Çурхи ĕçсемпе уявсем


Н. Иванова & В. Никитин


Çурхи Ĕçсемпе Уявсем

Тырă-пулă тухăçлă ÿстĕрччĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетĕрччĕ, пурнăç сыпăнса пытăрччĕ тенĕ чăваш çурхи йăласене ирттернĕ чух. Çурхи çанталăка чунтан саваканнисем ача-пăча пулнă, мĕншĕн тесен ÿсĕмри ÿт-тире хĕвел ăшшипе çути ытларах кирлĕ. Ваттисем вĕттисене хавхалантарнă: ачасен самахĕ-юрри асамлă, унпа çут çанталăка парăнтарма, ÿкĕте кĕртме çăмăлтарах-мĕн. Çапла шухăшлакан çĕр ĕçченĕ çуркуннене васкатма, чустаран кайăк кĕлеткисем — «кулюксем», «шăпчăксем», «шăнкăрчсем» пĕçернĕ. Ача-пăча пÿрт, лупас тăррине хăпарса чуста кайăксене çÿлелле ывăтнă: «Кулюк! Кулюк! Çÿле вĕç! Çуркуннене илсе кил!»— тесе кăшкăрнă, тутлă çимĕçе тантăшĕсемпе пайланă.

Пиччесем пушă пăрахса чипер инке тупиччен, ресцаллă çăварни çунине тăварса пăрахиччен çурхи кун çитсе те тăнă. Нÿхрепе юр хывмалла: юр ай сăрисĕр мăн кун, туй, ака туй пулас çук. Калăм-сĕрен ĕречĕ те тухас çук:

Аслă Калăм эрнинче
Тарăн нÿхреп ăшĕнче
Мĕнле чăваш ĕçмен-ши?
Мĕн чул сăра пĕтмен-ши?

Ку — «Нарспире». Аса илер-ха К. В. Иванов тепĕр вырăнта çырнине:

Калăм иртет, юр пĕтет,
Ĕнтĕ, ÿсĕр чăвашсем,
Çурхи суха та çитет.
Урăр çине тăрар-ха!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.