Кĕтмен инкек ][ Ваçлей Давыдов-Анатри

Ваçлей Давыдов-Анатри


Кĕтмен инкек

Пыл хурчĕсене эпĕ çав тери юрататăп. Çулла пулсан вара ял çумĕнчи çаран çине тухатăп та пыл хурчĕсем сĕрленине каçса кайсах сăнатăп. Çак пĕчĕк ылтăн çунатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан, чун уçăлса каять.

Атте те эпĕ пыл хурчĕсене юратнине сисрĕ пулас, ятарласа Юхма пасарне кайса вĕлле туянчĕ. Ăна пахчана, çурт çумне, хĕвел тивекен вырăна лартрĕ. Эпĕ иртен пуçласа каçчен унтан уйрăлмастăп: вĕлле хурчĕсем пыл пухнине чун-чĕререн савăнса пăхса ларатăп. Пĕр эрне иртсен, вĕлле пăхма шут тытрăм. Анчах хам çак ĕçе мĕнле, ăçтан пуçламаллине нимĕн те пĕлместĕп. Малаллине вулас