Митта Ваçлейĕ – Чăваш Çыннине


Чăваш Çыннине

Хаклă чăваш çынни — хамăн тăван,

Юрлам халĕ сана юррăма,

Йăвăр ĕçре сана йăпатмашкăн

Кăларам-ха хĕрÿ сăввăма.

 

Эпĕр иксĕмĕр те ĕç ачисем,—

Çуралтăмăр асап йăвинче,

Пире йăвăр пурнăç хăвачĕсем

Ÿстерчĕçĕ хăйсен аллинче.

 

Тимĕрленчĕç пирĕн аллăмăрсем

Хура çĕре чун пек ĕçлесе,

Хурçăланчĕç çамрăк чĕремĕрсем

Ĕç асаппе вăйлă кĕрешсе.

 

Пирĕн çунса тăран чĕр вăй-хăват

Çĕнĕ пурнăç тума ăвăнчĕ.

Ак ĕнтĕ вăл ăна тинех тăвать,

Пурнăç никĕсĕ çирĕп хывăнчĕ.

 

Тинех, тăшман вилсе çĕрнĕ хыççăн,

Пирĕн ĕç кăкăрĕ хăпарать.

Акă ĕнтĕ, тăван, курсам, хальхаççăн

Чăваш яч те епле сарăлать.

 

Сарăлтăр-ха, тăван, сарăлтăр-ха,

Хамăрăн ырă ят тĕнчене!

Çакă юррăн сасси ян кайтăр-ха,

Савăнтартăр ĕçченсен чĕрине!

 

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.