
Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →
Вутăшпа чăваш
Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе, кÿрĕшри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма. Алăкран пырса кĕтĕм те: «Ман килес!» – терĕм. Мĕтри матки: «Килях, килях, Ваçка пăяхам, маларах ирт», — тет. Мĕтри сÿтсе-явса йăмахлама юратакан çын. Йăмахлама питĕ ăста. Ун патне кÿрĕшсем чĕлĕм туртма пухăнкалаççĕ.
Халĕ те ĕнтĕ ун патне ман уммăн Юс Çеменĕпе Такамак Энтри пырса ларнă. Эпĕ, тутар пек, пĕр вăтанмасăр, маларах ирт тенĕрен, кĕреке пуканĕ Тĕлнех кĕрсе лартăм. «Мĕтри ăçта кайнă сирĕн?» – тетĕп. «Выльăхсене хупма тухнăччĕ-ха», – тет арăмĕ.
Пăртак ларсан, Мĕтри кĕчĕ. «Ваçка пичче килнĕ-çке», – тет. «Йăмахлама килсе ларас терĕм-ха», – тетĕп. «Юрать», – тет. Алăк патнелле пăхрĕ те: «Çемен, элле, эсĕ аран шăпăр шăтăкне кĕрсе ларман-çке, маларах ирт, сана сĕтĕрсех тĕпелелле ирттерме, эсĕ таçта хăна хĕр мар. Куç ÿкес çук сана», – тет.
Мĕтри арăмĕ: «Каларăм та эпĕ уна, çапах иртмерĕ вăл», – тет. Апла каласан тин Çемен пăртак Энтри çумнерех шăнса ларчĕ. Мĕтри: «Тăвнă пушăт пурччĕ-ха, те кăмака çине ăшăнма хурас», – терĕ те алкумне тухса кĕрсе каланă пек тăврĕ, кĕрĕкне хыврĕ, путмар çинчен мунчала илсе, çăпата кантри явма пуçларĕ.
Хветĕр: «Ваçка пичче йăмăх яма ăста пулаканччĕ, халĕ пÿртре путек тавраш çук, ярса кăтарт-ха пĕрер йамахне», – тет. «Эпĕ çитмĕл çичĕ йăмăх пĕлетĕп, хĕрĕх те пĕр халап; утмăл тăхăр йăмăх пĕр чара нÿхреп шывĕ ĕçсен аса килет, хĕрĕх те пĕр халап икĕ саккăр хăрах тăххăр ăскăç пыл шывĕ сыпсан тин чĕлхе вĕçне çитет. Халĕ сире, итлессĕр питех килет пулсан, çитмĕл çичĕ йăмахран пĕрне ярса кăтартам», – терĕм.
Пилеш Мĕтри патĕнче янă йăмаха çакăнта çырсан, кĕнеке çине çапсан, кам та пулсан вулакан пулĕ тесе çыртăм. Акă вăл йăмăх: «Ĕлĕк-авал Ухливанпа матки пурăннă. Вĕсенĕн икĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă. Ухливанăн аслă ывăлĕ вунвиççĕре пулнă, чăн кĕçĕн хĕрĕ, Селиме, икĕ çулта пулнă. Ухливанпа матки темĕн чул ĕçлесе те пурнăçне çитереймен. Ултă çултанпа Ухливан пĕр кÿлĕ хĕррĕнчи шĕшкĕ катине тĕплесе вир акса тăнă. Ухливан вăрманăн тепĕр енче çырманăн леш енче пурăннă. Пĕрре çакă Ухливан хăйсен курăс хутакан кулли хĕрне кăвак кĕсрине çитерме кайнă, Ухливан кÿлĕ хĕрринчи çаран çине çитрĕ те сиксе анчĕ кĕсри çинчен. Тăлă çук пирки йĕвен аври салтса илет те тăллакаласа ярать кĕсрине, Хăй курăс сулли çине пĕр-ик курăсран мунчала сĕвсе илсе ларать çыран хĕрне, кĕлте кÿме, вĕрен явма. Явнаçсм пĕр вĕçне шыва ярса пырать. Ухливанан кăвак кĕсри, чипер çисе çÿрекенсскер, хăрт-харт тăвать.
Ухливан: «Мĕскер хартлатса тăран? Çи!» – тесе йĕри-тавра пăхрĕ. Сарлака кÿлĕ, унччен тăп тăраканскер, хум çаптара пуçларĕ. Унтан пулмин Ухливан умне вутăш чĕппи тухрĕ тăче. Çарапакка. Ÿчĕ хуп-хура. Ури-алли çăмлă, Сăмси икĕ йÿплĕ. Ухливан хăравăç çын пулман. Вăрман таврашĕнче çĕрле пĕччен çÿресе арçури сассине илтсен, унăн чĕри пĕрре кăртлатман. Халĕ те çакăн, хăй умĕнче вутăш чĕппине кура, çанçурăм сăрлатсах кайман. Ухливан пысăк саспа: «Мĕн кирлĕ сана, вутăш ачи, ан канçăрла мана явма, асту, мунчала çине ан пус!» – тет. Вутăшĕ: «Чăваш пичче, мен тăван ку вĕрен пеккине явса?» – тет. Ухливан ăна хирĕç: «Çак кÿлĕри вутăшсене пулли-пăттипе сĕрсе кăларас тетĕп», – тет. Çакна илтсенех вутăш чĕппи: «Ай-ай-ай, эсĕ пире апла кунтан сĕрсе кăларасшăн-çке, пире тĕп авалхи вырăнтан хăваласа ярасшăн-çке», – тесе кÿлле ялт! чĕвĕнчĕ.
Пырать кÿлĕ тĕпĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ патне те калать: «Пирĕн кÿлĕ хĕрне темĕсксрлескер килсе ларнă, темĕсксрлескер, – тет, – явать çав темен тăрăш вĕрен, аннăçемĕн пĕр вĕçне шыва ярса пырать. Çавă вĕренпе кÿлĕри пулли-пăттипе, пире сĕтĕрсе кăларас тесе калать, – тет. – Тата вăт унта çаран çинче, тÿрĕскер, тăват ураллă, лапсака хÿреллĕ, ман çине хăртлатса пăхса тăрать», – тет.
Ватă вутăшĕпе карчăкĕ: «Ах, мĕнле пистерес ăна, ан тивтĕрччĕ у пире», – теççĕ тет. Вутăшпа карчăкки чĕппине: «Эсĕ унпа мĕн çинчен те пулсан тухса тавлаш, вăл çĕнтерсессĕн, уна мĕн ыйтнине парăпăр, эсĕ çĕнтерсен, вăл пирĕн кÿлĕ хĕрĕнчен кайтăр», – теççĕ тет.
Вутăш чĕппи тухать те: «Ухливан пичче, – тет, – айта иккĕн тавлашса пăхар. Çавăнти тÿмеске кутне кам хăвăртрах чупса çитĕ, – тет. – Эпĕ малтан çитсессĕн, эсĕ кунтан кай, пирĕн кÿлле вĕренÿпе ан пăтрат. Эсĕ мантан малтан çитсессĕн, эпĕ сана мĕн ыйтнă, çавна илсе тухса парăп», – тет. Ухливан: «Манпа чупиччен шăллăмпа чупса пăх-ха, унран иртсен, пиччĕшĕпе тавлашăн, – тет. – Манăн шăллăм çавă шĕшкĕ тĕмĕсем ăшĕнче пурăнать. Эсĕ унта кай та ĕшт! ĕшт! ĕшт! теес пыр. Манăн вăрăм хăлхаллă шăллăм ялт! сиксе тухĕ те сиккипе чупа пуçлĕ. Эсĕ те унăн хыççăн яра пар вара», – тет.
Хайхи вутăш, каланă пек ĕшт! ĕшт! тесе пырать шĕшкĕ тĕмĕсем хушшинче. Сасартăк сиксе тухрĕ мукаç, çапсем, шĕшкĕ тĕмсем, тункатасем урлă ярна пырать. Вутăш та ун хыççăн: «Ан кай-ха, тан тăрса чупар!» – тесе икĕ уран чупса ырса, тăват уран пырать. Мукаç миçен вутăша хăварса пырать. Мукаç кÿллĕн тепĕр енчи сăрт тăрăх, тапкас ураллăскер, кайăк пек ухса кайрĕ. Сăрт тăрне çитсен, вутăш чĕппи мукаçа куçран çĕтерчĕ, тет.
Вутăш: «Ку Ухливанăн кĕçĕн шăллĕне те çитсе пулмарĕ-çке, ку пире пĕтерет ĕнтĕ», – тесе, ырнăскер, пуçне усса, пырать Ухливан патне. «Эй, эсе манпа тавлашас теттĕн, шăллăма çитсе пулмарĕ сантант, чĕкре кутран; тата мĕн çинчен тавлашас кăмăлу пур, е аçу-аннÿнтен кĕрсе ыйт-ха, весем, ватăсксрсем, мĕн ăс парĕç сана», – тет.
Ухливанăн вутăш тусĕ шыва шăпăрт! тутарса чăмса кĕрсе карĕ. Ашшĕ-амăш патне пырсан: «Ай тăр-тăр-тăр, – тет, – пулмалла тавлашрăмăр, малтан шăллĕне чупса пăхтарчĕ, хампа унтан хытăрах чупан пулсан тин тавлашăн терĕ, – тет. – Шăллĕпе чупма пуçларăмăр та, кутне те аран курса юлтăм унне. Сикмессерен çичĕ хăлаç ывтăнать çавă, – тет. – Атте-анне, халĕ унпа тек чупмалла тавлашса пулмĕ, япала çĕклемелле тавлашас-ха унпала, хăшĕ вăйлăрах», – тет.
Ухливан патне тепĕр хут тухрĕ çак вутăш. «Кĕрешсе пăхар-ха, пичче». – тет çак. Ухливан: «Манпа кĕрешиччен малтан ман сÿтĕлнĕ асаттепе кĕрешсе пăх-ха, вара мĕн пулĕ унта, çĕрĕк çĕнтерсен, унăн ачин вай питти йĕкĕчĕпе (хампа) тин кĕрешсе пăхăн, – тет. – Манăн асатте çавăнта, кĕçĕн шăллăм пурăнакан çĕртен икĕ ана тăрăшĕнче, юманлăхра, пысăк çĕрĕк çăка тунката кутĕнче хăмăл çырли айне шăтăк чавса выртнă. Ертсе каям-ха сана малтан унпа кĕрешсе пăх-ха», – тесе вутăша хулĕнчен тытса танкăлтаттарса кайрĕ ку.
Çитрĕç каланă юманлăха, Ухливан çырлалăхран пĕр-икĕ ана сарлакĕш аяккарах тăрса, вĕрене турачĕ тыттарчĕ вутăш чĕппине те: «Эсĕ çав тунката кутне пыр та, çакă паткапа тункатана шак! шак! шак! тутар. Манăн асатте тухсассăн, эсĕ уна ярса ил те лăка пуçла», – тет те хай юман çумне тăрса юлать.
Вутăш Ухливан каланă пек тусан, çăвлахи вăрманта кайăк чĕпписем, хăмла çырли çисе выртнă упа мăшлăтса тухрĕ çак. Тухнă пеккĕн вутăш ярса илчĕ упана сăмсинчен те ăна лăка пуçларĕ çак. Унтан пулмин упа тăчĕ кайри урисем çине, аллисемпе вутăша икĕ уринчен ярса илчĕ те, юман кутнерех пырса тăрса, уп çумне çавра-çавра çапать çак вутăш чĕппине.
Ухливан, упа мĕн пулсан мана ан куртăрччĕ тесе, йывăçсем çумĕн, тĕмсем айккăнь шăвать хăвăртрах кÿлĕ хĕрне.
Упа вутăша çителĕклех тылласан, вăр-вар çавăрчĕ те виçĕ çурпилĕк сарлакăш ывăтах ячĕ. Хăй шалалла лап-лап утса кĕрех кайрĕ.
Вутăш чĕппи пашкаса выртрĕ-выртрĕ те тăрса ларса: «Ыр ку Ухливанпа хăйпе кĕрешмерĕм, аслашшех çак тĕрлĕ самана кăтартрĕ», – тесе аяк пĕрчисене, юнлă сăмсине хыпашласа ларать, тет. Йĕри-тавра пăхкалать вутăш чĕппи – Ухливан çук. Тăрать кÿллĕ хĕррипе тăкăлтатать.
Вутăш хăй паллаканне каллех вĕрен явса ларнине курать. Ун патне пырать. «Эсĕ ма тартăн вăрмантан?» – тет. Ухливан: «Эсĕ мана аслашшĕпе пĕрле тытса хĕнĕç кусем, тесе… çавăнпа манран ан хăратăр ку вутăш тесе килсе лартăм эпĕ кунта вĕрен явма», – тет.
Вутăш чĕппи кĕрсе карĕ ашшĕ патне, мĕн пулни çинчен йăлт каласа кăтартрĕ. Вутăш карчăкки чĕппин хуçăлнă аяк пĕрчисене, унăн ваннă шăмми-шаккине кÿлĕ тĕпĕнчи тымарсенчен тунă эмел ĕçтерсе тÿрлетет. «Халĕ ĕнтĕ çак чукмара илес тух та, çĕклемелле тавлашатăр унта е ывăтмалла тавлашатăр, ытти аслашшĕ-шăллĕ пеккисем патне яхăн та ан кай, хăйпе çеç тавлаш», – теççĕ вутăшпа карчăкки чĕппине.
«Эсĕ, этем йăхĕ, ку чукмара çĕклеймен те-ха», – тесе шухăшласа тухать пулли- нăгтипе сĕрсе кăларас текен чăваш патне. Тухса тăчĕ Ухливан умне.
«Кÿр, çакă чукмара ывăтса пăхар, хăшĕ аяккарах ывăтĕ», – тет. Ĕлĕкхи пекех, Ухливан вутăш чĕппи чул ывăтаймасан, унăн кÿлĕ хĕрринчен каймалла, аяккарах ывăтсан, уна вутăш мĕн ыйтнине памалла.
Ухливан: «Куна санне кайран ывăтса пăхăпăр, малтан акă çак çаран çинче çĕрекен ман кĕсрене эсĕ кÿле тавра çĕклесе çаврăн, вара эпĕ сирĕн кÿлĕ херне ĕмĕрте килсе пăхмăп, сире нихăçан та чăрмантармăп. Çĕклесе çавăрăнаймасан, эпĕ мĕн ыйтнине памасассăн, нимпе те каймастăп», – тет.
Хайхи вутăш чĕппи кĕсре айне пĕшкĕнсе кĕрсе тăчĕ те вуннă-вуниккĕ ярса пуссах ывтăнса кайрĕ. Ухливан: «Элле эсĕ кÿлĕ тавра çĕклесе çавăрăнаймарăн. Эпĕ ăна акă пăхса çеç тăр, пĕç хушшине хупса çил пек вĕçтерсе çавăрăнатăп», – терĕ те утланчĕ кăвак кĕсри çине. Чĕввик-чĕввик шăхăрчĕ те уртпа ярăнтара пачĕ. Вутăш чĕппи пĕççе çапса: «Тĕлĕнмелле ку этем йăхĕнчен», – тесе шухăшласа пĕтеричченех Ухливан шывсемĕнче кÿлĕ йĕри-тавра çавăрăнчĕ килчĕ.
Çитрĕ те сиксе анчĕ кĕсри çинчен, йĕвенне хыврĕ те каллех çаран çине ячĕ. «Халĕ ĕнтĕ сан чукмарна ывăтса пăхар», – тет. Тăратса тăракан авринчен тытрĕ те пĕлĕт çинелле пăхса тăрать. Вутăшĕ: «Ма çÿлелле пăхса тăран эсĕ, Ухливан пичче?» – тет. – «Тăхта пăртак, вара калăп», – тет. Ухливан, тăрсан- тăрсан: «Ак-акак, ак çакă пуç тăрăнчи хура пĕлĕт çине ывăтас сан чукмарруна», – тесе çатăр! çатăр! çатăр! пăсарать. «Ухливан пичче! Ухливан пичче! Ухливан пичче! Ан хытлан, аврине хуçан!» – тесе, аран тытса илет Ухливанран. «Ку чукмара пире мăн асатте пиллесе парса хăварнă, пĕтеретĕн вĕт эсĕ чукмара», – тет.
Ухливана çакă çеç кирлине йăмăх итлекен те пĕлет. «Эсĕ манпа тавлашса шăллăма хăвса çитеймерĕн, асаттене çĕнеймерĕн, кĕсрене çĕклеймерĕн, чукмарна ывăттармарăн – исе тухса тултар пĕр шлепке ылтăн! Памасассăн, сирĕн валли вĕрен хатĕр, акă унта явса хунă!» – тет.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Вутăш, кÿлле кĕрсе кайса, мĕн пулнине йăлтах каласа парса тĕлĕнтерсе хăратать ашшĕ-амăшне. Ухливан, вутăш чĕппи кÿлле кĕрсе кайсанах, пĕр паспа (рычакпа) пысăк чул хайрса кăларать те, ун вырăнĕнчи шăтăк çине шлепкине тÿпине шăтарса лартать.
Çĕклесе тухрĕ вутăш пĕр хутаç укçа: «Кăçта шлепкÿ, тултарса парам сана?» – тет. Ухливан: «Чăваш шлепки пĕр хутаçпах тулмасть у», – тет. Пырса ячĕ ку вутăш. Укçа чăнăкăр-чăнкăр туса аршăн çур тăрăшĕ анчĕ карĕ. Ухливанĕ пилĕке тытса кулкаласа çеç тăрать.
Тăватă хутаç та и[л]се тухса ячĕ вутăш, мĕн пурри те шлепке тĕпне аран çитрĕ. Пиллĕкĕмĕшне аран тултарать. «Пирĕн укçана шлепкепе и[л]се çÿремеççĕ, тукмакпа çакса çÿреççĕ. Киле йăтса кайма çитмĕл çичĕ кукăль, çитмĕл çичĕ хуплу, икĕ саккăр хăрах юсман кĕрекен сăран такмак и[л]се тух», – тет Ухливан, вутăш чĕппи шыв семенче ыйтнине и[л]се тухса парать. Ухливан: «Эсĕ ĕнтĕ шлепкери укçана такмак çине тултар. Эпĕ кĕсрене кайса тытам-ха, – терĕ те лаши еннелле ка[й]рĕ. – Хăвăрт тултар, эпĕ киле кайма питĕ васкатăп», – тет.
Вутăш чĕппи укçана такмака тултарнă çĕре Ухливан кĕсрине утланса тапăртаттарса та пычĕ. Вутăша: «Киле çĕклесе çитерсе пар», – тет. Çавăрчĕ лашине, кил еннелле уттара пуçларĕ. Вутăш та ун хыççăн, такмака каçан çит (е аран-аран çавăрса хурса, çĕклеме йăвăррипе мĕкĕрленсе çеç пырать.
Пыраççĕ-пыраççĕ çулпа, авăрса ларакан шыв арманĕ кураççĕ. Вутăш чĕппи: «Мĕскер ку, çакă хăлтăртатса лараканни?» – тесен, Ухливан: «Манăн вăталăх шăллăм çурчĕ ку. Арманта кин çăмах çăрать, халтăртатни унан чара-тирки сасси», – тет.
Пер пысăк арман чулĕ выртать. Вутăш ăна курсан: «Ку мĕн?» – тет. Ухливан: «Манăн асаннен йĕрĕлчи вăл», – тет.
Унтан ватă юман вулли выртать. Вутăш: «Ку мĕн?» – тет. Ухливан: «Асанне йĕки ку», – тет.
Пырсан-пырсан çаксем пĕр пасара сÿре сутма каякана тĕл пулаççĕ. Вутăш чĕппи, халиччен çĕр çинчи çутă çанталăка тухса курманскер ку япаларан та тĕлĕнет. Сÿресем çине кăтартса, каллех кусем мĕскеррине ыйтать. Ухливан: «Пирĕн ăру пуçне турать çакăнпа», – тет.
Ухливан хапхи арне çитсен, вутăша: «Эсĕ пăртик тăр-ха, эпĕ арăма кĕрсе йапатам. Мана сана и[л]се килнĕшĕн ан çилентĕр. Питĕ хаяр вăл ман мăшăр», – тет.
Пÿрте кĕрсен, Ухливан маткине: «Эпĕ апат пĕçерсе пар-ха, вутăша çитерсе ярар тесен, эсĕ: «Çак вутăш чĕппин пуçне пĕçерес-и, чĕрипе путекине пĕçерес-и?» – тесе кала», – тет. Маткине çапла ăс парса хăварсан, вутăша картишне и[л]се кĕрет те укçана такмакки пех нÿхрепе пăрахтарать.
Вара вутăш чĕппипе иккĕш те пÿрте кĕреççĕ. Ухливан: «Матка, мĕн те пулса пĕçерсе пар-ха, иртенпе çăвара пĕр хĕлхем те илмен, хырăм питĕ выçă» – тет. Апат çинчен аса илсен, вутăшăн пĕтĕм сĕлекисем ĕненни пек юхса анчĕç çав.
Ухливан матки: «Çак санпа килнин пуçне пĕçерес-и, чĕрипе путекине пĕçерес-и?» – тесе шăл витĕр хаяр сасăпа кăшкăрса ячĕ тет çав. Куна илтсенех, вутăш чĕппи, сехри хăпнипе, хăппăл-хаппăл алăка уçать те, карта урлă, хÿмесем урлă сике-сике каçса çул çине тухсан, ура кĕллине купарчине тиверсе чупать.
Ухливан пичче ĕлĕк-авал вутăша çапла улталанă».
1908
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ