Петĕр Хусанкай: Тилли Юррисем


Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


Тилли юррисем

 

Тупмалли

Мехел тени мĕскер тени пулать?
Пиллĕкĕнех эпир ай пĕр тăван…
Шурăмпуçсем килеççĕ шуралса…
Асаттеçĕм атлас тăхăннă…
Тăват касра тăватă савни…
Урампа иртсе пыруçăн…
Шурăмпуçпе вăрантăм ыйхăран…
Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен…
Арăслан пек аттем пур…
Хапха умне тайăлтăм…
Аслă масар – хăямат…
Алла тытман шур ал тутри…
Юрлăп кăна, юрлăп, мĕн парăр?
Аттеçĕм ман Хусанăн хуçи мар…
Хăпартăм çÿллĕ ту çине…
Эй, эсир, чĕлĕмçĕсем…
Усрав акăш пек савнийĕм пурччĕ…
Турта тулли тур ут – тăпăлкка…
Куккук! Куккук! – Вăрман янрать…
Çĕр палăрми юр çăвать…
Ай-хай юрлас-юрлас юррăм пур…
Юрла кăна, юрла теетĕр те…
Çĕр те çитмĕл çăка эп касрăм…
Тарăн шыва антăм ăшăх тесе…
Хăй чиккине хĕртсе кăвар сÿнет…
Кăмăлăрсем çемçе – кăпăк пекех…
Вăр çаврака кăшкар пек уçланка…
Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ…
Шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать…
Ай-хай вăрман кашлать, вăрман кашлать…
Тилли кăна Тилли тееççĕ…
Купăсăма калас – шикленеп…
Ут утланса кустартăм улăха…
Калăр-ха мана, калăр…
Ниçта ярса пусма аптратăн…
И утар-и, утар-и…
Хурал пÿртне кĕтĕм хурланса…
Тахçантанпах тытман такмака…
Ĕмĕтĕмсем чĕлĕм тĕтĕмĕпе…
Усрав сар кайăк пек юррăм пур…
Улшуçăсем ай ут улăштараççĕ…
Карти-карти ай кайăк хур иртет…
Ай-хай ĕçмĕттĕм эп, ĕçмĕттĕм…
Ай-хай юрлассăм пур та, çук ман сассăм…
Итле эс, ыр хĕртсурт, вучах ăсти!
Ватăлатпăр пуль, Сарпайăм!
Чие тымарĕнчен пĕр чĕлĕм турăм…
Пĕчĕкçеç тăваткăл куçкĕски…
Ни Киремет, ни Пÿлĕх, ни Хăрпан…
Ăрăмçăсем ăрăм тунипелен…
Купăсăмçăм тăватă хĕлĕхрен…
Ан макăрăр, кил-йышăм, маншăн…
Юман хăма çуртартăм, тупăк турăм…
Çуралнă эп чышка чăмăртаса…
Кулать иккен пиртен çак çутçанталăк…
Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать…

Мехел тени мĕскер тени пулать?
Ыйтсамăр çумăр пĕлĕчĕсенчен:
Мĕн-ма вĕсем кăвак уярпала
Юхаççĕ çăвăнмасăр тахçанччен?
Мехел çитмен.

Мехел тени мĕскер тени, тăван?
Ыйтсамăр кайăк хур ушкăнĕнчен:
Мĕскершĕн вăл пайтах шурамăкран
Вĕçсе иртет, анмасть картипелен?
Мехел çитмен.

Мехел тени мĕскер тени иккен?
Ыйтсамăр пахчари улмуççирен:
Ма ун çеçки чăмăртансах çитсен
Тепре çĕр каçатех çураличчен?
Мехел çитмен.

Апла мехел тени мĕскер ĕнтĕ?
Ыйтсамăр сĕрме купăс каччинчен;
Мĕн-ма патнех-патнех çитсессĕн те
Пусмасть вал хĕлĕхне пÿрнипелен?
Мехел çитмен.

Мехел çитсессĕн çумăр ярăнать,
Çунатлă чун çÿлтен çĕре анать.
Чечек папки илемлĕн çурăлать,
Йĕркипелен юрри те юрланать –
Мехел çитсен.

***
Пиллĕкĕнех эпир ай пĕр тăван,
Пилĕкех те пилеш пĕр тымартан.

Чи кĕçĕнни те аслă пехилли
Эп пултăм-çке, ăру асси Тилли.

Çуралнă эп матур, ÿсеп сатур,
Атте-анне ачашлĕх нĕрĕм пур.

Ватсем сума сумалăх тăнăм пур,
Хĕрсем вĕчĕрхенмелĕх сăнăм пур.

Çуралнă эп çурхи чĕрлĕхпелен,
Кĕрленĕ эп кĕрхи кĕрлĕхпелен.

Чĕкеç вĕренттĕр калаçма тесе
Йăтса тухман мана пиелесе:

Улт уйăхра эп ураланнă тет,
Тăххăралла – чĕлхе кăларнă тет.

Çуралнă эпĕ уйăх хăпарсан.
Ял пуç автан шăп çур çĕр авăтсан.

Çунса вылянă çăлтăр тÿпере.
Хур кайăксем çул тытнă çурçĕре.

“Сунарçă пул эппин! ” тесе эпи
Кăвапана тивертнĕ ух йĕппи.

Ăру ăраскалне эп пĕчченех
Тĕпекпеле çуралнă тĕнчене.

Тĕпекĕме куштарнă та манне –
Çÿпçе тĕпне пытарнă ыр анне;

Унпа пĕрле пытарнă вăл юрра,
Çавна тупса эп халь кĕвве хурап.

Сĕвем çумне сĕвем тиреп сăмах,
Пĕр сăмаххи – мерчен, тепри – ахах.

Шăрçа пек юрă ярăмĕ вара
Пĕр сыпăксăр юхать çавра-çавра.

* * *
Шурăмпуçсем килеççĕ шуралса,
Ват асаннем ларать пуç тураса.
Шурăмпуçран та шурă сурпанне
Тирпейлĕн сырăнать ыр асанне.

Вут çутипе вылять пĕр чÿрече,
Анне çÿрет тĕпелĕн кукринче:
Вăл чашкăрта пуçланă çатмана,
Юсман шăрши кĕрет ман сăмсана.

Чĕрик туса илет кĕçĕн хапха,
Тин уявран кĕрет иккен аппа.
Чĕрес илсе ĕне сума ларать,
Унтан кĕтÿ яма тухса каять.

Инке тăрса тухать шур кĕлетрен.
Шăлт-шалт кĕвентелет ик шуç витре.
Сăра çапмашкăн шыв вăл хатĕрлет,
Лаçра сăра хуранĕ тирпейлет.

Хĕвел те тухнă, пĕçертет хытах,
Эп шав çыврам пекки туса выртап.
Инкеçĕм йăл кулса ман пит çине
Салтса витет шап-шур чĕрçиттине.

Мана тек ним те, ним те кирлĕ мар…
Вунулттăри ача – эп пултăм ар.
Йăмăкăм çеç, вуникĕ çулхискер.
Шăналăк айĕнче пĕр шухăшсăр.

* * *
Асаттеçĕм атлас тăхăннă,
Арки-çанни çĕртен сĕтрĕнет.
Эпирех те курас ырлăхсем
Лаша çилхи çине пĕтрĕнет.

Сикс(е) утлантăм тур ут тихине.
Пусрăм кĕмĕл ура пуссине,
Карăнтартăм пурçăн чĕлпĕрне,
Ярăнтартăм Хусан хулине.

Хусанти ăстасем мĕн ĕçлеççĕ?
Йĕнерпелен йĕвен йĕслеççĕ.
Пирĕн атте-анне мĕн ĕçлет?
Пичĕке пуçласа пыл ĕçет.

* * *

Тăват касра тăватă савни,
Тăваттăран пĕри – тур çырни.

Хăшин ятне çырнă-ши турри?
Пĕлес килет-çке ман çав тери!

Хурапала çырни – хурлăха,
Сарăпа-ши савăнмалăха?

Хĕрлĕпеле çырни – кĕрлĕхе,
Симĕспеле-ши çав сиплĕхе?

Тăват касра тăватă варли.
Пĕри кăна хĕве хупмалли.

Хăшне савса хăшне ытарам?
Хăшин пуçне сурпан сыртарам?

Тăваттăш те мерчен тухьяпа.
Илем кÿреççĕ-çке уява.

Çĕрти çырла, садри сар улма –
Ăçта ĕнтĕ вĕсем пек пулма!

Пĕрне илсен пĕри шел юлать,
Тăваттăшне илме çук йăла.

Пĕрне пĕркенчĕкпе пĕркесен,
Тепри пĕркенчĕкне тĕрлесен,

Виççĕмĕшĕ вырăн сартăр-им,
Тăваттăмĕш ура салттăр-им?

Анчах хăрхăм тăвас хĕрсем мар:
Пĕри – вĕри кăвар, тепри – нар,

Аслурамрин çивти астарать –
Сар хÿрине çити явăнать.

Вăта касри вăрттăн йăл кулсах
Пăхăнтарать мана тĕл пулсан.

Тури касри юрра тапратсан –
Ялта пĕр çын та çук çывракан.

Анат касрин антратать ташши:
Те юс утти, те акăш ишши?

Ай-хай çухатрăм-çке канлĕхе,
Ÿпкевĕм пур турра-пÿлĕхе:

Ма ман юратăва тăватта –
Тăват çынна – пÿрмен, тупата?

* * *

Урампа иртсе пыруçăн
Курăнайрĕ тухья пуç.
Хăрах кантăкĕ яр уçă,
Кăчăк туртрĕ кăвак куç.

Чÿречи умне пымарăм.
Илтмĕш пултăм чĕннине.
Уçă чикрĕм, юраттартăм
Кĕçĕн алăк кĕлине.

Çитмĕл пуслăх кĕмĕл ятăм
Симĕс атă кунчине.
Шÿт туса атта хывтартăм,
Укçа ÿкрĕ урайне.

“Туй кĕлечĕ мар-çке… ” – терĕ
Кăвак куç кулкаласа.
Пĕчĕкçеççĕ хĕр минтерĕ
Çинелле пăхкаласа.

Чутлă-чутлă çивиттийĕ
Чут тумарĕ тамаша:
Сар хĕр салтрĕ чĕрçитти те,
Хам килмерĕм канаша.

Килессех те килмеллеччĕ, –
Ватсене сума сăвап:
Ашшĕ-амăш кĕтет евчĕ,
Юратать çураçăва.

* * *

Шурăмпуçпе вăрантăм ыйхăран,
Шарăлтатса авăтатчĕç автансем.
Аннеçĕм сырăнать иккен сурпан,
Чĕлĕм туртса ларать иккен аттем.

Мăнтарăнсем ăш ыйхине татса
Канаш тăваççĕ иккĕш ерипен:
“Хăш ывăла парар-ши салтака?
Май çук пĕрне памасăр пиллĕкрен.

Чи аслине парас – ачи нумай,
Иккĕмĕшне парас – мăшри усал,
Вăталăххи çуртра ăсли самай,
Ун хыççăнхи – авланнă çеç кăçал…

Парсан парар-тăр кĕçĕн ывăла, –
Тесе атте-анне шут турĕçĕ, –
Ăçта кайсан та каччă пуçпала
Хур пулмĕ тĕнчере вăл”, – тĕрĕçĕ.

Вителĕке пĕркентĕм пуç çинчен,
Куççулĕме тытса чарап аран.
Нихçан та манăн шурăмпуçпелен
Вăранас мар-мĕн тутлă ыйхăран!

* * *

Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен
Кăкшăмпалан, савниçĕм, кукленсем:
Куç пек тулли тултар ик сар курка,
Пĕрне ĕçсе пĕрне ÿпĕнтерсем.

Юпа сăри туса ĕлкĕрмесен –
Çăл шывĕпе, савниçĕм, пĕрĕхсем:
Хăрма ан парччĕ шăтнă курăка,
Çăвĕпелех вăл вырттăр ешерсе.

Сăра та, шыв та витĕр витмесен –
Куççулĕпе, савниçĕм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урăха
Пулам-ха парăмлă çĕре кĕрсен?

* * *

Арăслан пек аттем пур:
Сухал айĕн çитĕнтерчĕ.
Çын сăмахĕ тивейместчĕ,
Ял элекĕ витейместчĕ.

Ăмăрткайăк аннем пур:
Пĕр çуначĕ çупăрларĕ,
Тепринпе вăл хупăрларĕ.
Йăвине сив çил ямарĕ.

Пĕрхĕт куçлă пиччем пур:
Пиллĕхне вăл çухатмарĕ.
Ман ура çине пусмарĕ,
Хăй те çынна пустармарĕ.

Илĕртÿллĕ инкем пур:
Хăй арки çинче ар турĕ.
Хăй хÿне мана вăл хупрĕ,
Пархатар кăтарттăр турă!

Акăш пÿллĕ аппам пур:
Асăнмалăх туйĕ пулчĕ.
Арчипе Ярса чыс кÿчĕ,
Ачине ман ятлă хучĕ.

Шăркалчă пек шăллăм пур:
Улах тăрăх чăмрĕ-ишрĕ,
Урлă-пирлĕ сăмах илтрĕ,
Шалт шăл хушшинче вăл тытрĕ.

Йăпăртан пек йăмăк пур:
Тĕрсĕр енчĕк тыттармарĕ.
Кĕсьерен мăйăр татмарĕ.
Хĕр сăринчен хăвармарĕ.

Хурчăкапа тан хам пур:
Кунĕн-çĕрĕн юр юрларăм,
Пĕр туйран та эп юлмарăм,
Чуптуман хĕр хăвармарăм!

* * *

Хапха умне тайăлтăм,
Хапăл курки эп ĕçрĕм.

Кил картине тайăлтăм,
Килĕшÿ курки эп ĕçрĕм.

Пăлтăр умне тайăлтăм,
Пăлчав курки эп ĕçрĕм.

Пÿрте кĕтĕм, тайăлтăм,
Пÿрнĕ курка эп ĕçрĕм.

Сак халăхне тайăлтăм,
Савăш курки эп ĕçрĕм.

Такмакларăм, тайăлтăм,
Тав куркине эп ĕçрĕм.

Кĕрекене тайăлтăм,
Кĕрÿ курки эп ĕçрĕм.

Юр юрларăм, тайăлтăм,
Юрав курки эп ĕçрĕм.

Таш ташларăм, тайăлтăм.
Тăрлав курки эп ĕçрĕм.

Çулăх султăм, тайăлтăм,
Çул куркине эп ĕçрĕм.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

* * *

Аслă масар – хăямат,
Утçăм кĕме хăяймасть.
Туй пуç лаши тур лаша
Кукалесе çĕр чавать:
Шăнкăрав шăнкăр тăвать,
Тенкисем чăнкăр тăвать.
Хĕр тантăша, ял-йыша
Кÿме çине çĕклерĕм,
Пĕркенчĕкне сирмерĕм,
Ватсен пилне куклетрĕм.

  • Асаттеçĕм, асатте.
    Манăн ырă асатте!
    Ют çын ачи туйĕнче
    Юс тир камсул тăхăнтăн.
    Юр юрласа савăнтăн,
    Таш ташласа ывăнтăн.
    Ачун ачин туйĕччен
    Тĕнĕсĕр пÿрт туянтăн.
    Хура çĕрпе хуплантăн.
    Юман юпа йăтайрăн.

Асаннеçĕм, асанне.
Манăн ырă асанне!
Ют çын ачин туйĕнче
Юр пек сурпан сырăнтăн,
Кĕмĕл хушпу тăхăнтăн.
Хĕвеле вăтантартăн.
Ачун ачин туйĕччен
Питне пирпе витейрĕн.
Çине çерем пĕркейрĕн,
Çăка юпа çĕклейрĕн.

Асаттеçĕм, асатте!
Асаннеçĕм, асанне!
Аркăр çинчи ачăра
Ара çитерейнĕ чух
Иксĕр харăс пултăр çук,
Хурланать-çке манăн чун.
Çăмăл пултăр нÿр тăпра!
Асăнатăп, тайлатăп,
Тулли курка тăкатăп,
Пехилĕре ыйтатăп.

* * *

Алла тытман шур ал тутри –
Савнийĕм пурччĕ ман.
Çума çыхман çут пиçиххи –
Савнийĕм пурччĕ ман,
Йĕке кĕмен йĕкĕрĕлче –
Савнийĕм пурччĕ ман.
Пĕр тăхăнман çĕн çĕрĕччĕ –
Савнийĕм пурччĕ ман,
Çип витермен ахах пĕрчи –
Савнийĕм пурччĕ ман.
Хăлха тирмен алка ĕнчи –
Савнийĕм пурччĕ ман.
Мăя çакман тарай çуха –
Савнийĕм пурччĕ ман,
Пуçра пулман мерчен тухья
Савнийĕм пурччĕ ман,
Сĕркĕчлемен çĕн купăс пек
Савнийĕм пурччĕ ман,
Тута тивмен шăхличĕ пек
Савнийĕм пурччĕ ман.
Шур тутăрăм хуралчĕ-çке,
Пиççи лекмерĕ пилĕке,
Йĕкĕрĕлчем ман катăлчĕ,
Ман кĕмĕл çĕррĕм татăлчĕ,
Ахах пĕрчи çухалчĕ-çке,
Алка ĕнчи ванайрĕ-çке,
Тарай çухамçăм тăпăлчĕ.
Тухья мерченĕ тăкăнчĕ.
Çĕн купăс çĕмĕрĕлчĕ-çке.
Шăхличĕм питĕрĕнчĕ-çке…
Пуянччĕ эп Пÿлĕхçĕрен,
Халь чухăн эп кĕлĕмçĕрен!

* * *

Юрлăп кăна, юрлăп, мĕн парăр?
Тарай енчĕк туса парăр-и,
Ăшне ăшă салам ярăр-и,
Тулне пурçăнпала тĕрлĕр-и,
Хĕррипеле мерчен тирĕр-и,
Çакки çумне çĕрĕ витĕр-и?

Ташлăп кăна, ташлăп, мĕн парăр?
Сахьян пушмак сăрса парăр-и,
Пушмак ăшне пустав сарăр-и,
Тĕпне тĕве тирĕ хурăр-и,
Питне тÿме лартса тухăр-и,
Тÿмисене ĕнчĕ тупăр-и?

Купăсăма калăп, мĕн парăр?
Юрай сăри ăсса парăр-и,
Юратупа хутăштарăр-и,
Хăла пылпа халлантарăр-и,
Симĕс симпе симлентерĕр-и,
Хул-çурăма хевте кÿртĕр-и?

* * *

Аттеçĕм ман Хусанăн хуçи мар,
Аннеçĕм Питĕрпурăн пики мар.
Эп хам Тилли, пуп хунă ят Çерук,
Ман пек такмакçă таврара тек çук!

* * *

Хăпартăм çÿллĕ ту çине.
Çаврăнтăм пăхрăм ял енне:
Ялти ватсем-мĕн хупахра,
Алси-калпакĕ саклатра.
Пуш кĕленчи умĕсенче.
Сенкер чĕркки аллисенче,
Чĕлĕмĕсем шăл хушшинче,
Тĕтĕмĕсем урайĕнче.
Пурак тĕпне шаккаççĕ те
Черкки çине пăхаççĕ-çке;
Ĕçмеллисем – пĕрре сыпма,
Туртмаллисем – пĕр сывлама.
Ан хуйхăрăр, ватсем, сĕре,
Тавăрăрах енчĕкĕре.
Калатăп эп, Тилли, сире:
Ним кÿмесессĕн те пире.
Патша эрех кÿрех тăрĕ.
Табак кимми килех тăрĕ.

* * *

Эй, эсир, чĕлĕмçĕсем.
Тĕнчери кĕлĕмçĕсем!
Хам та эпĕ чĕлĕмçĕ.
Тен, сиртен те кĕлĕмçĕ…
Нушине те курнă çав.
Пулчĕ пулĕ тĕрлинчен.
Пурăнар-ха пурнăçа
Йĕм тĕп çĕре перниччен!
Йĕм тĕп çĕре перĕнсен –
Тапрататпăр çĕнĕрен.

* * *

Усрав акăш пек савнийĕм пурччĕ,
Çамрăклах çĕре кĕрсе хур пулчĕ.
Ун Шур Атăл хăви пек пÿне
Хурт-кăпшанкă çисе ячĕ пулĕ,
Хура пурçăн пек кăтра çÿçне
Пăрчăкан йăва çаврайрĕ пулĕ.

Ах, савниçĕм! Яла ят ямарăм,
Хĕвĕмри пĕтев пекех упрарăм.
Эп пĕлменччĕ-çке ку иккенне,
Эс кун-çулсăр пуласса пĕлменччĕ:
Туйсăр-хÿсĕр вилнĕ хĕрсене
Эсрел арăмĕ пулать тееççĕ.

Çавра çил çĕклентĕр, çаврăнайтăр,
Урăм-сурăм тăвăл тăвăллантăр,
Куç курми хура çанталăкпа
Масар пуçлăхне вĕçтерсе кайтăр,
Йăванайтăр сан çинчи юпа,
Тăкăсах тăпру сан хăлтăлантăр.

Çĕлен пул та шуса тух, савниçĕм,
Чĕкеç пул та вĕçсе кил, савниçĕм,
Чÿрече хашакĕ çине лар,
Манăн хурлăхлă юрра илтсемччĕ,
Çунакан чуна эс лăплантар,
Çунату айне савса илсемччĕ!

* * *

Турта тулли тур ут – тăпăлкка,
Чăмăртанса юртса çул илет.
Пĕччен пĕр пуç юлсан тăлăха
Шухăшласа ларса йăл илет.

Ай-хай тăман аллать, шав аллать,
Çул хыттине хуплать кăпăш юр.
Чĕрем ĕмĕтленет малалла,
Савăнăçа хуплать тăтăш хур.

Шăнкăрах та шăнкăр шăнкăрав
Мĕскер тесе шăнкăртатать-ши?
Итлеп, итлетĕп те ăнкарап:
Тĕлĕнтерет тĕнче тамаши!

Ай-хай çулсем-йĕрсем такăр мар,
Ланккамана лакан миçе хут.
Çапах никам калла таврăнман,
Кашнин хăйне çуна, хăйне ут.

Кашнин хăй çемĕллĕ шăнкăрав
Çул кĕскетсе пырать виртлесе –
Хура шăйăрлана çав янрав
Анса çухаличчен илтмессе…

* * *

Куккук! Куккук! – Вăрман янрать:
Çăки çупать, туйри ташлать,
Тупăлхисем – туй ачисем,
Хурăнĕсем – хĕр çумĕсем,
Çĕмĕрчĕсем – çĕнĕ çынсем.

Куккук! Куккук! – Тилли килет,
Йыттисене ертсе килет:
Вĕшле йытти вĕçсе пырать,
Лĕрке йытти вĕрсе пырать.
Акар йытти ашса пырать.

Куккук! Куккук! Чăнне кала:
Миçе çул эп пурăнмалла?
Миçе мулкач макăртмалла,
Миçе тукмак тулатмалла,
Миçе упа улатмалла?

Куккук! – Пĕр çул. Куккук! – Ик çул.
Куккук! Куккук!.. Тем чул, тем чул…
Ытарайми çут тĕнчеме
Сăлтавăм çук ÿпкелеме,
Вăй-халăм çук çĕре кĕме.

* * *

Çĕр палăрми юр çăвать.
Çур килет те юхтарать –
Çамрăк ĕмĕр çавăн пек.

Йывăç çине пас тытать,
Çил тухать те вĕçтерет –
Çамрăк ĕмĕр çавăн пек.

Çĕрле сывлăм шыв ÿкет.
Ирхи хĕвел типĕтет –
Çамрăк ĕмĕр çавăн пек.

  • Выльăр-кулăр ытларах! –
    Тетĕп эп, Тилли, вара, –
    Урăх пулмăр çамрăк, – теп.

* * *

Ай-хай юрлас-юрлас юррăм пур.
Кăмăлăма хуплать хура хур.
Кăмăл уççи –
Хăмла йÿççи;
Тĕрĕслесем, Тилли, сыпса кур…

* * *

Юрла кăна, юрла теетĕр те.
Чăн-чăн юррин ăсти эп марччĕ-çке;
Пĕр пикенсе юрла пуçласан
Каях та мар чăн-чăн ăстаран.

Сакăр вунă сакăр ай сăввăм пур,
Тăхăр вунă тăхăр такмакăм пур;
Умăрсене сарса хурам-шим,
Суйла кăна, суйла юрлам-шим?

Кĕрекĕрсем сарă, пылăр хăла,
Юрлайăп-ши чипер ăсăмпала?
Пысăк чысăрсене пăсайсан
Мĕн калăр-ши эсир эп кайсан?

Йĕкĕрлĕ те курка, хĕрри чĕнтĕр,
Çине-çинех, тăванăмсем, сĕнтĕр.
Ÿсĕр пуçăм урă уйлинччĕ,
Ĕçни-çини сĕт кÿл пулинччĕ.

Эппин, шав та тăвар, кĕр те тăвар.
Ĕçер-çиер, тăван, выляр-кулар!
Никам та ик ĕмĕр пурăнман,
Никам та çук тĕнче тытакан.

* * *

Çĕр те çитмĕл çăка эп касрăм.
Çĕр чăтайми шур пÿрт эп лартрăм.
Пусса улăхмалли пусмине
Хĕрĕх чике пустав сартартăм.
Тытса улăхмалли тыткине
Пилĕк чике пĕлис сăртартăм.
Алăк алпастисен кăмăлне –
Тăпсисене йĕсрен тутартăм,
Пăхăр пăтапала çаптартăм,
Хăлăпсене кĕмĕл хуртартăм.
Кил-вут хуçи хĕртсурт кăмăлне –
Вуникĕ кăмака кăлартăм
(Ăшшисене шала хăварсам,
Йÿççисене – тула, хĕртсуртăм! ),
Хĕвелпеле уйăх кăмăлне –
Хĕрĕх те пĕр кантăк кастартăм,
Куç шармалла чаршав картартăм,
Хĕрĕх те пĕр читлĕх çактартăм,
Килен-каян хăна кăмăлне –
Хĕрĕх те пĕр куккук яртартăм:
Сава тăран килес кунхине
Саркаланса куккук авăтать,
Палла тăран килес кунхине
Пăркаланса куккук авăтать.
Хам тăвансем килес кунхине
Харăслатса куккук авăтать,
Ытах ютсем килес кунхине
Ылмаш-ылмаш куккук авăтать;
Каччă-терĕш килес кунхине
Каçса кайса куккук авăтать,
Хĕри-пăраç килес кунхине
Хĕрсе кайса куккук авăтать.
Ача-пăча килес кунхине
Ахăлтатса куккук авăтать,
Хуçи юптарнине сиссенех –
Çак юрă пек тăпах чарăнать.

* * *

Тарăн шыва антăм ăшăх тесе,
Мерчен сапакĕсем ăсăп тесе.
Мерчен сапакĕсем пулмарĕ.
Юхан юшкăнчăксем пулайрĕ.

Эп пурнăç пурăнма ансат тесе,
Ыр çын шутне кĕме часах тесе.
Ыр çын ятне илтни пулмарĕ,
Нушам хыçран пĕр шит юлмарĕ.

* * *

Хăй чиккине хĕртсе кăвар сÿнет,
Ан чикĕр урăх хурăн хăййăра:
Чÿречĕр кĕленчи сенкерленет,
Кĕрхи автан сасси янах ярать.

Кĕрекери ватсем, илтместĕр-е:
Мĕскер калать-ши çав автан сире?
“Кун вырăнне татах ак кун килет.
Кун мар иртет – çын ĕмĕрĕ иртет”.

Тĕпел кукринчисем, сире тата,
Сире мĕскер калать-ши çав автан?
“Ĕçчен инкемĕр сырăнать сурпан,
Эсир – ĕнер сырăннинех салтман”.

Улах ухтарăшсем, сар каччăсем,
Сире автан мĕн тет-ха, итлĕрсем:
“Тул çутăлать, киле таврăнмалла,
Савни ятне ан ярăрччĕ яла”.

Хĕр сăринчи хĕр-пикесем, тавсси!
Сире мĕн пĕлтерет автан сасси?
“Ула ĕне ĕçесшĕн картара,
Кĕвентĕре ыталăр хăвăртрах”.

Сентре çинчи пепекĕмсем, сире
Мĕн тет çав кикрикук, илтетĕр-е?
“Сар инкĕр час икерчĕ пĕçерет,
Вут уççинче çиме ансамăр”, – тет.

* * *

Кăмăлăрсем çемçе – кăпăк пекех,
Чĕлхĕр-çăварăрсем чĕкеç пекех.
Тав куркине ĕçрĕм эп тĕппи,
Çул куркине епле ĕçĕп-ши?

* * *

Вăр çаврака кăшкар пек уçланка
Кăвайт чĕртсе ярам пĕр авăка.

Выртах, Сарпай, сыхла эс уртмаха,
Çитет унта пире паянлăха.

Вирт каясран йĕри-тавра алтам,
Алтам та ик юман шалча çапам.

Ялккасăмăн тÿпи пек çеç хуран
Çакса ярам эп каврăç каштаран.

Çăка чечекĕн чейĕ вĕриччен
Ĕçсем татах та пирĕн пур иккен;

Парка тĕпеклĕ кăвакал ами
Выртать уртмахăма шăнăçайми,

Ăна тĕкне татса ĕнтетĕп эп,
Тăвар сапса хупах çулçисемпе

Чĕркетĕп те кăвар ăшне варса
Ăшаласа илеп пăслантарса.

Сĕткенлĕ кайăк ашĕ кĕркунне!
Çуне тумлатрăм çăкăрăм çине.

Çунса хĕрелнĕ кăчăр тукмакне
Кышлатăп çавăрса енчен енне.

Пуçне шыва паратăп: перекет!
Килес çула тата çĕр пуç ĕрчет!

Пыршисемпе, шăмми-шаккисемпе
Чÿклет ман акчăкăм хăй пĕлнĕ пек.

Хĕвел анса килет. Тÿлек тĕнче.
Çура пылĕпелен ĕçетĕп чей.

Тĕттĕмленет. Сарпай пăхать куçран-
Ун шухăшне чухлатăп эп аван;

“Атя, хуçам, атя, – тет вăл мана,
-Вĕçе пуçларĕç, тыт эс пăшална… “

Кĕрсе ларатăп эп хăмăшлăха,
Тăнлатăп ĕмĕрхи шăпăртлăха.

“Нарт! ” тет пĕри, “нарт-нарт! ” тăвать тепри…
Хускалнă Çарăмсан, этсемĕри!

Ак саккăрăн, шап-шур мăйлăскерсем.
Ман пуç тĕлнех çывхарчĕçĕ вĕçсе.

Кĕр-рĕс! – Тăваттăн ÿкрĕç месерле.
Сарпай пăшал сассипеле пĕрле

Валт ыткăнса тухать хăмăшлăхран,
Ишет, чăмать ÿркевсĕр тарçăм ман…

Тупăшăма чикетĕп уртмаха.
Ĕмĕтсĕрленмĕп урăх, çитĕ-ха.

Атя, силлен, юлташăм, таврăнар,
Рахмат сана, чĕлхесĕр янавар!

Ыран татах кун килĕ сыв пулсан.
Рахмат сана, усламлă Çарăмсан!

* * *

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Ман пуçăмра сăсар çĕлĕкчĕ,
Çĕлĕкĕмĕн тÿпи – чăн тарай,
Чи тăрринчи çÿçи кĕмĕлччĕ.

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Хура тăлăпăмçăм йÿлеччĕ,
Пилĕкĕмре кĕрен пиçиххи.
Кăкăр ăшши сарă тилĕччĕ.

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Тĕве çăмĕн алсипелеччĕ,
Айра çуна, умра урхамах,
Алра чăмăр чĕн тилхепеччĕ.

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Çĕр çухрăмра та ман пĕлĕшчĕ,
Ваттипеле ват çын, яшпа яш,
Ăçта та ман сăмах тĕллĕччĕ.

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Пăшатан пек куçлă йĕкĕтчĕ,
Кача пÿрнем тулли çĕрĕччĕ,
Кăчăк туртмассерен пĕр хĕрччĕ.

Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ,
Телей йĕкĕр енчĕкпелеччĕ…
Шухăшласа пăхсан – пурнăç мар,
Çывăрмасăр курнă тĕлĕкчĕ.

* * *

Шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать,
Авăр тĕлне çитсен çаврăнать.
Тÿлек кăна чĕрем, лăпкă чун
Çын сăмахне илтсен тапранать.

Вăшăл кăна вăшăл çил вĕрет,
Ман çÿç пайăркине вĕçтерет.
Çÿç пайăрки çÿçе çулçи мар,
Вĕçтерсем-и хуйха чĕререн.

Кикак кăна кикак хур сасси.
Элле анас çĕрĕ шурлăх-ши?
Ăш-чик вăркать, кăмăл хуçăлать.
Элле пурнас кунсем хурлăх-ши?

Элле тивлет тивмен-ши мана?
Элле йывăр кили самана?
Юрла, Тилли, юрла юрруна.
Пĕр çавăнта йăпанăç сана.

* * *

Ай-хай вăрман кашлать, вăрман кашлать,
Турат çумне турат хушас тет пуль.
Ман кăмăл хуçăлать, чун хурланать,
Хурлăхăма çумашкăн çук куççуль.

Ай-хай çил çаврăнать, çил çаврăнать,
Сар çулçă чалăшшăн вĕçсе анать.
Шухăшламан чухне шухăшăм çук,
Шухăшласассăн пуçăм çаврăнать.

Ай-хай пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать
Ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек.
Иртет иккен кун-çул, асра юлать
Каç çывăрса тĕлленнĕ тĕлĕк пек.

* * *

Тилли кăна Тилли тееççĕ,
Тилли мĕн иккенне пĕлмеççĕ, –
Тил-тил, шарт-шарт ташша янисем
Тилли пулмасть-ха вăл, нянисем!

Хусан кăна Хусан тееççĕ,
Хусан Кирушĕ ман аттеçĕм:
Хула хуçи пулма мул çитмен,
Хуçа тарçи пулма хур витмен.

Майра кăна майра тееççĕ,
Майра-пике тăван аннеçĕм;
Сĕтпе шыва кÿртнĕ пулнă тет,
Катан пирпе тытнă пулнă тет,
Пĕрех пике Хусан хулинче!

* * *

Купăсăма калас – шикленеп;
Хĕлĕхĕнчен хĕлхем тухмĕ-ши,
Сĕрен сĕркĕчĕме хыпмĕ-ши,
Сухалăма ярса илмĕ-ши?

Юррăмçăма юрлас – шикленеп:
Çунат çумне çунат хушмĕ-ши,
Вашлаттарса вĕçсе ухмĕ-ши,
Чĕрем тÿпи лутра пулмĕ-ши?

Ташшăмçăма ташлас – шикленеп:
Тавра чăваш тапса сикмĕ-ши,
Çĕр çĕмрĕлсе ванса пĕтмĕ-ши,
Çичĕ ютсен çилли çитмĕ-ши?

* * *

Ут утланса кустартăм улăха,
Хурăнлăхра пытартăм хурлăха.
Мĕнпур хуйха-суйха пуçра тытсан
Тухма пулать иккен тăр ухмаха.

Мăн Çарăмсан тăрăх çÿре-çÿре
Пĕр ывăçă хăмла та çук хÿре.
Ку тарана çитсе, ватта супса,
Ним пиллеме, туссем, ман çук сире.

Тĕрлех иккен тĕнче, çĕр çаврака,
Ĕмĕр сакки тени ай сарлака.
Çак пурнăç тупсăмне тупас тесе
Йĕркеленсе хытать иккен çамка.

* * *

Калăр-ха мана, калăр;
Çак пирĕн куç куран тÿпе,
Çак ÿпĕнтернĕ кăвак алтăр –
Хĕрри вара вăл е тĕпех?
Калăр-ха мана, калăр.

Çак ылтăн çип çăмхи пек капăр
Ытарайми сар хĕвеле
Кам ывăтса ярса пĕр тапхăр
Кустарнă вĕçсĕр йĕрпеле?
Калăр-ха мана, калăр.

Хăçан, ăçтан, мĕнле вăй-хал-тăр
Çак ман кукшам пек уйăха,
Нухрат-çăлтăрсене, çак хамăр
Çĕре те чăмăртанă-ха?
Калăр-ха мана, калăр!

* * *

Ниçта ярса пусма аптратăн:
Çыр хĕрринче сар хăйăр та,
Ана çинчи хура тăпра та
Пулман-ши чунлă, тупата?

Сарайăмра çапатăп кирпĕч,
Сасартăк тăм калать, илтеп:
“Хуллентерех. Юна ан сирпĕт.
Эп – эсчĕ, эсĕ пулăн – эп”.

Лаçра сăра сĕретĕп эпĕ
Чипер тыткаллă сар чăма.
Çиччĕ çитсен куркам хисепĕ.
Чăм тус чĕлхе кăларчĕ ман:

“Илемлĕ хĕрччĕ эпĕ, – терĕ, –
Мĕскершĕн халь ман алă тăм?
Ах, эп сана, ват супнăскерĕм.
Ытарайми ыталăттăм! “

Эп Атăл хĕрринче ларатăп
Ытахальтен чул суйласа.
Пĕрне илесшĕнччĕ – сасартăк
Чул муклашки кăларчĕ сас:

“Эп Улăп пек çар пуç чĕриччĕ,
Эп пултăм курăк, пыл, упа…
Хăвар мана, этем, ан тивччĕ,
Уттарччĕ ху сукмакупа! “

* * *

И утар-и, утар-и,
Утар çулне тухар-и,
Тилли пиччĕр кукшине
Уçланкăра курар-и,

Тилли пиччĕр мĕн ĕçлет?
Хурт çури вăл тирпейлет:
Сĕрме купăс каласа
Сыртарасшăн хĕтленет.

Хурт çури нăрлать, нăрлать,
Хурама çине сырать.
Тилли пиччĕр алтăрпа
Пĕрнине ăсса ярать.

Улт ураллă янавар,
Янавар та айван мар;
Пит çинче упаленет –
Сăхса хур пуласшăн мар.

Хăмăркка пĕчĕк ĕçчен
Хуçине паллать иккен,
Пыл тăвас тет хăвăртрах
Çăкан шурă çеçкинчен.

Тилли пиччĕр мĕн тăвать?
Пыл татать, карас пăрать,
Çичĕ хут симленĕ сим
Хăнисен умне лартать.

Тавтапуç çĕр сĕткенне –
Пыл туса кÿрекене.
Тавтапуç çак çут тĕнчен
Иксĕлми перекетне.

Тав сире, хăна-вĕрле!
Пурăнар ялан пĕрле.
Килес çул та çакнашкал.
Кĕрекемĕр, кĕр-кĕрле!

* * *

Хурал пÿртне кĕтĕм хурланса,
Хура халăх ÿкнĕ урайне:
Кантур таврашсене йăлăнса
Чакарттарас тет куланайне.

Кăлавапа ял пуç тĕпелте,
Пашалу пек метал умсенче.
Çĕмĕрт хулли выртать пĕр кĕлте,
Тиек çырать сĕтел хушшинче.

Ай-хай ырашăм çук, туллăм çук,
Маккарьяран килнĕ мулăм çук,
Тараканран ытла ылтăн çук.
Пул хуппинчен ытла кĕмĕл çук.

Тăсăлтăм та выртрăм урайне,
Сухалăмпа шăлтăм тусанне.
Çĕмĕрт хулă касрĕ çурăма,
Йывăр шухăш хĕсрĕ пуçăма.

Тĕнче тытан чăнах пур пулсан
Курать-ши вăл çакна куçĕпе?
Епле-ха çын, çыннах парăнса,
Çак мăшкăла чĕмсĕр тÿсĕп эп?

* * *

Тахçантанпах тытман такмака
Тапратмаллах-шим пĕр авăка?
Никрут кĕвви,
Сасси чĕвви
Хускатрĕçех Тилли-салтака.

Патшамăрăн патвар аллинче
Пурăнаттăм кĕçех аллăччен.
Пăхма йăваш,
Шалта – чăваш.
Чăтрăм сухал чăпарланиччен.

Хăвармарăм халăх кăмăлне,
Хăвартăм-çке пăртак хамăнне;
Эп киличчен
Тантăшăмсен
Ачи-пăчи çитнĕ хăйсене.

Мăн-мăн шыва кĕсмен султăм эп,
Çÿл-çÿл тусем çинче пултăм эп.
Инçе-инçе
Капкас енче
Нихçан кайми юрсем куртăм эп.

Кирек ăçта çитсен те иккен
Нушаллă чун нумай ырринчен.
Çут тĕнчере
Хĕвел пĕрре,
Ăшши пĕр пек тивмест ĕмĕртен.

Инкекпеле синкек – пĕр тĕкел,
Çĕртипелен çÿлтин – пĕр мехел:
Парсан парать,
Чарсан чарать,
Пĕрне – мăйăр, пĕрне – йÿç икел…

Тахçантанпах тытман такмака
Тапратмаллахчĕ пĕр авăка:
Никрут кĕвви,
Сасси-чĕвви
Хускатрĕçех Тилли-салтака.

* * *

Ĕмĕтĕмсем чĕлĕм тĕтĕмĕпе
Вĕçсе пĕтрĕç сĕвем-сĕвемĕпе,
Шанчăкăмсем курка тĕпне путса
Хупланчĕçĕ шăтман пĕрчĕсем пек.

Ахаллĕн мар каланă авалтан:
Турра шăнсан турат çине тăрнан,
Çынна шăнсан ху çылăхна хушан.
Кама, мĕне шанас-ха ĕнтĕ ман?

Тарçа шанан хăрах куçпа юлать,
Мăшра шанан сĕм суккăр та пулать.
Шан йыттуна: ачаш чĕлхипелен
Сан аллуна ултавсăр вăл çулать.

Атя, Сарпай, çемçе юра ашар,
Атя, тăват ураллă янавар.
Ăсан тытса ăшалăпăр та ак –
Хуйхи-суйхи саланĕ чăл та пар!

* * *

Усрав сар кайăк пек юррăм пур,
Ун читлĕхне уçас шутăм пур,
Кайăкăма уçса кăларсан
Кайран пăшăрханас хурăм пур.

Кам хулпуççи çине ларĕ-ши,
Сассипеле савăнтарĕ-ши?
Хуйхи тĕлне пулсан – йăпатса
Çуначĕпе шăлса ярĕ-ши?

Авал пире ах тур! теетчĕç,
Мур-шар тивми матур теетчĕç,
Шыва ÿксен, вута вăрăнсан
Сарăплами сатур теетчĕç.

Ку чух эпир кăсăк пулман-ши?
Сухалсене сухăр тулман-ши?
Кăмăл килениччен пурăнса
Макăсмапа мухмăрламан-ши?

Кĕрекерен тухсах ÿкиччен,
Çăпатана кутăн сыриччен
Асаттесем патне асăнсан
Авантарах пулатчĕ-и, тен.

“Ĕххĕм” темесĕрех канасчĕ.
Чĕлĕм сÿничченех шăнасчĕ,
Унтан ытла – сире каласан –
Чĕлхем йăнăшиччен йăнасчĕ.

Тап-такăрах – ыр ут такăнать,
Пĕр тулхăрать – татах çул тытать.
Начар лашан пĕрре такăнсан
Таканĕсем шăпах тăпăлать.

Хăш чух юр ăстиех йăнăшать,
Пуçне ухса илет – майлашать.
Хăлха çĕртекенсем йăнăшсан
Аса килет вара хай лаша…

Çанталăк çутă мар, çул хура,
Çил-тăманра маяк кам курать?
Пилеш туя çине таянса
Хыпаласа пыран кĕрт-юра.

Ĕмĕтленет этем малалла,
Ăрăскалсем юлать каялла.
Тĕнче вăлттаринче вăлтăнсан
Тата ăçта шăпа ямалла?

Саманисем сакăр тĕслĕ-çке,
Саламатсем виçĕ вĕçлĕ-çке.
Пĕри кăна пире çапăнсан
Аюй! виççĕшĕпех лекет-çке.

Тÿре-шара ялан тÿрĕ тет,
Çĕрте патша, çÿлте турă тет,
Тилли кăна паян ăнсăртран
“Йăлтах вĕсем – этем мурĕ! ” тет.

* * *

Улшуçăсем ай ут улăштараççĕ,
Улма-чăпар утсем тăпăртатаççĕ.
Яш урхамах пек çамрăк ĕмĕре
Аса илсен – куççуль шăпăртатать-çке.

Çăмăлттайсем ай çĕлĕк çавăраççĕ,
Йÿн тавара хакла ай кăлараççĕ.
Иртсе çухалнă çамрăк ĕмĕрсем –
Ним хак парса илме халь çук тавар-çке.

Пусма сутуçисем пусма анлаççĕ.
Аллисенче сар аршăнсем выляççĕ.
Кирек ăçта кайсан та тĕнчере –
Пĕр аршăнра тăватă шит, тăванçăм!

Китайĕсем камит ай кăтартаççĕ,
Пăлат çĕççипелен ай куç пăваççĕ.
Эп ыртăм пурнăç камитне курса,
Кансассăн та пырать мана пăртакçă.

* * *

Карти-карти ай кайăк хур иртет,
Ÿре кайăк хурне ай вăй килет.
Хĕр-ывăл ÿстерсе, ватта супса
Ача ăспех çĕре кĕме тивет.

Çуралнă эпĕ çарамас иккен,
Ăсанăп эп шап-шур кĕпепелен.
Ан сун мана эс, пуп, леш тĕнчесем,
Ку тĕнчере те ывăннă эп, тен…

* * *

Ай-хай ĕçмĕттĕм эп, ĕçмĕттĕм,
Мухмăра шÿрпе пĕçермĕттĕм:
Ÿсĕрле ман пуçăм ыратать,
Урăлла хĕвел те сĕм-тĕттĕм.

Урăях уçланкăран иртсен
Ÿсĕр чăтлăхне пытаниччен –
Хĕрĕнкĕ текен пĕр кайăк пур.
Пăхтарать ялан хăй куçĕнчен.

Вара эпĕ çамрăк, эп пуян.
Таракан та ылтăн вара ман.
Хамшăн хам эп турă та патша.
Тĕнче тикĕс, çутçанталăк тан.

“Ĕç, Тилли, ĕç, – тетĕп эп вара, –
Пĕр курка симпыл, тепре сăра.
Ăсăма ĕçмен-ши-ха тесе
Хушăран юрла пĕрер çавра”.

* * *

Ай-хай юрлассăм пур та, çук ман сассăм.
Кун-çул ик хут килмест пуль çав, туссем.
Кун-çул чăнах ик хут килес пулсассăн –
Иç вилмĕччĕçĕ ырă улпутсем.

Хĕвел кăнтăрларан пĕр сулăнсан –
Каç пулнăнах вара, каç пулнăнах…
Пурне те пуçтарса шухăшласан –
Иртнех, иртнех теетĕн кун-çулна.

Чÿречерен кĕрет шуралнă шуçăм,
Тĕлĕреймерĕм те çĕр кĕскетсе.
Ан хуйхăрсамччĕ, пуçăм, ан йĕр, куçăм,
Çуралнисем те кăлăх-çке тесе.

* * *

Итле эс, ыр хĕртсурт, вучах ăсти!
Паратăп эп сана пăри пăтти…
Кил-вутăма сыхла, ан сÿнтерсем.
Кăвар çумне кăвар эс ту.
Çĕрле хыпаласа ан çÿресем,
Карчăкăма ан тив, асту!

* * *

Ватăлатпăр пуль, Сарпайăм!
Санăн та куç хупанки
Тăртанса ĕнтĕ сархайнă,
Ман юратнă çум çакки!

Ĕлĕкхи хевтÿ ăçта-ши?
Шăпăрт сасă вăрмантан
Илтĕнсен те – хурт карташĕ
Ян янратчĕ санпалан.

Шантарасшăн та юрасшăн –
Эс мана курмассерен
Тăрăххăн сиксе ачашшăн
Чуптăваттăн питĕмрен.

Хирпеле эпир пыруçăн
Эс хавассăн хамлатса
Путене е карăш хыççăн
Ыткăнаттăн алхасса.

Халь эс лăпкă. Салхулантăн,
Васкамасăр, ерипе
Хÿрÿне суллакалатăн
Кив сехет ывăси пек.

Пĕр-пĕрне аван чухлатпăр:
Ăслă куçусемпелен
Ман куçран пăхса хăш тапхăр
Тем калас пек тинкерен.

Кам пĕлет, тен, эс калан-тăр:
“Вилме маннă ку старик!
Пăшалне курми пулсан та
Куян хыççăн кустари?..”

Савнă йыттăм, ватă тарçăм!
Пурнăç – йĕлтĕр йĕрĕ пек.
Шăвăнатпăр-ха пăртакçă
Аслă çулăн хĕррипе.

Аслă çул тăрăх иртеççĕ
Сумлă-умлă упуссем.
Труйкăпа вирхĕнтереççĕ –
Хăнтăр тумлă улпутсем.

Эпĕр çĕлĕк те илместпĕр!
Кутсăр-пуçсăр тăманта
Çав-çавах питĕрĕнет йĕр –
Иĕлтĕрĕн те, труйкăн та.

Урăм-сурăм тăвăл-вилĕм, –
Ир-и, каç-и, – вăл пĕрре
Капланса хускалĕ, килĕ,
Шăлса лартĕ пур йĕре.

Униччен шăватпăр халĕ
Харпăр хамăр халпалан.
Таçта йĕрĕмĕр çухалĕ.
Таçтан килĕ сăлпăран?

Сар Сарпайăм! Иккĕн эпĕр
Йĕкĕрлешнĕ йĕлтĕр пек.
Хăрахшар шăва пĕлместпĕр
Пурнăç хирĕн кĕрчĕпе.

Эс манран малтан вилсессĕн
Тирÿнтен уртмах туса
Çакса çÿрĕп эп тирпейлĕн
Кăвакал-ăсан хурса.

Хам малтан кăнас пулсассăн
Пур йытта вĕчĕхтерме
Хушăп сан мăйна çакмашкăн
Ĕнчĕ куçлă çĕррĕме.

Юрт вара эс куян хыççăн,
Куян пуç кышланă чух
Асăнса ула та хыттăн –
Çавă пултăр ман учук!

* * *

Чие тымарĕнчен пĕр чĕлĕм турăм,
Кăпчанкăран эп аврăм чăпăкне,
Савăнăçпа та, хуйхăпа та туртрăм,
Сисмерĕм те кун-çулăм иртнине.

Çăка çăпанĕнчен эп алтăр алтрăм,
Шăтăкласа тĕрлерĕм аврине,
Сирсе сирĕлейми симпыл тултартăм,
Сисмерĕм те кун-çулăм иртнине.

Вĕренерен эп купăс ăсталарăм,
Хĕр пилĕкĕ пек турăм варрине.
Пĕр савăнса, пĕр хурланса каларăм –
Сисмерĕм те кун-çулăм иртнине.

* * *

Пĕчĕкçеç тăваткăл куçкĕски.
Тума пĕлнĕ те иккен ăсти!
Ир тăрсассăн та тытса пăхаттăм,
Каç выртуçăн та тытса пăхаттăм,
Астумарăм, тантăшăм, туймарăм:
Нар пек хĕрлĕ питĕм пĕтĕмпех
Пĕркеленнĕ кайнă пĕлĕм пек.

Урхамах та пуçлă йĕс тура
Пиçиххи çинчехчĕ ман çумра.
Ир тăрсассăн та пуçа тураттăм.
Каç выртуçăн та пуçа тураттăм.
Астумарăм, тантăшăм, туймарăм:
Пăрçа лавĕ евĕр çÿçĕмпе
Кукшаланнă юлнă йĕтем пек.

Ик кашта шур чăххăм пурччĕ ман,
Вăтăр икĕ шăлăм пурччĕ ман.
Пăтавкка тулла çыртса йăтаттăм,
Çĕнĕ сÿс тăлла çыртса тататтăм,
Астумарăм, тантăшăм, туймарăм:
Хавшаса каяйнă каштамсем,
Вĕçнĕ аннă шурă чăххăмсем.

Пăсташа тавран куç пурччĕ ман,
Пăхаймастчĕ куçăмран тăшман.
Тинкерсессĕн йывăçа хăртаттăм,
Лашама виç çухрăмран паллаттăм,
Кăнтăрла та çăлтăр эп кураттăм.
Шел, вилсен сая каять, мăнтарăн:
Куçăм халь те витĕр çивчĕ ман.
Кама эп пиллем-ши куçăма?

* * *

Ни Киремет, ни Пÿлĕх, ни Хăрпан
Мана хăтараймарĕç ватлăхран.
Кун-çул вĕçне тухатăп эп пĕччен,
Чун сивĕнчĕ пур ырă-усалтан.

Чÿклерĕм чÿк эп, тытрăм ураса,
Пĕтертĕм сум пĕр пуслăх упраса.
Анчах уйăраймарăм халиччен
Турăшпала пăрахăç турпаса.

Эп куртăм хĕвеле те уйăха,
Эп пĕлтĕм пурлăха та çуклăха.
Мĕскершĕн ман тата юлашкинчен
Чун вăрăнчĕ çак пысăк хурлăха?

Çуралнă эп çут тĕнчене – рахмат.
Йĕр тунă эп çак çĕр çине – рахмат.
Мĕскершĕн эп йăлт хăнăхса çитсен
Пурне те тивĕç харăс пăрахма?

Тĕнче манпа пуйрим ĕнтĕ? – Ай-хай…
Ман хыççăн вăл юра ерим? – Ай-хай…
Мĕн-ма – тăпра кăмпи – эп çĕнĕрен
Тăпра пулмашкăн тивĕç, калăр-ха?

* * *

Ăрăмçăсем ăрăм тунипелен
Вăрăмлатаймĕç ман ĕмĕрĕме.

Асамçăсем асам суннипелен
Аслăлатаймĕç хĕсĕк чĕреме.

Пуп таврашсем пруçвер кăларнипе
Пурĕпĕрех эп иккĕ пурнас çук.

Мулла шăрçа суса ухăтнипе
Мул хушмĕ ман тустарăннă кун-çул…

Тытам-ха эп сĕрме купăсăма,
Сĕрем-ха эп – сирем шухăшăма.

Шур старикрен тăвам эп кĕрнÿкер,
Кинемейрен тăвам тухьяллă хĕр.

Хĕрĕсене хĕрхи пек вĕçтерем,
Каччисене кисип пек сиктерем.

Ыр курăр, ял-йышсем, хам пур чухне,
Мансамăр пĕр самант пурне-çукне.

Ăçтан пĕлес: тен, эп çĕре кĕрсен
Вăййи-кулли те пĕтĕ Сиктĕрмен…

* * *

Купăсăмçăм тăватă хĕлĕхрен.
Çак çутçанталăкăн тăватă ен.
Эсир тăваттăн пĕр тăван иккен,
Ывăлăмсем, мĕскер сире пиллем?

Çурхатпалан ĕçсессĕн те çитет,
Пÿрнескепе ĕçсессĕн те пĕтет,
Пĕрле пурăннине мĕскер çитет?
Кала-ха, аслă ывалăм, итлем.

Иккĕленсе пуçне пĕшкĕртекен –
Ман иккĕмĕш ывăлăмçăм иккен.
Ан иккĕлен; ик юплĕ çенĕке
Пĕрер кĕлтех тиреççĕ, ху пĕлен.

Вăтанăçлăн курка тыттаракан
Вăталăх ывăл мар-ши çавă ман?
Вăта пÿрне – чи вăрăмми, ан ман,
Анчах пĕччен ăна та вăй килет.

Ик хăлхаран тытса чуптăвакан
Вăл кĕçĕн кĕрнÿкерĕм мар-ши ман?
Ăру асси, ачаш кăна айван.
Пуçу çине çăвăнтăрах телей!

* * *

Ан макăрăр, кил-йышăм, маншăн,
Ан макăрăр, тăван-пĕтен,
Ан макăрăр, ыр кÿршĕм-аршăм,
Ял-йышăм, эп çĕре кĕрсен.

Сăпайлă ывăл-хĕрĕм, кинĕм,
Пĕр пурнăçăн пурах пĕр вилĕм,
Пурнатăн чыслă – чыслă вил.
Пехил!

Эпир пĕр тымартан ĕрченĕ,
Тăван-пĕтен, пĕр йăх сĕткенĕ.
Çĕр çул сунать сире ман пил:
Пехил!

Ыр кÿршĕм-аршăм, Вăта кассăм,
Асăрсенче юлать ман сассăм,
Хушшăмăрта вĕрмерĕ çил.
Пехил!

Ял-йышăм, савнă хура халăх,
Çак çут тĕнче пире хăналăх,
Хăна ăсанчĕ – пушă кил.
Пехил!

Тăван çĕршыв, вăрман та улăх,
Санран çуралнă, санăн пулăп:
Эс патăн чĕрĕ хал, эс ил.
Пехил!

* * *

Юман хăма çуртартăм, тупăк турăм
Манран юлакансем чăрманмасса;
Хăма хушшисене сар ăвăс пусрăм –
Кĕрхи-çурхи шывсем сăрхăнмасса.

Ак ĕнтĕ ĕмĕрлĕх кил-çуртăма
Куллен курса тăратăп куçпалан.
Ман шухăш – тĕнчерен уйăрăлма
Тĕнче хамран уйрăличчен малтан.

* * *

Çуралнă эп чышка чăмăртаса –
“Çак çутçанталăк – манăн! ” тенĕ пек.
Вилсессĕн выртăп пÿрнене сарса, –
Пĕр ывăç пурлăха та илмĕп тек.

Манран тухман, манпа пĕтмен йăла:
Пăрахăр çĕр çутилĕх пилĕк пус.
Алтса пытарăр та юрла-юрла,
Ташла-ташла салантăр килнĕ тус!

* * *

Кулать иккен пиртен çак çутçанталăк.
Хĕвелĕ, уйăхĕ – йăлтах кулать:
Тепле пĕрре яр уçăлать те алăк,
Ĕмĕрлĕхех шарт хупăнса юлать.

Ăçтан эпир кунта килсе кĕретпĕр?
Ăçта тухса каятпăр? – Кам пĕлет!
Çил тапранать – хăйăрлăхра пĕтет йĕр,
Лÿшкентерет – хура çĕрте пĕтет…

Нумай çухалнă пуль йĕр шутласассăн!
Этем таптанă ĕмĕр хăй Çĕрне.
Çапах та эп хамран килес пулсассăн
Хăварăттăм хам çăпатам йĕрне.

“Ытарлă калаçатăн-и, чăнах-и?” –
Теме пултарĕç тантăш-пĕлĕшсем.
Мĕн çăпати! Çапла пырать сăмахĕ…
Пĕр юррăм юлтăр та – рехмет теем.

* * *

Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать.
Ан тăкăрсам куççулĕ ман çине:
Чун вырăнне татах чун хушăнать,
Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене.
Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать.

Ан тăкăрсам куççулĕ ман çине, –
Тăварĕ ларĕ куçăр шăрçине.
Тăвансенчен каймастпăр инçене,
Выртсан выртатпăр хамăр çĕр айне.
Ан тăкăрсам куççулĕ ман çине.

Чун вырăнне татах чун хушăнать,
Тĕкел çумне хăрах килех тăрать.
Çурхи курак пăт-пат курăнкалать,
Кĕрпе каюçăн – пĕлĕт хупланать.
Чун вырăнне татах чун хушăнать.

Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене:
Вăрман пек йышăм юлчĕ ял çине.
Хĕрхенмелле камалсăр çынсене:
Ют çын хупать вĕсен куçĕсене.
Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене.

Элчелĕм çитрĕ, куçăм хупăнать. –
Пур ĕмĕт те пĕр харăс сыпăнать,
Мĕн шырани йăлтах халь тупăнать,
Йăлт ывăç тăприне вăл пухăнать.
Элчелĕм çитрĕ. Куçăм хупăнать.

1933-1940

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Responses

  1. Хури ][ Петĕр Хусанкай – Vula Căvašla Avatar

    […] мар поэмă пулин те, ку сăвăра Хусанкайăн ытти (уйрăмах Тилли Юррисем) сăвăсенче палăракан тĕн шухăшĕсем тата пĕтĕмĕшле […]

    Килĕштерес

  2. Халăх Сăмахлăхĕ – Вула Чăвашла Avatar

    […] К. В. Иванов-Пăрттан «Нарспине», П. П. Хусанкайăн «Тилли юррисене» уçса пăхăр-ха — вĕсем пĕтĕмпех халăх сăмахлăхĕнчи […]

    Çакă килĕштернĕ 1 çын

  3. Владимир Левуков: Халăхăн мухтавлă ывăлĕ – Вула Чăвашла Avatar

    […] ялсем», «Сиктĕрме», «Аслă чĕре», «Пулчĕ вăрçă», «Тилли юррисем», «Кунçул тÿпинчен» сăвă ярăмĕсем; «Çирĕм улттă», […]

    Çакă килĕштернĕ 1 çын

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас