Юлашкинчен калани (Василий Волгин çинчен) ][ Al’părt Kanash / Альберт Канаш

1953 çулхи çуркунне.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — тенĕ хыççăн чаршав уçăлчĕ те, ман пÿлĕме пĕр çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Кĕлетки çÿллĕ, çирĕп, пăхсан-салтак ятне кĕнĕ каччă темелле. Сăн-сăпатран пит чипер çын.
— Волгин чăрмантарас тет-ха сире, — хаюсăртарахМалаллине вулас

Advertisements

Ма йĕретĕн, Муза? ][ Vassilĭj Volkĭnn / Василий Волгин

Ма йĕретĕн, Муза?
Ма куçна шăлан?
Чĕнменрен-и, тусăм,
Темĕн тунсăхлан?

«Вăрман тăрри тикĕс», —
Тенĕ чăваш çынĕ.
Ман кун-çулăм тирĕс,
Тикĕс пек пулин те.

Хăшпĕр чухне вăрттăн
Сивĕсем çитеççĕ.
Ун чух хĕлĕхсем те
Пăрпа витĕнеççĕ.

Ак часах çĕнтерĕ
Çут хĕвел хăвачĕ.
Хĕлĕхсем те юрă
Çĕнĕрен шăратĕç.

1954

Тунсăх ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Кĕркунне сăнĕсем илĕртеç таврара:
Вăрман ылтăн тумпа пĕркенет,
Лăпкă-лăпкă садри шăнкăр-шăнкăр шывра
Кĕленче пек тӳпе чӳхенет.

Астăватăп аван: иртнĕ çул та çапла
Кавир пек ешеретчĕ калча.
Ун чухне эп пĕрремĕш хутчен санпала
Тĕл пулсаттăм—именчĕк ача.

Сан çинчен шăп çулталăк айван пуçăмпа
Шухăшларăм эп сăвăласа.
Юрату ăшшипе хĕрнĕ яш чунăмпа
Эп шанаттăм эс те савасса…

Кĕркунне кунĕсем илĕртмеççĕ текех,
Курсанах вĕсен капăр сăнне,
Эсĕ сулхăн, сив кăмăллă пулнă пекех,
Тем хĕсет манăн яш чĕрене.

Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.

Савнă тусăм тухсамччĕ… ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Кăн-кăвак тӳпере çутă çăлтăр
Паçăрах йăлкăшать йăлтăр-йăлтăр.
Вăйăра та паян тунсăхларăм,
Çавăнпах-ши ăна эп сăнарăм.

Тантăшсем савăнса юрласан та
Ман юрлассăм килмерĕ çав темшĕн,
Ах, чĕремçĕм, кама тунсăхлатăн?
Мĕнле савăк сăмах эс илтесшĕн?

Пилĕк çул ăна кĕтрĕм — сахал-им?
Ун çинчен çеç шутларăм — ахаль-им?
Паян çитрĕ яла кĕтнĕ сар хĕр,
Ун вăййа тухмаллаччĕ-çке кĕçĕр.

Анчах çук, вăл тухман кĕçĕрхи çĕр,
Хавас мар вăйăра чун-савнисĕр.
Савнă тусăм, тухсамччĕ, кĕтетĕп
Чăтас çук, ху патнах халь вĕçетĕп.

Шартах сикрĕ сасартăк чĕреçĕм,
Илтрĕм эпĕ: «Сывах-и, чĕкеçĕм»
Умăмрах ав, çиçет йăлтăр-йăлтăр
Пуçне çыхнă кĕрен пурçăн тутăр.

1954

Юлташăм, куратни, çитет кĕркунне ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Алик Петрова
Юлташăм, куратн-и, çитет кĕркунне?
Кам савмĕ ун ылтăн та капăр тумне
Часах уйрăлатпăр, часах ăсату, —
Кĕтет сана пысăк хула, институт.

Халь эсĕ каятăн; анчах та нихçан
Пĕр тантăшсемпе туслăха эс ан ман.
Уйри сукмака, шăматкун каçсене,
Ачалăхри пысăк çут ĕмĕтсене.

Эпир ак юлатпăр кунтах. Вăтам шкул
Пире те çул парĕ. Анчах килес çул…
Сана ăшăтинччĕ ман савнă салам,
Телей те сĕнем, ырă сывлăх сунам.

Ăсла-шухăшла, сан ĕçӳ тӳпере
Çӳретĕр вĕçсе çӳлерех, инçерех.
Юрат çынсене, пул хастарлă ялан,
Тăван халăхна нихăçан та ан ман.

Юлташăм, часах-çке çитет кĕркунне
Çитет пĕркенсе капăр ылтăн тумне.
Часах эс каян вĕренме: Сывă пул,
Сунатăп сана чи телейлĕ кун-çул.

1953

М. Ф. Фёдорова аса илсе ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

«Виснер хĕрне çитсессĕн»…
(«Арçурирен»).

Илĕртет чуна çурхи илемлĕх,
Тишкерет ман куçăм пит инçе.
Тантăшсем, çӳрер-ха асилмелĕх
«Арçури алхаснă» уйсенче.

Çулпала утатпăр васкамасăр,
Ак, ем-ешĕл курăклă Виснер.
Ку çырма çынчен эсир мĕн калăр?..
Сăвăçа, атьсемĕр, асилер.

Сылтăмра поэтăн тăван ялĕ,
Çĕнелсе çĕкленнĕ Хурапха.
Лавраçа, Хĕветĕре тек халĕ
Арçури çӳреймĕ хăратса.

Пирĕн сăвăç çав ялта çуралнă,
Ячĕ унăн—ĕмĕр хисепре,
Вăл—тăван поэзие пуçарнă,
Ырă ĕмĕт суннă вăл пире.

Чунăма туртать кунти илемлĕх,
Куçăм тинкерет-çке инçете.
Тантăшсем, çӳрер-ха, асилмелĕх
Федоров юратнă уйсенче.

1954

Ирхи тĕлпулу ][ Vassilĭj Volkĭnn / Василий Волгин

Ирсерен эп ăна тĕл пулатăп ялан,
Ĕçчен хĕр манран ир вăранать.
Кăвак сăн ӳкерсен шурăмпуçĕ яла
Çăл патне шыв ăсма вăл анать.

Шăнкăр шыв йĕрленсе ыткăнать валак тăрăх,
Йăлкăшать кĕмĕлленнĕ витре.
Кăвак куçĕ хĕрĕн çăлти шыв пекех тăрă,
Çутă ир пек сăн-пичĕ хитре.

1954