WordPress’а чăвашла куçаратпăр


WordPress’ăн 20%-не тинех куçартăмăр. Çакă çирĕм процент малалли 80% куçармашкăн шанчăклă никĕс пулса тăчĕ.

Куçару страницине тÿрĕ каçă.

WordPress’ăн чăвашла куçарса тытăннă чухне çак принципсене тĕпе хутăмăр:

  • хальхи ансат пуплев чĕлхипе
  • татăклă терминсемпе – çĕнĕлле сăмахсемсĕр
  • компромислă алфавитпа (Rf).

Анчах мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулассине, еплерех çĕнĕ ĕç тунине ун чухне лайăхах тĕшмĕртмерĕмĕр. Ансат сăмахçаврăнăшсемпе пĕрле хальхи, малалла пăхакан, глобальле çынсен ыйтăвĕсемпе ăнтăлăвĕсене чăвашла ăнлантарма лекет.

Çĕнĕ принципа та хушма тивет:

  • максимум эквивалентлă куçару

Çĕнĕ ĕç пулнă май терминологине куçарнă май çуррине вырăсларан, пĕр пайне акăлчанларан илсен те, чăвашла çĕнĕ, анчах, шанас килет, ăнланмалла сăмахсем тусан та лайăх. Тĕслĕхрен, акăлчанла Show тата Display сăмахсене пĕр предложенире тĕрлĕ пĕлтерĕшпе усă курнă чухне чăвашла словарьсенче вĕсене пĕр Кăтарт  сăмахпа ăнлантарнинчен пире усси пулмарĕ. Вара эпир Display сăмаха Курăну (пьесăри Курăну) сăмаха тĕпе хурса – Курăнтар тесе куçартăмăр. Blogging căмаха тарăн шухăшлă Блоглашу терминпа ылмаштартăмăр. Çукран нимĕр тăвассипе аппалансах пулас çурта шанчăклă никĕс çинче хăпартма тăрăшатпăр.

Kuşarsa7.jpg

Вордпреса чăвашла сĕм кĕртес ĕçе явăçма кăмăл тăвакансем – уйрăмах интернетпа усă курма юратакан шкул ачисем, учительсем, журналистсем – пирĕнпе çыхăнăр:

 

Чăваш чĕлхи куçару сарăмĕне тÿррĕн каçмалли каçă.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас