Кай, кай Ивана ][ Николай Айзман

Николай Айзман


Виçĕ пайлă музыкăллă комеди

Sijen1

• Чăнлăха пăccа элеклени

• Ырă мар тĕслĕх (Суицида пули-пулми япала пек кăтартни)

Чăваш драматургийĕн классикăлла хайлавĕ. Николай Спиридонович Айзман ăна 1955-мĕш çулта, Василий Воробьев композитор тата Никифор Ваçанкка сăвăçă хайланă “Кай, кай Ивана” юрăпа хавхаланса çырнă. Халăх çак юрăна питĕ юратнă.
Пьесăна Чăваш Енĕн профессионаллă театрĕсенчен 1955-мĕш çулта пĕрремĕш хут лартнă хыççăн 20 çул хушши темиçе хут та кăтартнă. Драма кружокĕсемпе халăх театрĕсенче “Кай, кай Ивана” спектакле кăмăлласа вылянă. [Чув.Энц.]
Пьесара ĕлĕкхи йăларан тăрăхлани, çыннăн ирĕкне хÿтĕлени тĕп вырăн йышăнаççĕ [Чув.Энц.]. Ĕлĕкхи йăласене автор камăннине кура уйăрмасть, авалхи чăваш йăли-йĕркине (хулăм, хĕр вăрласси) Христос тĕнĕн паллисемпе пĕлмесĕр е ятарласа пăтраштарать. Çын ирĕкне хÿтĕлесси тени, ахăртнех, Анюк ятлă тĕп персонажа вăйпа качча парассине хурлани. “Вăл тискер йăла халĕ те пĕтмен-и?” тесе ыйтать комсомолец Хветĕр. Анчах вулакан е спектакле куракан пьесăри информаци тăрăх авалхи йăлана объективлă хак парса, ăнланма пултараймасть, япăх пулнине туйăм-сисĕм урлă вĕренме тивĕçет кăна.

Илемлĕхĕ енчен пьеса пуян та илĕртÿллĕ. Автор чĕлхепе питĕ ăста усă курса куç умне вăр-вар диалогсем, чĕрĕ персонажсем кăларса тăратать.

 

 Комедири çынсем

Пĕрремĕш пайĕ

НАÇТАÇ — тăлăх арăм.
АНЮК — унăн хĕрĕ.
КĔТЕРУК — Наçтаçăн йăмăкĕ.
ХВЕТĔР—ялти каччă (комсомолец).
МИША, ПĔТЕР  —Хветĕрĕн юлташĕсем (комсомолецсем).
ПРАСКИ — ватă хĕр.
ЙĂКĂНАТ — ялти кулак, нэпман.Read More »

Эс чирлĕччĕ ][ Геннадий Айхи

Эс чирлĕччĕ. Пуçна усса çÿрерĕн,
Салху шальпе хупларăн çут сăнна.
Хам чирлĕ пек, эп ним тума пĕлмерĕм
Çапла эп пултăм— айккинчи кăна.
Халь эс хаваслă, сăн-питÿ те уçă,
Ăна хура пĕркенчĕк пĕркемест.
Ман кăмăла хупланă тĕксĕм тум çеç
Епле сирес тесен те сирĕлмест.

1952

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн ][ Геннадий Айхи

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,
Сив сăнра вара — нимĕн те çук.
Ыр сунам пек тăван,— амантасшăн!
Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

Чĕрÿне тăнламастăн эс халĕ,
Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.
Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,
Туслăха — тупаймастăн унпа.

1953

Тилли Юррисем

Sijen2

• Тĕн

пăтрашăвĕ,

тĕшмĕш,

ăрăм

• Ырă мар

тĕслĕх

Хусанкай Петр Петрович – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]

Хусанкай пултарса хăварнă эткерлĕхре поэзин мĕн пур жанрĕсем (кĕске эпиграммасенчен сăвăллă роман таранччен), тĕрлĕрен сăвă виçи, строфа тата ритм тĕсĕсем пур. [Чув. энц.]

Унăн сăввисем малтанах “Сунтал” журнал урлă халăх умне тухаççĕ. (1924), 1928-мĕш çулта вара “Уяртсан” ятлă сăввисен пуххи кĕнеки тухать. [Чув. энц.]

Критиксем Хусанкай ĕçне пĕр пек хак паман, поэтăн 20-30-мĕш çç. çырнисем тата куçарнисем национализм тата декаданс витĕмĕ курнă юхăмсен шутне кĕреççĕ. 1962 çулта кун çути курас “Тилли юррисем” ярăма та Хусанкай 38-39 çулсенче тĕрмере ларнă чухне çырма тытăнать. [Чув. энц.]Read More »

Кĕр енне çулсем тап-такăр ][ Геннадий Айхи

В. Пыркина

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Янкăр уяртан-тăр-и,
Юриех çуран утатпăр,
Калаçма тесе — юри.

Вунă çул пĕрле вĕреннĕ,
Ларнă иккĕн юнашар,
Халĕ, уйрăлма тивсен ак,
Пĕр сăмах та путлĕ мар.

Шÿт тума ăстаччĕ шав эс,
Халь — пуплетĕн ерипе…
Молотилка кĕрĕ-шавĕ —
Пăрçасем ташланă пек.

Инçетре хуллен пуçларĕç:
«Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт…»
Пур çĕрте те хаклă мар-и
Хамăр ен те хамăр çурт.

Грузовик иртсе çухалчĕ —
Тутăр сулчĕçĕ хĕрсем…
Яланах асра пулсанччĕ
Çакă кĕмĕл эрĕмсем.

Хурсене пĕрле пухасшăн
Ачапча йăслать, куран.
Тек чупаймăпăр, юлташăм,
Хăмăл çийĕн çаруран.

Сукмаксем халь уйрăлаççĕ:
Йăлтăр кÿлĕ хĕррине
Шăвăнса вĕсем тухаççĕ,
Улăхаççĕ ту çине…

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Çат выртать машин йĕрри.
Юлашки тесе утатпăр
Юриех çуран, юри.

1953