— Çăмарта пĕçерсе парам-и?
— Çук, кирлĕ мар. Иванюк лавккинчен краççын илнĕшĕн те вун сакăр çăмарта тÿлемеллеччĕ-ха.
— Кастарнă такана пусăр эппин.
— Ой, ăна пусмалли çук: куланай татăлаймасан сутма кирлĕ.
— Аптрамалла сирĕнпе, — тенĕ юлашкинчен карчăк. Праски çине вăл хĕрхенсе пăхнă, пĕркеленчĕк пичĕ унăн хуйхăллă пулнă. Ассăн сывласа илсе вăл тухса кайнă…
Çакăнта асăннă ĕçсем 1888-мĕш çулта Аслă Куснар ялĕнче пулса иртнĕ.
Эпĕ хама астума пуçлани
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Хам çут çанталăкра пуррине эпĕ çак самантран астума пуçланă: куçа уçрăм та хĕвел çути куртăм. Вăл урам енчи чÿречерен ярăмланса кĕрет, урайне, кăмака сакки пуçне çап-çутă ÿкет. Эпĕ алăк патĕнчи урлă сак çинче выртатăп. Вучахра кăвайт шатăртатса çунни илтĕнет. Манăн хĕвел кĕрекен чÿрече патне пырса ларас килчĕ. Хама витнĕ сăхман аркине сиртĕм, вырăн çинчен тăма пикентĕм, анчах хал çуккипе тăраймарăм.
Пÿртре малтан никам та çук пекчĕ. Кăмака кукринче ура сасси илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан ман пата аппа пычĕ. Вăл, вунă-вун икĕ çулхи хĕр ача, пысăк куçĕпе ман çине пăхрĕ.
— Ан сирсе яр сăхмана, сивĕ пулать, шăнсан татах чирлетĕн, — терĕ аппа, вара сăхман аркипе мана мăй таран витрĕ.
Алăк сасси илтĕнчĕ. Витрепе шыв йăтса тĕпелелле анне иртсе кайрĕ. Аппа ун хыççăн тĕпел кукринче çухалчĕ.
— Мархва вăраннă, анне. Тапса янă та сăхмана, вит-рĕм, — терĕ аппа.
Анне ман пата пычĕ. Хăйĕн шурă таса кĕпипе вăл ман пата пырса тăрсан пÿрт çуталса кайнă пек пулчĕ. Эпĕ аннене курнăшăн савăнтăм. Вăл аллипе манăн çамкана тытрĕ. Унăн сивĕрех алли çамкана сĕртĕнни ырă пек туйăнчĕ. Эпĕ татах тăрасшăн пултăм, вăл мана вырттарчĕ.
— Вырт-ха, вырт, мĕскĕнĕм. Сывалсан акă тăрса ларăн, кил картине, урама тухса чупса çÿрĕн. Питĕ чĕрĕччĕ-ха пĕчĕк хĕр, халĕ тем амак пулчĕ. Таçтан килсе çакланать ăна çав аçа çапасшĕ чирĕ…
Анне çапла калаçса тăнă хушăра пÿрте атте кĕчĕ, ман çинелле пĕшкĕнсе пăхрĕ те каларĕ:
— Сывалнă пулас ача, ахалех Укахха аппана чĕнтертĕмĕр.
— Çук-ха, сывалаймăн, пуçĕ пит вĕри. Ай, мăнтарăн ачи, хĕр пулсан та вĕлерес килмест-çке, — терĕ анне тĕпелелле утса.
Манăн пуç ыратать, хушăран ыйхă килнĕ пек, тĕлĕрсе выртатăп. Каллех анне сасси илтĕнчĕ:
— Килех, Укахха аппа, иртсе лар çакăнта.
Пуç çинчен пĕркентернĕ сăхмана сиртĕм. Анне, кичем пит-куçлăскер, кăмака сакки патĕнче тăрать. Ман çывăха илемсĕр карчăк пырса ларнă. Эпĕ унран хăраса йĕме тытăнтăм. Ман пата анне пычĕ.
— Ан хăра, ан хăра, Укахха аппа сана сыватма килнĕ, — терĕ. Эпĕ карчăка курас мар тесе куçа хупрăм. Кăшт тăрсан пакăлтатни илтĕнчĕ. Пăхатăп — карчăк сылтăм аллипе шăмă татăкĕ çакнă çип тытнă, сулахай алли çинче суллантарать, хăй вĕçĕмсĕр темĕн калать. Чылай ап-палансан вăл хăйĕн юмăç ямалли хатĕрне хĕвне чикрĕ, вăраххăн сывласа каларĕ:
— Арçури çапăннă ачана.
— Çапла пулĕ çав. Çĕрле пит аташать, — килĕшрĕ анне.
— Чирличчен ăçта çÿренĕ-ши вăл?
— Хăйĕнчен пысăкраххисемпе Ахти варне кайнă.
— Унта арçури яланах пур. Эп астăвасса çав варта кĕтÿçе лаша тапса вĕлернĕ. Çавă ĕнтĕ çынна аптратать. «Пăрахас» пулать. Çăкăр пар, алăка уç.
Анне Укаххана тĕпелтен çур çăкăр илсе пачĕ, алăка яр уçрĕ. Алкум çийĕ шăтăкĕсенчен анса ларакан хĕвелĕн хĕрлĕ çути ÿкрĕ. Карчăк çăкăра хул айне хĕстерсе уçă алăк умне çенĕкелле пăхса тăчĕ, унта такама курнă пек тинкерсе пăхса тăма тытăнчĕ. Пăхать-пăхать те пуçне тайса илет. Юлашкинчен вăл чĕркуçленсе виçĕ хут пуççапрĕ те алăка хупса ман пата пычĕ, пушăт питлĕ пукан çине ларчĕ. Татах пăшăлтатать. Пăхкаласа выртатăп. Карчăк çăкăра хуçса илсе манăн пуç йĕри-тавра çавăрчĕ, вара ура вĕçĕнче ларакан йывăç чарăна пăрахрĕ. Çапла çур çăкăра пĕтĕмпех таткаласа пĕтерчĕ.
— Тĕттĕм пулсан çăкăра Ахти варне кайса пăрах, ху
çаврăнса пăхмасăр килелле ут. Асту, çын ан куртăр, сиплĕх пулмасть, — терĕ карчăк кукăр пÿрнипе юнаса.
Анне карчăка пир пачĕ. Мăкăрăлса тăракан вăрăм шăлне кăтартса юмăç тутине йĕрчĕ.
— Тавах сана, Праски. Ачу ыранах чупса çÿрекен пулĕ.
Çапла каласа Укахха пирне хул айне хĕстерчĕ те тухса кайрĕ.
Юмăç каланă пек пулмарĕ. Эпĕ çав çул çу каçах чирлесе выртрăм.
Инкексем
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Эпĕ ĕнтĕ сĕтелтен кăшт çÿллĕрех. Унта мĕн пуррипе çуккине чĕвен тăрса пăхмасăрах курма пултарнă. Анне е аппа хыççăн чупма юратнă, вĕсем тăвакан ĕçсене тума пикеннĕ. Аппапа пĕрле урай шăлма тытăнаттăм, анчах вăл çÿп-çапа тĕпелелле Вĕçтеретĕн тесе манран шăпăра туртса илетчĕ те пытарса хуратчĕ. Куншăн эпĕ питĕ тарăхаттăм.
Пĕрре кăмака сакки çинче витре ларнине куртăм. Аппа пычĕ те ун ăшнелле пăхса тăчĕ, вара кил карти енчи чÿрече патне кайса ларчĕ. Мĕн пур-ши ку витрере тесе эпĕ вăр-вар кăмака пусахи çине тăтăм та кармашса витрене хĕрринчен ярса илтĕм, хам паталла туртса чалăштартăм. Шакăрт! турĕç çăмартасем, урайне çăт-çат! туса ÿкрĕç. Аппа хыпăнса ÿкрĕ.
— Мĕн турăн, тĕкетмĕш?! Анне курсан çунтарать акă сана. Тăвар илме хатĕрленĕччĕ ку çăмартасене. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
Эпĕ йĕре-йĕре кил картине тухрăм та пытанас тесе витене кĕтĕм. Унта пĕр кĕтесе ыраш улăмĕ купаланă. Çав купа çине лартăм, мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ çăмарта ватнăшăн тесе шухăшласа ларатăп. Нумай лартăм-ши, сахал-ши, аппа сасси илтĕнчĕ. Вăл мана чĕнет. Улăм ăшне кĕрсе выртрăм. Аппа витене утса кĕни илтĕнчĕ, часах тухса та кайрĕ. Эпĕ çав вăхăтра, сывламасăр тенĕ пек, пашкаса выртрăм. Аппа тухса кайсан улăма пуç çинчен сиртĕм.
Чылай вăхăт иртрĕ. Эпĕ ыйхăласа çывăрса та кайнă. Вăраннă çĕре витен ансăр пĕчĕк чÿречинчен хĕвел анăçĕн çути кĕме пуçланă. Кил картинче сурăхсем макăрни, аппапа анне калаçни илтĕнчĕ. Эпĕ улăм ăшне шаларах кĕтĕм, анчах куç тĕлне кăштах уçă хăвартăм. Сасартăк вите алăкне такам уçса ячĕ те, лаша кĕчĕ. Вăл тÿрех валашка патне пычĕ, унта апат çуккипе пулмалла, çаврăнса улăм купи çине пырса кĕчĕ, манăн ура çине пусрĕ. Ура тÿсме çук ыратса кайнипе эпĕ çари! çухăрса ятăм. Кил картинче ура сассисем илтĕнчĕç, çав самантрах витене атте чупса кĕчĕ.
— Мĕн пулчĕ? Лаша тапрĕ-и? Мĕншĕн кунта кĕнĕ эсĕ? — ыйтрĕ вăл хумханса. Хăйĕн пичĕ кĕл тĕслĕ. Эпĕ манăн урана лаша таптанине, мĕншĕн кунта пытаннине каласа патăм. Хам чарăнмасăр ĕсĕклетĕп.
— Эпир сана паян çухатнă, атя пÿрте.
Çапла каласа атте мана алăран тытса тăратрĕ. Эпĕ сылтăм ура çине пусаймастăп та. Атте мана çавăтса витерен кăларчĕ. Аннепе аппа кил картинче тăраççĕ. Аттепе юнашар çерçи пек сиккелесе кĕлет умне çитрĕм те лартăм.
— Праски, ача эсĕ хĕнесрен витене пытаннă та, лаша унăн ури çине пуснă. Шăмми хуçăлман-и, тытса пăх-ха, — терĕ вăл ман çине хĕрхенсе пăхса.
Анне манăн урана пăхрĕ, çавăркаларĕ, ура сыппине хутлатса илчĕ, вара сăтăркаларĕ.
— Ури аманман, чиперех, икĕ пÿрне çинче юн хĕвĕннĕ, — терĕ анне. Мана çавăтса вăл пÿрте илсе кĕчĕ, хул айĕнчен тытса çĕклерĕ те сĕтел хушшине лартрĕ, вара хамăн пĕчĕк тăм чашăкпа яшка антарса пачĕ. Эпĕ çиме тытăнтăм. Яшка тăварсăр.
— Анне, эсĕ яшкана тăвар яма астуман-çке, — терĕм.
— Тăвар çук çав, ачам.
— Иванюк лавккинчен кайса ил.
— Кайса илес тесе икĕ эрне хушшинче вунă çăмарта пуçтарнăччĕ. Эсĕ, тĕкетмĕш, çăмартасене çĕмĕрнĕ. Икĕ чăх вунă çăмарта тăвиччен ĕнтĕ тăварсăрах пурăнас пулать.
Анне вăраххăн сывласа илчĕ. Эпĕ тăварсăр яшкана сыпатăп…
Аннепе пĕрле час-часах лупас айне вутă илме тухаттăм. Пĕрер пуленке йăтса кĕрсен анне мана Çурăмран лăпкаса çапла калатчĕ:
— Ĕçчен ача, маттур, — тетчĕ.
Анне мана çапла каланипе эпĕ пит савăнаттăм. Манăн ăна ытларах пулăшас килетчĕ. Пĕрре анне тĕпелте чуста çăрать. Эпĕ ун патĕнче пăхса тăратăп. Çăнăх çитмерĕ тесе анне чара илсе кÿрше кивçен çăнăх илме тухса кайрĕ. Эпĕ хăвăрт чуста чĕресси ларакан пукан хĕррине улăхса тăтăм та çăрма тытăнтăм. Алă çумне чуста çыпăçрĕ. Эпĕ ăна силлерĕм, пĕчĕк икерчĕ пысăкăш татăк çĕре лач! турĕ. Тепре силлесен тепĕр татăкĕ кăмака айккине çапăнчĕ. Юлашкинчен эпĕ кĕпе çумне шăлтăм. Анне кÿршĕрен киличчен эпĕ чустапа аппаланнă. Урайĕнче, кăмака таврашĕнче, тĕпелти урлă сак çинче — пĕтĕмпех чуста. Хамăн кĕпе умĕ çинчен калас та çук: вараланман вырăн юлман.
Анне пÿрте кĕрсенех ахлатса ячĕ.
— Ах тур! Мĕн ĕçленĕ эсĕ?! Кĕпÿ, кĕпÿ мĕнле!
Эпĕ пукан çинчен антăм та ним пулман пек пăхкаласа тăратăп.
— Мĕншĕн чуста патне пытăн-ха эсĕ?
— Сана пулăшас тесе çăрма тытăнтăм.
Анне кăшт кулса илчĕ, анчах çавăн хыççăнах унăн пичĕ-куçĕ салхуланса кайрĕ.
— Мĕн чухлĕ чуста пĕтнĕ. Ах, юлашки çăнăхчĕ. Аçупа пиччÿ хăма çурса киличчен епле пурăнăпăр ĕнтĕ?
Анне йĕрсе ячĕ. Эпĕ кил картине тухрăм та турпас татăкĕ илсе кĕпе çинчи чустана хыра пуçларăм.
Çакнашкал инкексем хам айван пирки манăн пулкаланă. Вĕсенчен чăн хăрушши — эпĕ шыва путни. Тимĕрçĕ мана шывран туртса кăларман пулсан эпĕ вилнĕ пулăттăм.
Пĕрре эпĕ аппапа юлташĕ аялти урамалла аннине куртăм. Вĕсем хыççăн хытă чупрăм. Тăвайккинчен аннă чух ÿке патăм. Ура пÿрнинчен юн тухнине курсанах хытă йĕрсе ятăм. Аппа каялла çаврăнса ман пата пычĕ. Ăçта каятăр, эпĕ те пыратăп тетĕп. Аппа мана ăçта каяссине каламарĕ. Энĕш хĕрнелле утрăмăр.
Ун чух тăр кăнтăрлаччĕ. Çанталăк шăрăх тăрать. Энĕш çийĕ яп-яка та çап-çутă, куçа йăмăхтарать. Çыран хĕрринчи йăмрасем айĕнче ача-пăча сасси янăрать. Ачасем кулса, çухрашса шыва кĕреççĕ. Эпир тимĕрçĕ лаççи патĕнчен иртсе кайрăмăр. Унта чăнк-чăнк! туни илтĕнет. Хĕрлĕ кĕпеллĕ, умне сăран саппун çыхнă тимĕрçĕ темскер шаккать. Лаç айккинчи çерем çинче унăн хĕрĕ выляса ларать. Сарă çÿçлĕ, кĕрен çитсă кĕпе тăхăннă вырăс хĕр ачи мана лĕпĕш пек илемлĕн туйăнчĕ. Манăн çав хĕр ача çине пăхас килет, каялла çаврăнса ун патне пырса ларас кăмăл пур, анчах эпĕ хăяймастăп, ашшĕнчен те именетĕп.
Пирĕн çыран хĕрринчи хăвасем хушшипе каякан сулхăн сукмакпа утмалла. Ура пÿрни ыратнипе эпĕ вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пыраймастăп.
— Кайса выля Катя патне. Ан пыр пирĕн хыçран, — терĕ мана аппа, — ав Катя унтах ларать.
Эпĕ вăл каланипе килĕшмерĕм, сирĕнпе пĕрлех пыратăп тетĕп. Тимĕрçĕ лаççи айккинче вылякан Катя хăвасем витĕр курăнать. «Тен, кайăп-ха ун патне, ашшĕ куриччен выльăпăр», — шухăшларăм ăшăмра.
— Чечексем татса парам, выляса лар çакăнта. Эпир халех килетпĕр, сан пата чупса килекен йытта хăваласа яма çеç каятпăр, — терĕ аппа юлташĕ, куçне кăшт хĕскелесе илчĕ те йăл кулчĕ.
Аппапа иккĕшĕ мана хăва хушшинчи çерем çинче ÿсекен сарă чечексене чылай татса пачĕç.
— Выля чечексемпе. Асту, шыв хĕрне ан пыр, шуйттан тытать, — Юнарĕ аппа.
Эпĕ чечексене çемçе хăйăр çине лартма тытăнтăм. Хĕр ачасем часах хăвасем хушшинче çухалчĕç. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, аппапа юлташĕ Энĕш леш енче чупса пынине курах кайрăм. Ура пÿрни ыратнине манса шыв хĕрнех, пĕр хăва айне, пырса тăтăм. «Ăçта каятăр? » — тесе кăшкăртăм.
— Çавăнтах лар! Сан валли пултран кĕпçи татса килетпĕр, — çухăрчĕ аппа çинçе сассипе. Эпĕ пĕччен юлнăшăн хурланса йĕре пуçларăм. Шыв çинелле пăхса тăнă чухне хĕр ачана курах кайрăм. Вăл çăварне карса, куçне хĕскелесе йĕрет. Ăна курсанах эпĕ тĕлĕннипе йĕме чарăнтăм. Пăхатăп — вăл та çăварне хупнă, ман çине пăхса тăрать. Эпĕ сăмса айне кĕпе çаннипе шăлтăм, вăл та çаплах турĕ. Кулса ятăм, вăл та кулчĕ. Ун çинче те манăнни пек шурă пир кĕпе. Шывра хамăн сăн курăннине эпĕ тавçăрса илтĕм. Ĕнер хÿме çине улăхса чĕркуççине шăйăрттарнă вырăн та палăрать. Пăхкаласа тăратăп. Урасем кукăртарах пек, пÿ лутрашка, сарăрах вĕлтĕркке çÿç çамка çине кăшт анса тăрать, хăмăр куç тĕлĕнсе пăхкалать.
Эпĕ шыв çинелле пăхса тăнă вăхăтра сукмакпа ман паталла пĕр çын çывхара пуçларĕ. Хура карттус, кăвак пустав пиншакпа шăлавар тăхăннă, аттипе шалтлаттарса çăмăллăн утса пырать. Хăй ман çине пăхса илчĕ. Çав самантрах сасартăк манăн ура шуса кайнипе эпĕ шыва шампăр! турăм, çухăрса ятăм, шывран тухасшăн чун хавалĕпе Тапаланма пуçларăм.
… Тĕттĕм пек. Йывăр япала пуснă евĕр, эпĕ сиккеленмесĕр выртатăп. Кăшт тăрсан çынсем калаçни хăлхана кĕчĕ. Сасăсем инçетрен илтĕнеççĕ пек.
… Янкăр кăвак тÿпе, хĕвел, шурă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем курăнчĕç.
— Куçне уçрĕ, — терĕ такам.
Ман çинелле тимĕрçĕ Пĕшкĕннĕ, пысăк чакăр куçĕпе ăшшăн пăхать. Йĕпе хăмач кĕпи ÿт çумне çыпăçнă, хура кăтра çÿçĕ çинчен ман пит çине шыв тумларĕ.
— Ну, ну, куçна ан хуп текех, теперь уж пурăнатăн, — терĕ вăл кăшт кулса.
Эпĕ çыран хĕрринче выртатăп. Пăхатăп — ман патăмра тимĕрçĕсĕр пуçне унăн хĕрĕ тата аллине катмак тытнă хĕрарăм пур. Катя сенкер пысăк куçĕпе ман çине хĕрхенсе пăхса тăрать.
— Эсĕ, Гаврила, мĕнле курнă тата ача шыва кайнине? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Катя курнă, йĕре-йĕре чупса килчĕ. Хĕр ача шыва кайнă тет. Эпĕ лаçран тухрăм, Катя кăтартнă тĕле шыва чăмрăм. Алла ача пуçĕ лекрĕ, хулĕнчен тытса туртса кăлартăм. Сывлаймасть ача, кăвакарса кайнă. Эпĕ ăна ÿпне тытрăм. Çăварĕнчен, сăмсинчен шыв юхса тухрĕ; вăт чĕрĕ юлчĕ ача, — каласа пачĕ тимĕрçĕ.
Катмак тытнă хĕрарăм калама тытăнчĕ:
— Эпĕ пахчара хăяр катмаклатăп. Ача çухăрнине илтрĕм. Çав вăхăтрах Шĕшлĕ Якурĕ иртсе пырать. Кам ачи кăшкăрать, мĕн пулнă тесе ыйтрăм. Такам ачи шыва кайрĕ пулас тесе иртсе кайрĕ. Мĕнле чун-ши çав Якурăн?
— Арман хуçи, пуян, çыншăн макăрмасть, хăй çеç пурăнасшăн, да.
Катя мана пуçран пырса ачашларĕ. Çав вăхăтра йĕре-йĕре анне пашкаса çитрĕ.
— Ах, ачам, ачам! Мĕншĕн пытăн эсĕ шыв хĕрне! Вилĕттĕн-çке, çук пулăттăн.
Анне мана выртнă çĕртен йăтса ыталарĕ, çĕре лартрĕ, тимĕрçĕ çинелле калама çук ăшă куçпа пăхса каларĕ:
— Турă вырăннех пултăн эсĕ пирĕншĕн, Гаврила. Мĕн парса, мĕн ырă туса татас-ши сана хĕр ачана вилĕмрен çăлнăшăн?
— Ой, Праски! Мĕн калаçатăн? Нимĕн те кирлĕ мар! Инкекре çынна пулăшмалла, да, — терĕ тимĕрçĕ. Вăл çара урипе хуллен пускаласа лаçĕ патнелле утрĕ. Катя ашшĕ хыççăн сиккелесе кайрĕ. Катмаклă хĕрарăм пахчине ĕçлеме кĕчĕ пулас. Анне манăн йĕпе пуçа аллипе сăтăрса якатрĕ, кĕпе çинчи çÿп-çапсене илчĕ, мана çавăтрĕ те килелле утрăмăр. Тимĕрçĕ мана вилĕмрен çăлнине эпĕ ялан чĕрере тытатăп. Хам виличчен те манас çук çав вырăс çыннине.
Анне каланă тăрăх, эпĕ ун чухне улттăра пулнă.
Иванюк лавккинче
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Пĕрре çулла эпĕ урамра хамăр пÿрт тĕлĕнче тăмран пĕремĕксем туса ларатăп. Хапхаран анне тухрĕ. Аллине пĕчĕк чĕрес тытнă. Эпĕ выляма пăрахса ун патне чупса пытăм.
— Ăçта каятăн, анне?
— Иванюк лавккине çăмарта леçме.
— Эпĕ те пырам-и?
— Атя.
Аннепе иксĕмĕр аялти урамалла утрăмăр. Тăвайкки хĕррине çитсенех Иванюк лавкки уççине куртăмăр. Анне лавккана хуллен пускаласа кĕчĕ. Пĕр кĕтесе хĕсĕнкелесе тăтăмăр. Кÿпшемрех те шуранка питлĕ Иванюк çÿллĕ сĕтел хыçĕнче тăрать. Хĕрлĕ сатин кĕпе çаннине тавăрнă, икĕ аллине пилĕкĕнчен тытнă, хĕсĕкрех хура куçĕпе çивĕччĕн пăхкалать. Йĕри-тавра тĕрлĕ япала: канфет, пĕремĕк, сахăр, кĕрпе, шурă çăнăх, çитсă тĕркисем, атă-пушмак — темĕн те пур.
Алăк патĕнче пĕр çын тăрать. Вăл эпир лавккана кĕнĕ чухнех пурччĕ. Хăй саплăклă пир кĕпе-йĕм тăхăннă; ырхан пит-куçлăскер, Иванюк çине тарăхса пăхать.
— Нимĕнле ултав та çук, — терĕ Иванюк йĕпкĕн хура çÿçне, виç кĕтеслĕ сухалне шурă аллипе кăмăллăн сăтăркаласа.
— Епле ултав çук? Манăн арăм кĕрпе илес тесе сана çирĕм пуслăх кăчкă çăмĕ килсе панă. Эсĕ кĕрпене вунă пуслăх çеç виçнĕ. Ултав мар-и çав?
Хулăн тутине кăшт çеç ирсе Иванюк лăш кулчĕ.
— Ĕнен эсĕ арăму каланине. Хĕрарăмсем чавса тăршшĕ лартма пурте ăста.
— Суймасть манăн арăм. Эсĕ… Иванюк, çын тирне сĕвекенни, çăткăн! Суйсах мана çука хăваратăн! Тарăхса ĕçленĕ сан патăнта, пĕр пус тÿлемерĕн! Мăшкăлларăн мана!
Çапла ятлаçса Михаля тухса кайрĕ.
— Ятлаçатăн халĕ, кирлĕ кунта эпех кирлĕ пулăп, хăвах чупса килĕн, — терĕ Иванюк Михаля хыççăн пăхса.
— Эсĕ мĕн илесшĕн, Праски аппа? — йăпăлтатса ыйтрĕ Иванюк.
— Хĕлле краççын кĕтмелле илнĕччĕ те, халĕ çăмарта илсе килтĕм.
— Миçе?
— Çирĕм пиллĕк.
— Çырса хунине пăхам-ха, — терĕ Иванюк.
Çÿлĕк çинчен ансăр хура питлĕ кĕнеке илчĕ, аллипе çат çапрĕ те уçрĕ, кăмăллăн пăхкаласа, çырнă çĕре пÿрнипе тĕллерĕ.
— Акă, Праски аппа! Кунта çырнă. Эсĕ кăштах йăнăшнă. Ă-ă-ă, çирĕм пилĕк мар, вăтăр пилĕк çăмарталăх краççын панă сана.
— Çу-ук, çирĕм пилĕк çăмарталăх çеç илнĕ эпĕ, Иванюк, эсĕ ху йăнăш çырса хунă пулĕ.
— Çук, çук, Праски аппа, тĕрĕсех çырнă. Эпĕ паянхи пек астăватăп, çăварни иртсен эсĕ пĕр-икĕ кĕренкке краççын илтĕн, мĕн пурĕ вăтăр пилĕк çăмарталăх пулчĕ терĕн. Эпĕ çавна çырсах хунă.
Иванюк суйнипе анне питĕ тарăхса кайрĕ, йĕрсе ярас патне çитрĕ. Хăйĕн пичĕ хĕрелсе кайнă, куçĕ çилĕллĕ пăхать.
— Эпĕ çăварни иртсен краççын илмен те вĕт, Иванюк. Çуркунне эпир краççын та çутмастпăр. Ахалех суятăн.
— Суеçĕ кăларасшăн-çке эсĕ мана, Праски аппа, — кÿреннĕ пек пулчĕ Иванюк.
Анне кăшт пуçне чиксе тăчĕ те каларĕ:
— Вунă çăмартине илсе килĕп… тăвар парса яр-ха пилĕк çăмарталăх… виçĕ кунтан Çăмартисене кÿрсе парăп.
— Юрĕ, — улшăннă кăмăлĕпе çуталса каларĕ Иванюк. Чĕресри çăмартасене шакăртаттаркаласа илчĕ те тăвар виçсе пачĕ. Пилĕк çăмарталăх тăвар çур чĕрес çеç пулчĕ. Эпир килелле утрăмăр. Çул çинче анне темиçе хутчен ассăн сывла-сывла илчĕ.
Кĕслеçĕ
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Тимĕрçĕ мана вилĕмрен çăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Тепĕр çу çитрĕ. Çулла пулсан эпир аннепе иксĕмĕр кĕлет умĕнче çывăраттăмăр. Унта шăналăк карнăччĕ, ăшне улăм кĕççе сарнă, пуçелĕке кăвак питлĕ çытар хунă. Çие кивĕ аçам витĕнсе выртаттăмăр.
Пĕрре манăн кăнтăрла пуç ыратма тытăнчĕ. Эпĕ шăналăк ăшне кĕрсе выртрăм та çывăрса кайрăм. Вăраннă çĕре каç пулнă, анчах тĕттĕм пулайман-ха. Урамра çынсем калаçса ларни илтĕнет. Таçта пир çапаççĕ. Кÿршĕри улмуççи пахчинче шăпчăк юрлать. Эпĕ кĕлет умĕнче ларатăп. Çанталăк уяр, ăшă, лăпкă. Шăпчăк сасси аван илтĕнет. Сасартăк хăлхана тепĕр сасă пырса кĕчĕ. Вăл çÿлтен, сенкер тÿперен аннă пек туйăнчĕ. Ян та ян илтĕнет. Тепĕр самантран çав ытарайми сасă урамра илтĕннĕ пек пулчĕ. Эпĕ урама тухрăм, сасă илтĕннĕ çĕрелле утрăм. Улăм витнĕ, ÿпĕнсе ларакан пĕчĕк пÿрт тĕлне çитрĕм. Лутра чÿрече уçă, унтан илемлĕ сасă янăраса тухать. Эпĕ чĕвен тăрса чÿречерен пÿртелле пăхрăм. Алăк патнерех сак çинче хура çÿçлĕ, шурă кĕпеллĕ каччă ларать, хăй умне виçĕ кĕтеслĕ йывăç япала тытнă, ун çинче пÿрнисене çăмăллăн вылятса илемлĕ сасă кăларать. Виçĕ кĕтеслĕ япала мĕн иккенне манăн питĕ пĕлес килет. Пÿртри çын эпĕ чÿречерен пăхса тăнине асăрхарĕ, çĕнĕ çăпата, шурă тăла сырнă урине ман еннелле ярса пусрĕ. Эпĕ чÿрече патĕнчен кăштах пăрăнтăм. Вăл хăмăр пысăк куçĕпе ман çинелле ăшшăн пăхрĕ.
— Хăрарăн-и-мĕн, ан кай, эпĕ тивместĕп, — терĕ çын виçĕ кĕтеслĕ япалана сак çине чÿрече çывăхнех тăратса.
— Мĕн ку? — ыйтрăм эпĕ хайхи виçĕ кĕтеслĕ япала çине тĕллесе.
— Кĕсле ку.
— Урлă карнисем мĕн?
— Хĕлĕхĕсем.
— Вĕсене тытса пăхма юрать-и?
— Юрать-çке.
Çын ман пÿрнене тытса кĕсле хĕлĕхĕсене çÿлтен пуçласа аяла çитиччен сăтăрса тухрĕ. Кĕсле тĕрлĕ саслăн ян-ян-ян! турĕ. Эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм.
— Эсĕ кам? — ыйтрăм эпĕ хăйса çитсе.
— Эпĕ Çтаппан пиччÿ пулатăп.
— Эсĕ çукчĕ-çке халиччен, ăçтан тупăнтăн?
— Самартан килтĕм. Эсĕ хăв мĕн ятлăччĕ-ха?
— Мархва ятлă, Мĕтри хĕрĕ эпĕ. Пысăк ĕнтĕ, çиччĕре. Çтаппан пичче лăш кулса илчĕ те мана Çурăмран лăпкарĕ.
Алăк чĕриклетсе илчĕ. Пÿрте тимĕрçĕ кĕчĕ. Çтаппан пичче ăна курсан çуталса кайрĕ.
— Сывă-и, Гаврила?
— Сывă-и, Степан?
Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ыталаса чуптурĕç.
— Курманни нумай пулать, Степан. Тăватă çул киле килмерĕн, хыпар та тумарăн, — терĕ тимĕрçĕ.
— Тĕрмене хупрĕç, аран хăтăлса килтĕм.
— Тĕрмене даже? — тĕлĕнчĕ Гаврила.
Тимĕрçĕпе Çтаппан пичче сак çине юнашар ларчĕç те шăппăн калаçма тытăнчĕç. Эпĕ чÿрече патĕнчен пăрахса кайрăм. Тĕттĕмлене пуçланă. Çынсем урамран кĕмен-ха.
— Ăçта кайнă эсĕ? — илтĕнчĕ çынсем хушшинчен анне сасси.
— Çтаппан пÿрчĕ умĕнче тăратчĕ вăл, — терĕ такам. Эпир аннепе киле кĕтĕмĕр, хамăрăн вырăн çине выртрăмăр.
— Анне, мĕн вăл тĕрме?
— Усал çынсене хупаççĕ унта.
— Çтаппан пичче, кĕсле калаканни, усал çын-и, ăна тĕрмене хупса тăватă çул усранă тет.
— Çтаппан усал мар вăл, аван çын, йăнăш тытса хупнă пулĕ ăна.
Эпĕ шăналăк ăшĕнчен пуçа кăларса выртатăп. Тÿпере сайра çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Шăпчăк сасси илтĕнет. Ял вĕçĕнче путек макăрать. Манăн ăна пит хĕрхенес килет. Анне çук, ăçта-ши манăн анне тесе каланă пек туйăнать.
Каçсерен Çтаппан пичче кĕсле калатчĕ. Эпĕ унăн сассине илтсенех вĕсен пÿрчĕ патне пырса лараттăм. Манăн юлташсем Анукпа Çемук та унтахчĕ. Хăш чух кĕсле сасси илтĕнместчĕ. Эпĕ вара Çтаппан пиччесен пÿрчĕ патне чупса пыраттăм та чÿречинчен кармашса Çтаппан пичче çук-и тесе ыйтаттăм.
— Çук-ха, кĕсле калама туя кайнă, — тетчĕ Улля аппа, Çтаппан пичче амăшĕ.
Пĕр каçхине эпир Улля аппапа вĕсен тĕлĕнче тăратпăр. Пирĕн пата юлан утлă çын тапăртаттарса çитрĕ.
— Ах тур, стражник-çке ку, — терĕ Улля аппа чĕтресе ÿксе.
— Ывăлу килте-и? — ыйтрĕ стражник.
— Çук, — терĕ Улля аппа.
— Ăçта кайнă?
— Туя кĕсле калама.
— Çав сăлтавпа Çтаппан халăх хушшинче çÿрет, Пуянсене пĕтме сунать, чухăнсене ырлăх парасшăн. Çтаппана аслисем халăх хушшине тухма хушмаççĕ, — терĕ стражник.
Улля аппа хуйхăрса каларĕ:
— Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ ăна, эпир пĕлейместпĕр.
— Кĕсле йăтса Çтаппан туя та, вăййа та ан тухтăр, тухсан — тытса хупатпăр. Асту, карчăк, ывăлна.
Стражник çапла каласа лашине çавăрчĕ та аялти урамалла сиктерчĕ, Иванюк тĕлне çитсен ун патне кĕрсе кайрĕ.
Кĕркунне Çтаппан пичче ялтан кайрĕ. Эпĕ вăл кайнă чух урамраччĕ. Кĕслине шурă михĕпе чĕркесе хул айне хĕстернĕ, çурăм хыçĕнче кутамкка. Хăй сăхман тăхăннă. Пуçĕнче кивĕ хура карттус. Урине çăм тăлăпа çĕнĕ çăпата сырнă. Çтаппан пичче анаталли урамалла анса часах курăнми пулчĕ.
Эпĕ вĕсен чÿречи патне пырса амăшĕнчен ыйтрăм:
— Ăçта кайрĕ Çтаппан пичче?
Карчăк хурлăхлăн каларĕ:
— Самара кайрĕ, пĕчченех юлтăм ĕнтĕ.
— Мĕншĕн кайрĕ вăл Самара? Санăн ăна ан кай темеллеччĕ. Ĕнтĕ кĕсле кам калать? — терĕм эпĕ, хам кĕçех йĕрсе ямарăм.
— Самара. Кăшт та пулин укçа тупас тесе Хлиман хуçа трахтирĕнче ĕçлет: кăнтăрла шыв турттарать, вут çурать, кăмакасем хутать, лаша пăхать. Каçхине, трахтире çынсем пухăнсан, Çтаппан кĕсле калама тытăнать, çĕрĕпе калать. Ах, апăршук, шурса кайрĕ ĕнтĕ вăл кĕрхи сарăхнă çулçă пек…
Çапла каласа Улля аппа типшĕм пит-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкалама тытăнчĕ. Эпĕ Çтаппан пичче кайнăшăн питĕ пăшăрханса килелле утрăм.
Çав кун, каç пулсан, анне çăм кĕнчелине илчĕ те таçта тухса кайма тăчĕ.
— Ăçта каятăн, анне? — ыйтрăм эпĕ.
— Улля аппана, пĕччен юлнăскерне, питĕ кичем пулĕ, çавăн патне кайса ларас терĕм, — терĕ анне.
Эпĕ те аннепе пĕрле Улля аппа патне кайрăм.
Пÿрчĕ сивĕ. Ансăр сĕтел çинче тăрпасăр, шăши куçĕ пек пĕчĕк лампа çунать. Улля аппа кивĕ сăхман тăхăннă, хура сăрпа пĕветнĕ пир тутăр çыхнă, сĕтел çине чавсаланса йĕрсе ларать.
— Килĕрех. Иртĕр тĕпелелле, — терĕ Улля аппа эпир килнипе кăмăллă пулса. Пĕркеленчĕк ырхан пичĕ çинчен куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ, путса кĕнĕ куçĕпе ăшшăн пăхкаларĕ.
Анне кĕнчелипе сĕтел умĕнчи пукан çине ларчĕ. Ункун çинчен калаçкаласа çăм арлама пуçларĕ. Ăна курса Улля аппа та çăм арлама тытăнчĕ, ывăлĕ çинчен калаçма пуçларĕ:
— Ах, Çтаппан килтен тухса кайсан ăш выртмасть вара, шавах вăркать. Кайма та кирлĕ мар та Хлиман хуçа патне, вунă çул хушшинче те пÿрт тумалăх укçа ĕçлесе илеймерĕ те, ним тума та çук, ун патнех кайрĕ.
— Çтаппан пиччене кĕсле калама кам вĕрентнĕ? — ыйтрăм эпĕ.
— Хăех вĕреннĕ пулĕ вăл. Ашшĕ кĕсле каламан, çитменнине вăл ашшĕнчен пĕчĕкле —пиллĕкри ача çеç юлнă. Пĕчĕк чух Çтаппан чугун, хуран таврашне пурне те шаккаса пăхатчĕ те япала янăрасан ăна юрлать тетчĕ, хăй савăнатчĕ вара. Çиччĕре чух вăл туй курма кайсан кĕсле каланине илтнĕ. Тепĕр кунах кĕсле тума тытăнчĕ. Хăй каскалать, тутипе пĕрмай кĕвĕ калать. Хăмаран кĕсле кÿлепи турĕ те лаша хĕлĕхне пĕтĕрсе карса тухрĕ, пĕрмай тĕнкĕлтеттеретчĕ вара. Вуннă çитсен куккăшĕ кивĕ кĕсле тупнă та Çтаппана илсе килсе пачĕ. Ах, савăнчĕ вара ача! Кĕслине йăтса Кирук патне чупрĕ. Кирук ун чух туйсене кĕсле калама çÿрекелетчĕ. Çтаппан Кирукран кĕслине ĕнерме вĕреннĕ. Пушă вăхăтра кунĕ-кунĕпе кĕслепе аппаланатчĕ. Хамăр пăяхамăн Ваççукĕ авланнă чух Çтаппан кĕсле каларĕ. Ун чухне Çтаппан вун виççĕре пулнă.
— Астăватăп эпĕ ăна, — сăмах хушрĕ анне, — туй курма пынă çынсем Çтаппан кĕслене пит илемлĕ каланинчен пурте тĕлĕнетчĕç, çĕнĕ кĕвĕсем калать тетчĕç.
— Çапла, — малалла хавхаланса калама тытăнчĕ Улля аппа, — çынсем калакан кĕвĕсене калас килмест ман, хамăн илемлĕ çĕнĕ кĕвĕсем шухăшласа кăларас килет тетчĕ Çтаппан çамрăкрах чух. Пĕрре вăл Туппай Сĕмĕлне туя кĕсле калама кайнă. Унти кĕслеçĕ Çтаппанăн çĕнĕ кĕввисене вĕренсе юлнă. Пĕркун Наçтик апай пĕр çĕр килсе выртрĕ те çавă калать, халĕ те унти кĕслеçĕне çынсем Тавлинкка кĕввине кала, çавă аван тесе калаççĕ тет. Çтаппан кĕсле калама пултарать те, усси сахал, — терĕ юлашкинчен Улля аппа.
Çтаппан кĕсле калани çинчен калаçса илнĕ хыççăн сăмах урăх ĕçсем çинчен тапранса кайрĕ. Улля аппа вутă çукки çинчен, çăнăх илме арман хуçи Шĕшлĕне хăрах йăран калча парасси çинчен калаçса илчĕ.
— Хĕсĕк килнĕ чух калча паратăн та, çулла тырă пиçсе çите пуçласанах кăмăл питĕ хуçăлать-çке, — ассăн сывласа илчĕ Улля аппа.
Анне пичче валли çăм тăла тума çăм çитменни çинчен тарăхса калаçрĕ.
Кăшт ларсан Улля аппа татах ывăлĕ çинчен калаçма тытăнчĕ. Çтаппан пичче Самарта пурăнни çинчен вăл аннене халиччен те каласа панă, паян татах калама кăмăл турĕ.
— Вун пиллĕкре чух Çтаппан кĕслине йăтса килтен тухса кайрĕ. Килте çиме çук. Пĕр-пĕр хулара кĕсле каласа укçа тупăп тесе ĕмĕтленчĕ. Чылай çĕрте çÿресен ман ывăл Самара пырса тухнă. Кунта ăна Хлиман ятлă трахтир хуçи хăйĕн трахтирĕнче кĕсле калама тытнă, çулталăкне 8 тенкĕ тÿлеме пулнă. Çтаппан хаваслансах трахтире кĕнĕ. Хлиман — Çĕрпÿ енчи чăваш. Малтан Самарта пĕчĕк лавкка тытнă, каярах трахтир уçнă. Хлиман хуçа, Çтаппан каласа панă тăрăх, трахтирте аллисене хыçалалла тытса çÿресех виçĕ хутлă чул çурт туса лартнă тет, хăй мăн хырăмлă пулса кайнă тет. Пирĕн Çтаппан тата тепĕр тарçă хĕр кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ, çапах вĕсен нимĕн те çук. Мĕнле япала вара вăл?
— Çапла-çке çав, — сăмах хушрĕ анне. — Хăшĕ ĕмрипе ĕçпе тарăхать, çукпа пурăнать. Хăшĕ пур, Шĕшлĕ пеккисем, ĕçлемесĕрех çĕрме пуян, улпутла пурăнать, пирĕн пек çынна çÿп вырăнне те хумасть.
— Çтаппан калать, Хлиман та çавах тет. Пуйса кайнă та Хлиман хăй чăваш иккенне палăртасшăн мар тет, чăваша çын вырăнне те хумасть, мăшкăллама çеç пăхать тет. Çтаппана вăл ÿсĕр çынсенчен юлнă апат юлашкине çисе пурăн тесе калать тет. Пирĕн Çтаппан питĕ сăпă, йĕрĕнет. Пĕррехинче вăл апат юлашкисем лартнă сĕтеле çилĕ килнипе тапса йăвантарса янă. Çавăн хыççăн вара хуçа хĕлĕпе Çтаппана кăвакарса, кĕвĕленсе кайнă типĕ пулăпа чей ĕçтерсе усрарĕ тет. Хлиман хăй патĕнче ĕçлекенсене апатне ялан питĕ начар çитерет. Хуçа çапла калать тет: чăваша çĕрĕк пулăпа тип çăкăр та ырă апат, чăваш, уй кайăкĕ евĕр, начар апатпа та пурăнать тесе калать тет.
— Ытах кансĕр пулсан мĕншĕн, Улля аппа, ывăлна Самара яратăн эсĕ? — ыйтрĕ анне.
— Кăшт та пулин укçа тупса пулĕ-ши тетпĕр-çке-ха, — терĕ Улля аппа. — Урăх вырăн тупасси вĕт. Пĕр вĕреннĕ те, кансĕр пулсан та çавăнтах каять. Авланиччен шурă пÿрт лартас тесе çунать те, укçи пухăнмасть-çке. Ку пÿрт кĕç-вĕç йăванса кайĕ тесе çеç пурăнатăп.
Улля аппа калаçма чарăнсан пÿртре йĕке сасси çеç илтĕнет. Хутран-ситрен кăмака таврашĕнче шăрчăк чĕриклетсе илет. Сĕтел çинчи пĕчĕк лампа тата вăйсăртарах çуна пуçларĕ, краççын шăршипе пÿртри сывлăш йывăрланать. Улля аппа калаçмасан пит кичем пек туйăнать.
— Çулла стражник текенни мĕншĕн килнĕччĕ? — ыйтрăм эпĕ Улля аппа Çтаппан пичче çинчен татах калаçтăр тесе.
— Калама пĕлейместĕп эпĕ вăл сăмаха. Скупент тетчĕ пулас Çтаппан, вĕренекен çынсем тет вĕсем, арçынсем, хĕрсем тет, хура халăха пурăнма аван пултăр тесе çине тăраççĕ тет. Çав вĕренекенсем Çтаппан кĕсле каланине итлеме трахтире юри пыратчĕç тет. Таса мар, тĕтĕм-сĕрĕм тулличчĕ тет трахтирĕнче, вĕсем çаплах ларатчĕç тет. Пĕрре вĕсем пуху тунă. Çав пухура Çтаппана кĕсле калама чĕннĕ. Вăл кайрăм тет. Хлиман çавăншăн Çтаппана питĕ çилленнĕ, халăха пăлхатакансемпе пĕрле, вĕсемпе пĕр шухăшлă эсĕ тесе ăна стражнике тыттарса ярасшăн пулнă. Ывăла шанчăксăра кăларчĕ Хлиман. Çулла та кăçал стражник килсе кайрĕ… Ах, тем курас пулĕ, — вăраххăн сывласа илчĕ те Улля аппа куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ, шăпланчĕ.
Мана ыйхă пусрĕ. Эпир аннепе киле кайрăмăр.
* * *
Çав çул Çтаппан пичче хĕл варринче киле килнĕ. Конвойпа илсе килнĕ Çтаппана теççĕ çынсем. Темскер вăл маншăн конвой, эпĕ ăна, пĕчĕккĕскер, ăнланайман, манăн Çтаппан пиччене питĕ курас килнĕ. Çунашкапа ярăннă çĕртенех эпĕ Çтаппан пиччесем патне кайрăм. Юрлă çăпатана шаккаса çенĕке кĕтĕм. Тĕтĕмпе хуралнă пĕчĕк алăк кăштах уçă. Эпĕ ăна чĕриклеттерсе уçса пÿрте кĕтĕм. Пÿртре тĕтĕм. Вăл ярăмланса алăк патнелле туртăнать. Пăхатăп, Çтаппан пичче сак çинче месерле тăсăлса выртнă. Хăй ырханланса сарăхса кайнă, куçĕ айĕнче кăвак мăкăль пур.
Улля аппа вучахра темĕн пĕçерет. Кăвайчĕ йăсăрланса çунать, тĕтĕмĕ мăкăрланать. Карчăк хурлăхлă пит-куçпа ман пата хуллен утса пычĕ те каларĕ:
— Çтаппан пиччÿ Самартан çуран утса килнĕ, сывах мар, ан чĕн эс ăна, çывăртăр-ха. Аннÿне кала: килсе кайтăр пирĕн пата, сăра куркипе кĕрпе илсе килтĕр.
Эпĕ Çтаппан пичче кĕсле калайманшăн кăмăлсăрланса пÿртрен тухрăм, çунашкана сĕтĕрсе килелле утрăм.
Тепĕр ирхине анне мунча хутнă. Ĕнер Улля аппа аннене мунча хутас пирки чĕннĕ-мĕн, ывăлне мунча кĕртме шутланă. Мунча пулсан Çтаппан пичче пирĕн пата хуллен утса пычĕ, аттепе иккĕшĕ мунчана кайрĕç.
Каçхине илтетĕп — аттепе анне Çтаппан пичче çинчен сăмах тапратса янă, иккĕш хуллен юмахлаççĕ. Эпĕ çывăрма выртнă, вĕсем калаçнине итлесе выртатăп.
— Ай-ай, мĕнле тÿснĕ-ши Çтаппан? Çан-çурăмĕ, кăкри, урисем пĕтĕмпе кăн-кăвак, пăхма хăрушă, — тет атте.
— Ăçта хĕненĕ-ши ăна? — ыйтрĕ анне хурлăхлă сассипе.
— Тĕрмене лекнĕ тет вăл. Унта хĕненĕ ăна. Çул çинче конвойпа килнĕ чух та пайтах патак çинĕ пулмалла… «Нихçан та ниçта каймастăн. Санăн хăвăрăн ялтан тухма юрамасть. Самара эсĕ урăх кураймăн. Кĕслине çап та ват! » — тесе каланă тет ăна конвойпа кăларса янă чух.
— Тĕрмене мĕншĕн лекнĕ-ши вăл? — тĕпчет анне.
— Патшана хирĕç пыракан çынсемпе явăçнăшăн лекнĕ тет, хăй каларĕ, — терĕ атте.
Вăл Çтаппан пичче çинчен татах калать, анчах малалла мĕн калани манăн хăлхана кĕмест. Мана пуринчен ытла кĕслине çапса ват тени хумхантарать.
— Çапса ватнă-ши Çтаппан пичче кĕслине? — тетĕп эпĕ пуçа çытар çинчен çĕклесе.
— Ха, çывăрман-çке ку пĕчĕк хĕр, çывăр, мĕн хăлхуна тăратса выртатăн? — терĕ анне. — Çтаппан кĕслине ватнă пулсан вăл çĕнĕрен тепĕр кĕсле тăвать вĕт, уншăн эсĕ ан хуйхăр.
Анне çапла калани мана йăпатрĕ. Манăн часах ыйхă киле пуçларĕ. Тĕлĕре пуçласанах Çтаппан пичче куç умне курăнчĕ, кĕсле калама тытăнчĕ пек вăл. Эпĕ кăвак тÿпенелле, çăлтăрсем патнелле хăпарса кая пуçларăм пек. Мана питĕ ырă… Эпĕ кĕсле сассине илтсе вĕçĕмсĕр савăнатăп…
Манăн Юлташсем
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Çуркунне е çулла эпĕ выляма хамăр пÿрт умне тухаттăм. Пирĕн кил урам вĕçĕнче, пусă хапхипе юнашарччĕ. Хĕвел тухăçнелле пăхса ларатчĕ. Пÿрт пĕчĕккех марччĕ, сакăр аршăнлă тетчĕ атте, анчах вăл тĕттĕмччĕ, хĕлле сивĕ пулатчĕ. Унăн икĕ чÿречеччĕ: пĕри кил карти енне, тепри урамалла. Хамăр пÿрт мана урам енчен пăхсан хăрах куçлă çын евĕр туйăнатчĕ. Астăватăп, пĕрре эпĕ урама çара пуçăн, çара уран, кĕпе вĕççĕн чупса тухрăм. Сап-сарă çурхи хĕвел ăшăтса пăхнăшăн çав тери хĕпĕртетĕп. Юнашарах симĕс пусă. Тăри сасси шăнкăртатать. Атăл енчен уçă çил килчĕ. Çав самантрах пăрахут сасси сывлăмлă улăх тăрăх янăраса кайрĕ. Эпĕ хамăрăн чăвашла хапха çине тăрса Атăл еннелле пăхатăп. Тетте пек шурă пăрахут иртсе каять. Ах, патĕнчен курасчĕ! Манăн симĕс улăх тăрăх Атăл хĕрнелле, леш енчи хырлăха чупса каяс килет, анчах эпĕ каяймастăп — мана анне ниçта та кайма хушман. Эпĕ кил патĕнче çеç вылятăп. Инçе кайсан таркăн салтак, тухатмăш, ийе, арçури, шуйттан çури тытма пултарать тенине эпĕ питĕ ĕненнĕ.
Çуллахи ир. Çемçе курăк çинче чупкаласа çÿренĕ хыççăн эпĕ карта хушăкĕнчен ыраш пуссине тухатăп. Унта кăвак чечексем нумай. Эпĕ вĕсене нумай тататăп та хамăр пÿрт умне пыратăп, чечек пахчи тăвас тетĕп.
— Кунта ки-ил! — илтĕнет çинçе уçă сасă.
Пирĕнтен пĕр кил урлă хăйсен хапхи умĕнче шурă кĕпеллĕ хĕр ача тăрать.
— Ху кил, Анук! — тетĕп эпĕ.
Анук, манăн юлташ, хура кăтра çÿçне вĕçтерсе ман пата чупса килет.
— Эпĕ пĕр япалакка тупнă, хĕрлĕ чечеклĕ, — тет Анук мана чей чашки ванчăкĕ кăтартса.
— Ăçтан тупрăн?
— Иванюк лавкки патĕнче.
Эпир пÿрт кĕтессине ларатпăр. Унта пирĕн çÿлĕксем пур: пĕрене çурăкне патаксем тирнĕ те вĕсем çине хăма татăкĕсем хунă. Çав çÿлĕксем çинче пирĕн хĕрлĕ, сарă, шурă тăмран тунă пĕремĕксем, хăпартусем, кукăльсем нумай. Унтан чечеклĕ чей чашки е турилкке ванчăкĕсем хурса тухнă. Вĕсем пире питĕ илемлĕн туйăнаççĕ. Эпир вĕсене Пуппа лавккаç Иванюк тĕлĕнчи çÿп-çап çинче шыраса тупаттăмăр. Пĕрре Анук хĕрлĕ, кăвак сăрлă канфет хучĕ тупнă. Эпир ăна хамăр кĕтесе пĕрене çине сухăрпа çыпăçтарса хутăмăр.
Анук ман пата пырсанах эпир хăналла выляма тытăнтăмăр. Эпĕ пĕремĕк илсе Анука паратăп:
— Çи-ха пĕремĕк, ĕнер Иванюк лавккинчен илтĕмĕр.
Анук ман алăран пĕремĕке илет, тути патне илсе пырса çинĕ пек тăвать.
— Çирĕм, пĕремĕкĕ питĕ тутлă, — тет Анук пĕремĕке хăй вырăнне хурса.
Эпĕ Анука кукăль, хăпарту çиме сĕнетĕп. Вăл çиенçи тăвать, мана тав тăвать.
Çапла вылянă хыççăн эпир пĕчĕк патаксене çĕре тирсе карта çавăрса лартатпăр, эпĕ татса килнĕ чечексене карта ăшне тирсе тухатпăр — пулчĕ пирĕн илемлĕ пахча. Анук хĕвĕнчен хĕрлĕ татăксенчен çĕленĕ пукане кăларса карта ăшне тăратать.
— Алă çуп, — тет вăл мана.
Эпĕ вăл хушнине тăватăп.
Анук кĕвĕ каласа пуканине чечексем хушшинче ташлаттарма тытăнчĕ.
Тевет куççи хурт куççи,
Тевет куççи хурт куççи.
Татса илмех килтĕмĕр,
Татса илмех килтĕмĕр, —
юрлать Анук. Эпĕ вăл юрланине, пуканине сиктернине ытараймасăр пăхса итлесе тăратăп.
Эпир çапла вылянă чух пирĕн пата Çемук пырса тăчĕ, пăхкалать, аллине патак тытнă. Унăн шурă кĕпи, кăвак йĕмĕ хĕрлĕ тăмпа вараланнă.
— Айтăр Тарăн вара тăм илме, — тет Çемук.
Анук чĕнмест, юрласа пуканине ташлаттарать, эпĕ те юри илтмен пек пултăм. Çемука чĕнмерĕм.
Пирĕн Çемукпа Выляс килмест. Ĕнер вăл пире питĕ кÿрентерчĕ. Яланхи пекех виçсĕмĕр пĕрле выляса ларатпăр. Сасартăк шăнкăрав сасси, çынсем юрлани илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр — пусăри çулпа пирĕн яла туй кĕрлесе килет.
— Айтăр хапха уçма! — терĕ Çемук.
Пусă хапхи патне чупса пырса ăна, йывăрскерне, аран-аран Уçрăмăр. Малти лав çинчи хушпуллă, хыс тăхăннă хĕрарăм виçĕ шурă пĕремĕк ывăтса пачĕ. Эпĕ чупса пытăм та тусан çине ÿкнĕскерсене виççĕшне те илтĕм. Пĕрне Анука патăм, теприне хам хĕве ятăм. Çемука виççĕмĕшне парас тесе ун патне пытăм, анчах вăл манăн алла çапса ячĕ. Пĕремĕк ÿкрĕ. Çемук ăна илсе кĕсйине чикрĕ.
— Мĕншĕн эсĕ пĕремĕксене эпĕ пыриччен илтĕн? Эпĕ хам илесшĕнччĕ.
Анук хĕрлĕ пилĕклĕ пĕремĕке çавăркаласа пăхса каларĕ:
— Пурте пĕр мар-и? Кирек те кам илнĕ пултăр, виçсĕмĕре пĕрер пĕремĕк.
— Виççĕшне те эпĕ хам илеттĕм! Хĕр ачасене пама шухăшламан: хама кирлĕ… Арçынна хирĕç тăма пултараймастăр! Эпĕ — арçын! — терĕ Çемук чăрсăрланса.
Анук пĕремĕкне çиме тути патне илсе пынăччĕ, Çемук ăна сасартăк кап! ярса илчĕ те кĕсйине чикрĕ. Анук йĕрсе ячĕ. Эпĕ ним пулман пек пăхкаласа тăратăп. Çемук ман пата пычĕ.
— Пар пĕремĕке!
— Памастăп.
— Памастăн-и, ăçта-ха патак? Уруна çапса хуçам! — терĕ Çемук шăртланса. Мана кĕпе çаннинчен ярса илчĕ, Турткалать.
— Пар, Мархва, çитĕр çав иксĕмĕрĕнне те! — кăшкăрчĕ Анук.
Эпĕ çав самантрах пĕремĕке Хĕврен кăлартăм та Çемука петĕм. Вăл ăна хаваслансах илчĕ, пирĕн çине çĕнтерÿллĕн пăхкаласа килнелле утрĕ.
Ĕнер Çемук пире çапла кÿрентернине асилсе эпĕ ăна каларăм:
— Эпир санпа вылямастпăр. Кай аялти урама.
— Вылямастăр-и?
— Çук, — терĕ Анук та.
Çемук автан пек каçăрăлса пĕр самант пăхса тăчĕ те пирĕн илемлĕ çÿлĕк патне чупса пычĕ, ăна илсе çĕре печĕ, кукăльсене, хăпартусене хÿме çине çатлаттарса çĕмĕрсе пĕтерчĕ. Эпир Анукпа иксĕмĕр йĕрсе ятăмăр.
— Эпĕ арçын çав! Сиртен, хĕрарăмсенчен, хăрамастăп, — терĕ те вăл чупса кайрĕ.
Эпир, çичĕ çулхи «хĕрарăмсем», йĕре-йĕре хамăрăн çÿлĕке юсама тытăнтăмăр.
— Мĕншĕн хĕр ача пулнă-ши эпĕ? — хурланса ĕсĕклет Анук. — Арçын ача пулнă пулсан пире Çемук тивейместчĕ.
Эпĕ те, çав шухăшпах, ванса пĕтнĕ пĕремĕксене, кукăльсене пуçтарса хуратăп.
Тепĕр кун Анук урама тухмарĕ. Амăшĕ çăкăр пĕçернĕ, Анук ăна пулăшнă. Эпĕ вĕсем патне ирхине кĕрсе тухрăм.
Эпĕ пĕчченех кивĕ çăпата туртса Тарăн вара тăм илме кайрăм, хĕрлĕ, шурă, кĕрен тăм тупса çăпата çине тултартăм. Тăма урампа туртса пынă чух Çемука куртăм, хăйсен хапхи патĕнче пăхкаласа тăрать, аллине патак тытнă. Эпĕ хăвăртрах ута пуçларăм.
— Атя пĕрле вылятпăр, — терĕ Çемук патакне çурăм хыçнелле тытса.
Манăн Çемукпа выляс килместчĕ. Анук çукран эпĕ унпала выляма килĕшрĕм. Çемук манăн алăри çăпата кантрине тытрĕ, иккĕн çăпатана пирĕн тĕле туртса çитертĕмĕр. Чÿлмек катăкĕпе касак каткинчен шыв ăсса илтĕмĕр те виçĕ тĕслĕ тăма кашнине уйрăм çăрса хутăмăр. Ĕçленĕ-çемĕн Çемук калать:
— Эпир пĕрле пурăнатпăр, — тет. — Эсĕ кукăльсем пĕçер, эпĕ кукăр мăйлă лаша тăватăп та, хÿрине тăратса чупакан йытă пулать, — кăмăллăн пакăлтатать Çемук. Вăл хĕрлĕ тăм чăмаккине пÿрнисемпе якаткалать, сурчăкĕпе йĕпетсе сăтăркалать. Кĕпи умĕ пылчăкпа вараланса пĕтрĕ.
— Сана кампала пĕрле ят хунă? — темрен аса илсе ыйтрĕ Çемук.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп, манпа пĕрле ят хунă сана.
— Эсĕ курнă-и ят хунине?
— Курман та… анне каласа панă мана.
Çемук сăмсине туртса кĕпе çаннипе шăлса илнĕ хыççăн пĕр кана сăмахламасăр лашипе кĕрмешет, вара каллех хамăра ят хуни çинчен калама тапратать:
— Ят хунă кун сана Кукаму, мана анне чиркĕве илсе кайнă. Арçын ача пултăр тесе мана Çемук ятлă хунă, сана, хĕр пултăр тесе, Мархва ятлă хунă. Çемук ятлă хуртарнă пулсан эсĕ те арçын ача пулăттăн.
Эпĕ Çемук каланине хытă ĕнентĕм. Çакна илтсен манăн кăмăл хуçăлчĕ. Вылянă çĕртен пăрахса пÿрте ĕсĕклесе пырса кĕтĕм.
Аннепе кукамай сĕтел çинче пир сÿтсе пăрахнă, хурпа, чикепе виçсе касаççĕ. Пÿрт ăшă, пăчă. Кукамай çамки çине пăрçа пек тар тухнă.
— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн йĕретĕн? Татах Çемук çапрĕ-и? — ыйтрĕ кукамай хĕвел çути пек сăрă куçĕпе ман çине ăшшăн пăхса. Эпĕ тÿрех ун патне пытăм.
— Кукамай, эсĕ мана мĕншĕн Çемук ятлă хуртарман? Çав ятлă хунă пулсан эпĕ те арçын ача пулаттăм.
Анне ман çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Кукамай куçне хупса сасăсăр кулса ячĕ.
— Ак тамаша! Санăн арçын ача пулас килет-и?
— Арçын ача пулас килет!
Аннепе кукамай ахăлтатсах кулса ячĕç. Эпĕ тата ытларах тарăхса кайрăм, ÿлеме тытăнтăм. Кукамай мана ырхан аллипе пуçран шăлса илчĕ те хăй çумне сак çине йăтса лартрĕ.
— Ан йĕр, хĕрĕм, ан йĕр. Ав аннÿ сана валли шурă пиртен кĕпе касрĕ. Çĕтĕк кĕпÿне пăрахатăн, çĕнĕ кĕпе тăхăнатăн. Тĕрлес-ха ача кĕпеккине хĕрлĕ çăм çиппипе, илемлĕ пултăр.
Анне каснă пир татăкĕсене пĕр çĕре хутлатса вăраххăн сывласа илчĕ.
— Ывăл пулман-çке çак ача. Ывăл пулнă пулсан хăйне те, пире те ырăччĕ, — терĕ анне хурлăхлăн.
Кукамайăн хĕвеллĕ куçĕ тĕксĕмленнĕ пек пулчĕ. Вăл анне çине сивлеккĕн пăхса каларĕ:
— Çитĕ сана, Праски, ÿпкелешме. Ырра ан кÿлештер, ачана тем инкек пулĕ.
— Ывăл пулман тенĕшĕнех инкек пулмĕ те-ха, — терĕ те анне хуллен пир тăрăхне сÿтсе питлесе касма тытăнчĕ.
— Питĕ ырхан ку пирĕн пĕчĕк хĕр, — терĕ кукамай манăн пылчăклă çинçе алăсене пăхкаласа, — хырăмĕ пысăк, çÿçĕ вирелле тăрать.
Кукамай манăн çÿçе якатса татах пуçран шăлса илчĕ.
Анне ман çине хĕрхенсе пăхса каларĕ:
— Сĕт-турăх çук. Çăмартине мункун чух та çимĕк чух çеç çисе куратпăр, ялан çăкăрпа çĕр улми те çусăр яшка…
— Астуман та, — терĕ кукамай, — манăн ача валли пĕчĕк кучченеç пурччĕ. Çимĕкре Чашламари тăхлачă пĕремĕк панăччĕ, шупăр кĕсйинчех тăнă. Паян кĕсьере мĕн алла лекет тетĕп. Пĕремĕк иккен.
Кукамай çапла калаçса аллине хĕвне чиксе ячĕ те пĕр пĕремĕк кăларчĕ. Пĕремĕкĕн хĕрлĕ тĕсĕ тĕксĕмленнĕ, хăй кăштах нÿрлĕ. Эпĕ ăна савăнсах çирĕм. Вăл мана малтан тăварлă пек туйăнчĕ, вара пылак тутăллă пулчĕ.
Эпĕ кукамайпа юнашар ларнă çĕртех ыйхăларăм. Кукамай мана кĕлет умĕнчи шăналăк карнă вырăн патне çавăтса тухрĕ. Иксĕмĕр те шăналăк ăшне кĕрсе выртрăмăр. Манăн ыйхă уçăлса кайрĕ.
— Кукамай, — пăшăлтататăп эпĕ, — халĕ мана Çемук е Иван ятлă хурсан эпĕ арçын ача пулмастăп-ши?
— Çук, хĕрĕм, пулаймастăн, — тет кукамай анасласа.
— Пĕр хĕр ача арçын пулнă тетĕн-çке эсĕ.
— Э-э-э, ачам, вăл юмахра пулнă… çывăр, манăн та ыйхă килет… — Кукамай татах анасларĕ.
— Каласа пар-ха, кукамай, çав юмаха.
— Хăшне?
— Хĕр ачаран арçын пулни çинчен.
Кукамай кăмăлсăрланса калать:
— Аптрамалла санпала, хĕрĕм, ыйхă килет, юмах каламалла. Итле эппин. Пĕр тăлăх карчăкăн çичĕ хĕр пулнă тет. Вĕсен хăйсен ани-çаранĕ пулман: хĕрарăма çĕр памаççĕ вĕт.
— Мана памаççĕ-и? Çемука параççĕ-и? — пÿлетĕп эпĕ.
— Сана çĕр памаççĕ, Çемука параççĕ. Итле малалла… Çичĕ хĕрĕн пĕр татăк çĕр те пулман. Вĕсем çук пурнăçпа питĕ тертленнĕ, пуянсем патĕнче тарçăра пурăнса асапланнă. Ватă амăшĕ пĕлĕт çинелле пăхса йăлăннă. «Пÿлĕхçĕ, çичĕ хĕртен пĕрне те пулин ывăл туса парччĕ мана», — тенĕ тет. Пĕрре çав карчăка тĕлĕкре шурă çÿçлĕ, шурă сухаллă…
— Кукаçин пек-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Çапла, кукаçун пек шурă çÿçлĕ, шурă сухаллă старик курăннă. Çав старик çичĕ хĕр амăшне кăмăллăн каларĕ тет: «Аслă хĕр ачуна тимĕр кăвак лаша çине лартса асамат кĕперĕ айĕнчен кăлар, вара хĕрÿ ывăл пулса тăрать», — терĕ тет. Ку карчăкăн лаши пулман. Аслă хĕр ачи пĕр пуян патĕнче тарçăра пурăннă, çав пуянăн тимĕр кăвак лаши те пулнă. Пĕрре, вăйлă çумăр çунă хыççăн, пĕлĕт çинче асамат кĕперĕ курăннă. Унăн пĕр вĕçĕ Атăл çине, тепĕр вĕçĕ Энĕш çине аннă.
Тарçăра пурăнакан хĕр çав асамат кĕперрине курсанах тимĕр кăвак лаша çине утланнă та лашине сиккипе чуптарса асамат кĕперĕ айĕнчен тухнă, çав самантрах вăл арçын пулса тăнă. Ытарма çук илемлĕ каччă пулнă тет. Лаши çине утланнипех вăл яла пырса кĕнĕ. Пĕтĕм çын тĕлĕннĕ. Ытти хĕрĕсем те карчăкăн асамат кĕперĕ айĕнчен тухнипе арçын пулса пĕтнĕ, кĕçĕнни çеç пулайман.
— Мĕншĕн пулайман-ши вăл?
— Пĕрре вăл та асамат кĕперĕ курăнсан лаша çине утланса ун айĕнчен тухасшăн пулнă, анчах ĕлкĕреймен, асамат кĕперĕ пĕтнĕ, сÿннĕ пулнă.
— Тепĕр хут тухмалла пулнă унăн.
— Тепĕр хут асамат кĕперĕ курăнсан каять — анчах кĕпер айне кĕрсенех сасартăк лашипе иккĕшĕ те чул пулса хытса тăнă тет.
— Мĕншĕн ун пек пулнă?
— Икĕ хут асамат кĕперĕ айне кĕме юраман тет. Çавăнпа чул пулнă тет… Карчăк ĕнтĕ ултă ывăлĕпе аван пурăннă тет. Вĕсен ани-çаранĕ хăйсене ĕçлесе пурăнмалăх пулнă тет. Халĕ те пурăнать пулĕ-ха вăл карчăк ывăлĕсемпе савăнса… — Юлашки сăмахсене кукамай чарăна-чарăна каларĕ те шăп пулчĕ.
Кукамай çывăрать. Манăн ыйхă килмест. Пуçра пĕр шухăш: манăн та арçын ача пулмалла. Арçын ача пулас тесе мĕн тумаллине шухăшласа выртатăп. Акă çумăр хыççăн асамат кĕперри пĕлĕт çине ÿкет те, эпĕ лаша çине утланса ун айĕнчен тухатăп. Лаша çинче ларса пыма хăрамастăп эпĕ. Мана пичче лаша шăварма темиçе те утлантарса янă. Лаша чупсан та ÿкесрен хăрамастăп, лашана çилхинчен ярса илейретĕп; асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан мĕнле арçын ача пулăп-ши? Сарă-ши, хура-ши? Çемукран пысăкрах-ши, пĕчĕкрех-ши? Уй, унтан кăштах пысăкрах та вăйлăрах пуласчĕ. Патакне тытса илсе вăнк! çеç аяккалла ывăтса ярасчĕ. Çапаймастчĕ вара вăл мана. Акă эпĕ асамат кĕперĕ айĕнчен тухнă пек. Киле таврăнатăп. Лаша çинче тÿп-тÿрĕ ларса пыратăп. Çилхине тытма мар, чĕлпĕрĕ те тытман. Çынсем ман çине пăхса тĕлĕнеççĕ — халь çеç хĕр ачаччĕ, пăхăр-ха, арçын ача пулса та килнĕ теççĕ. Эпĕ лаша çинче çĕкленсе ларса мăн кăмăллăн пăхкаласа Çемук-сен тĕлĕнчен иртсе каятăп. Уçă чÿречерен Çемук пăхать. Мана курсан вăл тĕлĕнсе куçне чарса пăрахать.
— Хĕнейместĕн ĕнтĕ мана, эпĕ хам арçын пултăм, — тетĕп эпĕ Çемука, лашана хамăр паталла сиктерсе.
Çакнашкал шухăшсемпе эпĕ питĕ йăпанаттăм. Анука тĕлĕнмелле юмах каласа панă пек каласа параттăм. Иксĕмĕр хамăр арçын ача пуласси çинчен ялан калаçаттăмăр. Пусса чечек татма тухсан ыраш ăшне кĕрсе пĕр-пĕрин çумне çăт ларса куçран пăхса пăшăлттатăлтăмăр.
— Асту, асамат кĕперĕ айĕнчен Тухассине никама та ан кала, — юнаттăм хам тусăма пÿрнепе.
— Çу-ук, никама та каламастăп, — ĕнентерсе калатчĕ Анук пысăк чакăр куçĕпе ман еннелле пăхса, тарăн шухăша кайса…
Çумăр хыççăн асамат кĕперĕ курăнсанах эпир лаша утланса ун патнелле чуптармалла, вара айĕнчен тухса арçын ача пулса тăмалла.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Касак Ваççи
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Анук — Касак Ваççи хĕрĕ. Вĕсем пирĕнтен пĕр кил урлă Çтаппан пиччесемпе юнашар пурăнатчĕç, — пÿрчĕ кивĕ, хура, тĕттĕмччĕ. Урам енчи чÿречерен хĕвел çути лапсака пилеш çулçисем витĕр вĕлтĕртетсе кĕретчĕ. Стенисем хуп-хура та йăлтăртатса тăратчĕç. Турăш кĕтессинче хаяр сăнлă, хуралса кайнă турăш куçĕпе сиввĕн пăхса ларатчĕ.
Турăш кĕтессинче тата пĕр ÿкерчĕк пурччĕ. Ун çине тамăкра шуйттансем çылăхлă çынсене асаплантарнине ÿкернĕ. Çынсене тамăкра хăшне çакнă, хăшне ретпе тăратнă — йĕри-тавра хĕрлĕ çулăм хăрушла явăнса тăрать. Пуринчен ытла çав ÿкерчĕк çинче хуран айне вут хурса тăракан пысăк шуйттана астăватăп. Вăл качака пек сухаллă, мăйракаллă, пысăк çăварне карса пăрахнă, темрен кулать. Ÿкерчĕк çине пăхаттăм та, çав шуйттан сăнĕ Касак Ваççи майлах туйăнатчĕ. Касак Ваççин те сухалĕ качаканни пекчĕ, сăмси пысăк, куçĕ сивлекчĕ. Эпĕ Касак Ваççинчен хăраттăм. Вăл мана тискер çын пек курăнатчĕ.
Пĕрре вăл аппана, мана хĕнени халĕ те куç умĕнчех. Пĕр ирхине анне мана ирех вăратрĕ.
— Энĕш хĕрринчи пахчаран купăста хуçса кил-ха, — терĕ. Хăй кăвайт йăтса пÿрте кĕрсе кайрĕ. Аттепе пичче лаша кÿлеççĕ. Паян вĕсем ыраш акма каяççĕ.
Шурăмпуç хăпара пуçланă. Кил картине кĕрен çутă ÿкнĕ. Автансем шарлаттарса авăтаççĕ. Ирхи сулхăн кăштах çÿçентерет.
Аппа алкумĕнчен витрепе кĕвенте илсе тухрĕ.
— Чим-ха, пĕрле каятпăр, эпĕ шыв кÿме пыратăп, — терĕ вăл.
Эпир урама тухрăмăр, шăкăлтатса утатпăр. Касак Ваççи пире хирĕç лашине çавăтса пырать. Урапи çинче суха пуç, тулли михĕсем пур. Кĕтмен çĕртен Ваççа лашине тăратрĕ те чăпăрккипе хăмсарса пирĕн çине вăркăнчĕ, аппана çара уринчен, пуç урлă, çурăмĕнчен чăпăрккапа чăвăшлаттара пуçларĕ. Эпир йĕрсе çухăрса ятăмăр. Касак Ваççи пире тарма та памасть, вĕçсĕр-хĕрсĕр ăшалантарать. Эпир йĕнине илтсе пичче чупса тухрĕ, çавралатса каснă хура çÿçне хăпартлантарса пирĕн пата чупса çитрĕ. Пиччен хăмăр пысăк куçĕ çилĕллĕ, пичĕ кĕл пек шурнă, хура, кĕске мăйăхлă тути чĕтрет. Вăл çилĕпе кăшкăрчĕ:
— Мĕншĕн хĕнетĕн?!
— Хăвăр пĕлетĕр мĕншĕнне… Сана та кирлĕ-и? — çĕклерĕ Ваççа чăпăрккине пичче çинелле. Касак Ваççи, урса кайнăскер, Хашкаса сывлать, хăйĕн пичĕ-куçĕ вара ÿкерчĕк çинчи шуйттан сăнлех.
— Кала-ха, мĕншĕн, мĕншĕн?! — тет пичче Ваççа чăпăрккине ярса илме пикенсе.
— Эпĕ тырă акма каятăп… сирĕн хĕр ачасем мана пушша хирĕç турĕç, — терĕ Ваççа кăштах кутăн чакса. — Манăн тырă начар пултăр тесе эсир юри мана пушша тума тăрăшатăр. Вăт патăм-ха хытах, ÿлĕм мана пушша хирĕç ан туччăр.
— Ах, тĕшмĕш, — терĕ пичче, — суда памалла сана хĕр ачана хĕненĕшĕн.
— Парса пăх-ха, мĕн пулĕ, — терĕ те Ваççа урапа çине сиксе ларса уй хапхи патнелле лашине уттарчĕ. Пичче Ваççа хыççăн çилĕллĕн пăхса юлчĕ те пиçиххирен тухса кайнă тĕрĕллĕ шурă кĕпине турткаласа килелле кĕрсе кайрĕ. Эпир куççуле шăла-шăла аялти урамалла утрăмăр.
Касак Ваççине аса илсен куç умне тепĕр хăрушла ÿкерчĕк тухса тăрать.
Пирĕн амăшĕсĕр ÿснĕ путек пурччĕ, тăлăх пыччи теттĕм эп ăна. Пăранласан виçĕ эрнерен амăшĕ вилчĕ. Тăлăх пыччи кĕтÿрен киле таврана пĕлместчĕ, çавăнпа куллен путеке хăваласа килме кĕтĕве хирĕç тухаттăм.
Пĕррехинче эпĕ путеке çăкăр татăкĕпе илĕртсе пыратăп. Тарăн вар урамĕпе çынсен ушкăнĕ пынине куртăм. Кăшкăрашаççĕ, такам хытă йĕрет. Эпĕ пĕр пÿрт кĕтессине хĕсĕнсе тăтăм. Малта хĕрарăм пырать. Палларăм — Тимак Укçини, тăлăх хĕрарăм. Укçине мăйне кантрапа кăкарса сурăх пуçĕ çакнă, çурăмне юнлă тир витнĕ. Шурă кĕпи вараланса пĕтнĕ. Пичĕ çинче кăвакарса хăпарса тухнă вырăнсем пур. Укçине аллине хăрăк витре тыттарнă.
— Шакка витрене! — тет юнашар пыракан ÿсĕр Касак Ваççи.
— Шаккамастăп! — тет хĕрарăм йĕре-йĕре.
— Сурăх вăрласа пусрăм тесе кала! — кăшкăрать Ваççа.
— Хам сурăха пуснă эпĕ! — тарăхса калать Укçине.
— А-а! Ваççа сурăхне пусас та халăх умĕнче тунас-и?! — çăварне карчĕ Ваççана юнашар утса пыракан çын. — Пар-ха ăна, Ваççа, тăна кĕтĕр.
Ваççа Укçине умне пырса ăна питĕнчен чышрĕ, çÿçĕнчен çăлса илчĕ, тăпăлнă çÿç пайăркисене çĕре пăрахрĕ, вĕсем ункăланса çул айккинелле вĕл вĕçсе ÿкрĕç. Хыçалта пыракан ÿсĕр çынсем ахăраççĕ.
— Кăшкăр яла илтĕнмелле! Ваççа сурăхне пусрăм тесе кăшкăр, шакка витрене! Пурте илтчĕр эсĕ вăрă тунине!
Укçине ним чĕнмесĕр пуçне усса ĕсĕклесе пырать.
Ваççа Укçинене татах чышса ячĕ. Хĕрарăм сулăнса-сулăнса кайрĕ те çĕре кĕрĕп турĕ.
— Тап ăна! Тăрат!
— Тăр, сысна!
— Ара, вилет мар-и ку?!
— Вĕлерĕн ăна! Кутăна персе выртать вăл!
Касак Ваççи хĕрарăма тапрĕ, сĕтĕрчĕ, юлашкинчен лач сурчĕ те пăрăнчĕ.
— Ман сурăха пуснăшăн суда паратăп, — терĕ Ваççа хамăр урамалла утса.
Арçынсен ушкăнĕ сайрала пуçларĕ. Укçине аппа тусанлă çул çинче выртса юлчĕ. Эпĕ мĕн курнинчен питĕ хăраса килелле чупрăм.
Тепĕр кун Укçине вилнĕ, наркăмăш çинĕ терĕç. Çав кун каçхине Касак Ваççин çухалнă шурă сурăхĕ кĕтÿрен пирĕн сурăхсемпе пĕрлех таврăнчĕ. Эпир Анукпа пăхсах тăтăмăр. Ирхине выльăхсене кĕтĕве янă чух Ануксен шурă сурăхĕ çук.
— Леш çухалса çÿренĕ сурăха кĕтĕве ямастăн-и? — ыйтрăм эпĕ Анукран.
— Ăна атте каçхинех пусрĕ. Кĕçĕр çĕрĕпех пирĕн патăрта староста Куçук Петĕрĕ, Иванюк тата тепĕр такам эрех ĕçрĕç, сурăх какай пăтти çирĕç, — терĕ Анук.
Кÿршĕ хĕрарăмĕсем урамра ларнă чух Укçине наркăмăш çисе вилни çинчен сăмах тапрататчĕç. Ваççана уншăн суд умне тăма лекет-ха тетчĕç. Чылай вăхăт иртрĕ, Ваççана никам та суд умне тăратмарĕ, кайран ун çинчен калаçма та пăрахрĕç.
Пĕрре эпĕ çулла пултрана кайма тесе Анука чĕнме кĕтĕм. Анук икĕ йăмăкĕпе алăк патĕнчи урлă сак çинче выляса ларать. Йăмăкĕсем Анук пекех хура кăтра çÿçлĕ, илемлĕ куçлă. Пĕри — Хветле — тăваттăра, кĕçĕнни, Мархва ятли, иккĕре. Анук улăмран çыхнă пуканене урлă сак хăмине чышса ташлаттарать, хăй «Тевет куççи» текен Сăвва калать. Йăмăкĕсем каçса кайса кулаççĕ, иккĕшĕ те алă çулаççĕ.
Анук амăшĕ тĕпелте çăнăх такани çинче салма йăвалать. Унăн типшĕм пит-куçĕ хуйхăллă пек, темĕн ыратнă пек туйăнать. Кичем ун çине пăхма, хĕрхенес килет ăна. Хăй вăл ырхан, тĕрĕллĕ шурă кĕпи ун çинче ытла шалпар курăнать. Хитре куçĕ час-часах хĕрелсе çÿрет.
Салмине хатĕрлесен Анук амăшĕ хуранне вучаха çакса ячĕ, кăвайтне хурса вут чĕртме тытăнчĕ. Уçă алăкран кĕтмен çĕртен Анук ашшĕ пÿрте пĕр сас-чĕвĕсĕр кĕчĕ. Савăнса вылякан ачасем ашшĕне курсанах шăп пулчĕç. Ваççа урай хăмисене силлентерсе тĕпеле иртсе ларчĕ. Арăмĕ çав вăхăтра спичка чĕртрĕ те хăйă патне илсе пычĕ. Спички симĕссĕн-кăваккăн çунса лăпăр-лăпăр турĕ, сÿнсе ларчĕ.
— Тĕп тăваканни! Шуйттан! Шăрпăка сая турăн! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Ваççа. Хăй сухалне каçăртнă, сивĕ куçĕпе арăмне çисе ярас пек пăхать. Унччен те пулмарĕ — Ваççа арăмĕ патне сиксе пычĕ те ăна пуçĕнчен чышса ячĕ. Арăмĕ сулăнса кайрĕ, кăмака умĕнчи сак çине перĕнсе çĕре пĕтĕрĕнсе ÿкрĕ. Ачисем шари! çухăрса ячĕç. Анук пĕчĕк йăмăкне йăтрĕ, теприне çавăтрĕ — алкумнелле вăр-вар тухса кайрĕ. Эпĕ, сиксе чĕтрекенскер, Анук хыççăн тухрăм. Пÿртре хаяр сасă янрашать:
— Вут чĕртме тăрсан çĕр шăрпăк пĕтерет, анкă-минкĕ! Йытă вилли! Вилме маннăскер! Виçĕ хĕр — виç харам пыр çуратрĕ, шуйттан! Хĕнесе вĕлермелле сана! Тухса кай ман килтен хĕрÿсене çавăтса! Çÿре ыйткаласа!
Эпир тăватсăмăр та пÿрт умĕнчи карта хĕрне хĕсĕнсе ларнă та пăшкаса ларатпăр. Эпĕ Анука пирĕн тĕлелле атя тетĕп. Анук пымасть.
Пÿртре темĕн хÿлт! турĕ. Анук амăшĕ çухăрса йĕре пуçларĕ. Анук хăвăрт тăчĕ те Çтаппан пиччесен чÿречи патне чупса кайрĕ, чÿречерен кармашса пăхрĕ.
— Çтаппан пичче! Атте аннене хĕнет! Пырса чар-ха! — тесе кăшкăрчĕ те Анук йĕре-йĕре пирĕн паталла чупрĕ, йĕрекен йăмăкĕсене йăпатма тытăнчĕ. Пÿртре Анук амăшĕ шари те шари çухăрса ярать.
Çтаппан пичче тăйлăк-тайлăк хапхине хупса хăвармасăрах Касак Ваççи патне чупса кĕрсе кайрĕ.
— Чарăн! Ан хĕне! Асту сана! — илтĕнчĕ Çтаппан пичче сасси.
— А-а-а! Эсĕ мана тытма-и?! Хамăн арăм, вĕлерсен те вĕлеретĕп!
— Вĕлерттерем сана! Тух, тискер кайăк!
— Сан ĕç çук манăн килте!
— Пур! Тухса кай халех пÿртрен! Тухмасан кăларса ывăтатăп!
Пĕр авăк нимĕн те илтĕнмерĕ. Кăшт тăрсан Касак Ваççи сасси кил картинче илтĕнчĕ.
— Йытă, арăм хутне кĕрет, — терĕ вăл Хашкаса.
Ăна Çтаппан пичче пÿртрен кăларса янă. Пÿртре Анук амăшĕ йынăша-йынăша Çтаппан пиччене темĕн калать.
Кăшт тăрсан Ваççа кĕпине турткаласа, çÿçне якаткаласа урама тухрĕ. Пичĕ-куçĕ тискер, хăраса каймалла. Кăшт тăрсан Çтаппан пичче те тухрĕ.
— Мĕншĕн хĕнерĕн-ха арăмна? Намăса та пĕлместĕн, ÿсĕр те мар-çке эсĕ. Пĕр шăрпăкшăн çынна выртаслах хĕнесе пăрахнă, — ÿкĕтленĕ сасăпа каларĕ Çтаппан пичче.
— Кĕрĕке час-час хулăлас пулать. Хулăламан кĕрĕкĕн ăшши çук, хĕнемен арăмăн усси çук, — терĕ Ваççа урам хĕррипеле аялалла утса.
Пÿртре сасă илтĕнмест. Анук йăмăкĕсем те йĕме чарăнчĕç, хуллен калаçма тытăнчĕç. Аялти урамран Касак Ваççи ывăлĕ Ванюк утса килни курăнчĕ. Вăл Энĕш хĕрне пулла кайнă. Унăн хăрах аллинче вăлта хулли, тепринче — пĕчĕк чĕрес. Анук пиччĕшне курсанах ăна хирĕç чупрĕ. Ванюк, вунă çулхи ача, йăмăкĕсем пекех кăтра пуçлăскер, çинçешке урисемпе вĕлтĕртеттерсе хапхаран хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Ванюк хыççăн йăмăкĕсем те пÿртелле утрĕç. Эпĕ Ануксем патне кĕме хăрарăм, киле кайрăм.
Пĕррехинче Ануксен така пуснă. Вĕсем така пуçĕ çинĕ чухне эпĕ унта пынăччĕ, алăк патĕнче пăхса тăратăп. Ашшĕ сĕтел умне пуканпа ларнă, ачисем — сĕтел хушшине, сак çине. Амăшĕ сĕтел пуçĕнче ларать. Ывăс çинче така пуçĕ, урисем, тултармăшсем. Пÿртре тутлă пăтă шăрши сарăлнă.
Ашшĕ какай пайлама тытăнчĕ. Чăн малтанах хăй умне така пуçне хучĕ, ывăлĕ умне — янаххине. Арăмне, виçĕ хĕр ачине пĕрер ура пачĕ. Ун хыççăн тултармăшсене каскаларĕ те хăй умне пысăк татăк илсе хучĕ. Вара пĕчĕкрех татăка илчĕ, çавăркаласа пăхкаларĕ.
— Ванюка парас ку татăка — сахал пек туйăнать, Анука — ытларах пулать, ытлараххине çыртса илем-ха, — терĕ.
Ваççа тултармăш татăкне çăвар тулли çыртса илчĕ те юлашкине Анук умне лач! пăрахрĕ. Ывăлĕ умне çур тултармăш касса хучĕ, арăмне кăшт çеç кăлтăрмач пек касса илсе тыттарчĕ. Пĕчĕк хĕр ачасене ашшĕ тултармăш памарĕ те. Вĕсем ашшĕ çине пăха-пăха илсе така урине кăшлакаласа лараççĕ.
Ваççа çиет, ĕмет, чапкать. Çирĕ-çирĕ те вăл тăранчĕ пулас, хытă какăрса илсе сĕтел хушшинчен тăчĕ.
— Юлашки аша, тултармăша нÿхрепе антарса ларт, — терĕ вăл арăмне, вара хĕр ачасем çине сиввĕн пăхса илсе каларĕ: — Ку шампа хырăмĕсене тултармăш ан пар, ыран Ванюка çиме кирлĕ.
Çапла каласа Ваççа чĕлĕмне хыпрĕ, вучах умне пырса ун çине кăвар хучĕ те хулăн тутипе пăклаттарса тухса кайрĕ.
Ашшĕ тухса кайсанах Хветле амăшне шăппăн:
— Анне, манăн та тултармăш çисе пăхас килет, — терĕ.
Хветлене курса Мархва та, пĕчĕкскер, амăшĕ патнелле аллисене кăнтарчĕ. Амăшĕ хăйĕн тултармăш татăкне çурмаран касса хĕр ачасене пачĕ.
Ванюк хăйĕн тултармăшне çисе яраймарĕ.
— Вара çийĕп, — терĕ те вăл пÿртрен тухса кайрĕ.
Часах алкумĕнчен иккĕн калаçни, кулни илтĕнчĕ. Эпир Анукпа иксĕмĕр тухнă чух алкумĕнчи вырăн çинче Ванюкпа ашшĕ лараççĕ. Ашшĕ Ванюка темĕн калать, Ванюк каçса кайса кулать. Унччен те пулмин ашшĕ Ванюка йăтрĕ те çурăмĕнчен лăпка-лăпка картишнелле илсе тухрĕ. Эпир урама тухсан та Ванюк савăнăçлă кулни илтĕнетчĕ.
Пĕрре эпир Анукпа вĕсен алкумĕ вĕçĕнче ларатпăр. Хветлепе Мархва урамран кĕчĕç, çиес килет терĕç. Анук пÿрте кĕрсе йăмăкĕсем валли пĕрер татăк çăкăр илсе тухрĕ. Хĕр ачасем çисе ларнă чух урамран ашшĕ кĕчĕ. Вĕсем çăкрисене ашшĕ куриччен пытарса хучĕç.
Анук патне выляма кайсан эпĕ ялан çакна асăрхаттăм: Анук амăшĕ — Наçтиç аппа — упăшки умĕнче калаçмастчĕ, пуçне чиксе çÿретчĕ. Вăл ялан ĕçреччĕ: е кăмака кукринче кăштăртататчĕ, е картишĕнче, е пахчăра ĕçлетчĕ. Вăл кÿрше никам патне те кайман, кÿршĕ хĕрарăмĕсем те ун патне никам та пыман. Хăш чухне Касак Ваççи платнике каятчĕ, икшер-виçшер эрне пурăнатчĕ. Упăшки килте çук чух Наçтиç аппа пачах улшăнатчĕ. Ăшă пит-куçлăскер, вăл ачисемпе кулса, хăш чух шÿт тукаласа калаçатчĕ, вĕсене кĕвĕ каласа ташлаттаратчĕ, юмахсем яратчĕ, хăш чух юрлатчĕ те.
Пĕрре пирĕн путек кĕтÿрен таврăнман. Пахчасем хыçĕнче сурăх ушкăнĕ пур. Анне мана çав сурăхсем патне кайса пăхма хушрĕ, путек унта çÿрет-и тен терĕ. Эпĕ пахчасен хыçне тухрăм. Ануксен пахчи хыçĕпе иртсе пыратăп. Наçтиç аппа юрланине илтех кайрăм. Хăй çĕр улми çумлать, хуллен юрлать. Эпĕ чарăнсах итлесе тăтăм.
Аслă çул çинче шур хурăн —
Тĕнĕл лекмен кун иртмест;
Ах, пурăнăç пит хурлăх —
Патак лекмен кун иртмест.
Анкарти хыçĕнче çавра кÿл —
Çавăрăнса юхма ирĕк çук;
Арăм пулсан, ах, çут кун,
Савăнса пурăнма ирĕк çук…
Каçхи тÿлек сывлăшра Наçтиç аппа сасси хурлăхлăн илтĕнет. Çак юрра илтсен мана анса ларакан хĕвел çути те, анкарти хыçĕнчи пĕччен хурăн та ытла кичем, ытла хурлăхлă пек курăнса кайрĕç. Эпĕ путеке шырамасăрах Наçтиç аппа юрланине итлес мар тесе килелле чупрăм.
Наçтиç çинчен анне каласа панине астăватăп. Касак Ваççи ăна Сĕмĕл ялĕнчен вăрласа килнĕ, вăйпах чиркĕве илсе кайнă. Наçтиçĕн пиччĕшĕпе шăллĕ хĕре вăрласа кайнине пĕлсенех лашасем çине утланса тапăртаттарса çитнĕ, анчах кая пулнă: вĕсене хирĕç Ваççа хĕре чиркÿрен çавăтса тухать тет. Çапла Наçтиç, илемлĕ, аван хĕр, ирĕксĕрех хăй юратман çын арăмĕ пулса тăнă, сая кайнă тетчĕ анне.
Авлансан Ваççа çамрăк арăмĕпе хунĕ патне ĕçке кайнă. Унта Наçтиçĕн савнине курнă. Лешĕ Наçтиçе алă пырса тытнă тет. Çавна курсан Ваççа урса каять. Шăлне шатăртаттарса арăмне ярса илет те хĕнеме тытăнать тет. Киле кайнă чухне Ваççа ялтан тухсанах арăмне лашапа юнашар турта çумне кăкарать те лашине чуптарать. Пĕрре арăмне çапать тет, тепре — лашине. Наçтиç малтан пăвăнса ÿкес мар тесе лашапа тан чупнă тет, ывăнса çитсен пĕтĕрĕнсе ÿкнĕ, ним пĕлми пулнă. Çавăн хыççăн Наçтиç кĕçех вилмен, виçĕ уйăх ытла вырăн çинче пĕр тапранмасăр выртнă тет. Сывала пуçласан вăл ĕçлеме тăрать, анчах ĕçлеймен. Ваççа хăй айăплине пĕлмесĕр арăмне юри ĕçлеместĕн тесе пĕр канăç памасăр ятлаçатчĕ тет.
Пирвайхи ачине çуратсан Ваççа арăмне ачана пĕчĕккĕ çуратрăн тесе вăрçрĕ тет.
Наçтиç иккĕмĕш ачине — Анука çуратсан Ваççа тытăнчĕ тет тулашма. Ача çураттарма пынă Укахха карчăка вăрçса кăларса ячĕ тет, тин çеç çăмăлланнипе вырăнтан тапранайми арăмне ăнсăр пуличчен хĕнерĕ тет.
Хăш чух Наçтиç аппа пирĕн анне патне пыратчĕ. Вĕсем иккĕш улах çĕрте калаçатчĕç. Пĕр каçхине эпĕ урамран выляса кĕтĕм. Каç тĕттĕмĕ хупăрланă пÿртре Наçтиç аппапа анне сак çине юнашар ларнă та калаçса лараççĕ. Эпĕ анне патне пырса унăн чĕрçи çинелле тайăнса тăтăм.
— Мĕн тăвас тетĕн, Наçтиç, пурăнас пулать, ним тума та çук, — терĕ те анне ассăн сывласа мана пуçран шăлса илчĕ.
Наçтиç аппа хурлăхлăн пăшăлтатрĕ:
— Питĕ асап, Праççи аппа, тÿсме çук. Хăрах хул ĕнтĕ пачах çĕкленми пулчĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе ыратать, туятăп — типсе пырать. Сылтăм чĕркуççи чашкине авăн çапнă çух сенĕк аврипе персе вырăнтан тапратнăранпа уксах пултăм-çке. Тем курăн. Халех уксах-чăлах пулса мĕнле пурăнса ирттермелле пурнăçа? Пĕрре хĕнесе кăвакартни иртсе каймасть, ун çине татах хĕнет, татах хĕнет… Вĕче шăмми пĕшкĕнме памасть. Çанталăк пăсăлас умĕн пĕтĕм шăмшак тÿсме çук сурать. Пуçран ялан чышнипе анкă-минкĕ пулса каятăп пулĕ, ах, мĕн курас…
Анне Наçтиç аппана йăпатас кăмăлпа каларĕ пулмалла:
— Ватăла киле Ваççа, тен, лăпланĕ.
— Çук пулĕ, — пуçне пăркаларĕ Наçтиç аппа, — çултан-çул ытларах урать-çке. Ах, епле тÿссе тухам-ши виличчен. Мархвана çуратсан хĕнесех вĕлеретчĕ. Тухса картишĕнче çакăнса вилем пĕрех хут тетĕп, анчах ура çине тăраймастăп.
Анне Наçтиç аппана ÿкĕтлесе каларĕ:
— Ах, Наçтиç, вилессине ан шухăшла эсĕ, ачасене тăлăха ан хăвăрах. Эсĕ вилсен Ваççа питĕ хĕпĕртесе тепре авланĕ. Авалхи çын сăмахĕ: ашшĕ вилни — çур тăлăх, амăшĕ вилни — пĕр тăлăх тенĕ. Эсĕ вилсен тăватă тăлăх юлать вĕт санăн, шухăшла-ха çавна.
Наçтиç аппа кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек калать:
— Чĕлхепе те Ваççа чĕрене питĕ тивретет. Санăн хĕр ачусене тăрантарассишĕн платникре çÿретĕп тет. Эсĕ килте тĕп туса пурăнатăн: хĕрÿсемпе нумай çиетĕн, вилме пĕлместĕр тет. Çынсен арăмĕсем ывăл çуратаççĕ, эсĕ, шуйттан мĕлки, çаплах хĕр çурататăн. Халь акă çичĕ хĕр пулать, тепĕр тăватă хĕр çурататăнах. Тепĕр хĕр çуратсан чĕрĕ юлатăп тесе ан шухăшла, вĕлеретĕп тет. Мана Çтаппанпа пурăнать тет. Лариван Мĕтри патне йăпшăнатăн тет. Эпĕ килте çук чух эсĕ çăмарта сутса эрех илсе Çтаппанпа Лариван Мĕтрине хăналатăн тет, çавăнпа вĕсем эпĕ сана хĕнеме пуçласан пирĕн пата чупса килеççĕ тет. Кураймасть вăл Мĕтри пăяхама.
— Пирĕн Мĕтрипе Çтаппан эрехшĕн сăхăланса çÿренине нихçан та курман эпĕ, — терĕ анне.
Наçтиç аллине сулса хăй сăмахне тăсрĕ:
— Ах, Праски аппа, пĕр сăмахĕ те Ваççан тĕрĕсси çук, пĕтĕмпе суйса, мана тарăхтарас, путарас тесе калаçать. Суйса каланă сăмах чĕрене ытла та питĕ касать-çке. Пăрахса тухса каям тетĕп, ăçта та пулин тарçа кĕрсе пурăнăп тетĕп, ачасене хĕрхенетĕп.
— Ыррине кураймарăн çав, — вăраххăн сывларĕ анне. — Турри çавăн пек çырнă пулĕ. Ах, мĕнлеччĕ эсĕ качча килсенех! Нар пек хĕрлĕ, тĕреклĕ ÿт-тирлĕ, ярăм шăмшаклăччĕ. Ăçта кĕрсе кайрĕ ырă сăн-сăпат? Мĕн вăхăтра юхса тухрĕ икĕ хулăн çивĕт? Вĕçĕсем вĕсен кăтраччĕ, сарă çинчен авăнса выртатчĕç…
Наçтиç аллипе питне хупласа ĕсĕклесе ячĕ.
— Вунă çул хушшинче карчăк пултăм, — чыхăнчĕ вăл куççулĕпе. — Ваççа мăшкăлĕпе пĕтрĕм… Атта хывса ил-ха ураран тет вара ÿсĕр таврăнсан. Эпĕ хывса илетĕп. Çав атăпах мана пĕр сăлтавсăр пуçран перет…
Манăн ыйхă киле пуçларĕ. Эпĕ аннене çывăрма тухатпăр тесе икĕ хутчен кĕпе аркинчен туртрăм. Наçтиç аппа çавна асăрхарĕ пулас. Вăл сак çинчен тăчĕ.
— Каям-ха ĕнтĕ киле. Манăн та ачасем çывăрасшăн пулĕ. Ах, Праски аппа, Ваççа кăмăллă çын пулас пулсан ачасемпе савăнса çеç пурăнмалла. Ирхине, вĕсем çывăрнă чух, пăхатăп… тăваттăшĕ те шĕкĕр выртаççĕ кăтра пуçлăхăрсем. Питĕ хĕрхенес те, юратас та килет вĕсене…
Наçтиç аппа тухса кайрĕ. Эпир те аннепе тухрăмăр, шăналăк ăшне кĕрсе выртрăмăр.
— Хăçан аслатиллĕ çумăр пулать-ши? — ыйтрăм эпĕ шăналăка уçса пĕлĕтелле пăхса.
— Мĕншĕн кĕтетĕн аслатиллĕ çумăр пулассине? — ыйтрĕ анне.
— Аслатиллĕ çумăр хыççăн асамат кĕперĕ курăнать, унăн айĕнчен тухса хăвăртрах арçын ача пулас, — терĕм эпĕ.
Анне мана хытса кайнă аçамăн аркипе витсе каларĕ:
— Ах, айван, ухмах… Асамат кĕперĕ айĕнчен тухнипех арçын ача пулас çук, тем пекех ырăччĕ те, пулмасть-çке-ха вăл эпир шухăшланă пек.
Çак сăмахсене анне ассăн сывласа каларĕ, вара шăпланса выртрĕ.
Эпĕ шăналăк хĕррине уçса пĕлĕтелле пăхатăп. Сенкер тÿпере çăлтăрсем курăнкалама пуçланă. Улăхра, Атăл хĕрнелле, вут çутисем пĕр вăйсăрланса, пĕр вăйлăн çуталса куçа илĕртеççĕ. Манăн çав çутăсене куçран çухатмасăр пăхас килет. Хам тĕлĕре пуçланă май вут çутисем мана хам паталла киле пуçларĕç пек, çÿлелле, сенкер тÿпенелле хăпараççĕ пек. Акă асамат кĕперĕ пулса тăчĕ пек. Эпĕ ун айĕнчен лашапа сиктерсе тухрăм… Ах, тĕлĕнмелле! Арçын ача пулса та тăтăм…
Шулли Иванĕ
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
… Халĕ те куç умĕнче, мĕн пуррине курсах тăратăп пек. Пусă хапхинчен инçех мар чалăшса кайнă, улăм витнĕ хурал пÿрчĕ ларать. Унтан кăштах уйрăм, çул урлă, насус урапи лартакан сарай пур. Çулла кунта хуралçă Шулли Иванĕ — лутра, кĕске ал-ураллă старик — çăпата шаккаса ларать. Лаши унăн ялан пирĕн пахча карти çумĕнчи çерем çинче курăк кăшлать. Иван пиччен лаши хуçи евĕрлĕрех пек: урисем кĕске, хăй лутра та ырхан. Вут тухсан Иван пичче лашине насус урапине кÿлет те хÿлтĕртеттерсе чуптарать.
Эпĕ пусса час-часах тухнă. Чечек е хăш чух курăк татма, е чăхсене йыхăрма кайсан Иван пичче патне пырса лараттăм. Вăл кăмăллă старик. Пĕркеленчĕк пит-куçĕ ялан ăшă. Калаçнă чух кулкалать те, çÿлти тути айĕнчен пĕр-пĕччен юлнă шăлĕ курăнать. Пир кĕпе-йĕмĕ, уринчи тăли унăн тирпейлĕ, таса… Шараç пиçиххи çинче çакăнса çÿрекен ансăр йывăç турапа шурă сухалĕпĕ çÿçне тураса илет, кăвак куçне хĕскелесе тура çине пăхать, çÿç пĕрчисем пулсан вĕсене вĕрсе вĕçтерсе ярать.
Ĕç çинче, килтисем пурте е утă çулма, е тырă вырма кайнă чух, анне мана Иван пичче патне хăваратчĕ.
— Асту-ха хĕр ачана, Иван пăяхам. Ача ытла айван. Энĕш хĕрне кайсан шыва путасран хăратăп, — тетчĕ анне.
— Юрĕ, юрĕ, ларăпăр-çке эпир иккĕн… Унпа мана хама та аван, — килĕшетчĕ старик. Мана пуçран шăлкаласа илетчĕ те Çăпатине тирме тытăнатчĕ.
Анне мана çиме çавра чĕл çăкăр касса сарайĕнчи пĕчĕк çÿлĕк çине хурса хăварать. Ун çине виçĕ-тăватă тĕле шултра тăвар чикнĕ. Çиес килсен эпĕ çав çăкăра хуçса илсе
çиетĕп. Тăварпа çăкăр маншăн тутлă. Шыв ĕçес килсен Иван пичче насус урапи çинче ларакан витрене тайăлтарса ĕçтерет. Хăш чух старик мана лаши çине утлантарса ăна шăварма ярать. Эпĕ лаша çине ларма пит хавас. Вăрăм кунта пĕр çĕрте ларнипе эпĕ кичемленнĕ пулмалла, Иван пичче вара мана авалхи çинчен юмахсем каласа пама пуçлатчĕ.
Хурал сарайĕнчен инçе мар, çур çухрăм яхăнта, хăмăр сăрлă икĕ хутлă çурт ларатчĕ. Унăн аялти хучĕ чул, çÿлти — йывăç. Малти стена çинче тимĕр решеткеллĕ чÿрече пур. Хĕвел тухнă чух çав чÿречен кантăкĕ йăлтăртататчĕ. Эпĕ ăна пăхса ларма юрататтăм.
— Мĕнле çурт çав, кам тунă ăна? — ыйтрăм эпĕ пĕрре Иван пиччерен.
— Вăл мăкаçей, — терĕ вăл мана. — Ĕлĕк кунта уделни тыррине пухнă.
Мĕн вăл уделни — эпĕ ăна ăнланаймастăп, çапах та Иван пиччене тимлесе итлетĕп.
— Уделни тыррине хресченсем чи малтан вырнă, çапнă, типĕтсе мăкаçее пуçтарса хунă, — çилленсе калать старик, — çав тырра вара кантуртисем тата вĕсенчен аслăраххисем чыхнă. Эх, аçа çапасшĕсем! Уделни тырри пирки асатте икĕ çул выçă пурăннă тет. Хресченсен тырри те уделнийĕнпе пĕр вăхăтрах пулса çитнĕ, тăкăнать тет, тиек уделни тыррине çаптарнă хушăра халăхăн тырри юхса тухнă. Халĕ ĕнтĕ ку мăкаçейре халăх тырри упранать.
Иван пичче халĕ каласа пани маншăн нимĕн те мар, манăн ăна ĕлĕкхи çинчен юмах калаттарас килет.
— Энĕш мĕншĕн кукăрланса юхнине каласа пар-ха, — тетĕп эпĕ.
— Ун çинчен каланă-çке эпĕ, — тет Иван пичче Çăпатине чĕркуççи çинче çавăркаласа.
— Манăн тата итлес килет, — тетĕп эпĕ.
— Çапла… Энĕш кукăрланса юхать, мĕншĕн тесен унăн çулне çĕлен çурса кайнă тет. Акă мĕнле пулнă тет вăл. Пирĕн ял ĕлĕк-авал пачах урăх çĕрте, халĕ Кивçурт текен пусăра, ларнă. Унта çăл та палкаса тухнă, улмуççи пахчисем те чечекленсе ларнă, йĕри-тавра тухăçлă тырă-пулă тинĕс пек хумханса ларнă. Пурăна киле çăл типет, такам тăшман унта вилĕ йытă пуçĕ пырса чикнĕ тет. Ялта урăх çĕрте шыв çук пулнă. Çынсем, выльăхсем типсе виле пуçланă. Шыв шыраса вĕсем улăха аннă. Вăл вăхăтра унта Энĕш юхман, пулман та, ун вырăнне çутă кÿлĕ, йĕри-тавра лачака пулнă. Шыв таврашĕнче вун икĕ пуçне çÿлелле çĕклесе асар-писер пысăк хăрушла çĕлен выртнă. Вăл шыв ăсма анакан çынсене тыта-тыта çинĕ. Ана хирĕç никам та тăрайман. Халăх пухăнать те çĕлене Çĕнтерекен паттăра шырама пĕр ăслă ватă çынна яраççĕ. Вăл вăрçă хирне пырса тухать. Вырăс паттăра курать. Ватă чăваш ăна çĕлене пĕтерме пыр тесе йăлăнать. Вырăс паттăр килĕшет. Урхамахĕ çине утланса лачака çине кĕрет, çĕлен патне çывхарса хĕçне кăларать те ăна касма тытăнать. Çĕлен вырăс паттăртан хăраса лачакана çурса Атăла тухать. Ун хыççăн шыв юхса пынă, халĕ те юхать. Эпир ăна Энĕш тетпĕр. Халĕ те вăл çĕлен çурса кайнă вырăнпа авкаланса юхать…
Эпĕ Иван пичче каланине сывламасăр тенĕ пек итлесе ларатăп. Пĕр кана Çăпатине тума пăрахса вăл чĕлĕмне чĕртет, мăшлаткаласа туртать.
— Ĕнтĕ Сет çинчен, — тетĕп эпĕ.
— Сет çинчен? — тет старик чĕлĕмне пăклаттарса. — Юрĕ, Сет çинчен калăп.
— Вырăс паттăр çĕлене хăваласа ярсан хăйĕн çĕршывне кайнă. Чăвашсем ăна питĕ тав туса ăшă кăмăлпа ăсатнă, парнесем панă. Сире йывăр килсен эсир мана чĕнĕр тесе каларĕ тет. Чăвашсем улăха шыв ăсма аннă, никам та вĕсене тивмен. Пĕр Сет ятлă çын улăхра сунарта çÿренĕ-çÿренĕ тет те Энĕш урлă каçса сĕм вăрмана кĕнĕ. Пăхать — пĕр сăрт айĕнчи айлăмра вăйлă çăл палкаса тухать. Энĕш хĕрнелле вак чулсем çинчен шăнкăртатса юхать. Шывĕ тăп-тăрă, пăр пек сивĕ. Çăл тĕлĕнче питĕ çÿллĕ, ытам çитейми пысăк хыр ларнă. Сет çав хыра касса ярать те пÿрт никĕсĕ хурать, мĕншĕн тесен вăл кунти вырăна питĕ юратнă, ялтан кунта куçса ларма шут тунă. Сет хыççăн ыттисем те ку вăрмана килсе çăл çывăхне çуртсем тунă, кайран пĕтĕм ял куçса ларнă. Çăла эпир халĕ Сет çăлĕ тетпĕр, урамне Сет картишĕ теççĕ.
Иван пичче каласа панипе манăн куç умне вун икĕ пуçлă çĕлен, вырăс паттăр тата пуртă тытнă Сет тухса тăраççĕ. Эпĕ çĕлен çисе янă çынсене чĕререн хĕрхенетĕн. Вырăс паттăр ăна хăваласа янăшăн савăнатăп. Иван пичче каласа пĕтерсен эпĕ ырă тĕлĕк курса çывăрнă çĕртен вăраннă пек пултăм. Хĕвел сарай умне ÿкнĕ. Кун шăрăхланă пуçланă.
— Кăнтăрла çитнĕ, апат çиетпĕр, — тет Иван пичче. Вăл хăмаран çапса тунă сĕтел çинче симĕс сухан турать.
Эпĕ ларнă çĕртен тăрса пĕчĕк йывăç чашăк çине çăкăр туратăп, тăвар сапатăп. Иван пичче унта шыв, сухан ярать — пулчĕ пирĕн апат, çиме тытăнатпăр. Эпĕ ку апата юратса çиетĕп.
Хăш кунсенче Иван пичче мана çут çанталăкри пулăмсем çинчен каласа паратчĕ.
— Аслати мĕншĕн кĕпер урлă урапа хытă чуптарса каçнă пек хÿлтĕртетет? — теттĕм.
Иван пичче кĕске чăпăклă чĕлĕмне çăварĕнчен кăларать те çÿлелле пăхать, пуклак пÿрнипе пĕлĕте тĕллесе калама тытăнать:
— Ав, куратăн-и, шурă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем шăваççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне перĕнеççĕ те, вут чулне шаккасан хĕлхем сирпĕннĕ пек, пĕлĕтсенчен çиçĕм тухать.
— Хĕвел хĕлле мĕншĕн ăшăтмасть? — ыйтатăп эпĕ.
— Çулла вăл ытла пĕçертсе хăй ăшшине пĕтерсе пăрахать, хĕлле валли унăн ăшши юлмасть.
Ăслăлăх çинчен калаçма чарăнсан Иван пичче мана пушăт татăкĕсенчен вылямаллисем туса пама тытăнать. Çĕçĕпе пушăт татăкне икĕ пуçĕнчен чĕрет те тăватă ура тăвать, пĕр вĕçне каçăртать — ку сурăхăн е качакан пуçĕ пулать, тепĕр вĕçне хÿре евĕр кукăртать. Эпĕ ку япаласемпе нумайччен выляттăм.
Хĕлле Иван пичче хурал пÿртĕнче пурăннă. Лаши сарай хыçне улăм витсе тунă хÿтлĕхре ыраш улăмĕ кăтăр-таттарса тăнă. Каçхине старик пÿртне пĕр çĕклем çинчĕк улăм хутатчĕ те сĕрĕм тухса кайиччен пирĕн пата пырса ларатчĕ.
Хăш чух вăл ман валли улăмран çыхнă пукане илсе килетчĕ. Эпĕ ăна урлă сак хăми çине тăрататтăм та таш-латтараттăм.
— Эх, Ташлать, хе-хе, пăхăр-ха! — тетчĕ Иван пичче кулкаласа.
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Пĕрре, утă умĕн, эпĕ Иван пичче патĕнче ларатăп. Вăл çăпата шаккать. Эпĕ кăвак чечексенчен пуç кăшăлĕ тăватăп. Çанталăк шăрăх, пăчă. Кăнтăр енче çутă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Вĕсем инçе те мар. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ çĕрте вĕсене алăпа тытса пăхма та пулать пек. Чĕвен тăрса алла çÿлелле çĕкле те — пĕлĕте ярса ил. Тен, çÿлерех сиксен унăн хĕрне те улăхса ларма пулĕ. Вара пĕр пĕлĕт çинчен теприн çине пусса çÿлелле, çутă тăрăллисем çинелле хăпарса кайма пулать…
Эпĕ пăхкаласа шухăшласа ларнă вăхăтра хĕвел анăç енчен хура пĕлĕт хупăрланса киле пуçланă, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрте ярăмланса пырать. Инçетре аслати кĕмсĕртетни илтĕнчĕ.
— Çумăр килет, — терĕ Иван пичче сарайĕнчен тухса пăхса, вара татах Çăпатине тирме тытăнчĕ.
— Çумăр иртсе кайсан асамат кĕперĕ пулĕ-ши? — ыйтатăп эпĕ Иван пиччерен.
— Пулаканччĕ-çке, пулĕ-и, тен, паян та, — тет вăл пĕлĕт çинелле пăхса илсе.
Манăн Иван пиччене асамат кĕперĕ айĕнчен тухса арçын ача пулас шухăша каласа парас килет, анчах эпĕ ăна темшĕн калаймастăп.
— Иван пичче, эсĕ лашана йĕвен тăхăнтартнă-и? — тетĕп.
— Тăхăнтартнăччĕ-çке, шăварма каяс тетĕн-и лашана? Халĕ нумай пулмасть кайса шăвартăм, — тет старик.
— Çумăр иртсе кайсан эсĕ мана лаша çине утлантаратăн-и?
— Утлантарас-çке.
— Эпĕ лашапа инçе кайсан эсĕ мана ятлаçмастăн-и?
— Ăçта инçе каясси пур эсĕ?
— Тен, кайăп.
— Хе-хе, — кăмăллăн кулать Иван пичче, — таçта каятăн пуль, каятăп текелет çерçи.
Темĕнле хура пĕлĕтсем таврана хупăрласа илнĕ. Ял çинелле татăлса анас пек усăнса çывхараççĕ. Çиçĕм хура пĕлĕте кукăр-макăр çурса анчĕ те, аслати кĕрĕслетсе авăтса ячĕ. Эпĕ хăранипе Иван пичче çумне пырса тăтăм. Киле кайма та хăратăп. Аттепе анне ирхине пасара кайнăччĕ, пичче — пулă тытма, аппа — юлташĕ патне тĕрĕ ÿкерме.
— Атя киле кайса леçем, — терĕ Иван пичче, — аçупа аннÿ пасартан паçăрах таврăнчĕç, кулач илсе килчĕç пулĕ.
— Çук, вĕсем кулач илме кайман, тăвар илме кайнă, — терĕм эпĕ.
Çÿп-çап, тусан вĕçтерсе пыракан çиле хирĕç утрăмăр. Эпир киле пынă чух пирĕн кил-йышсем пурте килте. Анне тĕпелте кăштăртатать. Пиччепе аппа пĕри пĕр чÿрече патне, тепри тепĕр чÿрече патне ларнă та çил-тăвăл çывхарса килнине пăхаççĕ. Атте урлă сак çинче çăпата хуçса ларать. Эпир пырса кĕрсенех аппа аннене:
— Мархва килчĕ, хăех, — терĕ.
Анне тĕпелтен алăк патнелле пырса старике чĕнчĕ:
— Иртех тĕпелелле, Иван пăяхам. Ача сан патăнта пулнă-çке вăл. Эпĕ Альтике ăна шырама ярас теттĕм-ха.
— Иртсе тăрас мар-ха, каяс. Çумăр питĕ вăйлă килет пулас, çума пуçличчен сарайне кĕрсе ларас, — терĕ Иван пичче. Вăл васкасах тухса кайрĕ.
Пÿрт тĕттĕмленчĕ. Çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет. Аслати хаяррăн авăтать. Унччен те пулмарĕ — çумăр чÿречене çапса çума пуçларĕ. Эпĕ сак çинче аслатирен те, çиçĕмрен те хăрас марччĕ-ха тесе хама хам хытарса ларатăп.
Кăшт тăрсан пÿрт çутăла пуçларĕ. Пичче урам енчи чÿречерен пăхса каларĕ:
— Çумăр халь иртсе каять. Паланкасси çинчен çуталса киле пуçларĕ, — терĕ.
Чăн та, çиçĕм сайрарах çиçет. Аслати те йăвашланнă пек. Эпĕ те пичче патне пырса чÿречерен пăхрăм. Хура пĕлĕт ярăмăн-ярăмăн ураланса Атăл еннелле шăвать. Ял тĕлĕнчи çумăр пĕлĕчĕсем таткаланса сирĕле пуçланă. Вĕсен хушшинчен тăп-тăрă сенкер тÿпе курăнать. Хĕвел те пăхса ячĕ, картиш енчи чÿречерен кĕрсе сак çине, урайне хĕвел çути ÿкрĕ. Пирĕн пÿрт савăнса кулса янă пек пулчĕ. Эпĕ кăшт тăрсан пÿртрен вĕлт шурăм. Картишне тухсанах эпĕ илемлĕ асамат кĕперĕ улăпла пĕкĕ пек авăнса тăнине куртăм. Манăн чĕре кăртлатса кайрĕ. Урама чупса тухрăм.
— Анук, тух хăвăртрах! — кăшкăртăм эпĕ. Анук мана хирĕç сасă памарĕ. Эпĕ шыв кÿлленчĕкĕсене чалтăртаттарса Ануксен кил картине чупса кĕтĕм.
— Анук!
— Мĕн кăшкăратăн? Анук çук, мунча кĕме кайнă, — хыттăн илтĕнчĕ çенĕкрен Анук ашшĕн сасси.
Эпĕ кил картинчен пуçран çапнă пек тухса чупрăм, çăра пылчăка сирпĕтетĕп. Уя тухсан пăхатăп — Иван пичче сарай урайне сăхманне сарнă та харлаттарса ыйха илет. Лаши, яланхи пек, пирĕн карта çумĕнче. Вăл та, хуçи пекех пулĕ, куçне хупнă та тĕлĕрсе тăрать. Лашана карта çумнех илсе пытăм. Мăйĕнчи тилхепине салтса ятăм, чĕлпĕрне мăйĕ çинелле ывăтрăм та карта çине тăрса лаша çине утлантăм. Питĕ хĕпĕртерĕм вара. Лашана чĕлпĕр вĕçĕпе çапкаласа хăваларăм, насус сарайĕ патĕнчен пăрăнса ял айккипе чуптартăм. Умра, улăх тĕлĕнче, куçа илĕртсе асамат кĕперĕ ытарайми илемлĕ карăнса тăрать. Улăха çеç анмалла, лăп асамат кĕперĕ айĕнче пулатăп. Малтан çул ыраш пуссипе пыратчĕ, кайран çуртри пуссине тухрăм. Асамат кĕперĕ патне хăвăртрах çитес тесе çул çинчен пăрăнса тÿрех çуртри пусси урлă улăхалла чуптартăм. Акă асамат кĕперĕ айне çитсе-çитсе пыратăп, халех унăн айĕнчен тухас пек, анчах эпĕ ун патнелле çывхарнăçемĕн мана илĕртекен япала малалла шăвать. Малтан вăл ялтан инçе марччĕ, хурăнлă çулăн ку енче курăнатчĕ, эпĕ ун патнелле пынăçемĕн вăл çулăн леш енче, Шĕшлĕ арманĕ тĕлĕнче пулчĕ. Эпĕ лашана хăвалатăп. Акă Шĕшлĕ арманĕ патнелле çывхаратăп, патне çитнĕ пекех пулчĕ… Ах, асамат кĕперĕн илемлĕ сăрĕсем шупкала пуçларĕç, пĕтсе-пĕтсе пычĕç те кăшт тăрсан çав сăрсен палли те юлмарĕ… Пĕтрĕ манăн арçын ача пуласси! Куççуль шăпăртатсах анчĕ. Чупакан лашана чартăм. Чунтан-чĕререн тарăхса хуйхăратăп. Нумай лартăм-и, сахал-и, киле каяс тесе лашана чĕлпĕртен туртрăм. Лаша пуçне çĕклемесĕр сĕтеклĕ курăка çиет, вырăнтан та тапранмасть. Лаша çинчен анса ăна çавăтса каяс тетĕп, анма хăратăп: çĕрелле пăхатăп та хама хам ытла çÿлте ларнă пек туйăнать. Йĕре-йĕре лаша çинче пăхкаласа ларатăп.
Çумăр пĕлĕчĕ Атăл леш енне каçса кайнă. Аслати сасси хуллен кăна илтĕнет. Курăк, чечексем çинче çумăр тумламĕсем çутă шăрçа пек курăнаççĕ, хĕртсе пăхакан хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ. Икĕ шурă лĕпĕш чечексем çине лара-лара малалла вĕçсе кайрĕç. Манран инçе мар çаран кайăкĕ савăнса юрлани илтĕнет.
— Мĕншĕн кунта лаша çитеретĕн? Ах, шуйттан çури! Акă парам сана! — илтĕнчĕ хаяр сасă. Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Хĕрлĕ кĕпеллĕ çара пуçăн çын туйипе юнаса ман патăма чупать. Эпĕ ку çын кăшкăрнинчен хăраса лашана хăваларăм, анчах лаша пĕрре те ярса пусмарĕ. Тепре çаврăнса пăхрăм — кăшкăракан çын арман хуçи Шĕшлĕ Якурĕ иккен. Вăл ман пата Хашкаса çитрĕ, шурă куçне кăларнă, шăлне çыртса мана тимĕр туйипе пуçран çапрĕ.
— Акă сана, шуйттан çури! — кăшкăрчĕ вăл сурчăкне сирпĕтсе.
Манăн пуç вăл çапсанах пĕçерсе кайрĕ, кĕпе çанни çине юн сирпĕнсе аннине куртăм. Унччен те пулмарĕ Шĕшлĕ лашана чĕлпĕртен тытса турткаларĕ, çăлкаларĕ. Лаша Шĕшлĕ турткаланипе те вырăнтан тапранасшăн пулмарĕ. Шĕшлĕ вара лашана пуçĕнчен тимĕр туйипе çапма пуçларĕ. Лаша пуçне каçăртса икĕ уран тăчĕ, мана çĕрелле сирпĕтрĕ. Сылтăм хулпуççине чĕркуççи йăмăхса ыратнине туйса илтĕм.
— Вăт шуйттан çури! Хăй пĕчĕкскер çеç, çарана ваттарма килнĕ! Лашана çитерет! — янрашать Шĕшлĕ.
Эпĕ аран-аран ура çине тăрса кайма пикентĕм, анчах чĕркуççи питĕ ыратнипе утаймастăп.
— Ăçта каян-ха эсĕ, ан кай! — сиксе пычĕ ман пата Шĕшлĕ, мана алăран ярса илчĕ, çăлкаласа аттипе çурăмран тапрĕ. Эпĕ пĕр самантлăха сывлăш çавăрса яраймасăр йĕрейми пултăм. Манăн ăшра темĕн хытă япала капланнă пек пулчĕ: çăвара карса сывласан та сывлăш кĕмест те, тухмасть те. Шĕшлĕ çавна асăрхарĕ пулас: мана урăх çăлкаламарĕ, тапмарĕ, эпĕ вилсе каясран шикленчĕ ахăр. Пĕр авăка вăл ятлаçма та чарăнчĕ.
— Кам ачи-ха эсĕ? — ыйтрĕ Шĕшлĕ.
— Мĕтри пиччен, — терĕм эпĕ ĕсĕклесе.
— Ку сирĕн лаша мар вĕт?
— Лаши Иван пиччен.
— Мĕншĕн утланса килнĕ эсĕ кунта? Иван пичче утлантарса ячĕ-и сана ман çăрана ваттарма?
— Çук.
— Ăмма килтĕн тата?
Эпĕ нимĕн те чĕнместĕп.
— Кала, шуйттан çури! — татах хаярлана пуçласа кăшкăрчĕ Шĕшлĕ. — Виçĕм çул-и, тăватăм çул-и шыва кайнăччĕ эсĕ, тимĕрçĕ мĕншĕн туртса кăларнă-ши сана? Путсах вилмелле пулнă санăн!
Эпĕ хурланса йĕретĕп.
— Атя сана шăнасемпе пĕрле хупатăп, çиес килсен чăх пăтратни çитеретĕп, — терĕ Шĕшлĕ, мана хăрах алăран хытă тытрĕ те арман патнелле талкăштарчĕ. Лаша пирĕн хыçран чĕлпĕрĕ карăнтарса утса пырать. Манăн чĕркуççи утмалла мар ыратать, анчах эпĕ ăна Шĕшле палăртасшăн мар: унпа шай ĕлкĕрсе пырас тесе утнă хушăрах чупса та илетĕп.
Эпир вăрман пек курăнакан йывăçлă армана çитрĕмĕр. Эпĕ кунта халиччен килсе курман. Ватă тирĕксемпе йăмрасем айĕнче Шĕшлĕн икĕ хутлă чул çурчĕ пысăк чÿречисемпе çуталса ларать. Картишĕнче амбарсем, сарайсем курăнаççĕ — пĕтĕмпе симĕс сăрăпа сăрланă, тимĕр витнĕ. Арман кĕлечĕ умĕнче лавсем туллиех.
Шĕшлĕ лашана хăйĕн витине кĕртсе ячĕ, алăк урлă сăлăп хучĕ.
— Сахар, кайса кил-ха Лариван Мĕтрипе Шулли Иванĕ патне, килччĕр кунта, — хытă каларĕ Шĕшлĕ алкум вĕçĕнче тăракан тарçине.
— Юрать! — терĕ тарçи, çăнăхпа шуралнă кăвак йĕмне силлекелесе, аллипе сăтăркаласа картишĕнчен тухса кайрĕ.
— Эсĕ лар çакăнта, ниçта та ан кай, — терĕ мана Шĕшлĕ; вите умне çавăтса пычĕ те çĕрех лартрĕ. Хăй пылчăклă аттине хырса пÿрте кĕрсе кайрĕ. Эпĕ йĕме чарăннă, анчах хамăн ĕмĕт татăлнăшăн тата мана Шĕшлĕ хĕненĕшĕн, кунта илсе килнĕшĕн питĕ тарăхатăп.
Чылай тăрсан Иван пиччепе атте çитрĕç. Эпĕ вĕсене курсанах йĕрсе ятăм.
— Мĕншĕн ман лашана утланса аннă эсĕ çак çарана? — ыйтрĕ Иван пичче.
Эпĕ мĕншĕн çарана анни çинчен каласа патăм. Иван пичче лăш кулчĕ. Атте ман çине çилĕпе пăхса каларĕ:
— Ухмах ача! Киле çитсен витене хупса лартăп акă. Епле вăл хăй тĕллĕн ухмахланса çÿрет!
Çапла ятлаçса атте мана çÿçрен тытса лăскасшăн ман паталла туртăнчĕ, мана ярса илесшĕн аллине кăнтарчĕ, анчах, çав самантрах манăн пуç çинчи сурана асăрхаса пулĕ, мана тивмерĕ, пуçа тытса пăхрĕ.
— Ай-яй, Шĕшлĕ çапнă-и? — ыйтрĕ вăл шăппăн.
— Çавă, — терĕм эпĕ ĕсĕклесе.
Алăк сасси илтĕнчĕ.
— Тыткăна лекнĕ санăн ачу, Мĕтри, — шÿтленĕ пек каларĕ Шĕшлĕ пÿртĕнчен темĕн кавлесе тухса.
— Çапла каласа пачĕ те-ха Сахар, — терĕ атте ман çине пăхса. — Хăй ухмахĕпе килсе лекнĕ вĕт вăл сан патна тыткăна, Егор Лариванч.
— Мĕншĕн килнине ыйтрăм та, каламасть, — терĕ Шĕшлĕ, — текех ыйтас кăмăл та çук, çаранпа пусса ват-тарнăшăн мана тÿлетĕр, урăх сăмах та çук.
— Пусса мĕнле пынă вăл? — ыйтрĕ Иван пичче айлаткаласа манпа юнашар ларса.
Шĕшлĕ витĕмлĕ калама тытăнчĕ:
— Çумăр иртсе кайнă хыççăн пĕвене шыв тулмасть-и-ха тесе пăхма тухрăм. Пăхатăп — манăн тулă пуссипе пĕр лаша юртса анать. Çилĕ килсе кайрĕ. Кам шуйттанĕ унта тетĕп, çумăр хыççăн пусса ватса, таптаса çĕре хытарса çÿрет тетĕп. Çăрана анчĕ те лашине çитерет, чылай вăхăт çитерсе тăчĕ. Эпĕ вара чупрăм. Хĕр ача иккен. Пусса, çарана ваттарнăшăн тÿлетĕр, тÿлемесен лашана памастăп, суда паратăп.
Пăхатăп — атте шурса кайрĕ. Иван пичче ĕнсе хыçне кĕске пÿрнисемпе кăтăртаттарса илчĕ те çемçен каларĕ:
— Егор Лариванч, каçар пĕр айăпа, Мĕтри те, эпĕ те хĕр ачана лаша утланса санăн пусса таптама, çаранта çитерме хушман. Айван ача-пăча хăй тĕллĕн тунă ку киревсĕр ĕçе, каçар пĕр айăпа. Лашана халех парса яр, стражник килсе тухсан пожарнăйра лаша тăмасан вĕлерет вăл мана.
Шĕшлĕ хурчканни пек кукăр сăмси çунаттисене сарса сывлама тытăнчĕ, мăшлатрĕ, вара тулашса кăшкăрса ячĕ:
— Тухса кайăр! Вон-н! Каçармалла вĕсене! 18 теçеттин тулă акнă пусă урлă лашапа таптаса каçать, 17 теçеттин çаран çинче урлă-пирлĕ таптаса çÿретет. Мĕн чухлĕ сиен пулчĕ мана! Каçар тетĕр. Каçармастăп! Тÿлĕр мана 10 тенкĕ.
Атте тĕлĕнсе хăраса кайрĕ, ÿкĕтленĕ пек каларĕ:
— Ăçтан тупас тетĕн-ха 10 тенкĕ? Тырă сутас — пĕр пĕрчĕ тырри çук. Пирĕн таврара тырă начар пулнине ху та пĕлетĕн. Мĕн акнă виçĕ çурпилĕк çинче çурри ытла çара мăян ÿссе ларнă. Таса тырă эпĕ 5 пăт та авăртай-ман. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ.
— Укçа тÿлеймесен пĕрер çурпилĕк ана акса илме паратăр, — терĕ Шĕшлĕ çиллине пусарса.
Атте пуçне пĕксе тăчĕ. Шĕшлĕ ун çине мăн кăмăллăн пăхса каларĕ:
— Мĕн юпа пек тăратăн? Пар пĕр анине!
— Çук. Егор Лариванч, памастăп сана ана, çиме çитменнине хăвах пĕлетĕн. Икĕ ят çĕрĕ çеç, çиекенни пиллĕкĕн.
Шĕшлĕ татах çилленсе кайрĕ.
— Тухса кайăр ман патăмран, кĕлмĕçсем! Мĕн тумаллине старостăпа хамăр пĕлетпĕр.
Çапла каласа Шĕшлĕ вите алăкне урлă хунă сăлăпа туртса илчĕ те лашана кăларчĕ. Иван пичче ăна çавăтса хапхаран тухрĕ. Атте мана валак патне илсе пырса суранлă пуçа, пите çума хушрĕ. Эпĕ çăвăнтăм. Атте хăйĕн кĕпе аркипе шăлчĕ. Иван пичче лашине шăварса тăрать. Атте ăна манăн пуçри сурана кăтартрĕ.
— Уй, тискер кайăк-çке Шĕшлĕ! Аçа çапасшĕ, пуç тирне татсах пăрахнă! Суда памалла ăна ачана суран тунăшăн.
— Сучĕ те ун майлах пулать. Çăхан куçне çăхан шăтармасть теççĕ, — терĕ атте.
— Мана Шĕшлĕ хăй те çăхан пек туйăнать. Епле пăхкалать вăл, çăткăн! — Иван пичче çапла каласа Шĕшлĕ пÿрчĕ еннелле сиввĕн пăхрĕ.
— Çăткăнни паллах. Ахаль мар вĕсен йăхĕ-тĕпне Шĕшлĕ тенĕ. Шĕшлĕ пулă пулăсене çиет, Шĕшлĕ Якурĕ пире, чухăнсене, ĕмсе пурăнать, — терĕ атте.
Çапла калаçса илнĕ хыççăн эпир майĕпе килелле утрăмăр. Манăн чĕркуççи паçăрхи пекех ыратать. Пăхатăп та, вăл кăн-кăвак, Шыçса кайнă. Иван пичче мана, эпĕ уксахласа утнине кура, лаша çине утлантарчĕ. Эпир часах хурăнлă çул çине тухрăмăр. Ĕнтĕ çуртри пусси çулĕпе кăшт хăпарсан киле те çитетпĕр.
Хĕвел кăнтăрларан каç еннелле сулăннă. Çанталăк паçăрхи пекех хăй илемĕпе çиçет. Ăшă, тÿлек. Тăвăллă çумăр хыççăн çанталăк шăпланса каннă пек туйăнать.
Эпир киле çитсенех пÿртрен пире хирĕç анне тухрĕ.
— Мĕн пулнă вара? Мĕншĕн чĕннĕ арман хуçи? — хăвăрт ыйтрĕ анне.
Атте эпĕ ăçта кайнине, арман хуçи мана хăйĕн çаранĕ çинче тытнине каласа пачĕ.
— Ачи ухмах пулĕ вăл, — терĕ атте. Ман çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ те пÿрте кĕрсе кайрĕ.
Анне ман пуçа тытса пăхрĕ, ах тур тесе пăшăлтатса илчĕ, хурланса кайрĕ.
— Хăвна ху асап шыраса çÿретĕн, эх, мăнтарăн айванĕ. Мĕншĕн мана каламасăрах кайрăн эсĕ асамат кĕперĕ патне?
— Хăвăртрах арçын ача пулас тесе, — терĕм эпĕ шăппăн.
— Пуçунтан ав юн шывĕ сăрхăнать. Чĕркуççийÿ — пăхма хăрушă, уксах пулса юлăн акă… Кĕпÿ пылчăк ăшнех кĕрсе кайнă, ах тур, терт!
Анне çапла каланă хыççăн кĕлете кĕчĕ. Унтан вăл кукамай мана валли тĕрлесе çĕленĕ пир кĕпене илсе тухрĕ.
— Атя мунча кайса кĕртем, — терĕ анне. — Çемук амăшĕ мунча хутнă, халĕ хĕрарăмсем çăвăнаççĕ.
Çемуксен мунчи пахча хыçĕнчи çырмара чалăшса ларакан йăмра айĕнче лăпчăнса ларать. Карта çинче шурă кĕпе-йĕм курăнать. Мунчара милĕкпе çатлаттарса çапăнни, ача çухăрса йĕни илтĕнет.
— Плаки, — терĕ анне, — ман ачана мунча кĕртсе яр-ха, хăрушла пылчăкланса кайнă, сысна çури пекех!
— Юрĕ, юрĕ, — илтĕнчĕ мунчаран сасă.
Анне ман пылчăк тивнĕ хулăн пир кĕпе-йĕме хывса илсе мана мунчана кĕртсе ячĕ. Вĕри сывлăш ман суранлă пуçа пĕçертсе ыраттарчĕ. Эпĕ урайне лăпчăнса лартăм. Плаки аппа валашка çинче пуçне çăвать. Çурĕ-çурĕ те çÿçне пăрчĕ. Пиçĕк куçне хĕскелесе ман çине пăхса илчĕ те валашка çине пĕкĕрĕлтерсе ман пуçа çума тытăнчĕ. Суран чĕпĕтсе ыратма пуçларĕ. Эпĕ кĕçех кăшкăрса яраттăм. Плаки аппа ман пуçа сăтăркаласа, хыçкаласа çунине аран-аран тÿссе ирттертĕм. Пуçа çунă хыççăн Плаки аппа мана сентре çине улăхтарса ячĕ, ун çине шыв чашлаттарчĕ, вĕри милĕкпе çатлаттара пуçларĕ. Хăй çапла такмаклать:
Çат-çат-çат!
Вăт çапла!
Шăрки çурăлтăр,
Пыйти вилтĕр,
Пăрçи сиктĕр,
Ачи ÿстĕр!
Чипер пултăр.
Вăт çапла! Вăт çапла!
Эпĕ сентре çинчен ансан Плаки аппа каткаран алтăрпа шыв ăсрĕ те пуç тăрăх ячĕ. Мунчаран тухсан эпĕ çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм, уçă сывлăша тухнипе киленсе çырма тăрăх килелле утрăм.
Мунчаран таврăнсан эпĕ аннерен çимелли ыйтрăм. Анне мана пĕр татăк çăкăр касса пачĕ. Çăкăра суханпа çиес тесе эпĕ пахчана тухрăм. Пиччепе аппа картаран хÿме хыçне тислĕк йăтаççĕ, таптаса купа тăваççĕ. Мана курсан пичче ман пата кулкаласа пычĕ, шурă кĕпе çаннипе ăшăрханă пит-куçне шăлкаласа илнĕ хыççăн тăрăхласа ыйтрĕ:
— Мĕн ятлă пултăн-ха? Çемук-и, Михаля-и е Петĕр-и?
— Хам ятлах эпĕ, мĕн эсĕ мана мăшкăллатăн? — терĕм эпĕ кăмăлсăрланса.
Пиччен мана йĕкĕлтес кăмăл татах пур. Вăл куçне чеен хĕскелесе илчĕ те калать:
— Карттус илсе парас пулĕ ĕнтĕ сана е Кукаçин кивĕ кĕççе шлепкине тăхăнса çÿретĕн-ши? Ку кĕпене эсĕ хачă ил те кас, арçын кĕпи пек кĕске пултăр… Мăнкун чух вара сана хура шăлавар çĕлетсе парăпăр…
Пичче каланипе эпĕ калама çук тарăхатăп. Çăкăрпа сухан çиес килни те таçта кĕрсе кайрĕ.
Аппа тимĕр сенĕкпе Улăмлă тислĕке йăтса тухрĕ, купа çине çапăнтарса хучĕ те пирĕн пата пычĕ.
— Хулăпа ăшалантармалла сана, — терĕ вăл мана.
— Пирĕнсĕр пуçнех ăна, мĕскĕне, хытă тивертнĕ, — терĕ пичче.
— Тивертмелле çав… Ĕнтĕ пирĕнтен сирĕн хĕр ача арçын ача пуласшăн çÿренĕ тесе пурте кулаççĕ. Урама, вăйă пухăннă çĕре тухма намăс, — ÿпкелешрĕ аппа хитре куçне шывлантарса.
— Çитĕ, Альтик. Айван халĕ вăл, çапах та хăюллă, уншăн пит килĕштеретĕп.
Пичче ман хута кĕнĕшĕн эпĕ хам ăшăмра питĕ кăмăллă пултăм, тимĕр кĕреçе тытса тислĕке хырса пĕр çĕре купалама тытăнтăм.
Эпир чылай вăхăт ĕçлерĕмĕр. Кĕтÿ кĕртсен тин ĕçе пăрахрăмăр. Пичче ĕçе туса пăрахнăшăн савăннипе шăхăркаласа урама тухрĕ.
Лаçра каçхи апат çисе ларнă чух пирĕн пата старостăпа Шĕшлĕ килсе кĕчĕç. Атте вĕсене курсанах шап-шурă пулса кайрĕ, çиме пăрахрĕ.
— Ну, Мĕтри, кÿр кунта пĕр сурăхна. Егор Лариваныча пуссине таптаттарнăшăн, çаранĕ çинче лашана курăк çитернĕшĕн сиплес пулать вĕт, — терĕ староста Куçук Петĕрĕ. Вăл мана питĕ кăмăла каймарĕ: лапка питлĕ, сăхă куçлă çын, сăмси шĕвĕр, çÿхе тутипе кулкаласа калаçать. Хăй хура пиншак, шăлавар тăхăннă, уринче атă.
— Манăн сурăх хамăн та иккех, виççĕччĕ, пĕри вилчĕ, сурăх пама пултараймастăп.
— Пултаратăн! — терĕ староста хыттăн. — Пултарас пулать!
— Суда паратăп, вунă хут ытла шăйăрса илетĕп, — терĕ Шĕшлĕ.
— Илетĕн, суда пар луччă, Егор Лариванч, — терĕ староста тутине сарса.
Аттен аллисем чĕтреме пуçларĕç. Вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те анне çине пăхса илчĕ.
— Мĕн тăвас? — ыйтрĕ атте.
Анне нимĕн те калаймарĕ, йĕрсе ячĕ.
— Ну, мĕнле? Сурăх паратăр-и, е суда патăр-и Егор Лариванч?
— Илсе кайăр эппин, — çилĕпе аллине сĕлтрĕ атте. Хăй сĕтел умĕнчи каска пуканĕ çине ларчĕ те аллисене лăш усрĕ. Пичче çиме пăрахса сиввĕн пăхкалать. Старостăпа Шĕшлĕ карта патнелле утрĕç. Аппа, эпĕ сĕтел хушшинчен тухса картаналла чупрăмăр. Эпĕ шурă сурăха мăйĕнчен ярса илтĕм, аппа — хÿринчен. Шĕшлĕпе староста картана кĕрсенех пăхкаласа тăчĕç. Эпир сурăхсене тытса тăнине курсан староста кулчĕ.
— Пур пĕр çăлса хăвараймастăр, Егор Лариванч, суйла.
Шĕшлĕ ман пата пычĕ те мана пĕррех тĕртсе ячĕ. Эпĕ ывтăнса кайрăм. Шуйланнă сурăх карта кĕтессине кайса тăнă та Шĕшлĕне пăхса урине тăн тапса илет. Шĕшлĕ сурăха кĕтесе хупăрласа тытрĕ, кĕсйинчен кантра кăларса сурăхăнне малти икĕ урине çыхрĕ. Староста сурăха Шĕшлĕ çурăмĕ çине хучĕ. Мекеке! макăрчĕ сурăх. Эпĕ каç тĕттĕмĕнче сурăх ман çине хурлăхлă пăхнине курса юлтăм. Шĕшлĕпе староста хыççăн урама тухрăм. Уй хапхи патĕнче тăрантас кÿлнĕ пысăк лаша тăрать. Шĕшлĕ сурăха тăрантас çине хучĕ те хăй улăхса ларчĕ. Староста Шĕшлĕ аялти урамалла шăлтăртаттарса анса кайнине пăхса юлчĕ, вара уй хапхинчен тухса ял çумĕпе каякан çулпа Шĕшлĕ арманĕ еннелле уттарчĕ. Эпĕ питĕ хуйхăрса киле кĕтĕм.
— Акă мĕн хака ÿкрĕ вăл эсĕ арçын ача пулас тесе аташса çÿрени, — ÿпкелешсе каларĕ анне шăналăка уçса ахлата-ахлата вырăн çине выртнă май.
— Пусса çиет ĕнтĕ Шĕшлĕ пирĕн сурăха, — терĕ аппа.
— Пусать çав, — вăраххăн сывласа каларĕ анне. — Ах, сурăхĕ пит аванччĕ, çăмĕ çемçе, шап-шурăччĕ.
Аппа хăй вырăнĕ çине алкумне кĕрсе выртрĕ. Эпĕ те аннепе юнашар выртрăм. Çав каç ĕретлĕ çывăраймарăм: пуç çинчи суран, чĕркуççи ыратнипе, арçын ача пулайманшăн тата сурăхшăн хуйхăрса эпĕ час-часах ыйхăран вăрана-вăрана тăрса лартăм. Анне çĕр каçа сурăхпа аташрĕ, ахлатса сывларĕ.
Тепĕр кун эпĕ урама тухсанах ман пата Анук чупса пычĕ. Эпир иксĕмĕр те пирĕн пÿрт кĕтессине шăт хĕсĕнсе лартăмăр. Эпĕ Анука асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайсан терт курнине каласа патăм.
— Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма çук, вăл пĕрмай малалла шăвать, — терĕм эпĕ юлашкинчен.
— Апла пĕтрĕ арçын ача пуласси, — терĕ Анук вăраххăн сывласа.
— Пĕтрĕ, — терĕм эпĕ те Анук пекех ассăн сывласа. Унтан ĕнер терт курнине аса илсе пите хупласа йĕрсе ятăм. Мана курчĕ те Анук та ĕсĕкле пуçларĕ.
Пĕтнĕ ĕмĕтсемшĕн хуйхăрса ларнă чухне пирĕн пата аппа пычĕ. Хăй икĕ тимĕр кĕреçе йăтнă.
— Атя Энĕш хĕрринчи пахчана купăста йăранĕ хушшинчи çум курăксене касма, — терĕ вăл.
Эпĕ аппапа пĕрле ĕçе кайрăм. Анук килне кĕчĕ.
Пусăра
Тупмалли
Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни
Çак çул та анне мана утă вăхăтĕнче те, ыраш вырнă чухне те яланах Иван пичче патне хăваратчĕ. Иван пичче те манпа пĕрле ларнипе вăхăт иртни сисĕнмест тетчĕ.
Ыраш вырса пĕтерсе çуртри вырма тытăнсан пĕр каçхине пурте лаçра яшка çисе ларнă чух атте аннерен çапла ыйтрĕ:
— Амăшĕ, Мархва миçере пирĕн?
— Çимен кун эрне тенĕ чух çиччĕ тултарса саккăра пусать, — терĕ анне.
— Ыран урпа тăпăлтарма илсе каяс ăна, — терĕ атте ман çине пăхса илсе, — тырă тăпăлтарасси вырассиех мар, хăнăхтăр пĕчĕккĕн пусăри ĕçе тума… Вунă кĕлте тăпăлтарсан та усси пулĕ.
Ыран тырă патне каятăп тесе эпĕ хатĕрленме тытăнтăм: юр кайса çĕр типнĕренпе те сырман тăла-çăпатана пусма айĕнчен шыраса тупса картлашка çине хутăм, кашта çинчен илсе кивĕ кĕпе тăхăнтăм — эпĕ ĕç патне тухма хатĕр. Хам хавасланнă. Ыран ир тăмалла тесе çывăрма часах выртрăм.
Тепĕр кун мана анне хĕвел тухиччен вăратрĕ.
— Тăр, тăр хăвăртрах, сыр уруна, сурăхсене кĕтĕве хăваласа яр, вара ана çине каятпăр. Эпĕ апат пĕçерем-ха.
Манăн вырăн çинчен тăрас килмест. Куç уçăлмасть. Кăшт та пулин çывăрасчĕ тетĕп. Хама хам ирĕксĕрлесе вырăн çинчен тăтăм, ура сырма тытăнтăм. Атте, пичче тата аппа шурăмпуç палăрнă вăхăтрах кайнă-мĕн. Эпĕ сурăхсене кĕтĕве хăваласа ятăм. Анне пăрçа нимĕрĕ пĕçерсе чĕрес çине антарнă. Пĕр аллине чĕрес, тепĕр аллине шыв витри илчĕ те, ĕçе тухса кайрăмăр.
Эпир иртсе кайнă чух Иван пичче лашине пирĕн карта çумне кăкарса тăрать. Пире курчĕ те вăл кулкаласа каларĕ:
— Пĕчĕк хĕре тырă вырма илсе кайрăн пулĕ-çке ĕнтĕ, Праски?
— Илсе кайрăм, урпа тăпăлтаратпăр.
Старик пит-куçне хурланнă пек турĕ, ĕнсине кĕске пÿрнисемпе кăтăртаттарса илчĕ те каларĕ:
— Ăçтан сиксе тухрĕ ку урпа тăпăлтарасси, эх, аçа çапасшĕ! Манăн пĕчченех ларас-и ĕнтĕ кунĕ-кунĕпех?
— Ан кичемлен, Иван пичче. Эпĕ ĕçрен килсен сан пата кĕрсе тухăп, пĕрле ларăпăр, — терĕм эпĕ.
— Куршанкă çыпăçрĕ пулĕ сан çума. Ĕç вăхăтĕнче текех пĕрле лараймастпăр пулĕ. Аван ĕçле, хастарлă пул. — Иван пичче çапла каларĕ те сарайне Çăпатине шаккама кĕрсе кайрĕ.
— Анне, Иван пичче мĕншĕн мана куршанкă çыпăçнă пулĕ тет? Ăçта çыпăçнă куршанкă? — терĕм эпĕ хамăн кĕпе аркине, урасене пăхкаласа.
— Ах, айван, — терĕ анне, — ĕçе тытăннине Куршанкă çыпăçнă теççĕ вĕт ăна.
Хĕвел тухрĕ. Атăл леш енчи хырлăх тĕлĕнче вăл, пысăкскер, йăмăх хĕрлĕ çутă сарса çÿлелле хăпара пуçларĕ. Пĕлĕт кăн-кăвак, тăп-тăрă. Ирхи сулхăнпа утма аван. Кăшт çеç туйăнакан çил пит-куçа уççăн сĕртĕнет. Пусăра тĕл-тĕл шурă кĕпеллĕ çынсем курăнаççĕ. Часах эпир çултан пăрăнса сукмакпа кайрăмăр та хамăр ана тĕлне çитрĕмĕр. Кукленсе кайнă кĕске урпана атте, пичче, аппа пĕр енчен вырса пыраççĕ, ана тепĕр хĕрринчи урпа çурла хушшине хĕсĕнмелĕх çук: пучахĕ виç-тăват пĕрчĕллĕ, хăмăлĕ пĕр шит пек пур. Ирхи апат çисен анне мана урпана мĕнле тăпăлтармаллине кăтартрĕ.
— Тырра кăкланă чух пучахсенчен ан тыт, пĕрчисем тăкăнаççĕ, хăмăлне çĕр çумĕнчен тытса тăпăлтар, — терĕ.
Анне хăй каланă пек туса кăтартрĕ. Урпана çĕр çумĕнчен пĕр ывăç тăпăлтарса илсен тымар çумĕнчи тăприне çăпати çумне шаккарĕ, шурă тусан пăр! вĕçрĕ. Эпĕ те анне кăтартнă пек тума тытăнтăм. Ывăçа тултарса çитерсен эпĕ урпана ыраш улăмĕнчен тунă кĕлте çыххи çине хуратăп. Кĕлти тулсан анне çыххине пăвăнтарса кĕлте çыхать.
Хĕвел çÿле хăпарчĕ. Халĕ вăл пĕчĕккĕ, çап-çутă йăлтăртатать. Хĕвел чĕпĕтсе пĕçертнĕ пек туйăнать. Пĕшкĕнсе ĕçленĕ чух ытла пăчă. Хутран-ситрен хĕвел тухăçĕнчен çил килкелет. Эпĕ пуçа çĕклесе пит-куçа çиле хирĕç тытатăп. Пĕр самантлăха мана уçă, ырă, анчах çил чарăнсан татах шăрăх, пăчă; шăрчăк сасси хăлхана йăлăх тарать. Манăн киле каяс килчĕ. Иван пичче патне хурал сарайне кĕрсе ларасчĕ те пушăт татăкĕсенчен тунă сурăхсемпе, качакасемпе вылясчĕ…
Кăнтăрлахи апатра çăкăрпа хăяр çинĕ хыççăн канма выртрĕç. Эпир аннепе иксĕмĕр сурат сулхăнне вырнаçрăмăр. Эпĕ часах çывăрса кайнă. Атте сассипе вăрантăм.
— Тăр, ачам, нумай çывăрсан ĕç пулмасть, — терĕ атте.
Эпĕ тăрса хам каçалăк патне пытăм. Каçчен пĕр канмасăр кĕске хăрăк урпана тăпăлтартăм, пĕрмай тусан пăрлаттарнипе хам та тусан ăшнех кĕрсе кайрăм: тăла-çăпата, кĕпе арки, çаннисем пĕтĕмпе тусан çеç. Çак кунтан эпĕ хамăр кил-йышпа пĕрле куллен ĕçе тухнă. Манăн тырă вырма питĕ вĕренес килетчĕ. Анне вырнине пăхаттăм. Вăл çурлипе тырра хăвăрт, çивĕччĕн кăчăрт-кăчăрт тутарса касатчĕ. Эпĕ анне пек вырма тăрăшаттăм, анчах ман ĕç аннен пек пулаймасть: çурлапа кастарас вырăнне тырă хăмăлĕ тăпăлатчĕ, ывăç тансăр-тĕнсĕр пулатчĕ. Виçĕ-тăватă кунтан эпĕ ĕç майне ÿкрĕм: хăмăл та тăпăлмасть, аванах касăлать, ывăç та, кĕлте те тикĕс пулать. Аппапа шай кĕлте тултарас тесе хăвăрт выратăп. Вăл икĕ кĕлте тултарнă çĕре манăн пĕр кĕлте пулатчĕ.
— Таса вырма вĕрен, пĕр пучахне те ан хăвар, йăр-яр выртакан улăм пĕрчисене пурне те кĕлте çине илсе хур, — тетчĕ анне. Эпĕ анне каланă пек тăваттăм. Выраттăм-выраттăм та хам тавра çаврăнкаласа пăхаттăм: пучах е улăм пĕрчи выртса юлман-и тесе шыраттăм.
Хамăрăн урпана вырса, çумласа пĕтерсен аннепе аппа тата эпĕ Шĕшлĕнне тулă вырма тара кĕрĕшрĕмĕр. Аннепе аппана вăл кунне 15 пус пама пулчĕ, мана — 3 пус.
Шĕшлĕ туллине эпир темиçе кун хушши выртăмăр. Вăл кукăр мăйлă илемлĕ ăйăрĕ çине утланса хăйĕн тулă пуссине пыра-пыра каятчĕ, вырнă суратсене шута илетчĕ пулмалла. Пирĕнпе пĕрле унăн туллине ытти çынсем те выратчĕç. Хăшĕ вĕсем Шĕшлĕрен кивçен çăнăх илнĕ, хăшĕ — вăрлăхлăх тырă, хăшĕ — укçа. Ĕçленĕ хушăрах çав çынсем Шĕшлĕне çисе калаçатчĕç, кураймастчĕç ăна.
— Кивçен илнине паратăн, ытлашшипех парса тататăн-ха, çийĕнчен ĕçлесе памалла тата. Вăт, шуйттан, хăй çĕрме пуян, тыррине шутсăр йÿнĕ хакпа е ахалех выртарасшăн, — тарăхса калать саплăклă кĕпе тăхăннă, пысăк кивĕ çăпата сырнă хĕрарăм.
— Ку çеç-и-ха Шĕшлĕн тырри? Кашни пусăра пекех алă-утмăл çурпилĕк тара илни пур, — сăмах хушать тепĕр хĕрарăмĕ.
Вăраххăн сывласа илсе, пуçне çĕклемесĕр калать виççĕмĕшĕ:
— Çитмен пурнăç пĕтерет… Мăнтарăн çыннисем, хăйсем акса илес анана пуяна параççĕ… Пуян пурлăх хушать, чухăн выçă пурăнса ирттерет.
Пĕр кунхине каçалапа эпир хамăра уйăрса панă тулă лаптăкне вырса пĕтертĕмĕр. Эпĕ питĕ савăнтăм. Шăрăхра кунĕпе тырă вырнă хыççăн каçхи сулхăнпа килелле утма питĕ ырă-çке. Ана пуçĕпе виçсĕмĕр те хуллен утса пыратпăр. Икĕ хĕрарăм ана пуçĕнче хыттăн калаçса тăраççĕ. Иккĕшĕн те анисем ансăр. Пĕр анине пĕр-икĕ тĕм вырнă, теприне тин пуçланă.
— Ара, Спанюк, эсĕ манăн ана çине йăран мăкри урлă каçса пĕр çăпата пусăм ытла кĕрсе вырнă-çке, пăх-ха авантарах, — тет пĕр хĕрарăмĕ.
— Манăн ана сарлакăшĕ пĕр утăм тулмасть. Санăн та, Васса, манăн та хăрах йăран, манăн санăннинчен ансăртарах пек, — тет Спанюк анине утăмлакаласа илсе.
— Ан хапсăн çын тыррине, — терĕ те Васса çурлипе Спанюка хăмсарчĕ.
— Эсĕ ху ан хапсăн! — каялла чакмасăр кăшкăрчĕ Спанюк, хăй çурлипе вăл Васса çурлине çапса ывăтса ячĕ. Васса Спанюка пуçĕнчен ярса илчĕ, тутрине çăлса антарчĕ… икĕ хĕрарăм пĕр-пĕрне çÿçрен туртса çыхланса ÿкрĕç. Çăри-çари çухрашаççĕ. Тепĕр самантран иккĕшĕн те пичĕ-куçĕ чĕп-чĕрĕ юн пулчĕ.
— Ара, куçăрсене чавса илетĕр вĕт! Васса, Спанюк, чарăнăр! — тет анне çапăçакансене уйăрма пикенсе кăлăк чăххи пек кускаласа. Лешсем çаплах пĕр-пĕрне çÿçрен çăлаççĕ, питрен, алăран чăрмалаççĕ.
Инçех мар Якур ятлă çын лашине çавăтса пыратчĕ. Вăл, хыткан та пĕчĕк шăм-шаклăскер, пирĕн пата çăмăллăн чупса пычĕ.
— Мĕн пулнă сире? Мĕншĕн çапăçатăр? — ыйтрĕ вăл.
Якура курсан хĕрарăмсем уйрăлчĕç. Васса саланнă çÿçне пуçтаркаласа тутрине çыхрĕ, Спанюк кĕпе çаннипе юнлă тутине типĕтсе хăй ани çине кайса тăчĕ.
— Анана кĕрсе вырнă тесе тавлашса кайрĕç те ав, ырă-и вăл тавлашни, çапăçса та илчĕç, — терĕ анне.
— Кам хăшĕнне кĕрсе вырнă? — ыйтрĕ Якур.
— Манăнне кĕрсе вырнă, — куççулĕпе каларĕ Спанюк.
Васса Спанюк çине сиввĕн пăхса хирĕçлерĕ:
— Çук, вăл хăй, хапсăнчăк, манăн тырра вырса илесшĕн.
— Ан тавлашăр! Халех пĕлетпĕр камăн ани ансăррине е сарлакине. Манăн тилхепе пур, виçетпĕр.
Çапла каласа Якур лаши патне чупса кайрĕ те тилхепе илсе килчĕ, виçме тытăнчĕ.
— Иксĕрĕн те анусем хăрах йăрана лармаççĕ. Кам ани-ха сирĕнпе юнашар урпа вырса илнĕ çурпилĕк? — терĕ Якур.
Спанюк чăрмаласа пĕтернĕ пичĕпе Якур еннелле çаврăнса каларĕ:
— Кирукăн пулнă та, вăл Шĕшлĕ тара панă.
Якур Кирук анине виçме тытăнчĕ.
— Шĕшлĕ анана сарма пĕлет. Унăн çурпилĕкĕ икĕ утăм ытлашши, — терĕ Якур тилхепине ункăласа пуçтарса.
— Вăт шуйттан! Хапсăнчăк! Хăй суха пуçĕ тытса курмасть, çын ани çине кĕрет, — терĕ Васса питĕ тарăхнипе тутине шăлĕпе çыртса.
— Эпĕ пĕр çулхине Шĕшлĕн тара илнĕ анисене вунă çурпилĕк акса, сухаласа патăм, — Васса çине пăхса калама тытăнчĕ Якур. — Шĕшлĕ тара илнĕ анана кашнине виçет, ана тулмасть тесе юнашар ют ана çине кĕрсе патак лартать. Акă çак таран пулмалла манăн ана, йăранĕ çакăнта пултăр тет.
— Шĕшлĕ хушнипе ют ана çине кĕтĕн-и вара эсĕ? — ыйтрĕ анне.
— Пĕр шит те кĕмерĕм. Тепĕр икĕ кунтан Шĕшлĕ анисене пăхса тухнă та тарçипе иккĕшĕ анасене виçсе çĕнĕрен йăрансем чĕрсе çÿренĕ. Мана ĕçлесе панăшăн пĕр пус та тÿлемерĕ.
Çапла калаçса тăнă вăхăтра Шĕшлĕ лашапа сиктерсе килнине курах кайрăмăр. Вăл часах пирĕн пата çитрĕ те:
— Эсир мĕн ют анана виçетĕр? — терĕ Якур çинелле лашине таптаттарасла тытса.
Якур хăвăрт пăрăнчĕ, шурса кайрĕ.
— Виçсе пăхрăмăр, — терĕ Якур ним пулман пек.
Шĕшлĕ Якур çине куçне чарса пăхрĕ.
— Мĕншĕн? — ыйтрĕ вăл тутине йĕрĕнчĕклĕн пăрса.
— Мĕншĕн пирĕн анасене хĕснĕ эсĕ?! — харăсах кăшкăрса ячĕç Спанюкпа Васса.
— Кирлĕ мара ан лапăртатăр! — терĕ Шĕшлĕ Якура саламачĕпе хăмсарса.
Хĕрарăмсем Шĕшлĕпе ятлаçса çухăратса илчĕç.
— Çăхан! Тăрăнман пыр! — терĕ тахăшĕ. Шĕшлĕ çаврăнса та пăхмарĕ. Хĕрарăмсем Шĕшлĕ çине тарăхса, ăна ятласа пирĕнпе пĕрле килелле утрĕç.
Пĕр ана пÿ ытларах çеç утрăмăр пулĕ, Шĕшлĕ лашине тапăртаттарса çитрĕ.
— Мĕн терĕр эсир мана? Кам каларĕ çăхан, тăрăнман пыр тесе?! — терĕ Шĕшлĕ пирĕн çинелле тискеррĕн пăхса. — Анана ытлашши касса илнĕ тесе суда парăр! Сирĕншĕн суд манăн ята варалас çук!
— Санăн судьяна тултармалли темĕн те пур вĕт! — терĕ Спанюк тарăхса. — Пуян чухăн айне кĕрет-и?
Шĕшлĕ мăн кăмăллăн тутине йĕрсе хирĕç тавăрчĕ:
— Çапла çав! Чухласа илтĕр-и хăвăрах пуян çын хисепне? — терĕ те лашине ялалла сиктерчĕ.
— Шĕшлĕ ĕмĕтсĕрлĕхне пулах эсир те, Спанюкпа Васса, вăрçа кĕрсе кайрăр, — терĕ анне.
— Ан та кала, Праççи аппа, — терĕ Спанюк ÿкĕнчĕклĕн. — Шĕшлĕ муталаман пулсан эпир Вассана нихçан та урлă-пирлĕ пулас çукчĕ.
Эпир урăх сукмак çине пăрăнтăмăр, Спанюкпа Васса иккĕш шăкăлтатса тÿрĕ сукмакпа анса кайрĕç.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
[…] Пролог Эпĕ хама астума пуçлани Инкексем Иванюк лавккинче Кĕслеçĕ Манăн Юлташсем Касак Ваççи Тулли Иванĕ Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни Пусăра Куç Пăсăлни Манехва Хĕллехи Каçсенче Çуркунне Çимĕк каçĕ Улăхра Чиркÿ тума пуçлани Кайăк хыççăн Мăкаçей Çунни Аттене Тытса Хупни Кантуртисем Килни Кукаçи пылĕ Наçтиç каласа пани Сывă пулăр! Çĕнĕ тус Катя Лашана сутни Эпĕ шкула кайни Пĕтрĕ шкула çÿресси Пĕчĕк учительница Ĕмĕр манми хуйхă Шкула çÿреме пуçлани Çĕнĕ пуп Шкула Иван Яковлевич килсе кайни Çĕнĕрен килнĕ ача Вутă йăтни Типĕ мунча Экзамен Пичче инкекĕ Юлташсенчен уйрăлса юлни Чĕмпĕре тухса кайни […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Эпĕ хама астума пуçлани Инкексем Иванюк лавккинче Кĕслеçĕ Манăн Юлташсем […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Пролог Эпĕ хама астума пуçлани Инкексем Иванюк лавккинче Кĕслеçĕ Манăн Юлташсем Касак Ваççи Шулли Иванĕ Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни Пусăра Куç Пăсăлни Манехва Хĕллехи Каçсенче Çуркунне Çимĕк каçĕ Улăхра Чиркÿ тума пуçлани Кайăк хыççăн Мăкаçей Çунни Аттене Тытса Хупни Кантуртисем Килни Кукаçи пылĕ Наçтиç каласа пани Сывă пулăр! Çĕнĕ тус Катя Лашана сутни Эпĕ шкула кайни Пĕтрĕ шкула çÿресси Пĕчĕк учительница Ĕмĕр манми хуйхă Шкула çÿреме пуçлани Çĕнĕ пуп Шкула Иван Яковлевич килсе кайни Çĕнĕрен килнĕ ача Вутă йăтни Типĕ мунча Экзамен Пичче инкекĕ Юлташсенчен уйрăлса юлни Чĕмпĕре тухса кайни […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Пролог Эпĕ хама астума пуçлани Инкексем Иванюк лавккинче Кĕслеçĕ Манăн Юлташсем Касак Ваççи Шулли Иванĕ Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни Пусăра Куç Пăсăлни Манехва Хĕллехи Каçсенче Çуркунне Çимĕк каçĕ Улăхра Чиркÿ тума пуçлани Кайăк хыççăн Мăкаçей Çунни Аттене Тытса Хупни Кантуртисем Килни Кукаçи пылĕ Наçтиç каласа пани Сывă пулăр! Çĕнĕ тус Катя Лашана сутни Эпĕ шкула кайни Пĕтрĕ шкула çÿресси Пĕчĕк учительница Ĕмĕр манми хуйхă Шкула çÿреме пуçлани Çĕнĕ пуп Шкула Иван Яковлевич килсе кайни Çĕнĕрен килнĕ ача Вутă йăтни Типĕ мунча Экзамен Пичче инкекĕ Юлташсенчен уйрăлса юлни Чĕмпĕре тухса кайни […]
КилĕштересКилĕштерес