WordPress-а каллех 30% таран куçарайрăмăр. WordPress.com вăл блог тата вебсайт ăсталама май паракан чи платформăсенчен пĕри. Чăвашла сайтсене кунта тапратма пулать.
Куçару страницине тÿрĕ каçă.
Малаллине вуласWordPress-а каллех 30% таран куçарайрăмăр. WordPress.com вăл блог тата вебсайт ăсталама май паракан чи платформăсенчен пĕри. Чăвашла сайтсене кунта тапратма пулать.
Куçару страницине тÿрĕ каçă.
Малаллине вуласТурă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.
Малаллине вуласАлексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Етĕрне уесĕнче Кушлавăш ятлă чиркÿлле ял пур. Çав ялтан инçех те мар сăрт çинче, вăрман хĕрринче аякранах хĕвеллĕ кун хăйĕн хĕресĕсене йăлтăртаттарса-çутатса Кушлавă ятлă мăнастир ларать. Çулла пулсан та çав мăнастире таçтан-таçтан йĕри тавра чăваш халăхĕ пуçтарăнать. Уй чухне вара пÿртсенче шăнăçайманнипе çынсем урамра та çывăраççĕ. Кăнтăрла кĕлĕрен тухса каннă вăхăтра картиш варринче тата Кушлавăш шывĕ хĕрринче курăк çинче хĕрарăмсем хур ушкăнĕсем пек шап-шур курăнса ушкăнĕ-ушкăнĕпе лараççĕ.
Малаллине вуласВасилий Сбоев —… Тĕплĕнрех→
Кам чăвашсен тăрăхĕнче пулнă, вăл чăвашсем тавçăруллă, тăрăшуллă, маттур çĕр ĕçченĕсем иккенне асăрхамасăр юлман ĕнтĕ. Хăйсен çĕр лаптăкĕсене вĕсенчен кам та пулин тислĕкле-месĕр вырттармасть, тырра вăхăтра вырмасăр, йĕтем çине турттармасăр тата çапмасăр пĕр чăваш та хăварас çук. Ку енĕпе вĕсем кунти вырăс хресченĕсенчен чылай мала кайнă.
Малаллине вуласН. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→
Чăваш халăхĕ Сăпай Ваçук ятне асра тытать. Ун çинчен тĕпчевсем çеç мар, илемлĕ хайлавсем те çырнă (Хветĕр Уярăн «Сăпай Ваçук» повеçне «Сăмах мехелĕ» (1980), «Одно слово» (1987) кĕнекесенче пăхăр). Тĕрĕк халăхĕсен йăли-йĕркине, ăс пурлăхне тĕпчекен Василий Сбоев Чулхула кĕпĕрнинчи Хуратук (Чернухи) ялĕнче тиечук килĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Афанасий Яковлев, ăна хăй çулĕпе янă: Хусанти тĕн училищинче тата семинарийĕнче вĕрентнĕ. Хусантан Василий Сбоев Питĕрпура тĕн академине вĕренме кайнă. Унтан магистр степеньне илме тивĕç кандидат ячĕпе вĕренсе тухнă. 1833 çулта хăй вĕреннĕ Хусанти тĕн семинарине чиркÿ историйĕпе грек чĕлхине вĕрентме таврăннă. Хусантан ăна Чĕмпĕре куçарнă, унта та библипе чиркÿ историне, канон правипе археологи тата нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. 1841 çулта Хусан университетĕнче вырăс тата славян сăмахлăхĕн магистрĕ пулса тăнă, кĕçех ăна вырăс сăмахлăх кафедрин адъюнктне суйланă. Хусан университетĕнче Б. А. Сбоев 1850 çулччен ĕçленĕ.
Малаллине вуласЙуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.
Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас
Пирĕн эрăчченхи 1-мĕш ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн 9-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăр. Тĕрлĕрен палăксем çинче тĕрĕкле çырнă текстсем пур. Чăвашсемпе тÿррĕн çыхăнтарма пулаканнисем çуккине кура ăсчахсем чĕлхе тĕлĕшĕнчен пирĕнпе пĕр пекрех халăхсен литературине тишкереççĕ… Тĕплĕнрех →
Малаллине вулас730-мĕш çулта туса лартнă Тонйукук палăкĕ 2,25 м тата 1.70 м çÿлĕш икĕ чул юпаран, çырăвĕсем пурĕ пĕрле 62 йĕркерен тăраççĕ. Авалхи тĕрĕк рунисене сылтăмран сулахаялла вуламалла, “—-” йĕрпе кăтартнă вырăнсем чул çинче сăтăрăлса пĕтнĕ. Турккăлла куçарури скобкăр е тăваткăл скобкăрисем текста ăнланма пулăшмашкăн хушнă вырăнсем.
Малаллине вулас