Николай Шупуççынни: Тăлăх


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →



Тăлăх

Йывăр инкек ăшăмра
Кăшлать чĕрене.
Ĕмĕр-ĕмĕр ман умра
Карать çăварне;
Чипер тăнă çĕртенех
Тĕртсе хăвалать;
Вăхăт çитнĕ-çитменех
Çÿçе шуратать.
Хăçан йывăр асапсем
Пĕтĕç ĕмĕтĕн?

Хăçан шанчăклă кунсем
Çитĕç ĕмĕтĕн?
Кĕçĕр тĕттĕм, сивĕ çĕр,
Çил улать, йĕрет…
Ман ăш-чикре вут-хĕм-тĕр,
Пуçăм ишĕлет.
Пусрĕ хуйхă пуçăма,
Шухăш пăтранать.
Юрлама мар, калаçма
Халăм çухалать.
Анне мĕлки куç умне
Сисиччен тăчĕ,
Чун сасси пек сассине
Вăл ирĕк пачĕ.
Ах, аннем, анне, аннем,
Хытă ан кăшкăр
Мана вăйсăршăн, аннем,
Каплах ан хăтăр!
Анчах анне хĕрхенмест,
Чарăнмасть, ятлать,
Ман сăмаха итлемест,
Йĕнинчен кулать,
«Ĕмĕр таран чул пусман
Картлашки çине
Эпĕ сана тăратсан,
Турăн-и ĕçне?
Эпĕ сана вăй-хăват
Парсассăн, кайран:
«Пуçупа тĕнче тапрат»,
Тесе хăварсан –
Эсĕ эпĕ хушнă пек
Пĕр чарăнмасăр,
Тар-шур куран тарçă пек,
Канас шухăшсăр
Ĕçлерĕн-и, ывăлăм?
Кала аннÿне!»

«Аттем, юратнă чунăм,
Пĕлсем хĕрхенме».
«Ан чĕн! Чарăн! Куратăп,
Ăссăр çăмăлттай!
Ĕмĕрлĕхе хăваратăп.
Аяккалла кай!
Кунĕн-çĕрĕн кускалани
Вĕт-шак пулма мар,
Упаленсе йăлăнакан
Кĕлмĕç пулма мар,
Çынсем пек пулас тесе
Мул шырама мар,
Пĕр-ик сехет килленсе
Пăхам, теме мар. –
Сана эпĕ çутлăха
Кăтартам, ачам!
Акă мĕншĕн (хыт тăнла)
Каласа парам:
Тĕнче тĕксĕм тĕттĕмре
Пăтранать пулсан,
Суя сулхăн сÿтлĕхре
Сулланать пулсан,
Пĕрне тупсан, урăхне
Тупрăм, тет пулсан –
Каçхи тĕттĕм варрине
Пытанать пулсан –
Эсĕ пĕччен тĕнчерен
Уйăрăлса тăр!
Эсĕ пĕччен хĕвелтен
Питне ан пытар!
Суя çулпа каякан
Харсăр çынсене
Хурçă çурса татакан
Кăтарт чĕлхÿне!
Эпĕ панă ĕмĕрлĕх
Сăмах хăватне
Хăрамасăр хĕрÿллех
Пĕлтер çынсене!»
Çакă сăмах хăлхана
Янратса ячĕ.
Анне каллех тăлăха
Мана хăварчĕ.

1909

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас