Виçĕ Хăват
Поэзи ырсемĕн
Пур виçĕ хăват,
Вĕçсе иртнĕçемĕн
Кама куç хывать,
Кама: «Ман сăвапăм!»—
Тесе ыталать,
Çавна виç хăватăн
Вăйне халаллать.
Пĕри вĕсенчен
Чĕлхен чăн илемĕ;
Тепри — чун-чĕрен
Хĕвеллĕ хĕлхемĕ;
Çунатлă ăс, теççĕ,
Мĕн, виççĕмĕшне.
Ай-хай астивесчĕ
Вĕсен çимĕçне!
Пĕри этеме
Маттурлăх парать:
Тепри çĕнтерме
Чĕнет, йыхравлать;
Леш, виççĕмĕш пурлăх —
Çунатлă хăват,
Сĕм авăрсем урлă
Çутта çул хывать.
Поэзи асамĕн
Пур виçĕ хăват.
Тухатмăш унпа-мĕн
Пире куç пăвать.