Ĕмĕт

Гурий Комиссаров (Вантер) Курăк çеçки пулăттăм: Тутлă шерпет ĕçĕттĕм, Капăрланса ларăттăм – Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм. Партас пулă пулăттăм: Çутă кÿлĕре ишĕттĕм, Йăр-йар чăмса выльăттăм – Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм. Шăпчăк кайăк пулăттăм: Сад пахчинче вĕçĕттĕм, Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, – Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм. Ăмăрткайăк пулăттăм: Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм. Пĕлтрен çÿлте явнăттăм – Чуралăха пĕлмĕттĕм. 1908

Чăваш ачисене – хăйсен чĕлхипе вулама

Çак кĕлле тата Николай Золотницкий ертнипе Святой Гурий пĕрлĕхĕ пухса хатĕрленĕ “Чуваш кнеге” ятлă çырма-вулама вĕрентекен букваря 1870 çулти Нарăсăн 10-мĕшĕнче Хусанта алă пусса çутта тухма ирĕк панă. Паян çавна аса илер: Ыра кумулла мун (асла) Тора! чуваш ачизэнэ полжах хойзэнь чильгибэ волама посьламашкын, лаих успала, таза чирéбэ Эзе пыны сакона тюре пильмэшкын, ашше амыжа […]

Геннадийĕн усси пур-и?

Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. “Хĕрлĕ мăкăнь” произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют […]

VulaCv-WordPress 2 çул

VulaCv WordPress платформинче тухма пуçланнăранпа икĕ çул тулчĕ. Çак хушăра “Вула чăвашла” вулаттаракан сайт нумай текстсемпе, уйрăмах прозăпа тулчĕ. Тĕнпе килĕшÿллĕ пурăнакансемшĕн Турă хавхипе çырнă кĕнекесене чăвашла тупса вулассине чылай çăмăллăх кÿтĕмĕр. Тинех, Библин чылайăш кĕнеки сайтра пур. Литература произведенийĕсене кĕртнĕ чухне те, вĕсене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сиенлĕх енчен чи пĕчĕк, курттăм виçепе те пулин хаклатпăр, […]

‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs

Пĕр блоггер Геннадий Айхи пухса кăларттарнă Чăваш литературин анталогийĕнче хăйне тĕлĕнтерекен, туйăм вăратакан сăвăпа паллашать. Спиридон Михайлов çырнă сăвă ăна Морокко юрăçин сăввине аса илтерет. Çакă каçăпа усă курса паллашма пулать: ‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs Спиридон Михайловăн сăввине асăнса хăварсан та лайăх: Юнкă Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван […]