Çĕр ыйхăран вăранать


Н. Матвеев


Хĕвел çÿлтен çÿле хăпарса пырать. Апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех çырмасене шыв анса тулать, пăр вырăнтан хускалать. Юртан тасалнă йывăçсен, пĕлтĕрхи йĕпе курăксен хăйне евĕрлĕ шăрши çуркунне çитнине пĕлтерет.

Хĕл каçа пухăннă юр кĕске хушăрах ирĕлсе пĕтет те кĕрлесе юхса каять. Çакăн хыççăн улăх-çаран, вăрмансем ешерме тытăнаççĕ. Кĕрен, кăвак çеçпĕлсем вăрман уçланкине асамлă юмахри пек тăваççĕ.

Юр ирĕлнĕ-ирĕлмен тухакан тепĕр чечек пур. Чăвашла ячĕ унăн тĕрлĕрен: ама курăкĕ, амаçури курăкĕ, ама хупаххи, йÿç хупах, шапа хупаххи. Кашни чечекĕ çурхи сарă пĕчĕк хĕвел евĕрех курăнать. Вĕсенче нектар нумай, çавăнпа пыл хурчĕсем те унталла туртăнаççĕ. Ама курăкĕнчен вĕретнĕ чейпе халăхра пыр шыççинчен, ÿслĕкрен сипленме усă кураççĕ.

Пирвайхи чечексемпе пĕрлех вăрман уçланкисенче, çулсем хĕрринче, çырмасенче чи малтанхи кăмпасем те шăтса тухаççĕ. Акă кăтра кăмпа. Юр шывĕн шăрши кĕрет унран. Сивĕрен-мĕнрен хăрамасăр чи малтан шăтнă вăл. Сивĕре майĕпен кăна ÿсет. Хĕвел хĕртме, таврара ăшă сывлăш варкăшма тытăнсан питĕ хăвăрт çĕкленсе, сарăлса каять.

Пирĕн таврара çавăн пек ир тухакан тепĕр кăмпа пур. Ăна çĕвĕ кăмпи теççĕ. Çиелти сийĕсем чăнах та çĕвĕ машинипе çĕлесе тухнă пек курăнаççĕ. Тĕсĕ вĕсен ăвăс вăрманĕнче çутă хăмăр, хурăн вăрманĕнче — хурарах. Ку кăмпасем хăйсен вырăнĕсенче кашни çулах шăтса тухаççĕ.

Апрель уйăхĕ — кайăксемшĕн те савăнăçлă, ĕçлĕ вăхăт. Хуралтă таврашĕнче шурă пăрчăкан хÿрине хускатса васкавлă утса çÿренине курма пулать. Юхан шывсенчи пăр вырăнтан тапраннă тĕле вĕçсе килет вăл пирĕн енне. Тÿпере хур кайăксем çурçĕрелле иртеççĕ. Çурхи шыв тулса сарăлнă вăхăтра улăхсенче, утравсем пулса юлнă вырăнсенче, кайăк кăвакалсемпе тăрнасем канса ларнине е шывра ишсе çÿренине асăрхатăн.

Пăр кайса шыв сарăлнă вăхăтра чылай йышши пулăсем вăлча сапма ăшăхрах вырăн шыраççĕ. Тинĕссенче пурăнакан пулăсем те юхан шывсем тăрăх темиçе çĕр километр таранах хăпарса вăлча сапаççĕ. Ăшăх вырăна вăлча сапма пынă пулăсем час-часах типпе юлаççĕ.

Апрель уйăхĕнче тавралăх тĕрлĕ енлĕн пуянланса хăвăрт улшăнать. Йывăç папкисем пысăкланаççĕ, хăш-пĕр йывăçсем вара çулçă саричченех çеçке çураççĕ, катасем, вăрмансем, садсем чĕрĕлеççĕ.

Анчах та тепĕр чухне хурăнсемпе вĕренесем шăпăртатсах куççуль тăкса ларнине курма пулать. Вĕсен вуллисене такам пуртăпа е çĕçĕпе касса суранлатнă. Ку — ÿсен-тăраншăн калама çук пысăк сăтăрла ĕç. Йывăçсен симĕс çулçă, турат, чечек, вăрă ÿстерме хатĕрленĕ тутлăхлă япалисем ахалех сая каяççĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.