Мулкач

Пулмасла халап

Эпир пĕррехинче асаттепе сунара кайрăмăр, пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кÿскепе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.

Малаллине вулас

Куян тус

Сăвăлла юмах

Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.

Малаллине вулас

Мăйăр юмахĕ

Вĕçсĕр юмах

Чăхпала автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ тет те чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ тет. Пырать чăх çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ тет.

— Чăхă, чăх! Ма макăратăн? — тесе ыйтаççĕ унран.Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Павел Егоровъ.


Авăн 14-мĕшĕ

Пайанхи кун Іисус Христосăн хĕресне хисеплесе праçник тăваççĕ. Іисус Христоса іудейсем кураймасăр хĕрес çине пăталаса вĕлернĕ. Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, пĕлĕт çине çĕкленсен кайран, Христоса пăталанă хĕресе іудейсем таçта çĕр айне пытарса хунă, —Христос çуралсан кайран пĕр виçĕ çĕр çул ытла иртсен, грексен патши Константин вăрçа кайнă. Вăл тăшмана хирĕç тухас умĕн, кăнтăрла пĕлĕт çинђе хĕрес палли курнă, вăл хĕрес çиçĕм пек çиçсе тăнă. Малаллине вулас

Турă Амăшĕ ача чухнехи

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Павел Егоровъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Пайанхи кун Турă Амăшĕ çуралнине асăнса праçник тăваççĕ. Турă Амăшин ашшĕ Іоаким йатлă пулнă, амăшĕ Анна йатлă пулнă. Вĕсем хăйсем пит ырă çынсем пулнă, Турă законне тытса пурăннă. Анђах вĕсен ађа-пăђа пулман, çавăнпа вĕсем пит хуйхăрнă. Вĕсем ађа, çук пирки хуйхăрса пĕр май Турăран: пире ађа пар, тесе йăлăннă. Турă вĕсен кĕллине илтсе вĕсене ађа курмалла тунă: Iоакимпа Анна ватăлса çитсен, вĕсен хĕр ађа çуралнă, ăна вĕсем Марія йатлă хунă. Ашшĕ-амăшĕсем—Іоакимпа Анна хăйсем ырă çынсем пулнă, ађи те вĕсен пит ырă пулнă. Çав Марія Хĕртен вара Христос Турă ÿтленсе çуралнă.Малаллине вулас

Сентябрь

Ю. Петров: Сентябрь ирĕ

Ю. Петров


Сентябрь ирĕ

Йăл-йăл кулса килет хĕвеллĕ ир,
Вĕçет хĕлхем тăкса саралнă çулçă.
Чĕре çунатлă, кăмăл ырă, уçă:
Шкула васкатпăр ушкăнпа эпир.
Сыв пулăр, уй-хирсем те çарансем, —
Çу каçипех ĕçлерĕмĕр хастаррăн.
Пире ялан савса кĕтетчĕç мар-и
Çырлаллă вар, кăмпаллă вăрмансем…
Телей шевли çиçсе вылять питре,
Утатпăр çепĕç туйăмпа хаваслăн.
Умри çулсемĕр ĕмĕт евĕр аслă,
Тавралăх ытармалла мар хитре.

Чăваш

Гурий Комиссаров (Вантер)


«Чăваш – йăваш халăх,
Чăваш – ырхан халăх,
Чăваш – теттĕм халăх,
Чăваш – чухăн халăх.

Юсаймĕ вăл пурăнăçне,
Кăтартаймĕ хăватне,
Чыслă халăх пулаймĕ,
Хăй культурине усраймĕ», –

Çапла çынсем калаççĕ,
Пирĕн çине шанмаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх,
Чăваш – вăл пĕтнĕ халăх…

Анчах чăваш ĕçчен-ха,
Унăн хастар пĕтмен-ха:
Кунĕн-çĕрĕн вăл ĕçлет,
Начар çĕрне кукалет

Вĕренме вăл ÿркенмест,
Кĕнекерен йĕрĕнмест;
Ăсталăха юратать,
Малаллах тапаланать.

Шанатăп: чăваш пуçĕ
Ăспа тухĕ-ха мала;
Унăн уçăлĕ куçĕ:
Пăхĕ ялан çутталла!

Вĕренсе çутта тухнипе
Чăваш юсĕ пурăнăçне,
Ăсталăха пĕлнипе
Хуса çитĕ çынсене!

Чĕмпĕр, 1903, январь.