Кĕрхи илем

Митта Ваçлейĕ


Кĕрхи илем

Кĕрхи сăнарăн пур ĕлккенлĕх,
Чуна кайса тивен илем.
Çунаççĕ çулçăсем хĕлхемлĕн,
Вĕçсе иртеççĕ кайăксем.
Пăлан пек ĕнесем çÿреççĕ
Тĕтреллĕ çарансем çинче.
Хĕвелĕн пичĕ пĕчĕкçеççĕ
Ирхи тĕтрелĕх хыçĕнче.
Йĕтемсенче çапаççĕ авăн,
Ĕç шавĕ хăлхаран каймасть.
Пахча тулли арбуз та кавăн —
Кĕр мăнтăрне ут туртаймасть.
Саламлă, савăнăçлă, ĕлккенлĕ
Ик куç тулли кĕрхи илем…
Анчах та темшĕн, тем хĕрхеннĕн
Кăшт ассăн сывласа илен?

Advertisements

Йăмрапа хурăн

Петĕр Ялкир


Лапсăркка йăмра пăшăлтатать,
Ăш çиле калать темскер çинчен.
Юрату саламĕ ăсатать
Вăл алкаллă хурăна иккен.

Урама илем кÿрсе ларать
Ешĕл-ешĕл тумĕпе йăмра.
Халь ăна шур хурăн пулăшать.
Вăл пуртан татах чипер тавра.

«Мĕн тери пĕрле ÿсме аван! —
Савăнать йăмра чун-чĕререн.—
Хурăн халь ман уйрăлми тăван.
Ун пек ырри çук тĕнчере».

Вырăс ращинчен хăй куçнине
Хурламасть пуль хурăн та нихçан?
Килĕштернĕ вăл чăваш ялне,
Йăмрана савать мĕнпур чунтан.

Хĕрлĕ мăкăнь

Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. Произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ.
«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Рецензие туллин вуламашкăн çакна пусса каçăр.

Тупмалли

Пĕрремĕш сыпăк
Иккĕмĕш сыпăк
Виççĕмĕш сыпăк
Тăваттăмĕш сыпăк
Пиллĕкмĕш сыпăк
Улттăмĕш сыпăк
Çиччĕмĕш сыпăк
Саккăрмĕш сыпăк
Тăххăрмĕш сыпăк
Вуннăмĕш сыпăк
Вун пĕрмĕш сыпăк
Вун иккĕмĕш сыпăк
Вун виççĕмĕш сыпăк
Вун тăваттăмĕш сыпăк
Вун пиллĕкмĕш сыпăк
Вун улттăмĕш сыпăк
Вун çиччĕмĕш сыпăк
Вун саккăрмĕш сыпăк
Вун тăххăрмĕш сыпăк
Çирĕммĕш сыпăк
Çирĕм пĕрремĕш сыпăк
Çирĕм иккĕмĕш сыпăк
Çирĕм виççĕмĕш сыпăк
Эпилог

Кĕске содержани

Хĕрлĕ Мăкăнь

Пĕрремĕш сыпăк

Хĕр ача хире тухрĕ. Вăл кĕр-çур тăхăнмалли хура пальтопа. Каялла çавăрса çыхнă шурă шел тутăр вĕçĕсене пальто айне янă. Виçеллĕ пальто хĕр ачан çинçе кĕлеткине çăт тытать. Хĕр ача шухăша ÿксе ерипе утать. Унăн йĕпкĕн кăвак куçĕ кун пек чух питĕ инçете пăхнăн туйăнать. Ури айĕнче малтанхи шăн кăчăртатса авăнать. Хăрах пит çăмартине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил çапса чĕпĕтет, çатăрах сăхать. Ку вăл юр та мар, пăр та мар — кĕрхи «кĕрпе» çăвать. Хушшăн-хушшăн чечек çеçки евĕрлĕ юр пĕрчисем те ÿккелеççĕ.

Хĕр ача питне аллипе хупласа та пăхрĕ, анчах тепĕр авăкран тутăр хĕррине те хăлха хыçне сирсе хучĕ, пуç тÿпинчен ĕнсе çинелле тутарчĕ, вара çиле хирĕç çаврăнса, пуçне çĕклесе янкарлăн курăнакан пĕлĕт хĕрринелле тинкерчĕ.

Пĕлĕт хĕрри тип тĕтре пек хура хăмăртарах. Çав енчен каç пулса килет… Сулахай енчи улăп тăпри пек мăкăр сăрт çинче çаралнă пĕчĕк вăрман ларать. Вăл кăвакрах сăрă тĕслĕ çеç. Хăйпе хăех çĕтĕлекен хир сысни шăртне тăратса янă майлăрах. Çул хĕрринче кая юлса пулнă пиçен мамăкĕ, кĕрхи çумăрпа исленсе кĕççеленнĕскер, кăштăртатать. Пĕр хыт хура тунинчен пăрçа улăмĕ çакланса ларнă та çатăл татать, çатăл татать — вĕçерĕнеймест.

Хура тăпра муклашки айĕнчен хир шăшийĕ вĕтĕртеттерсе чупса тухрĕ те хăй умĕнче çын пуррине асăрхаса каялла çаврăнчĕ, хăй тухнă муклашка айнех чăмрĕ.

Тен, вăл кунта паçăртанпах çул пушанасса кĕтет-тĕр. Килте çурисем кĕтеççĕ пулĕ.

Хĕр ача, хĕрхенсе, шăши кĕрсе кайнă çĕрелле пăхса тăчĕ те ана урлах улăха анчĕ.

Тăм ÿкнипе хуралса кайнă йăмра çулçисем хушшинче пĕр кĕтÿ çул кайăкĕ чĕмпĕлтеттерсе ларчĕ, самантран вăл темĕн чухлĕ çăраççи çыххипе чăнкăртаттарнă пек кĕвĕсĕр янăратса тепĕр йывăç çине вĕçсе кайрĕ.Малаллине вулас

Геннадийĕн усси пур-и?

Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. “Хĕрлĕ мăкăнь” произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют […]