Николай Шупуççынни: Кĕркуннехи юрă


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →



Кĕркуннехи юрă

Сем вăрманăн çулçийĕ.
Çулла пулсан, – кашлани,
Кĕркуннене çитсессĕн –
Çил-тăвăлпа саланни;

Çамрăк пуçăн çитĕнни –
Ача чухне савăнни,
Ара кĕрсе çитсессĕн –
Хуйхăпала пусрăнни.

Кăнтăр енне, çур енне
Кайăк кайрĕ сивĕрен,
Кайăк тинĕс уттине
Канма анчĕ йĕркерен.

Аслă ĕçкĕ-çикĕрен
Салантăмăр кăмăллă.
Часах курас çуккинчен
Пирĕн пуçсем хуйхăллă.

Кĕркуннехи пĕлĕтсем
Çĕр çумĕпе шăваççĕ.
Кĕмĕл-ылттăн çăлтăрсем
Çиле хирĕç чупаççĕ.

Пирĕн юлташ-тангăшсем
Пуçа чиксе утаççĕ,
Шуратакан шухăшсем
Умĕсенех пыраççĕ.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас