Григорий Луч
Тăрнасем
Икĕ тантăш — Петьăпа Ваня — сумкисене илчĕç те пахча витĕр уя тухрĕç. Утнă çĕрте утнă, чупнă çĕрте чупнă пек кайса вĕсем часах ялтан виçĕ çухрăмри вăрмана çитрĕç. Юманлăха кĕрсен тин ачасем сумкисене хулпуççи урлă уртса ячĕç.
Вăрманта лăпкă, çил çук. Кайăксем юрлани те питех илтĕнмест. Тантăшсем васкасах çĕре тăкăннă юман йĕкелĕсене сумкисене яма тытăнчĕç.
Вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Хĕвел анса ларас умĕн кăна Петьăпа Ваня вăрмантан тухса тункатасем çине канма ларчĕç. Уйрăлас килмест кĕрхи вăрмантан. Уçă сывлăш, чăпар вăрман илемĕ чуна илĕртет. Çулçăсене чăштăртаттарса шăвакан калтасене хулăпа хăратса çÿресех пĕр сехет иртрĕ пулĕ. Сумкăсем хулпуççине ыраттарман пулсан, тен, ачасем вăрманта татах çÿренĕ пулĕччĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ — Ваня кăшкăрса ячĕ:
— Петя, авă унта пăх-ха… тăрнасем!
Чăн та, вăрмантан аякках та мар, Ясмăк уйĕ текен вырăна, пĕр ушкăн тăрна вĕçсе анчĕ.
— Петя, атя патнерех кайса пăхатпăр. Эпĕ вĕсене çывăхран нихçан та курман, — терĕ Ваня.
Ачасем хашка-хашка малалла чупса кайрĕç. Тăвайкки патне çитерехпе Петя Ваньăна чарчĕ:
— Шăп пул, хăраса вĕçсе кайма пултарĕç тата. Атя çав шĕшкĕ тĕмĕ патне хырăмпа шуса каяр.
Шĕшкĕ тĕмĕ патне шуса çитме çăмăл пулмарĕ. Кунтан тăрнасем питĕ лайăх курăнаççĕ. Акă вăрăм мăйлă тăрнасем пысăк çунаттисемпе хăлаçланкаласа илчĕç. Унтан пĕрин хыççăн тепри пуçĕсене çуначĕсем айне чикрĕç. Ачасене çакă кайăксем пытанмалла вылянă пек туйăнчĕ.
— Выляççĕ-и? — ыйтрĕ Ваня шăппăн.
— Çук, ывăннă пулас, тĕлĕрсе илесшĕн, — пăшăлтатрĕ Петя.
— Пурте çывăрса кайсан тата çывăхарах пырăпăр-и? — терĕ Ваня.
— Шăплан, авă сасă илтрĕç пулас, кунталла пăхаççĕ, — чарчĕ Петя.
Тăрнасем кринклатса пĕр-пĕринпе темĕн çинчен калаçса илнĕ пекех туйăнать. Часах вĕсем шăпланчĕç. Анчах пĕри çаплах ура çинче, ыттисем тĕлĕреççĕ-ха.
— Çакă çывăрса кайсанах малалла шăватпăр, — пăшăлтатрĕ Ваня.
— Шăплан! — айккинчен тĕртсе илчĕ юлташĕ. Ура çинче тăракан тăрна ачасен сассине илтрĕ пулас, кринклатса илчĕ. Çав вăхăтра хăйĕн çăварĕнчен темĕн чăмăркки тухса ÿкрĕ. Ыттисем пурте пуçĕсене çĕклерĕç, тавралăха тимлĕн сăнарĕç. Анчах кĕçех лăпланчĕç те пуçĕсене çуначĕсем айне чикрĕç. Ура çинчи тăрни çав-çавах тĕлĕрмерĕ-ха. Çĕрте выртакан чăмăрккана сăмсипе сăхса илчĕ те тавралăха тимлĕн сăнарĕ.
— Хуралçă иккен ку, — каллех сăмах хушрĕ Ваня.
Хуралçă тăрна каллех шĕшкĕ тĕмми еннелле пăхса илчĕ. Çак вăхăтра Петьăсен Кампур ятлă йытти вĕтлĕхрен сиксе тухрĕ те вĕре-вĕре тăрнасем патнелле ыткăнчĕ.
— Кампур, кил кунта! — кăшкăрчĕç ачасем.
Йытă чарăнмарĕ, малаллах ыткăнчĕ. Çакна пула тантăшсем ун хыççăн чупрĕç. Тăрнасем хушшинче шăв-шав çĕкленчĕ. Çунаттисемпе хăлаçланса вĕсем пĕрин хыççăн тепри йывăррăн çулелле вĕçсе хăпарчĕç. Хуралçă тăрна вара пуринчен кайран вырăнтан хускалчĕ. Вăл пĕр-ик метр пек çĕкленсен тин йытă чупса çитсе çÿлелле сикрĕ. Анчах кăлăхах пулчĕ. Кампур вара хÿрине выляткаласа Петьăпа Ваньăна хирĕç чупса пычĕ.
Ачасем киле хĕвел ансан тин çитрĕç. Вĕсем тÿрех Петьăсем патне кĕчĕç те кил картинче тăрмашакан аслашшĕне тăрнасем курни çинчен каласа пачĕç.
— Çапла, — терĕ аслашшĕ, — тăрнасем кашни çул тенĕ пекех кăнтăра вĕçсе кайнă чухне Ясмăк уйне ларса канаççĕ. Вĕсене эпĕ нумай сăнанă. Хăйсем нихçан та хуралçăсăр çывăрмаççĕ. Пĕри ялан хурала юлать. Вăл вара ыйха путас мар тесе çăварне чул катăкĕ хыпса тăрать. Çывăрса кайма пуçласанах чул катăкĕ тухса ÿкет. Çав сасăпа ыттисем вăранаççĕ те хуралçа хăйсен чĕлхипе ятлама пуçлаççĕ. Айăпа кĕни вара чул катăкне хыпса малалла хураллать… Эсир курнă чăмăркка та чул катăкех пулнă ĕнтĕ вăл.