Турхан Хĕветĕрĕ: Асап эрни


Турхан Хĕветĕрĕ


 

Асап эрни

(Матфей, XXVI:38, 39)

Тĕнчери мĕн пур кун-çулра,
Ах, эсĕ, çак эрне,
Хăвăн тăватă кунăнта
Тĕнчене хуйха ÿкернĕ.
Аллă ик эрне хушшинче
Санăн вăту кунĕнче
Йывăç пахчи ăшĕнче
Христос Туррăмăр тăратчĕ:
Ăшĕ хытă çуннипе
Ÿпне ÿксе кĕл турĕ,
Ангел пулăшнă хÿтĕпе
Тÿсме хĕнне вăл тÿсрĕ,
Пăшăрханса çуннипе
Чĕркуçленсе ларчĕ вăл,
Хăйĕн хĕрÿллĕ кĕллипе
Çапла тилмĕрсе тăчĕ вăл:
«Эй, Манăн ыр Аттем!
Çак эпĕ ĕçес куркаран
Ĕçмесĕр иртме юрасан
Эпĕ ăна ĕçмĕттĕм…
Анчах эпĕ ыйтни мар,
Санăн ирĕкÿ пултăрах,
Манăн унтан иртес мар,
Санăн ирĕкÿ пултăрах!..»
Христос çапла тăнă чух
Усал куçсем кĕвĕçрĕç,
Çĕр варринче тĕттĕм чух
Ăна вĕлерме тытăнчĕç.
Пĕтĕм тĕнче лăпкă çеç:
Пур çĕрте те шăп тăрать,
Пĕтĕм çĕр пичĕ тĕттĕм çеç,
Пĕр уйăх çеç çутатать,
Тулли уйăх çутипе
Пахча илемĕ курăнать,
Пахчанăн таса çулĕпе
Суккăр халăх кĕç пырать,
Суккăр халăх васкаса
Пĕр-пĕринпе канашлать,
Ирсĕр ĕçе юратса
Шуйттан хыççăн васканать.
Суккăр халăх пахчана
Хĕç-пăшалпа кĕчĕ-çке,
Йăваш Пуçлăха хурласа
Вĕлерме тытса илет-çке.
Лăпкă-лăпкă çĕр çинче
Йывăç пахча хурланчĕ,
Лăпсăр йывăçсен хушшинче
Тĕнче Пуçлăхĕ çухалчĕ.
Мĕншĕн, халăх, пăлханса
Çĕр варринче çÿретĕн,
Чĕрÿ куçне хупласа
Шуйттанпала килĕшрĕн?
Ăссăрлăхпа хавасланса
Асаппа пĕтмелле эс пултăн,
Хăватсăр тесе шутласа
Хăватлинех тĕл пултăн.
Мĕншĕн, халăх, пăлханса
Тĕнче Пуçлăхне асаплатăн?
Этем тесе шутласа
Турра хăйне пăталатăн?
Аскăн, тĕттĕм ăсупа
Таса ÿт çине тăрăнтăн,
Аскăн, ирсĕр аллупа
Таса юна юхтартăн!..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас