Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Николай Кузьминъ.


Чÿк 21-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи кун Турă Амăшне ђиркĕве леçнине асăнса праçник тăватпăр.

Назарет хулинђе пĕр Іоаким йатлă çын пурăннă. Унăн арăмĕ Анна йатлă пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те Турра йурăхлă çынсем пулнă. Анђах вĕсен ађа-пăђа пулман. Вĕсем Турра пит хытă кĕл-тунă, Унтан ађа-пăђа ыйтнă. „Турă пире ађа-пăђа парсан, епир ăна каллах Турра парăттăмăрђђĕ”, тесе йăлăннă.

Ĕненсе кĕл-тунă кĕлле Турă ахаљ хăвармаст̌, Іоакимпа Анна кĕллине те ахаљ хăварман. Вĕсен хĕр ађа çуралнă. Ăна вĕсем Марія йатлă хунă.

Калаççĕ: Марія ултă уйăха çитсен, Амăшĕ ăна тăрат̌-и-ха тесе ура çине тăратнă, тет. Марія çиђђĕ йар­са пусрĕ тет те каллах Амăшĕ патне утса пыђĕ, тет.

Маріяна çулталăк тулсан, Іоакимпа Анна хăнасем пухнă. Унта священниксене, аслă священниксене ђĕннĕ. Хурăнташĕсем те нумай пухăннă. Анна хăйĕн хĕрне Ма­ріяна священниксем патне пиллеме иле-иле пынă. Хăй хурăнташĕсемпе пĕрле савăннă. Ватăлмалăх кунĕнђе ађа курмалла тунăшăн Турра тав-тунă.

Икĕ çултан Ашшĕ Маріяна Іерусалим ђиркÿне леçсе йарасшăн пулнă; хăйсем ĕлĕк Турра панă сăмахне ђасрах ĕçе кÿресђĕ, тесе шухăшланă. Анђах Анна ађине çамрăклах леçтересшĕн пулман, нумайђђен ађа курманскер, йепле те пулин ăна хăй куç умĕнђе ытларах усрасшăн пулнă. Вăл упăшкине: хамăртан уйăрăлсан, çамрăкскер, килшĕн пит тунсăхĕ, йапăхса кайĕ, тесе Маріяна тата тепĕр çуллăха киле хăварттарнă. Вара Марія ашшĕсем патĕнђе тата тепĕр çул пурăннă.

Маріяна капла Турра парас вăхăт çитсе пынă. Амăшĕ пĕртен пĕр ађинђен уйăрăлассине астуса хуйхăрнă. Анђах хăй ĕлĕк Турра панă сăмахне астуса хăйĕн хуйхине сирсе йама тăрăшнă. Марія хăй виçĕ çулта анђах пулсан та ђун тĕлĕшĕнђен ÿссе çитнĕ. Ђунĕ пĕр май Турă йенне сулăннипе, унăн ашшĕ-амăшĕ кил-çуртĕнђе те питех пурăнасси килмен. Вăл амăшне хăй: ĕлĕк Турра панă сăмаха ђасрах ĕçе кÿрĕр, тесе астутарнă.

Маріяна ђиркĕве леçес вăхăт çитнĕ. Ашшĕсем каллах хурăнташĕсене пухнă. Тата Маріяпа тантăгарах хĕр ађисене те ђĕннĕ. Вара вĕсем пур те аллисене çутнă çуртасем тытса, килтен тухса кайнă. Ашшĕпе-амăшĕ хăйсен хĕрĕ хыçĕнђен утса пынă.

Ђиркÿ патне çитерехпе Іоакимпа Аннăна хирĕç аслă священник ытти священниксемпе ђиркÿ йуррисем йурласа хирĕç тухнă. Ђиркÿ патне çитсен Анна хăйĕн хĕрне Маріяна ђăн айалти ђиркÿ пусми çине пырса тăратнă. Ђиркÿ умĕ вунпилĕк пусмалла пулнă. Пусмисем пысăк пулнă. Пысăк çын та вĕсем çине аран пусса хăпарнă. Ђиркĕве кĕнĕ çĕртех тĕлĕнмелле ĕç пулнă. Виçĕ çулхи ађа, Марія, никам пулăшмасăр, никам çавăтмасăр, хăйех, пĕр пĕђђен, çав пысăк пусмисем урлă йара-йара пусса ђăн çÿлти пусми çине хăпарса тăнă. Çавна курсан пур те тĕлĕнсе кайнă. Аслă священник, Турă Сывлăшĕ систернĕ тăрăх, ађана „тасаран-таса“ тийекен пÿлĕме илсе кĕнĕ. Çав пÿлĕме кĕме священниксене те йураман. Аслă священник те унта çулталăкра пĕрре анђах кĕме пултарнă. Анђах Турă, Марія хăй „тасаран-таса“ пÿлĕм вырăнне пулассине халăхсене кăтартма, малашне Марія хăй „ђĕрĕ закон арђи“ вырăнĕ пулассине çынсене пĕлтерме, ăна аслă священник урлă çав таса пÿлĕме кÿртнĕ. Аслă священник Маріяна тасаран таса пÿлĕме кÿртнишĕн çынсем пур те тĕлĕнсе кайнă, пур те çав Таса Хĕр урлă тĕлĕнмелле хăват пулассине курса ĕмĕтленнĕ.

Іоакимпа Анна Турра тав-туса парне кÿнĕ те килне тавăрăннă. Каллах килте иккĕшĕ анђах йулнă пулсан та, вĕсем елĕкхи пек хуйхăрман: вĕсене никам та Турă çилли çитнĕ çынсем, тесе хурлантарман. Весен ађи Іерусалим ђиркĕвĕнђе ÿснĕ. Унта ун пек хĕр ађасем нумай пулнă. Вĕсене ырă хĕр-арăмсем, Турă умĕнђе пурăнма сăмах йанă хĕр-арăмсем, пăхса ÿстернĕ. Вĕсем çав ађисене çырăва вĕрентнĕ, алă ĕç тума кăтарта-кăтарта панă. Турă çинђен çырнă кĕнекесене вулаттарнă. Таса Хĕр Марія та алă ĕç тума ђиркÿрех вĕреннĕ. Марія çав ĕçе тума пит ăста пулнă. Вăл вара вилиђђенех çав ĕçпе тăранса пурăннă. Ĕçлесе ывăнсан, вăл „тасаран таса” пÿлĕме Турра кĕл-тума кайнă. Вăл пĕђђен çĕрте, никам курман вырăнта, Турра кĕл-тума йуратнă. Вăл ун пек çĕрте шухăшне пĕтĕмпех Турă çине йарса кĕл-тунă.

Кашни кун вăл ир пуçласа тăхăр сехетрен Турра кĕл-тунă. Тăхăр сехетрен пуçласа виç сехете çити-ђђен алă ĕç тунă, йе Турă кĕнекисем вуланă. Виç сехетрен пуçласа каллах, хăйне ангел çиме илсе пырса париђђен, Турра кĕл-тунă. Вăл пит йăваш пулнă.

Калаçасса та пит йăвашшăн калаçнă. Унăн калаçнă сăмахĕсем çуран та çемçе пулнă. Унтан тата вăл пит ăслă пулнă. Пит нумай шухăшланă. Калаçасса пит сахал калаçнă.

Таса Хĕр Маріяна çиме ангелсем пырса панине пĕрре аслă священник Захарія курнă. Çавна курсан вăл пит тĕлĕнсе кайнă. Вара вăл: Христоса çуратас Таса Хĕр çакă пулат̌, тесе ĕненсе хăй ăшĕнђе тытса тăнă.

Марія ђиркÿре пурăннă ђухне унăн ашшĕпе амăшĕ вилнĕ. Çапла вара „тăлăхсен хутне кĕрекен” хăй те çамрăклах тăлăха тăрса йулнă; пурне те пулăшу параканскер, хăй те никамсăрах йулнă, Вăл тăлăха йулсан тата ытларах Турă çинђен шухăшла пуçланă, хăйĕн пурăнăçне пĕтĕмпех Турă аллине парса, тăлăх пулсан та Турă пур, тесе хăйне лăплантарнă.

Анђах вăхăт иртнĕ. Турă ĕлĕкех шухăшласа хунă шухăшĕ çитес вăхăт çывăхарса нынă: Таса Хĕр Маріянăн ађа амăшĕ пулмалли вăхăт çитесси инçех йулман.

Іерусалим ђиркĕвĕнђе хĕрсем вун тăватă çула çитеђђен анђах пурăннă. Унтан малалла вĕсене унта пурăнма йураман. Вĕсем вара йе килне тавăрăннă, йе кађђа тухнă. Çав йăлапа Маріянăн та ђиркÿрен каймалла йулнă. Унђђен унăн ашшĕсем вилнĕ. Священниксем ăна кађђа парас тесе шухăшланă. Анђах вĕсене Марія каланă: епĕ кађђа каймастăп, епĕ хĕр пуçăнах пурăнса ирттеретĕп, тесе Турра сăмах патăм, тенĕ. Çавна илтсен вĕсем тĕлĕнсе кайнă, Вара нимĕн тума аптăранипе Турра кĕл-туса Унтан кăтарту ыйтнă, Аслă священник кĕлĕ хыçĕнђен, тасатакан пÿлеме кĕнĕ. Унта ăна ангел курăнса каланă: „Захарія, есĕ Іуда йăхĕнђен, Давид патша ăрăвенђи авланман çынсене туп, вĕсем кунта хăйсен туйисене илсе килђђĕр. Таса Хĕре кам аллине памаллине Турă Хăйех кăтартĕ. Вара есĕ Маріяна ун аллине пар. Çав çын Ăна пăхса усратăр”, тенĕ.

Вара Захарія Израил çĕрне çынсем йанă. Весем, ангел каланă пек, çынсене Іерусалиме пыма ђĕнсе çÿренĕ. Ун ђухне Іерусалим ђиркÿне çĕнетнĕ йĕркепе пулакан праçник, çитнĕ. Іерусалим хулине праçникĕ çынсем пит нумай пухăннă. Захарія ђĕннĕ çынсем те пынă. Вара аслă священник çав çынсен туйисене пĕтĕм халăх умĕнђе тухса илсе ђиркĕве хунă. Хăй акă çапла кĕл-тунă „ей Турă, çак Хĕре пăхса усрама тивĕçлĕ çынна кăтарт”, тенĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, каллах ђиркĕве кĕнĕ. Хунă туйисем пур те ĕлĕкхи пекех пулнă, пĕр туйи ђеђеке ларнă. Вăл: Маріяна хурăнташ тивнĕ. Хăй платник ĕçĕпе тăранса пурăннă. Ђеђеке ларнă туйи çинђе кăвакарђăн ларнă. Аслă священник туйăна илнĕ те, Іосифа панă. Туйа çинђе ларакан кăвакарђăн Іосиф пуçĕ çинђе вĕçсе тăнă. Аслă священник Іосифа каланă: „есĕ çак Хĕре илсе кайса пăхса усра Ăна”, тенĕ. Іосиф каланă: „манăн ĕнтĕ ађасем те ÿссе çитĕннĕ, хам ватă, çак çамрăк Хĕре илсе кайсан манран пĕтем çын кулĕç”, тенĕ. Аслă священник каланă: „Турă ирĕкне хирĕç ан пыр, есĕ Ăна арăм вырăнне мар, пăхса усрама анђах илетĕн”, тенĕ.

Таса Хĕр Марія хăйне священниксем Іосиф аллине памалла тунине пелсен пит хуйхăра пуçланă. Унăн темĕн парсан та, ђиркÿрен кайасси килмен. Ăна Турă тĕлĕкре курăнса лăплантарнă. Вăл каланă; „Есĕ таса, ватă Іосиф патне кайма ан хăра”, тенĕ. Іосиф вăл Давид патша йăхĕнђи çын пулнă. Вăл таса, ырă пурăнса, ĕçлеме йуратакан çын пулнă. Унăн икĕ хĕр, тăватă ывăл пулнă. Вара Марія Іосифпа Назарет хулине кайнă.

Марія Іосиф патĕнђе те Іерусалим ђиркĕвĕнђе йепле пурăннă, унта та çаплах пурăннă. Ĕлĕкхи пекех алă ĕç тунă, Турă кĕнекисем вуланă, Турра кĕл-тунă, Іосиф патĕнђе пурăннă ђухне Унăн пит ђаплă ĕç ĕçлемелле пулнă, Священниксем „тасаран таса” пÿлĕме карса хуракан ђаршава çĕнетесшĕн пулнă. Çав ĕçе хĕр-халлĕн пурăнакан Давид ăрăвĕнђи ырă пурăнăçлă хĕрсене анђах панă. Ăна та шăпа тăрăх уйăрнă. Таса Хĕр Маріяна ђăн йывăррисем лекнĕ. Марія, ĕçне пĕтерсен, ăна Іерусалиме леçсе панă та, Хăй каллах Назарета пурăнма тавăрăннă.

Таса Хĕр Маріяран пуринђен ытла пирĕн хĕрарăмсен вĕренÿ илес пулат̌, пуринђен ытла пирĕн хĕрарăмсен Турă Амăшĕ пек пулма тăрăшас пулат̌. Пирĕн хĕрарăмсем Турă законне пĕлес тĕлĕшрен, святойсем çинђен çырнă кĕнекесем вулас тĕлĕшрен питех те нађар. Вĕсем алла кĕнеке тытса вулаймаççĕ, вулама пĕлменнисем вулама пĕлекенсенђен пĕлме тăрăшмаççĕ. Турă Амăшĕ хĕр-арăмсене ытти çынсенђен çывăхарах, Вăл та хăйĕн пĕртен пĕр Ађине, Іисус Христоса, пăхса ÿстернĕ. Уншăн пайтах куççулĕ тăкнă. Хăй Ывăлĕ Іисус Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнине курсан, „унăн ђĕрине витер хĕç касса тухнă”. Есир те ађа-пăђа, çуратса, вĕсене пăхса ÿстеретĕр. Сирĕн те ађа-пăђа ÿстересси пит хĕн. Çавăнпа Турă Амăшĕ çавна пĕлсе тăрса хĕр-арăмсене çывăх тăрат̌. Турă Амăшĕ сире тата çывăхарах тăтăр тесен, сирĕн хăвăрăн ун патне çывăхарма тăрăшас пулат̌. Турă Амăшĕ пек пулма тăрăшни Ун патне çывăхарни пулат̌. Вăл çĕр çинђе пурăннă ђухне ђиркÿшĕн ĕçлеме пит йуратнă. Вун-тăватă çул ђиркÿре ĕçлесе пурăннă. Іосиф патне кайсан та, ђиркÿшĕн тăрăшма пăрахман. Йалан алă ĕç туса пулăшнă. Йуратнă хĕр-арăмсем, есир те алă ĕç тумасăр пурăнмастăр. Çавăнпа сирĕн те, вăй çитнĕ таран, ђиркÿшĕн тăрăшас пулат̌, кăмăлпа алă ĕç туса ђиркĕве парне парас пулат̌. Турă Амăшне çывăх пулас тесен вăл тума хушса хăварнă ĕçе тăвас, пулат̌. Çак каланă сăмахсене есир йаланах ăсăрта тытса тăрăр.

Унтан хуйхă мĕн пулсан, ађăрсем хĕсĕрле пуçласан, вĕсем хисеплеми пулсан, Турă Амăшĕшĕн пулăшу ыйтăр. Вăл есир ыйтнине ђас илтĕ, сире мĕн кирлине парĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.