16-мĕш тата 18-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăр тĕлне чăвашла сăмахлăх сăмах вĕççĕн кăна тытăннă. Фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсене ку тапхăрпа çыхăнтарма пулать… Тĕплĕнрех→
Вырăс Патшалăхне Кĕнĕ Хыççăнхи Халап-Сăмах
XVI ĕмĕрте Чăваш çĕрĕ çине вырăс патшалăхĕ сисĕнмеллех витĕм кÿме пуçланă. Чулхула (ăна 1221 çулта никĕсленĕ), Кăрмăш (1372), Сăр (Васильсурск, 1523) хулисем вырăссемшĕн Атăл тăрăх анаталла анмалли вăйлă никĕс пулса тăнă. Хайсен пусмăрне тÿсейми тарăхнă халăх вырăс патши пулăшасса шаннă. Турхан-мăрса таврашĕ тутар майлă çаптарнă. Халăх унталла та, кунталла та туртăнма пуçланă.
Сăхă Кире хана хирĕç тухнă чăвашсем Мускава Хаяр Йăван патне элчĕсем янă. Вĕсем патша умне 1546 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче çитсе тăнă. Чăвашсемпе пĕрле туçи çармăссем те çĕкленнĕ. Вырăс çарĕсем 1551 çулта Сĕве хулине никĕсленĕ, вара Сăрпа Сĕве хутлăхĕ — Чăваш çĕрĕ-шывĕ —- вырăс патшалăхĕн аллине «хăй ирĕкĕпе» кĕрсе ÿкнĕ.
1552 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Хусана çĕмĕрсе кĕне. Хусан ханлăхĕ арканнă. Халăх халапне ĕненес пулсан вырăс патши хăйне пулăшнă чăвашсене чысласа Çулăм пике ячĕпе Хусанта сакăр хутлă, сакăр кĕтеслĕ керем лартнă; хăйне хирĕç тăнă чăвашсене хĕстерсе, Çĕрпÿрен Сĕвене çитиччен виле таканĕсем çактарнă.
Ĕмĕрхи пекех хура халăх ырлăхпа хурлăх хушшине лекнĕ: пĕрисене çĕр касса панă, теприсене вак касса шыва янă. Чăваш валли Атăлпа Çавал тăрăхĕнче пĕр лаптăк улăх та, пĕр ана хир те тăрса юлман — çав çĕрсене йăлтах улпутсемпе чиркÿçĕсене тыттарнă. Унта вырăс ялĕсем куçса пырса ларнă. Тĕрлĕ ăсталăх ĕçне вырăссене кăна ĕçлемелле тунă. Чăваша тимĕр-тăмăр ĕçĕнчен пăрса хăварнă. Мĕншĕнĕ паллă: хĕç-пăшаллă халăх ют пусмăра, ют тĕнсене, ют тÿресене итлес-тăвас çук çав!
Апла пулин те чăвашсемпе çармăссем кашни вунă çулта тенĕ пекех вăйлăн пăлхана-пăлхана кайнă. XVI ĕмĕрте вĕсем Чулхулана та, Мускава та хупăрласа пăхнă. Вырăс патши аллинче «ют халăхсем» пĕр çул та канлĕ пурăнса курайман — пĕрре майлă тăнă, тепре — хирĕç тухнă. Сăмахран, поляксене хирĕç вырăссемпе пĕрле çапăçнă. Таканари шыв пек хумханнă халăх, анчах алă-ура çинчи тимĕр сăнчăра татса ывăтайман. Кĕçех чун çине те сăнчăр çакнă — XVII ĕмĕртенпе чиркÿ тĕнĕ йăваш халăхне хытă касма пуçланă. Вырăс патшалăхĕ мĕскĕн халăха Христос тĕнĕпе лăплантарма ĕмĕтленнĕ, леш тĕнчери Çăтмахпа астарнă. Çук, чăваш лăпланман. Вăл 1670—1671 çулсенче Степан Разин пăлхавне çĕкленнĕ. Çĕрпÿ, Етĕрне, Чикме, Сĕнтĕрвăрри, Мăн Сĕнтĕр, Кăрмăш тÿри-шарине вутпа ĕнтсе илнĕ. Хăй те килĕ-çурчĕпех, ялĕ-йышĕпех патша çарĕн атти айне ÿкнĕ. Паттăрсен пуçĕ ÿкет те ячĕ юлать. Халапсем Искей Пайтулне, Ямай Туйтимĕрне, Шашкар Ньонине тата ытти вун-вун паттăра ырлаççĕ. Пăкача пăлхавĕ (1773—1775) тата нумайрах паттăр çуратнă.
Чăваш ĕç тăрăмĕ XVI—XVII ĕмĕрсенче тăван чĕлхепе çырнă сăмахлăх тĕслĕхĕсене пĕлмест. Ахăртнех, вĕсем пулман та пулĕ. Пулсан та упранса юлма майĕ килменех ĕнтĕ. Патша тÿри-шарине «пуç çапса панă» хутсене (челобитнăйсене) йăлтах вырăсла çыртарма тивнĕ. Вĕсем те пулин ыррине мар, хуррине кÿнĕ.
Халĕ Хусан ханĕ е Мускав патши лайăх пулнă тесе пуçа ватма кирлĕ мар. Пусмăрта пурнăç нихçан нихăш халăха та, нихăш çынна та савăнăç кÿмен. Тамăк хуранĕнче телей тупасси пулмасть. Çавăнпа халăх ĕмĕрĕпех хăйĕн ирĕкĕшĕн кĕрешнĕ, кĕрешет, кĕрешĕ те.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ