Александр Галкин: Математика мыскари


Александр Галкин — чылай паллă юрă сăввисен авторĕ, культура ĕçченĕ. Чăваш кĕнеке издательствин, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕнче, «Капкăн» журналта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


 

Математика мыскари

I

Эпир Çимушпа иксĕмĕр — туссем. Эпĕ ăçта — Çимуш унта, Çимуш ăçта — эпĕ унта.

Çынсем каланă тăрăх, сăнран та, кĕлеткерен те эпир пĕр пекех имĕш. Чăн та, иксĕмĕр те пĕр тан ĕнтĕ. Иксĕмĕрĕн те çÿçсем сарă, сăмсасем каçăр, питсем кантăр вăрри хуппипе сапнă пек кук тĕрриллĕ. Çавăнпах пулĕ ялта пире йĕкĕрешсем тесе чĕнеççĕ, пĕр-пĕринчен уйăрса илеймесĕр хăшкăлаççĕ. Куншăн эпир Çимушпа иксĕмĕр савăнатпăр çеç.

Шкулта та эпир пĕр парта хушшинче ларатпăр. Пĕрле кĕнеке вулатпăр, пĕрле апат çиетпĕр, пĕрле вылятпăр, пĕрле кулатпăр. Хурланма кăна пĕрле пултараймастпăр. Инкекĕ вара пирĕн мĕнпурĕ те математикăра. Вăл пулман пулсан эпир хуйхă мĕнне те пĕлес çук! Эх, кам шутласа кăларнă-ши ăна! Нивушлĕ математикăсăр пурăнма май çук? Манăн асатте ав пĕр уравнени те пĕлмест, çаплах пурăнать-ха…

Çапла шухăшласа ларнă вăхăтра хамăр пата Çимуш килсе кĕнине те сисмен. Аллинче хăйĕн — футбол мечĕкĕ.

— Ну, шутларăн-и киле панă задачăна? — ыйтрĕ вăл алăк урлă каçнă-каçманах. — Отвечĕ тухрĕ-и?

— Çук-ха, тухасшăн мар…

— Ан та тăрăш. Кăлараймастăн. Пĕчĕк Павăл та аран шутларăм тет. Отличника йывăр пулнăскер, пире парăнас çук ĕнтĕ вăл. Атя луччĕ футболла выляма. Тен, уçă сывлăшра çÿренĕ хыççăн самантрах шутласа пăрахăпăр?..

— Николай Ивановича мĕн калăпăр-ха вара ыран? — кăн-н пăхрăм Çимÿ ша куçран.

— Вар чирĕпе аптрарăмăр тейĕпĕр.

— Иксĕмĕр те-и?

— Çук. Эс — варпа, эп — пуçпа.

— Апла мар, — хирĕçлерĕм эпĕ, — варпа эсĕ чирле, пуçпа — эпĕ.

— Кирек хăшĕнпе чирлесен те çавах мар-и вара? — тĕлĕнчĕ Çимуш.

— Çавах мар çав. Вар çеç ыратнă чух пуç мими чип-чиперех ĕçлеме пултарать, мĕншĕн тесен вăл — сывă, — тăрăшсах ăнлантартăм тусăма.

— Апла эпĕ те пуç ыратрĕ тейĕп.

— Çук, ун пек юрамасть.

— Ма юрамасть?

— Учитель ĕненмесĕр тăма пултарать. Эс луччĕ куç ыратрĕ тесе кала.

— Манăн куçсем сывах вĕт.

— Эх, айван та иккен эсĕ! Хăрах куçна бинтпа çых та — пулчĕ те.

Çак самантра урамра ши-и! шăхăртрĕç. Эпир чÿрече патне ывăнтăмăр. Пăхатпăр — пирĕн пÿрт умĕнче пĕр ушкăн ача кĕпĕрленсе тăрать. Вĕсем эпир футболла выляма тухасса кĕтеççĕ имĕш.

— Тухатпăр-и? — куçне-пуçне ялкăштарнă Çимуш.

Эпĕ чăтаймарăм — килĕшрĕм.

Сĕм çĕрлечченех вылянă вара эпир анкарти хыçĕнчи сарăхма ĕлкĕрнĕ кĕрхи çерем çинче. Тĕнчере мĕн пуррине йăлтах манса кайнă. Мечĕк курăнми пулсан тин тапма пăрахрăмăр.

Ирхине эпĕ апата ларнăччĕ çеç — Çимуш персе те çитрĕ. Вăл кĕрсен сĕтел хушшинчен çинĕ-çименех сиксе тăтăм.

— Ăçта васкатăр çав тери? Ытла ир вĕт, шкулне те уçман пуль? — тесе юлчĕ анне.

— Васкавлă ĕç пур-ха, — терĕм эпĕ карттуса атте пек васкамасăр тăхăнса. — Иртерех пыма хушрĕç.

Ытти ачасем курасран эпир шкула урампа мар, анкартисем хыçĕпе кайрăмăр. Шкул садне кĕрсен Çимуш кĕсйинчен йăпăр-япăр бинт тĕрки туртса кăларчĕ.

— Ме, çыхса яр хăвăртрах, — хушрĕ вăл ман еннелле тăсса. — Паян çăлăнса юлсан малашне куç курĕ унта…

Эпĕ çыхма пикентĕм. Пуçĕ урлă çавăрса илсе сылтăм куçне хупласа хутăм. Анчах ниепле те йĕркеллĕ пула пĕлмест. Бинт вĕçĕ пĕрмаях алăран шуса тухать.

— Хăвăртрах эс! — васкатать Çимуш. Ачасем курма пултараççĕ.

— Васканăран çапла пулать те вăл! Ĕçе тĕплĕн туни кирлĕ, унсăр инкек курма тивĕ, — тетĕп эпĕ тусăма.

Çыхса пĕтерсен Çимуш часах лăпланчĕ. Кунашкал çăлăнăç шухăшласа кăларма пултарнăшăн мана ырласа та илчĕ. Вăл ырланине эпĕ хавхалансах кайрăм, хама хам нумай пĕлекен çын пек кăтартма шутларăм.

— Эсĕ Мюнхгаузена пĕлетĕн-и? — ыйтрăм унран сасартăк.

— Пĕлместĕп. Кам вăл? — тĕлĕнчĕ Çимуш.

— Кирек мĕнле йывăрлăхран та часах тухма пĕлекен çын.

— Мĕнле майпа?

— Манăнни пек ăслă пуçне пула.

— Эппин, мĕншĕн эсĕ задача шутласа кăлараймарăн? — йĕкĕлтерĕ Çимуш. — Халь эп унашкал асапланман та пулăттăм.

— Уншăн эс айăплă. Кам мана футболла выляма сĕтĕрсе тухрĕ?

Çапла пакăлтатса пынă май эпир кĕçех шкула та çитрĕмĕр. Ир пулин те ачасем чылайăшĕ пухăннă ĕнтĕ. Урам енчи кантăк патĕнче пĕрисем хĕрсех темĕн тавлашаççĕ. Тăсланкă Кирук апата пикеннĕ — килĕнче çисе ĕлкĕреймен ĕнтĕ. Хĕрлĕ Прохор сăвă пăхмасăр калама вĕренет — пĕччен пĕтĕм класа янраттарать.

Эпир тÿрех тавлашакансем патне пытăмăр. Пĕчĕк Павăл киле панă задачăна хăй мĕнле шутлани çинчен каласа парать. Кеша унпа килĕшмест: вăл урăхла шутланă иккен. Шел, эпир пуçламăшне итлеймерĕмĕр, каярах юлтăмăр.

Çимуша курсан ачасем тÿрех шавлама тытăнчĕç. Мĕн пулнă та мĕн пулнă тесе тĕпчеме пуçларĕç.

— Мĕн пултăр, амăшĕ хĕненĕ! — пат татса каласа хучĕ Типшĕм Тимуш.

— Сана вăл аннÿ кашни кун тыллать, çавăнпа эс хур шăмми пек çеç тăрса юлнă! — хирĕçлерĕ Çимуш. — Мана анне нихçан та хĕнемен. Ку инкек те ăнсăртран çакланчĕ. Ĕнер, ĕнĕ кĕтме кайсан, куршанак çÿппи лекрĕ. Халь те унтах ларать, тухтăр та кăлараймасть.

Ачасем вара шăпланчĕç. Эпĕ ун-кун пăхкаларăм та темĕн çырса ларакан Кеша патне пытăм.

— Кеша, инкеке лекрĕм, çăл-ха.

— Мĕн пулчĕ? — ман еннелле çаврăнчĕ вăл.

— Пуç мими шĕвелчĕ.

— Эппин, больницăна кай.

— Больницăра юсаймаççĕ çав ăна. Эс кăна çăлма пултаратăн…

— Мĕнле майпа? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Кеша,

— Çаплах. Математикăпа çыртарса илтер те -пулчĕ те. Ĕнер ерçеймерĕм, ĕçсем чăрмавларĕç…

— Ерçмелле пулнă. Футбол хыççăн сахалтарах чупмаллаччĕ, — сиввĕн пăхрĕ Кеша.

Хыт кукар Кешăпа ĕç тухас çуккине эпĕ çийĕнчех туйрăм. Вара тек йăлăнмарăм.

— Юрĕ, катăк пуртă та кирлĕ пулĕ-ха, —тесе аяккалла пăрăнтăм.

Çав вăхăтра шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ.

II

Эпир пурте вырăнсене кĕрсе лартăмăр. Учитель килессе кĕтсе алăк еннелле куç хыврăмăр, Класа Николай Иванович васкаса кĕчĕ.

— Паян эпир сирĕнпе тĕрĕслев ĕçĕ туса ирттерĕпĕр, — терĕ вăл. — Киле панă задачăна çитес урокра пăхăпăр. — Хăй доска еннелле çаврăнчĕ те темăна çырма тытăнчĕ.

— Пĕтрĕмĕр! — пăшăлтатрĕ Çимуш. — Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Шухăшла.

— Мĕншĕн пĕрмай ман шухăшламалла? Ку хутĕнче эсĕ шухăшла! — тарăхрăм эпĕ.

Çимуш кăвакарсах кайрĕ. Ним тăвайманнипе мана вăрçма пикенчĕ.

— Тупăннă ăслă юлташ! Минхаус! — терĕ вăл шăл витĕр сăрхăнтарса. — Сана пула ман халь хăрах куçпа тертленсе ларас пулать…

— «Иккĕ» туянас килмесен вĕри кăмакана та кĕрсе ларăн, — пăрăнмарăм эпĕ.

Анчах эпир тавлашса пĕтереймерĕмĕр. Ачасем шăпланчĕç те, класра пĕр йăлăхтармăш шăна вĕçни кăна илтĕне пуçларĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ — Пĕчĕк Павăл шутласа та пĕтерчĕ. Вăл тетрадьне учитель сĕтелĕ çине хурса тулалла савăнăçлăн тухса кайрĕ. Эпир çаплах нимĕн те тăваймастпăр-ха. Çимуш текех каялла çаврăна-çаврăна пăхать —Прохортан цифрăсем çырса илет. Эпĕ Çимушран сăптăратăп.

Ачасем ĕнтĕ пĕрин хыççăн тепри сĕтел патне пырса хăйсен тетрачĕсене хурса хăвараççĕ. Акă Прохор та пĕтерчĕ. Хут листисене майлаштарчĕ те тетрадьне хупрĕ. Унтан парта хушшинчен тухрĕ те пирĕн тĕлпе иртнĕ чухне кăштăрт кăна ман ума икĕ хут листи хурса хăварчĕ. Вăт тăк Проша! Епле тавçăруллă вăл! Маттур! Халь ĕнтĕ вăр-вартарах çеç пул!

Çимушпа иксĕмĕр васкасах ĕçе пикентĕмĕр. Кĕç-вĕç урок вĕçленмелле-çке-ха! Ĕлкĕреймесен — пĕтетпĕр! Çимуша, сылтăм куçне çыхса лартнăскере, ман еннелле пăхма кансĕр пулас. Вăл пĕтĕм кĕлеткипе çаврăнать. Ниçта кайса кĕрейми ăшталанать. Хăйĕн çамки çине шултра тар пĕрчисем тапса тухнă.

Çапах ĕлкĕртĕмĕр. Шăнкăрав сасси янăраса кайнă самантра эпĕ задача вĕçне шăпах пысăк пăнчă лартса хутăм. Çимуш та пĕтерчĕ. Эпир вара тетрадьсене сĕтел çине савăнăçлăн кайса хутăмăр.

Инкек куçа курăнса килмест иккен. Математика урокĕ каллех çитрĕ. Тетрадьсене валеçсе ларсан ачасем шавлама тытăнчĕç. Хăшĕсем савăнчĕç, хăшĕсем хурланчĕç, пĕр-пĕрне темĕн ăнлантарма хăтланчĕç.

Эпĕ нимĕн шухăшласа тăмасăр тетраде ваш уçрăм та — шаках хытса кайрăм: тем пысăкăш «иккĕ» лара парать! Хĕрлĕскер. Таçтанах курăнать. Ĕненмесĕр тетрадь хуплашкине çавăрса пăхрăм — хамăнах. Çимуш еннелле тайăлтăм, унăн — «пĕрре», Прошăн — «тăваттă». Ăна вараланчăк çырнăшăн çеç «пиллĕк» лартман пулмалла. «Ак тамаша, мĕншĕн капла-ха?» — вĕçсе иртрĕ шухăш пуçăмра. Танлаштарса пăхрăмăр. Эпир Çимушпа иксĕмĕр васканипе йăнăшсем туса тултарнă иккен. «Тăххăр» вырăнне «иккĕ», «саккăр» вырăнне «виççĕ» çырса пĕтернĕ. Хăш-пĕр вуншарлă ваксем тата пачах тепĕр май çаврăнса ларнă. Çимуш, хăрах куçпа çырма хăнăхманскер, манран та ытларах йăнăшнă.

Эпĕ ирĕксĕрех йăл кулса илтĕм. Çимуш çакна асăрхарĕ те:

— Эх, эсĕ те çав, — терĕ сиввĕн. — Хурланас вырăнне савăнса ларатăн, Минхаус!

Манăн çапах та Çимуша парăнас килмерĕ. Вăл тĕрĕс мар каланине çирĕппĕн тÿрлетсе хутăм:

— Минхаус мар — Мюнхгаузен! — терĕм.

Çимуш урăх чĕнмерĕ, кÿренчĕ пулас, парта хĕрнерех шуса ларчĕ.

Николай Иванович пире сăнасах тăнă курăнать. Вăл çутă хашаклă куçлăхне сулахай аллипе тÿрлетсе илчĕ те иксĕмĕр çине кăн пăхса:

— Нуккă, калăр-ха, тусăмсем, задачăна эсир камран сăптăрса илтĕр? — терĕ.

Эпир шартах сикрĕмĕр. Пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр те вăраххăн ура çине тăтăмăр.

— Эп мар, — терĕ Çимуш кăшт çеç илтĕнмелле.

— Эп мар, — хуравларăм эпĕ те.

— Эппин, мĕншĕн-ха эсир иксĕр те пĕр пек йăнăшсемех туса тултарнă? — каллех тĕпчерĕ учитель.

Капла каласан манăн хăлхасем кăвар пек пĕçерсе илчĕç. Çимуш помидор евĕр хĕрелсе кайрĕ. Çапах вăл аптăрамарĕ, учитель енне пăхрĕ те:

— Пирĕн пуçсем пĕр пек ĕçлеççĕ пуль, — тесе хучĕ.

Çакна илтсен ачасем ахăлтатсах кулса ячĕç. Николай Иванович çеç нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл куçне сĕлĕ пĕрчи пек хĕстерсе пăхрĕ те пире ларма хушрĕ.

— Астăвăр, ачасем, — терĕ учитель кăмăлсăррăн, — вĕренÿре çынна шанакан этем хăйне çеç улталать, хăй ĕçне çынна сĕнекен этем юлташне шыва ярать.

Эпĕ куç хÿрипе Çимушпа Прохор еннелле пăхса илтĕм. Вĕсем пуçĕсене уснă та учитель еннелле пăхма вăтанса лараççĕ. Эпĕ те вара хам йăнăша туйса пуçа парта çинелле пĕкрĕм.

Çыхăннă публикацисем

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас