
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
(1881-1945)
Николай Иванович Шелепи (Полоруссов) 1881 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чисай уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Аксу районĕ) Çĕнĕ Ÿсел ялĕнче çуралнă. 1891-1895 çулсенче Мăкшăелĕнчи пуçламăш шкулта вĕренет те хресчен ĕçĕпе пурăнать.
Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре тухса каять, чугун çул çинче рабочире ĕçлет. 1908 çулта Красноярска ылтăн приискин кантурне куçать, икĕ çултан каллех хресчен ĕçĕпе пурăнма тытăнать. 1914 çулта тăван ялне таврăнса, вăл унта учительте ĕçлет.
Октябрьти революци хыççăн ăна ялти чухăнсен комитечĕн пуçлăхне суйлаççĕ, вăл ял Совечĕн секретарĕнче те ĕçлет. 1922 çулта Шупашкара куçса килет, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. 1921 çулта суккăрланать. 1936 çулта ăна Чăваш халах поэчĕ ятне, икĕ çултан «Хисеп Палли» орденĕпе наградăланă. Поэт 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
Литература ĕçне Шелепи вырăссен пĕрремĕш революцийĕ вăхăтĕнче тытăннă. Ку тапхăрта вăл «Раççей» юрра хывать, «Тав» (Çĕлен), «Патшалăх пухăвĕ» тата ытти сăвăсене хайлать. Каярах поэт «Ваçанка», «Çармăсанпа Хăнтăрçа», «Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани», «Пÿлерти Валем хуçа çинчен» хайлавсем çырать, чăваш халăх юррисене «Эп юрланă юрăсем» ятпа пухса хатĕрлет. Поэт тутарла та чылай сăвă çырнă, иккĕшĕ 1907 çулта Хусанпа Оренбургри хаçатсенче пичетленнĕ. 1915 çулта унăн икĕ кĕнеке тухнă: «Çарăмсанпа Хăнтăрçа», «Кнстантин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани».
[Геннадий Юмарт & Л. Трофимов ]
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
[…] Николай Шелепи […]
КилĕштересКилĕштерес