Пултарни 4

4

(1) Адам хăйĕн арăмĕпе Евăпа хутшăннă; Ева йывăр çын пулса Каина çуратнă, вăл: эпĕÇÿлхуçаран çын тупрăм, тенĕ.

(2) Тата унăн шăллĕне, Авеле, çуратнă. Авель — сурăх кĕтекен çын, Каин çĕр ĕçлекен çын пулнă.

(3) Кăштах вăхăт иртсессĕн, Каин Çÿлхуçана çĕр çимĕçĕ парне кÿнĕ,

(4) Авель те хăйĕн кĕтĕвĕнчи малтан çуралнă путексене, чи самăррисене, парне кÿнĕ.Çÿлхуçа Авеле те, унăн парнине те кăмăл тунă,

(5) Каина вара хăйне те, унăн парнине те кăмăл туман. Каин питĕ тарăхнă, пуçне чиксе çÿренĕ.

(6) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: эсĕ мĕншĕн тарăхрăн? мĕншĕн эсĕ пуçна чикрĕн?

(7) ырă тунă чухне пуçна çĕклеместĕни? ырă тумастăн пулсассăн, алăку умĕнче çылăх выртать; вăл сана хăй патне туртать, анчах эсĕ ăна пăхăнтар, ăна пуçлăх пул, тенĕ.

(8) Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, каланă: [атя хире каяр,] тенĕ. Хире тухсассăн, Каинхăйĕн шăллĕне, Авеле, хирĕç тăрса ăна вĕлернĕ.

(9) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: Авель шăллу ăçта санăн? тенĕ. Вăл: пĕлместĕп; эпĕшăллăма хуралçă-им? тенĕ.

(10) [Çÿлхуçа] каланă: мĕн турăн эсĕ? санăн шăллу юнĕн сассийĕ Мана çĕр çинчен кăшкăрса чĕнет;

(11) санăн аллу тăкнă юна, санăн шăллун юнне, çăтнă çĕр халĕ сана ылханчĕ;

(12) эсĕ çĕр ĕçленĕ чухне вăл сана текех хăйĕн вăйне парса тăмĕ, çĕр çинче эсĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăн, тенĕ.

(13) Каин Çÿлхуçа [Турра] каланă: ман çине хунă хаса чăтас чăтăмран та пысăкрах:

(14) акă Эсĕ халĕ мана çĕр çинчен хăваласа яратăн, эпĕ Санăн куçу умĕнчен çухалăп, çĕр çинче эпĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăп; мана тĕл пулакан кирек кам тамана вĕлерĕ, тенĕ.

(15) Çÿлхуçа [Турă] ăна каланă: кам Каина вĕлерĕ, ăна уншăн çичĕ хут тавăрмалла, тенĕ.Каина тĕл пулса никам та ан вĕлертĕр тесе, Çÿлхуçа [Турă] ăна паллă тунă.

(16) Вара Каин Çÿлхуçа умĕнчен пăрахса кайнă, вăл Эдемран тухăçалла, Нод çĕрне, кайса вырăнаçнă.

(17) Каин хăйĕн арăмĕпе хутшăннă; арăмĕ, йывăр çын пулса, Еноха çуратнă. Каин хула лартнă; хулине ывăлĕн ячĕпе Енох тенĕ.

(18) Енохăн Ирад [Гаидад] çуралнă; Ирадран Мехиаель [Малелеил] çуралнă; Мехиаелĕн Мафусал çуралнă; Мафусалран Ламех çуралнă.

(19) Ламех хăй валли икĕ арăм илнĕ: пĕри Ада ятлă, тепĕри Цилла [Селла] ятлă пулнă.

(20) Ада Иавала çуратнă: вăл кĕтÿ кĕтсе чатăрта пурăнакансенĕн ашшĕ пулнă.

(21) Унăн шăллĕн ячĕ Иувал: вăл пĕтĕм кĕслеçĕсен, шăхлич калакансен ашшĕ пулнă.

(22) Цилла та Тувалкаина [Фовела] çуратнă: вăл пăхăртан тата тимĕртен тĕрлĕ япала туптаса тăвакан ăста пулнă. Тувалкаинăн йăмăкĕ — Ноема.

(23) Ламех хăйĕн арăмĕсене каланă: эй Ада, эй Цилла! итлĕр эпĕ каланине; эй Ламехарăмĕсем! тăнлăр ман сăмахсене: суранăмшăн эпĕ ар пулнă çынна вĕлертĕм, хама амантнăшăн яш ачана вĕлертĕм;

(24) Каиншăн çичĕ хут тавăрас пулсассăн, Ламехшăн çитмĕл çичĕ хут тавăрĕç, тенĕ.

(25) Адам татах хăйĕн арăмĕпе, [Евăпа,] хутшăннă, Ева ывăл ача çуратнă, вăл ăна Сифятлă хунă, [вăл каланă:] Каин вĕлернĕ Авель вырăнне Турă мана тепĕр вăрлăх пачĕ,тенĕ.

(26) Сифăн та ывăл ача çуралнă: вăл ăна Енос ятлă хунă; çавăн чухне вара Çÿлхуçа [Турă] ятне асăнса чĕне пуçланă.

Пултарни 3

3

(1) Çÿлхуçа Турă пултарнă хир кайăкĕсенчен çĕлен пуринчен те чеерех пулнă. Çĕленарăма каланă: Турă чăнах та: райри нихăш йывăçăн çимĕçне те ан çийĕр, тесе каларĕи?тенĕ.

(2) Арăм çĕлене каланă: эпир йывăçсен çимĕçĕсене çиме пултаратпăр,

(3) Турă: рай варринчи йывăçăн çимĕçне çеç ан çийĕр, терĕ, вĕсене ан тĕкĕнĕр, сирĕнвилмелле ан пултăр, терĕ, тенĕ.

(4) Çĕлен арăма каланă: çук, вилместĕр,

(5) Турă пĕлсе тăрать: эсир çав çимĕçе çисе пăхнă кун сирĕн куçăрсем уçăлĕç те, вара эсирырăпа усала пĕлекен турăсем пек пулатăр, тенĕ.

(6) Йывăçĕ апат валли те лайăх иккен, куçпа пăхма та хитре иккен, пĕлÿ парассипе тесăхлантарать иккен, — арăм çакна курнă та унăн çимĕçне татса çинĕ; тата упăшкине тепанă, вăл та çинĕ.

(7) Ĕнтĕ иккĕшĕн те куçĕсем уçăлнă, вĕсем хăйсем çарамас пулнине пĕлнĕ; вара смоквайывăçĕн çулçисене сыпасыпа çĕлесе пилĕкĕнчен çакса янă.

(8) Вĕсем кун сулхăнлатнă вăхăтра райра çÿрекен Çÿлхуçа Турă сассине илтнĕ; Адампаунăн арăмĕ Çÿлхуçа Турă умĕнчен райри йывăçсем хушшине пытаннă.

(9) Çÿлхуçа Турă Адама чĕнсе: [Адам,] эсĕ ăçта? тенĕ.

(10) Вăл: эпĕ Санăн сассуна райра илтрĕм те хам çарамас пулнипе хăраса пытантăм,тенĕ.

(11) [Турă] каланă: эсĕ çарамассине сана кам каларĕ? Эпĕ çиме хушман йывăçăн çимĕçнеçимерĕни эсĕ? тенĕ.

(12) Адам каланă: йывăç çимĕçне мана çав арăм, Эсĕ панăскер, пачĕ те — эпĕ çирĕм, тенĕ.

(13) Çÿлхуçа Турă арăма каланă: эсĕ капла мĕн турăн? тенĕ. Арăм: мана çĕлен илĕртрĕ те— эпĕ çирĕм, тенĕ.

(14) Çÿлхуçа Турă çĕлĕне каланă: çакна тунăшăн эсĕ мĕнпур выльăхчĕрлĕх умĕнче, хиртипур тискер кайăк умĕнче ылханлă пулăн; эсĕ хырăмупа шуса çÿрĕн, хăвăн ĕмĕрÿтăршшĕпех тăпра çисе пурăнăн;

(15) санпала арăм хушшине, сан вăрлăхупа арăм вăрлăхĕн хушшине тăшманлăх хурăп;арăмран çураласси санăн пуçна çапса çĕмĕрĕ, эсĕ ăна ури тупанĕнчен сăхăн, тенĕ.

(16) Арăма каланă: эсĕ йывăр çын чухне санăн асапна ÿстернĕçемĕн ÿстерсе пырăп;ачусене тертленсе çуратăн; эсĕ упăшкушăн тĕмсĕлĕн, вăл вара санăн хуçу пулĕ, тенĕ.

(17) Адама вара çапла каланă: арăмун сăмахне итленĕшĕн, Эпĕ сана «ан çи» тесе каланăйывăçăн çимĕçне çинĕшĕн çĕр сан пирки ылханлă пулĕ; ĕмĕрÿ тăршшĕпех эсĕ, асапкурса, çĕртен тăранса пурăнăн;

(18) çĕр сана йĕплĕ курăксемпе çумкурăкĕсем ÿстерсе парĕ; эсĕ хирти курăкпа тăрансапурăнăн;

(19) çĕртен пулнăскер, эсĕ каялла çĕре кĕричченех çăкăрна тар юхтарса ĕçлесе çийĕн: эсĕ— тăпра, каллех тăпра пулăн, тенĕ.

(20) Адам хăйĕн арăмне Ева ятлă хунă, мĕншĕн тесессĕн вăл пĕтĕм пурăнакансенĕнамăшĕ пулса тăнă.

(21) Çÿлхуçа Турă Адампа унăн арăмĕ валлн тир тумтирсем туса вĕсене тăхăнтартнă.

(22) Çÿлхуçа Турă каланă: акă Адам, ырăпа усала пĕлсе, Пирĕнтен пĕри пек пулса тăчĕ;халĕ ĕнтĕ вăл тата, аллине тăсса, чĕрĕлĕх йывăçĕн çимĕçне те татса ан çитĕр, ĕмĕрехпурăнмалла ан пултăр, тенĕ.

(22) Çĕртен илнĕскер çĕр ĕçлесе пурăнтăр тесе Çÿлхуçа Турă ăна Эдем пахчинченкăларса янă.

(24) Адама хăваласа янă та чĕрĕлĕх йывăçĕ патне пыракан çула сыхламашкăн Эдемпахчи умне, тухăç енне, Херувима тăратнă тата çавăрăнса тăракан вутлă хĕç хунă.

Пултарни 2

2

(1) Тÿпепе çĕре тата вĕсен мĕнпур çарне çапла йĕркелесе туса çитернĕ.

(2) Хăй тăвакан ĕçĕсене Турă çиччĕмĕш кун тĕлне туса çитернĕ, тумалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, çиччĕмĕш куна Вăл канлĕхлĕ тунă.

(3) Турă çиччĕмĕш куна пилленĕ, ăна сăваплă тунă, мĕншĕн тесессĕн Хăйĕн тумалли, пултармалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, Вăл çав куна канлĕхлĕ тунă.

(4) Тÿпепе çĕр çапла пулса кайнă, вĕсене çапла пултарнă, çавăн чухне, Çÿлхуçа Турăçĕрпе тÿпене пултарсассăн,

(5) çĕр çинче нимĕнле ÿсентăран та, нимĕнле курăк та ÿсменха, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турă çĕр çине çумăр çутарман, çĕр ĕçлесе тăма этем те пулман,

(6) анчах çĕр çинчен пăс тухса тăрса пĕтĕм çĕр питне шăварса тăнă.

(7) Çÿлхуçа Турă этеме çĕрти тăпраран тунă, унăн ăшне чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕрсе кĕртнĕ, этем вара чĕрĕ чунлă пулса тăнă.

(8) Хĕвелтухăç енче, Эдемра, Çÿлхуçа Турă рай пахчи лартса ÿстернĕ, Хăй пултарнă этеме çавăнта вырăнаçтарнă.

(9) Çÿлхуçа Турă çĕртен тĕрлĕ йывăç ÿстерсе кăларнă: пăхма — илемлĕ, апат валли лайăх пулнă вĕсем; рай варринче вара чĕрĕлĕх йывăçĕ тата ырăпа усала пĕлтерекен йывăç ÿстернĕ.

(10) Рая шăварса тăмашкăн Эдемран юханшыв юхса пынă; унтан вăл туратланса тăватă юханшыв пулса кайнă.

(11) Пĕри Фисон ятлă пулнă, вăл пĕтĕм Хавила çĕрĕ тавра юхса выртать, унта ылтăн пур;

(12) çав çĕрти ылтăн паха; унта бдолах тата оникс чулĕ пур.

(13) Иккĕмĕш юханшывĕн ячĕ Гихон [Геон]: вăл пĕтĕм Куш çĕрĕ тавра юхса выртать.

(14) Виççĕмĕш юханшывĕн ячĕ Хиддекель [Тигр]: вăл Ассири умĕнчен юхса иртет.Тăваттăмĕш юханшывĕ — Евфрат.

(15) Çÿлхуçа Турă [Хăй пултарнă] этеме ертсе пынă та ăна Эдем пахчине — çавăнта ĕçлесе тăма, пахчана сыхласа тăма — вырăнаçтарнă.

(16) Çÿлхуçа Турă этеме çапла вĕрентсе каланă: эсĕ пахчари пур йывăçăн çимĕçне те çийĕн,

(17) анчах ырăпа усала пĕлтерекен йывăç çимĕçне ан çи: унăн çимĕçне çинĕ кун эсĕ вилмелле пулăн, тенĕ.

(18) Çÿлхуçа Турă тата каланă: этеме пĕччен пурăнма аван мар; ăна пулăшса тăма хăй евĕрлĕскернех пултарар, тенĕ.

(19) Хирти мĕнпур чĕрчуна, тÿпери пур вĕçен кайăка Çÿлхуçа Турă çĕртен тунă, унтан, вĕсене мĕнле ят панине курас тесе, чĕрĕ чунсем хăйсене этем мĕнле ят парĕ, çавăн ятлă пулччăр тесе, [вĕсене] этем патне ертсе пынă.

(20) Этем пур выльăхчĕрлĕхе, тÿпери пур вĕçен кайăка, хирти пур тискер кайăка ят хурса тухнă; анчах этем валли ăна пулăшса тăма ун евĕрлĕскерĕ тупăнман.

(21) Çÿлхуçа Турă этем çине тарăн ыйхă янă; вăл çывăрса кайсассăн, унăн аяк пĕрчисенчен пĕрне кăларса илнĕ те çав вырăна ÿт илтернĕ.

(22) Этемрен илнĕ аяк пĕрчинчен Çÿлхуçа Турă арăм тунă та ăна этем патне ертсе пынă.

(23) Вара этем каланă: акă ку — манăн шăммăмран илнĕ шăмă, манăн ÿтĕмрен илнĕ ÿт; артан, [хăй] упăшкинчен, илнĕрен ăна арăм тейĕç, тенĕ.

(24) Çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара [иккĕшĕ] пĕр ÿт пулĕç.

Пултарни 1

1

(1) Пуçламăшĕнче Турă тÿпепе çĕре пултарнă.

(2) Çĕрĕн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн ТурăСывлăшĕ варкăшнă.

(3) Турă каланă: çутă пултăр, тенĕ. Çутă пулса тăнă.

(4) Турă çутă аваннине курнă та, Турă çутта тĕттĕмрен уйăрнă.

(5) Турă çутта — кун, тĕттĕме каç тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пĕрремĕш кун.

(6) Турă каланă: шыв хушшинче тĕрек пултăр, вăл шыва шывран уйăрса тăтăр, тенĕ. [Çаплапулса тăнă.]

(7) Турă тĕрек туса карнă та тĕрек айĕнчи шыва тĕрек тĕлĕнчи шывран уйăрнă. Çапла пулса тăнă.

(8) Тĕреке Турă тÿпе тенĕ. [Турă ку аваннине курнă.] Каç пулнă, ир пулнă: иккĕмĕш кун.

(9) Турă каланă: тÿпе айĕнчи шыв пĕр çĕре пухăнса тăтăр та, типĕ вырăн тухтăр, тенĕ. Çаплапулса тăнă. [Тÿпе айĕнчи шыв хăйĕн вырăнне пухăнса тăнă та, типĕ вырăн тухнă.]

(10) Типĕ вырăна Турă çĕр тенĕ, пухăнса тăнă шывсене тинĕссем тенĕ. Турă ку аваннине курнă.

(11) Турă каланă: çĕр ешĕлÿсен, [хăй йышши, хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, çĕрçинче хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан çимĕçлĕ йывăçсем ÿстертĕр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.

(12) Çĕр ешĕлÿсен, хăй йышши, [хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, [çĕр çинче] хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан [çимĕçлĕ] йывăçсем ÿстерсе кăларнă. Турă ку аваннине курнă.

(13) Каç пулнă, ир пулнă: виççĕмĕш кун.

(14) Турă каланă: [çĕре çутатса тăма тата] куна каçран уйăрса тăма, хăватсем кăтартма татавăхăта, куна, çулталăка палăртса тăма тÿпе тĕрекĕ çинче çутăсем пулччăр;

(15) çĕр çине çутă ярса тăмашкăн вĕсем тÿпе тĕрекĕ çинчи çутаткăçсем пулччăр, тенĕ. Çаплапулса тăнă.

(16) Турă икĕ пысăк çутă тунă: пысăкрах çутине куна тытса тăма, пĕчĕкрех çутине каçа тытса тăма тунă, çăлтăрсем те тунă;

(18) Турă вĕсене тÿпе тĕрекĕ çине лартнă: çĕре çутатса тăма,

(19) кунпа каçа тытса тăма, çутта тĕттĕмрен уйăрса тăма лартнă. Турă ку аваннине курнă.

(20) Каç пулнă, ир пулнă: тăваттăмĕш кун.

(21) Турă каланă: шывра чĕрĕ чунсем кĕшĕлтетчĕр; çĕр çийĕн, тÿпе тĕрекĕ айĕн вĕçен кайăксем вĕçсе çÿреччĕр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]

(22) Шывра пулса тăнă мăн пулăсене, шывра кĕшĕлтетекен пур тĕрлĕ чĕрĕ чуна Турăăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, ăрăвĕăрăвĕпе тĕрлĕ вĕçен кайăк пултарнă. Турă ку аваннине курнă.

(23) Турă вĕсене пилленĕ: хунăр, йышлăланăр, тинĕс шывĕсене тулăр, çĕр çинче вĕçен кайăксем ĕрчеччĕр, тенĕ.

(24) Каç пулнă, ир пулнă: пиллĕкĕмĕш кун.

(25) Турă каланă: çĕр ăрăвĕăрăвĕпе чĕрĕ чунсем кăлартăр, выльăхсем, çĕленкалтасем, тискер кайăксем ăрăвĕăрăвĕпе кăлартăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.

(26) Çĕр çинчи тискер кайăксене Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, выльăхсене те ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, пур çĕленкалтана та ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă. Турă ку аваннине курнă.

(27) Турă каланă: Хамăр сăнарлă, Хамăр евĕрлĕ этем тăвар, вĕсем тинĕсри пулăсене, тÿпери вĕçен кайăксене, [тискер кайăксене,] выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре, çĕр çийĕн шуса çÿрекен мĕнпур çĕленкалтана пуç пулса тăччăр, тенĕ.

(28) Турă вара Хăй сăнарлă этем пултарнă, ăна Турă евĕрлĕ пултарнă; вĕсене арçыннине,хĕрарăмне пултарнă.

(29) Турă вĕсене пилленĕ, Турă вĕсене каланă: хунăр, йышлăланăр, çĕре туллиех тулăр, ăна тытса тăрăр; тинĕсри пулăсене, [тискер кайăксене,] тÿпери вĕçен кайăксене, [пур выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре,] çĕр çумĕн çÿрекен мĕнпур чĕрчуна пуç пулса тăрăр, тенĕ.

(30) Турă тата каланă: акă Эпĕ сире пĕтĕм çĕр çинчи мĕнпур курăка, вăрлăх сапакан тĕрлĕ тĕслĕ курăка тата йывăç çимĕçĕ кÿрекен, вăрлăх сапакан тĕрлĕ йывăç патăм,— çакă сире апат валли пулĕ;

(31) пĕтĕм чĕрĕ чуна — çĕр çинчи пур тискер кайăка, тÿпери мĕнпур вĕçен кайăка, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур [çĕленкалтана] — апат валли Эпĕ пĕтĕм ешĕл курăка патăм, тенĕ. Çаплапулса тăнă.

(32) Турă Хăй пултарнине пурне те курнă та: акă питех те аван. Каç пулнă, ир пулнă: улттăмĕш кун.