Охатер Томеев: Тĕне Вăйпа Ан Кĕртчĕр


Охатер Томеев — Хутла пĕлекен патшалăх хресченĕ пулнă çак çын халăха тĕрĕс мар хĕстерекен çынсене хирĕç кĕрешсе пăлхавсем те ертнĕ, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнипе асра юлнă… Тĕплĕнрех→


Тĕне Вăйпа Ан Кĕртчĕр

Хусан кĕпĕрнинчи Сĕве провинцине кĕрекен Шупашкар уесĕнче пурăнакан мĕн пур чăваш хушнипе Питтукасси чăвашĕ Охатер Томеев Сирĕн Император Хисеплĕхĕнчен Елизавета Петровнăран çаксене ыйтать.

Сĕвери крешĕн кантурĕ те, ытти тĕрлĕ тÿре-шара та пире виçесĕр кÿрентерни тата юрра ертни çинчен тĕплĕн çырса кăтартма май та çук. Çавăнпа та мана, маларах ятăма асăннăскере, православи тĕнне кунтах, Мускаврах кĕртме тата Шупашкар уесĕнчи мĕн пур чăваша — вĕсем вара аллă пинтен кая мар — тĕне кĕртесси çинчен Хăвăрăн Император Хисеплĕхĕрĕн указне Сĕвери крешĕн кантурĕ урлă мар, уйрăммăн яма хушăсăрччĕ. Мана вара килĕме ярăсăрччĕ, манпа пĕрле килĕмрисемпе тăванăмсене те, Шупашкар уесĕнчи мĕн пур чăваша тĕне кĕртме, çавăнпа пĕрлех Хăвăрăн Император Хисеплĕхĕрĕн пирĕнтен илекен хырăçа йĕркеллĕн пухма тата пире тĕрлĕ кÿрентерекенсенчен хÿтĕлеме Мускавра пурăнакан Григорий Вихарева та ярăсăрччĕ. Приказ ĕçĕнче унăн алли çаврăнать, хăй те ĕçе ал-хапăл, тÿре-шара ĕçне пултарать. Пирĕн патăрта крешĕн ĕçĕсене туса пыма вара Хусан кĕпĕрнин кĕнчелерçине Илья Бельские лартăсăрччĕ, мĕншĕн тесен вăл чăваш чĕлхине питех те аван пĕлет. Чăвашсене тĕне кĕртес ĕçе мана та хутшăнтарăсăрччĕ: эпĕ вырăс чĕлхине чылайранпа пĕлетĕп; тăван чĕлхе урлă вара тĕне кĕме килĕшекенсене Христос тĕнĕн йăлисене тĕрĕсрех уяса пурăнма вĕрентейĕп, тĕне кĕресшĕн пулманнисене ăшă сăмахпа ÿкĕте кĕртсе çавăрма пултарайăп.

Уесри чăваш ялĕсенче ăнăçлă вырăн суйласа виçĕ чиркÿ лартма хушăсăрччĕ: Сирĕн Император Хисеплĕхĕрĕн Пирĕштисен ячĕпе, Патша ывăлĕ Петр Федорович ячĕпе тата Христос чĕрĕлнĕ ятпа; крешĕн чăвашсене кирлĕ вăхăтра мăнастнрсене вырнаçтарма ирĕк парăсăрччĕ…

Тĕне кĕртме тата ытти маларах асăннă ĕçсене тума хушса, Сирĕн Император Хисеплĕхĕрĕн указне кăларăсăрччĕ. Сĕвери крешĕн кантурне вара Шупашкар уесĕнчи чăвашсене ÿлĕмрен тĕне вăйпа кĕртме чарма хушăсăрччĕ.

1744, утă уйăхĕ. Мускав

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.