Турхан Энтри: Тĕрмере


Турхан Энтри


Тĕрмере

(С.Я. Надсон евĕрлĕ)

Ман тĕрмем ытла та тĕксĕм-çке!
Ун тĕреклĕ хÿмин тулĕнче
Тинĕс хумĕ кăна çÿрет-çке!
(Пăс тăрать тинĕсин çийĕнче.)

Çав хумсем чулсемпе çапăçни
Хăлхана çурса çеç илтĕнет;
Çав хумсем хумханса шавлани
Пăчă çĕр ăйăха вĕçтерет.

Сайраран тĕрмене пĕр хĕлхем
Хĕвелтен уйрăлса кĕркелет,
Çут тĕнчен вĕçĕмсĕр çуттинчен
Пĕр тумлам тĕрмере сирпĕнет.

Эх, хĕлхем, тух часрах тĕрмерен!
Вилнĕ çын шăтăкне ан çутат!
Авалхи хÿмери чулсенчен
Шыв тар пек тухнине ан кăтарт!

Манпа пĕр тĕрмере – ман юлташ,
Пĕр чĕреллĕ тус-çын, пĕртăван.
Эс те, ытарайми хурăнташ,
Ман пек çакăнта ватăлан.

Авалхи вăхăтра çамрăк чух,
Ăмăрткайăк пек вăйлă чухне.
Çирĕп ÿт, вĕри юп пулнă чух
Эпир те уçнăччĕ ирĕкре.

Пирĕн те çамкасем шухăшпа
Усăнмастчĕç, сÿнсе, çĕрелле;
Пирĕн те кăкăрсем хуйхăпа
Пĕрĕнместчĕç ÿпке ăшнелле.

Тăшмансем халăха йĕртнипе
Вĕриленчĕ, тăван, пирĕн юн.
Виличчен тăшманпа кĕрешме
Сăмах татрăмăр çав тискер кун.

Икĕ яш арăслан çури пек
Пикенсе тăтăмăр çапăçма;
Вут тухсан, пысăк чан çапнă пек,
Халăха ыйхăран вăратма.

Юррăмсем, янăраса, хĕснĕшĕн
Халăхăн тăшманне тавăрсан,
Ман юрра итлесе, ирĕкшĕн
Тăвансем çапăçма пухăнсан, —

Ман тăван, ман юлташ, хĕç тытса,
Çак çарра илсе кайрĕ вăрçа,
Ĕççыннин куççульне шутласа,
Тăшмансен юнĕпе тавăрма.

Вăйлăран вăйлăрах тăрăшса
Тăшманпа тытăшса вăрçрăмăр.
Кунтан-кун хĕрÿрех çапăçса
Тăшмансенĕн юнне тăкрăмăр.

Ман тăван, ман юлташ ывăнсан,
Юррăмсем, янăраса, пулăшрĕç;
Ун хĕççи лăш кайса усăнсан,
Юррăмсем, çĕклесе, вăй кÿртрĕç.

Тăван халăх йĕни, çаврăнса.
Тăшмансен пит-куçне çупăнчĕ,
Тăшман хăй юнĕпе çăвăнса,
Вăй кайса, пĕтес пек, супăнчĕ…

Анчах çук – чурасен чĕрине
Ÿкĕтне кĕртесси çăмăл мар;
Ăйхă юнлă çынсен варрине
Вĕри юн кĕртесси часах мар.

Фарисей пек, кулса, тус-çынсем
Тытса пачĕç пире тăшмана;
Хĕрхенÿсĕр, усал тăшмансем
Çыхса лартрĕç пире шăтăка.

Хĕпĕртеччĕр ултавçă çынсем! –
Ирĕклĕх, тÿрĕлĕх хупăнчĕç!
Савăнсамăр, усал тăшмансем! –
Чĕрĕлĕх юррисем татăлчĕç.

1912

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас