Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Андрей Меценатовъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, йуратнă тăвансем, Іисус Христос апостолсем çине Святой Сывлăш антарса панине асăнса праçник тăватпăр. Çакă праçник акă йепле пуçланса кайнă.

Апостолсем Іисус Христосран, Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе хăпарнă вăхăтра, йулашкинђен пиллĕх илнĕ те, Елеон тăвĕ çинђен Іерусалиме тавăрăннă. Унта вĕсем хăйсем çине Христос Святой Сывлăш антарса парасса пур те пĕрле кĕтсе пурăннă. Святой Сывлăша илиђђен апостолсем ниçта та, тухман, йаланах пĕр çуртра Турра кĕл-туса вăхăт ирттернĕ. Çапла вĕсем тăхăр кун пурăнсан Троица çитнĕ. Іудей çыннисен çав кун питĕ аслă праçник пулнă. Вĕсем Троица кунĕ Турă Синай тăвĕ çинђе Моисейĕ закон панине асăнса праçник тунă. Çав пысăк праçнике хисеплесе Іерусалим хулине іудей халăхĕ тĕрлĕ йенђен пухăннă. Ирхине ирех апостолсем пурăннă çурт тĕлĕнђе питĕ хытă шавланă сасă илтĕннĕ, çав вăхăтра апостолсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăлан^ та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма пуçланă.Малаллине вулас

Advertisements

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Иванъ Макаровъ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Тăвансем! Пайанхи кун епир ĕлĕк апостолсем çине Святой Сывлăш анса вĕсене тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма хăватсем панине асăнатпăр. Іисус Христос пĕлĕт çине улăхсан, Унăн вĕренекенĕсем Іерусалимре пĕр пÿлĕме Турра кĕл-тума пухăннă. Апостолсем Турра кĕл-туса тăнă вăхăтра, аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине-ирех вăйлă çил кĕрлесе килнĕ пек, сасартăк пĕлĕт çинђен сасă илтĕннĕ те, вĕсем ларакан пÿлĕме анса тулнă. Вĕсене вут ђĕлхесем пек ђĕлхесем уйрăмăн тăрса курăннă та, харпăрăшĕ çине пĕрер ђĕлхе витсе тăнă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, урăх ђĕлхесемпе калаçа пуçланă. Çакна кура нумайĕшĕ тĕрлĕ ђĕлхепе калаçакан çынсем пĕтĕмпех ăсран кайса тĕлĕнсе тăнă. Хăшĕ тата мăшкăласа каланă: вĕсем тутлă ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, тенĕ.

Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Священникъ Н. Кузьминъ


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи кун епир Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса праçник тăватпăр.

Вăл ĕç акă йепле пулнă: Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, хĕрĕхĕмĕш кунĕнђе йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăнса вĕсене Іерусалимрен Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Унта вĕсене йулашки хут пилленĕ те, Хăй çÿлелле çĕклене пуçланă. Пăртак тăрсан, вĕсен куç умĕнђен пĕтĕмпех çухалнă, курăнми пулнă. Апостолсем Вăл курăнми пулсан, Вăл хăпарса кайнă çĕрелле нумайђђен пăхса тăнă. Вĕсене сасартăк шурă

Малаллине вулас

Николай Шелепи : Çарăмсанпа Хăнтăрçа

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Çарăмсанпа Хăнтăрçа

Çарăмсан

Çарăмсана кам ăмсанмĕ
Унăн рай пек улăхне!
Парать турă ырлăхне
Çарăмсан çинчи халăхне.
Улăхĕнчен килес килмест
Çĕр-шывĕсем типсессĕн;
Ырлăхĕсем пĕлĕнеççĕ!
Çимĕк кунсем çитсессĕн.
Симĕс пустав халат пек
Ешĕл тумтир тăхăнать.

Малаллине вулас

Николай Шелепи : Шахтер

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Шахтер

Шахтер ĕçлет шахтăра… хуп-хура!..
Пĕтĕм путăк-шăтăкра – çурăкра.

Алла тытать лампине, çуттине…
Чĕрлĕн сăмси майлине… кайлине.

Вăрăм труби тытăнать çухăрма…
Шахтерсем çĕр айне йыхăрма.

Шахтер çитет ĕç патне вăхăтра…
Ун çĕр пÿрчĕ пит ирсĕр… пит лутра.

Малаллине вулас

Николай Шелепи : Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Константин патша пырать
Хура тинĕс хĕррипе.
Клин-клин уткаласа
Хура çĕлен йĕррипе.
Хула тума вырăн пăхать
Икĕ хура куçĕпе.
Пысăк шухăшсем шухăшлать
Миро сĕрнĕ пуçĕпе.
Тинĕс çинче çил вĕрет,
Тинĕсре хум çĕкленет,
Хура тинĕс чапĕпе
Патша шухăш çирĕпленет.

Малаллине вулас

Константинпа Еленана Асăнни

Михаилъ Даниловъ


Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Май 21-мĕшĕ

Пайан таса ђиркÿ святой Константинпа Елена пурă­нăçне асăнат̌. Константин суйа тĕнлĕ çынсем Христос тĕнне тăнђах пĕтерме тапăннă вăхăтра пурăннă. Христос тĕнĕ йепле ыррине вăл пĕђĕкренпех курса пĕлнĕ. Туррăн йĕрки пĕрре ун ђĕрине кĕрсе вырăнаçсан, кайран суйа тĕнлĕ çынсем хушшинђе усал Діоклитіан патша çуртĕн­ђе ÿснĕ пулсан та, вăл ђăн тĕн шухăшне çухатман. Вăл çынпа ăшă кăмăллă, тĕрĕспе пыракан лайăх йĕкĕт пулнă. Ăна пурте йуратса тăнă, Çавăнпа ыттисем кĕвĕç­се ăна пĕрре кăшт çех вĕлереймен. 32 çула çитсен, вăл ашшĕ вилсен, Рим патшалăхин хĕвел анăç йенђи çĕрĕнђе патша пулса тăнă. Унăн пурăнăçĕнђе йаланах суйа тĕн­лĕ патшасемпе вăрçма тĕл килсе пынă. Вăл хăй вăйĕн- ђен ытла Турă çине шанарах панă.

Малаллине вулас