Григорий Тяммин: Вĕренмен чăвашăн ухмахлăхĕ


Григорий Тяммин — сăввийĕсемпе асра юлнă, анчах пурнăçĕ пирки пĕлни сахал… Тĕплĕнрех→


Вĕренмен чăвашăн ухмахлăхĕ

Пурăнатчĕ пирĕн ялта чăваш:
Хăйĕн алли-ури чалăш.
Сăмахлас тесен вăл
Чисти çăв та пыл.
Çавăн патне кайрăм пĕрре.
Вăхăт пулнă çĕрле.
Пÿртне кĕтĕм, лартăм,
Сăмах ыйтма пуçларăм:

— Хветĕр пичче,
Эсĕ мана каласчĕ:
Çырмари шыв
Кăçта кайса кĕрет-ши? –
Терĕм эпĕ.
— Эй-я-я-я-я,
Мĕн тумалла санпа, муластай? –
Терĕ мана Хветĕр пичче. –
Вăл шыв кăçта каять?
А вăт кăçта каять:
Çырма Атăла каять,
Атăл тинĕсе каять,
Тинĕсре вара шыв
Çăтаканни пур.
Унтан тамăка
Унтан хурана
Каять вара,
Тухма пуçлать вара
Çĕр çине калла.

Пăр пулать те,
Пĕр çĕре пухнать те
Тасалса çăл куç пулса тухать, —
Терĕ мана Хветĕр пичче.
Тата эпĕ ыйтрăм:
— Хветĕр пичче,
Мĕлле çимелле тунă
Çавна, сысна какайне,
Ĕлĕк çимен тет, –
Терĕм эп.
Вăл каларĕ:
— Пĕрре Христус,
Тепĕр йăхлă Исус,
Тарнă тет
Кĕнекеçĕсенчен.
Сысна чакаланса тăнă тет.
Христос кĕнекеçĕсенчен
Пытарма ыйтнă тет сыснаран.
Сысна пылчăк айне вырса
Хучĕ тет те,
Кĕнекеçĕсем иртсе
Кайрĕç тет
Христус çантампа
Сысна какайне çиме хушнă тет, –
Терĕ Хветĕр пичче.
Эпĕ çавна ĕненĕччĕ,
Халĕ хут вĕренсен тин пĕлтĕм.

1913

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас