Митта Ваçлейĕ: Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара…


Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,
Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.
Анчах сансăр пуçне, ыр çĕршывăм,
Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..

Акă савнă Пăла,— вылянать-çке тек,
Чĕр вăйне чĕреме иксĕлмесĕр парать…
Ак чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ пек,
Çурхи кун шуралса, ыр шăршне вăл сарать.

Ял хĕрри укăлча. Симĕсленнĕ калча
Хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм юхать.
Сыв-и, ватă юман! Кунĕпех ачапча
Сан туйру[i] айĕнче туй тăвать.

Çут тăванлăхăм! Пар аллăна
Сан патна савăнса таврăнан ывăлна.
Ĕмĕтсен илемне, шухăшсен тупсăмне
Вăл санра çеç шырать, ыр çĕршывăм-анне!

1926


[i] Хунав юман. – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.