Чăваш


Гурий Комиссаров (Вантер)


«Чăваш – йăваш халăх,
Чăваш – ырхан халăх,
Чăваш – теттĕм халăх,
Чăваш – чухăн халăх.

Юсаймĕ вăл пурăнăçне,
Кăтартаймĕ хăватне,
Чыслă халăх пулаймĕ,
Хăй культурине усраймĕ», –

Çапла çынсем калаççĕ,
Пирĕн çине шанмаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх,
Чăваш – вăл пĕтнĕ халăх…

Анчах чăваш ĕçчен-ха,
Унăн хастар пĕтмен-ха:
Кунĕн-çĕрĕн вăл ĕçлет,
Начар çĕрне кукалет

Вĕренме вăл ÿркенмест,
Кĕнекерен йĕрĕнмест;
Ăсталăха юратать,
Малаллах тапаланать.

Шанатăп: чăваш пуçĕ
Ăспа тухĕ-ха мала;
Унăн уçăлĕ куçĕ:
Пăхĕ ялан çутталла!

Вĕренсе çутта тухнипе
Чăваш юсĕ пурăнăçне,
Ăсталăха пĕлнипе
Хуса çитĕ çынсене!

Чĕмпĕр, 1903, январь.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас