Атнер Хусанкай: Кĕрле, Пăлхавăрлă Сăрнайăм!

(Критикăпа биографи очеркĕ)

Авторĕ: Атнер Хусанкай


d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Василий Егорович Миттана курма тÿр килнĕ чухне эпĕ çич-сакăр çулхи ачаччĕ. Паллах, ун чух эп вăл мĕнлерех çын иккенне ăнланман, ăнланма та пултарайман. Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ ман асăмран каймасть…

«Чăвашсен çепĕç лирикĕн, шухăш пăлхавçин, сократла философĕн» (М. Илпек) эпетлĕхпе пултарулăх ĕçĕнчи паттăрлăхне ăнланасси патне çывхарма тытăниччен сахал мар çул иртрĕ… Эпĕ йĕркеленĕ хроника Митта мĕнле çын тата поэт пулнине пĕтĕмпех уçса парать теме çук, çитменнине, вăл «ЖЗЛ» жанрне тĕпе хурса çырнăскер те мар. Ку — поэт шăпине ăна пÿрнĕ тĕрлĕ инкек-синкекпе сахал савăнăç витĕр йĕрлесе тухма хăтланни кăна.[i]Малаллине вулас

Кăрлач

Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.Малаллине вулас

Çил çуна

 

Иван Шухши


Çил çуна

  • Ачасем, пĕлетĕр-и эсир çил çуна мĕн япалине, курнă-и эсир ăна? Тен, ларса ярăнса та курнă? Çук-и? Итлĕр апла пулсан. Ку вăл ман пуçран шухăшласа кăларнă япала мар. Унашкал мыскарасене шухăшласа кăларма пулать-и?!

Сăмахĕ манăн Миккуль тусăм çинчен-ха. Ну, ытла та тем те шухăшласа кăларать-çке вăл! Пысăк ăстаçă. Ракета, самолет, çилкĕçлĕ (парăслă) карап кÿлеписене ăсталарĕ. Шифоньер тăрне  хăпартса лартмалли е çиппе çыхса маччаран çакса ямаллисене мар, чăн-чăннисене, вĕçекеннисене! Вĕçтерсе те кăтартрĕ. Ракетине вĕçтерсе янă чухне пушар та сиксе тухнăччĕ. (Юрать- ха, пушар сÿнтерекенсем вăхăтра сиссе ĕлкĕрнĕ…) Вăл-ку усалли тĕп пултăр та… Ун пирки мар-ха манăн сăмахăм, ун çинчен тепĕр чухне тĕплĕнрех каласа парăп. Халĕ манăн сăмах урăххи çинчен. Мĕн çинченччĕ-ха? Э-э, çил çуна çинчен пуçларăмăр мар-и сăмаха.Малаллине вулас

Кĕрхи илем

Митта Ваçлейĕ


Кĕрхи илем

Кĕрхи сăнарăн пур ĕлккемлĕх,
Чуна кайса тивен илем.
Çунаççĕ çулçăсем хĕлхемлĕн,
Вĕçсе иртеççĕ кайăксем.

Пăлан пек ĕнесем çÿреççĕ
Пас тытнă çеремсем çинче.
Хĕвелĕн пичĕ пĕчĕкçеççĕ
Ирхи тĕтрелĕх хыçĕнче…Малаллине вулас