Сăпка юрри


Людмила Смолина


Канлĕ каç килет иккен
Çăлтăрсем çутса.
Çывăр, пĕчĕк чиперккем,
Çывăр лăпланса.
Çывăраççĕ çырмасем,
Ыйхăра — вăрман.
Тĕлĕреççĕ тирĕксем…
Çывăр, чунăм ман.
Ыйхăлать шыв-шур, çаран,
Тĕлĕрет калча.
Кăтăш пулнă яш юман…
Çывăрсам, ачам.
Куçне хупрĕ ĕшенсе
Пукане-пике.
Анаслаççĕ теттесем…
Çывăрах, пепкем.
Ыйха кайрĕ сар автан,
Тĕлĕрет ав хур.
Çывăр эс те, маттурлан…
Тутлă тĕлĕк кур.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.