Василий Мач: Вăшин-вăшин çил вĕрет


Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Вăшин-вăшин çил вĕрет,
Ăшă енчен çил вĕрет,
Ăшă çилпе юр пĕтет,
Юр айĕнчен çĕр тухать.


Хĕвел пит хĕртсе пăхать,
Тăри юрлать савăнса,
Юр ирĕлсе шыв пулать,
Шывĕ юхать савăнса.
Йывăç çулçă кăларать.
Курăк шăтса ешерет,
Кайăк юрри илтĕнет,
Пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет.
Хура халăх хатĕрлет
Сухапуçне, cÿрине.
Çĕр типессе вăл кĕтет –
Акма çурхи тыррине.
Çĕр те типрĕ, ăшăнчĕ,
Хура халăх хусканчĕ:
Çур тыррине акаççĕ,
Ана çине сапаççĕ.
Ăшă тăрать çанталăк,
Пĕтĕм хирĕпе халăх
Хире тулса çÿреççĕ,
Пит тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хăшĕ-хăшĕ акаççĕ,
Хăшĕ тата çÿреççĕ. […]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас