Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 2


 

Куç Пăсăлни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Ыран пăрçа çăлас тенĕ чух манăн халиччен хĕрелсе çÿрекен куç ытла та пăсăлса кайрĕ: хĕп-хĕрлĕ, пĕçерсе тăрать, хăрах куçăм тÿсме çук ыратать. Манăн куç пÿрленсе çÿреме пуçлани чылай пулать.
Плаки аппа мунча кĕртнĕренпе пĕр-икĕ эрнеренех куç ирсенче, хăйăр кĕнĕ пек, пăхма кансĕр пула пуçларĕ. Ыйхăран вăрансан куçа йăваласа хăшкăлаттăм.

Манăн та ыттисемпе пăрçа çăлма каяс килетчĕ, анне мана киле хăварчĕ. Эпĕ куç йăмăхнине тÿсеймесĕр кунĕпе пекех шăналăк ăшĕнче пуçа çытар çине чиксе выртаттăм. Каçхине анне пусăран килсен мана пÿрте вырттарчĕ. Аттепе анне калаçнине илтетĕп:

— Ача куçĕ ытла пăсăлса кайнă, суккăр пулса ан юлтăр, — терĕ анне.

— Укаххана кайса кала, эмеллесе пăхтăр, терĕ атте.

Чылай выртсан пÿрте такам кĕчĕ, кăх-хăм! тесе ÿсĕрни илтĕнчĕ. Эпĕ Укахха карчăк килнине пĕлтĕм.

— Тем пулчĕ ача куçне? —илтĕнчĕ анне сасси. — Малтан пÿрленсе çÿрерĕ, каярахпа хĕреле пуçларĕ, халĕ ĕнтĕ ача куçне те уçаймасть.

Карчăк манăн куçа сивĕ пÿрнисемпе уçкаласа пăхрĕ.

— Вилĕ тытнă, юн тымарĕсем аялалла, куç хупаххи çине анаççĕ. Тĕттĕм пулсан вилĕсене асăнса пир касса хурăпăр, — терĕ карчăк.

— Юрĕ, — килĕшрĕ анне.

Аннепе Укахха тухса кайрĕç. Пÿрт шăпланса юлчĕ. Шăна çеç мĕскĕннĕн нăйлатса кантăка çапăна-çапăна илет. Мана питĕ кичем. Манăн Анук патне тата Иван пичче патне чупса кайса килесчĕ.

Эпĕ суккăр пуласран питĕ хăратăп. Куç курмасан эпĕ атте-аннене те, пиччепе аппана та, Иван пиччене те кураймастăп-çке-ха. Атăл еннелле те пăхаймастăп. Мĕнле пулĕ-ши вара? Чечеке те кураймастăп. Хĕвел çутине, çăлтăрсене, симĕс йывăçсене курас çук. Пуринчен ытла суккăр пулсан вилесрен хăраттăм. Эпĕ астăвасса пирĕн кÿршĕре икĕ старик, виçĕ карчăк вилчĕç, пурте вĕсем суккăрччĕ. Эпĕ кашни çын виличчен суккăр пулать, суккăрланни вилессине пĕлтерет тесе шухăшланă. Суккăр пулса вилесрен хăраса эпĕ пĕччен чух питĕ хурланса йĕрĕттĕм.

Каçхи апат çисен Укахха килчĕ. Манăн пуç вĕçне пырса ларса темĕн ĕçлерĕ. Хăй пĕрмай манăн ята асăнса пăшăлтатрĕ, ахлата-ахлата илчĕ. Чылай пăшăлтатса ларнă хыççăн карчăк аннене чĕнчĕ, вĕсем таçта тухса кайрĕç.

Икĕ-виçĕ кун иртрĕ. Куç çаплах сывалаймасть. Пĕр каçхине анне татах Укаххана илсе килчĕ.

— Сывалмасть вĕт ача куçĕ. Пăх-ха, епле хĕрлĕ, уçса та пăхаймасть. Вилĕсене пурне те асăнтăмăр, парнине патăмăр, имлĕхĕ-сиплĕхĕ пулаймарĕ-çке, — терĕ анне питĕ кулянса.

Карчăк сасси илтĕнчĕ:

— Куç ÿкнĕ-и тен… Куç ÿкме ачи чиперех мар… Усал, хаяр куç чипер çынна çеç ÿкет.

— Тем каламалла ĕнтĕ, тем тумалла, — тет анне.

— Акă аса илтĕм ĕнтĕ, — терĕ карчăк хаваслăн. — Шĕшлĕ Мархвана хĕненĕ тетĕр вĕт-ха?

— Хĕненĕ, утă умĕн хĕненĕ.

— Шĕшлĕ хĕненĕ чух Мархвана ăншăрт ÿкнĕ, Шĕшлĕ ăншăрчĕ питĕ усал, — терĕ карчăк ĕнентерÿллĕн.

— Чăн та çапла пулнă-и тен, — килĕшрĕ анне.

Кăшт тăрсан Укахха ăншăрт ÿкнине кăларма тытăнчĕ пулас. Кăмака умĕнче темĕн çатăртатса çунни илтĕнчĕ те, сăмсана ĕнĕк шăрши пырса кĕчĕ. Каярах урăх шăршă киле пуçларĕ, кăмпа шăрши.

— Куç тухтăр, куç тухтăр. Ыр çын куçĕ-и, усал çын куçĕ-и — куç тухтăр, куç тухтăр, — тесе пакăлтатать карчăк. Юлашкинчен вăл аранах шăпланчĕ. Пÿрте тĕтĕм-сĕрĕм тултарса тухса кайрĕ.

Темиçе кун та иртрĕ. Укахха эмеллерĕ, эмеллерĕ, куç çаплах пăсăк. Анне манăн куçа пăхса йĕрет:

— Ах, суккăрах пулатăн-çке, ачам! Мĕн курăн, мĕн курăн куçсăр пулсан? Эпир вилсен кам тăрантарса усрĕ сана? Ыйткаласа çÿрĕн. Ах, пĕтрĕн-çке, пĕтрĕн! Ачи лайăхчĕ. Ĕç хушсан ĕçе хавас тăватчĕ. Юрри-сăвви тесен — ытарма çукчĕ. Ах, мăнтарăн ачи!

Анне çапла каласа йĕни мана питĕ хурлантарчĕ.

Пĕр кунхине Укахха пирĕн пата килнĕ. Илтетĕп, аннепе калаçать:

— Праççи, тÿркĕллине чÿклесе пăхман, пĕр путекне ан хĕрхен, эрне кун чÿклĕр.

— Путек те пĕрех-çке, — пăшăрханать атте.

Укахха калать:

— Сире мĕн пахарах? Путек-и, хĕр ача-и?

— Мĕн тăвас тетĕн, чÿклемелле пулĕ, — килĕшрĕ анне.

Тепĕр каçхине пирĕн пата чÿк пăтти çиме карчăксемпе стариксем пухăннă. Путеке хурана пĕтĕмпех ярса пĕçернĕ терĕ аппа. Мана та анне пĕчĕк чашăкпа пăтă, аш пырса пачĕ. Эпĕ путеке аса илсе питĕ хурлантăм. Анне калатчĕ: пĕр апатра çисе ярайман пăттипе ашне пĕтĕмпех Укахха йăтса кайрĕ тетчĕ.

Манехва

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Пĕр ирхине анне такампала сăмахланине илтетĕп. Ют хĕрарăм сасси илтĕнет. Сăмахсене тăсарах калаçать:

— Хăçан пăсăлнă вара сирĕн хĕр ачан куçĕ?

Анне манăн куç пăсăлни, Укахха карчăк куçа эмеллени çинчен каласа парать.

— Имлĕхлĕ-сиплĕхлĕ пулмарĕ Укахха эмеллени. Вилĕсене асăнса пир хутласа хутăмăр, Киремете те укçа тухса пăрахрăмăр, тÿркĕллине асăнса усрас путеке пусса чÿклерĕмĕр — ним усси те пулаймарĕ. Ача куçĕ паян кун та пăсăк.

— Унашкал тунипе чир-чĕр сывалать-и? Чир-чĕре Микул турă тата турă амăшĕн Çветтуй сăнĕ сыватма пултарать. Асамăç-юмăçсем вĕсем — шуйттан чурисем.

— Тепле, чухлаймастăп эпĕ юмăçсем кам чури иккенне, анчах мана Укахха пулăшаймарĕ. Пĕркун, нумаях пулмасть-ха, пĕр çын иртсе пырать. Киевран турра пуççапса таврăнатăп тет. Хăйĕн вара хутаççинче вак турăшсем, хĕрессем нумай. Киевран тĕрлĕ чир-чĕре сыватакан Çветтуй шывĕ илсе таврăнатăп тет, пĕр кĕленчи 10 пус тет. Эпĕ илес теттĕм, анчах укçа пулмарĕ. Эпĕ çав çынна хам хуйха каласа патăм. Вăл мана çапла каларĕ: эсĕ пĕр-пĕр манаха турăш умне çурта лартма укçа пар. Манахсем турра çывăх çынсем. Вĕсен кĕллине турă час илтет, ыйтнине антарса парать. Эпĕ хам та пĕр-пĕр монастырьте саншăн, ачушăн кĕлтуса ача куçне сыватма пултаратăп терĕ. Вăл манран 50 пус укçа ыйтрĕ. Пирĕн укçи çук-çке. Манах кăмăлсăрланса тухса кайрĕ. Хытă эсĕ тет мана, турă çыннине хĕрхенместĕн, çавăнпа хăвна та сана турă хĕрхенмест, тĕрлĕ чир-чĕртен сывалаймасăрах пурăнатăр терĕ.

— Тĕрĕс каланă вăл Çветтуй çын, турра кĕлтусан, тархасласан турă мĕн ыйтнине паратех, анчах укçа е япала таврашне хĕрхенес пулмасть — турă пулăшатех. Турра асăнмастăр та вăт эсир, — ÿпкелеме тытăнчĕ Манехва. — Тĕттĕм чăваш чиркĕве хăй ĕмринче виççĕ кĕрет: ят хунă чух, авланнă е качча кайнă чух венчете кĕрет, вара, юлашкинчен, вилсен. Çавăн пек çын, паллах ĕнтĕ, вилсен тамăка каять, ку тĕнчере пурăннă чух тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланать.

— Çаплах пулĕ çав, — илтĕнчĕ аннен хуллен каланă сăмахĕ. — Çав Киевран килекен çын сăмаххине чăнласа ĕнтĕ эпĕ сана чĕнес терĕм. Тархасшăн, сыват эсĕ ача куçне. Сана эпĕ ахаль тумăп, кĕрхи вăйпа мĕн те пулин парăп.

— Парасси паллах та-ха вăл, халĕ акă мĕн тумалла: Çĕрпÿри монастырьти турă амăшĕ сăнĕ çине пĕр пит шăллилĕх пир касса çакас пулать тата 50 пуслăх çурта лартмалла. Микул турă умне пир кирлĕ мар, ун вырăнне пĕр тенкĕлĕх çурта лартас пулать. Санăн вăхăт çук. Эпĕ пирне те, çуртине те кайса лартатăп, турра пĕтĕм чĕререн санăн ачу сывалтăр тесе кĕлтăватăп, вара ачун куçĕ сывалĕ. Эпĕ тата Çĕрпÿрен турă амăшĕн питне çунă шыва илсе килетĕп. Вăл шутсăр хăвăрт пулăшать. Пĕрре тата эпĕ акă мĕн курнă: Çĕрпÿри монастыре сĕм суккăр хĕр ачана илсе пычĕç. Турă амăшĕ сăнĕ айĕнчен ăна çавăтса кăларчĕç те, хĕр ача куракан пулчĕ. Малтан унăн пичĕ Çветтуй сывлăш ÿкнипе çуталса кайрĕ, вара куçĕ чăл уçăлчĕ.

Анне тĕлĕнсе каларĕ:

— Ах тур! Мĕнле пулнă-ха вăл çавăн пек? Манăн Мархвана илсе кайса куçĕ пăсăлнинчен сывалнине курайрасчĕ.

— Ачи те вăл хуçа хĕрĕ пулнă тет те, ашшĕ монастыре 50 тенкĕ панă тет, — терĕ Манехва.

— Ой, питĕ укçа нумай панă-çке! Пиртен пулсан пĕр тенкĕ парасси те пулаймасть — укçа çук.

— Микул турра, турă амăшĕ умне çурта лартассине мантăн-и эсĕ?

— Манман, мĕнле тупас тенкĕ çурă укçа тесе тарăхса ларатăп-ха, — терĕ анне.

— Ачу куçне Сыватас тесен тупасах пулать.

— Ăçта тупас ун чухлĕ укçа?

— Çăмарта сут, пир-авăр, çăм таврашĕ.

— Сутмалли нимĕн те çук çав пирĕн.

Манехва кăшт шăпланса ларчĕ, татах сăмахсене тăсса калама пуçларĕ:

— Ах, турă хăвачĕ тем те тăвать. Акă тата Ишекре Микул турă тунă хăватлă ĕç. Пĕр çын урасăр çичĕ çул ларнă. Ишеке ăна лашапа турттарса пынă. Чиркĕве кĕртсен турăш айне шуса пычĕ. Урасăр çын çине Микул турă сăнне лартсанах çын хăех сиксе тăчĕ те чиркÿрен кĕлĕ пĕтсен хăех утса тухса кайрĕ. Хам курнă эпĕ ку тĕлĕнмелле ĕçе.

Анне чĕререн каларĕ:

— Пир-авăр Хĕрхенмĕп, ăна тата тума пулать. Тархасшăн, Манехва, çуртисене йÿнĕреххисене лартма юрамасть-ши?

— Юрамасть, — пуçне сулларĕ Манехва.

— Апла пулсан ме сана çур тĕрке çинçе пир, çуртине те кирлĕ çĕре ларт, пит шăллине те турă амăшĕ умне çак.

— Сахалтарах та ĕнтĕ çур тĕрке пир турă амăшĕпе Микул турра тÿрлĕх тума, — пăшăрханчĕ Манехва, — çапах та юрĕ-ха малтанлăха.

Анне ыйтрĕ:

— Час каятăн-и эсĕ Çĕрпĕве е Ишеке?

— Ыранах утатăп. Халĕ турă амăшĕн шывне илсе килем-ха, пачăшкă патне лартса хăварнăччĕ. Кĕленче тĕпĕнче çеç юлнă та, хĕр ача куçне пĕр-икĕ хут сĕрме çитет, — терĕ юлашкинчен Манехва, унтан вăл тухса кайрĕ.

Манехвăна эпĕ халиччен темиçе хут та курнă. Вăл пирĕн ялтан инçе мар, Чăнкасси ялĕнче пурăнатчĕ. Чиркĕве килнĕ чух вăл пирĕн урампа иртетчĕ. Манехва ватă хĕрччĕ. Вăл хура сатинран çĕленĕ вăрăм кĕпе тăхăнатчĕ, пуçне пичĕ çине ÿпĕнтерсе хура тутăр çыхса çÿретчĕ. Мана Манехва хăйĕн хура вăрăм тумтирĕпе пысăк хытă хупăллă кăпшанкă пек туйăнатчĕ. Ăна тĕл пуласран сыхланса эпĕ вăл килнине курсанах е киле тарса кĕреттĕм, е урамри пĕренесем хушшине пытанăттăм. Манехва чиркÿре юрлать, кĕлĕ пĕтсен пуп патне чей ĕçме кĕрет тетчĕç.

Иван пичче ăна питĕ юратмастчĕ.

— Килет ĕнтĕ вăрăм кĕпипе тусан мăкăрлантарса. Çынсем тырă выраççĕ, вăл чиркĕве сулланать, йытă турташшĕ хĕрарăмĕ.

Каçхине Манехва хăй каланă пекех пĕчĕк Кĕленчепе Çветтуй шывĕ илсе килчĕ, турра кĕлтуса ман куçа сĕрчĕ те тухса кайрĕ.

Эпĕ çĕрле вăрантăм. Анне турăш умĕнче тăрать пулас, турра кĕлтăвать. Эпĕ вăл пăшăлтатса каланине илтетĕп. Вăл чунтан-чĕререн тархаслать:

— Эй, турă, сыват ача куçне, суккăр пуласран сыхла! Хĕрĕмĕн куçĕ тÿрленсен килес çул ăна эпĕ Çĕрпÿри мăнастыре, Ишеке илсе кайăп, вăй çитнĕ таран турă амăшĕ умне те, Микул турă умне те çуртасем илсе лартăп. Хам мехелпе хам пырăп. Çынпа ятлаçса çылăх турăм пуль, Шĕшлĕне ачан пуçне çурнăшăн ылхантăм, каçар, турă, йывăра ан хурах. Ырлăх ту ман хĕр ачана, эпĕ вара сана манмăп, ялан кĕлтăвăп. Хăвăн ырлăхна татса пар, турă, ача куçне сыват…

Тата чылайччен мăкăртатрĕ анне, малалла эпĕ унăн сăмахĕсене ăнланасшăн тăрăшмарăм. Ыйхă килнипе çывăрса кайнă.

Эрне те иртрĕ. Манехва та Çĕрпĕве, Ишеке кайса килнĕ, виçĕ-тăватă хутчен те куçа Çветтуй шывĕпе сĕрчĕ — тÿрленмест манăн куç.

Çав вăхăтра ял çинче пĕчĕкрех ачасем чечче чирĕпе чирлеме пуçларĕç. Пĕр эрне хушшинче ялта 50—60 ача вилнĕ тетчĕç. Пĕрре халăха чĕнекен чÿречесенчен шаккаса çапла каласа çÿрерĕ:

— Пур ачасене те чечче чирĕнчен хул касма шкула пухăнма каланă! Кайăр хăвăртрах!

Анне мана куçа çÿхе сурпанпа çыхнипех шкула çавăтса кайрĕ. Унта пухăннă ачасем Партăсем хушшине ларса тухнă. Кашни кĕпе çухавинчен аллине кăларнă, шăп лараççĕ. Çÿллĕ, илемлĕ пит-куçлă вырăс ачасен хулĕсене касма тытăнчĕ, ĕретпе касса пырать. Черет манăн тĕле çитрĕ. Тухтăр малтан манăн куç çинчи сурпана салтрĕ, куç хупанкине уçса пăхрĕ те пуçне пăркаларĕ.

— Ужас какой, — терĕ çурма сасăпа, вара ыйтрĕ: — Çак хĕр ачан амăшĕ пур-и кунта?

— Пур, — тухтăр умнелле пычĕ анне.

— Хĕр ача куçне шур иле пуçланă, тепĕр виç-тăватă кунтан сĕм суккăр пулма пултарать. Халех больницăна леçес пулать.

Çапла каланă хыççăн тухтăр кăшт шухăшласа тăчĕ те:

— Хĕр ачана хампа пĕрле паянах илсе каятăп, — терĕ.

Анне киле кайса манăн çĕтĕк сăхмана илсе килчĕ (ку сăхмана пиччене çĕлетсе панă пулнă, ун хыççăн аппа тăхăнса çÿренĕ, халĕ вăл мана лекнĕ). Сăхман тăхăнтартса, пуçа пир тутăр çыхтарса анне мана çула кайма хатĕрлерĕ.

Ачасен хулĕсене касса пĕтерсен тухтăр учитель хваттерне кĕрсе карттус, пальто тăхăнса тухрĕ. Шкул хыçĕнче тăрантас кÿлнĕ лаша тăнă-мĕн. Эпир тăрантас çине лартăмăр. Тухтăр сăран алса тăхăнчĕ те тилхепене турт-каларĕ. Лаша вырăнтан çăмăл тапранса кайрĕ. Сăлана çитиччен 20 çухрăма чарăнмасăр чупрĕ.

Больницăра эпĕ виçĕ уйăх пултăм. Тухтăр кашни кун ман куçа эмел яратчĕ, эрнере виçĕ хут куç хупанкине ешĕл сенкерпе сĕретчĕ. Ку вара питĕ асап: куç тÿсме çук, сиксе тухас пек ыратать.

— Ыратнине тÿсес пулать, суккăр пулни мар, сана хĕрхенетĕн, сывă куçлă тăвасчĕ, ну, ну, ан йĕр, — тетчĕ тухтăр. Хăш чухне вăл ман çине пăхса пуçне сулласа илетчĕ.

Вăл вăхăтра больницăра выртакан çын сахал пулнă. Эпĕ выртакан пÿлĕмре пĕр çамрăк çын пурччĕ. Вăл вăрман ĕçленĕ чух аллине амантнă, халĕ унăн аллине чавса таран татнă. Эпĕ больницăра иккĕмĕш эрне пурăннă чух ватă майрана илсе пычĕç. Вăл ура шыççипе ахлатса выртатчĕ.

Больницăра ĕçлекенсем те сахал пулнă: тухтăр хăй, тепĕр фельдшер тата чирлисене апат паракан, урай çăвакан хĕрарăм пурччĕ. Коридорта, пÿлĕмсенче шăп, çын çук тейĕн. Манăн питĕ киле каяс килетчĕ. Эпĕ кичемленсе ларнине асăрхаса тухтăр мана пĕр кивĕ кĕнеке пачĕ. Вăл вырăсла букварь пулнă. Ун çинче ÿкерчĕксем те пурччĕ. Эпĕ куç куракан пулсан час-часах çав ÿкерчĕксене пăхса йăпанаттăм. Манăн çак кĕнекере мĕн çинчен çырнине пĕлес килетчĕ. Эпĕ аллине татнă çынна вуласа пама ыйтрăм. Вăл кĕнекене пăхрĕ те каларĕ:

— Вырăсла кĕнеке ку. Эпĕ чăвашла каласа пама пултараймастăп, — терĕ.

Манăн вырăсла вĕренес килме пуçларĕ. Тухтăр вырăссемпе калаçнине илтсен мĕн çинчен калать-ши ку тесе тавçăрса илме тăрăшаттăм, анчах нимĕн те ăнланаймастăмччĕ.

Тухтăр чир-чĕр çинчен каласа ăнлантарса паратчĕ. Вăл мана трахома çынна мĕнле ерме пултарни çинчен каларĕ, пăсăк куçлă çынсемпе пĕр ал шăллипе шăлман-и, мунча кĕмен-и тесе ыйтрĕ. Эпĕ Плаки аппа ман пуçа çуса янине каласа патăм.

Куç сывалса çитсен тухтăр мана атте килсе илтĕр тесе Сĕмĕле пасара пынă çынсенчен каласа янă. Тепĕр кун мана илме пичче çитрĕ.

— Ха, куçу черкке пек пулнă, — терĕ вăл кулкаласа.

Тухтăр хăй мана панă кĕнекене пĕрлех илсе кайма хушрĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăнтăм. Пичче манăн куçа сыватнăшăн тухтăра пуç тайса тав турĕ те, эпир больницăран тухрăмăр. Пичче мана хам сăхман çийĕнчен кивĕ аçампа витсе чĕркесе çуна пуçне лартрĕ. Хăй вырнаçса ларсан лашана тилхепинчен турткаларĕ. Кĕçех хурăнлă çул çине тухрăмăр, лаша малалла юртса кайрĕ.

Çанталăк сивех мар. Çÿле хăпарайман хĕвел кăшт курăнчĕ те шурă хăмăр пĕлĕт айне пулчĕ. Шурă хурăнсем шăп тăраççĕ.

Киле эпир каç пулсан тин çитрĕмĕр. Пирĕн пата Çтаппан пичче пырса ларнă. Анне манăн куçа курасшăн, тăрпасăр çунакан краççын лампи патне çавăтса пырса пăхрĕ. Хăйĕн савăннипе куçĕ шывланнă.

— Укахха карчăка, Манехвăна шанса ачана суккăр тăваттăм. Пурлă-çуклă укçана, пир-авăра вĕсене пани ахалех пулчĕ. Ырах тухтăр тĕлне пултăмăр-çке, вăл сыватрĕ, — терĕ анне.

Çтаппан пичче каларĕ:

— Чир-чĕртен тухтăрсăр пуçне çынна никам та сыватма пултараймасть. Ни юмăç-асамăç пăкăлататни, ни манахĕ кĕлтуни никама сыватаймасть. Ултав çеç вăл, Праски аппа, эсĕ хăвах куртăн ĕнтĕ ăна.

— Тĕрĕс, Çтаппан! Урăх ĕнтĕ Укахха карчăка та, Манехвăна та киле кĕртместĕп, терĕ анне.

— Кĕртмелле мар çав вĕсене, — терĕ Çтаппан пичче. — Юмăç-асамăçсене пула, турра асăнса Ишеке, Çĕрпÿри монастыре çÿренине пула кунти чăвашсем чир-чĕртен сывалма больницăна çÿремеççĕ. Çавăнпа суккăррисем, ытти чирсемпе чирленисем нумай, вилессе те нумайтарах вилеççĕ. Больницăсене кашни чирлемессерен çÿренĕ пулсан чăвашсем те вырăссем пекех сывлăхлă та таса куçлă пулмалла. Вырăс çынни таса, илемлĕ, сывлăхлă. Пирĕн те çавăн пек пулма тăрăшмалла.

Чылай калаçкаласа ларсан Çтаппан пичче киле кайма тăчĕ:

— Çтаппан пичче, кĕсле… — терĕм эпĕ.

— Кĕслене туса пĕтернĕ, пит аван пулчĕ. Ыран пыр, каласа кăтартатăп, — терĕ те Çтаппан пичче тухса кайрĕ.

Хĕллехи Каçсенче

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Пичче мана больницăран илсе килсен тепĕр икĕ кунтанах Кукшака кайрĕ. Атте пиччерен икĕ эрне малтан кайнă. Пĕр хĕле кĕрсен аттепе пичче килте сахал пурăннă. Вĕсем ытти хамăр ял çыннисемпе Шĕшлĕнне Кукшакра вăрман каснă, сулăсем тунă. Çуркунне çав сулăсене Кукшак шывĕпе юхтарса Атăла антарнă, унтан Энĕше кĕртнĕ, вара вĕсене Энĕшпе туртса Шĕшлĕ арманĕ хыçнех çитернĕ. Çав ĕçшĕн Шĕшлĕ кашни çынна вуншар пĕрене панă. Пирĕн аттепе пичче çулсерен çирĕм пĕрене илнĕ. Çĕрĕкрех пĕренесене вутăлăх уйăрнă, вĕсене татса, çурса хĕвел ÿкекен çĕре купаласа хунă. Авантарах пĕренесене аттепе пичче урай хăмилĕх çурнă. Ентрей пасарне кайса сутса çăнăх илсе килнĕ. Астăватăп, пĕррехинче Атăл пăрĕ час каймарĕ. Пирĕн çăнăх пĕтнĕ. Кĕ-тетпĕр-кĕтетпĕр, аттепе пичче килмеççĕ. Аппа вара икĕ пăт çăнăх Шĕшлĕ арманĕнчен кайса илчĕ. Шĕшлĕ çавăншăн икĕ пĕренине памарĕ тетчĕ атте.

* * *

Шартлама сивĕ. Пÿрт кĕтессинче сивĕ хăльт та хăльт тутарать. Пирĕн икĕ чÿречи те пăрланса шăнса ларнă, шур илнĕ куç пек курăнаççĕ. Пÿрт сивĕ. Аннепе иксĕмĕр те эпир сăхман тăхăннă, пĕчĕк лампа çывăхне ларнă. Ăна маччаран çакса янă. Тăрпасăр çутнăскер, вăл çын утса кайнипе вăркăшать, халь сÿнетĕп тенĕ пек мăчлатса çунать. Сĕтел çывăхĕнчи вырăн кăна пĕр пĕчĕк çаврашка пек çуттăн курăнса тăрать.

Аннепе иксĕмĕр эпир кĕнчеле арлатпăр. Эпĕ михĕлĕх, анне варпуççи çыхнă, хĕлĕх пек çинçе те яка çип арлать — пичче валли çимĕк чух тăхăнма аван кĕпе пултăр тет.

Кĕнчеле арласан-арласан эпĕ тухтăр патĕнчен илсе килнĕ кĕнекене тытатăп. Пичче Кукшака кайиччен мана сас паллисене кăтартнăччĕ, анчах эпĕ вĕсене çыпăçтарса вулама пĕлейместĕп. Манăн питĕ вулама вĕренес килет. Анне те, аппа та ни вулама, ни çырма пĕлмеççĕ. Килте хут пĕлекенни пичче çеç пулнă. Кĕнекене тыткаласа пăхса ларнă хыççăн эпĕ ăна çÿлĕк çине хуратăп та кĕнчеле арлама тытăнатăп.

— Анне, килес çул кĕркунне шкула хут вĕренме яратăн-и? — ыйтатăп эпĕ.

— Каях, — тет анне.

— Эпĕ вулама вĕренсен пур кĕнекесене те сана вуласа кăтартатăп.

— Эпĕ вырăсла пĕлместĕп вĕт.

— Сана вырăсларан чăвашла куçарса паратăп, эпĕ шкула кайсан вырăсла вĕренетĕп вĕт.

— Хут вĕренсен, вырăсла пĕлсен мĕн тăвасшăн вара эсĕ?

Эпĕ ку ыйту çине аннене хирĕç нимĕн те калаймастăп.

— Пире — чухăн çынсене — шкулта вĕренни те усси çук, — тет анне хурлăхлăн.

Вăл çапла каланăшăн эпĕ кăмăлсăрланатăп. Манăн кĕнчеле те арлас килмест. Ыйхă килме тытăнчĕ. Темиçе хут та анасласа илтĕм.

— Юмах ярса парам-и? — тет анне. — Ыйхă вĕçсе кайтăр.

— Кала, — тетĕп.

— Хăшне калас?

— Тăлăх хĕр ачана ама çури çăкăр паманни çинчен.

— Вăл юмах мар вĕт. Чăн пулнă…

Анне Варуç ятлă хĕр ача çинчен калама тытăнать. Амăшĕ вилсен ашшĕ тепре авланнă. Амаçури Варуçа юратман. Ашшĕ çуркунне бурлака каять, Варуçа амаçури çиме паман. Хăй çăкăр та, яшка та пĕçернĕ. Варуçа çăкăр ан çитĕр тесе лаççа хупнă. Унта Варуç тăвар тупса ăна ĕмсе шывсăр, çăкăрсăр виçĕ кун пурăннă. Тăваттăмĕшĕнче хĕр ача вилчĕ пулĕ тесе амаçури лаççа кĕрсе пăхать, Варуçа тăвар ĕмсе ларнине курать. Вара амаçури Варуçа пушă витене хупать. Унта пĕчĕк Варуç икĕ кунтан вилет. Амаçури ача виллине çĕтĕк михĕпе чĕркет те хăмла çинче кĕреçепе шăтăк чавса унта пăрахать, витсе хурать, улăм купалать. Кĕркунне ашшĕ бурлакран килет, Варуççи çук. Шыва кайса вилнĕ пулĕ тенĕ амаçури.

Ку пĕчĕк калава аннерен эпĕ темиçе хутчен те илтнĕ, çапах та ăна каламассерен манăн итлес килет. Çав пĕчĕк Варуç текен хĕр ача аннен юлташех пулнă, пиллĕк-улттăра чух пĕрле вылянă. Ăçта çухалнă хĕр ача — ун çинчен никам та ыйтман, никамăн та пĕлме кирлĕ пулман — çав тери хисепсĕр пулнă этем.

Анне ĕнтĕ чăн пулни çинчен мар, юмахсем калать; унта чее тилĕ, Ухмах Йăван, çăткăн кашкăр тата ыттисем те пурччĕ. Вара Марук чăххи, куян тус, пукане çинчен Сăвăсем калама тытăнать. Анне юмаха питĕ аван калать, итлесе тăранмалла мар. Ăçта ларнине мансах каятăн. Мĕн çинчен калани пĕтĕмпе куç умĕнче чĕрĕ пек курăнать. Савăнас та, хуйхăрас та, йĕрес те килет.

Алкуçĕнче кăптăр-каптăр туни илтĕнчĕ. Алăка тапса уçса пÿрте Иван пичче кĕчĕ. Вăл пирĕн пата куллен çак вăхăтра килет.

— Пурăнаççĕ-и, çÿреççĕ-и? — тет вăл. Икĕ хут сăхман тăхăннипе, лутраскер, пуклак курăнать. Çăпати пăрланнă; утнă чух шукалать. Шурă така тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕкне йăрхаха çакать те алăк патĕнчи урлă сак çине ларать. Эпĕ ун патне çывхаратăп, юнашар ларатăп.

Хам, анне пекех, кĕнчелене чарăнмасăр арлатăп.

— Эх, аçа çапасшĕ çанталăкĕ. Тÿсме çук сивĕ-çке!

— Ан та кала, Иван пăяхам. Ăшăнса кураймастпăр. Вуттине те хĕрхенсе çеç хутатăп та, пит сивĕ.

— Эсĕ урама тухмастăн-çке, — тет мана Иван пичче.

— Анне кăлармасть, — тетĕп эпĕ.

— Урине сырма çăм чăлхапа нуски çук-çке, — тет анне кăмăлсăрланса. — Ашшĕпе пиччĕшне пĕрер мăшăр алсиш çыхса патăм та, кун валли пĕр ывăç çăм та юлмарĕ. Çитмен пурнăç — ах, терт!

Иван пичче ăна хăй те лайăх пĕлет.

— Ĕçлет, ĕçлет Мĕтри, çапах япăх пурăнатăр, — тет вăл.

— Мĕн каласси пур, Иван пăяхам. Питех начар пурăнатпăр. Краççын та икĕ кашăк çеç юлчĕ. Хăйă çутма тытăнас пулĕ тетĕп.

— Малашне акă тата кансĕртерех пулĕ.

— Мĕншĕн апла?

— Çĕнĕ чиркÿ тăвас тесе калаççĕ тет. Халăхран çирĕм пин ытла укçа пухмалла пулать теççĕ. Хытă аваççĕ ĕнтĕ халăха. Малтанлăха ятран виçшер тенкĕ пухмалла теççĕ.

— Камсем хушаççĕ-ши чиркÿне тума? Кивви те юрамастчĕ-ши, пирĕншĕн пĕрре те кирлĕ марччĕ ĕнтĕ вăл.

— Пуп, чиркÿ старости Иванюк, Шĕшлĕ тата ытти пуянсем çĕнĕ чиркÿ тăвасшăн çунаççĕ. Вĕсене никам та хушман, хăйсем пуçараççĕ ку ĕçе.

Иван пичче вут чулне шаккаса чĕртрĕ те чĕлĕмне мăкăрлантарма тытăнчĕ.

— Çак кунсенче прихочĕпе пуху пулмалла теççĕ, — татах калама тытăнчĕ старик, — укçана ятран çавăн хыççăн пуçтарма тытăнаççĕ пулĕ.

— Ытла часах-çке, — хыпăнса ÿкрĕ анне. — Укçа тÿлемелле пулсан ăçтан тупас-ха? Ашшĕпе Иван Кукшакра, çуркуннесĕр килмеççĕ. Мĕн курас-ха ĕнтĕ? Ах, терт!

— Пирĕн те пĕр пус çук, аçа çапасшĕ пурнăçĕ. Карчăк пир, çăм сутас пулĕ тесе ларатчĕ, пĕр ятшăн тÿлеме укçи пухăнĕ. Кирлĕ мар çĕртен укçа кăларса памалла-çке. Шыва пăрахнипе пĕрех пулать.

— Тăвас марччĕ чиркÿне, халăх пухура ăна тума ан йышăнтăрах, — терĕ анне.

Иван пичче пуçне пăркаласа илчĕ те каларĕ:

— Чиркÿ тăвассине хирĕç пулнăшăн хăрушла асапа лекме пулать. Ку кивĕ йывăç чиркĕве Кĕтерин патша чухне лартнă тет. Асатте каласа паратчĕ. Пĕрре Шупашкартан чиновникпе пуп килнĕ, вĕсемпе — вунă салтак. Пуппа чиновник чиркÿ лартма вырăн суйлаççĕ тет. Ĕлĕк ялсем тÿрĕ урамлă пулман, кашни кил хуçи пÿртне, ытти хуралтăсене хăйне мĕнле кирлĕ, çапла лартнă, йĕри-тавра карта тытса улмуççи пахчи, хăмла чĕртнĕ. Çапла вара, тÿрĕ урам пулман. Шупашкартан килнĕ чиновникпе пуп ял тăрăх кукăр-макăр çулпа çÿренĕ-çÿренĕ тет те Мултта ятлă тĕне кĕмен çыннăн улмуççи пахчи патне пырса тухнă. Илемлĕ пулнă Мултта пахчи. Карта хĕррипе шурă хурăнсем симĕс турачĕсене ярăмăн-ярăмăн усăнтарса ларнă. Ытти çĕрте лаптăкăшпе улмуççисем пулнă. Çакă пахча Пуппа чиновниксен кăмăлне кайнă. Тепĕр кунах вĕсем старостăпа Мултта пахчине шăтăк чавма хушаççĕ, унта пысăк йывăр хĕрес лартаççĕ. Чиновник Шупашкара каять, пуппа пĕрле салтаксем юлаççĕ.

Мултта унăн пахчине чиркÿ лартма йышăннине пĕлмен. Вăл ун чухне вăрманта ĕçре пулнă. Киле килсен пăхать: ун пахчинче йывăçсем хушшинче хĕрес курăнать. Питĕ тарăхнипе Мултта Хĕресе кăларать те пуртăпа касса ваклать, çырмана пăрахса тăпрапа хуплать…

Эпĕ арлама пăрахса итлесе ларатăп. Анне те йĕнине аркă çине хунă та пĕр сиккеленмесĕр итлет. Иван пичче сÿннĕ чĕлĕмне хыпса пăхрĕ те малалла калама тытăнчĕ:

— Тепĕр çичĕ-сакăр кунтан Шупашкартан темиçе чиновник тата çирĕм салтак çитеççĕ. Вĕсем çынсене хĕне-хĕне пухăва хăваланă. Халăх пухăнса çитсен салтаксем Мулттана тытса пыраççĕ, çарамаслантарса хурăн хуллипе питĕ нумайччен çаптараççĕ те, Мултта çавăнтах вилет. Çурăм çинчи ÿчĕ таткаланса пĕтнĕ тет, айăк пĕрчи шăммисем хушшинчен ÿпки-пĕверĕ курăна пуçланă тет. Виçĕ кунтан Мултта кил-йышне, тăванĕ-хурăнташĕсене ачи-пăчи-мĕнĕпе Çĕпĕре яраççĕ. Тĕне кĕмен чăвашсене пĕтĕмпе вăйпах тĕне кĕртнĕ те, вара чиркÿ лартатпăр тесе халăх ячĕпе хăйсемех, чиновниксем, приговор çырнă. Çапла пирвайхи чиркĕве юн тăкса, куççуль юхтарса, халăха ирĕксĕрлесе лартнă. Тĕне, чиркĕве хирĕç пыракансене халĕ те хытă тыткалĕç. Укçа пуçтарма тухсан парасах пулать, памасан тем курса ларас пулĕ.

Иван пичче каласа пĕтерсен анне ыйхăран вăраннă пек пăхкаласа илчĕ те çапла каларĕ:

— Хăрушă-çке! Çук пулсан та укçине тупса парасах пулать, ах, терт!

— Çтаппана ĕнер мĕншĕн тытса кайрĕç тетĕн пулĕ эсĕ? — ыйтрĕ Иван пичче.

— Пĕлместĕп, — терĕ анне. — Улля аппа Çтаппана парса яма çăкăр кивçен килсе илнĕччĕ, мĕншĕн тытса кайнине каламарĕ.

— Халăх çинче Çтаппан чиркÿ тăвассине хирĕç тухса калĕ, халăха пăлхатĕ тесе шикленсе тытса кайнă ăна. Уй, Çтаппан хытă парать Пуянсене. Вăл калама тытăнсан кăмăл çĕкленет. Эпир те, чухăнсем, çынах тесе кăшкăрса ярас килет. Пуянсем халăх юнне сăхнине вăл питĕ хирĕç тăрать. Пĕрре Шĕшлĕ халăхран Аксарти [Чăнкассинчи] анасене илесшĕн пулчĕ. Халăх ят тăрри тесе валеçесшĕн. Пуянсемпе староста Шĕшлĕ майлă çаптараççĕ. Çтаппан калама пуçларĕ те, пĕтрĕ Шĕшлĕн халăх анине илесси. Памарĕç ăна, ятран валеçсе ячĕç. Çтаппан питĕ пултарать, анчах ăна ирĕк памаççĕ, пурнăçĕ çапла.

Иван пичче шăпланчĕ, тĕлĕре пуçларĕ.

— Хурал пÿртĕнчи сĕрĕм тухса пĕтиччен кăштах выртам-ха, — терĕ те вăл хуллен урлă сак çине тумтирĕпех тĕршĕнсе выртрĕ.

Пÿртре шăп. Кăмака таврашĕнче шăрчăксем чĕриклете пуçларĕç. Кил карти енчи чÿречене кассăн-кассăн çил килсе çапăнать. Çил вĕрнипе пÿрт тата сивĕрех…

Ирхине, эпир çывăрса тăнă çĕре, пирĕн чÿречесем ăшăннă. Пÿрт çуталса кайнă пекех пулчĕ. Эпĕ çĕтĕк çăм чăлхапа пир тăла сыртăм, сăхман тăхăнтăм, аппан чăпар тутрине çыхрăм та урама тухрăм.

Çанталăк ăшă, тумла юхать. Утнă чух çемçе юр нăтăртатать. Çил çук. Çуркуннехи пек туйăнать.

Анукпа Çемук пусă хапхи патне хÿнĕ кĕрте çунашкасемпе ярăнса, таптаса якатнă. Эпĕ те кил картине кĕрсе çунашка сĕтĕрсе тухрăм. Виçсĕмĕр те питĕ кăмăллă калаçса, çухрашкаласа ярăнатпăр.

Кăнтăрла иртсен лавсем йышлăн ялалла кĕрсе чиркÿ патнелле пăрăнса кая пуçларĕç. Кашни лав çине виçĕтăватă арçын ларнă.

— Чиркÿ пуххине килеççĕ, — терĕ Çемук. — Пирĕн пата Чăнкассинчи йысна килет, эпĕ киле каятăп.

Вăл çунашкине сĕтĕрсе утрĕ. Анука ашшĕ урама тухса киле кил-ха тесе кăчăк туртрĕ. Эпĕ пĕчченех юлтăм, юлташсем çук пирки кичемленсе киле кĕтĕм.

Килте анне вут хутса çунтарнă, аппапа иккĕшĕ кăмакара пĕçернĕ çĕр улмине купăстапа çисе лараççĕ. Апат çинĕ хыççăн эпĕ çунашкана туртса татах урама тухрăм. Унта Çемук та, Анук та çук. Эпĕ Çтаппан пиччесен тĕлнелле ярăнкаласа çитрĕм. Чиркÿ патĕнче халăх кĕрлени илтĕнет. Çунашкана Çтаппан пиччесен кил картине кĕртсе хăварса эпĕ те унталла утрăм. Унта ман пек вĕтĕр-шакăр-сем чылай çухăрашкалаççĕ. Чиркÿ карти тавра лавсем шутсăр нумай. Халăх пасар пек. Çынсем чиркĕве кĕреççĕ, тухаççĕ. Эпĕ чиркÿ хапхин чул юпи çумĕнче пăхса тăратăп. Хапха çывăхĕнче стражник тăрать, хутран-ситрен йăлтăркка сăран аттипе шаккакаласа илет. Ун патне таçтан чиркÿ старости Иванюк чупса пычĕ. Вăл çара пуçăн. Хура çÿçне йывăç çу сĕрнĕ, кăвак пуставпа тулланă хăнтăрлă кĕрĕкне йÿле янă. Иванюк аллипе сулкаласа стражника тем каларĕ те, иккĕшĕ те чиркĕве кĕрсе кайрĕç. Шалта халăх кĕрлени илтĕнет. Унччен те пулмарĕ, чиркÿрен стражник пĕр çынна ĕнсерен тытса, чикелентере-чикелентере ярса илсе тухрĕ. Çынни çĕтĕк аçам тăхăннă, пилĕкне кантра çыхнă, аллине мулкач тирĕнчен çĕленĕ лапсака çĕлĕк тытнă.

— Мĕн халăха пăлхататăн, йытă! Тĕрмере çĕрĕн!

— Эпĕ халăха пăлхатас шухăшлă çын мар. Чиркÿ ик-виçĕ çуллăха Кивви те юрать терĕм. Кăçал тырă начар пулнă, çĕнĕ чиркÿ çинчен калама та кирлĕ мар тетĕп, — терĕ аçамлă çын.

Стражник ăна талкăштарса чиркÿ хурал пÿртне кĕртсе ячĕ.

— Хурал тăр, пунеттей! — кăшкăрчĕ стражник.

Пĕр çын алăк патне пырса тăчĕ, аллинче — чукмар.

Стражник чиркĕве кĕрсе кайрĕ. Кăшт тăрсан вăл тата виçĕ-тăватă çынна тĕрте-тĕрте кăларчĕ. Лешсем каялла кĕресшĕн турткаланаççĕ. Пĕри хытă кÿренсе кăшкăрать:

— Мĕншĕн хупатăн пире?! Саккуна хирĕç каламан эпир! Куланай тÿлесе татнă хыççăн халăхăн укçа çукрах тесе çеç каларăмăр!

Стражник питĕрленсе кăшкăрать:

— Чиркĕве хирĕç эсир! Турăпа патшана хирĕç! Çĕпĕре ямалла сире! Ĕмĕрлĕхе Çĕпĕре!

Стражник çак çынсене те хурал пÿртне хупса лартрĕ.

Чиркĕвĕн уçă алăкĕнчен шурă пăс йăсăрланать. Халăх тухать, кĕрет, шавлать, кĕрлет…

Тĕттĕм пула пуçларĕ. Чиркÿ ăшĕ çап-çутă. Такам пĕр чарăнмасăр хытă кăшкăрса калать. Акă çав сасă чарăнчĕ.

— Шалаем! — тесе кăшкăрчĕç çирĕм-вăтăр çын.

Икĕ çын чиркÿрен тухрĕç. Пĕри пирусне, тепри чĕлĕмне чĕртсе ячĕ. Хăйсем çурма сасăпа калаçаççĕ.

— Аваççĕ халăха, ах, аваççĕ, — терĕ пĕри.

Тепри каларĕ:

— Кашни хирĕç калакана стражник аллине лектереççĕ те, халăх ăçтан çĕнтертĕр? Халĕ виçшер тенкĕ пухмалла терĕç, çулла — пилĕкшер, кайран тата мĕн чухлĕ те пулин — пайтах хырать çĕнĕ чиркÿ халăх ĕнсине, — терĕ.

Табакне туртса пĕтернĕ хыççăн çынсем чиркÿ картинчен тухса çуна çине ларчĕç те лашисене хăваларĕç. Ытти çынсем те чиркÿрен тухма тытăнчĕç — пуху салана пуçларĕ. Стражник çаплах пĕрер е икшер-виçшер çын тытса хурал пÿртне хупать.

Нÿрленнĕ ура шăннипе эпĕ килелле чупрăм. Пÿртре краççын çутман. Аннепе аппана чĕнтĕм, мана хирĕç никам та сасă памарĕ. Тĕттĕм пÿртре тăрас килменнипе эпĕ Ануксем патне чупрăм. Вĕсем паян лампине тăрпапа çутса янă — çап-çутă çунать. Тĕпелти сак çине кăвак кĕççе сарнă. Сĕтел çинчи сăрлă чăмра сăра кăпăкланса ларать. Ывăс çинче каснă хуплу выртать, çур шăрттан пур.

Анукăн куккăшĕ хăналанса тухса кайнă пулмалла, анчах Наçтиç аппа сĕтел çинчи çимĕçсене пуçтармасть-ха. Хĕр ачисем кăмака çинче куккăшĕ парса хăварнă мăйăра каткаласа лараççĕ. Эпĕ те вĕсем патне улăхрăм, юмах калама пуçларăмăр. Пире ăшă, аван, чăн аванни — Анук ашшĕ, Ваççа, çукки.

Кил картинче çынсем хытă калаçни илтĕнчĕ. Эпир юмах калама чарăнсах пĕр самант итлесе лартăмăр. Унччен те пулмарĕ пÿрте Касак Ваççи, Шĕшлĕ, староста Куçук Петĕрĕ кĕчĕç.

Шĕшлĕ хура каракуль çĕлĕкне пуç çинчен илмесĕрех, пустав питлĕ кĕрĕкне пăрахмасăрах сĕтел умне пырса ларчĕ.

— Эх, Ваççа! Çын тăвас тетпĕр сана, — тет хĕрĕнкĕ Шĕшлĕ, — çавăнпа сана чиркÿ валли укçа пухаканни турăмăр.

— Тав сире, ырă çынсем, мана манманшăн, — терĕ Ваççа сĕтел çине пулштух эрех кăларса лартса. Ĕçме, çиме пуçларĕç. Шĕшлĕ Ваççа çине ÿсĕр куçĕпе пăхса калать:

— Халь эпир тăрăшатпăр-ха сана çÿлелле çĕклеме, ура çине тăма, пуйма, вăхăт çитет — эсĕ те пире кирлĕ чух пулăшатăн… Çапла вĕт, Ваççа?

— Çапла, çапла, Егор Лариваныч. Сире пулăшма эпĕ чунтан-чĕререн хатĕр.

— Юрать апла пулсан, — терĕ те Шĕшлĕ шăрттан татăкĕ кавлеме пуçларĕ.

Куçук Петĕрĕ те хуплу çие-çие каларĕ:

— Итле, Ваççа, вĕрентем сана чухăнсене вăлтана çаклатма. Эсĕ халăх хушшине укçа пухма тухнă чух хăвпа пĕрле укçа чиксе тух. Кам тÿлеме пултараймасть, ме сана укçа те, саншăн хам тÿлетĕп, çуркунне паратăн тесе кала. Çуркунне чăн çинçе вăхăт, чухăнсем укçа параймаççĕ, ун вырăнне анине илетĕн. Лайăх вĕт çапла?

— Питĕ лайăх, питĕ лайăх, — мухтарĕ Шĕшлĕ.

Пирĕн пата Наçтиç аппа кармашрĕ те шăппăн каларĕ:

— Тухса кайăр пурте. Анук, ачасене Мархвасем патне илсе кай: аçу ÿсĕр пулать, хам та унта пыратăп, — терĕ.

Эпир Анукпа иксĕмĕр кăмака çинчен антăмăр та Хветлепе Мархвана та антартăмăр, вĕсене тумлантарса хамăр пата илсе кайрăмăр.

Пирĕн пÿрте çитсе кĕнĕ çĕре анне килте краççын çутнă. Аппана юлташĕ хăйсем патне ларма чĕнсе кайнă, хăна килнĕ тесе каланă тет.

Эпир тăватсăмăр та кăмака çине хăпартăмăр. Эпĕ пĕр кĕтесе хам сăхмана сарса выртрăм. Анук чее тилĕ çинчен юмах калама пуçларĕ. Кунĕпе тулта çÿренипе эпĕ ĕшеннĕ пулмалла: юмах итлесе выртнă çĕртех çывăрса кайнă.

Тепĕр кун кăнтăрлапа анне кăмакара улăм пăтратса çунтарса тăнă чух Касак Ваççипе Манехва пырса кĕчĕç.

— Турă пулăштăр сире, — терĕ çинçе сассипе мăнтăр питлĕ Манехва, унтан пуçне пилĕк таран тайса илчĕ, турăш умнелле пырса сăхсăхрĕ. — Çĕнĕ чиркÿ валли укçа пуçтарма тухрăмăр, сирĕн ултă тенкĕ тÿлемелле.

Ваççа хул çине пĕр çыхă карт (шут патакĕ) çакса янă.

Анне кăмака патĕнчен Ваççана Манехва патнелле пĕр-иккĕ ярса пусрĕ, вĕсем çине кăмăлсăрланса пăхса каларĕ:

— Укçи пĕр пус та çук, Мĕтрипе Иван Кукшакран килмесĕр укçа тупса параймастпăр.

— Парас пулать… турă çуртне тума кашни тĕне кĕнĕ çыннăн пулăшмалла. Укçа памасан Турăпа патша саккунне хирĕç пырать тесе шутлатпăр. Ĕнер хурал пÿртне хупнă çынсене паян Çĕрпÿри тĕрмене янине илтмен-и эсир?

Анне кĕл пек кăвакарса кайрĕ.

— Кивçен илме çук-и? — нăйлатать Манехва.

— Камран илес тетĕн? — терĕ анне хуйхăрса.

— Хам парам кивçен вăхăтлăха, — терĕ Касак Ваççи.

Анне нимĕн те каламарĕ, Ваççа хулĕ çинчи карта шăкăр-шакăр тутарса пирĕн патака тупрĕ, çĕçĕпе касса хăйпăтса илчĕ те аннене пачĕ.

— Юрĕ эппин, — терĕ хуллен анне карт хăйпăнчăкне пĕрене çурăкне хĕстерсе.

— Çуркунне паратăр, унччен кĕтетĕп, — терĕ Ваççа. Карт патакĕсене шакăртаттарса алăк патнелле утрĕ.

Манехвăпа иккĕшĕ тухса кайрĕç. Анне вăраххăн сывласа юлчĕ.

Çуркунне

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çанталăк çур енне кая пуçласан эпир — анне, аппа, эпĕ — аттепе пичче Кукшакран таврăнассине кĕтме тытăнтăмăр. Анне яланах вĕсене йывăç çапасран е шыва кайса вилесрен хăраса пурăнатчĕ. Пичче çамрăклах Кукшака ĕçлеме кайнă пирки анне ăна питĕ хĕрхенетчĕ.

Пĕррехинче, ăшă çурхи каç, хамăр тĕлте урамра аппапа унăн юлташĕсем пир çапаççĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăрсем, тин тухнă курăк çинче чупкаласа çÿресе вылятпăр. Сасартăк курах кайрăм: уй хапхинчен аттепе пичче кĕреççĕ. Вĕсем хăйсен кĕрĕкĕсене, пурттисене çурăм хыçне çакнă. Пичче хăрах аллине пахилккепе çăпатине йăтнă, иккĕшĕ хуллен утса пыраççĕ. Эпĕ вĕсем патнелле чупрăм. Аттепе пиччен пичĕ-куçĕ хĕвелпе, çилпе хуралса кайнă, куç шуррисем çеç палăраççĕ. Атте мана пуçран шăлса илчĕ, пичче шурă шăлне кăтартса кăшт кулчĕ те кĕсйинчен мăйăр пек пĕчĕк сахăр кăларса пачĕ. Эпĕ сиккелесе савăнăçлă хыпар пĕлтерме пÿрте анне патне чупрăм.

Аттепе пичче тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн эпир питĕ савăнтăмăр, анчах яшка çинĕ хыççăнах эпĕ пирĕн пысăк инкек пулнине пĕлтĕм.

Эпĕ чÿрече патĕнче ларатăп. Пиччепе аппа урама тухса кайнă. Атте алăк патĕнчи урлă сак çинче чĕлĕм мăкăрлантарса ларать. Анне тĕпелте тирĕк-чашăк пуçтарать. Чĕлĕмне туртса пĕтернĕ хыççăн атте хуллен каларĕ:

— Амăш, эпĕ сана хамăрăн пысăк хуйхă пулни çинчен калам-ха… Хĕл каçа ĕçлени, сулăсене антарса асапланни пирĕн — сая кайрĕ… Киле нимсĕр килтĕмĕр.

— Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ? — хăраса ыйтрĕ анне кашăксене çуса тăнă çĕртех аллине лăшт ярса.

— Икĕ сулă Атăлпа юхса кайрĕç. Пирĕн сулă мар, ыттисен, анчах Шĕшлĕ çав икĕ сулла юхтарса янăшăн пур

ĕçлекенсене те ĕçленĕшĕн нимĕн те памастăп терĕ. Сулăсем юхса кайни çинчен полицейские актă çыртарчĕ. Урăх нихçан та каяс марччĕ ĕнтĕ Шĕшлĕ ĕçне.

Анне хурлăхлăн калама пуçларĕ:

— Мĕнле пурăнайăпăр ĕнтĕ? Çăнăх та икĕ кăмака çăкăр пĕçермелĕх çеç. Тата эпĕ Ваççаран чиркÿ укçи тÿлеме 6 тенкĕ кивçен илнĕ. Çулленхи пек Шĕшлĕрен ĕçленĕшĕн пĕрене илсе ăна хăма çурса сутса парăма татăпăр, çăнăх илĕпĕр тесе ĕмĕтленнĕччĕ, халĕ мĕн курăпăр-ха ĕнтĕ?

Атте кукленсе ларса пуçне çĕрелле усса каларĕ:

— Тепле йÿнеçтерĕпĕр, Праççи. Лаша мĕнле хĕл каçĕ? Камăнне те пулин суха тума кĕрĕшес пулĕ.

— Лашине паян çарана янăччĕ-ха, вăйлах мар пулĕ те вăл, хамăрăнне сухаласа пĕтерсен пĕр-икĕ çурпилĕк çыннăнне сухалама пултарĕ, — терĕ анне. Атте шухăша кайнă çĕртен татах чĕлĕмне чĕртсе сăмах хушрĕ:

— Ыран мунча хутса кĕрес, тепĕр кун суха патне тухас… Чи малтан Ентюкка хыçĕнчи çурпилĕке сухалас пулĕ, тислĕк тăкнăскерĕн тăпри вăхăтлă пиçсе çитиех ĕнтĕ.

Тепĕр кун мунча кĕрсе тухсан атте суха пуçне майлама тытăнчĕ, кĕлет умĕнче ăна шаккакалать. Кил картине Касак Ваççи пырса кĕчĕ.

— Мĕнле ĕçлесе килтĕр, Мĕтри? — алă тытрĕ аттене Ваççа.

— Кайса ĕçлесе килтĕмĕр те… усси пулмарĕ.

— Çапла терĕ çав Егор Лариваныч.

— Пирĕн сулă юхса кайман, эпир хамăрăнне чиперех Энĕше кĕртсе Шĕшлĕ арманĕ патне çитернĕ.

— Суятăн пуль, — терĕ Ваççа илемсĕррĕн кулкаласа.

Атте чĕрре кĕрсе каларĕ:

— Мĕншĕн суяс ман? Кутăнланса, пысăк пайтана хăваласа Шĕшлĕ пире тÿлесшĕн мар. Мĕн тăвас тетĕн. Вăйлă çынпа ан кĕреш, пуян çынпа ан тавлаш теççĕ вĕт пуянсем.

Кăшт тăрсан Ваççа тути-çăварне пăркаласа илчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ:

— Мĕнле, Мĕтри, арăму кивçен укçа илнĕччĕ, паратăр пулĕ халех, мана укçа питĕ кирлĕ.

— Çук вĕт-ха укçа, кăштах кĕт-ха.

— Халĕ çук пулсан кăштах кĕтсен те ăçтан пултăр укçу?

— Ку çур пире питĕ йывăр-ха, Ваççа. Çулла хăяр сутсан е кĕркунне купăста сутса-укçа тусан паратăпах, халĕ, тупата туршăн, пĕр пус та çук.

Ваççан ÿкерчĕк çинчи шуйттан пек тискер пичĕ-куçĕ чăрсăрланса кайрĕ, вăл сивлеккĕн пăхкалать:

— Çук пулсан… ĕ… ĕ… мĕн калас теттĕм-ха çав эпĕ… икĕ çурпилĕке тара паран… Хамах илме пултаратăп.

Эпĕ атте ун пек хаярланнине нихçан та курман. Пичĕ шурса кайрĕ, кăвакарнă тути чĕтреме пуçларĕ, çилĕллĕ куçĕ Ваççа çине Шăтарас пек пăхать.

Пĕр самантлăха Ваççа та атте çине кашкăр пек пăхса тăчĕ.

— Кай, шуйттан! Халь пуртăпа яратăп! — кăшкăрса ячĕ атте Ваççа патнелле пĕр-икĕ утăм туса.

Ваççа ирсĕррĕн чăрсăрланса кулса хирĕç кăшкăрчĕ:

— Ыран икĕ çурпилĕкне те сухалатăп! Нимĕн те тăваймастăн! Старостăпа, пунеттейпе пыратăп. Анасем манăн!

Çапла каласа Ваççа тухса кайрĕ, нăчăр-нăчăр хапхана уçса тапса хăварчĕ.

* * *

Тепĕр кун ирхине анне мана вăратрĕ, атте патне пусса апат леçме хушрĕ. Пиччепе аппа Шĕшлĕ арманне пĕвелеме тара кĕрĕшсе кайнă. Анне вĕсем патне апат илсе кайма хатĕрленнĕ: çăкăрне хутаçа чикнĕ, апатне чĕресе ярса лартнă. Атте валли илсе кайма анне пештĕре икĕ çавра чĕл çăкăр чикрĕ, кашăк хучĕ, чĕресе хурантан çăпалапа хыркаласа сăтăркаласа шĕвĕ пăтă ячĕ, ун çине пĕр кашăк кантăр çăвĕ сапрĕ те шурă сурпан вĕçĕпе чĕркесе витсе мана тыттарчĕ, çурăм хыçне пештĕре çакса ячĕ.

Эпĕ хама хушнă ĕçшĕн кăмăллă пулса пештĕрпе чĕресе йăтса килтен тухрăм. Хĕвел çÿлелле хăпарнă, ыррăн ăшăтать. Урамри кĕске курăк сывлăм ÿкнипе шурă курăнать, çынсем утса кайнă çĕрте симĕс йĕрсем тăсăла-тăсăла юлнă.

Ентюкка хыçĕнчи çурпилĕк тесен эпĕ вăл анана аван пĕлетĕп. Уй хапхинчен тухса анкарти хыçĕпе кăшт каймалла та вара ана пуçĕпе кĕмелле, пиллĕкмĕш çурпилĕк пирĕн ана пулать.

Анкарти хыçне тухсанах эпĕ аттене куртăм. Ун патĕнче пĕр çын аллисемпе хăлаçланса çухăрашать. Патнерех пырсан палларăм: вăл Касак Ваççи иккен. Пирĕн лаша ана айккинче пуçне усса тăрать. Ана пуçĕнче — Ваççа лаши. Пирĕн анана çурри ытла сухаласа пăрахнă, нÿрлĕ тăпра хуралса выртать. Пĕр шăнкăрч чăрлатса ăмана сăхса илчĕ те вĕçсе кайрĕ. Хура курак кăпăшка тăпра çинче вăрăммăн утăмласа çÿрет. Çÿлте тăри çунаттисемпе вĕл-тĕртеттерсе юрлать.

Атте патнерех пытăм та куратăп: аттен кĕпи хул калакки тĕлĕнче таткаланса кайнă. Çавралатса каснă хура çÿçĕ пуç кăшăлĕ çуккипе сапаланнă. Пит çăмарти çинче юн пур.

Касак Ваççи çÿçне вирелле тăратнă, куçне чарса атте çине тискеррĕн пăхать. Унăн та хĕрлĕ кăштиклĕ çанни татăлса аннă, усăнса çеç тăрать.

— Йытă, — хăрлатать Ваççа, — парăма тÿлесшĕн мар.

— Тÿлетĕп тетĕп вĕт, мĕн эсĕ манăн анана шурăмпуç киличчен сухалама тытăннă! Вăрă пек çÿретĕн! — тет те атте питĕ тарăхса Ваççа çине йĕрĕнсе пăхать.

Çапла çухăрашса тăнă вăхăтра ана пуçĕпе староста Куçук Петĕрĕ утса пыни курăнчĕ. Вăрăмскер, вăл çинçе урисемпе хăвăрт-хăвăрт утăмлать. Ун хыççăн Касак Ваççи ывăлĕ чупатчĕ те чарăнса пăхкаласа тăнă хыççăн килнелле вĕçтерчĕ.

— Мĕншĕн тÿпелешнĕ эсир? — ыйтрĕ староста хăвăрт утса килнипе Хашкаса.

Ваççа староста патне пырса тăчĕ.

— Мĕтри вĕт… парăмне тÿлемест, анине те тара парасшăн мар! Иртерех, хăй сисиччен сухалама тытăнам терĕм те, манпа çапăçма пуçларĕ, — терĕ Ваççа ним пулман пек.

Староста аллисене хыçалалла тытса сăхă куçĕпе атте çине сиввĕн пăхса каларĕ:

— Парăма тÿлес пулать… Укçа çук пулсан выльăх сут, ануна тара пар, кашни çыннăн хăйне тивĕçлине илес килет.

— Манăн выçă юлас-и?! Тислĕк анине сухалама тытăннă! — терĕ атте калама çук тарăхса.

— Парăма тÿлемест тесе суда пар эсĕ ăна! — терĕ староста Ваççана. — Ку анана сухаласа пĕтер те акса пăрах.

Çапла каланă хыççăн староста атте çине пăхмасăр çÿхе тутине шăт тытса утса кайрĕ.

Шурса кайнă атте лаша патне хуллен утса пычĕ, чĕтрекен аллипе чĕлпĕртен тытса лашана çавăтрĕ те ана пуçĕпе утрĕ. Эпĕ атте хыççăн пытăм. Хамăрăн тепĕр ана çине çитсен атте йăран çине ларчĕ, питне хытанка аллисемпе хупларĕ, пĕр сиккеленмесĕр, вилнĕ пек ларчĕ. Эпĕ аттене хĕрхенсе тÿртĕн тăрса йĕме тытăнтăм. Йĕре-йĕрех атте умне чĕресе лартрăм, унпа юнашар пештĕре хутăм.

— Çи, атте.

— Çук, хĕрĕм, çиес килмест, апата киле илсе кай.

Эх, Çтаппан çук! Мĕн тума хушĕччĕ-ши?..

Эпĕ чĕреспе пештĕре илсе хуллен килелле утрăм.

Çимĕк каçĕ

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Ыран çимĕк тенĕ чух анне тăмпа кăмака шуратрĕ, стенасене çурĕ. Эпир аппапа иксĕмĕр сĕтеле, саксене тата Чÿречесене çуса тасатнă хыççăн урай, алкум çурăмăр. Пичче çулăкпа кил картине, хамăр тĕлти урама шăлса тухрĕ. Атте ирех хутаçпа кантăр вăрри йăтса Чăнкассине çу кăларттарма кайрĕ.

Кăнтăрла иртеспе пирĕн тĕле хĕрсем пычĕç.

— Альтик! Çимĕк курăкĕ татма каятпăр! Тух хăвăртрах! — кăшкăрчĕ çинçе сасă.

Аппа пÿртрен чупса тухрĕ, парка çивĕчĕсене çурăмĕ çинче пĕркелентерсе хапхаран тухса кайрĕ. Анне кĕлет умĕнче саплăк сапласа ларать. Эпĕ ун патне чупса пытăм.

— Эпĕ те каям-и?

Анне çаврака саплăка кĕпе çанни çине вырнаçтарнă май ман çине пăхса илчĕ те çапла каларĕ:

— Ан кай, ачам, ывăнатăн: хĕрсем нумай çĕре çитеççĕ. Çимĕк курăкне вĕсем çаранта, вăрманта, кÿлĕ хĕрринче тата сăртанкă вырăнсенче пуçтараççĕ.

— Мĕншĕн ун чухлĕ çĕртен пухаççĕ ăна?

— Авал çапла тунă. Тĕрлĕ çĕртен çитмĕл çичĕ тĕслĕ йывăç-курăк татмалла тенĕ. Çимĕк чух çав курăксемпе мунчара çапăнсан чирлĕ çын сывалать, ватă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм пулать, çамрăксем тĕреклĕ, пултаруллă çитĕнеççĕ тенĕ, — терĕ анне.

— Апла пулсан мунчара эсĕ мана çимĕк курăкĕпе нумайччен çап, юрĕ-и? — терĕм эпĕ.

— Çапăп, ачам, — терĕ анне ман çине пăхса, тута кĕтессипе кăшт кулса илсе.

Эпĕ те кĕлет умне лартăм. Хам илтни çинчен манăн аннерен ыйтса пĕлес килчĕ.

— Çимĕк каçĕ вилнĕ çынсем яла килеççĕ тет Çемук амăшĕ. Эсĕ курнă-и, анне, вĕсем килнине?

Анне саплăк хĕрринчи çипе шăлĕпе шăтăрт! татса илчĕ те хирĕç тавăрчĕ:

— Çук, курман. Вилнисем çын куç умне курăнмаççĕ. Мăрса старик пĕрре курнă тет те виçĕ кунтанах вилнĕ.

— Мĕнле курнă-ши вăл?

— Мăрса, ватăскер, пусăри çерем çине выртма кайнă пулнă. Тĕттĕмлене пуçласан лаши хартлатма пуçларĕ тет. Çур çĕр тĕлнелле масар çинчен шап-шурă халăх тухрĕ тет те ялалла утрĕ тет. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе пыраççĕ тет. Ваттисем хăйсем тĕллĕн, çамрăккисем малта, хăйсен ушкăнĕпе. Ял патнелле çитсен халăх сасартăк куçран çухалчĕ тет.

Анне каласа пани мана питĕ тĕлĕнтерчĕ.

— Мĕншĕн килнĕ-ши вилнĕ çынсем яла? — ыйтрăм эпĕ.

— Çимĕк — вĕсен кунĕ. Çулталăкра пĕрре вĕсем хăйсем çуралнă, пурăннă киле килсе каяççĕ, — терĕ анне.

— Пирĕн пата кам килĕ-ши?

— Аслаçу, асламу тата хамăрăн эсĕ çураличчен вилнĕ ачасем Хветле, Чĕкеç, Варвари, ывăл ача Çÿппи килеççĕ. Пурте вĕсем пĕчĕкле икĕ-виçĕ уйăхран, çур çултан вилнисем.

— Пĕчĕкскерсем мĕнле килĕç, утаймаççĕ-çке-ха вĕсем?

— Асламупа аслаçу йăтса килеççĕ. Пĕчĕккисене вĕсене пăхма хушнă.

Эпĕ икĕ çерçи тĕкне-çÿçне хăпартлантарса çапăçнине куртăм та кулса ятăм.

Анне ман çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ:

— Вилнисем çинчен калаçнă чух кулмаççĕ, — терĕ вăл. — Эпир вĕсене хисеплемесен вĕсем пире çилленеççĕ, асап, чир-чĕр яраççĕ тата куç умне курăнса хăратаççĕ те, çын вилет.

Анне каласа панипе манăн çан-çурăм сÿлетсе кайрĕ.

Вилнисем манăн куç умне курăнасран эпĕ питĕ хăраса ÿкрĕм.

Кун паçăрах каç еннелле сулăннă. Лупасран, витерен кил картине сулхăн мĕлке ÿкнĕ. Анне кĕпене сапласа пĕтерсе кĕлетум кашти çине çакрĕ те унтан тухрĕ. Çав вăхăтра пирĕн пата Улля аппа килчĕ.

— Кĕçĕр ире яхăн Çтаппан çитрĕ. Уйăх çурăччĕ килтен кайни. Самартисем хушнипе пысăк ĕç кайса турăмăр тет.

— Мĕнле ĕç-ши? — ыйтрĕ анне.

— Ĕçĕ мĕнлине каламасть вăл, — терĕ Улла аппа. — Эпĕ сирĕн пата акă мĕншĕн килнĕччĕ: эсир мунча хутса пултарсан систерĕр вара пире. Яланхи пек çĕрле хутатăр пулĕ-ха çимĕк мунчине. Çтаппан питĕ мунча кĕресшĕн.

— Ирхине, хĕвел тухнă вăхăтра, кĕмелле пулĕ, — терĕ анне.

— Вилнисене шыв кайса патăр-и? — ыйтрĕ Улля аппа.

— Паман-ха, — терĕ анне, — халь каяс тесе тăраттăм.

— Праски, пирĕн атипе анине, хам старике Хветĕре асăнса пĕрер витре шыв юхтарччĕ. Хамăн тăвайккинчен улăхнă чух ура питĕ ыратать.

— Юрĕ, Улля аппа, — килĕшрĕ анне, унтан кĕвентепе витресем илчĕ те, эпир виçсĕмĕр кил картинчен тухрăмăр. Улля аппа килне кĕрсе юлчĕ, эпир çăл патне антăмăр.

Пăрăхран шаркаса юхакан тăп-тăрă шыва витресем çине тултарса шурă кĕпеллĕ хĕрсем, хĕрарăмсем тăвайккинелле хăпараççĕ. Хăшĕ-пĕрисем тулли витрисене таса симĕс çерем çине йăтса лартаççĕ те шыва курăк çине майĕпен юхтараççĕ. Анне те çынсем пек тума тытăнчĕ. Витрине чалăштарса шыв юхтарнăçемĕн хăй çапла пăшăлтатать:

— Ати, апи, хамăн пĕчĕк Чĕппĕмсем Хветле, Варвари, Чĕкеç, Çÿппи, сирĕн ятăрпа шыв ăсрăм, сире паратăп. Çăвăнăр-тасалăр, ĕçĕр, ăшăрсене кантарăр. Сирĕн шывăр нихçан та ан иксĕлтĕр, типсе çÿремелле ан пултăр. Пире усал ан сунăр, чир-чĕр, асап ан ярăр…

Çапла каласа вăл кашни вилĕ ячĕпе пĕрер витре шыв тăкрĕ те, эпир киле кайрăмăр.

Каçхи апат çинĕ хыççăн аппапа пичче урама тухрĕç. Атте Чăнкассинчен çитеймерĕ. Пичче ăна ирхине килет пулĕ терĕ.

Çывăрма выртсан эпĕ вилнисем çинчен илтнине аса илтĕм те çĕтĕк аçам аркипе пуç çинчен витĕнтĕм.

Çĕрле хам çумран анне тăрса кайнипе вăрантăм. Вăл мунча хутма хыçалти калинккерен пахчана тухса кайрĕ. Шăналăка уçрăм та пăхкаласа итлесе выртатăп. Уйăх çÿле хăпарайман, лутра лупас урлă кил картинелле кармашса пăхать. Пирĕн анкарти хыçĕнчи çерем çинче вăйă та салайман. Кĕсле калани, алă çупни, тапăртатса ташлани илтĕнет. Хутран-ситрен юрă янăраса килет. Сасартăк вăйă шăпланчĕ.

— Çтаппан ăçта? — илтĕнчĕ хыттăн ют çын сасси.

— Кунта килмен вăл, — терĕ такам, — килте те çук.

— А кĕсли камăн?

— Манăн, — илтĕнчĕ пичче калани.

— Шырăр! Тупăр Çтаппана! Ăна паян тытса хупмалла! — кăшкăрчĕ ют çын.

— Мĕн усал тунă Çтаппан? Вăрланă-и? Çын вĕлернĕ-и? Хĕненĕ-и кама та пулин? — терĕ пĕри хăюллăн.

— Молчать! — хаяррăн кăшкăрчĕ урнă пек ют çын.

Çав самантрах пăшал персе яни илтĕнчĕ. Хĕрсем çăри-çари çухăрса ячĕç, каччăсем кĕр! кĕрлерĕç. Пĕр хулăн сасă илтĕнчĕ:

— Эсĕ, Акчура чăвашĕ, Куснар çыннисене мĕншĕн перетĕн? Тăшман пултăмăр-и эпир сана? Мĕн ырă мар турăмăр?!

— Молчать! Пуçунтанах ярăп акă!

— Тытăр ăна! Тĕттĕм мунчана хупса лартар! — терĕç иккĕн-виççĕн.

Нумай сасă кĕрлени илтĕнчĕ. Татах пăшал сасси. Кăшт тăрсан урамра такам лашине тапăртаттарса чуптарчĕ те пирĕн тĕлте чарăнчĕ.

— Çтаппан çакăнтах пулмалла, авантарах шырăр!

Эпĕ Касак Ваççи сассине уйăрса илтĕм.

— Юрĕ, — терĕ хуллентерех тепĕр çын, — эсир ытти килсене пăхса тухăр.

Хыçалта калинкке хуллен чĕриклетнĕ пек туйăнчĕ. Эпĕ пуçа çĕклесе унталла пăхрăм. Сасартăк шурă мĕлке вите умĕнчен лупас айнелле вĕçнĕ пек хăвăрт пычĕ те çухалчĕ.

— Анне! Виле килнĕ! — чун хавалĕпе кăшкăрса ятăм эпĕ. Хапхана уçса çын кĕчĕ. Ман пата утса пычĕ. Стражник иккен.

— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн кăшкăратăн? — ыйтрĕ вăл. — Çтаппан килмерĕ-и кунта?

— Çук, килмен. Виле килнĕ, халь куртăм.

— Виле? Аванах куртăн-и эсĕ ăна? — Стражник кутăн чакрĕ.

— Куртăм çав, вилетĕп ĕнтĕ, — йĕрсе ятăм эпĕ.

— Манăн куçа ан курăнтăрах вăл. Эй, турă, турă, сыхла мана усал-тĕселтен. — Çапла каласа стражник сăхсăхса тухса кайрĕ.

Эпĕ анне патне чупрăм. Вите умĕнчен иртсе кайнă чух виле куçа ан курăнтăр тесе пите алăпа хупларăм. Хам сиксе чĕтретĕп.

Хĕвел тухса сарăлнă çĕре эпир мунча кĕрсе тухрăмăр. Анне хăй çăвăннă хыççăн вилнисен ятне асăнса милĕке сентре çине хучĕ, сăтăркаларĕ, çемçен çапрĕ, темĕн пăшăлтатрĕ. Ун хыççăн Улля аппа та çапла турĕ.

— Анне, мĕншĕн пушă вырăнах милĕкпе çынна çапнă пек тăватăн? — ыйтрăм эпĕ.

— Вилнисем те мунча кĕреççĕ, ачасене çапрăм, — терĕ анне.

Эпĕ çĕрле вилерен хăранипе халĕ те çÿçенетĕп, вилетĕп ĕнтĕ тесе калама çук хуйхăратăп, чĕререн тарăхса йĕре-йĕре илетĕп.

Анне мана çывăрма вырт терĕ. Çав йывăр шухăш мана асаплантарнипе эпĕ çĕрле сахал çывăрнă пулин те халĕ час çывăрса каяймарăм.

Эпĕ вăранса пÿрте кĕнĕ чух пирĕн вут хутнă. Анне кăмака умĕнче икĕрчĕ пĕçерет. Алпа çĕр улми пÿремечĕ тăвать. Аттепе пичче сĕтел хушшинче кантăр çăвĕ сĕрсе икерчĕ çиеççĕ. Пĕр самантлăха хамăн хăрушă шухăша пусарса чустапа ĕçлес кăмăл пурччĕ, анчах атте мана сĕтел патне пыма кăчăк туртрĕ, кукаçисенчен илсе килнĕ пĕчĕк чашăкри кĕрпеклĕ пыла кăтартрĕ.

— Пăх-ха, мĕн ку? — терĕ.

Эпĕ вăр-вар сĕтел хушшине кĕрсе лартăм.

Çтаппан пичче килсе кĕчĕ. Тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, мунча хыççăн çÿçне яп-яка туранă. Пÿрте кĕрсенех вăл чакăр куçĕпе ман çине пăхрĕ, кăшт кулчĕ.

— Çĕрле виле куртăн-и? — ыйтрĕ вăл.

— Куртăм, — терĕм эпĕ.

— Мĕнле вăл?

— Шурă.

— Вилесрен хăратăн пулĕ-çке ĕнтĕ?

Эпĕ хумханса, хурланса йĕрсе ятăм.

— Ан йĕр, вилместĕн, хĕрĕм, — Çурăмран лăпкаса каларĕ Çтаппан пичче. — Виле никам куç умне те курăнма пултараймасть.

— Эпĕ куртăм-çке, — терĕм йĕре-йĕре.

— Эсĕ курни виле мар, эпĕ пулнă. Стражникран пахча витĕр тарса лупас айне кĕрсе пытантăм.

Эпĕ калама çук тĕлĕнсе, савăнса кайрăм.

— Мархва виле килчĕ тесе çухăрнипе стражник мана шырама тытăнмасăрах тухса кайрĕ, — терĕ Çтаппан пичче.

— Вырăнлă пулнă-çке, эппин, манăн хĕр ача çухăрни, — сăмах хушрĕ атте. — Лар-ха, Çтаппан, сĕтел хушшине.

Çтаппан манпа юнашар кĕрсе ларчĕ.

— Çимĕк валли сăра тăваймарăмăр, салачĕ çук та, — терĕ анне пăшăрханнă кăмăлпа. Çав хушăрах тин çеç пĕçернĕ икерчĕсене ывăспа сĕтел çине пырса лартрĕ.

Атте икерчĕсене çу сĕрчĕ.

— Юрĕ халĕ сăрасăр та, — терĕ вăл. — Çимелли пултăр, çавă сахалтарах пирĕн, ĕçессе сивĕ шыв та ĕçĕпĕр.

— Çапла пулмасăр, — килĕшрĕ Çтаппан пичче икерчĕ çиме тытăнса.

— Çтаппан, стражник мĕн сăлтавпа тытса каясшăн пулнă сана? — ыйтрĕ атте.

— Паян акă çимĕк. Масар çинче халăх пулать. Ыран Чăнкасси улăхĕнче Кушар — пысăк пуху, çамрăксем шутсăр нумай пухăнаççĕ. Куславккарисем эпĕ халăх хушшинче пуласран шикленеççĕ, — терĕ Çтаппан пичче.

— Çавăншăнах-и? — тĕлĕнчĕ атте. — Эх, мăнтарăн пурнăçĕ.

Пичче хура мăйăхлă тутине, аллисене пит шăллипе шăлкаласа сĕтел хушшинчен тухнă чух çапла каларĕ:

— Ĕнер савăнмалли те пулчĕ.

— Мĕн апла? — ыйтрĕ атте.

— Хусахсем стражника унтан пĕр тайăлмасăр хирĕç те хирĕç калаççĕ, Çтаппана хÿтĕлеççĕ.

— Паллакан çын, чăваш тесе хăрамарĕç пулĕ, — терĕ атте.

— Çĕкленеççĕ çамрăксем. Кирлĕ чух вĕсене шанмалăх пур. Ку питĕ ырă, — хирĕç тавăрчĕ ăна Çтаппан пичче.

Çапла каласа вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те аттепе аннене тав турĕ, унтан мана Çурăмран лăпкаса илчĕ. Вара пиччепе иккĕшĕ урамалла тухса кайрĕç.

Улăхра

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çтаппан пичче çимĕк иртсенех таçта кайнă та утă умĕн тин килчĕ. Çапла пĕр каçхине, эпĕ урамран выляса кĕнĕ чух, вăл пирĕн патăрта аттепе кĕлет умĕнче калаçса ларать. Эпĕ вырăн çине улăхса выртрăм, пуçа шăналăк ăшĕнчен кăларса итлетĕп. Çтаппан пичче темĕн çинчен каласа пĕтерчĕ, ăнланаймасăрах юлтăм, ун хыççăн атте калама тытăнчĕ.

— Утă çулма вăхăт çитрĕ акă. Ят пуçне мĕн чухлĕ утă туса илĕпĕр-ши? Чи аван çарансене Пуянсене парса пĕтерчĕç. Лашана хĕл каçарасси пулаймасть пулĕ. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ.

— Халех ан тарăх-ха, Мĕтри пичче, тен, утă çителĕклĕ пулĕ, — тÿлеккĕн каларĕ Çтаппан.

— Пулас çук! Эсĕ киличчен икĕ-виçĕ кун малтан халăх пухăнчĕ.

— Ну, вара?

— Шĕшлĕпе Иванюка Эресип текен çăра курăклă çăрана пĕтĕмпех пачĕç. Хĕлле Çетнер çаранне пани çитмест. «Парас! Парас! » — теççĕ пуянсем майлисем. Пачĕç. Эрехшĕн çунаççĕ.

— Çаран парсан ĕçке ячĕç пулĕ?

— Çĕрĕпех ĕçрĕç. Халăх салансан пуянсен йыттисем пирĕн пахча карти çумĕнчи çерем çине ларса ĕçнĕ. Пахчари сухана, хăяматсем, çур йăран тăпăлтарнă. Тул çутăлсан Касак Ваççи икĕ четвĕрт эрех анкарти хыçĕпе килне илсе кайрĕ тет. Ăна выртмаран килекен ачасем курнă.

Хапха халтăрт туса уçăлчĕ. Кил картине пичче кĕчĕ те кĕлет умнелле хăвăрт утса пычĕ.

— Мĕн кирлине турăмăр. Çĕнĕ Куснара хам кайрăм. Куснарпуçне шанчăклă çамрăксем иккĕн кайса килнĕ.

Хамăр ялта вăл ырă хыпара Гаврила сарнă. Ун патĕнче çава туптакансем пасар пек, — каласа пачĕ пичче.

— Апла ĕç тухать, — терĕ Çтаппан пичче кăмăллăн. Часах вăл пире ырă каç сунса хапха патнелле утрĕ.

Ирхине эпĕ кĕлет алăкĕ чĕриклетнипе вăрантăм. Пăхатăп: кĕлетрен тĕрĕллĕ çинçе пир кĕпи тăхăнса аппа тухрĕ. Пуçĕнче шурă тутăр. Мăйĕнчи çутă шăрçисем хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ. Аппа урине шурă чăлхапа пир тăла, çĕнĕ çăпата сырнă. Кĕлет умĕнчен çăмăллăн анчĕ те лаç патнелле утса кайрĕ. Мана вăл шурă лĕпĕш вĕçнĕ пекех туйăнчĕ. Пичче кил карти варринче лаша кÿлет.

Вăл та çимĕк кунĕ тăхăннă тĕрĕллĕ шурă кĕпипе; кăвак йĕмне пир тăла ăшне чиксе урине çĕнĕ çăпата сырнă; пилĕкĕнче ярапаллă шараç пиçиххи.

Атте урапа çине виçĕ çава хунă. Пичче кĕреплесем, тимĕр сенĕк тата пуслăх илсе пычĕ.

Атте пиччене пăхкаласа тăчĕ те:

— Мĕн тăватăн эсĕ, Иван? Утине çулман, кĕреплесемпе аппаланатăн. Кайса хур калла, çавасене çеç хăвар, — терĕ.

— Чим-ха, атте. Тен, пурте кирлĕ пулĕç. Ан тив, — кулкаларĕ пичче.

— Юрĕ эппин, илсе пăх.

Лаçран кăвак тĕтĕм тухать. Анне кил картине тухса апат пиçни çинчен пĕлтерчĕ.

— Атте, эпĕ те пырам-и сирĕнпе пĕрле? — ыйтрăм эпĕ.

— Ларах аннÿпе пĕрле килте. Хăяра чăхсенчен астукала, — терĕ вăл мана.

— Манăн та улăха пырас килет. Эпĕ унта калемпĕр пуçтаратăп та Иванюка сутатăп. Тен, пилĕк пуслăх та пулĕ.

— Пĕр пус та памасть сана Иванюк.

— Пытăр-çке, лартса кай, ашшĕ, — ман хута кĕчĕ анне.

— Юрĕ эппин, пытăр, — килĕшрĕ атте.

Ыттисем ирхи апат çинĕ чух эпĕ васкасах ура сыртăм. Кĕлете кĕрсе шурă кĕпе тăхăнтăм, тем пекех савăнса часрах урапа çине улăхрăм, пысăк пештĕрпе лакăм хушшине хĕсĕнсе лартăм.

Пирĕн урампала Çĕнĕ Куснар тата Çÿлти Куснар çыннисем ураписене халтăртаттарса лашисене чуптараççĕ — пурте улăха утă çулма анаççĕ.

Часах атте, пичче, аппа лаçран апатланса тухрĕç. Анне эпĕ апат çиме кĕменнине кура ман валли татăк çăкăрпа халĕ çеç татнă симĕс хăяр илсе тухрĕ.

Эпир улăха çитнĕ çĕре виçĕ Куснар халăхĕ нумай пухăннă, лашисене тăварса Виртен кÿлли хĕррине янă. Урапасене ĕретпе тăратнă — ял урамĕ пек туйăнать. Хĕрсемпе каччăсем пĕр тĕле пухăннă. Юрлани, кулни илтĕнет. Тепĕр çĕрте ташша янă. Яштака пÿллĕ хĕр селмеккĕн çаврăнкалать, хусахĕ пиçиххи яраписене айккинелле ывтăнтарса ухлатса сикет. Нумайăшĕ, çамрăксем те, ваттисем те, Çтаппан пичче ларакан урапа патне пухăннă, вăл каланине итлесе тăраççĕ. Тем çинчен калать Çтаппан пичче, манăн ăна халь итлес кăмăл çук. Эпĕ кÿлĕ хĕррине антăм. Шыв тип-тикĕс те тăп-тăрă. Çыран хĕрринелле вăрăм хăмăш ÿсет, шаларах, сарăлса выртакан лапка çулçăсем хушшинче, шултра шурă чечексем курăнаççĕ. Вĕсем ытарма çук илемлĕ. Эпĕ вĕсене татасшăн. Ура салтса, чĕркуççи таран шыва кĕрсе, кармашкаласа пĕр чечекне татрăм-татрăмах, вара хамăр урапа патне пытăм. Çтаппан пичче сасси çаплах илтĕнет. Халăх хăш чух сĕр! сĕрлет, çавăнтах хытă ахăрать. Пирĕн урапапа юнашар пĕр хĕрарăм ача ĕмĕртсе ларать. Ун патне пĕр хĕр пычĕ.

— Мĕн тет Çтаппан? — тесе ыйтрĕ ача тытнă хĕрарăм.

— Иванюкпа Шĕшлĕ халăх çаранĕсене куштансене эрех ĕçтерсе çулнă, халăха укçа пĕр пус та тÿлемен тата виçĕ Куснар халăхĕнчен çарансем илтĕмĕр тесе хут çырни те çук тет. Ĕнер Шĕшлĕпе Иванюк Эресип çаранне Паланкассинчен алă-утмăл çын тара тытса çултарса пăрахнă. Çтаппан çав утта паян халăха валеçсе парас тет.

— Апла пулсан пит аванччĕ, — килĕшрĕ ачаллă хĕрарăм. — Ĕнер пирĕн яла, эсĕ курман-и, Иван ятлă Аслă Куснар ачи пынăччĕ. Вăл та пуянсем çулнă утта халăха валеçмелле терĕ, кĕреплесем, сенĕксем, пуслăхсем илсе пыма каларĕ.

— Пирĕн атте çавăнпа пулĕ-çке утă тиеме чараксемпех килнĕ, — терĕ хĕр.

— Пĕркун тата Çтаппанпа тимĕрçĕ пырса кайнăччĕ, ана-çарана пуянсене парас марри çинчен нумай калаçнă терĕç.

Хĕрарăм çапла калаçкаласа ачине тирпейлесе пĕчĕк урапа çине вырттарчĕ.

Хĕвел тăп-тăрă сенкер тÿпене хăпарса хĕртме тытăннă. Такам хулăн сассипе: «Ĕçлеме пуçлас! » — тесе кăшкăрчĕ. Çынсем ларнă е выртнă çĕртен тăчĕç, çависене çÿлелле тытрĕç, вĕсене хĕвел çинче йăлтăртаттарса çаран хĕррипе утрĕç. Шап-шурă халăх. Çава сасси сывлăмлă улăх тăрăх ян-ян! кайрĕ.

Аппа хĕрсен ушкăнĕнче. Пиччепе атте юнашар çулаççĕ. Эпĕ вĕсем хыçне калемпĕр пуçтарма тăтăм. Çавапа сулса ямассерен сарă, кăвак е шурă чечек, тĕрлĕ курăк касăлса ÿкет.

Акă икшер-виçшер карта çулса тухрĕç. Хĕвел хĕртнĕçемĕн хĕртет. Атте тарлă питне шурă кĕпе аркипе шăлкаласа илет.

— Акă çар килет! Шĕшлĕпе Иванюк çарĕ! Пăхăр-ха! — кăшкăрчĕ пĕри Паланкассинчен улăха анакан çынсем çинелле кăтартса.

Чăнах та, кĕрепле тата тимĕр сенĕксем тытнă арçынсемпе хĕрарăмсем Эресип çаранĕ патне анаççĕ. Унта çитрĕç те ларчĕç.

Ял енчен çулпала тусан мăкăрлантарса лав килет. Хура ăйăр ухăнса чупать. Тăрантас çинче Шĕшлĕпе Иванюк ларса пыраççĕ. Вĕсем улăха çитсен тÿрех Эресип çаранĕ патне кайрĕç, унта пухăннă çынсем патне пычĕç, кăшкăрашрĕç, лешсем утă тавăрма тытăнчĕç. Иванюкпа Шĕшлĕ тăрантас сулхăнне выртрĕç.

Кăнтăрла çитсе килет. Пăчă. Çил çук. Утă çулакансем тар юхтарса ĕçлеççĕ.

Акă çынсем ушкăнăн-ушкăнăн çависене тăратса урапасем патнелле пыра пуçларĕç. Тахăшĕ юрласа ячĕ, çывăхри ушкăнра юрă вăйланчĕ, тепĕр самантран улăх тăрăх нумай саслăн янăраса кайрĕ.

Апатланнă хыççăн нумайăшĕ шыва кĕме пуçларĕç, хăшĕсем канма выртрĕç. Çтаппан пичче пирĕн урапа айне пуçне чиксе выртрĕ, унпа юнашар — атте. Пиччепе аппа апат çисенех ташлакансем патне кайрĕç.

Кăшт выртсан Çтаппан пичче ура çине тăрса Эресип çаранĕ еннелле пăхрĕ.

— Мĕн ĕçлеççĕ Паланкассисем? — ыйтрĕ атте.

— Утта тавăрса пĕтернĕ, кăнтăрла иртсен купа хураççĕ пулмалла, вара…

Кĕтмен çĕртен Касак Ваççи пырса ларчĕ. Мăкăрланакан чĕлĕмне çăварĕнчен кăларса çапла калама тытăнчĕ:

— Кирлĕ мар, Çтаппан, халăха пăлхатма. Халăхран çаран илсе хуçасем тăкакланнă-çке. Никамăн та укçа пулă хуппи мар, — терĕ.

Çтаппан пичче нимĕн те чĕнмест, вăл курăк пĕрчине шăлпа çыртнă та тек ăна пÿрнисемпе сăтăркалать.

Ваççа татах пуçларĕ:

— Кам вĕсен утине туртса илме пултарĕ? Халăх пуянсене хирĕç тăрас çук. Арманпа лавкка хуçисĕр пурăнаймастăр. Пуринчен ытла пирĕн, чухăнсен, пуян çынсăр сывлăш тухмасть.

Çтаппан пичче лăш кулчĕ:

— Кай кунтан, çитĕ калаçса. Ĕç сансăр пуçнех пулать.

Ваççа Çтаппан пичче çине сивĕ куçпа пăхса илчĕ, сÿннĕ чĕлĕмне хыпрĕ те тăрса кайрĕ.

Эресип çаранĕ çинче тара кĕрĕшсе ĕçлекенсем кăнтăрлахи апат та çимерĕç. Утта тавăрса пĕтерчĕç, кăнтăрла иртсен купа тума тытăнчĕç. Шĕшлĕпе Иванюк пит васкатаççĕ пулмалла. Çынсем хăвăрт ĕçленипе купасене кун каç еннелле сулăниччен туса пĕтерчĕç те киле кайрĕç. Шĕшлĕ ăйăрне кÿлсе килнелле мăкăрлантарчĕ, Иванюк пĕр купа айне выртса юлчĕ. Нумай та тăмарĕ Шĕшлĕ, ула кĕсрине кÿлсе килчĕ. Вĕсем хыççăн нумай пушă лавсем çитрĕç. Çыннисем лашисене купасем патнелле çавăтса пычĕç, урапасем çинчен чараксене, пуслăхсене илсе пăрахрĕç.

Утă çулакансем хушшинче такамсем кăшкăрса калаçса илчĕç. Арçынсем çависене тăратнă, çаран хĕррипе пит йышлăн кĕпĕрленсе утаççĕ. Малта Çтаппан пичче пырать.

— Атьăр, пурте атьăр, хăвăртрах! — кăшкăрчĕ тахăшĕ.

— Тиеççĕ, чупар! — терĕ тепри.

— Парас мар Шĕшлĕпе Çăрттана! Эй! Эй! Хăвăртрах!

Çынсем пит нумаййăн урапасем патĕнчен Эресип çаранĕ çинелле чупрĕç. Çтаппан пичче çавине икĕ алăпа çÿле тытса чупать. Ун хыççăн халăх кĕрлесе пырать. Эпĕ те хыçалтан чупрăм.

— Тийĕр хăвăртрах, шуйттансем! — çăварне карчĕ Шĕшлĕ. Утă тиекенсем ĕçлеме пăрахса лашисене çавăтса кÿлĕ хĕрринелле кайрĕç.

— Хăв тие, вăрă-хурах! — тесе хăварчĕ пĕри.

Иванюк аллине чарак тытнă, кÿлĕ хĕрринелле йăраланать, хăй халăх еннелле çаврăна-çаврăна пăхать.

— Вĕлерес шампасене!

— Шыва çыхса пăрахас!

— Тытăр! Тытăр!

Нумай саслăн кĕрлет халăх.

Шĕшлĕ урапи çинчен хăвăрт пăшал илчĕ те Çтаппан пиччене тĕллерĕ. Лешĕ ун патне сиксе пычĕ те çавине сулса хăйне тĕлленĕ пăшала вăнк! ывăтса ячĕ.

— Пăшалпа пеме-и?! Йытă! — терĕ Çтаппан пичче.

— Перĕр ăна хăй пăшалĕпе!

— Тытса çапăр çĕре!

— Сенĕкпе! Сенĕкпе!

Кĕрлет, кăшкăрать халăх.

Шĕшлĕ пăшалсăр юлсанах икĕ аллипе пуçне тытса кутăн чакрĕ, чышкисене чăмăртаса, урипе тапса хытă кăшкăрчĕ:

— Стражниксене кÿртеретĕп! Çур яла хуптаратăп! Сахар! Сахар! Кай Карача!

Шĕшлĕ тарçийĕ Сахар таçта кĕрсе кайнă.

— Тасал кунтан! Кай! — терĕ Çтаппан пичче. — Халăх умĕнче ан кăшкăрса тăр! Тем пулĕ!

Шĕшлĕ сасартăк кашкăр пек уласа ячĕ. Халăх кĕр! кулчĕ.

— Çын пурлăхне хапсăнатăр! Турă куртăр сире! — кăшкăрчĕ Шĕшлĕ.

Çтаппан пиччепе пĕр хусах Шĕшле хуллăн-пĕççĕн тытрĕç те урапа çине пăрахрĕç. Лаши хăранипе ĕрĕхсе кайрĕ. Шĕшлĕ халтăртатакан урапа çинче ниепле те тăраймасть, тапаланать. Лаши кăтăрса кайнипе килнелле çил пек вĕçтерчĕ.

Утă тиеме тара тытса килнĕ Çатрăк çыннисем хурăн çулĕ çине тухнă, сăрталла хăпараççĕ.

Шăй-шай иртсе кайрĕ. Халăх урапасем патнелле утрĕ. Эресип çаранĕ çине пыман арçынсем пĕр çĕре пухăнса тăнă, çирĕм-вăтăр çын пулĕ. Касак Ваççи хĕрсе кайса тем калать. Вăрăм пÿллĕ староста пуçне тайса итлесе тăрать.

Эресип çаранĕ çинчен килекен çын вĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух чарăнса:

— Çавăрса илтĕмĕр утта, — тесе савăнăçлăн каларĕ, унтан ал айĕнчи лакăма чалăштарса шыв ĕçме тытăнчĕ.

— Çавăрса илтĕр те-ха, хăвăр пуçăрсене каялла çавăрса лартмасан юрĕччĕ, — терĕ ăна хирĕç пĕри.

Çтаппан пичче тарлă çамкине тутăрпа сăтăркаласа:

— Тийĕр, халех! — терĕ хытă сасăпа. — Çетнер çаранĕ çине ыран çитетпĕр. Унта та ĕнтĕ Шĕшлĕпе Иванюк пырса кĕрес çук. Крышка!

Çынсем лашисене кÿле пуçларĕç. Атте те лашана кÿлĕ хĕрринчен çавăтса килчĕ, хăй кулкалать. Аппа, темрен тĕлĕннĕ пек, хура йăлтăркка куçĕпе пăхкаласа тăрать.

— Ха-ха, эсĕ каланă пекех пулчĕ-çке, Иван, тимĕр сенĕкĕ те, пуслăхĕ те, кĕрепли те кирлĕ пулчĕ, — терĕ атте кăмăллăн.

— Çтаппанпа Гаврила пултараççĕ, — терĕ пичче хĕпĕртесе.

Часах Эресип çаранĕ çинчи утта валеçрĕç те урапасем çине тиеме тытăнчĕç. Халăхран уйрăлса тăнă çынсем утă валеçнĕ çĕре пымарĕç. Аттепе пичче пĕр урапа тиерĕç. Эпĕ киле тутлă шăршăллă симĕс утă çине ларса таврăнтăм.

Утă пĕтернĕ кун, каçхине, эпĕ Çтаппан пиччесем патне кĕсле каланине итлеме кайрăм. Çтаппан пичче çук. Килте пĕчченех Улля аппа йĕрсе ларать.

— Мĕн пулнă, Улля аппа? — ыйтрăм эпĕ.

Вăл тата та хытăрах ĕсĕклеме пуçларĕ.

— Çтаппана пасарта çÿренĕ чухнех тытса хупнă. Ах, ачам, ăçта кĕрсе каям-ши? Мĕнле тÿсес? Шĕшлĕпе Иванюк хуптарчĕç пуль.

Эпĕ çак хыпара пĕлсен пысăк хуйхăпа киле таврăнтăм.

Чиркÿ тума пуçлани

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Кăçал ыраш та, çур тырри те çанталăк шăрăх тăнипе хăвăрт пулса çитрĕ. Эпир улма праçникĕ çитиччен пĕтĕм тырра вырса пĕтертĕмĕр. Аппа тара кĕрĕшсе Иванюкăнне сĕлĕ вырма кайрĕ. Эпĕ те каяс теттĕм, анне ямарĕ. «Ан кай, паянлăха кан, выляса çÿре, ыран кукамуна пулăшма каятпăр, вĕсен пăри вырмалли чылай», — терĕ. Эпĕ канма хавас пултăм. Кăнтăрла тĕлĕнче Иван пичче патне тухрăм. Вăл, яланхи пекех, сарайĕнче çăпата туса ларать.

— Мана йăлтах мантăн пулĕ, çерçи? Тырă вырма тухнăранпа та пĕрре килмерĕн-çке, — терĕ старик ÿпкелешнĕ пек. Анчах тути хăйĕн кулкалать.

— Куллен-кун ĕç, ир пуçласа каçчен тырă выртăмăр, ăçтан тупас вăхăт сан пата килсе ларма? — терĕм эпĕ хама хам пысăк çын пек шутласа.

— Куршанкă çакланса çыпăçсах ларнă ĕнтĕ сан çума, хăпăтаймастăн ăна, ах, аçа çапасшĕ!

— Ĕçрен хăрамастăп ĕнтĕ, эпĕ — пысăк.

— Пысăк… Мĕн каласси пур… Тăвар киллинчен икĕ шит çÿллĕрех, хе-хе-хе!

Иван пичче çапла калани мана кăштах кÿрентерчĕ, анчах эпĕ ăна-кăна палăртмарăм. Калаçса ларнă хушăра шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Эпир сарайĕнчен тухса пăхрăмăр. Икĕ лаша кÿлнĕ лав ялалла тусан мăкăрлантарса килет. Часах пирĕн тĕле çитрĕ, иртсе кайрĕ. Лав çинче икĕ çын. Ларкăчри — çамрăк, илемлĕ хура çын, вăл хĕрлĕ кĕпе çинчен жилетка тăхăннă. Тепри — шурă сухаллă мăнтăр старик, кăвак тумтирлĕскер, тăрантас тулли ларса пырать.

— Ку самăрри, аçа çапасшĕ, чирĕк тутаракан потрещик Макаров мар-ши? Пуп патне кĕмест-и, кайса пăх-ха, — терĕ Иван пичче.

Эпĕ лав хыççăн чупрăм. Вăл чăнах та чиркÿ патнеллех анса кайрĕ, пуп çурчĕ тĕлне çитсен чарăнчĕ. Лавçă ларкăч çинчен яшт! сиксе анчĕ те пуп хапхине яр! уçса пăрахса лашисене кĕртрĕ.

Касак Ваççи, урисене тикĕт сĕрнĕ атă, çине шурă кĕпе тăхăннăскер, пуп патне васкаса кĕрсе кайрĕ. Эпĕ каялла Иван пичче патне чупрăм. Атте хиртен кĕлте турттарса аннă, хурал пÿрчĕ патĕнче Иван пиччепе сăмахласа тăрать. Эпĕ вĕсене хам мĕн курнине каласа патăм.

— Çавах, хайхи Макаров, — терĕ Иван пичче. — Вăл хĕлле те кунта килсе кайнăччĕ, чирĕк лартса пама килĕшнĕ терĕç. Халăхран чиркÿ тума тытăнатпăр тесе укçа та пуçтарчĕç.

— Укçи чирĕкре кайăк пулса вĕçсе кайнă темеççĕ-и? — сăмах хушрĕ атте.

— Чирĕке хунă каçах вĕçсе кайнă тет, кантăк решеткине ватсах тухнă теççĕ. Эх, аçа çапасшĕ!

— Мĕншĕн укçине унта хунă-ши? Тăтăр пулатчĕ пуп е Иванюк патĕнче.

— Турă аллинчен укçана никам та илес çук, чирĕке хурас ăна, — тесе каларĕ тет пуп. Çав çĕрех укçи, пин те сакăр çĕр, çухалнă. Чирĕк хуралçине, Упрама, икĕ-виçĕ кунлăха хупса та тытрĕç, стражникĕ те ялта çÿрекелерĕ, ним усси те пулмарĕ, пĕтрĕ халăх укçи.

— Пуппа Иванюк аллине кĕнĕ пĕтĕм укçа тет Çтаппан, — терĕ юлашкинчен атте лашана уттарса.

— Çтаппан тĕрĕс калать, çаплах пулнă вăл, — тесе юлчĕ Иван пичче те.

* * *

Ыраш акма тухиччен чиркÿ тума чул, кирпĕч турттарма пуçларĕç. Çăклă лавсем пирĕн урампа татти-сыпписĕр иртеççĕ, йывăр тиенĕрен нăчăртатса пыраççĕ.

Пирĕн пичче куллен-кун кирпĕч турттарать. Ирхине выртмаран килсен тухса каять те — кунĕпе ĕçре. Лашана та кăнтăрла çеç, хăй апат çинĕ хушăра, кантарать.

— Хаклă тÿлеççĕ, лавне вунă пус. Куланайлăх пултăр, — тет пичче.

Атте вăл каланипе килĕшет, хаваслансах ăна ĕçе кăларса ярать. Пичче вăтăр лав кирпĕч турттарнă, вун икĕ кун хушшинче виçĕ тенкĕлĕх ĕçленĕ.

Кирпĕч турттарса пĕтернĕ кун çынсем Иванюк лавкки патне пухăннă: ĕçленĕшĕн укçа илесшĕн. Пирĕн пичче те кайрĕ, анчах часах каялла килчĕ.

— Памарĕ-и? — ыйтрĕ атте.

— Çук, — терĕ пичче, — çынсем нумай пухăннă, никама та пĕр пус памарĕ, укçа çук тет.

— Хăçан пулать?

— Ун çинчен шарламарĕ.

— Чăрăш йĕппи тăкăннă чух парĕç. Ĕçлесен те укçи çук, мăнтарăн пурнăçĕ, — тарăхрĕ атте.

Пĕррехинче, çумăр çунă кун, эпĕ урам енчи чÿрече патĕнче тухтăр парса янă кĕнекене пăхса ларатăп. Аппа тĕрĕ тĕрлет. Анне кĕпе çĕлет. Атте кăмака сакки çывăхнерех пушăт питлĕ пукан çине ларнă та чĕлĕмне паклаттарса çăпата тăвать. Пичче кивĕ аçам пĕркенсе карта хĕррине лаша кăкарма тухнă. Атте пире хăй пĕчĕккĕ чухне вăрманта аташса çÿрени çинчен кулăшла каласа парать.

Хапха хăлтăртатса уçăлни илтĕнчĕ, пÿрте Касак Ваççи, Иванюк тата хура тутăр пĕркеннĕ Манехва кĕчĕç. Ваççа шут патакĕсен çыххисене хулпуççи урлă çакса янă, сак çине шăкăр-макăр тутарса ларчĕ. Иванюк карттусне силлекелесе илсе Ваççапа юнашар вырнаçрĕ. Манехва турăш умне тăрса сăхсăхрĕ, пилĕкне авса пуçне тайрĕ, хура вăрăм кĕпипе хулпуççи çинчи тутăрне варкăштарса ман çывăха пырса ларчĕ. Эпĕ ăна юратман пирки сак тăрăх кăшт сиксе лартăм. Мана вăл улăпла пысăк хура кăпшанкă пек туйăнать.

Çынсем килсе кĕрсенех атте çăпата шаккама пăрахрĕ, кăн-кан пăхкаларĕ, типшĕм питлĕскер, кĕл пек кăвакарса кайрĕ, аллисем чĕтреме пуçларĕç.

— Турă çуртне тума укçа пуçтарма тухрăмăр-çке, — çинçе сассипе юрланă пек калама тытăнчĕ Манехва. — Приходри халăх чиркĕве хăвăртрах туса пĕтересшĕн, пурте укçана турă мухтавĕшĕн пысăк хаваспа параççĕ… Ятран икшер тенкĕ. Ĕ-ĕ-ĕ, сирĕн икĕ ят, тăватă тенкĕ тÿлемелле…

Атте чĕлĕмне кăмака сакки кĕтессине шаккаса йĕм кĕсйине чикрĕ те:

— Укçа çук пирĕн, — терĕ, — пĕр пус та çук. Халĕ пахча çимĕç сутайман.

Касак Ваççи ÿкерчĕк çинчи шуйттан пек тискер пит-куçне атте еннелле çавăрчĕ, шăлне йĕрсе илчĕ.

— Пирĕн ыйтма тивĕç, санăн — пама, — терĕ вăл. — Укçа никамăн та купаланса выртмасть, çапах пурте параççĕ.

Манехва атте патне пырса чăнкăлтатма тытăнчĕ:

— Эсир чиркÿ тума укçа парас мар тетĕр-и? Турăран хăрăр! Кайран тем инкек пулас пулĕ. Илтмен-и-ха эсир Чулхулара мĕн пулса иртнине?

— Илтмен пулмалла ун çинчен ку килте, — терĕ Ваççа шăлне йĕрсех, — каласа пар-ха, Манехва.

Лешĕ çĕкленнĕ кăмăлпа калама тытăнчĕ:

— Ах, турă çырлахах! Хăрушла ĕç пулса иртнĕ-çке Чулхулара!.. Турă çынни — манах — чиркÿ валли халăх хушшине укçа пухма тухнă. Вăл умне хĕрлĕ пичетлĕ кружка çакса пур çĕрте те çÿренĕ. Пĕрре çав манах хула тăрăх пынă чух чăваша курать, унран турă çуртне тума пулăшу ыйтать. Чăвашĕ, хытăскер, укçаллă пулсан та кружкăна пĕр пус та яман. «Юрĕ, турă хăй пĕлĕ-ха сана», — тесе каларĕ тет манах чăваша. Сасартăк çав хыт кукар чăваш тăракан вырăнта тĕпсĕр шăтăк пулса тăрать те, хайхискер тÿрех çĕр тĕпне янкăртатать.

— Пит хăрушла ĕç ку, — сăмах хушрĕ Иванюк мăнтăр питне ал тутăрĕпе сăтăрса илсе.

— Ку хăрушла ĕç çинчен хаçат çине те çырнă темеççĕ-и? — ыйтрĕ Касак Ваççи.

— Çырнă, — терĕ пуçне сулса Иванюк. — Хамăр кантурти тиек Иван Степанович Виноградов та ун çинчен вуланă иккен.

— Çырнă! Çырнă! — хавхаланса кăшкăрчĕ Манехва. — Эпĕ Çĕрпÿри монастырьте хаçатне хам вуланă. Мухтав турра! Хăй хăватне кăтартнă.

Атте ларнă çĕртен тăчĕ те васкамасăр çапла каларĕ:

— Çĕр çăтас пулсан та пĕр пус тÿлейместĕп: укçа çук. Кирпĕч турттарнăшăн та памарĕç…

— Халăхран укçа пухăнсан тÿлетпĕр акă, — терĕ Иванюк.

Атте тута кĕтессипе кулса илчĕ:

— Апла, эппин. Халăха тÿлеме халăхран пухмалла. Çаннине саплама аркине касмалла.

Иванюкпа Ваççа Манехва çине пăхса илчĕç. Лешĕ тутине мăкăртса атте патĕнчен турăш умнелле иртрĕ. Иванюкпа юнашар сак çине ларчĕ.

— Ах, — терĕ Манехва, вăйран сулăннă пек, икĕ аллине лаш! ячĕ, хура куçĕпе атте çине шăтарас пек пăхма тытăнчĕ, вара çĕлен вăслатнă пек: — Сана тĕне кĕртмен-и? — тесе хучĕ.

— Кĕртнĕ пулĕ, — терĕ атте.

— Авланнă чух эсĕ венчет тума чиркĕве кĕмен-и? Ачусене ят хуртарма чиркĕве илсе кайман-и?

Атте пĕр авăка чĕнмесĕр тăчĕ, унтан юмах каланă пек тÿлеккĕн пуçларĕ:

— Чашламари тĕне кĕмен чăвашсем, акă пирĕн хăтасемех, чирĕксĕрех аван пурăнаççĕ. Вĕсенчен чирĕк тума укçа шăйăрмаççĕ, пупа чыс тырри, çăм, укçа, çăмарта памаççĕ. Чирĕке пĕрре те хисеплемеççĕ, çапах çĕр тĕпне янкăртатни никам та çук. Тутарсен енне туртăнаççĕ, вĕсен тĕн йăлисене кăмăллаççĕ.

— Ах! — тарăхса кайрĕ Манехва. — Эсĕ, Мĕтри, çылăхран хăрамастăн! Чи çылăхлă çын эсĕ! Эх, ирсĕр!

— Эпĕ çылăхлине ăçтан пĕлетĕн? — терĕ атте çилленнипе çамкине пĕркелесе. Куçĕ ун сивлекленчĕ.

— Эсĕ каланă сăмахсене çылăх ăшне путнă çын çеç калама пултарать! Тамăк тĕпĕнче пулатăн! — кăшкăрса пăрахрĕ Манехва.

Атте тата ытларах çилленсе кайрĕ:

— Эпĕ çылăхлă пулма сан пек çынсене улталаса çÿреместĕп.

— Кама улталарăм эпĕ? — хĕрелсе каларĕ Манехва.

— Пĕлтĕр ман хĕр ачан, акă çакăн (атте ман çине тĕллесе кăтартрĕ), куçĕ пăсăлчĕ. Эсĕ ача куçне сывататăп тесе, турă эмелĕсем сĕретĕп тесе çÿрерĕн, усси пулмарĕ, ултав çеç пулчĕ. Эсĕ пирĕнтен укçа, çăмарта, пир улталаса илтĕн.

— Ах! Ах! — хăлаçланчĕ Манехва. — Шуйттан калаçать санăн чĕлхÿпе, ылханлă этем! Проклятăй!

Çапла каласа Манехва, йĕрес пек тарăхнăскер, хăвăрт тухса кайрĕ, ун хыççăн Иванюк та тăрса йăраланчĕ. Ваççа шут патакĕсене шакăртаттарса сиксе тăчĕ те атте умне пырса тăрăс! тапрĕ.

— Турă çыннине кÿрентеретĕн! Явăл! Укçана санран шăйăрса илетпĕрех!

Вара вăл алăка çапăнтарса тухса кайрĕ.

Анне, аппа, эпĕ — пурте хăраса ÿкнĕ.

— Ашшĕ, ытлашши каламарăн-ши эсĕ? — терĕ анне.

Атте ним пулман пек:

— Эпĕ тĕрĕссине каларăм, — терĕ.

— Пирĕншĕн эсĕ калани — чăн сăмах, вĕсемшĕн — урăхла… Сиен тума пултарĕç.

— Эпĕ чиркĕве çÿременнине пĕлеççĕ, укçине çапах шăйăраççĕ. Хĕлле тÿленĕ, халь тата пар, вĕсен вĕçĕ-хĕрри те пулас çук. Кĕркунне ята пилĕкшер тенкĕ пухаççĕ тет. Мĕнпурĕ чирĕк туса пĕтерме çирĕм пин кирлĕ тесе шутланă, çав укçана çичĕ ялтан çулталăк çурă хушшинче пухса пĕтермелле… Аваççĕ халăха… Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…

«Санран шăйăрса илетĕпех» тенине Ваççа кĕтмен çĕртен пурнăçларĕ.

Пирĕн кукамайпа кукаçи ялан хур усранă. Иртнĕ хĕлле, çуркунне пуласпа, кукаçи пирĕн пата икĕ хур йăтса килчĕ.

— Ах, хăямат, виçĕ амапа пĕр аçа усравлăх хăвартăм, пĕри ама вырăнне аçа пулнă. Пĕрле усрама çук, питĕ тÿпелешеççĕ. Сирĕн пата илсе килтĕм, усрăр, пĕчĕк хĕр астăвать. Кĕркунне, чĕпписем çитĕнсен, пире аçипе амине паратăр.

Анне килĕшрĕ.

Эпĕ çак хурсене кукаçи хушнă пек алтăрпа хăйăр, валашкапа шыв лартса параттăм, анне хывăхпа, çĕр улмипе пăтратса çитеретчĕ. Эпĕ вĕсене аннерен вăрттăн çăкăр та паркаланă. Ами часах çăмарта тума пуçларĕ, çуркунне, çĕр типнĕ вăхăтра, тăхăр чĕпĕ кăларчĕ. Килте пĕр эрне усранă хыççăн эпĕ хурсене Энĕш хĕррине çÿрете пуçларăм. Сарă чĕпĕсем тĕкĕр пек тикĕс шыв çинче илемлĕн ишсе пыраççĕ. Ыраш вырма тухиччен эпĕ хурсене куллен-кун пăхса пурăнтăм. Чĕпписем хăвăрт ÿсрĕç. Çур тырри вырса пĕтернĕ тĕле вĕсем çитĕнсе çите пуçларĕç. Каçсерен, Энĕш çинчен килсен, вĕсем хамăр тĕлти çерем çине ларатчĕç те унтах çĕр каçатчĕç. Ирхине эпĕ вĕсене пиçнĕ çĕр улми е çăкăр татăкĕсене пăркаласа каллех Энĕш хĕррине хăваласа каяттăм.

Чиркÿ укçи пуçтаракансем килсе кайни виçĕ-тăватă кун иртсен урамра пĕр каçхине пирĕн хурсене такам хуйхатрĕ. Ирхине пăхатпăр: хурсем пĕри те çук, таçта çухалнă. Эпĕ Энĕш хĕррине чупрăм, çыран хĕррипе шыраса Çтенкке арманĕ патнех çитрĕм. Аксарти кÿлĕсем çине те кайса пăхрăм — çук. Каçхине таврăнасса кĕтрĕмĕр — килмерĕç. Хурсем çухалнăшăн пурте кулянатпăр.

Пĕрре аппа шыв кÿрсе килчĕ те çапла каларĕ:

— Хурсене Касак Ваççи Кавала кайса сутнă теççĕ. Шыв ăсакан хĕрарăмсем каларĕç. Пирĕнне çеç мар, чирĕкшĕн укçа тÿлеменнисенне ыттисенне те илсе кайнă тет.

Атте çакна илтсен кĕске сăхманне тата çĕлĕкне тăхăнчĕ те хăвăрт тухса кайрĕ, вара киле тĕттĕм пулсан тин каялла çитрĕ. Хăй пит ывăннă. Касак Ваççине суда парас тесе вăл Карачри судья патне пынă, ĕç мĕнле пулнине тĕппи-йĕррипе каласа панă. Судья ĕçе йышăнман: «Чиркÿшĕн сутнă пулсан уншăн Казакова айăплама çук», — тесе каларĕ тет.

Атте пит тарăхать.

— Хăçан килĕ-ши тĕрмерен Çтаппан? Куç умĕнчех мăшкăллаççĕ-çке… Эх, мăнтарăн пурнăçĕ…

Макаров Иванюк патĕнче пурăнать. Иванюкăн икĕ пÿрт. Çĕнĕ пÿрчĕ пысăк, темиçе пÿлĕмлĕ теççĕ. Макаров килсен икĕ-виçĕ кунтанах кÿршĕсем вăл епле апат çини çинчен калаçма тытăнчĕç. Ирхине вунă çăмарта, çур кĕренкке услам çу çиет, пĕр чÿлмек сĕт ĕçет теççĕ. Кăнтăрлахипе каçхи апатра — пĕрер чăх. Сăра-эрехе вара шутсăрах ĕçет теççĕ.

Макаров килсен виçĕ-тăватă кунтан чиркÿ тăвакан рабочисем — вятски вырăсĕсем çитрĕç. Çемук, Анук тата эпĕ вĕсене курма чупрăмăр.

Кăнтăрла иртейнĕ. Çанталăк шăрăх. Рабочисем япала тултарнă миххисене, кутамккисене йăтса Куславккаран çуран килнĕ. Вĕсем пит ывăннă пулмалла: нумайăшĕ кивĕ чиркÿ карти айккипе хурăнсен сулхăнне тăсăла-тăсăла выртнă.

Пурте вĕсем килте тĕртсе тунă кĕпе-йĕмпе; урисенче — хулăн пир тăла тата лапка пуçлă çăпата.

Макаров рабочисем патне пычĕ те темĕн каларĕ. Лешсем вара япалисене йăтса хăшĕ чиркÿ пÿртне кĕчĕç, хăшĕ Макаров кăтартнипе çывăхри урамри килсене утрĕç. Вĕсен шучĕ çĕр çынтан та ытла.

Тепĕр кун, пуп халăха пухтарса кĕлтунă хыççăн, вырăссем кивĕ чиркÿпе юнашар çĕр чавма тытăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле хамăр ял çыннисем те ĕçлеме пуçларĕç. Макаров вĕсене кун укçи вун пилĕк пус пама пулнă. Пирĕн аппа та унта ĕçлеме каясшăнччĕ, анчах вырăсла пĕлменнипе каймарĕ.

Чиркÿ пирĕн патăртан инçе мар. Урамра Выляс вырăнне эпир Çемукпа унта Чупатпăр. Анук йăмăкĕсене пăхса час-часах килте ларать. Ытти урамсенчен те ачасем пыраççĕ, эпир вĕсемпе пĕрлешсе кирпĕч куписем хушшинче пытанмалла вылятпăр.

Акă рабочисем чиркÿ стенисене купалама тытăнчĕç. Никĕсĕ валли çĕр чавнă чух кунлăн ĕçленĕ хамăр ял çыннисем халь рабочисем валли известь, кирпĕч йăтса тăраççĕ. Рабочисен аллинче ĕç ÿсĕнсех пырать: кирпĕч çумне кирпĕч хăвăрт выртать, стенасем куллен-кун хăпараççĕ.

Кирпĕч куписем хыçĕнче хăмапа çапса тунă хÿтлĕх пур. Унта Гаврила кунĕ-кунĕпе вĕркĕчне кĕрлеттерет, сунтал çинче хĕлхем сирпĕтсе тимĕр шаккать. Вăл мĕн ĕçленине эпĕ пиччерен ыйтса пĕлтĕм. Гаврила чиркÿ чÿречисем валли решетке тăвать иккен.

Макаров çынсем ĕçленине сăнасах çÿрет, вăл, мăнтăрскер, Гаврила патне те тăвăртарах алăкран хĕсĕнкелесе кĕрсе тухать. Утасса вăл йăлтăртатакан аттисене чă-кăртаттарса йывăррăн пускалать. Унăн кăвак пуставран çĕлетнĕ пĕрмеллĕ тумтирĕ те, карттусĕ те тап-таса. Сылтăм кĕсйинче ун темскер пур, çав япалан çутă аврине эпĕ час-часах куркалатăп. Çакăн çинчен те эпĕ пиччерен ыйтрăм. Вăл мана саламат аври пулĕ терĕ. Макаров рабочисем патĕнче çÿренĕ чух хытă кăшкăрса калаçать. Унăн сасси пирĕн кил картине илтĕнет. Ир пуçласа каçчен татти-сыпписĕр кăшкăрать вăл: такама вăрçать, темшĕн киревсĕрленет, такам чĕрине ыраттарасшăн тулашать.

Пĕр ирхине эпир кирпĕч куписем хушшинче пытанмалла вылярăмăр. Рабочисем ĕçлеççĕ. Макаров яланхи пекех пăхса çÿрет. Акă хамăр ял хĕрарăмĕ кирпĕч йăтса пырать, вăл упăшки вырăнне пĕр кунлăха ĕçлеме килнĕ иккен. Çакă Хветле такăнчĕ те, пĕр кирпĕчĕ ÿксе çурмаран лаш! çурăлса кайрĕ. Макаров Хветле патне ярса пусрĕ те ăна çут авăрлă саламачĕпе пуç урлă иккĕ-виççĕ çапрĕ. Чĕрене касакан сасă хăлхана çурса кайрĕ. Çав самантрах виçĕтăватă рабочи Макаров çине çилĕпе пăхса кăшкăрса ячĕ.

Икĕ вырăс юнлă питлĕ Хветлене хул айĕнчен тытса майĕпе илсе кайрĕç.

Макаров хăйне хирĕç кăшкăрнă рабочисене саламачĕпе юнарĕ те пуп патне кĕрсе кайрĕ.

Эпĕ Макаровран хăратăп. Тĕл килсен мана та вăл çапса пăрахассăн туйăнать.

Чиркÿ тунă çĕре Иванюкпа Манехва пыра-пыра каяççĕ. Пăхкаласа çÿреççĕ. Иванюк икĕ аллине хыçалалла тытса йăраланса утать. Манехва пуçне каçăртса кулкалать.

— Аван чиркÿ тăватпăр! Таврари ялсенче кунашкалли пулман-ха. Мухтав турра! Ĕç ăнса пырать!

Пуп кантăкĕнчен пăхса ларать. Ун патне час-часах хура ăйăр кÿлнĕ çăмăл тăрантасне шăлтăртаттарса Шĕшлĕ Якурĕ килет. Макаров ăна курсанах пуп патне кĕрсе каять те унтан вара, пысăкскер, тайкаланса тухать, шурă сухалне каçăртса тата хытăрах кăшкăрса вăрçма тытăнать.

Пĕр вырăс рабочи, кăтрарах сарă çÿçлĕ, чакăр куçлă илемлĕ çамрăк çын, пирĕн пата пыра пуçларĕ. Вăл Епифан Гирин ятлă. Пиччепе иккĕшĕ вĕсем туслашса кайрĕç. Епифан хут купăс калама ăста. Ĕç пĕтерсен ялан пирĕн пата килет, илемлĕ, хурлăхлă е хавас та савăнăçлă уçă кĕвĕсем шăрантарать. Ик-виçĕ кĕвĕ чăвашлине те калать.

Чиркÿ тума пуçлани ĕнтĕ уйăх иртрĕ. Стенасем хăпараççĕ. Хĕллеччен туса пĕтеретпĕр тесе калать тет Макаров.

Çанталăк уяр тăрать. Сывлăмлă ирсем кăшт сулхăн, анчах кăнтăрла хĕвел ытарайми пăхать.

Шурăмпуç çуталса киле пуçласанах чиркÿ патĕнчен Макаров сасси илтĕнме тытăнать. Хăш чух вăл хăйне хирĕç чĕнекен сасă пулсан хаяррăн кăшкăрса ярать.

Пĕррехинче, рабочисем апат çинĕ вăхăтра, пирĕн кил картине Епифан чупса кĕчĕ, лупас айĕнче вут çуракан атте патне пычĕ. Иккĕшĕ кăшт сăмахласа тăнă хыççăн пирĕн патăртан Епифан питĕ кăмăллă тухса вĕçрĕ.

Каçхине эпир аттепе иксĕмĕрех ларатпăр. Пичче Епифанпа урама тухнă. Аппа кÿрше сÿс тÿме кайнă та — килеймен-ха. Анне кукамайсем патĕнче. Краççын çутсан атте сÿсмен юсама тытăнчĕ. Эпĕ кĕнчеле арлама пуçларăм. Иксĕмĕр калаçкаласа ларатпăр. Атте паян каçхине хăнасем килессине каларĕ.

— Мĕнле хăнасем? — тесе ыйтрăм эпĕ.

— Килсен курăн, — терĕ атте.

Унтан тăрса икĕ чÿречине те сăхман карчĕ.

Нумай та иртмерĕ, пиччепе Епифан çитрĕç. Атте сÿсмене алкумне илсе тухрĕ. Пичче шăши куç пек çунакан тăрпасăр лампăна пысăклатрĕ, лампа мăкăрланса çуна пуçларĕ. Хайхи хăнасем çитрĕç: пилĕк-ултă рабочи тата тимĕрçĕ Гаврила. Аттене сывлăх сунса пурте алă пачĕç. Вырнаçса ларчĕç. Пÿрт тăвăрланса кайрĕ. Пичче мана кăмака çинелле тĕллесе кăтартрĕ. Эпĕ кĕнчелене пăрахса кăмака çине вăр-вар хăпарса кайрăм.

Рабочисем çурма сасăпа калаçма тытăнчĕç. Пĕри каласа пĕтерет те, тепри тытăнать. Макаров ятне асăнаççĕ. Гаврилăн та хулăн сасси чылайччен илтĕнчĕ. Юлашкинчен хура çÿçлĕ, пысăк куçлă рабочи калама тытăнчĕ: шăлне çыртса, сĕтеле пÿрнипе шаккаса калать. Кун хыççăн шăпланса ларчĕç. Пиччепе Епифан тухса кайрĕç те часах каялла кĕчĕç, рабочисене тем каларĕç, вара лешсем пĕрерĕн-икшерĕн туха-туха кайса пĕтрĕç.

Эпĕ кăмака çинчен антăм та мĕн пулни çинчен аттерен хам пĕлнĕ пек ыйтрăм.

— У-у! Макаров питĕ усал этем. Рабочисене ĕç укçи килĕшнинчен çуррине çеç панă. Хамăр ял çыннисене чирĕк тунă çĕрте ĕçленĕшĕн пĕр пус та парасшăн мар: турă çуртне тунă чухне сăвапшăн ĕçлемелле тесе калать тет. Гаврила кĕçĕр хамăр ял çыннисене пухса калаçасшăн.

Çапла калаçкаласа атте сÿсменне алкумĕнчен тепĕр хут илсе кĕчĕ, каллех юсама тытăнчĕ. Ыран вăл аппапа пасара каясшăн.

Тепĕр кун. Чиркÿ патĕнче мĕн иртенпех шăп. Ĕçлекенсем пĕри те çук. Макаров, пуп, Иванюк, Шĕшлĕ тата çичĕ-сакăр çын пĕр çĕре пуçтарăннă та калаçса тăраççĕ. Лаша утланнă Касак Ваççи аялти урамран чуптарса килчĕ. Вăл лаши çинчен сиксе ансанах Макарова хут тыттарчĕ. Лешĕ хута пăхса тухсан кулкаласа илчĕ, унтан пурне те вуласа пачĕ. Çынсем, ырă хыпар илтнĕ пек, пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхкаласа илчĕç. Касак Ваççи Иванюка кăчăк туртса хăй патне чĕнчĕ.

— Тĕлĕнсех кайрăм, Иван Иванович! Становой пристав стражниксемпе хăй килет-çке. Хытă пăркăчлаççĕ ĕнтĕ рабочисене. Эпирех çиеле тухатпăр, — терĕ те Ваççа пуçне пĕксе тăракан лашине çавăтрĕ.

— Эсĕ калашле пултăрччĕ, — терĕ Иванюк çемçе сассипе, — турă пулăштăрччĕ пире тăшмансене пăхăнтарма, ура айне туса таптама.

Ваççа Иванюк сăмахĕсене ăшă кăмăлпа итлесе тăнă хыççăн лашине уттарса кайрĕ. Ыттисем пурте пуп патне кĕрсе кайрĕç.

Çав кун эпир, аннепе иксĕмĕр, сухан кăлартăмăр, ăна йăранĕ çинчех тасатрăмăр, типĕтрĕмĕр, вара çыхă тума кĕлет урайне сарса хутăмăр.

Чиркÿ патĕнче халăх шавлани илтĕнет. Манăн унта кайса пăхас килет, анчах анне ямасть.

Пичче Епифан патне ирех кайнăччĕ, кăнтăрла иртсен тин таврăнчĕ, пирĕн пата кĕлет умне пырса тăчĕ.

— Чирĕк патĕнче паян хăрушла, — терĕ вăл хумханса. Сасси ун кăшт чĕтренсе илтĕнет.

— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ анне.

— Рабочисене тата кунла ĕçленĕ çынсене Стражниксем ирĕксĕр ĕç патне хăвалаççĕ. Епифана, мĕскĕне, аллисене çыхса чирĕк патне илсе тухнă. Хăйне саламатпа кастарса пĕтернĕ, кĕпи витĕр юн сăрхăнать. Тăватă рабочие Касак Ваççи витине тытса хупрĕç. Маттур рабочисем! Стражниксем хĕнесен те, персе пăрахатпăр тесен те ĕçе тытăнмарĕç: çур хакпа ĕçлеместпĕр, каятпăр теççĕ.

— Епифан каять-и? Купăс калакан çук пулать, — кулянса илтĕм эпĕ.

— Каять, — терĕ пичче малалла каласа, — кунла ĕçлекенсем тата çапла кăшкăраççĕ: «Эпир сăвапшăн ĕçлемен, парăр пире укçа. Чирĕкĕ те пире кирлĕ мар, пĕттĕр вăл, ватас, çĕмĕрес ăна! » — теççĕ. Стенасем çинчи кирпĕчсене хăпăтса илсе çĕре пăрахаççĕ, тачкăсене, шайккăсене çĕмĕрсе пĕтерчĕç, кирпĕч куписене тĕрте-тĕрте ишрĕç.

— Пупран, Макаровран хăрамаççĕ-и вĕсем? Макаровăн та саламат пур, — терĕм эпĕ.

Пичче малалла калать:

— Халăх пăлханма пуçласанах пуп хĕресне кăнтарса хапхаран тухрĕ. Ун хыçĕнчен Манехва, Иванюк, Макаров тата пилĕк-ултă çын кĕлĕ юрласа пыраççĕ. Акă вĕсем çинелле кирпĕчсем вăркăна пуçларĕç. Пуп хапха юпи çумне çапăнса каялла тарса кĕчĕ, ыттисем — ун хыçĕнчен.

— Акă тамаша, х-ха, пупран хăраман çынсем те пур иккен, — кулкаларĕ анне.

Çапла калаçнă вăхăтра кĕлет хыçĕнчи чие тĕмĕсене такам чăштăр-чăштăр тутарчĕ.

— Кам унта? — ыйтрĕ пичче.

— Ан шарла… — илтĕнчĕ пахча енчен.

Эпĕ тимĕрçĕ сассине уйăрса илтĕм. Пичче васкаса пахчана тухрĕ.

Гаврила кĕлет айккинче ÿсекен тĕмĕсем айне кукленсе ларнă.

— Пытар, Иван, тархасшăн. Стражник мана арĕслеме киле пынă, ухтару тунă. Юрать хам чиркÿ патĕнче пулнă, тусăмсем пырса систерчĕç.

Пичче хыпăнса ÿкрĕ.

— Ăçта пытарас-ши? — терĕ вăл хумханса.

— Как-нибудь, ăçта та пулин, — терĕ тимĕрçĕ.

— Кĕлет айне кĕрсе вырт. Кил карти енчен чулсемпе питĕрнĕ, кунта тăпра çеç купаланă.

Пичче çапла каласа пит хăвăрт кил картинчен кĕреçе илсе килчĕ, кĕлет айккипе купаланă тăпрана сирсе çын кĕмелĕх шăтăк турĕ.

— Чăмас, — терĕ тимĕрçĕ аллисемпе тăпрана сиркелесе, унтан пĕкнĕ пуçне шăтăка чикрĕ, пĕвĕпе туртăнса часах курăнми пулчĕ.

Пичче шăтăка тăпрапа питĕрчĕ, таптарĕ, тикĕслерĕ, чие тĕмĕ турачĕсене кăшт авса хупăрларĕ.

Эпир пахчаран кил картине кĕрейнĕччĕ кăна, стражникпа икĕ çын пирĕн пата килсе те кĕчĕç.

— Ăçта тимĕрçĕ? Кала! — кăшкăрчĕ стражник пичче патне хăмсарса пырса. — Тупса памасан халех персе пăрахатăп!

Вăл револьверне пичче кăкри çинелле тĕллерĕ, усал куçĕпе кашкăр пек пăхса илчĕ.

Анне шурса кайнă пит-куçне тусанлă аллисемпе хупласа йĕрсе ячĕ.

— Çук çынна ăçтан тупса парас ман? — терĕ пичче хумханнине пусарса, хура çемçе мăйăхне ним пулман пек пÿрнисемпе чĕпĕткелесе.

— Асту! Хăвна та тимĕрçĕпе пĕрле тытса кайăп! — татах кăшкăрчĕ стражник. Унтан вăл кĕлете кĕрсе пушă пÿлмесене пăхса тухрĕ. Кун хыççăн кĕлет еннелле пăха пуçларĕ, хăйпе пĕрле килнĕ çынсене кĕлет айĕнчи пысăк чулсене катертме хушрĕ. Лешсем пĕр чулне тыткаласа пăхрĕç те:

— Çук, ку чулсене кăларма вăй çитерес çук, вĕсем çурри ытла çĕр ăшĕнче, — терĕç.

Стражник пусма тăрăх çÿлти сарайне улăхса кайрĕ, унти утта тимĕр сенĕкпе тире-тире тухрĕ. Унтан ансан виççĕшĕ те алкумне кĕчĕç, пÿртре, тĕп сакайĕнче, кăмака çинче, урлă сак айĕнче — пĕтĕмпех тустарчĕç. Кайран нÿхрепе анса пăхрĕç, мунчана кĕчĕç, авăн вучаххине те çитрĕç. Каялла таврăннă чух кĕлет айккинчи тĕмĕсене сире-сире пăхма тытăнчĕç… Манăн чĕре кăртлатсах кайрĕ.

— Çук, урăх çĕре тарнă пулĕ, — терĕ юлашкинчен стражник тарлă çамкине тутăрпа шăлкаласа.

— Суйса каларĕç пуль кунта тесе, — сăмах хушрĕ вĕсенчен пĕри.

Стражник нимĕн те чĕнмесĕр хапха патнелле утрĕ, вара виççĕшĕ те тухса кайрĕç. Эпир çăмăллăнах сывласа ятăмăр.

Тепĕр кун кăнтăрлапа рабочисем кайрĕç. Епифан каяс умĕн пирĕн пата килсе ларчĕ. Хăй шурса кайнă. Çамки çинче, сарă çÿç пайăрки айĕнче, пÿрне пек хĕрлĕ йĕр курăнать. Анне Епифана апат лартрĕ, çул çинче çиме тăварланă хăяр шурă çĕтĕкпе çыхса пачĕ. Пичче ăна Куславккана çитиччен лашапа леçме пулчĕ. Епифан кутамккине тата хут купăсне хваттерĕнчен кайса илчĕ.

Акă урапа кÿлнĕ лаша алкум вĕçĕнче тăрать. Епифан пуринпе те алă тытса сывпуллашрĕ, урапа çине пиччепе юнашар улăхса ларчĕ. Аппа хапха уçрĕ. Пичче тилхепине туртрĕ, лаша майĕпе хускалчĕ. Епифан шывланнă чакăр куçĕпе аппа çине хурлăхлăн пăхса илчĕ. Алпа хĕрелсе пуçне пĕкрĕ. Лаша хытăрах утрĕ.

— Сы бул, сы бул! — терĕ Епифан карттусне сулласа. Тепĕр самантран вăл хут купăсне тăсрĕ, чăваш ташă кĕвви илемлĕн илтĕнчĕ. Лаша аялалла чупать. Эпир хурланса купăс сасси илтĕнми пуличченех пăхса тăтăмăр.

— Аван çынччĕ Епифан, — терĕ те атте кил картинелле кĕрсе кайрĕ.

Анне куçне кĕпе çаннипе шăлкаласа атте хыççăн кĕчĕ. Аппа тинкерсе аялалла пăхса тăрать.

Çав вăхăтра ман пата Анукпа Çемук чупса килчĕç.

— Атя аялти урама, вятскисем каяççĕ, кайса курар, — терĕ Çемук.

Эпир виççĕн аялти урамалла чупрăмăр. Унта халăх пасар пек. Лавсем çинче рабочисем — вĕсене пирĕн ял çыннисем Куславккана укçасăрах леçме пулнă. Ăсатма халăх нумай пухăннă, каякансене ĕçме-çиме параççĕ: хăшĕ— Кĕленчепе сĕт, хăшĕ — çăмарта. Акă пĕр хĕрарăм рабочие хăпарту тыттарчĕ. Лешĕ ăна тав туса алă тытать, кулкаласа темĕн калать. Пĕр карчăк тата витрепе сăра ăсса тухнă. Кашни лав патне пырса рабочисене çаврака йывăç куркапа кăпăклă сăра ĕçтерет. Шавлаççĕ, кĕрлеççĕ. Акă пĕр чăвашпа вырăс ыталашнă, чуптуса уйрăлаççĕ. Лавсем тапранса кайрĕç.

— Прощай! Прощайте! — теççĕ вырăссем те, чăвашсем те; арçынсем карттуссемпе сулаççĕ, хĕрсем тутăрĕ-сене вĕлкĕштереççĕ. Пухăннă çынсем лавсем курăнми пуличченех пăхса тăчĕç, вара пĕр-пĕринпе калаçса ушкăнăн-ушкăнăн саланчĕç.

Çав кунах çĕрле икĕ стражник килсе тимĕрçе тытса кайнă. Ун çинчен атте пĕлсе килчĕ. Катьăн ашшĕне илсе кайнăшăн эпĕ питĕ хурлантăм.

Халĕ ĕнтĕ чиркÿ таврашĕ шăп. Рабочисем калаçни, Макаров кăшкăрашни урăх илтĕнмест. Вăл халăхăнне çичĕ пин укçа хыптарса таçта кайнă теççĕ. Манехва халĕ хура тутăрне пичĕ çине ÿпĕнтерсе çыхса çÿрет, чанкăлтатса калаçмасть. Иванюк та текех чиркÿ таврашĕнче йăраланса çÿремест, Касак Ваççи те урама тухми пулчĕ.

Рабочисем кайни ĕнтĕ чылай пулать. Ирсенче тăм ÿкме пуçларĕ. Хăш чух пĕлĕт хупăрласа килет те, темиçе талăк вĕтĕ çумăр пĕрĕхсе тăрать.

Эпир кантăр татса турттарнă, çĕр улми кăларнă, ытти пахча çимĕçсене пуçтарнă. Авăн пĕтни ĕнтĕ уйăх та ытла.

Пĕрре эпĕ çапла чиркÿ патĕнчен иртсе пыратăп. Унта çынсем нумай пухăннă. Йĕри-тавра — улăм тиенĕ лавсем. Туса пĕтермен чиркÿ стенисене çÿлтен улăмпа витеççĕ, çиелтен тăпра купалаççĕ иккен. Иванюк пустав туллă кĕрĕк, каракуль çĕлĕк тăхăннă, çынсем хушшинче çÿрет, йăпăлтатса калаçать.

— Çуркунне акă рабочисем килеççĕ, чирĕке туса пĕтереççĕ. Чулхулари чансем тăвакан завод пирĕн чирĕк валли çĕр çирĕм пилĕк пăт туртакан чан туса хатĕрленĕ, ăна илме хисеплĕ çынсем укçа панă. Малашне ĕнтĕ укçа халăхран пуçтармастпăр. Шупашкарти Ехрем тата Хлебников хуçасем чирĕк туса пĕтерме пулăшаççĕ.

Çынсем ĕçлеççĕ… Иванюк калаçать…

Хĕл çитсе иртрĕ, савăнăçлă çуркунне хыççăн çу та çитрĕ, чиркÿ тума тытăнмарĕç. Улăмпа тăпра витнĕ стенасем çине курăк шăтрĕ — сип-симĕс курăнать.

Пĕрре ирхине эпĕ пуçа такам шăлса илнипе вăрантăм.

Куçа уçса пăхатăп — Çтаппан пичче тăра парать. Эпĕ хĕпĕртесе часрах тăрса лартăм.

— Ме кучченеç, — терĕ вăл çÿхе хура пиншак кĕсйинчен икĕ сарă сушка кăларса. Çав вăхăтра лаçран атте тухрĕ те савăннипе кулкаласа пирĕн пата утса пычĕ, вара Çтаппан пиччепе иккĕшĕ пĕр-пĕрне алă тытрĕç.

— Çаврăнса килтĕн?

— Килтĕм.

— Ĕнтĕ текех ан кай.

— Каяс марччĕ…

Вĕсем кĕлет умне юнашар ларчĕç. Эпĕ лаççа анне патне сиккелесе кĕтĕм, кучченеçе кăтартрăм, çур сушка хуçса аннене патăм.

Çтаппан пичче киле кайма тăрсан эпĕ унран юлмарăм, вĕсем патне пĕрле кайрăм. Вăл мана кĕсле каласа савăнтарчĕ.

Пилĕк-ултă кун иртсен пирĕн тимĕрçĕ лаççи те уçăлчĕ. Чанк! чанк! шаккать мăлатук. Эпĕ Энĕш хĕррипе иртсе пынă чух лаçра Гаврила тăнине курах кайрăм, вара тимĕрçĕ таврăннине пĕлтерес тесе часрах килелле васкарăм.

Кайăк хыççăн

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çанталăк уяр тăрать. Эпир аппапа каçсерен сухан шăваратпăр. Пĕчĕк витресем çук. Эпĕ шыва пысăк витресемпех кÿретĕп.

— Çуршар витре çеç ăс, йывăр пуснипе пĕчĕккĕ пулатăн, — тет анне.

Пĕр каçхине эпĕ сухана пĕчченех сапрăм. Икĕ йăрана чылай шыв кирлĕ. Питĕ ывăннипе карта хĕррине канма лартăм.

Анакан хĕвел пысăккăн курăнать, тавралăха хĕрлĕ çутă ÿкерет. Акă хĕвел анса-анса пычĕ те ыраш пусси варринче çухалчĕ, пĕлĕт хĕррине йăмăх хĕрлĕ çутă çапса юлчĕ.

Пик-пик-пăр-р! илтĕнчĕ кайăк сасси. Пăхатăп — витресем патĕнчех пĕр хăмăр кайăк лара парать. Манăн ăна тытас килчĕ. Эпĕ ун патне пыра пуçласан вăл çунаттисене сарса кăшт çĕкленчĕ те каллех çĕре ларчĕ. Вĕçме хăнăхайман, тинрех кăна йăваран тухнă чĕпĕ иккен.

Эпĕ ăна татах тытма пикентĕм. Вăл карта хушшипе вăр! вĕçсе ÿкрĕ. Эпĕ — ун хыççăн. Кайăк çунаттисене сарса курăк çинче ларать. Халь-халь ярса илес тенĕ чух вăл каллех çĕкленчĕ те тырă ăшнелле ларчĕ. Эпĕ ăна шырама тытăнтăм. Пуç кăларнă ыраша алăпа сирсе шыратăп: пĕрре малалла утатăп, тепре каялла чакатăп, айккинелле те пăхатăп — çук кайăк, таçта кĕрсе кайнă. Ырашĕ çÿллĕ, хамăрăн пахча карти те, кил те курăнмасть. Кайăка шыраса çаврăнкаласа çÿресен эпĕ киле каяс тесе тырă ăшĕнчен тухма тытăнтăм, утатăп, утатăп — ыраш ăшĕнчен хамăр карта патне тухаймастăп. Пÿрт тÿпине курасчĕ тесе чĕвен тăрса пăхатăп. Нимĕн те курăнмасть.

Хĕвел анăçĕн кĕрен çути майĕпе тĕксĕмлене пуçларĕ, сас-чĕв те илтĕнмест. Эпĕ çаплах утатăп, пĕрмай ыраш та ыраш. Тĕттĕм пулчĕ. Тăрă кăвак тÿпере çăлтăрсем те курăнкала пуçларĕç. Манăн Килтисене, пуринчен ытла аннене, курас килет. Ыраша сирсе утса ывăнсах çитрĕм, вара ура айне пулнă йăран мăкри çине лартăм та йĕрсе ятăм. Юмахри тимĕр шăллă карчăксене, чике сухалсене аса илтĕм. Шуйттан çури хыçалтан йăпшăнса пырса хама ярса тытассăнах туйăнать. Е тата тылă çине утланнă тухатмăш çĕмĕрттерсе килес пек… Сасартăк аякран мана чĕннĕ сасă илтĕнчĕ. Атте сасси. Эпĕ ларнă çĕртен тăрса аттене хирĕç сасă патăм. Хам калама çук хĕпĕртерĕм.

— Ăçта эсĕ?.. — илтĕнет атте сасси.

— Кунта-а-а! — пĕтĕм вăйран кăшкăртăм эпĕ.

Кăшт тăрсан атте ыраша çĕмĕрсе ман пата пырса тухрĕ. Хăй хашкать:

— Мĕнле килсе тухнă эсĕ кунта? Чечек татма кĕрсе аташса кайрăн-и?

Эпĕ хамăн инкекĕм ăçтан килнине каласа патăм.

— Аптраса çÿремелли тупăнсах тăрать санăн, — терĕ атте.

Атте мана çавăтса çула тухрĕ. Хытă утма пуçларĕ. Эпĕ унпа тан пырас тесе лĕпĕстетсе чупатăп. Часах эпир уделни мăкаçейĕ патне çитрĕмĕр.

— Нумай утнă-çке эсĕ, ха, мăкаçейрен те иртсе кайнă, — тет атте.

Кăшт кайсан вăл хуллентерех ута пуçларĕ. Эпĕ аранах сывлăш çавăртăм.

Эпир çапла тăкăлтатса пынă чух мăкаçей хыçнелле пĕр çын вĕлт! пăрăнса кайнине куртăмăр. Атте тăп чарăнчĕ те ун-кун пăхкаласа пĕр самант итлесе тăчĕ.

— Кам унта?! — терĕ вăл.

Каçхи шăплăхра сасă-чĕвĕ илтĕнмерĕ. Мăкаçей патне пырса çаврăнса тухрăмăр, никама та тĕл пулмарăмăр. Часах эпир насус сарайĕ патне çитрĕмĕр. Хуралçă Иван пичче юрлакаласа ларать. Сасси хурлăхлă, кичемлĕ, хăш чух йынăшса илнĕ пек туйăнать. Эпир пырса тухсан Иван пичче юрлама чарăнчĕ.

— Ăçтан тупрăн ачуна?

— Ыраш хушшинчен.

— Аптрамалла санпала, çерçи, — терĕ Иван пичче, — е шыва путатăн, е ыраш хушшинче çухалатăн, е тата асамат кĕперĕ патнелле кайса Шĕшлĕ аллине çакланатăн. Эх, аçа çапасшĕ, тем инкек те тупăнать.

Атте Иван пиччепе юнашар ларчĕ, мăкаçей патĕнче такама курни çинчен сăмах тапратрĕ.

— Ырра мар, Мĕтри. Ĕнер каç хам курни çинчен каласа парам-ха. Мăкаçейрен тырă турттарчĕç, — пăшăлтатса каларĕ Иван пичче.

— Камсем? — тĕлĕнсе ыйтрĕ атте.

— Такамсем çав. Пĕр çыннине палларăм, ыттисене çук. Лавсем Шĕшлĕ арманĕ патнелле анса кайрĕç.

— Унта, эппин. Миçе лав?

— Лавĕ темиçе те пур, аванах шутлаймарăм — каярах пултăм, лаша шыраса мăкаçей патне пырса тухрăм. Каçпа эп ăна Куснарпуçне каякан çул çинчи кукăра кă-карнăччĕ. Пырса пăх — лаша çук. Ахăртнех, çул тăрăх курăк çисе кайнă пулĕ тесе малалла утрăм. Çанталăк пĕлĕтлĕ, çĕр тĕттĕм. Мăкаçей патнелле пыратăп — хăраса кайрăм: икĕ çын кĕлетрен тулли михĕсем йăтса лав çине тиеççĕ. Кăшкăрас-и тетĕп, çук, хама тем тăвĕç тетĕп. Ыраш ăшне лăпчăнса лартăм. Мăкаçей кĕтессинче çын тăни курăнать: староста Куçук Петĕрĕ пекех туйăнса кайрĕ, çавăн пекех вăрăм. Тĕлĕнсе хытса тăратăп. Часах хайхи лавсем мăкаçей патĕнчен Ахти варĕпе анса кайрĕç. Хыçалтан каям-ха терĕм. Лавсем Ахти варĕнчен улăха анчĕç, унтан аслă çул урлă каçрĕç те тÿрех Шĕшлĕ арманĕ патнелле Уттарчĕç, армана кĕрсех кайрĕç. Кама калас? Мĕн тăвас? Тÿрех Çтаппан патне пытăм, чÿречерен шăкăртаттартăм. Амăшĕ тухрĕ, Çтаппан килте çук. Чăнкассине туя кĕсле калама кайнă тет. Мăкаçей хуралçи Терук патне каяс тетĕп, вăл виçĕ эрнеренпе чирлĕ выртать, чунĕ тухманни çеç теççĕ — чăрмантарас мар терĕм. Кунĕпе ăша çунтарса çÿрерĕм. Халăх тырри-çке-ха.

— Санăн Шĕшлĕ арманнех çитсе пăхмаллаччĕ, — терĕ атте.

— Кайса пăхас тенĕччĕ те, хăрарăм: Шĕшлĕ курсан вольвĕрпе персе пăрахĕ.

— Кантура кайса тиеке калас пулать, — татах сăмах хушрĕ атте.

— Те каласан лайăх, те каламасан, Шĕшлĕпе тиек пит туслă-çке, пĕрле ĕçкĕ-çикĕ ĕçеççĕ. Çăхан куçне çăхан шăтармасть тенĕ ваттисем. Астăватăн-и, мăян çинĕ çул халăх тыррине Шĕшлĕ кантуртисемпе пĕр çăвăрлă пулса хăй патне турттарнă: авăртса паратăп терĕ, авăртрĕ те — халăха çурри те лекмерĕ.

Атте çилленсе кайрĕ:

— Халăха валеçмерĕç тырра. Нумайăшĕ выçă лараççĕ. Хамăн та манăн çăнăх çук. Такамсем, халăх тăшманĕсем, тырра Шĕшлĕ патне турттараççĕ. Шупашкара çырас пулать, тĕрĕслĕх тупăнтăр, тĕрмере çĕрччĕр халăх пурлăхне хапсăнакансем.

— Çырас пулать, çырас пулать. Çтаппан килтĕр-ха… Сахартан ыйтса пĕлмелле. Вăл Шĕшле кураймасть, Çтаппана ĕç мĕнле пулнине пĕтĕмпе каласа пама пултарать.

Иван пичче çак сăмахсене каласа пĕтернĕ-пĕтермен насус сарайĕ айккинчен шурă кĕпеллĕ çын лаша çавăтса тухрĕ.

— Кам вăл? — хăраса ÿкнипе ыйтрĕ Иван пичче.

— Эпĕ… лаша çитерсе килетĕп, — терĕ Касак Ваççи уй хапхи патнелле иртсе.

— Ваççа эпир калаçнине итлесе тăнă пулмалла, — терĕ Иван пичче шăппăн, — пĕр-икĕ кунтанпа лашине каçсерен хурал пÿрчĕ таврашĕнчех çавăтса çÿрет. Ĕнер каç мăкаçей çулĕ çинче çитерчĕ.

Атте Иван пиччене ырă каç сунса килелле утрĕ. Эпир уй хапхинчен тухнă чух Касак Ваççи унта лашине çерем кăшлаттарса çÿрет.

— Эсир ăçта капла? Паçăр Куснарпуç çулĕпе пынине курнăччĕ те эпĕ сире, — терĕ Касак Ваççи чĕлĕмне паклаттарса.

Атте эпир ăçтан таврăннине каларĕ.

Киле çитсен пире хирĕç анне лаçран тухрĕ.

— Аран тупрăм. Ыраш ăшĕнче аташса кайнă, — терĕ атте çÿлти сарайне çывăрма улăхса.

— Ах, ачам, мĕнле ача пултăн эсĕ? — пăшăлтатса ÿкĕтлеме тытăнчĕ анне. — Аппу та паçăрах вăйăран таврăннă. Кĕт-кĕт сана, çук. Кашкăр тĕл пулнă пулсан пĕтеттĕн вĕт! Пĕркун çырмари çĕмĕрт йывăççи çинче кĕпинчен çакланса ларнă… Ах, тарăхтармăш, ăш хыппи!

Анне ятла-ятлах мана лаççа кĕртрĕ. Вучахра, хуран айĕнче, хĕрлĕ кăвар пур, вăл лаç ăш-чиккине çутатать. Эпĕ ансăр сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Анне мана яшка антарса пачĕ. Хăй çаплах мана ÿкĕтлесе мăкăртатать:

— Хăрама та пĕлместĕн пуль айванскер. Тем курса ларăп-ха санпала. Ах, тĕлĕнтермĕш!

Эпĕ пĕр чĕнмесĕр пултăранпа пĕçернĕ салма яшкине çиетĕп.

Мăкаçей Çунни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

— Пушар! Вут-кăвар! — илтĕнчĕ урамра.

— Ах тур! — хыпăнса ÿкрĕ анне лаçран хăвăрт тухса. Пирĕн кил картине хĕрлĕ çутă ÿкнĕ. Атте çара пуçăн, çара уран урама чупса тухрĕ. Мăкаçей çунать иккен. Çăри-çари! шăн-шан! тунă сасăсем илтĕнеççĕ. Çынсем чупкала пуçларĕç. Тимĕрçĕ Гаврила пысăк пуртă йăтнă, талпăнса чупать.

— Ах, тырă пĕтет! — тарăхса кăшкăрчĕ пĕр çын.

— Шыв! Шыв! — илтĕнеççĕ сасăсем.

Чан сасси хытă çапнипе пĕтĕм сывлăш уласа тăрать.

Мăкаçей тĕлĕнче хура хĕрлĕ тĕтĕм пĕлĕтелле явăнать. Вут çути пĕлĕт çине хĕп-хĕрлĕ ÿкнĕ. Çулăм ансăр чÿречерен акăш-макăш пысăк чĕлхе пек явăнса тухать. Хĕм сирпĕтет, çил вĕрнипе варкăшса, улăпла çĕлен пек авкаланса илет.

Аннепе аппа витресемпе шыв йăтса ялкăшакан мăкаçей патне чупрĕç. Иван пичче насус урапине кÿлсе кĕске ураллă лашине вут тухнă çĕрелле хăваларĕ. Вунă-вун икĕ çын сарай хыçĕнче шывлă пичкепе ларакан урапана тапаланса туртса кайрĕç. Аялти урамран хĕрарăмсем шыв йăтса чупаççĕ. Тахăш ялсем насуспа тата пичкесемпе иртсе кайрĕç. Халăх тĕркĕшет, шавлать, кĕрлет. Выртма кайнă пичче юлан утпа тапăртаттарса çитрĕ, тÿрех вут тухнă çĕре кайрĕ. Эпĕ пусă хапхи патĕнче хамăр карта кĕтессине тăнă та таптаса каясран шикленсе вырăнтан та тап-ранмастăп.

Акă чан сасси илтĕнми пулчĕ. Çынсем ытла паçăрхи пекех тĕркĕшмеççĕ. Мăкаçейĕн çÿлти хучĕ ишĕлсе анчĕ, çулăм вăйсăрланчĕ. Шăй-шай, çынсем кăшкăрни майĕпе лăпланма тытăнчĕ.

Хĕвел тухăçне кĕрен çутă çапрĕ. Атăл енчен уçă çил варкăшма пуçларĕ. Пăрахут сасси илтĕнчĕ те улăх тăрăх кай еннелле у-у-у! тесе янăраса кайрĕ. Энĕш хĕрринчи йăмрасем çинче кураксем карăклатма тытăнчĕç.

Халăх çуннă хуралт тавра ункă пек курăнать. Акă çынсем ялалла утма пуçларĕç. Хĕрарăмсем пушă витрисене тытса ушкăнĕ-ушкăнĕпе пыраççĕ, халăх тырри çунса кайнăшăн кулянса калаçаççĕ.

Аттепе тимĕрçĕ çынсенчен кайран юнашар утса килчĕç. Касак Ваççи тимĕр кĕреçе йăтнă, вĕсен хыçĕнчен хуллен пырать. Пусă хапхи патĕнче чарăнса тăчĕç, чĕлĕм чĕртме тытăнчĕç.

— Тырра кăларасчĕ тесе алăка ватрăм та — çук мăкаçейре тырă, таçта кĕрсе кайнă… Те шăшисем çисе янă…

— Шĕшлĕ арманне кайнă. Çаратрĕç халăха… Эй, мăнтарăн пурнăçĕ, — тарăхса каларĕ атте.

— Н-у-у, — тĕлĕнчĕ тимĕрçĕ, — апла тыррине турттарса кайнă, мăкаçейне вут чĕртсе янă. Да…

Атте хăй каçхине мăкаçей патĕнче çын курнине каласа пачĕ. Тимĕрçĕ лапсака кăтра пуçне сулласа илчĕ. Касак Ваççи аттепе тимĕрçĕ калаçнине чарăнсах итлесе тăчĕ. Гаврила Ваççана асăрхаса ун çинелле çаврăнса пăхрĕ. Лешĕ, ним пулман пек, хапха юпи çумнелле тăрса чĕлĕмне чĕртсе ячĕ.

— Мĕтри, эсĕ тĕттĕм пулсан мĕн туса çÿрерĕн мăкаçей таврашĕнче? Туятăп эпĕ кама пула мăкаçей çуннине, анчах шарлас мар.

Атте Ваççа çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

— Эпĕ пусса ачана шырама кайнă. Эсĕ ху мăкаçей таврашĕнче пĕр-икĕ каç мĕн туса çÿрерĕн? Шĕшлĕ патне тырă антарнине çын курасран сыхласа çÿрерĕн-и? Иван пичче курнă-çке сана… Уй куçлă, вăрман хăлхаллă…

Касак Ваççи атте çине урнă пек пăхса илчĕ, чĕлĕмне мăкăрлантарса урам айккипе хăвăрт утса кайрĕ.

Сасартăк аялти урамра пĕр юлан ут курăнчĕ. Шурă карттуслă çын йĕнер çинче лаши чупнă май çĕкленсе пырать.

— Стражник, — терĕ тимĕрçĕ, — ну, пулать ĕнтĕ кама та пулин типĕ мунча… Да-а…

Çапла каласа Гаврила пирĕн карта айккипе хăвăрт утса кайрĕ. Атте киле кĕчĕ. Эпĕ хамăрăн пÿрт çумне пырса лартăм. Унта тин çеç хăпаракан ирхи хĕвел ÿкнĕ, ăшă, аван.

Стражник хурал пÿрчĕ патне тапăртаттарса пычĕ, лаши çинчен якăлт! сиксе анчĕ. Насус урапи патĕнче Иван пичче кăштăртатса тăрать, темскере вырнаçтарать, кантрапа çыхать. Стражник ун патне пырса тăчĕ, темĕн каларĕ. Иван пичче çуннă мăкаçей еннелле аллине кăнтарчĕ. Лешĕ çăмăллăн лаши çине утланчĕ те çулпала вĕçтерĕ пачĕ.

Кăшт тăрсан Касак Ваççи хурал пÿрчĕ патне талкăш-са пычĕ.

— Ăçта стражник? Халĕ çеç кунталла килчĕ-çке.

— Ав лере, — терĕ Иван пичче çуннă мăкаçей еннелле пуçне пăрса. Ваççа унталла чупсах кайрĕ.

Акă староста тата унпа пĕрле виçĕ-тăватă çын сарай патне пырса тăчĕç. Ваççапа стражник каялла килчĕç. Калаçкаларĕç те, староста пĕр çыннине такам патне чуптарчĕ. Ыттисем стражникпа пĕрле пурте хурал пÿртне кĕрсе кайрĕç. Алăка шалт! хупни илтĕнчĕ.

Иван пичче лашине яланхи пекех пирĕн карта çумне кăкарчĕ те ана хĕррине хĕвеле хирĕç ларчĕ. Вăл, çĕр каçа çывăрмасăр ĕшеннĕскер, кăвак пуçне часах лăнк! усрĕ, тĕлĕрсе кайрĕ.

Эпĕ те киле кĕтĕм, часрах шăналăк айне çывăрма выртрăм.

Аттене Тытса Хупни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Эпĕ вăранса шăналăк ăшĕнчен тухнă çĕре хĕвел лупас урлă кил картинелле пăхакан та пулнă. Шăрăхлана пуçланă. Лаç алăкĕ уçă. Анне унта, вучах умĕнче, лутра пĕчĕк пукан çинче ларать, сурпан вĕçĕпе куçне шăлса йĕрет. Аппа сĕтел хушшинче питне хупласа ĕсĕклет.

Вучахра, хуран айĕнче, çат-çат тукаласа кăвайт çунать. Хуранта яшка Лăкăртатса вĕрет. Эпĕ анне патне пырса тăтăм. Вăл хĕрелсе кайнă куçĕпе ман çине пăхрĕ те:

— Аçу çук ĕнтĕ, тытса хупрĕç. Тĕрмене илсе каяççĕ пулĕ, — терĕ чĕрене тивекен сассипе.

Эпĕ те йĕрсе ятăм.

Сасартăк урамра хытă калаçни илтĕнчĕ.

— Çын элекĕпе тытса хупрăр аттене! — илтĕнет пичче сасси.

— Элекпе мар! Мăкаçее вут тĕртнĕ, çынсем курнă! — çăвар тулли кăшкăрать такам.

Эпир виçсĕмĕр те лаçран сиксе тухрăмăр. Мăнттай кĕлеткеллĕ стражник пирĕн пиччен икĕ аллине çурăм хыçне пăрса тытнă, унăн çинçе шăм-шакне авкалантарать. Анне стражник патне вăркăнчĕ, ăна аллинчен ярса тытрĕ.

— Ах тур, тур! Ярсам. Ан хĕне!

Лешĕ, унччен те пулмарĕ, аннене такан кĕлеллĕ аттипе тапса ячĕ.

— Молчать, анчăк! Эпĕ сана аçупа пĕрле тĕрмере çĕртем! — пиччене хирĕç хĕремесленсе, шăлне çыртса хăрăлтатать хĕрлĕ питлĕ стражник.

— Çĕрт! Тытса кай! — çăлкаланчĕ йывăррăн сывласа пичче, анчах тăшман аллинчен вĕçерĕнеймерĕ. Хура çÿçĕ унăн сапаланса кайнă, çамки хăпарса тухнă, кĕпи хулпуççи тĕлĕнчен çурăлнă, тĕрĕллĕ арки таткаланнă. Шараç пиçиххийĕн хăрах ярăпи татăлса ÿкнĕ. Шурă пир тăла çинче юн тумламĕсем курăнаççĕ. Сасартăк пичче хытă çăлкаланса стражник аллинчен вĕçерĕнчĕ, хапха урлă вĕлт сиксе кил карти тăрăх чупса кайрĕ.

Стражник урисемпе тапăртатса чышкипе юна пуçларĕ.

— Кил-йышĕпе вĕлерсе тухам сире! Мăкаçей тыррине Шулли Иванĕпе çаратнă, вут чĕртсе янă! Çĕпĕре пуç яратпăр!

Стражник çапла тулашса хурал пÿрчĕ патнелле утрĕ. Анне пичче патне чупса пычĕ, куç тулли куççульпе ун çине тинкерсе пăхрĕ.

— Кăкăртан чышмарĕ-и вăл? Аллусем аманмарĕç-и?

— Ан хăра маншăн, анне. Стражник мана нимех те тăвайман. Ах, атте! Пĕр айăпсăр тытса хупрĕç! Тарăхса вилмелле!

— Пит ан тарăх-ха, ачам, — йăпатрĕ анне, унтан кĕлете кĕрсе пичче валли шурă кĕпе илсе тухрĕ, хăй пиччерен вăрттăн куççульне шăлсах тăрать.

— Аттене апат тата табакпа чĕлĕм леçес пулать, — терĕ пичче каткари шывпа çăвăнма пахчаналла утса. Анне лаççа кĕрсе атте валли апат хатĕрлеме пуçларĕ. Шурă таса чĕресе хурантан яшка антарчĕ, çиелтен çÿхе сурпанпа витрĕ. Çăкăр касса хутаçа чикрĕ, унтах шултра тăвар тата пĕр кашăк хучĕ. Аппа пахчаран пĕр ывăç сухан тăпăлтарса кĕчĕ. Эпĕ çÿлти сарайне хăпарса атте вырăнĕ çинчен чĕлĕм, табак илсе антăм.

Анне хатĕрленĕ япаласене илчĕ, ман алла суханне пачĕ.

— Çук, пымастăп, — терĕ аппа, — паçăр Иванпа иксĕмĕр хурал пÿрчĕ патне пытăмăр та, стражник мана чутах тытатчĕ. Хăратăп.

Эпир аннепе иксĕмĕр хурал пÿрчĕ патне тухрăмăр. Пÿрт алăкне урлă сăлăп хурса пăрăмлă çăрапа питĕрнĕ, чÿречине хулăн хăмапа хытă çапса лартнă. Эпир унта пăртак пăхкаласа тăтăмăр та насус сарайĕ патнелле пытăмăр. Сарай çумĕнче йĕнерлĕ хура лаша пуçне ухса тăрать. Икĕ айккинелле уçăлакан сарай алăкĕ яр уçă. Эпир кĕтĕмĕр. Насус урапи айнелле урисене тăсса стражник месерле йăванса кайнă, аллисене пуç айне чикнĕ, хăрлаттарса ыйха илет. Сарайĕнче тÿсме çук шăрăх. Çывă-раканăн çамки тата лаптăкрах сăмси çине пăрçа пек тар тухнă. Сысна шăрчĕ евĕр хĕрлĕрех çÿçĕ çуланса курăнать. Тута кĕтессисене икĕ шăна ларнă, вĕшĕлтетсе чупаççĕ.

Анне çывракан патнелле пĕшкĕнсе хуллен:

— Манăн упăшкана апат çитересчĕ, — терĕ.

Çын хăрлатма чарăнчĕ. Аллипе тутине шăлса шăнасене хăваласа ячĕ. Пит-куçне чалăштарса кавлесе илчĕ, хĕрелсе кайнă чакăр куçĕпе çилĕллĕ пăхрĕ. Анне Пĕшкĕннĕ çĕртен айккинелле сулăнчĕ.

— Çĕрĕпе çывăрман эпĕ… Эсĕ вăратса çÿретĕн. Мĕн кирлĕ сана, шуйттан кĕвенти? — терĕ стражник. Анне чĕтрекен сассипе мĕншĕн килнине каласа пачĕ. Стражник пуçне йывăррăн çĕклесе тăрса ларчĕ, унтан кÿпченĕ куç хупанкисене сăтăркаласа:

— Манăн хамăн та çиес килет. Илсе кил ман валли вунă çăмарта, чĕреспе сĕт, шăрттан… вара упăшкуна апатлантарасси çинчен шутлăпăр, — терĕ.

Анне тĕлĕнсе стражник çине шикленсе пăхса илчĕ те:

— Çăмартине пĕçерсе килĕп, сĕт, шăрттан пулаймасть, — терĕ.

— Тупса кил.

— Çук япалана ăçтан тупас?

— Тупас пулать, унсăрăн упăшку апат çиесси пирки шухăшламалли те çук.

Анне чĕреспе хутаçа йăтса сарайĕнчен хурлăхлă тухрĕ, вара эпир киле васкаса кĕтĕмĕр.

Аппа пире хирĕç лаçран тухрĕ.

— Çитертĕр-и аттене? Хăйне куртăр-и? — васкаса ыйтрĕ вăл.

Анне стражник мĕн-мĕн ыйтнине каласа пачĕ, унтан кукамай патне шăрттан ыйтма ячĕ. Аппа çийĕнчех пахча витĕр тухса чупрĕ. Эпĕ анне хушнипе кăвайт илме тухрăм, анне хăй Çемук амăшĕ Плаки патне сĕт ыйтма кайрĕ.

Эпĕ вучаха чĕртрĕм, пĕчĕк хуран çакрăм, кĕлетрен вунă çăмарта илсе кĕрсе ятăм. Часах анне пĕчĕк чĕреспе сĕт илсе килчĕ. Вăл мана çăмарта пĕçерме тытăннăшăн мухтарĕ. Кăшт тăрсан аппа та çитрĕ. Кукамай ăна пĕчĕк шăрттан парса янă. Ĕнтĕ стражник ыйтнă çимелли япаласем пирĕн хатĕр. Анне чĕресри яшкана тепĕр хут хурана ярса ăшăтрĕ те, вара эпир каллех атте патне кайрăмăр. Эпĕ хутаç, сухан йăтрăм, анне — икĕ чĕрес.

Эпир пынă çĕре стражник çутă тÿмеллĕ шурă кĕпине, карттусне тăхăннă, шашкине çакнă, хура пустав шăлавăрне аллипе сăтăркаласа тасатса тăрать. Эпир пынине курсан вăл тимĕр таканлă аттипе кĕптĕртеттерсе пирĕн паталла виççĕ-тăваттă ярса пусрĕ.

— Илсе килтĕн-и, инке, мĕн хушнине? — ыйтрĕ вăл сарă шăллă тути-çăварне ейсе.

— Илсе килтĕмĕр, — терĕ анне, унтан хутаçран çăмартасене, шăрттана кăларса стражника тыттарчĕ, сĕт чĕрессине насус урапи çине лартрĕ.

— Кăштах тăхта-ха, апатланам, вара хурал пÿртне уçса парăп.

Эпир пÿрт айккине, сулхăн çĕре, пырса лартăмăр, шăппăн калаçкалатпăр. Пÿртре кăштăр-каштăр илтĕнчĕ, çын йынăшса ячĕ. Эпир шартах сикрĕмĕр.

— Татах хĕнеççĕ-ши? Тÿссе пулмасть, вилейресчĕ, — тет Иван пичче вăйсăр сассипе.

Атте сасси те илтĕнчĕ:

— Пĕлес çук, хĕнĕç те… Ай-ай-ай, кăкăр шăмми вансах пĕтнĕ пуль… сывлама пит асап. Стражник аттипе темиçе хут улăхса сикрĕ… Ваççа алла Хуçрĕ… тискерле хĕнерĕ мана… Эй, мăнтарăн пурнăçĕ.

Анне питне хупласа çерем çине йăванса кайрĕ.

Иван пичче калаçни аран илтĕнет:

— Алли-ури манăн тĕрĕс. Çурăмпа пуçа амантса пĕтерчĕç… Ĕнсе хыçĕнчен халĕ те юн каять…

Эпир аннепе иксĕмĕр чарăнаймасăр йĕретпĕр.

Стражник хурал пÿртне уçса парассине пирĕн нумай кĕтмелле пулчĕ. Манăн аттепе, Иван пиччепе калаçас килет, анчах стражник илтесрен хăратăп. Анне яшка сивĕнсе каясран пăшăрханать. Манăн аттене хăвăртрах апат çитерес килет.

Эпĕ сарайне пырса пăхрăм. Стражник Иван пичче сăхманĕ çинче сулкаланса ларать. Умĕнче çур хăпарту, шурă кулач, юнашар — пушă эрех кĕленчи. Урайĕнче çăмарта хупписем сапаланса выртаççĕ. Пушаннă сĕт чĕресси, тапса янипе пулмалла, кĕтесре хăяккăн выртать, ун тĕлĕнче вара шăна-пăван сĕрлет.

Эпĕ стражник патнех пырса тăтăм, вăл мана асăрхамасть. Унăн ÿсĕрпе йывăрланнă куçĕ ман çине пăхмарĕ. Манăн ăна хам çинчен пĕлтерес килчĕ. Ÿслĕк килмен çĕртен эпĕ ÿсĕрсе илтĕм. Стражник куçне чарса ман çинелле пăхрĕ.

— А-а-а, м-мĕншĕн килнĕ эсĕ кунта, шуйттан чĕппи? — çăварне карчĕ вăл кĕтмен çĕртен шашкине ман енне сулса ярса. Эпĕ çари! çухăрса шашкăран пăрăнса лăпчăнтăм та часрах анне патне чупса тухрăм, ун хыçне пытантăм.

Стражник тăнкăл-танкăл уткаласа пирĕн пата пычĕ, тискер хĕрлĕ куçĕпе алчăравлăн пăхрĕ.

— Упăшкана апат çитерме килнĕччĕ эпĕ, — терĕ те анне ларнă çĕртен тăчĕ, стражник çине шиклевлĕн пăхса илчĕ.

— Çу-ук, у-уçмастăп ху-урал пÿртне. Ху кай киле, апатпа хĕр ачуна яр, аслă хĕр ачуна, вара хурал пÿртне уçатăп. Ă-ăнлантăн-и?

Стражник çапла калаçма тытăнсанах анне пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайрĕ, чĕтресе илчĕ.

— Хĕр ача килте çукчĕ-ха.

— Ă-ă-çта кайнă?

— Чашламана. Укçине аппăшсем патне кайнă, — тÿнчĕ анне. Вăл урăх калаçса тăмарĕ, яшка чĕрессипе хутаçа илчĕ те часрах киле васкарĕ.

Кил картине кĕрсенех эпир аппана чĕнтĕмĕр. Вăл пахчаран сасă пачĕ.

— Çитертĕр-и аттене? Пит-куçне кăвакартса пĕтермен-и? — ыйтать вăл хумханса. Анне йĕрсе ярас пек каласа парать.

— Уçса памарĕ вĕт стражник хурал пÿртне. Выçах ĕнтĕ паян аçу… кураймарăмăр эпир ăна… Иван пиччупа калаçса ларнине илтрĕмĕр… Эсĕ, Альтик, халех кукамусем патне кай, стражниксем ялтан кайиччен киле ан кил.

— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ аппа. Унăн илемлĕ пит-куçĕ кăмăлсăрланчĕ.

Анне аппана хăлхаран пăшăлтатса тем каларĕ. Аппа сăнран улшăнса пуçĕ çинчи каялла кайнă тутрине тÿрлетсе çыхрĕ те пахча витĕрех кукамайсем патне вĕçтерчĕ.

Эпир калаçнине илтсе пулĕ пичче те çÿлти сарайĕнчен аннене чĕнчĕ, атте çинчен ыйтрĕ. Анне стражник çинчен каласа парсан пичче тÿрех:

— Çтаппан килчĕ-ши? Килнĕ пулсан халех ÿсĕр стражника кайса тĕветпĕр! — терĕ. — Çын элекленипе айăпсăр çынна ан хуптăр! Касак Ваççине кайса çĕмĕретĕп акă!

Анне пиччене ÿкĕтлет, тархаслать.

— Ах, ачам, стражник таврашне хирĕç ан тăр, тем курса ларас пулĕ. Суд-йăрмах умне тăмалла пулсан пĕтрĕ вара пирĕн еш çын. Кам хÿтĕлĕ пире? Хамăр тĕрĕслĕх çинчен эпир çырса пама та пултараймастпăр. Хур шăмми тытакан хур курман тенĕ авалхисем. Эпир хур шăмми тытса çырма пултаракан çынсем мар, хурлăх курма çеç çуралнă пуль… Ан тух, тархасшăн, урама. Аçуна хупрĕç, тата сана хупчăр-и?

Анне юлашки сăмахсене чĕтрекен сассипе каларĕ, кĕçех вăл йĕрсе яратчĕ.

Кăшт тăрсан пичче:

— Юрĕ, анне, ан хăра, сан сăмахунтан тухмăп, — терĕ.

— Яшка çиме ан, — чĕнчĕ анне.

Пичче кĕчĕ, кĕлет умĕнче ларакан шывлă витрене йăтрĕ те çăвăнма пахчана тухса кайрĕ. Эпĕ урама тухрăм, хамăрăн пÿрт айккине лартăм. Хурал пÿрчĕ еннелле пăха-пăха илетĕп. Чÿречене хăмапа çапса лартнă. Алăкне питĕрнĕ… пăч тĕттĕм ĕнтĕ унта… Атăл тĕлĕнчи шурă тăрăллă илемлĕ пĕлĕтсене, хĕвел çутине кураймаççĕ вĕсем. Кичем, тискер пек хурал пÿрчĕ таврашĕнче. Насус сарайне пăхас та килмест.

Эпĕ урамра ларнине курса хăйсен тĕлĕнче тăракан Çемук ман пата пычĕ. Патаккине хăй çурăм хыçне тытнă. Ку ĕнтĕ пĕрле Выляс кăмăл пуррине пĕлтерет.

— Атя тăм илме, — чĕнет Çемук.

— Каяс килмест манăн, — тетĕп эпĕ.

— Шакăрчакла выляр эппин.

— Выляс килмест.

Çемук манпа юнашар ларать. Атăл еннелле пăхса ашшĕ çинчен калама тытăнать.

— Ав, ав, куратăн-и, шурă пăрахут? Атте çавăн пек пăрахут çинче ĕçлет; ÿссен мана та илсе каятăп тет-ха.

— Мĕн тăвать ку пăрахут çинче? — ыйтатăп эпĕ.

— Урай шăлать, çăвать. Пĕркун анне кайса курнă атте пăрахучĕ çине. Ман валли кулач илсе — икĕ татăк, тата типĕ пулă…

Çемук ашшĕ çинчен савăнса каласа парать. Манăн атте çинчен шухăшласан чун питĕ хурланать…

Кун каç еннелле сулăна пуçларĕ. Пирĕн пÿрт мĕлки вăрăмланса урам леш енне каçса кайнă. Йăмрасем çине ÿкекен хĕвел çути халĕ хĕрлĕ курăнать.

Манăн çиес килсе кайрĕ. Эпĕ киле кĕтĕм. Лаçра никам та çук. Пĕр татăк çăкăр илтĕм те лаç алăк пуканĕ çине ларса çиме тытăнтăм. Çăкăр тутлă. Атте асран каймасть. Мĕн тĕрлĕ çиес килет пулĕ унăн çак çăкăра!

— Ниçтан кĕме çук хурал пÿртне. Пĕр шăтăк та çук вĕт-ха, пулсан пĕрер татăк çăкăр чиксе парăттăм çав шăтăкран, — тарăхатăп эпĕ.

Акă эпĕ унта, чăн аялти пĕрене айĕнче, шăшисем шăтарнă шăтăксем пуррине аса илтĕм. Пуринчен ытла вĕсем уй енчи стена айĕнче нумай. «Чавса пăхас пĕрене айĕнчи тăпрана, тен, çăкăр татăкĕ чиксе пама май пулĕ, хурал пÿрчĕн урай хăми çук вĕт», — шухăшлатăп эпĕ.

Çак шухăш мана савăнтарчĕ. Эпĕ çăкăр татăкне çисе ярсан пахчана тухрăм, унтан карта урлă каçрăм та ыраш хĕррипе пырса хурал пÿрчĕн уй енне çитсе те тăтăм. Мана никам та асăрхама пултарайман. Пĕрене айĕнчи тăпра çемçе — патакпа аванах чавăнать.

— Атте, — тетĕп хуллен. Сасă-чĕвĕ çук. Тата чĕнетĕп. Çитменнине пĕренене пÿрнепе шăкăртаттаратăп. Хайхи пÿртре кăштăр-кăштăр туни илтĕнчĕ.

— Кам вăл? — ыйтрĕ Иван пичче.

— Эпĕ.

— Кам эсĕ?

— Мархва… Сире çăкăр парас тетĕп, шăтăк чаватăп акă.

— Халь мар-ха, çĕрле, — терĕ атте, — кай хăвăртрах киле, стражник курсан хĕнесе вĕлерĕ.

Эпĕ ыраш хĕррипе чĕрне вĕççĕн чупса хамăр карта патне çитрĕм, урлă каçрăм та кил картине кĕтĕм.

Анне лаç умĕнчи сак çинче каçхи апат пĕçерме çĕр улми шуратса ларать. Эпĕ аттене çăкăр пама май пурри çинчен каларăм. Анне тĕлĕнсе пăхрĕ, хĕпĕртерĕ.

Каç тĕттĕмĕ хупăрланă пуçласан эпĕ пĕчĕк тимĕр кĕреçе илсе хурал пÿрчĕ хыçне тухрăм, чакăлама тытăнтăм. Типĕ тăпра тĕпренсе çеç тăрать. Кĕреçепе пĕрене айĕнчи çĕре тăнк! та тăнк! тутаратăп, тăприне алăпа сиретĕп. Аттепе Иван пичче эпĕ ĕçленине сисрĕç.

— Хуллентерех…

Часах шăтăка хам пуç кĕрес пек чаврăм. Шалтан Иван пичче аллипе тăрмалать. Эпĕ шăтăк тарăнăшне тĕрĕслеме алла ярсан мана Иван пичче алли лекрĕ. Вăл ман алла çемçен сĕртĕнсе:

— Пулчĕ вĕт шăтăк, — терĕ. — Мĕнле ача ку санăн, Мĕтри, ах, çерçи темерĕн, пирĕншĕн çунать.

Эпĕ хавасланса киле чупса килтĕм. Аннепе пичче лаçра. Пичче эпĕ мĕн ĕçленине анне каланипе пĕлнĕ.

— Маттур, — терĕ вăл мана пуçран шăлса, — хăвах кайса леç çăкăрпа табака, çитĕннĕ çынна стражник ытларах асăрхама пултарать, ача-пăчана ун пекех мар.

Паçăрхи хутаçа анне Иван пичче валли те пултăр тесе сухан та, çăкăр та ытларах чикрĕ, пиçнĕ çĕр улми, кушелккепе табак, чĕлĕм хучĕ, вара хутаçа çыхса мана тыттарчĕ. Эпĕ лаçран тухнă чух тĕттĕм пула пуçланă.

— Хăрамастăн-и? — ыйтрĕ пичче.

— Çук, — терĕм эпĕ паттăрланса.

Пахчана тухрăм. Пичче ман хыççăн пычĕ.

— Вĕçтер, эпĕ сана карта патĕнче кĕтсе тăратăп.

Эпĕ мĕлке пек çăмăллăн карта урлă каçрăм, тепĕр самантра хурал пÿрчĕ патне пырса та тăтăм, хутаçа шăтăка чикрĕм.

— Акă килчĕ, — терĕ Иван пичче хутаçа шалалла туртса илсе.

— Кай хăвăртрах киле, çын куçĕ тĕлне ан пул, — терĕ атте. Эпĕ хам тунă ĕçшĕн савăнса карта патне чупрăм. Унта пичче кĕтсе тăрать. Эпир киле кĕтĕмĕр.

Тин çеç виçсĕмĕр каçхи апата ларайнăччĕ, пирĕн кил картине атăллă çын утса кĕни илтĕнчĕ. Пичче лаç алăкне уçрĕ. Вучахри кăвайт çути кил картине ÿкрĕ. Пирĕн пата стражник утса пычĕ.

— Инке, итле-ха, упăшкуна апат çитермен те вĕт эсĕ паян?

— Çитермен.

— Пулштух эрех пар, вара халех хурал пÿртне уçса паратăп.

— Çук манăн пулштух! Эрне выçă ларсан та тупса параймастăп.

— Ну, юрĕ эппин, — терĕ стражник çилленсе, — судчен упăшку пĕр хĕлхем те ăша ярас çук. Пристав икĕ-виçĕ кунсăр килеймест-ха. Вилтĕр выçах упăшку!

Çапла каласа стражник, аттипе кÿплеттерсе, кил картинчен тухса кайрĕ.

Пичче лаçран тухса çÿлти сарайне улăхрĕ. Анне тирĕк-çăпала çума тытăнчĕ. Эпĕ ыйхăланă, куç хупăнсах тăрать, анчах манăн аннесĕр çывăрма выртас килмест. Пахча калинкки шăлтăрт турĕ. Кам-ши ку тесе эпĕ лаçран тухрăм. Иккĕн лаç патне пычĕç. Кукамайпа кукаçи иккен. Анне вĕсене курсан питĕ хĕпĕртерĕ. Кукамай лаççа кĕрсенех сĕтел патнелле иртрĕ. Кукаçи, кукăртарах ураллă лутра старик, шупăрне йÿле ярса вучах çывăхне пушăт питлĕ пукан çине ларчĕ. Эпĕ лаçра çутă пултăр тесе кăвар çине типĕ кăвайт хутăм. Старик хура куçне хĕскелесе пĕр самант ялкăшакан вут çине пăхса ларчĕ. Унтан:

— Кам элекленĕ-ши ĕнтĕ кĕрÿпе Иван çине? — терĕ. — Вĕсем мăкаçее вут тĕртсе çÿремĕç. Ах, хăямат!

— Мĕн тăвас-ши, атте, мĕн тăвас? Çĕпĕрех яраççĕ пулĕ ĕнтĕ Мĕтрине, — тарăхать анне. — Касак Ваççи пĕтерчĕ.

Кукамай хуллен сăмах хушрĕ:

— Ытла ан кулян-ха, Праççи, тен, айăплисем тупăнĕç.

— Урапине сĕрес пулать. Пилĕк-ултă пăт пыла хĕрхенсе пулмасть, — терĕ кукаçи шĕвĕркке кăвак сухалне якатса илсе.

Анне хăйĕннех:

— Пĕтрĕмĕр-çке, атте, пĕтрĕмĕр, хăвах кайса кил-ха ыран кантура.

— Каймаллах пулать. Ыран кантуртисем хăйсем килмелле. Староста, Куçук Петĕрĕ, тытса хупнисене Çĕпĕре ямалла тесе халăха прикăвăр çыртаратăп тесе çÿрет, тет.

— Ай, сиенлĕ кашкăр чунлă çын, — терĕ кукамай.

Анне йĕре пуçларĕ:

— Çтаппан пулсан мĕнлеччĕ, вăл та çук.

— Халăх мĕнле-ха. Тен, ĕç урăх майлă çаврăнĕ, — тет кукаçи. — Кĕрÿ нихçан та ĕçсе çÿремен, çынпа вăрçса курман. Çын япалине хапсăнман. Ял пĕлет вăл мĕнле çыннине. Шулли Иванĕ те çавах. Иккĕшĕ те вĕсем Çĕпĕре ямалли прикăвăра тивĕçлĕ çынсем мар.

— Ах, ăш хыппи! — вăраххăн сывларĕ анне.

Кăшт ларсан кукаçипе кукамай тухса кайрĕç. Манăн та вĕсемпе пĕрле каяс шухăш пурччĕ. Пыл хурчĕсем лăпланнă чух тăкăннă пан улмисене пуçтарас теттĕм, анчах анне кайма каламарĕ.

Икĕ кун иртрĕ. Аттепе Иван пичче хурал пÿртĕнчех лараççĕ. Эпĕ вĕсене çимелли леçсех тăратăп. Стражник çав-çавах пирĕн пата пыра-пыра пулштух ыйтать.

Анне хăйĕннех перет:

— Мĕн тăвас тетĕн, выçă вилеççĕ ĕнтĕ вĕсем, саккунĕ çапла та… — тет.

— Эсĕ саккуна ан айăпла! Хупма пултаратăп! — çăварне карать стражник. — Пулштух пар та яшка пĕçерсе пыр, эпĕ сана хурал пÿртне хамах уçса паратăп. Лайăх пулать çапла. Мĕнле эсĕ упăшкуна хĕрхенместĕн?

Анне чĕнмест. Стражник тăрать-тăрать те лаç умĕнчен пăрахса каять.

Advertisements

Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 2” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s