Федор Павлов: Йăсăркка 


Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


Йăсăркка

Кутсăр-пуçсăр çил-тăман,
Çавра çил пек çаврăнса,
Тĕнче тăрăх кустарать.
Арçури пек ахăрса,
Пин шăпăрпа шăлнă пек,
Шурă юра вĕçтерсе
Çил улать те шăхăрать.
Çĕрпе уйăх хушшинче,
Вĕри çĕлен пек ярăнса,

Çуркуннехи авăрти
Пăрлă шыв пек пăтранса,
Хулăн тискер пĕлĕт чупать.
Курăнми уйăх çуттипе,
Вут та кăвар хĕмĕ пек,
Юр сирпĕнни палăрать.
Çăвар уçма, сывлама
Нимле май çук: юр кĕрлет,
Вĕрсе, сурса лартнă пек,
Куç лапашки питĕрнет.
Шăнса кайнă ал-ура,
Вăпăр карчăк тытнă пек.
Хытса каять, тапранмасть.
Темĕн ыйтса ярас пек.
Çилĕ вĕрет уласа.
Вăл чавăхса çитнипе
Пĕлми пулса, çуран çын
Кайса ÿкет кĕрт çине.
Çав вăхăтрах йăсăркка,
Шыв хĕрринчи патака
Хăйăр хывса кайнă пек,
Çынна пытарса каять…
Уй варринчи пĕр çуна
Пырать путса, чÿхенсе.
Лаши тăрăх тар юхать.
Тарпа хутăш шыв юхать.
Лаши ывăнни паллах
Хуллен çемçе кĕрт çинче
Аран пырать хашлатса.
Тăлăп çухи тăратнă,
Ларса пырать хуçийĕ.
Юрă юрлать, кăшкăрать,
Çил-тăманпа ятлаçать.
Чăпăрккапа лашине
Тиверткелет хушăран.
– «Уй-уй урлă каçрăмăр та
Ыраш хăмăль çутипе,
Вăрман витĕр тухрăмăр та
Вĕрене çулçи çутипе
Хăта килне кĕтĕмĕр те
Хăта пуç кукши çуттипе…»
Тесе юрлать кăшкăрса.
— «Манăн мĕншĕн кулянас
Маттур лаша пур çинче?
Çил йăсăркка пулсан та,
Çавах киле çитĕпĕр…
Эй, халĕ, атте лаши!..
Аяр-аяр – аяра!..» —
Кам чĕмери хушнă-ши
Тăман витĕр çÿреме
Уй варринче ку çынна?
Çитменнине, çур çĕр халь…
Ырра сисмен пулĕ вăл –
Усал сывлăш астарса
Хăваласа кăларнă пуль,
Уйра çул-йĕр çук çĕрте
Аташтарса çÿретме.
Унта шăнтса вĕлерме?..
Кутсăр-пуçсăр çил-тăман
Тĕнче тăрăх кустарать.
Пин шăпăрпа шăлнă пек,
Шурă юра вĕçтерсе,
Çил улать те шăхăрать.
Пĕр-пĕринпе хутăшса.
Хулăн пĕлĕт çавăрнать,
Курăнми уйăх çуттипе,
Вут та кăвар хĕмĕ пек.
Юр сириĕнни палăрать…

1913

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.