Г. Орлов
Август
Уй-хирти ĕç шавĕ нихçанхинчен те хĕрсе çитрĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те вăл пĕртте лăпланмасть. Хăйĕн пĕтĕм вăйне ял кунта пухнăн туйăнать. Комбайнсем тырă выраççĕ. Грузовиксем вырнă тыррине турттарса тăраççĕ. Ушкăн машина улмури купалать. Ана пушанать çеç — тракторсем сухалама пырса кĕреççĕ, теприсем кĕрхи ыраш, тулă акаççĕ… Мĕн кăна тумасть пулĕ çĕр çынни! Алли ун пур çĕре те вăхăтра ĕлкĕрет. Халăха август пысăк пурлăх пама пулнă, халĕ вăлах çавна илме, йăлтах тирпейлĕ пуçтарса кĕртме васкатать.
Вăрах хушă, ир те, каç та, июльти евĕрех, ăшă тăрать. Çумăр та сайра хутра çеç çăвать. Кирлех те мар вăл халĕ. Хăйĕн юлашки кунĕсенче тин август, хресченшĕн ырми-канми тăрăшса ĕшеннĕскер, сулхăн çурçĕр варкăшне çĕнейми, ăшăтайми пулса çитет. Вăл вара, татах ырă ĕç туса хăварас пек, çут çанталăк светофорĕн симĕс çутине унта та кунта васкасах сарăпа улăштарма пикенет. «Асăрханăр: сивĕсем килеççĕ, уй-хирти, улăх-пахчари ĕçсене вăраха ан ярăр, часрах пĕтерĕр», — тесшĕн пек вăл пире.
Вăрманта кĕтмел пиçет. Тепĕр чух вăл, ăнса пулнă çул, тем анлăш лаптăка пĕтĕмпех хĕп-хĕрлĕ çырла-шăрçала витсе хурать. Пĕрлĕхен те тăртаннă. Ăна хăш-пĕр кайăксем уйрăмах хытă юратаççĕ. Сиплĕхлине сиснĕ пуль çав. Хура хăмла çырлин тĕми вара хăй çумĕнчен пĕрре те ахаль ирттерсе ярасшăн мар. Йĕплĕ хунавĕ çиппипе тытса чарса та пулин тутлă çимĕçне тутанса пăхмалăх е илсе каймалăхах таттарма тăрăшать. Шĕшкĕлĕх те чуна илĕртет: мăйăр сарăлнăçемĕн çаралать, тулса çитсе шĕкĕлченме пуçлать.
Юрăç кайăксем юлман пекех, хăшĕ-пĕрисен кăна сассисем илтĕнкелеççĕ. Чăн та, куккук, путене, карăш çук ĕнтĕ. Вĕсем кăнтăра ăсаннă. Шăпчăк, сар кайăк, текерлĕк тата ыттисем те, çуркунне кайрантарах килнисем, август вĕçĕчченех пирĕн тăрăхран каяççĕ.
Август — тискер кайăксемшĕн те хĕрÿ вăхăт. Пурăшăн хăйĕн йăвине-шăтăкне тасатса, юсаса пĕтермелле. Самăрланмалла та ун. Ара, хĕлĕпе çывăрса выртма сахал-и вăй кирлĕ! Çавăнпах упа та ытларах çу хушса юласшăн. Пакша йывăç хăвăлне çырла тултарать, мăйăр пуçтарать, çинçе туратсенчен тире-тире кăмпа типĕтме çакать.
Кăмпа! Вăл ĕнтĕ туллиех. Нихăш уйăхринчен те нумай. Тем тĕрли те пур. Пурте карçинккана кĕресшĕн, анчах татаканĕсем «мăн кăмăлланнă» — чылайăшне илмеççĕ. Шĕшкĕ кăмпине е ут тутине кăна мар, мăн тунала яка кăмпана та, хăш-пĕр çул тата хурăн кăмпипе тунката кăмпине те тиркеме пăхаççĕ. Шур кăмпапа шур кăрăç та хырай çеç вĕсемшĕн юрăхлă тейĕн çав.
Çак вăхăтра вĕтĕрех туратсене хуçа-хуçа пăшисем чупса иртнине те курма пулать. Вĕсен «тумсем» пуçланаççĕ: вăкăрĕсен мăйракисем ÿссе çитнĕ, пĕр-пĕринпе урса кайса çапăçмалăхах тĕрекленнĕ. Тилĕ çурисем августра амăшĕнчен уйрăлса харпăр хăй тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ.
Сывлăшра чечек тусанĕ сахалланă май инçет чылаях уçăлать.
Çу вăхăчĕ Чаксах, иртсех пырать. Пĕтĕм тырпула пекех уй-хиртен пухса кĕртнĕ. Ĕçчен алăсене кĕçех, ыран-паянах, çĕр улми уйĕ чĕнсе илĕ.
Çапах та август вĕçĕнче те кĕр çитнĕн туйăнмасть-ха. Пĕве-кÿлĕре, çырмасенче шыв халь те ĕç хыççăн шыва кĕмеллех ăшă. Садсемпе парксенче ырă шăршăллă та чи хитре чечексем (георгин, флокс, гладиолус т.ыт.те) çурăлма кăна тытăнаççĕ. Саралнă йывăç çулçисем те нумаях мар. Вĕсем ÿкме, тăкăнма тапратсассăн вара — ним те тăваймăн — кĕр пуçланчĕ.