Тайăр Тимкки: Çутта тухасчĕ!


Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →



Çутта тухасчĕ!

Пĕрре ман патăма килчĕ те акă мен каласа кăтартрĕ: «Эпĕ пĕчĕкренпех хам пурнăçа ĕретлĕ астумастăп. Кăшт пĕле пуçласан, эпĕ хам патри япаласем çинчен шухăшлама тытăнтăм. Ман йĕри-тавра сĕм-тĕттĕм, нимĕн те курăнмасть. Çутă кăшт та çук. Эпĕ суккăр-ши е çутă çукран нимĕн те курмастăп-ши, терĕм хама хам. Унтан эпĕ: «Çынсем пур-и кунта!» – тесе кăшкăртăм. Инçетре еррипе сасă илтĕнчĕ.

Эпе каллех: «Килĕр-ха кунта, ăçта эсир!» – тесе кăшкăртăм Ман пата пер ватă çынпа çамрăк ача килчĕç. Эпе вĕсенчен: «Эпле эсир çакăнта пурăнатăр, çутă çинчен шухăшламастăр та-и-мĕн?» – терĕм. Ватă çын каларĕ: «Эпĕ хальччен кунта нимĕн курмасăр пурăнтăм, халĕ çутă çĕре тухсан та усси пулмĕ, тесе шухăшлатăп», – терĕ. Ача каларĕ: «Пирĕн аттесем, асаттесем çутă çинчен илтмесĕр пурăннă, эпĕ те вĕсем пекех пурăнăп, çиме çăкăр пулсан, мана нимĕн те кирлĕ мар», – терĕ. Унтан эпĕ вĕсенчен уйрăлса кайрăм та, епле тухас-ши кунтан, тесе шухăшлама тытăнтăм. Шухăшласа тăнă чухне эпĕ çÿлелле пăхрăм та кăшт çутă куртăм. Ăçтан кĕрет-ши вăл çутă, вăл ăçтан та пулсан шăтăкран кĕрет пулĕ, терĕм эпĕ. Вăл шăтăкран тухма çул çук-ши? Унтан эпĕ çав çутă кĕрекен шăтăк патне утса кайрăм. Унта çитиччен ман тĕрлĕ тусем урлă, шăтăксем урлă каçмала пулчĕ.

Нушаланса эпĕ шăтăк патне çитрĕм. Вăл шăтăкран эпĕ ахалех тухаймарăм. вăл шăтăк пит пĕчĕккĕччĕ. Ăна эпе алăпа тăрмаласа пысăклатрăм та (ман алăра кĕреçе тавраш нимĕн те çукчĕ) çав шăтăк витĕр тухрăм. Ах. епле тĕлĕнтĕм эпĕ!.. Кăн-кăвак таса пĕлĕт, пĕр çумăр пĕлĕчĕ те çук. Эпĕ йĕри-тавра пăхкаласа малалла утрăм. Ак манăн çул çинче çÿллĕ ту урлă каçмала пулчĕ. Ту урлă каçнă чух эпĕ темĕн тĕрле асап, темĕн тĕрлĕ хĕн куртăм. Кăшт астумасăр пуссан, ту айне шăтăка ÿкмелле. Анчах мĕнле йывăр пулсан та, эпĕ ту урлă каçрăм та яла кайрăм. Ял çинче каллех сĕм-тĕттĕм. Нимĕн те курăнмасть. Çынсем те пĕртте курмаççĕ. Анчах хăшĕ çутăра çÿресен те, ыттисене çутă курма вĕрентиччен аллисене туя тыттараççĕ!»

Те тĕрĕс, те тĕрĕс мар çак юлташ сăмахĕсем?

1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас