Николай Шупуççынни: Çут çăлтăр


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →



Çут çăлтăр

Çичĕ çăлтăр – çут çăлтăр,
Ала çăлтăр – çут çăлтăр,
Çичĕ çăлтăр, хăпарăр,
Тÿперенех çаврăнăр.

Йăлтăр-ялтăр çăлтăрсем,
Пăхăр çутатса,
Пăхăр юратса,
Сире çĕр çинчен
Мухтав ĕмĕртен.

Çĕр ылханлă, çылăхлă,
Йĕркесĕр ĕç хисепсĕр,
Анчах пĕлĕт ырлăхлă.
Ала çăлтăр çилĕсĕр.

Йăлтăр-ялтăр çăлтăрсем,
Пăхăр çиçĕнсе,
Пăхăр хĕрхенес;
Пĕтĕм чĕр чунтан
Хисеп авалтан!

Йăнăшаççĕ çĕр çинче.
Ĕсĕклеççĕ, ÿлеççĕ,
Каять сасă пит инçе:
Тен, çăлтăрсем илтеççĕ?

Йăлтăр-ялтăр çăлтăрсем,
Итлĕр пухăнса,
Итлĕр тăнласа
Тивĕçлĕ сире
Мухтав ĕмĕрех.

Çут çăлтăрсем пăхнипе
Пусăрăннă чун хăпарать.
Юхса тăран çуттипе
Иксĕлмĕ вăй хушăнать.

Йăлтăр-ялтăр çăлтăрсем,
Итлĕр пĕшкĕнсе,
Итлĕр хĕрхенсе,
Тивĕçлĕ сире
Мухтав ĕмĕрех!

1914, октябрь, Саратов

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас