Радонежри Хăватсем Тăвакан Таса Пурăнăçлă Сергійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани

Михаилъ Даниловъ


Авăн 25

Тăвансем! Пайан Ђиркÿ Радонежри хăватсем тăвакан таса пурăнăçлă Сергійе асăнса праçник тăват̌. Вăл пĕр 500 çул маларах пурăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Кириллпа Марія питĕ ђаплă, пуйан, Турра ĕненсе пурăнакан çынсем пулнă. Св. Сергій малтан Варфоломей йатлă пулнă. Вăл шкулта та пит нађар вĕреннĕ. Вăл пĕрре вăрманта кĕл-туса тăракан ватă монаха тĕл-пулнă. Ватă монах Варфоломейе хăй ыйтнине кĕл-туса пилленĕ те, унтан вара вăл шкулта та лайăх вĕрене пуçланă. Вăл ÿснĕçемĕн лăпкăланнă; ыттисемпе выљаса-кулса çÿрес вырăнне, Турă кĕнекисене вулама йуратнă. Малаллине вулас

Мамич Пертей: Căvash Halăh Pit Văjlă

Hura vărmanta juman şuk,
Juman şuk ta vărman şuk.
Hura halăhra pattăr şuk,
Pattăr şuk ta halăh şuk

Sară kajăk jurri hitre,
Cepcen jurri te hitre.
Ikkĕsh te pĕrle jurlasan,
Purnăş tata ta hitre.

Căvash halăhĕ pit văjlă,
Şarmăs halăh ta văjlă.
Şak ik halăh tuslă çuhne
Parănas şuk nimle jutsene