Славян Халăхĕсене Вĕрентсе Çутатнă, Апо­столсемпе Пĕр Тан Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Ка­лани


Иванъ Макаровъ


Май 11-мĕшĕ

Тăвансем, пайанхи кун епир славян халăхĕсене Хри­стос тĕнне вĕрентсе çутатакан Кириллпа Меѳодійе асăн­са хисеплетпĕр. Пин çул ытла вырăс халăхсем Кириллпа Меѳодій тăрăшнипе хăй çуралнă ђĕлхепе ђиркÿ кĕллисе­не вуласа, йурласа пурăнаççĕ. Çак святойсенĕн йађĕсем вырăсемшĕн те, пирĕн ђăвашсемшĕн те пит паха пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем ђиркÿре кĕл-тумалли кĕнекесене славян ђĕлхи çине куçарнă. Çавăнтан вара славянсем ву­лама та, çырма та хăйсен ђĕлхипе вĕренсе кайнă. Авалхи славянсем ђăн Турра пĕлмен; вĕсем çынсем тунă суйа кĕлеткесене пуççапса пурăннă. Турă вара славянсене ђăн тĕне вĕрентме Кириллпа Меѳодійе суйласа илсе йанă. Вăл ĕç ак çапла пулнă.

Святой Кирилл çуралсанах пит тĕлĕнмелле ађа пулнă. Çамрăкранах вăл çырăва вĕренме йуратнă. Вĕренсе пĕтер­сен вăл пĕр шкулта ађасене вĕрентсе пурăннă. Анђах святой Кирилл хăй ђунне çăлма тăрăшнă, çавăнпа Олимп йатлă ту çинђи монастыре кайса монаха кĕнĕ. Çав мо­настырте унăн пиђђĕшĕ Меѳодій вăл пырађђенех монахра пурăннă. Вĕсем вара унта иккĕшĕ те тăрăшса, типĕ тытса, Турра кĕл-туса пурăннă.

Çав вăхăтра хазарсем грек патши Михаил патне, пирĕн пата лайăх вĕреннĕ çынсем йар тесе ыйтса йанă: вĕсем пире Христос тĕнне вĕрентсе çутађђăр, тенĕ. Грек патши Михаил вара Кириллпа Меѳодійе хазарсем патне йанă. Хазарсене вĕрентнĕ вăхăтра, вĕсем славянсене тĕл пулса славян ђĕлхипе калаçнине илтнĕ. Славян ђĕлхине вĕсем ађаранах кăшт пĕлнĕ. Кириллпа Меѳодій славян­сем Іисус Христос Туррăмăр тĕнне ăнланма тăрăшнине курнă. Анђах хут вĕренмен çынсем каланă сăмахсене мансах пыраççĕ, çавăнпа вĕсене вĕрентме йывăр. Çитмен­нине тата Кириллпа Меѳодій грек ђĕлхипе çырнă кĕнекесем çинђен вуланă (вăл вăхăтра славянсен ђĕлхипе кĕ­некесем пулман).

Темле ăслă çын та йут халăх ђĕлхине пĕр вĕрен­месĕр ăнланма пултараймаст̌; славянсем вăл вăхăтра тĕт­тĕм, вĕренмен çынсем пулнă; çавăнпа славянсем те грек­сен ђĕлхине ăнланма пултарайман. Турă çинђен çырнă кĕнекесене вулама вĕренђђĕр тесе, Кириллпа Меѳодій сла­вянсем валли сасă паллисем шухăшласа кăларнă. Унтан вара грек ђĕлхи çинђен славян ђĕлхи çине евангеліе, тата ытти ђиркÿре кĕл-тумалли кĕнекесене куçарнă. Çа­вăнтан вара пĕтĕм вырăс халăхĕ ђиркÿсенђе хăйсене ăнланмалла ђĕлхепе вуласа йурлаççĕ.

Тăванăмсем, халĕ пирĕн вăхăтра та тĕслĕрен ђĕлхеллĕ çынсене лайăх ăнланђђăр тесе хайпăр хăй ђĕлхи­не вĕрентеççĕ. Пирĕн пысăк, хăватлă патшалăхра тем тĕслĕ ђĕлхе те пур. Нумайĕшĕ вырăсла ђĕлхепе ăнланма пултараймаççĕ; çавăнпа пур те Христос тĕнне тĕрĕс ăн­ланђђăр тесе харпăр хăй ђĕлхипе вĕрентме ирĕк панă. Халĕ пирĕн патшалăхра тĕслĕ халăх тĕслĕрен ђĕлхесемпе ђиркÿсенђе Турра ђунтан мухтаса йурлат̌.

Тăванăмсем, епир те святой Кириллпа Меѳодій пек хамăр вăй çитнĕ таран çынсене вĕрентме тăрăшар. Ха­мăр пĕлнĕ таран йе сăмахпа, йе ĕçпе Христос тĕнĕ çинђен çынсене ăнлантарма тăрăшар. Хамăр хушшăмăрта йăвашлăх, килĕшÿ, тĕрĕслĕх пултăр тесе тăрăшар. Святой Кириллпа Меѳодій кĕллисемпе Турă вара пире пиллĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас