Алексей Милли: Çурçĕр иртсен


Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Çурçĕр иртсен

Çу уйăхĕ каçсенче
Çурçĕр иртсе кайнă чух,
Автансем те авăтса
Йăлт чарăнса ларнă чух
Çанталăк тĕлĕнмелле
Лăпах пулса тăн тăрать!

Этем сасси ун чухне
Анчăк сасси илтĕнмссть,
Çил кашлани туйăнмасть!..
Çу уйăхĕ каçсенче
Çу пек çемçе, ачаш каç
Ăшă, тутлă, уç сывлăш
Хумханмасăр тĕлĕрет.
Çулçисене чух йăтса
Лăпсăр йăмра йывăçсем
Тĕлĕнсе шухăшласа
Кашламасăр лараççĕ!

Ăвăс çулçисем анчах
Каçхи тĕнче шăплăхне.
Тĕлĕрекен сывлăшне
Кăшт вăрантарас тесе,
Шĕлтĕртетсе сикейсе,
Чĕлтĕртетсе лараççĕ!..
Карăш тапса авăтать
Нÿрлĕ курăк ăшĕнче,
Ешĕл калча хушшинче.
Хура вăрман хĕрринчен
Лÿ-лÿ тапхăр çил анать,
Тутлă шăрăш сарăлать!..
Çил те кăштах вĕрейрĕ,
Юратакан çамрăксен
Чечен, ачаш питсене
Çемçен кăштăр шăлайрĕ!
Çу уйăхĕ[н] тут сывлăш[ь]
Кăштах сĕртĕннипеле
Çамрăк чунĕ çемçелчĕ,
Юрату юн вĕрерĕ!
Лапсăр йăмра кашларĕ:
Хăй шухăшлă лăпсăрне
Ерипе кашлаттарса,
Час çут хĕвел çуталса
Тухассине систерчĕ,
Юратакан чунсене
Киле кайма пĕлтерчĕ!
Çунаттипе хыт çапса,
Шарт-шарт! туса харăссăн,
Ял автаньсем авăтрĕç;
Тĕлĕрекен сывлăш та
Вăранмашкăн тытăнчĕ. […]
Хĕвелтухăç хĕрелчĕ,
Ун малтанхи çутисем,
Вăйлă çутă па[йă]ркисем,
Пĕлĕт тÿпине ÿкрĕç,
Уйăх йăлт сăнран кайрĕ…
Çĕнĕ пурнăç хускалчĕ,
Ун вĕçĕ те курăнмасть.
Шухăшласан – ăс çитмест!

1917

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас